Шырав: тырпул

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вăйлă

обильно, богато
вăйлă апат — обильная пища
вăйлă тырпул — богатый урожай

икĕ-виçĕ

(ик-виç)

числ. прибл. счета
два-три
двух-трех-

тырпул тухăçлăхĕ икĕ-виçĕ хут ӳсрĕ — урожайность повысилась в два-три раза
шкул тавра икĕ-виçĕ çулхи йывăçсем лартнă — вокруг школы высадили двух-трех-летние деревья

курман-илтмен

2.
невиданный, баснословный
курман-илтмен вăйлă тырпул — баснословный урожай

мĕнпур

2.
общий, совокупный
валовой

мĕнпур сумма — общая сумма
мĕнпурĕ — в сумме, всего, итого
вĕсен ялĕнче мĕнпурĕ çĕр çитмĕл кил — у них в деревне всего сто семьдесят дворов
пухса илнĕ мĕнпур тырпул — валовой сбор зерна

никĕс

3. перен.
основа, база
коммунизмăн пурлăхпа техник никĕсĕ — ист. материально-техническая база коммунизма
вăйлă тырпул никĕсне хыв — заложить основы высокого урожая
никĕс хывакан — 1) основатель 2) основоположник

пĕрчĕллĕ

1.
зерновой
пĕрчĕллĕ тырăсем — зерновые хлеба
пĕрчĕллĕ культурăсем — зерновые культуры
пĕрчĕллĕ тырпул — зерновые

пулăш

2.
содействовать, способствовать, поддерживать
вăхăтра çумăр çуни вăйлă тырпул ӳстерме пулăшрĕ — прошедшие вовремя дожди способствовали высокому урожаю
Çара, Авиацие тата Флота Пулăшакан Общество — ист. добровольное общество содействия армии, авиации и флоту, ДОСААФ
паха пуçарусене пулăш — поддерживать ценные начинания

пуçтарăн

3.
убираться, быть убранным
тырпул хăвăрт пуçтарăнать — хлеба убираются быстрыми темпами

пуян

обильный, изобильный, изобилующий чем-л.
Кĕрхи пуян — хĕл ăшши. — посл. Осеннее обилие — теплота на зиму.
пуян çутçанталăк — богатая природа
пуян тырпул — обильный урожай
Атăл пулăран пуян — Волга богата рыбой

пысăк

6.
высокий (по количеству, силе)
пысăк напряжениллĕ ток — ток высокого напряжения
пысăк пусăм — высокое давление
пысăк температура — высокая температура
пысăк тухăçлăх — высокая продуктивность
пысăк тухăçлă тырпул — высокий урожай

сводка

сводка (сведенисен пуххи)
çанталăк сводки — сводка погоды
çапăçу сводки — сводка с поля боя
тырпул пухса кĕртнин сводки — сводка о ходе уборки урожая
сводка пар — передавать сводку
сводка ту — составлять сводку

тухăçлан

1.
становиться более урожайным, продуктивным
тырпул сорчĕсем тухăçланчĕç — сорта зерновых культур стали более урожайными

тухăçлă

1.
высокоурожайный, высокопродуктивный
тухăçлă выльăх — высокопродуктивный скот
тухăçлă лаптăк — высокоурожайный участок
пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтер — вырастить высокий урожай хлебов

тырă-пулă

см. тырпул

тырпул

(тырă-пулă)

собир.
хлеб и хлеба
ăнса пулнă тырпул — добрые хлеба
сутмалли тырпул — товарный хлеб
тырпула тăк каламасăр пухса кĕрт — убрать урожай без потерь

çитĕн

2.
зреть, созревать
çимĕçсем çитĕннĕ — плоды созрели
тухăçлă тырпул çитĕнчĕ — созрел богатый урожай

çуллен

ежегодно, каждый год
ферма çуллен тухăçлă тырпул туса илет — ферма ежегодно выращивает высокий урожай

ăста

мастерски, искусно, умело, виртуозно
вăйлă тырпул ăсти — мастер высокого урожая
сăмах ăсти — художник слова
ташă ăсти — плясун, танцор
юрă ăсти — искусный певец, песельник прост.
ăста ĕç — искусная работа
ăста хирург — опытный хирург
вăл юрра ăста — он мастер петь
вăл купăс ăста калать — он мастерски играет на гармони
Ăста аллинче ĕç вылять. — погов. Дело мастера боится.
Ӳркенмен — ăста пулнă. — посл. Кто работает без лени, тот становится мастером.

