Шырав: насекомого.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

суккăр-пăван

назв. насекомого, слепень. Шумерля. СТИК. Ăх çуккăр-пăван, тек алă айĕнче явкаланса çӳрен. („Как слепой, наталкивается на других, мешает работать“).

сурă

сорă, сур, сор, назв. насекомого. В. Олг. Копăста сорри — гусеннца (имеет маленькие ножки). Хорачка: кобы̆ста сори (хорт) кобы̆стаjа с'ыбы̆зат та, вы̆л кобы̆стаjа пэ̆дэрэт вара. СПВВ. Сурă, сур — улма йывăç хурчĕ. СПВВ. ТА. Сор — купăста хурчĕ.

суслан

назв. насекомого, род шмеля. Яжутк. Якейк. Суслан — мăн çын пуç порни пушшĕ, вĕçсе çӳрекен хорт. Икĕ тĕслĕ полать: хора, сарă. Çич çолхи суслан çич çолхи ачая сăхсан вĕлерет, теç. Ib. † Суслан пилĕк Мари пор, астарасси — астарчĕ, алă тенкĕ патăмăр, халь алăкне уçмасть; пар, пар, пар ули, алă пусна ан шелле. Ib. Суслан икĕ тĕслĕ: пĕри хора, тепри сарă; сарри пит хытă сăхать. Н. Карм. Суслан — сарă, вăрманта хăвăла пыллать, карас тăвать (побольше, чем сăпса; есть еще хура суслан). См. сăвăслан.

сăрăлчан

(сы̆ры̆лџ̌ан), назв. насекомого (крупный муравей). Хорачха. В. Олг. Сăрăлчан (чит. сŏрŏлџ̌ан), крупный муравей.

çурлчан

назв. насекомого. Начерт. 159.

çăка йытти

(сŏҕа) назв. насекомого; то же, что кукамай.

çĕлен лаши

назв. насекомого (libellula). Чертаг., Пшкрт, Торп-к. КС. Çĕлен лаши, водяное насекомое, без крыльев, выходит из воды, поднимает зад и быстро исчезает.

çĕр кайăкĕ

тушканчик. Ст. Чек. Çĕр кайăкĕ (переднне ноги короткие, задние — длинные). Юрк. Çĕр кайăкĕ, назв. животного. См. çĕр мукаç, çĕр куянĕ. || Назв. насекомого. Ст. Чек. Çĕр кайăкĕ (или: çĕр кайăк), летающие насекомые.

çлен-лаши

коромысло (по-мыслецки „коромыс“), назв. насекомого, libellula. Мыслец.

хыт кайăк

назв. насекомого. Кипек. Хыт кайăк, жужелица (под бревнами).

хыт копшанкă

назв. насекомого, жужелица. Вăрман-к., Кипек. Хыт копшанкă, мокрица. Ой-к. Хыт купшанкă.

хир пăрçи

назв. насекомого. Н. Седяк.

хура лĕпĕ

назв. насекомого. Яжутк.

хура сăпса

назв. насекомого. Бугульм. † Хура вăрман хыçне эп хурт лартрăм, хура сăпса пурне пĕлмерĕм.

котпа чикен хорт

назв. насекомого. Торп-к.

кăптăл

назв. насекомого. Зап. ВНО. Кăптăл = насекомое, похожее на пчелу. || Так говорят человеку, окоченевшему от холода.

çĕрти çутă кăпшанкă

назв. насекомого. Чув. пр. о пог. 414. «Çĕрти çутă кăпшанкăн хырăмĕ çăмлă пулсан, тырă малтантарах акас пулать. Если у земляной светлой мокрицы брюхо мохнатое, то хлеб нужно сеять раньше».

кĕшĕк

употреблено в см. насекомого. Шăна чирсем сарать. Ерекен чирсене тĕрлĕ кĕшĕксем ертеççĕ, пуринчен ытла шăнасем, пăйтăсем, хăнтăласем, пăрçасем. См. Paas. 66, а также кайăк-кĕшĕк. || Присловье к сл. «кайăк». Ачач. Вăл мĕнле асапланнине, вăл мĕн тунине пĕр çутă хĕвел пайăркипе ним хуйхăсăр вĕçсе çӳрекен кайăк-кĕшĕксем анчах курчĕç.

тĕрлĕ лĕпĕ

назв. насекомого. Яжутк.

хĕр вăрлакан

умыкатель невесты. || Назв. какого-то насекомого. Цив.

хĕр-вăрри

назв. насекомого (юпа çинче ларакан хĕр-вăрри, хĕрлĕ кайăксем, вир-вир пеккисем). Янтик.

