Шырав: вучах,

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вучах

1.
очаг
авăн вучахĕ — уст. очаг в овине (для просушивания снопов перед обмолотом)
лаçра вучах çунать — в очаге летней кухни горит огонь

вучах

3.
костер
вучах вырăнĕ — кострище
вучахра пĕçернĕ çĕрулми — картофель, испеченный на костре

вучах

5. перен.
очаг, семья, родной дом
тăван вучах ăшши — тепло домашнего очага

горн

2. тех.
горн (вучах)
тимĕрçĕ горнĕ — кузнечный горн

мангал

мангал (уçă вучах)
мангал çинче шашлык ăшала — жарить шашлык на мангале

улма

картофельный
вучах улми — печеный картофель
кăмака улми — печеный картофель
чăмăрла улма — картофель в мундире
улма ани — картофельное поле
улма вырăнĕ — участок земли под картофелем
улма паранки — ягоды картофеля
улма çеçки — картофельная ботва
улма аври — картофельная ботва
улма ларт — сажать картофель
Улма уйранпа лайăх, типĕ пăтă çупа лайăх. — погов. Картошка хороша с уйраном, а крутая каша — с маслом.

фокус

1. физ.
фокус (çутă ĕ ăшă пайăркисем пĕрлешекен точка) [ним. Fokus <— лат. focus — вучах]

хĕмлĕ

1.
горящий, жаркий, пышущий жаром
хĕмлĕ вучах — пышущий жаром очаг

сӳнĕк

1.
потухший, погасший
сӳнĕк вучах — потухший очаг

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çӳпçе

, çӧпçе, (с’ӳпсэ, с’ӧпс’ӓ), долбленая кадка из цельного дерева, иногда огромного размера. Начерт. 159. Çӳпçе, кадка, квашня, сусек. Юрк. Çӳпçе — ăвăсран тунă япала (касмăк пек çаврака, хуппи те пулать, арча вырăнне вăл, хĕрарăмсем япала хураканни). Альш. † Аннен ачаш (нежная) чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ (холстик) эп. Шел. 68. Мĕн пур япали икĕ çӳпçе çинче. Сред. Юм. Тôпнать-кам çупçипе хôпăлчă: упăшки те, матки те пĕрех! (Срв. русск. „по Сеньке шапка“). ЩС. Аппа тухйи çӳпçере выртать. Вомбу-к. Çӳпçе — хĕрарăм топри хомалли, ăна çăрапа питĕреççĕ. Курм. Çӳпçи валтан, хорси хыççăн. (Ĕне). Орау. Пирĕн вучах кĕлне, çума, кĕл-тăрри тума кирлĕ тесе, пĕр-пĕр кив катка çине-и, пăт чĕрес çине-и, тултарса хураççĕ, çав кĕл тултаракан кĕлпе ларакан япалана кĕл çӳпçи теççĕ. Ала 57°. † Çӳпçи-çӳпçи пыл йӳçет, ыр çын килсен, ĕçтерме. Пазух. Пахча тулли хурт сĕрлет, çӳпçи тулли пыл йӳçет. N. Çăмăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать (как из ведра). Кан. Сасартăк килсе, çӳпçерен тăкнă пек, иртсе кайрĕ. N. Çумăр çӳпçерен тăкать. ТХКА 81. Ку тутă мăйра пĕрне те çиместĕп, типĕтсе çӳпçене хурап, тет Санюк. Иванова. Тепĕр хĕр-ачи çав вăхăтра пӳртре, кĕрĕкпе пӳркенсе, çӳпçе патне выртса çывăрса кайнă. Другая девочка в это время в избе,. закутавшись шубой, легла к „çӳпçе“ и уснула.

курна

(курна), горн. См. вучах. Paas.

