Шырав: премьер-министр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

канцлер

канцлер (хăшпĕр патшалăхсенче — премьер-министр)

министр

министр

министр

министерский
тулашри суту-илӳ министрĕ — министр внешней торговли
ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ  министр иностранных дел
министр заместителĕ — заместитель министра
Чăваш АССР министрсен совечĕ — совет министров Чувашской АССР

премьер-министр

премьер-министр (правительство пуçлйхĕ)
Англи премьер-министрĕ — премьер-министр Англии

премьер

то же, что премьер-министр

секретарь


◊ патшалăх секретарĕ
— государственный секретарь (хăшпĕр çĕршывсенче — министр)
АПШри патшалăх секретарĕ — госсекретарь США

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тутлăлантар

, тутлантар, сделать сладким. вкусным, подсластить. N. Вĕçен çумне прокурор юлташне хушсан, тĕрме пăхакан комитет пулĕччĕ; çĕр пăхакан министр лартнă членне кăларса исправника хушсан, воински присутстви пулĕччĕ; губернияна куçарса вăрман улпучĕпе тутлăлантарсан, вăрман сыхлакан комитет пулĕччĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

министр

сущ.муж.
министр; министр финансов укçа-тенкĕ министрĕ; заместитель министра министр çумĕ

премьер-министр

сущ.муж.
премьер-министр (правительство пуçлăхĕ)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

записаться

-ишусь сов., записываться несов. ҫырӑн; записаться на прием к министру министр патне кӗме ҫырӑн.

министр

министр; министр просвещения ҫутӗҫ министрӗ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

министерский

прил. министр ⸗ĕ [⸗и]; министерство ⸗ĕ [⸗и]; министерский работник министерство работникĕ; министерский пост министр вырăнĕ.

министр

м. министр.

портфель

м. портфель; ◇ министерский портфель министр вырăнĕ (е должноçĕ); редакционный портфель редакци портфелеĕ (пичете йышăннă алçырусем).

премьер

м. 1. см. премьер-министр; 2. театр. премьер (тĕп ролъсене вылякан артист).

премьер-министр

м. премьер-министр.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

вице-премьер

вице-премьер, премьер çумĕ (правительство пуçлăхĕн заместителĕ)

государственный

патшалăх -ĕ; государственное устройство патшалăх тытăмĕ; государственная власть патшалăх влаçĕ; государственная граница патшалăх чикки; государственные награды патшалăх наградисем; государственный обвинитель патшалăх айăплавçи (судра— прокурор); государственное страхование, госстрах патшалăх страхлавĕ, госстрах; государственный сектор экономики экономикăн патшалăх секторĕ; Государственная Дума Патшалăх Думи (Раççей парламенчĕн — Федераци Пухăвĕн кĕçĕн палати); государственный секретарь патшалăх секретарĕ (хăш-пĕр çĕршывсенче — министр); государственный департамент, госдепартамент патшалăх департаменчĕ, госдепартамент (США ют çĕршыв ĕçĕсен министерства)

заместитель

заместитель, çум; заместитель министра министр çумĕ

министр

министр; министр иностранных дел ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ; заместитель министра министр çумĕ; кабинет министров министрсен кабинечĕ (правительство)

премьер

, премьер-министр премьер, премьер-министр (правительство пуçлăхĕ)

статс-секретарь

статс-секретарь (хăш-пĕр çĕршывсенче — министр е аслă пусăмри чиновник)

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Minister

ministĕr
министр

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

вице-премьер

ç.с. Правительство пуçлăхĕн çумĕ, премьер заместителĕ. Раççей вице-премьерĕ, пичет тата информаци министрĕ М.Полторанин. Х-р, 19.09.1992, 2 с. Пĕрремĕш вице-премьерăн ĕç укçи икĕ миллион тенкĕ ытла тени тĕрĕс-и. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Раççей Федерацийĕн правительствин вице-премьерĕ О.Сысуев. ХС, 1998, 37 /, 1 с.

команда

1. Ç.п. Суйланас тĕллевлĕ çыннăн е пĕр-пĕр пуçлăхăн таврашĕ, çывăх йышĕ. Премьер команда пухать [Пуçелĕк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлăва пухăннисене хăйĕн çĕнĕ командипе паллаштарчĕ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пĕр листовкăпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кăлава... хăйĕн командипех килчĕ, хĕрлĕ хăю касрĕ. К-н, 2002, 16 /, 19 с. 2. Ç.п. Пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕçнĕ ушкăн. Н.Григорьевăн (вăл Шурчановпа пĕр командăра) вара хăйĕн рабочийĕсене тӳлемелли парăм та питĕ пысăк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрĕнче регионсемпе ăста ĕçлеме пĕлекен команда çаплипех çук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Çак команда комбинат укçине хăйĕн кĕсйине чикмесен, «Химпромри» вăтам ĕç укçи ... темиçе хут пысăкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.