хĕрĕх ура

назв. какого-то насекомого, Кайраклă. (Белеб.).

хĕрлĕ кукамай

назв. насекомого.

хĕрлĕ копшанкă

назв. насекомого, то же, что кукамай. Питушк.

хĕрлĕ лĕпĕ

назв. насекомого. Яжутк.

хĕрлĕ хорт

назв. насекомого. N. Хĕрлĕ хорт ерсен çор-тырри полать, теççĕ.

хĕрле шăна

назв. насекомого. Яжутк.

хĕç лĕпĕш

назв. насекомого (бабочка). Шурăм-п. 27. Хĕç лĕпĕш (çула ăшă каçсем питĕ нумай Атĕл хĕрне ӳкет, шурă вĕтĕ лĕпĕш).

шач

подр. звуку, получающемуся, когда яйцо падает и разбивается. Орау. Çăмарти ӳкрĕ те шач! турĕ (и разбилось). || Подр. щелканью. КС. Мур пăшалĕ каймарĕ (не выстрелило), пистунĕ шач! турĕ (щелкнул). Ib. Кăпшанкине тыттăрĕ те шач тутарчĕ (щелканье раздавленного насекомого). Подр. удару грома. Ал. цв. 27. Аçа çапса, аçа чулĕ ешĕл тĕме çине ӳксе шач! тутарах. ЧС. Унччен те пулмарĕ, аçа шач! тутарчĕ. Орау. Йĕкине пĕтĕрнĕ майĕпе сусне туртни те илтĕнет; сĕвемне çитерсен тата çиппине шач! тутарса тӳлет. || Подр. треску. КС. Вĕри шыв ятăм та, стакканĕ шачч анчах турĕ. Чертаг. Шач — çитсе ларать. Шачлат, издавать заук „шач“. КС. Пуртă турат куçне шачлатса касать. N. Çемçе тăн чăмăрккине шĕрене çумне персен, шачлатать. См. тачлат.

шыв эрешмен

назв. насекомого. Кипек. Шыв эрешмен, насекомое, быстро ходит по воде, желтоватого цвета, величиной с обыкновенного таракана.

шыв кайăк

назв. насекомого, бывает двух видов: 1) крылья мягкие, с длинными ногами, тонкие, длина меньше таракана; 2) на подобие жука, ростом ниже первого, короче, с жесткими крыльями. (Склон.: шыв кайăкне и пр.). Сред. Юм. Шыв кайăк — шыв çинче путмасăр çӳрекен пĕчик кайăк. || Назв. птицы. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв кайăкне куртăм.

шыв путекки

назв. насекомого? Чутеево. Шыв путекки, в малых реках, на прутьях собирается масса вроде мелких жестких частиц; если сжимать, то выходит вода. Полезно для лошади.

шыв таракканĕ

назв. водяного насекомого. КС. Тюрл. Шыв таракканне урăхла селле полли теççĕ.

шыв чăххи

назв. птицы, кулик, черныш. Мыслец. Шыв чăххи (scr. чихи), кулик. Альш. Шыв чăххи, водяная курочка. Ib. Шыв чăххи — вăл тĕм-хура; сăмси те, урисем те, пĕтĕмпе хура. Анчах унăн чĕрнисем хушшинче кăвакалсеннĕ пекки карăнса тăраканни çук. Пур та, аранçĕ-кăна: пурнисем çумĕнче кăртлă-кăртлă усăнса тăрат. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес, вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. Вĕçсен те, час вĕçсе каяймас вăл: малтан шыв çумĕнчен темĕнччен лăппăл-лаппăл... Кайсар. Шыв чăххи ури сивĕ тытнине чарат. || Назв. насекомого (ходит быстро поверх воды, делает отрывистые скользящие движення, вроде жука, желтоват). Нюш-к.

шыв шăрчăкĕ

название насекомого („сиксе çӳрет“). Н. Карм.

шип-шип кăлăк

то же, что шип-шип. Карамыш. Алла таса мар шывпа çусан, шип-шип кăлăк полать. || Назв. насекомого („быстро скользит по поверхности воды“). Карамиш.

шу таракань

назв. насекомого. Торп-к.

шур лĕпĕ

назв. насекомого. Яжутк.

