Шырав: нуша

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кукăр

2.
окольный, дальний
кукăр çул — окольный, кружный путь
Кукăр каякан телей тупнă, тӳрĕ каякан нуша тупнă. — посл. Идущий окольным путем нашел счастье, идущий напрямик — на нужду напоролся. (соотв. Тише едешь — дальше будешь).

кулач

калачный
тулă кулачĕ — пшеничный хлеб
кулач пĕçерекен — калачник
кулач речĕ — калачный ряд
кулачпа та çавăрас çук — калачом не заманишь
Нуша кулач çиме вĕрентет. — посл. Нужда научит есть калачи.
Выçсан çăкăр та кулач пулать. — посл. Голодному и ржаной хлеб калачом кажется.

кур

5.
испытывать, переносить
претерпевать
книжн.
инкек кур — попасть в беду
шар кур — попасть в беду
кун кур — благоденствовать, жить в довольстве
намăс кур — позориться, срамиться
намăс курмарăмăр — мы не ударили лицом в грязь
нуша курса пурăн — испытывать нужду, жить в нужде
ырлăх курса пурăн — наслаждаться благами жизни

курса ирттер —
1) прожить (какое-то время)
2) пережить, испытать что-л.
хам ĕмĕрте эпĕ мĕн кăна курман — чего только я не испытал на своем веку

Çынна усал тăвакан хăй усал курать. — посл. Кто причиняет людям зло, тот и сам его испытает.

нуша

1.
беда, несчастье, горе, невзгода
вăл пурнăçра нумай нуша курнă — он за свою жизнь натерпелся горя
нушана лек — попасть в беду
нушана кĕрсе ӳк — попасть в беду
нуша кăтарт — причинить горе
Нушара юлташ — хурăнташран та хурăнташ. — посл. В беде товарищ — роднее родственника. (соотв. Друзья познаются в беде).

нуша

2.
лишения, тяготы, нуждă
вăрçă нушисем — тяготы войны
пурнăç нуши анне çине тиенчĕ — тяготы жизни легли на-плечи моей матери
Нуша кулач çитерет, теççĕ — посл. Нужда научит калачи есть.

нуша

3.
затруднения, трудности
пирĕн запас пайсем пирки нуша-ха — у нас затруднения с запчастями

нуша

4.
потребность, надобность, нужды
халăх нушине туллинрех тивĕçтер — более полно удовлетворять потребности народа

нуша

5.
забота
пирĕн халĕ пĕр нуша — тырра вăхăтра пуçтарса кĕртесси — у нас сейчас одна забота — убрать хлеба вовремя
пуç çине çĕнĕ нуша ӳкрĕ — на мою голову свалились новые заботы

нушта

разг.
то же, что нуша

уççи-хупписĕр

прям. и перен.
беспросветный
уççи-хупписĕр нуша — беспросветная нужда

хĕн-нуша

собир.
тяготы [жизни], невзгоды
нужда

хĕн-нуша курса ӳс — расти в нужде

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

нуша

нужда
нуша кур – терпеть нужду

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сĕлкĕш

(-г гэ̆-), невеселый, грустный, скучный. Скотолеч. 34. Вăл (овца) апата начар çиет, сĕлкĕш (салху) çӳрет. К.-Кушки. Мĕн сĕлкĕш тăран? Что ты грустен. Альш. Пĕр икĕ кунтанпа сĕлкĕш çӳрет (ходит грустныЙ). СПВВ. ИФ. Çын, пĕр-пĕр нуша пулсан, пит сăмахламас, ун çине пăхсан шелçеççĕ пулат. Темĕскерне халь вăл ку яхăнта кăлăх сĕлкĕш çӳрет, теççĕ. Зап. ВНО. Сĕлкĕш пулнă. (Говорят про человека, когда он начинает расхварываться). Ст. Чек. Ку çын ма сĕлкĕш ларат (хуйхалă, салху ларат). N. Ăна юхса выртакан шыв пăтранса, йывăçсем сĕлкĕш, турачĕсене усса, тискер, ют çынна кĕтсе илнĕ чухнехи пек туйăнать.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

тан

(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.