ĕлкĕр

1.
успевать, поспевать, укладываться в срок, справляться
вăхăта ĕлкĕр — успеть к сроку, уложиться в срок
каçчен ĕлкĕр — успеть к вечеру
пуйăс çине ларма ĕлкĕр — успеть (сесть) на поезд
ним тума та ĕлкĕрейместĕп — ничего не успеваю делать
тырпул пиçсе çитме — ĕлкĕрнĕ хлеба успели созреть
Ĕçлекен ĕçке ĕлкĕреймен, кахал кĕрекене кĕрсе ларнă. — погов. Работящий не успел на пир, а лодырь занял за столом самое почетное место.

ĕлкĕр

3.
созревать, вызревать, поспевать
тырпул ĕлкĕрсе çитрĕ — хлеба созрели

ил

14.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
астуса ил — вспомнить
вăрçса ил — поругаться
ĕмсе ил — высосать
кайса ил — принести откуда-л.
канса ил — отдохнуть немного
кăларса ил — 1) вынуть, вытащить (из кармана) 2) украсть
кĕтсе ил — 1) встретить кого-что-л. 2) дождаться кого-чего-л.
макăрса ил — всплакнуть
палласа ил — узнать кого-либо
пăхса ил — взглянуть
питĕрсе ил — запереть
пухса ил — собрать что-л.
тухăçлă тырпул пухса ил — собрать хороший урожай зерновых
çавăрса ил — окружить
çиçсе ил — сверкнуть
çиçĕм çиçсе илчĕ — молния сверкнула
çырса ил — списать
çыртса ил — откусить
татса ил — оторвать (напр. пуговицу), сорвать (напр. яблоко)
тĕртсе ил — 1) толкнуть 2) задеть (словом)
тытса ил — отнять, взять силой
туртса ил —  отнять, взять силой
ӳкерсе ил — срисовать
чĕнсе ил — вызвать, пригласить
ыталаса ил — обнять

пăвăрлан

созревать, наливаться (соком)
тырпул пăвăрланнă тапхăр — период восковой спелости хлебов

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саран

скупой, скряга. Шел. 19. Сарансем, хытă çынсем. Ib. Тем чул тырпул çĕртетчĕ(ç) пуянĕсем, сарансем.

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

ытлин-çитлин

в изобилии, вполне достаточно. ТХКА 6. Çапла ĕнтĕ, çĕршыв сахал пулсан, тырпул ытлин-çитлин тума çук, ут-улăм та çителĕклĕ пулмасть, темелле.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

хуйхă

хойхă (хуjhы̆, хоjhы̆), горе, печаль. ГФФ. † Эпĕр ĕлĕк сарăччĕ, вăрăмччĕ, кăçалхи (1891 ç.) йăвăр хойхăпа посăнтăмăр. В молодости мы были высокими и красивыми, но тяжелое горе этого года (1891 г.) принизило нас. Изванк. † Хула хушшинче хуйхă çӳрет, эпир хуйхăрас хуйхă мар-ши. (Солд. пес.). Ск. и пред. чув. 33. Виле çинчи хуйхă. Нюш-к. Пиçмен çăкăрăн хуйхи виç кунлăх, тырпул хуйхи çулталăк, ача-пăча хуйхи ĕмĕрлĕх. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен хуйхă кĕрет чĕрене. Тогач. Старик, çавна илтсен, хуйха ерсе кайрĕ, тет. Арçури. Йыт урипе çӳриччен лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхă та курмасăр. Ерех 23. Хуйхăпа пĕрре ĕçем-ха. N. Вара ытарайми ывăлĕ Константин вилнĕ хуйхăпа Иван ĕçнине асăрхаман та. N. Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне вăй кĕмест. (Поговорка). Е. Орлова. Хуйха ӳкрĕ. Расстроился. Сет-к. Вăл хуйха тӳннĕ. Он впал в горе. || Бедствие, несчастье. Пшкрт. N. Мана кăçал хуйхă та хуйхă пулчĕ. || Тоска. Ст. Шаймурз. Унăн чĕринче хĕр хуйхи (тоска по девушке). || Забота, беспокойство, хлопоты. Ала 24°. Халĕ ĕнтĕ хуйхă пĕтрĕ, текех хăвалас-тăвас хуйхи çук тенĕ, тет. Ib. 69°. Юрламасăр ĕçин и мĕн усă, çак тăвансем килнĕ — çав хуйхă. Собр. Çынна ĕç типĕтмест. хуйхă типĕтет. Не работа сушит человека, а забота. (Послов.). С. Тим. Çӳлĕ тусем çинче çуртăм пур, вуник вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран хуйхăм пур. ЧП. Вуникĕ кушак пур çинче хуран çăвас хуйхи çук. N. Унтан арамĕ: сан хуйхă, ман ĕç, тесе калат, тет.