кăмака

(кŏмага, кы̆мага), печь, печка. Виçĕ пус. Кирек мĕнле çунакан япалана та, çунтарса ярсан, унтан кăмакара кĕл юлать. N. Çĕнĕ çынĕ кăмака умĕнче тăрать вара. Унтан салам парать, кăмака умĕннелле (так!) лапчăна-лапчăна пырса. Сятра. Кăмакара йĕп сикет. (Коршак вĕрени). Сред. Юм. Ĕлĕххи кив пӳрт кăмакисĕне тунă чохне пĕтĕм ратне халăхне пуçтарса тунă; çав кăмака тунă тессине: кăмака çапнă, тенĕ. N. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те, кăмака патне ăшăнма кайса тăтăм. КС. Пичĕ кăмака пек унăн (здоровое, толстое). Букв. 1904. Кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. КАЯ. Унтан тата атте, пĕчĕкрех хуранпа ширпе (шӳрпе?) йăтса килсе, кăмака кутне лартрĕ. Пшкрт: кы̆мађа ты̆ђас — подбросить дров. Якейк. Паян, вот чĕртме хăтланса, чон тохрĕ, кăмака теме (почему-то) тортмаçть (не тянет, нет тяги). Ib. Çипе кĕллесен, кăмакая хăваççĕ. — Эп паян çип кăмакая хурăм та-ха. — Çипе кăмакая паян хусан, ыран ир кăлараççĕ. (Кăмака пĕре сивĕниччен) пиçимасан, тепĕр хут хăваççĕ. || (Одна) топка. Юрк. Пĕр кăмакара. (за один раз) 10 çăкăр та ытла пĕçерме пултараççĕ. Орау. Мулчана виçĕ кăмака çунтартăм та, çапах ăшши пулмарĕ (сожгла три истопели дров, одну за другою). || Подобие печки. Якейк. Эпĕр паян çыр хĕрне (= хĕррине) кăмака авăтса вот хотăмăр. Мы сегодня вырыли на берегу речки печку и затопили ее. N. Кăмака пек (о толстых бабах). См. юшка (льушка), мăрье (тăрпа, трупа), пултар, çунтар, вут чăрт, вут хут, тĕнĕ, турчăка, мелке, вучах.

кĕл вучохĕ

(вуџ̌аhĕ), кĕл вочаххи (воџаххи), кĕл вăчах (вы̆џ̌ах), печная горнушка для выгребания золы. Альш. Чăнах та тăмран ача тăваççĕ, тет те, кĕл вучахне хытарма лартаççĕ, тет, кăна (сказка). N. Хай пуп пахча енне тухат, тет те, тӳрех кĕл вучахне сикет, тет (сказка). Собр. Кĕл вучахĕпе вутлă вучах. Сред. Юм. Кĕл вăчах тесе, кăмака панче вăт хотнă чôхне кĕл кăларакан вăчаха калаççĕ.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

шĕпĕр

подр. звуку при кипении каши. Бугульм. Шĕпĕр-шĕпĕр кĕрле пăтти – тухса каян хĕр пăтти; вучах çинче вир пăтти – туйла каян хĕр пăтти.

ниш

назв. детской болезни, «собачья старость». КС. Ачана ниш пулчĕ (ерчĕ, слабеет, делается вялым). Ib. Нишлĕ. 1) больной ниш'ем, 2) вялый (вообще, хотя и здоровый). Магн. М. 14). Ача ниш, ниш чирĕ, нишлĕ. Н. Карм. Нише кайнă. — Пĕчĕк ачана нишлес такмакпалан, теççĕ. Нише такмакпа (кожаная сумка) сăваççĕ (ворожат), çăкăрпа сăваççĕ: çăкăр пек тулли пултăр, теççĕ; (пĕреллĕ виççĕллĕ) саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ те, пăрахаççĕ такмака, унтан вара ача чĕрĕлекенни чĕрлет. Пысăк çынна та, начаррах пулсан: нишлĕ, теççĕ. Нишĕ тавăрăнса кайтăр, пĕрре сăвап, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ, тăххăр, тăххăрăшĕ тăхăр çĕре тавăрнса кайтăр. Якейк. Пирн ачая ниш ернĕ. Ачан, нишленсе кайсан, тирĕпе шăнни анчах йолать. Ib. Ниш ачасене воник çол таранччен ерет. Ниш корĕкпе тĕтĕрсен, нишрен хăтăлать, теççĕ. Могонин. Ниш ак мĕн: пĕчĕкçĕ сăпкара выртакан ачана типĕтсе, хăртса яракан чир. Если йăвăç лартсан, усал йӳçĕ шупа шăварсан, типсе-хăрса каять, çавăн пак ача çуралсан, усал шупа çусан, е амăш сĕт пама пĕлмесен, ачи ырханланса каять те: ачуна ниш ернĕ, теççĕ. Чавашсам ăна ак çапла тӳрлетеççĕ. Пĕр çулталăка çитиман пĕчĕк ачана ниш ерет, ниш ерсен, амăшĕ пĕлет те, нише тӳрлетме ачана вутăпа пĕрле кăмакана хурать те, амăшĕ кăшкăрать: эп хам ачана ернĕ нише çунтаратăп, тет. Нишрен чĕртме çапла сивĕ кăмаканах хутаççĕ. Тата çав ачана тылăпа тыланçи полаççĕ, портăпа касанçи полаççĕ, çĕçĕпе чикенçи полаççĕ, килĕпе тĕвенçи полаççĕ, тата ыттисем те пит нумай, каласа та пĕтерес çук. Амăшĕ кашни сăмахрах: ниш тыллатăп, ниш касатăп, нише чикĕтĕп, нише тĕветĕп, тит, ачана сивĕ хурана ярать те, вучах çине çакать те, хуран айне вутă хуранçи пулать; чăнах та ачи чĕрĕлет, çапла тăрăшса хăтлансан, такам та ĕненмелле, ку пирĕн чăваш хушшинче халь те пур, такамран ыйтсан та, пурте çак ниш çинчен калама пултарать. Латыш. Хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача.