тепле хутра

изредка. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 19. Тĕнче çине тепле хутра пит кирлĕ (нуша) вăхăтра анчах пăхаççĕ.

техĕмсĕрлен

стать безвкусным, потерять вкус. || В перен. см. Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен, пурăнăç начар енне кайсан, техĕмсĕрленетпĕр.

туп

сл. неопр. знач. Ст. Чек. Туп тука тимĕр, ăна кура нуша тимĕр, чĕп-чĕпехĕн нуша тимĕр. (Чиркӳ). Т. II. Загадки. Туп, туп тимĕр, туп тимĕр, тупаймасан ăшна тимĕр. Собр. Туп тупансăр, тупансăр, тулти вăкăр каçансăр. (Килĕ). Ст. Айб. Туп тупилче, тупилче, туртса карăм та, туртса килтĕм. (Кĕпе килли). N. Туп, туп, тупа тимĕр, ăна тума нуша тимĕр, шур чĕмекĕн тăрри тимĕр. (Чиркӳ тăрри).

тӳс

(тӳс), терпеть, вытерпеть, выносить. N. Пирĕн патра халь каççине тӳсмелĕх те çук сивĕ. N. Пуçа нуша кисен, этем тӳсет иккен. N. Тӳссе ирттер. Ск. и пред. чув. 70. Пулас туя ял-йышсем тӳсеймесĕр кĕтеççĕ. N. Пĕр çуллăха мулкачă тире те тӳсет, теççĕ. Чăв. й. пур. 31. Тарçăсем те ун патĕнче, ниепле çын та тӳсеймен. Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне, çурăмпа тӳсес пулать. Сред. Юм. Ĕлĕк пĕлĕт аялта полнă, тет, пĕр матка ачи котне çăкăр сăмсипе шăлнă, тет те, пӳрт тăррипе пĕлĕт хошшине хĕстерсе хонă, тет, вара çавна тор тӳсеймесĕр, пĕлĕте çӳле охтарнă, тет. Никит. Тӳсмелле мар ыратать.

тăршшĕ

(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.

хавшак

(хавжак), слабый, дряблый, хрупкий. || Мягкий, слабый (о сердце). N. Хавшак чĕреллĕ этем , мягкосердечный. ТХКА 64. Карчăкăм çапла утса çӳренипе ман хавшак чĕрем ăвăс çулçи пек лăстăртатса силленет вара. N. Хавшак чĕреллĕ, нерасторопный, слабый. Н. Карм. Час макăракан çынна хавшак чĕреллĕ (çемçе кăмăллă) теççĕ. || Слишком торопливый, торопыга (беспокоится часто во вред себе). Чуратч. Ц. Старак. Хавшак ача, быстрый, скорый. Яник. Хавшак çын, торопливый человек. СПВВ. ИФ. Хавшак çын; пĕр-пĕр нуша пулсассăн, пит хыпса çунать, е пĕр-пĕр ĕç тумалла пулсан, вăл ĕçе туса пĕтереймесĕр ăшĕ выртмас, ялан куйланат. N. Хавшак, харсăр та чĕреллĕ (старательный; выходит из себя, если отстанет от людей). Сред. Юм. Хавшак çын тесе, ĕç тумалли полсан, ĕçне тăвасшĕн хыпаланакан çынна, хуйăх полсан пит куйланакан çынна калаççĕ, Ib. Хавшак çын, называют такого человека, который никак не может доделать порученное ему дело. Зап. ВНО. Хавшак çын, торопливый человек (б. Цивильск. у.). || Торопливый и боязливый (заячья натура). КС. || Робкий. Слакбаш. Тюрл. Хавшак çын, робкий. Изамб. Т. Хавшак çын, трусливый. Ск. и пред. чув. 20. Шурут çырми варринче шăмăсем çеç курăнаççĕ, хавшак çынсен чунсене хăратса çеç выртаççĕ. || Радушныйç(?). КС.

