Шырав: пехил

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

пехил

1.
напутствие, доброе пожелание

пехил

напутственный
пехил сăмахĕ — напутственное слово
пехилĕр çиттĕрех! — пусть ваши добрые пожелания сбудутся!

пехил

2.
завещание

пехил

завещательный
пехил хучĕ — завещательное распоряжение
пехил çыр — написать завещание

пехил

3.
благословение
ашшĕ-амăшĕн пехилĕ — родительское благословение
пехил пар —1) завещать 2) благословлить

пехиллĕх

то же, что пехил

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пехил

син.: пил
благословение
пил ту — благословить

пил

син.: пилле, пехил
благослови

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

халав

(халав), доброе пожелание, благословение. N. Пурне те ырă сывă пурăнма халав туса яратăп. Ст. Яха-к. Пехил халав тăвăр пире! (Обращение к умершим).

халала

халалла, делать подарок, дарить, завещать. Ала 10°. Ватă хуçа чул лапкана ун ăшĕнчи таварĕ-мĕнĕпех çамрăк хуçана халаланă. Якейк. Вилнĕ чух ати мана пĕр лаша анчах халаласа хăварчĕ (завещал). Ib. Хĕр ашшĕ килĕнчен тохса кайнă чох ашшĕ ăна ĕне, лаша тата орăх япала та халалать (дарит). N. Пурăнас кунçул пĕтсе килсессĕн, вилес вилĕмӳ çитсессĕн, пурлăхна халалласа хăвар вара. Сам. 55. Хĕрӳ хĕвел — ыр пехил çĕре савса халаллать (ырă сунса парать). Панклеи. Макара халаласа парчĕç çĕре. N. Хăна халалланă сăмаха ăшăнта тыт та, киревсĕрлĕхрен сыхланса тăр. || Дать обещание, обещать. Яжутк. Пĕрре атте тавар тиама (за товаром) кайрĕ те, прохота темскер чарнă та, мана çанта халаланă (обещал меня отдать) та, халĕ ĕнтĕ çанта каятăп. Хорачка. Вăл мана çав çынна халаларĕ (обещал, назначил). Бгтр. Ху пĕлменнине халалла мана. || Пожелать. Шемшер. † Йĕри-тавра йыснасем хаяр сонсах ан ярăр, ырă кон-çольне халалăр. (Плач невесты). N. Анчах пĕр-ик куркаранах çитет тесе тав тăвать, халалласа Петĕре куркине вăл тавăрать.

курăс

корăс (-ры̆с), мочало. Слакбаш. Курăс — несодранное мочало (на лубе). Ib. Курăс пулнă. Липовый луб, лежащий в воде, уже готов, может быть употреблен для дранья мочала. Юмансар. Курăс — мочало, которое еще не поступило в производство (см. мунчала). Ib. Курăс касма каятпăр. Мы идем рубить (липу) на мочало. Ib. Курăс хут, мочить мочало. Ib. Курăс сĕветпĕр. Ib. Курăс леçме каятпăр. Мы едем (отправляемся) с мочалом. См. Paas. П. Якейк. Эсĕр корăс кăларма хăнча каяттăр? Ib. Эпĕр кăçал корăс çĕр алă пăт кăлартăмăр. Ib. Порнаççĕ çав, килĕнче мочалалăх корăс çок! (мочала — сĕтел, пӳрт орай, сак çумалли, корăсран тунă япала). Календ. 1910. Хăмла-çырли хуллисем çĕре ан ӳкчĕр тесен, вĕсенĕн йăранĕ тăрăх ик енчен те пĕр аршăн çӳллĕш пăралуксем çумне курăспа çыхма та юрать. Пус. Пĕри тула тухать, тет те, такана (барана) тытса, урисене курăспа çыхать, тет. N. † Курăс, курăс кут сыппи тенкел ури айĕнче. N. Кĕçĕн ывăлне каларĕ, тет: акă манăн кĕлетре пĕр курăс мунчала пурччĕ, сана çав пехил (завещаю тебе), тесе каларĕ, тет. N. Корăс ачи Елена (девочка, которая раздирает на полосы мочало?). Шорк. Корăс татăк ('), кусок мочала. Ib. Корăс — мочало, из которого еще ничего не сделано, иногда зовут его и „мочала". Ib. „Мочала" обыкновенно = мочалка (для вытирания). Мочала — сак шăлмалли; корăс — длинное мочало, на рогожи. КС. Курăс — длинное мочало. Кон. 1929, №98. Тата Якур Мĕтрийĕ иртнĕ хĕлре Каврила Уçăпне курăс чĕртерсе усрарĕ.