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

зерно

тырӑ пĕрчи, тырпул, тӗштырӑ.

мастер

мастер, ӑста, ӑста ҫын; пӗр-пӗр ӗҫе тӗплӗ пӗлекен ҫын; мастера высокого урожая вӑйлӑ тырпул ӑстисем.

нива

тырпул уйӗ, хир.

самосейка

акӑнмасӑр, тӑкӑннӑ пӗрчӗсенчен пулнӑ тырпул, ӳсентӑран.

собирать

кого, что несов., собрать, соберу 1. (ҫар); 2. пуҫтар, тат (ҫырла, кӑмпа); собрать хороший урожай пысӑк тухӑҫлӑ тырпул пухса кӗрт, пуҫтарса ил; 3. япала (сехет) пайĕсене пухса, хӑйне пуҫтар; 4. пуҫтар (ачасене шкула); 5. пĕрме ту; собирать сборки пĕрме ту.

плодородие

тырпул лайӑх пулни, тухӑҫлӑх.

плодородный

тухӑҫлӑ, пулӑхлӑ, тырпул лайӑх пулакан (тӑпра).

подзол

кӗл тӑпри, тырпул ÿсмен шурӑ, шупка тӑпра.

полевод

уй-хир ӑсти, тырпул ӑсти.

посев

1. ака, тырӑ акни; тыр акнӑ вӑхӑт; 2. акнӑ тырпул; посевы взошли акнӑ тырӑсем шӑтса тухрӗҫ.

предполагаемый

пулас, пулмалли, шутласа хунă (тырпул тухăҫӗ).

таксация

мн. нет таксаци (1. хак хуни, хак хурса тухни, такса туни; 2 вăрманти йывăçсене шута илни; 3. тырпул, утă-улăм тухăçне шутласа палăртни).

хлеб

1. çăкăр; белый хлеб шурă çăкăр, кулач; 2. тырă, тырпул, тырă-пулă; 3. çăкăр-тăвар, апат-çимĕç; хлеб-соль взаимное дело çăкăр-тăвар хире-хирĕç; хлеб да соль разг. апат тутлă пултăр; ставить хлебы кăвас хур.

хлебозаготовка

тырпул хатĕрлевĕ.

уборочный

тырпул вырса пуçтармалли, пухмалли; уборочные машины тырпул вырса пухмалли машинăсем: уборочная кампания тырпул вырса-пухас ĕç.

урожай

тырпул, тырпул е урăх çимĕç тухăçĕ.

урожайный

тырпул пулнă (çул).

балл

балл (пĕр-пĕр явлени — çил, çĕр чĕтреннине, тырпул мĕнле пулнине, ачасем шкулта мĕнле вĕреннине т. ыт. те виçмелли единица).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

баснословный

прил. разг. майсăр, ĕненме çук, курман-илтмен; баснословная цена майсăр пысăк хак; баснословный урожай курман-илтмен вăйлă тырпул.