хур

хор, обида. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Тытам касам тенĕ чух хуралăç пырса хур турĕ. || Поношение, хула; позор, унижение. N. Çын хурри, людское поношение. Шел. II. 60. Е киле кайса кĕрсе ĕмĕр çын хурри пулса пурăнмалла. Ib. 61. Вĕреннĕ ача чухăн çын ачи пулсан та, чухăн çын хĕрне илсен те хур пулмасть. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасем пĕр нуша курмасăр хур пулмĕ. Пĕр нуша курнă пулсассăн тăхăр тăшман хурĕ вăл пулмĕ. Никит. Çынсем пурте мантан мăшкăласа кулаççĕ, эсĕ ан мăшкăлах, Макçăм хурри ан тăвах. Альш. † Çĕнĕ кассен хĕрĕсем каччă хурри пулайрĕ. N. † Ухă пек пĕвве ӳстертĕм, çичĕ ют хурри пулайрĕ. N. Манăн çапах çын хурри пулас марччĕ-ха. N. Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ. || Жертва. Баран. 123. Тутлă ашне кура, вĕсем (птицы) пăшал хурри пулаççĕ. || Несчастье, беда. Бес. чув. 15. Вăл шухăш, çунман пулсан тахăçанах вырăва (ĕçе) килмелле те, анчах çунни ăна хур турĕ. Альш. Ăна каллах Каша таврашĕ пит хур тăвать, çапла иртес тенĕ çынна нимĕнпе иртме памас, иртме тытăнсан вăл та чуптарать, хыçран пырсан ытла хуллен хăвалать лашине. || Страдания. Ст. Чек. Асăнмасан хур туса пĕтерĕп, тенĕ. || Несчастный (Р). Тайба-Т. Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, хур пулмĕ-ши хур (неснастный?) çын аллинче. || Обидно. Ашшĕ-амăшне. Вăл апла сана хур та-ĕçке. Епле апла тăван хĕре пĕр япаласăрах хăварас пулать?

хăвăр

вы сами, себя. N. Эсир хăвăр, вы сами. Сред. Юм. Хăвăр ятласа ан йолăр. (Кил хуçи ятлаçупа ан кайăр тесен, хăнисем тôхса кайнă чохне хуçине хирĕç çапла калаççĕ). N. Хăвăрах ăна хăратмалла тăватăр. Н. Чукалы. Хĕветри калать: эпир сана пĕр пăлан тирĕ укçа парсан, эсĕ; кунтан кайăн-а? — тет. Якуркка калать: мана мĕне нуша, хăвăр илсе пырсан, илĕп,— тет. || Ваш, свой. Эсир хăвăр укçăра çухатнă.

чысла

почитать, почтить. Сиктер. Çĕнĕ тырăпа чӳке çапла чыслаççĕ... || Угощать, потчевать, ухаживать. Сред. Юм. Хăнана лайăхрах чысласа ярасчĕ. Н. Лебеж. † Ай хăтаçăм Иван, ялан чысна чысларăн. N. Тĕпелĕнче арăмĕ чыслать пыллă сăрипе. || Принять. А.-п. й. 76. Нуша тусăма какай та пулин пĕçерсе çитерер, пирĕн ăна чыслама урăх нимĕн япала та çук,— тет.

шар

беда, несчастье. N. Шар полчĕ, беда. Йӳç. такăнт. 56. Тепри виçĕ пуслăх ĕçет те, виç тенкĕллĕх шар тăвать. N. Ял çинчи йăвăр чир, йăвăр шар кайтăр (да исчезнет). Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен... КС. Шар куртăм. Потерпел несчастне (материальное). Пшкрт. Шар корса пер (= эпир), шарланса. Актай. Эпĕр илес хĕрсене ыр çын илсе ыр куртăр, ыр куртăр та шар куртăр, упăшки вилсе шар куртăр. Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ исе ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăчи шар кортăр. N. Июльпе август уйăхĕнче улпутсем нумаях шар курман. Собр. Тĕрлĕрен шар курасран, хирĕçен тăшманăн хирĕçи вăрăнасран хăтар пире. (Из молитвы). N. Ĕç ĕçлеме шар курма вунă арçын тарçăра. Янтик. Хама хам шар курма карăм-çке çанта: халь укçа та çук ĕнтĕ, çитменнине пĕç халь те ыратать. Регули. 727. Вăл онта пре (= пĕрре) тытăнса шар номай корчĕ. Ib. 428. Шар корăпăр.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

