салхуллăн
тоскливо, грустно, печально, уныло, угрюмо
кунсем салхуллăн шăваççĕ — тоскливо тянутся дни
вăрман салхуллăн кашлать — угрюмо шумит лес
салхун
то же, что салхуллăн
томный
прил. ачаш та хурланчăк, ĕшенчĕклĕ, çепĕç те салхуллă; томный взгляд салхуллăн пăхни.
Сасă пар
Сасă (сас) пар 1. отдавать [подавать] /отдать [подать] свой голос за кого; 2. подавать / подать голос (заявлять о своем присутствии, сказав, произнося что-либо); откликаться / откликнуться; 3. подавать / подать голос (давать о себе знать); 4. издавать / издать звук.
1. Валерий Чкаловшăн сас пачĕ пирĕн округ, Вăл пулчĕ пирĕн депутат. А. Ĕçхĕл. Вĕсем халăх пуххине пырса халăхпа пĕрле канаш туса сас памалла. Хыпар. 2. Аптраман тавраш вăранчĕ, Пуринчен малтан лаçран Пĕчĕк Петĕр сасă пачĕ: «Тăр, анне, чăпар автан Виççĕ авăтрĕ хы-ы-тă!» П. Хусанкай. 3. Вăрçă хыççăн сасă панă сăвăçсене пирĕн критика çителĕклĕ асăрхаса пыраймасть-ха. П. Хусанкай. Çапла, çав сулхăн Çурçĕрте вара Чăваш татах хăй сассине парать. А. Ĕçхĕл. 4. Пӳрт алăкĕ чĕриклетсе сас пачĕ. И. Тукташ. Ак вăрăммăн, пăртак салхуллăн Сас пачĕ кĕтнĕ пăрахут. П. Хусанкай. Картишĕнче, урамра, хулара шан та шан тутарса зениткăсем кĕрлетчĕç. Пĕр канмасăр, хăвăрт-хăвăрт сас паратчĕç. В. Алентей.
Чуна тив
Чуна [чĕрене] тив брать [хватать] / взять за душу [за сердце].
Усал сăмах чĕрене тивет. Ваттисен сăмахĕсем. Кĕвĕ, çĕр çумĕпе хуллен çеç ярăнса вĕçекен кайăк пек, чĕрене кайса тивсе, çынна ирĕксĕрех шухăша ярать. К. Турхан. Чуна тивеççĕ ямшăк юррисем. П. Хусанкай. Тутăхнă петле чуна тивекен сасăпа чĕриклетрĕ. А. Артемьев. Хуллен кăна шăвать çуна, — тупанĕсем чĕриклетеççĕ. Вĕсен сасси тивет чуна, такам йĕни пек илтĕнеççĕ. М. Хури. Шăнса кӳтнĕ сĕрме купăс кĕрхи урамра чĕрене кайса тивес пек салхуллăн нăшăклатать. Н. Илпек. Эсĕ каланă сăмах чуна пырса тиврĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
салхулан салхулантар салхулат салхуллă « салхуллăн » салхун салхусăр сальвадорцы сальдо сальник