кăкăр

(кŏгŏр, кы̆гы̆р), грудь. О сохр. здор. 102. Тусан ăша кĕрсен, çынна пит нумай сăтăр тăвать: ӳпке-пĕвер пăсăлать, пыр шыçать, çын ӳслĕке ерет, кăкăра ларать, куçа та пăсать. || Грудь женщины. N. † Пĕчĕкçĕрен пысак пулнă эпир атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Кăкăртан уйăр (ачана). N. Унăн кăкăртан уйăрăлман ачи пулнă. Альш. Кăкăр юхать, из грудей течет молоко. Сунчел. † Ай, аттеçĕм, аннеçĕм, икĕ кăкăрăн сĕтне пехил ту! ПМП. Кăкăр ĕмекен. Ст. Чек. Кăкăр пуçĕ = чĕчĕ вĕçĕ, сосок. || Грудь земли. ЧП. Вăл сар куккук авăтнă чух пĕтĕм çĕр кăкăри чĕтрет. || Корпус скрипки. Альш. † Купăс кăкăри пит уçă — вĕренерен тунăран; ман кăкăрăм пит уçă мар — кĕçĕнтен хуйхă курнăран. || Часть телеги: лисица. Изамб. Т. Урапа ешчĕкин кăкăрĕ пулат. Ул кăкăр кайри тĕнĕл витĕр тухат. Кăкăра малта папкан (передней подушки) аял енчен касса лартнă.

нянюк

ласкательное обращение к детям. N. Петрухха шăлăм, нянюк (деточка), ылтăнăм, манран пехил.

пехил

(пэhил'), благословение. А. Турх. Ст. Дув. † Атте-анне пехил парсассăн, эпир те пулăпăр çурт пуçĕ. ЧП. Атте-анне пехилĕ çитсен, эпĕ те пулăп çурт çынни. N. Эй кинĕмĕр, пехил сана, çак кил хуçи пулăр, ача. N. † Эпĕ атте аннене юрарăм ĕмĕрлĕхе пехил илесшĕн. N. Вĕсенчен сана пехил тухтăр. N. Те атте çыртарнă, те хăй çырнă вăл сăмаха: турăран пехил ытатпăр вилмешкĕн, тесе. || Завещаемое при смерти. N. Вăталăх ывăлне каларĕ, тет: сана пĕр саступ пехил, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Н. Шинкусы. Чунĕсем (предков) турă умĕнче ырлăхра пулччăр пире пехил парса хăварнăшĕн. (Поминовение предков в молитве ӳчӳк). Изамб. Т. Акă эпĕ вилетĕп: сире пехил. Ыр курмалла пулăр. Çынна юрамалла пулăр! Аннӳ сăмахне итлĕр. Эсĕ, Кеçтук, сывлăхлă парса çитĕнсен, аннӳне, йăмăкусене ан пăрах. N. Ун чухне ыттисем калаççĕ, кашни çын, пӳртрисем пурте: пĕри калат — сана лаша пехил, тепĕри — сана ĕне пехил, сана сурăх пехил, сана хур пехил, чăх пехил. (Свадьба). Альш. Манран сана пĕр кĕтӳ лаша пехил! Желаю тебе иметь табун лошадей (пожелание детям. Выражает и недоброжелание).