нуша

(нужа), беда, несчастье. ЧП. Çамрăк пуçа нуша килсессĕн... N. Ку нуша пуçран кайрĕ. Тĕнче нуши чисти витрĕ. || Необходимость, нужда. Юрк. Аван пурăнасси-мĕнни, нушашăн çын патне каймастăпăр çав, тет. N. † Эпир ӳсе-ӳсе çитĕннĕ чух, патша нуши ӳкрĕ ман пуç çине. N. † Çирĕм икке çитнĕ ачусене суйлаççĕ-ĕçке патша нушине. || Мученье. N. Лашасем çинче эпĕ нумай нушасем курса пĕтрĕм. Янтик. † Хĕрпе каччă выртнă чух, кĕçĕн чух, нушине манаççĕ. ТММ. Эпĕ курнă нушана шăши, шăрчăк куртăр.

нуша кур

испытать беду, несчастье, страданье, мученье. Альш. Вут атте, нуша куртăм! Настрахался и пр.

нуша

луженый. Собр. Тӳп, тӳп, тӳпе тимĕр, ăна пĕлмен нуша тимĕр. (Чиркӳ тăрри).

пур-пĕр

все равно. Четырлы. Çапла вара ĕлĕк хресченсен нуши тырă пулнă çул та пур-пĕрех пулнă. Ib. Тырă пулнă çул та, тырă пулман çул та пур-пĕрех нуша пулнă. См. пурĕ-пĕр.

апла та

(т̚а), est, ufdicis; sunt ista... sed, и в самом деле так, как ты говоришь; правда, но… Изамб. Т. Хăнкăрав сасси илтĕнет; туй килмест-и вара? — Апла та, туй çав. Слышится звон колокольчиков; уж не свадьба ли это? Да, и в самом деле свадьба. Ib. 28° Ст. Чек. Апла та, анчах эп апла тăваймастăп. Так то так, но я этого сделать не могу. || Vеhementer, valde, сильно. Изамб. Т., 6. Апла та ашшĕ-амăшĕ Ентрие асăнмалăх тăваççĕ. Ну уж и задали же отец и мать Андрею трезвону (букв. „сделали памятное“)! Ib. Апла та усем Ентĕрне нуша кăтартрĕç. Ну уж и дали же они Андерею назолы! Ib. Тин алла лекĕрĕ (i. q. лекрĕ), апла та асса çӳрерĕ. Наконец то попался в руки: уж очень он безобразничал! (т. е. воровал). || Satis iam, и так уж. Ст. Чек. Тивес мар ăна, апла та ĕнер тетĕшĕ пит хытă хĕнерĕ. Его не надо трогать, его и без того уже вчера старший брат побил.