богатый

прил. 1. пуян, муллă, пурлăхлă; богатый колхоз пуян колхоз; 2. (обильный) тулăх, ытлă-çитлĕ, илпек; богатый урожай вăйлă тырпул; 3. перен. чаплă, илемлĕ, хӳхĕм; богатый голос пит хӳхĕм сасă; чем богаты, тем и рады пур пеккипе сăйлатпăр.

валовой

прил. пĕтĕм, пур, мĕнпур валовой доход пĕтĕм тупăш; валовая продукция мĕнпур продукци; валовой сбор зерна пухса илнĕ пĕтĕм тырпул.

вид

м. 1. (внешность) тĕс, сăн-сăпат; с виду ему за сорок пăхма вăл хĕрĕхрен иртнĕ; иметь больной вид чирлĕ тĕслĕ курăн; с видом знатока пĕлекен çын пек курăнса; в пьяном виде ӳсĕр пуçпа; 2. (пейзаж, картина) курăну, куç умне курăнакан тавралăх, картина; сăн-сăпат; 3. мн. виды (предположения, намерения) ĕмĕт, шут; виды на будущее малашнехи ĕмĕтсем; виды на урожай тырпул пуласси; ◇ потерять (или упустить) из виду 1) (из поля зрения) куçран çухат; 2) (забыть) май; в виде чего-либо мĕн те пулин евĕр (е майлă); для вида ячĕшĕн, кăтартма; по виду (или с виду) çиелтен пăхма; под видом чего-либо мĕнле те пулин сăлтавпа; видать виды кур, тӳссе ирттер; не подать виду ан палăрт; на виду куç умĕнче; иметь в виду асра тыт; ставить на вид асăрхаттар.

вследствие

предлог с род. п. пирки, пула, кура, ⸗па [⸗пе]; вследствие непогоды çанталăк япăххине пула; вследствие неурожая тырпул пулман пирки.

вымокнуть

сов. 1. (промокнуть) йĕпен, ислен; вымокнуть насквозь витĕрех йĕпен; 2. (подвергнувшись мочению, измениться) ислен, шӳ; 3. (погибнуть от избытка влагио растениях) шӳсе (е çĕрсе) кай; хлеб на полях вымок тырпул уйрах çĕрсе кайрĕ.

высокий

прил. 1. çӳллĕ, пысăк, вăрăм; высокая гора çӳллĕ ту; высокая трава вăрăм курăк; 2. (значительный по количеству, силе) пысăк, вăйлă; 3. (отличный) пысăк, лайăх; высокое мастерство пысăк ăсталăх; высокое давление пысăк пусăм; высокий урожай вăйлă тырпул; 4. (почётный, важный) аслă, чаплă, мухтавлă; высокий гость чаплă хăна; высокое звание мухтавлă ят; 5. (возвышенный) таса, çунатлă, пысăк; высокое чувство таса туйăм; 6. (изысканный; торжественный) капăр, янкăс; говорить высоким слогом капăр калаç; 7. (тонкийо звуках) çинçе; петь высоким голосом çинçе сасăпа юрла; высокая грудь çавра кăкăр; высокий лоб мăн çамка; быть мого мнения о ком-чём-л. лайăх шухăшла (кам е мĕн те пулин çинчен).

гибель

ж. 1. пĕтни, арканни, путланни, путни, вилни; гибель самолёта самолёт арканни; гибель корабля карап путни; гибель урожая от засухи тырпул уярпа çунса кайни; 2. в знач. сказ. разг. (множество) шутсăр нумай, пит нумай, туп-тулли, лăках; народу на улице гибель урамра халăх лăках; ◇ быть (или находиться) на краю гибели хăрушлăха лек.

головня

ж. 1. см. головешка; 2. с.. вутпуççи (тырпул чирĕ).

житница

ж. 1. уст. кĕлет, ампар; 2. тырпул çĕршывĕ.

заготовка

ж. 1. по гл. заготовить; заготовка хлеба тырпул хатĕрлени; 2. (полупродукт) заготовка (издели тумалли çурма продукт).