пахилле

благословить. Беседы на м. г. Çавăн пек çынсене çапла кӳртсе пăхса янине вăл темĕн чухлĕ пехиллесе илет. Н. Яха-к. Пехилле, выртнă вырну мамăк пултăр, сĕт кӳлли пултăр, тутă пул, эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн (при возлияниях в çиччĕш). Н.Лебеж. † Аслă урамра ваттисем пехилерех парăрсам. ЧП. Ай-хай тăванĕсем чунĕсем, пехиллесе ярăр ĕçкĕр-çикĕре. Изамб. Т. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ хĕрне, кĕрӳне япаласем пехиллеççĕ. СПВВ. Пехил тăвас, пехиллес. Ib. Ах аннеçĕм, аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? Кăкăру сĕтне пехилле. || Завещать. N. Вăл кĕнекене çавăнта амăшĕ пехиллесе панă. N. Хĕрне ӳстерсе качча пар, вара эсĕ пысăк ĕç тăвăн, ăна ырă çынна пехилле. ПМП. Пĕтĕм çĕр çине хăвăн ырăлăхна пехилле. N. Пехиллесе пар, пожертвуй.

пехил ту

благословить, дать в благословение. Чист. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, ике кăкру сĕтне пехил ту. Изамб. Т. Пехил ту, обращ. к умершим на поминках.

пеххил

то же, что пехил. Ст. Шаймурз. † Ай-уй аттеçĕм те аннеçĕм, сăмахсерен пеххил пулинччĕ. ЧП. Аттепелен анне пеххилне пăха пĕлмесĕрех тустартăм. N. Лаша пеххил, кăркка пеххил. Сала 255. Ачам, сана кăмака пеххил (завещаю тебе печку).

ĕçе пыр

иметь значение. Посл. 218,18. Пехил вăл пехиллекенĕ вилсен тин чăн пулать, пехиллекенĕ чĕрĕ чух ĕçе пымасть.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

благословение

сущ.сред.
пил, пехил; пиллени, пил пани; подойти под благословение пил илме пыр (пачăшкă патне); благословение родителей молодым ашшĕ-амăшĕ çамрăк мăшăра пиллени

завещание

сущ.сред.
халал, пехил; халал хучĕ; написать завещание халал хучĕ çыр (çыраканĕ вилсен унăн пурлăхне кама памалли çинчен)

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Dank

tav, pehhil
тав, пехил

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пехил

1. «благословение», «напутствие»; 2. «завещание»; пехилле «благословлять», «напутствовать»; «завещать»; тат. О бәхиллә «прощать», «помиловать», «благословлять». По мнению Будагова, бехил составлено из араб. и перс., что означает «прощение грехов», «позволение», «разрешение» (Сл. I, 246).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахрăм

п.с. 1. Сасă ян кайса çапăнни; каялла сасă. Хирĕç вăрманта ахрăм ухăрса уласа тăрать. А.Алга, 1961, 81 с. Хăватлă сасă, вар тăрăх кĕрлесе кайса, ахрăм пулса çаврăнчĕ. Г.Луч, 1980, 55 с. Çырма тăрăх, такам хăваланăн, ахрăм тарчĕ хăруш вырăнтан. Т-ш, 25.09. 1991, 3 с. Г.Айхи пек çырма тытăнаççĕ те — ахрăм пек саланса çухалаççĕ. Х-р, 13.02.2001, 4 с. — вăрман ахрăмĕ (Ю.Скворцов, 1978, 136 с.; В.Пехил, 1990, 23 с.); янравлă ахрăм (А.Воробьев, 1967, 59 с.); илемсĕр ахрăм (К-н, 1973, 6 /, 2 с.); тăлăх ахрăм, аташнă ахрăм (Н.Теветкел, 1982, 88 с., 101 с.); ăнкарми ахрăм (Г.Ирхи, 1991, 32 с.); сивĕ ахрăм (Л.Мартьянова //Я-в, 2000, 12 /, 46 с.); çунатлă ахрăм (А.Т.-Ыхра, 2001, 52 с.). 2. Куçăм. Палăрăм, йĕр, хӳрешке. Ывăл кĕтни... авалхи пурнăç ахрăмĕ мар-ши вăл. Г.Ефимов, 1984, 145 с. Абхазири вăрçă ахрăмĕ — Чăваш енре [Пуçелĕк]. Х-р, 3.08.1993, 1 с. Çак пулăмăн ахрăмĕ çĕршывра халĕ те лăпланман-ха. Х-р, 6.10.1998, 2 с. Çак таса мар ĕçĕн ахрăмĕ пирĕн тăрăха та килсе ян! каять. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Иртсе кайнă ХХ ĕмĕр ахрăмĕсем паянхи кун та çухалман-ха. Т-ш, 2001, 36 /, 9 с. — чунри ахрăм (ХЧЛ, 1990, 16 с.); чун ахрăмĕ (Н.Ишен-тей, 1997, 52 с.); хаяр вăхăтсен ахрăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 148 с.); вăрçă ахрăмĕ (Х-р, 3.08.1993, 1 с.); аваллăх ахрăмĕ (Ç-т, 1999, 5—6 /, 48 с.); Афганистан ахрăмĕ (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.). — ВЧС, 1971, 460 с., 461 с., 889 с.