ар

(ар), vir, мужчина. ЧП. Ӳсрĕм-ӳсрĕм, ар пултам. Рос я, рос, и стал мужчиною. ЧП. Пиелĕхри ачасем те ар пулĕç. И дети, теперь лежащие в пеленках, сделаются взрослыми мужчинами. † Çитмен çĕре çитет-çке ар пуçĕсем. Куда только не занесет судьба мужчину! Ст. Дув. † Ай-хай пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать, ар пуçĕнчи çавра çĕлĕк (scr. пĕлĕт) пек. Плывет облако, похожее на круглую шапку на голове мужчины. Сятра-Марга. † Ачине шорă ан калăр: хĕрпе выртать — хĕрелет, хĕрне хора ан кăлăр: арпа выртсан саралать. Не говорите, что жених бледен: полежит с девушкой и станет румяным; не говорите, что невеста черновата: полежит с мужчиной и станет белою („русою“, т. е. поправится телом). Альш. † Тĕрлĕ нуша курать иккен ар пуçĕ! Многое приходится переносить мужчине! Т. VI. 8. Ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла. Ячмень, которого не свезти лошади, и хмель, которого не поднять мужчине (т. е. обильный). БАБ. Ар çĕкленми хăмла, ут туртайми урпа. Тюрлем. Ар çинчи кантăр çĕрмес. Конопля, находящаяся на мужчине, не гниет. Эта пословица, по обьяснению чувашина, ее сообщившего, означает, что за сделанное мужчине зло будет от него отместка, расплата. Ту же пословицу встречаем и в рукописях. Собран. 100°. Ар çинчи кантăр çĕрмест, теççĕ. N. Ар çинчи кантăра çĕрмес, тет. Буин. Ар çинчи çăпата кантри çĕрмес, теççĕ. Говорят, что на мужчине конопля (или: верёвка, или: оборка лаптя) не сгниет. Чăвйпур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. Ар çинчи кантăра нихăçан та çĕрмест. Обида, нанесенная другому, никогда не пройдет даром: веревка, находящаяся на мужчине (т. е. удар ею?) не сгниет никогда. Этими словами оканчивается рассказ об одном чувашине, который обижал и эксплоатировал своих односельчан. Самый рассказ озаглавлен так: „Çынна епле тăвăн, ху та çавна курăн“. Буин. Ар епле, йыш çапла. Каков глава семьи, такова и его семья. (Послов.). N. † Ай, мăнтарăн ар пуçĕ! йĕрсе çӳрет, мул тупать. Ах, несчастный мужчина (т. е. несчастные мужчины)! с горькими слезами приобретает он себе добро! (т. е. достаток, необходимый для жизни). Орау. Ар пултăв вĕт, мур! санăн уссăна хăçан курмалла тата? Ведь ты уж стал мужчиной, скотина („мор“)! Когда же еще от тебя польза то будет? N. † Кунтан эпир тухса кайсассăн алăри ачăрсем ар пулĕç. Когда мы уйдем отсюда, ваши маленькие дети выростут мужами. || Maritus. Также означает мужа (супруга). Т.-И.-Шем. † Арăмсенĕн шухлăхне арĕ чарсан илемлĕ. Хорошо, если муж удерживает (излишнюю) бойкость своей жены. N. Вăл качча кайса çичĕ ара çитнĕ. Она побывала за семью мужьями. Ырă ăслă хĕр хăй валли ар тупать. Хорошая умная девушка найдет себе мужа. СПВВ. Х. Арсăр пурăнăç — туратсăр йывăç. Жизнь без мужа — дерево без ветвей. (Послов) N. Ар хыççăн арлан шăтăкне кĕнĕ, тет; ача-пăча хыççăн кăмака айне кĕнĕ, тет. Если во всем следовать за мужем, то придется влезть в нору хомяка; если во всем следовать за детьми, то придется залезть в подпечек. (Послов.). Çĕн-Кипек. Арпа арăм тăпкă пурăннипе нимĕн те çитмеçт. Ничто не может сравниться с мирною жизнью супругов.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

курса пĕт

перевидеть, перевидать. К.-Кушки. Çĕр каçиччен тем те курса пĕтеп. Во сне чего-чего только я не перевижу. N. Ĕмĕрте (на веху) темиçе тĕслĕ нуша курса пĕтĕç.

миша

(мижа), межа грань (от русск. межа). Бур. † Эпир пырас çулсем çинче миша ӳкнĕ тайăлса; çак тантăшпа пĕрле ӳссе уйăрласси пĕр нуша. Н. Карм. † Уттарар-и, утсем, юрттарар-и, хамăр çĕр мишинчен иртеччен. Юрк. † Хирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша. К.-Кушки. † Пирĕн хирĕн мишисем аслă çулăн юписем; пирĕн пек мĕскĕн ачасене пусат тĕнче нушисем.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

