Шырав: ушкăнĕпех,

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ушкăнĕпе

1.
все, все вместе
вĕсем ушкăнĕпех килчĕç — они пришли все вместе

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шуйăх

кричать, галдеть (есть выделяющиеся звуки, резкие), бегать, шуметь, выходить из себя почти равно „çуях“, но последнее говорится о голосе). Утар. Хурамал. Ачасем каç пулсан вăйăра шуйăхса выляççĕ (= кăчкăрашса выляççĕ). Альш. Ертелле пăрахса пĕччен çӳрекен сахал, çав темĕн аташса шуйăхшса çӳрекенсем кăна. N. Лешсем ун хыççăн çĕрлех патша çуртне те ушкăнĕпех шуйăхса кăшкăрашса пырса кĕнĕ (зашли с криком и с шумом). N. Ан шуйăхăр-ха. Не шумите. Ачач 40. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те лайăхскерсем. Ӳсĕрпе шуйăхмаççĕ, вăрçмаççĕ. N. Ашшĕ таврăнсанах шуйăхма тытăнать. || Всполошиться. Сред. Юм. Выльăх-чĕрлех пĕр хăратса ярсан, шуйăхать те киле те таврăнма пĕлмес. См. шуйлан.

пилешелле

(-жэ-), назв. игры. Николаев. пилешелле. Вылякансем ик ушкăна уйăрăлаççĕ, пĕр ушкăнĕ çулăн пĕр енне каять, тепри — тепĕр енне. Çулăн пĕр енне калакан вырăн таваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурать. Унтан тытмала ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. Леш ача çул урлă чупса каçма тăрăшать. Çул урлă каçиччен тытсан, тытакан ушкăнĕпе пулать, тытаймасан, ĕлĕкхи ушкăнĕпех. Каланă ушкăнĕ тепĕр енне каçать. Калакан вырăна тепĕр ушкăнĕ килсе пĕр ачана каласа хăвалать. Пĕрре каланă чухне иккĕ çынна тытма юрамасть: иккĕ çынна хăваласан та, иккĕшĕ те ĕлĕкхи ушкăнĕ патне каять. Халь тытнă ачана «çĕнĕ каяк» теççĕ. Ăна та пĕр вăйă иртмесĕр тытмаççĕ. Вăйă хăвалама пĕр çын юличченех çак йĕркепе пырать. Пĕр çын юлсан, ăна виççĕ хутчен каласа хăвалаттараççĕ. Никама та тытаймасан, ачисем хăлхинчен кăшкăраççĕ.

ушкĕмпех

то же, что ушкăнĕпех, все (без исключения). N. Салтаксем ушкĕмпех çувăрчĕç (уснули).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

компания

ж. 1. (общество, группа лиц) ушкăн, эртел; пойти в кино всей компанией кинона ушкăнĕпех кай; 2. (торговая или промышленная) компани, юлташлăх; акционерная компания акционерсен компанийĕ; 3. (общее обозначение участниковна письме сокращённо «К°») компани, ушкăн; Кунст и К° Кунст тата К°, Кунст тата унăн компанийĕ (е ушкăнĕ); не компания кому-л. юлташ мар, мăшăр мар; водить компанию с кем-л. туслаш, ерсе кай; поддержать компанию компание хутшăн.

Çавăн пекех пăхăр:

ушкăн ушкăн-ушкăн ушкăнăн ушкăнĕ-ушкăнĕпе « ушкăнĕпех, » ушкăнлă ушкăнлăх ушкăнла ушкăнлан ушкăнлат

ушкăнĕпех,
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150