шуркут

шоркот, ласточка особая, стриж. Именево. Ст. Чек. Шуркут чĕкеç пекех йăвине пӳрт çамкине тăвать. Нюш-к. Шуркут йăвине пӳрт пуçне хăмасем çумне пылчăкран çыпăçтарса тăвать. Чĕкеç пек сарай тăрне каштасем çумне шуркут йăва тунă тенине илтмен. Хай шуркут чĕкеç пекех, хĕври ун та икĕ вĕçлĕ. Сызр. Шуркут пӳрт çине ларсассăн, вăл пӳрт пĕтет, тет, вара. Изамб. Т. Шуркут çыранта чавса йăва çавăрат. Собр. Шурта шуркут йăви пур. N. Шурта шуркут йăви пит нумай, чĕкеç йăвисене çитес çук. Пазух. 107. Шурта шуркут чĕпĕ кăларчĕ. || N. Шуркут, сорока. || Тряпино. Назв. Хищной птицы. || Имепево. Шуркут, назв. насекомого. || Батыр. Шурти шуркут тункати, чут таканса ӳкеттĕм.

шăвăшлан

назв. насекомого. НИП. Шăвăшлан – шултăра сăпса (иначе „сăвăслан“).

шĕкĕ

назв. насекомого, дровосек, короед. Б. Олг. Шĕкĕ (червяк) — чипер юçе, типĕ чăрша, вуса шăтарса кĕрет, кача порни кĕрет шăтăкне. Типĕ йӳçе тĕпретсе кĕрет, пăрапа шăтарнă пак. Она çиме полтарат кайăк, ола-таккан. Она как тĕл полчĕ-тĕк, таккаса кăларса çиет. Н. Седяк. Шекĕ – йăвăçа шăтаракан. СПВВ. ПВ. Йывăçа шĕкĕ çиет. Изамб. Т. Шĕкĕ йываçа çиет, унăн йĕрĕ кукăр-макăр пулат. Шибач. Шĕкĕ – хорт, хăрăк йывăç хоппийĕ хошшипеле çӳрет, шоп-шорă. Мыслец. Шĕкĕ, червяк древоточец, дырит сухарник. КС. Шеке, червяк, который образует небольшие дыры в дереве. N. Шĕкĕ — пĕрене хуппине çиекен хурт. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 5. Пултарĕ-и шĕкĕ ула-кайăка, тăри-хурчкана çĕнтерме? Ст. Чек. Шăкĕ — личинка короеда.

пăрăнтăк

(-ды̆к), повидимому, назв. какого-то насекомого. Не долгоносик? N. Йăвăç тăрăх йăпăртатса çӳрекен пăрăнтăк та пур.

кеке

(к’эг’э), назв. насекомого. Нюш-к. Кеке — кривой хвост загнутый; çĕртме тунă чух лаша çумне çыпăçат. Кеке, вĕççе çӳренĕ чухне, нăй-нăй! туса: малтан (спереди) кĕрсе, кайран (сзади) тухам! тесе калать, тет. Лаша çанпа пуçне пит суллать, теççĕ. Срв. тĕнке.

кумапай

(кумабаj), моя крёстная мать. || Назв. насекомого. Симб, Ядр.

купшанкă

копшанкă (-ҥгы̆), назв. насекомого. Шорк. «Копшанкă, насекомые, обретаемые в земле. Хорт-копшанкă — сюда относятся все насекомые с твердыми крыльями». Шумерля. Купшанкă, назв. каких-то жесткокрылых. Персирл. Копшанкă — всякое насекомое. Тувси (Цив.). Копшанкă — жук (всякий). Завражн. Копшанкă — жук, жесткокрылое вообще. Тиханьк. Корăк çине ан выртар, онта копшанкă (насекомых) номай, холхая кĕрет. Якейк. Копшанкă, общее название многих жесткокрылых насекомых. Шибач. Копшанкă, черное насекомое. СПВВ. ТА. Копшанкă = ахаль хуртсем. || Мыслец. Копшанкă — мокрица. См. кăпшанкă.

хыт-копшанкă

назв. насекомого. Торп-к.

йоплă-хӳре

(jоплы̆-хӳрӓ), назв. насекомого. См. йоплĕ-хӳре. Пшкрт. Хорачка. jоплы̆ хӳрэ, насекомое (хы̆лђаjа кэ̆рэт).

йоплĕ-хӳре

назв. насекомого. См. йĕплĕ хӳре. || В переносном смысле — вертушка, надоедало. Чăрăш-Туйçа (Чебокс. у.).

лапчăк

(лапчы̆к), плоский; сплюснутый, приплюснутый. Шорк. Якейк. Лапчăк сăмсаллă çынна ытла йоратсах каяс çок çав (или: ытла йоратасах çок çав). N. † Лапчăк мунча тăррине тапрĕ-тухрĕ сухăр вĕлтĕрен. N. Лапчăк пӳрт, изба, осевшая от ветхости, с плоской крышей. Алик. Лапчăк сăмса не надо. (Хăнтла). Пшкрт. Лапчăк чол, плитняк. || Углубление. Кан. Унсăр пуçне тата канав тĕпне лапчăксем тăваççĕ, тарăнăшĕ вĕсен 6–8 сантиметр, сарлакăшĕ канав сарлакăш пек, тăрашшĕ 6–8 сантиметр пулмалла. || Назв. насекомого? Шибач. Лапчăк(?) — шура (в воде), копшанкă майлă, çӳхе, çонатсăр, сăмсаллă, ораллă.