зерно

с. 1. пĕрчĕ; тырă, тĕшĕ; крупное зерно шултра пĕрчĕ; 2. собир. (семена) тырă, тырпул, тĕштырă; семенное зерно вăрлăхлăх тырă; 3. прям. и перен. (крупинка) пĕрчĕ, тĕпренчĕк; жемчужное зерно ахах пĕрчи, ĕнчĕ пĕрчи; 4. перен. (зародыш) тĕшĕ, тĕвĕ, пуçламăш; зерно истины чăнлăх (е тĕрĕслĕх) пуçламăшĕ.

зерновой

прил. 1. тырă ⸗ĕ [⸗и]; тырпул ⸗ĕ [⸗и]; зерновое хозяйство тырпул хуçалăхĕ; 2. (дающий плоды в виде зёрен) пĕрчĕллĕ; зерновые культуры пĕрчĕллĕ культурăсем; 3. в знач. сущ. зерновые мн. пĕрчĕллĕ тырпул; уборка зерновых пĕрчĕллĕ тырпула пухса кĕртесси (е кĕртни).

зерносовхоз

м. (зерновой совхоз) тырпул совхозĕ.

культивировать

несов. что 1. с.. культивациле; 2. (разводить) ĕрчет, акса ту (тырпул); 3. (развивать) аталантар, аталанма пулăш.

нива

ж. 1. хир, тырпул уйĕ; уй-хир; 2. перен. (поприще) ĕç; трудиться на ниве просвещения çутĕçĕнче ĕçле.

обильный

прил. 1. пит нумай, пит вăйлă; обильный урожай пит вăйлă тырпул; 2. (богатый чем-л.) пуян, тулăх, илпек, ытлă-çитлĕ.

получить

сов. 1. что. ил; получить письмо çыру ил; получить премию преми ил; получить сполна кӳмертен ил; получить чин чина кĕр; получить звание капитана капитан ятне ил; получить повышение çĕклен; получить задание задани ил; 2. (добыть, выработать, произвести) ил, туп, туса ил; получить богатый урожай тухăçлă тырпул туса ил; получить прибыль услам ту; получить бензин из нефти нефтьрен бензин кăлар; получить дёготь из берёсты хурăн хуппинчен тикет юхтар; 3. разг. (заболеть, заразиться чем-л.) туян, туп, çаклат; получить лихорадку сивчир çаклат; 4. в сочетании с сущ (испытать что-л., подвергнуться чему-л.) туян, си, кур, кĕр; получить оплеуху çупкă çи; получить удовольствие ĕрехет кур; получить замечание (или выговор) ята кĕр; ◇ получить распространение сарăл; получить применение ĕçе кĕр.

самосей

ж. самосейка ж. тăкăнчăкран шăтнă тырпул (е ӳсентăран).

слышно

1. в знач. сказ. безл. илтĕнет, илтĕн; отсюда хорошо слышно кунтан лайăх илтĕнет; 2. в знач. вводн. сл. разг. (как говорят) теççĕ; в этом году, слышно, будет хороший урожай кăçал тырпул ăнса пулать теççĕ.

снять

сов. 1. что (взять сверху) ил; снять с полки книгу çӳлĕк çинчен кĕнеке ил; 2. что (при раздевании) хыв, салт, хывса ил; снять пальто пальто хыв; снять обувь ура салт; 3. что (отменить) пăрахăçла; сирсе пăрах, ил; снять блокаду блокадăна сирсе пăрах; снять карантин карантина пăрахăçла; 4. что (удалить) сӳ, уйăр, хăпăт, сӳсе (е уйăрса, хăпăтса, касса, шăлса, сăтăрса) ил; снять шкуру тирне сӳсе ил; снять волосы çӳç кас; снять грим гримне шăлса ил; 5. что (убрать, собрать) ил, пуçтарса ил; снять урожай тырпул пуçтарса ил; 6. кого-что, воен. (отозвать, удалить) (чĕнсе) ил, илсе кай; вĕлер, (вĕлерсе) пĕтер; снять часовых противника тăшман часовойĕсене вĕлерсе пĕтер; 7. кого-что (с парохода, поезда и т. п.) антар, антарса хăвар, кăлар; снять безбилетного пассажира билетсăр пассажира антарса хăвар; 8. кого (отстранить, освободить) хăтар, кăлар; снять с работы ĕçрен хăтар; 9. что (отменить) кăлар, ил, хăтар, хурат; снять вопрос с повестки дня ыйтăва кун йĕркинчен кăлар; снять с учёта учётран хурат; 10. что (точно воспроизвести) ил, туса (е çырса, ӳкерсе, виçсе) ил; снять копию с документа документ копине туса ил; снять мерку виçсе ил; 11. кого-что (запечатлеть, воспроизвести) ӳкер, ӳкерсе ил; снять кинокартину кинокартина ӳкер; 12. что (взять внаём, нанять) тара ил; снять комнату пӳлĕм тара ил; 13. что и без доп., карт. тĕк, илсе хур (карт валеçнĕ чух); снять голову с кого-л. пуç кас (хытă айăпла); как рукой сняло çийĕнчех иртсе кайрĕ.