путах

конец, капут. Кан. Унсăрăн «Вучах» та «Путах» пулма пултарĕ. Абаш. Путах пулчĕ, пришел конец.

мучах

(-џ̌ах), то же, что вучах. Кора-к. Атте мар, анне мар, пуççапмасăр кĕримăп. (Авăн мучах).

Мăкăли

(мŏгŏли), хр. имя мужч., Вукол. Шарбаш. Шурăм-п. Мăкăли пичче, вĕтĕ çатрасем хуçса, кив вучах вырăнне хурчĕ. || Прозвище. К.-Шемяк. Мăкăли Ваçкки.

вăчах

то же, что вучах. Сред. Юм. Вăчах тесе, яшка пĕçерме хôран çакакан вырăна калаççĕ.

вачак

то же, что вучах. Альш. Ăмашĕпе ватяк кутĕнче каштăртатаççĕ (дети). Описка?

вычах

то же, что вучах. Ст. Яха-к. Çапла вăл (она) кирлĕ юсмансем туса пĕтерсен, кăмакари кăвара вычахха кăларса юсмансене, уйрăм киреметсем валли тунăскерсене, уйрăмăн-уйрăмăн хыврĕ. Собр. Авăн вычахи. Т. П. Загадки. Икĕ мулкачă кута-кутăн выртаççĕ. (Кĕл вычахĕпе хуран вычахĕ).

вотяк

(чит. вочак), очаг. Хорачка. См. вучах. Пшкрт. Ан вочак, кы̆маҕа вочак’.

вучах

вочах (вуζ’ах, воџ̌ах), очаг; печной очаг. К.-Кушки. Вучах кăмаканăн пулат, вăл кăмака çăварин сулахай енче пулат (если встать лицом к устью печи); унта чăвашсем, хуран çакса, яшка пĕçереççĕ. Т. М. Матв. Аслă ялтан-кĕçĕн яла туй пырать. (Кăмакаран вуçаха кăвар туртни). N. Вучах хур. Шурăм-п. № 5 Мăкăли пире, вĕтĕ çатрасем хуçса, кив вуçах вырăнне хурчĕ (= хуçĕ). КАЯ. Унта çитсенех, çынсем, çĕр алăтса (= алтса), ик пысăк вучах тăваççĕ. Пĕр вучахĕ çине вăкăр пĕçермелли хуран лартаççĕ; теприн çине пăтă пĕçермелли хуран лартаççĕ. Чертаг. Вутлă вучах — налево, где горит огонь и висит «хуран çекли»; кĕл вучаххи — направо, где лежит зола (у чувашской печи).