донжуанлăх

ç.с. Дон Жуанла, ĕревĕçле хăтланăш. Манра пулнах-ши дон-жуанлăх. Анчах та виçерен тухман. В.Пехил, 1990, 78 с. Поэт донжуанлăхĕ хăй кăмăлне тивĕçтерекен хĕрарăма шыранинче сисĕнет. В.Абрамов, 1998, 31 с.

дон-жуанлăх

ç.с. Дон Жуанла, ĕревĕçле хăтланăш. Манра пулнах-ши дон-жуанлăх. Анчах та виçерен тухман. В.Пехил, 1990, 78 с. Поэт донжуанлăхĕ хăй кăмăлне тивĕçтерекен хĕрарăма шыранинче сисĕнет. В.Абрамов, 1998, 31 с.

календула

ç.с. Пахчара (е вил тăпри çинче) ӳстерекен, тăтăш çеçке çуракан, сап-сарă чечеклĕ сиплĕ курăк. Эс календула, сарă чечек, ирĕк сунпурăнма. В.Пехил //Я-в, 1991, 12 /, 31 с. Календулăран хатĕрленĕ эмел рак чирĕнчен сыватнă чухне уйрăмах кирлĕ. Х-р, 5.01.1996, 4 с. Шăлсене календула чечекĕсен, сар çип утин настойĕпе чӳхени те усăллă. ÇХ, 1999, 42 /, 9 с. Календула ... мĕн хĕл ларичченех илемĕпе савăнтарать. С-х, 2000, 43 /, 2 с. — календула (ноготки) чечекĕ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.; Т-ш, 2000, 34 /, 10 с.).

нарăс

ч.с. Çулталăкăн иккĕмĕш уйăхĕ; февраль. Нарăсра лăпкăрах вĕри юнăм. В.Пехил, 1990, 24 с. Заводсем пĕлтĕрхи нарăсранпа ĕç укçи тӳлеймеççĕ. Х-р, 10.04.1998, 1 с. Кун çинчен «Урал сасси» хаçат нарăсăн 19-мĕшĕнче тухнă номерĕнче самаях тĕплĕ каласа панăччĕ. УС, 10.04.1998, 3 с. Кăрлачăма чунтан савсан та хурлаймăп эпĕ нарăса. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 10 с. — нарăс кунĕ (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); нарăс пуçламăшĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 93 с.); нарăс каçĕсем (Х-р, 14.03.1996, 4 с.); Нарăсри революци хумĕ (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); нарăсри пенси (ÇХ, 2000, 12 /, 4 с.); — кăçалхи нарăс (Х-р, 4.09.1996, 2 с.); çитес çулхи нарăс (ÇХ, 1999, 42 /, 3 с.).

ĕçченçĕ

п.в. Тăрăшуллă çын (е сăнар); ĕçлевçĕ, ĕçчен. Пуç çапма пымашкăн вăхăт çук ĕçченçĕн. С.Шавлы, 1974, 37 с. Вăл лайăх çын, канăçсăр ĕçченçĕ. А.Медведев, 1983, 199 с. Хĕвелпе танах тăрса вăратрăм ытарми ĕçченçĕ уй-хире. В.Пехил, 1986, 16 с. Тăрмашаççĕ, тĕрмешеççĕ кунсерен ĕçченçĕсем. А.Галкин //Т-ш, 1998, 7 /, 5 с.

Çавăн пекех пăхăр:

пехет пехетлĕ пехетлĕх пехетсĕр « пехил » пехил ту пехиллĕх пехилле пехиллеш пехиллештер

пехил
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150