маркетинг

ç.с., экон. Тухăçлă ĕçлес (тавар сутассине сарас, тупăша ӳстерес) тĕллевпе рынок ыйтнине (туянакансен кăмăлне) тишкерни тата тĕллевлĕ хавхалантарни. Министр студентсем валли бизнес, маркетинг ыйтăвĕсемпе тухса тăракан хаçат-журнала çырăнса пама шантарчĕ. Х-р, 3.09.1996, 1 с. Çитес вăхăтра ... маркетинг службинче ĕçлекенсем, страхлакан специалистсем кирлĕ пулаççĕ. ÇХ, 1998, 3 /, 2 с. Маркетингпа ытларах ĕçлемелле. ХС, 1999, 5 /, 3 с. — сеть маркетингĕ (Х-р, 4.08.2001, 1 с.).

пулăшуçă

п.с. 1. П.п. Ирĕккĕн пулăшу кӳрекен е служба тивĕçĕпе пулăшса пыракан çын; шакăрча, помощник. Çӳрен ... чăрмантарса. Тупăннă пулăшуçă! Е.Осипова, 1982, 22 с. Геннадий Константиновича министр тивĕçĕсенчен хăтарнă, ЧР Президенчĕн пулăшуçи пулма çирĕплетнĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с. Аннеаттен никампа улăштарайми пулăшуçиччĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 9 с. — аслă пулăшуçă (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); çывăх пулăшуçă (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); обществăлла пулăшуçă (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); обкомăн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи (Х-р, 25.09.1996, 2 с.); район прокурорĕн пулăшуçи (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); кандидат пулăшуçи (ÇХ, 1997, 41 /, 2 с.); командир пулăшуçи (Х-р, 27.06.1997, 4 с.); депутат пулăшуçи, вице-спикер пулăшуçи (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); — ВЧС, 1971, 552 с. 2. Ç.п. Çынна пархатар кӳрекен, усă паракан япала. Çак учебник турккă чĕлхине вĕренме кăмăл тăвакансемшĕн тивĕçлĕ пулăшуçă пуласса шанас килет. Х-р, 24.01.1998, 5 с. Ку енĕпе, паллах, выставка чи шанчăклă пулăшуçă. ХС, 1999, 31 /, 1 с. «Сывлăх»сывлăх хуралçи. Пулăшуçă хаçатсăр ан юл, тăванăм, çырăнма васка. С-х, 2000, 16 /, 1 с. Салтак çырăвĕсем пулчĕç çав хайлавăн пулăшуçисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

бюджет

патшалăх укçине пăхса тăракан министр çуллен мĕн чухлĕ доход килессине, мĕн чухлĕ расход пулассине малтанах шутласа хуни. Çавăнпа патшалăх укçине пăхса тăракан министр çуллен мĕн чухлĕ доход килессине, мĕн чухлĕ расход пулассине малтанах шутласа хурать. Çав малтан шутласа хунине бюджет, смета теççĕ [Çулталăк 1906:25–26].

дача

çулла улпутсем пурăнакан вăрманти çурт. Августăн 12-мĕш кунĕнче кăнтăрла сулăнсан икĕ сехетре министр Столыпин пурăнакан дачана (çула улпутсем пурăнакан вăрманти çурт) 4 çын пынă [Хыпар 1906, № 3:519].

декларация

(хальхилле деклараци) премьер-министр депутатсен умĕнче правительство малашне мĕн тăвасси çинчен каласа кăтартни. Конституционный патшалăхра халăх суйланă депутатсем <…> парламента пуçтарăнса председательсене, секретарьсене суйласан премьер-министр депутатсен умĕнче правительство малашне мĕн тăвасси çинчен каласа кăтартать. Çапла каласа (е вуласа) кăтартнине декларация теççĕ [Хыпар 1907, № 8:53].

смета

укçа хисепĕ, бюджет. Хысна укçине пăхса тăракан министр (министр финансов) çулленех çĕнĕ çул умĕн çитес çулшăн хыснана укçа ăçтан кĕмелли çинчен, вăл укçана ăçта ямалли çинчен хисеп çырать; вăл хисепе вырăсла смета (бюджет) теççĕ. Халĕ çак укçа хисепне (сметăна) ĕнтĕ министр малтан Патшалăх Пухуне памалла [Высочайшие 1906:14].

транспорт

карап. Салтаксене пăхса тăракан министр Кавказа пĕр пысăк карап (транспорт) янă [Хыпар 1906, № 26:408].

Çавăн пекех пăхăр:

премия премудрость премудрый премьер « премьер-министр » премьера пренĕк прене прене хырăмĕ пренебрегать

премьер-министр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150