урпа

орпа, ячмень. Б. 13. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. Ч. П. Уйра ларан урпа. N. † Ултă лаша кӳлсе, уя тухакан, урпа сăрисене çав ĕçет. Вишн. 64. Урпа ярса, вĕретнĕ шыв. Щ. С. Урпа çăнăхне салмалах çăнах тесе калаççĕ. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, капăклă, Ф. Тимоф. Анкартине кайса, ан вучах хăми çине пĕр уçă урпа акас пулать. Унтан, пĕр чăнмесĕр, выртса çывăрас пулать. Вара урпа акакана тĕлĕкре арăм пуласси урпа вырма тăратса каять. Сред. Юм. Ôрпа йôн-тымарта ларать. Орпан пôлса çитеччин малтан кашни пĕрчине хĕрлĕ сăн кĕрет, ăна вара йонтамарланнă теççĕ. || Ячмень на глазу. Н. Седяк. Урпа пытанмалла вылянă чух пăхнăран пулать, теççĕ. Урпа куçа тухать, ăна урпапа, тăххăртан пуçласа, кутăн суса пăрахаççĕ. N. Урпа вăл çăпан пак тухать, ăна вара урпапа сăваççĕ. Изамб. Т. Куçа урпа тухсан, урпапа сăваççĕ. N. Урпа тухать, болезнь на глазу. Пшкрт. Коз’а орβа токры̆.

учах

то же, что вучах, очаг. Чув. Тексты № 2, 515°. Матяккине учаха ятăм. Яичко я положнл в очаг.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

горн

1. сущ.муж.
кăмака, вучах (металл хĕртмелли е шăратмалли, тăм савăт-сапа пиçĕхтермелли); кузнечный горн тимĕрçĕ вучахĕ

очаг

сущ.муж., множ. очага
1. вучах; очаг русской печи çăкăр кăмакин вучахĕ
2. вучах, кил-йыш, тăван кил

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

горн

вӗркӗчлӗ вучах.

горнушка

кӑмака вучахĕ, вучах.

очаг

1. вучах; кил-ҫурт; 2. йӑва, вучах (мĕн те пулин саракан вырӑн); культурный очаг культура вучахĕ; очаг заразы сикекен чир йӑви.

растопка

1. кӑмака хутни, вучах чĕртни; 2. вут чӗртмелли япаласем: хăйӑ, турпас, хурӑн хуппи.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

горн

м. горн, кăмака, вучах (металл хĕртмелли е шăратмалли вучах е кăмака); кузнечный горн тимĕрç лаççинчи вучах.

горнило

с. вучах, вут; закалиться в горниле войны вăрçă вутĕнче пиç.

горновой

прил. 1. горн ⸗ĕ [⸗и], вучах ⸗ĕ [⸗и], кăмака ⸗ĕ [⸗и]; горновая плавка кăмакара ирĕлтерни; 2. в знач. сущ. м. горновой (горн умĕнче ĕçлекен рабочи).

очаг

м. 1. вучах; 2. перен. (семья, родной дом) тăван кил, килйыш; 3. перен. (источник чего-л.) вучах; очаг культуры культура вучахĕ.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

очаг

вучах; очаг войны вăрçă вучахĕ; очаг напряжённости хирĕçлĕх вучахĕ; очаги культуры культура вучахĕсем

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Сăмавар ларт

Сăмавар ларт ставить / поставить самовар.
Ирхине Тая çăмарта ăшалать, каллех сăмавар лартать. А. Емельянов. Хăй чăлана кĕрсе урăх кĕпе тăхăнчĕ те вучах умĕнче айкашма пуçларĕ, сăмавар лартрĕ. В. Игнатьев. Хĕрача инкек курнă çулçӳрене кăмăллăн йышăнать, сăмавар лартать, чей ĕçме çимĕç хатĕрлет. С. Лашман.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ĕштелен

п.в. Ăшталан; тăрмаш, хыпалан, тĕркĕш. Кунĕпех çак хура вучах патĕнче ĕштеленетпĕр. К-н, 1972, 5 /, 9 с. Вăл ача чухнех çак ĕçре ĕштеленетчĕ, паян кун та бригадирта ав. Ю.Силэм, 1989, 139 с. Çамрăк çыравçăсене хавхалантарма ĕштеленекенскер ... мана та ют вырăнне хуман вăл [А.Воробьев]. Ю.Айдаш //Т-ш, 1998, 9 /, 8 с. Депутата та пулин суйланасшăнччĕ. Чупрĕ, ĕштеленчĕ. Х-р, 11.08.2000, 1 с. — ĕштеленсе çӳре (К-н, 1979, 4 /, 3 с.; К-н, 1987, 18 /, 7 с.); ĕштеленсе ӳк (Д.Гордеев, 1983, 33 с.; Т-ш, 1992, 34 /, 8 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

вутпуççиллĕ вутсыппи вутчуль вучар « вучах, » вуш вушар вушни вушт вход

вучах,
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150