олшу

(олжу), то же, что улăшу. Тюрл. Олшу пор-и? Есть-ли что менять? Альш. † Улшăва çӳрет ут пуçĕ, тĕрлĕ нуша курать иккен ар пуçĕ. Хорачка. Олшу кĕпе тăхăнас — переменить рубашку (надеть чистую). || Ошибка. Ошибочный. Сĕт-к. Олшу польч. Ошибка случилась. Шибач. Олшу полчĕ манăн. Случилась у меня ошибка (напр., чужие калоши надел). Тот же оборот есть и у К. С. Сĕт-к. Йомах ярăп йоптарăп, олшу çолпа (не по той дороге, где надо) чоптарăп, йомăç, котне чĕçкĕртĕп (ваставлю дристать). || Несчастие. Орау. Вăсен пурнăçĕнче улшу пулчĕ никак кăçал — ăшша карĕç, тит, вăсем (погорели). || Попеременно. В. Олг. Олшупа виç тĕкпе çыртăм. || Иносказательно. Якейк. Олшу калать, 1) неверно говорит, 2) говорит иносказательно.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

гора

сущ.жен., множ. горы
1. сăрт, ту; высокая гора çӳллĕ сăрт; Уральские горы Урал тавĕсем; взобраться на вершину горы сăрт тӳпине хăпар; дорога поднимается в гору çул сăрталла хăпарать
2. купа; на полу гора книг урайĕнче кĕнекесем купипе выртаççĕ ♦ дела пошли в гору ĕç ăнăçма пуçларĕ; обещать золотые горы тем те пĕр сунса илĕрт; как гора с плеч свалилась чун лаштах пулчĕ (нуша иртсе кайнипе); закатить пир горой акăш-макăш ĕçкĕ ту; стоять горой çирĕп тăр (камшăн та пулин); не за горами таçта инçе мар

испытать

глаг. сов.
1. кого-что (син. проверить) терĕсле, ĕçлеттерсе пăх; испытать новый самолёт в полёте çĕнĕ самолёта вĕçевре тĕрĕсле
2. (син. пережить) тӳс, кур, тӳссе кур; испытать нужду нуша тӳссе кур

нужда

сущ.жен., множ. нужды
1. (син. недостаток) нушта, çуклăх, юрлăх; испытать нужду нушта тӳссе кур; жить в нужде çук пурнăçпа пурăн
2. (син. потребность) нуша, кирлĕлĕх; нужда в деньгах укçа кирли

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

довольство

мн. нет 1. ҫителӗклех, нуша ҫукки, тулӑх пурнӑҫ; 2. кӑмӑл тулни.

испытание

1. сӑнав, сӑнани, тӗрĕслесе пӑхни (машинӑна); 2. экзамен, ыйтса пӗлни; 3. нуша, асап, инкек.

испытать

кого, что сов., испытывать несов. 1. сӑна, сӑнаса пӑх (пӗл), тĕрӗслесе пӑх; 2. чухла, хĕн, нуша кур, хуйхӑ кур, хур кур, асап кур.

крайний

1. хӗрринчи, вӗҫӗнчи; аякри, инҫетри (Ҫурҫӗр); 2. ытла та пысăк (нуша); в крайнем случае ытах; крайние меры чи ҫирĕп мерӑсем; крайний срок чи юлашки срок.

лишение

1. туртса илни, ҫухатни, памасӑр хӑварни; 2. нуша, ҫуклӑх, терт.

мыкать

несов. (сÿс) шӑртла, мыкать горе нуша кур, тертленсе пурӑн, нушаран ан тух.

мытарство

асапланни, тертленни, нуша курса пурӑнни; хӗсӗрлени, тарӑхтарни.

недостаток

-тка 1. ҫитменлӗх, кӑлтӑк, айӑп; 2. пӗр-пӗр япала ҫукки, ҫитменни (укҫа-тенкӗ); 3. чухӑнлӑх, нуша.

несчастье

инкек, инкек-синкек, терт, хур, хурлӑх, нуша, синкер, шар.

нужда

1. ҫитменлӗх, чухӑрлӑх, нуша, терт, хупӑр; жить в нужде нуша курса, тертленсе (хӑрӑнса) пурӑнма; 2. кирли, кирлӗ пулни; нужды промышленности промышленноҫшӑн кирли.