макçам таки

назв. насекомого. Альш,. У др. кукамай.

макçăм таракан

макçăм тараканĕ, назв. красного с черными крапинками насекомого; водится во множестве у корней деревьев. У др. кукамай.

мамă

назв. насекомого. Торп-к.

мим-мим кукамай

назв. насекомого. Чист.

мишшевшĕк

землемер. || Назв. насекомого, иначе хăмла хурчĕ. Нюшк.

йӳçĕ-кайăк

назв. насекомого. Орау. Пĕр йӳçĕ кайăк куçа кĕчĕ те, пĕтĕмпĕ куçа йӳçĕхтерсе ыраттарса пĕтерч.

йăпăр

(jы̆бы̆р), подр. быстрому течению струи. Актай. Автанăн сăмса тăрăх юн йăпăр юхса анчĕ, тет те, автана пусса çирĕç, тет, || Подр. более быстрой возне (напр. насекомого). Орау. Мĕн пăхан? — Темскер йăпăр-йăпăр тунă пек туйĕнч те... (возится; быстрее, чем «мĕшĕлтетет»; напр., бежит вошь за воротом и пр.). || Подр. быстрому движению. Ч.П. Йăпăр-йăпăр юр çăват. Собр. † Утмăл-çитмĕл туратра улт ураллă хурт кусать. Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. Йăпăр-йăпăр Пăраски, хура хӳре Наçтаççи, симĕс кут Матрун. Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара кулачă татки çимешкĕн; йăпăр-йăпăр улаха пĕç-хушшине якатмашкăн. Пшкрт. jы̆βы̆р- jы̆βы̆р єртсӓ-ђар'ы̆ (тихо, незаметно). См. век.

выслан

(выслан), назв. насекомого в роде пчелы (сарă). Шибач. (Вероятно, шершень).

вилнĕ-çын-лаши

назв. насекомого. Тет.

вир-вири

(вири), назв. насекомого, божья коровка. Н. Карм. Вир-вири уяра çӳле каят; йĕпе пулас пулсан, çĕре ӳкет.

вирт-вирт-кукамай

назв. красных насекомых, гнездящихся колониями на стволах деревьев. СПАСС. Друг. назван. того жа насекомого: кукамай (К.-Кушки). хĕрлĕ кукамай (Сарат.), Макçам таки (Симб. у.), вилнĕ çын лаши (Тет. у.), шуйттан лаши (Буин. у.), Макçăм тараканĕ кумапай (т. е. крестная, Синерь), мим-мим кукамай (Чист. у.).

вуслан

шершень, назв. насекомого. В. Олг. Вуслан (сарă) ачая вĕлерет. Ib. Вуслан — пысăк, юине туат çапланĕ, хот пак; сăпса, вуслан пĕр манерлă (= манерлĕ). Вуслан сăхсан, çын вилме полтарат. Сăпса сăхсан, хăпарса ларат. Хора вуслан сăхат.

уй пăрçи

назв. маленького черного насекомого. Ср. Юм. Тыр вырнă вăхăтра анасĕм çинче çӳрекен вĕтĕ хура каяк. Здесь «Каяк» не означает птицы.

уй хăнкăли

назв. насекомого. Сред. Юм. Пусра çӳрекен хăнкăла пик ланка кайăк (зеленого цвета).

орчамак

название насекомого, живущего в воде и в дереве. Пшкрт. || «Прянички», приносимые в дар киремети. Магн. М. 11.

Отмăл-ора

назв. насекомого, мокрица. Абаш.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

хоботок

м. (у насекомого) сăмса.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

йĕп

йĕп вăрри «коромысло» (насекомое), букв. «вор иголки» (йĕп «иголка», вăрă «вор»); ср. башк., тат. энэ карагы (букв. «вор иголки») «коромысло», «стрекоза»; кирг. ийнелик, казах., к. калп. инелик (букв. «имеющий иголку»), узб. ниначи «стрекоза» (нина, игна «иголка»). Удлиненное, тонкое брюшко насекомого тюрки, по-видимому, приняли за иголку.

Çавăн пекех пăхăр:

насадить насвос наседать наседка « насекомого. » насекомое население насест насечка насечь

насекомого.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150