уборочный

прил. тырă вырмалли, вырса пуçтармалли; уборочные машины тырпул пухса кĕртмелли машинăсем; уборочная страда ĕççи.

урожай

м. 1. тухăç, тырпул тухăçĕ; богатый урожай пысăк тухăç; 2. перен. разг. (изобилие, множество) тухăç, нумай пулни, муллăх.

хлеб

м. 1. çăкăр; ржаной хлеб ыраш çăкăрĕ; чёрный хлеб хура çăкăр; белый хлеб шурă çăкăр; 2. (зерно) тырă, тырă-пулă, тыр-пул; яровые хлеба çуртри, çур тырри; озимые хлеба кĕрхи тырă, кĕр тырри; уборка хлеба тырпул пуçтарни; 3. (пища, пропитание) апат, апат-çимĕç, çăкăр; зарабатывать себе на хлеб çăкăр çимелĕх ĕçлесе ил; жить на чужих хлебах çын çăкăрне çисе пурăн; ◇ кусок хлеба татăк çăкăр; хлеб насущный чи кирли; хлеб да соль или хлеб и соль (пожелание) апачĕ тутлă пултăр; хлеб-соль (угощение) сăй; с хлеба на квас перебиваться выçăллă-тутăллă пурăн; хлебом не корми çăкăр та кирлĕ мар (темрен те паха).

хлебный

прил. 1. (относящийся к хлебу) çăкăр ⸗ĕ [⸗и]; хлебный квас çăкăр кăвасĕ; хлебный магазин çăкăр магазинĕ; 2. (относящийся к зерну, хлебам) тырă ⸗ĕ [⸗и]; тырпул ⸗ĕ [⸗и]; хлебное зерно тырă пĕрчи; хлебные всходы калча; хлебный амбар тырă кĕлечĕ; 3. (обильный хлебом, урожайный) тулăх, пуян, тырă-пулăллă, тухăçлă; хлебный край тырă-пулăллă çĕршыв; хлебный год тырă пулнă çул; 4. перен. разг. (выгодный, прибыльный) ăшă, çăкăрлă, тутă; хлебное местечко çăкăрлă вырăн; хлебное дерево çăкăр йывăççи (тропикра ӳсекен йывăç).

хлебопашество

с. çĕрĕç, çĕр ĕçĕ, тырпул акса туни.

хлебопашец

м. çĕр ĕçлекен, тырпул акса тăвакан.

хлебоуборка

ж. ĕççи, тырпул пухса кĕртни.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тырпул

иген, иген-тару

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тутă тыт

Тутă тыт быть питательным, сытым.
Пулă çăкăр мар, вăл тутă тытмасть. Ваттисен сăмахĕсем. Çĕр-анне çынсене тутă тытакан паха тырпул çитĕнтерсе панă. Юхма М. Шăрттан вăл питĕ тутă тытакан апат. Ю. 3банацкий.

Чап кӳр

Чап кӳр прославлять / прославить кого-что.
Ăнса пулнă тырпул уй-хире илем кӳрет, тӳрĕ чунлă çын Тăван çĕршыва чап кӳрет. Чăваш календарĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

тыра тыра-пулăпа çыншăн кĕл тумалли тыркас тырлă « тырпул » тырпуллă тырса тысяча тысячелетний тысячный

тырпул
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
6 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150