нуждаться

несов. 1. нушалан, нуша кур, тертлен; 2. в ком-чём нуждаться кирлӗ пул; он нуждается в помощи ӑна пулӑшу кирлӗ.

терпеть

-плю, -пишь кого, что несов. 1. тӳс, чăт; терпеть поражение çухату тӳс, парăн; 2. хĕн кур, асап кур, хур кур, нуша кур.

бедствие

инкек, инкек-синкек, нуша, шар, усал; хупăр.

бедствовать

-твую, несов. нушаланса, нуша курса пурăн, юрлă, çитмен пурнăçпа пурăн.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бедность

ж. чухăнлăх, çук (е юрлă) пурнăç, нуша; жить в бедности юрлă пурăн.

безысходный

прил. вĕçĕмсĕр, сирĕлми, пĕтми; безысходная нужда вĕçĕмсĕр нуша.

беспросветный

прил. 1. пăч-тĕттĕм, сĕм-тĕттĕм; 2. перен. вĕçĕмсĕр, татăлми, пĕр савăнăçсăр, йывăр; беспросветная нужда вĕçĕмсĕр нуша.

загнать

сов. 1. кого-что (заставить войти) хăваласа кĕрт; загнать овец в сарай сурăхсене лупасайне хăваласа кĕрт; 2. кого-что (заставить уйти, заехать куда-л. далеко) хăваласа яр (е кил, тух); нужда загнала меня сюда нуша мана çакăнта хăваласа килчĕ; 3. кого (замучить гоньбой) ывăнтар, пăшăхтар, халтан яр, ураран ӳкер; 4. что, разг. (вбить, вонзить) çапса кĕрт (е ларт), кĕртсе ларт, чик, чиксе ларт; загнать клин в чурбан каскана савăл çапса кĕрт; загнать нож çĕçĕпе чик.

испытать

сов. 1. кого-что (испробовать) сăна, тĕрĕсле; испытать мотор мотор тĕрĕсле; испытать нового работника çĕнĕ работника сăнаса пĕл; испытать чью-л. выносливость тӳсĕмлĕх тĕрĕсле; 2. что (пережить; ощутить) кур, тӳссе (е чăтса) ирттер; испытать лишения йывăрлăх тӳссе кур; испытать нужду нуша кур, тертлен; испытать недостаток в чём-л. хĕсĕн, аптра (мĕн те пулин çитменнипе); испытать радость савăн, хĕпĕрте; испытать счастье ĕрехетлен; испытать раздражение вĕчĕрхен; испытать сильную жажду шыв ĕçесшĕн çун.

крайний

прил. 1. (находящийся с краю) хĕрринчи; краняя изба хĕрринчи пӳрт; 2. (последний, конечный) юлашки, вĕçĕнчи; 3. (предельный) чи пысăк, чи юлашки, чи хытă; краняя скорость чи пысăк хăвăртлăх; краний срок чи юлашки срок; 4. (очень сильный) питĕ (пысăк), çав тери (пысăк), ытла та (вăйлă); краняя нужда питĕ пысăк нуша; кранее беспокойство çав тери хумханни; 5. (о мнении, направлении, о политических группировках) чи, çав тери, татăклă; чи сулахайри, чи сылтăмри; краний реакционер чи сылтăмри реакционер; ◇ крание меры татăклă мерăсем; в кранем случае нимле те ĕç тухмасан; по краней мере апла пулмасан та, сахалтан та.

мыкать

несов. что, разг.: горе мыкать нуша кур, нушалан, тертлен.

мыкаться

несов. разг. нуша курса пурăн, тертленсе çӳре.

надобность

ж. кирлĕлĕх, нуша; в случае надобности кирлĕ пулсан; по мере надобности кирлĕçемĕн; нет надобности нуши çук.

неволя

ж. 1. ирĕксĕрлĕх, чуралăх, тыткăнри пурнăç; 2. разг. (необходимость) нуша; охота пуще неволи погов. кăмăл туртни темрен те вăйлăрах.

недостаток

м. 1. (нехватка) çитменлĕх, çителĕксĕрри; недостаток жилой площади пурăнмалли вырăн çителĕксĕрри; 2. (дефект) кăлтăк, айăп, сиен; недостатки зрения куç вăйсăрри; 3. обычн. мн. недостатки разг. (нужда) чухăнлăх, нуша, çитмен пурнăç.

необходимость

ж. 1. (надобность) питĕ кирлĕ пулни, нуша, кирлĕлĕх; 2. филос. кирлĕлĕх.

несчастье

с. инкек, нуша, синкер, телейсĕрлĕх, сехмет, шар; к несчастью в знач. вводн. сл. инкеке.

нужда

ж. 1. (бедность) терт, хĕн, нуша, çитменлĕх; впадать в нужду хĕне юл; 2. (потребность) нуша, нушта, кирли; нужды транспорта транспорт нушисем; в случае нужды кирлĕ чухне.

случай

м. 1. (происшествие) ăнсăрт, ĕç, тĕслĕх, пулса иртни; странный случай тĕлĕнмелле ĕç; в отдельных случаях хăшпĕр чух; в редких случаях сайра-хутра; во многих случаях нумай чухне; 2. (положение дел, вещей) чух, хутра; в данном случае ку хутра; в подобных случаях ун пек чух; 3. (подходящий момент) ăнсăрт, май, майлă самант, мел, мехел; искать случая майлă самант шыра; представился случай май килчĕ, мехел çитрĕ; 4. см. случайность; ◇ в случае чего-л. ⸗сан [⸗сен], ⸗ас [⸗ес] пулсан; в случае чего май килмесен, ĕç ăнмасан; на случай тесе, кирлĕ пулĕ тесе, сых ятне; от случая к случаю вăхăтран вăхăта; по случаую (купить, приобрести и т. п.) ăнсăртран; по случаю чего-л. пирки, пула; при случае 1) кирлĕ чух, кирлĕ пулсан, нуша килсен; 2) (иногда) хăш чухне; во всяком случае кирек мĕнле пулсан та, епле пулсан та; в крайнем случае см. крайний; в таком случае апла пулсан; на всякий случай сых ятне; на первый случай пĕррелĕхе, малтанлăха; ни в коем случае см. кой; игра случая см. игра.

терпеть

несов. 1. что и без доп. (стойко переносить) тӳс, чăт; терпеть боль ыратнине чăт; 2. кого-что (мириться с кем-чем-л.) тӳс, килĕш; он не терпит возражений вăл хирĕçлесе каланине килĕштермест; 3. что (испытывать что-л. неприятное) кур, тӳс, чăт, пул; терпеть нужду нуша кур; терпеть насмешки мăшкăл тӳс; терпеть поражение путлан; ◇ время терпит вăхăт пур-ха, ĕлкĕрĕпĕр; время не терпит васкас пулать; бумага всё терпит хут тем çырсан та чăтать.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

запрос

1. ыйту; ыйтни; депутатский запрос депутат ыйтни (пĕр-пĕр сăлтавпа ĕç тăвакан власть органне ыйтса çырни) 2. ыйту, нуша; удовлетворять культурные запросы населения халăхăн культура ыйтăвĕсене тивĕçтер

потребность

кирлĕлĕх; кирлĕ пулни; нуша; потребность в кадрах рабочих рабочисем кирлĕ пулни; удовлетворять потребности населения халăх ыйтăвĕсене тивĕçтер

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Not

nuşa
нуша

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

нуша

«беда», «несчастье», «нужда» (тат., башк. нужа «нужда». Из русск. нужда.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

асап-тĕсеп

п.с. Асап-нуша, асаплăх; хĕн-асап, терт-асап. Хунямана çул çинчи асап-тĕсеп çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. В.Петров, 1985, 206 с. Ял çыннин асап-тĕсепне ăнланса пулăшма тăрăшакан сахал халь. ХС, 1996, 32 /, 2 с. — халăхăн асап-тĕсепĕ (П.Хусанкай, 1977, 276 с.; Х-р, 17.07.1999, 2 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

нухратлă нухратлĕ çĕрĕ нучка нучкамас « нуша » нуша кур нушалă нушалăх нушалан нушалантар

нуша
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150