Шырав: йăш

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йăш

1.
слабеть, терять силы, обессиливать
ватăлса йăш — обессилеть от старости
чирлесе йăш — ослабеть от болезни
сывлăх йăшрĕ — здоровье сдало
йăшса çит —ослабеть (окончательно)

йăш

2.
рыхлеть, становиться рыхлым
юр йăшнă — снег стал рыхлым

йăш

3.
трухляветь, подгнивать
пĕренесем йăшнă — бревна подгнили

йăш

4.
выпадать, лезть (о шерсти)

йăш

5.
разрушаться, осыпаться, оползать
çыран йăшать — берег ползет

йăш

6. перен.
слабеть, утихать, затихать
çил йăшнă — ветер утих

йăшăклан

то же, что йăш 1—3.

йăштар

1.
понуд. от йăш I.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йăш

сопревать; спреть; кирпĕç йăшать – кирпич преет; кирпĕç çумăрпа йăшнă – кирпич от дождя спрел.

71 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

палăр

(палы̆р), значиться, быть заметным; обозначать, выделять. Тюрл. Ун шуррипе мен тăвас, таçтан çĕвви палăрать. Ск. и пред. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнчĕ. Çутт. 42. Ирхине шурăм-пуç палăрнă-палăрман авăн çапма тухрăмăр. Байгул. † Пахчи, пахчи пан улми, палăрмасăр ӳснĕ вăл. N. Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç. N. Тинĕс çинче палăрми тĕтре тăнă. N. Иван хура пӳрт кăмаки çинче хап-хура пулнă кĕпи те паларман. Сред. Юм. Палăрми вырать = пит вырать.

пус-кил

пос-кил, пус-килĕ, сосед. Пшкрт. Пос-кил, сосед. СПВВ. АП. Пус-кил, кӳршĕ. Н. Сунар. Камăн та пулин йăш (= йыш) сахал пулсан, пĕр-пĕр пус-килĕсене чĕнеççĕ. Якейк. Пос-киле йăпăрт кайса килтĕм (скоро). Ib. † Посăм-килĕм, ай, постов пек. ЙФН. Пусăм-килĕм пустав пак. Ялăм-йăшăм янтар пак. Епле уйрса (= уйăрăлса) каяс-ши? (Салтак юрри). Б. Олг. † Посăм-килĕм посто пак, ялăм-йышăм янтар пак, су полăр та, пор полăр. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. НАК. Килти çынсенчен каймалли çук пулсан (если некому идти из своих за водкой, то...), пус килти çыннах яраççĕ.

ĕмĕр

(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. . Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. . Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. . Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. . Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. . Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.

лĕп

(лэ̆п), чуть тёплый (о жидкости). Шорк. Шыв лĕп пулнă; лĕпкĕн ăшă пулнă. Беседы на м. г. Лĕп шывпа çу. Ст. Чек. Лĕп шыв, не горячая и не холодная на ощупь вода (и другие жидкости). Кан. Типнĕ пыра лĕп-шӳрпе (негорячий), теççĕ ваттисем. (Послов.) || Тёплый. Якейк. Толта лĕпех тесе, каçпа ăшă, çилсĕр çанталăк чох калаççĕ. Ягудар. Лĕпех толта. Шел. 79. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш лĕп çилпе ешерсе ӳсет тĕрлĕрен çимĕç. Шорк. Лĕп ăшă, тепло (в натопленной избе или бане). N. Эсĕ лĕп ăшăран вĕри те, сивĕ те мартан... Юрк. Лĕп кăна çил.

вăш

подраж. не очень сильному шуму воздуха; подр. шумному движению. Изамб. Т. Тăмана чăхха тытма вăш туса анчĕ (звук при слете). Сир. 115. Ман çумран вăш (у др. вăшш) анчах (быстро) иртсе кайĕ. Альш. Вăш турĕ. Пробежал мигом. Сказки и пред. чув. 106. Çутă хурçă йĕппине вăш чикет те, вăш туртать. Ир. Сывл. 21. Вăш-ш! вăш-вăш-вă-ăш!.. У-у-ух! Иш-ши-ши-ши! Вăшăлтататть, ӳлет, хашлатса илет (о море). Ч.С. Чăнах та, кăшт тăрсан, кăнтăрла енчен çеп-çемçе çил вăш-вăш-вăш! вĕре пуçларĕ. Кушакпа автан 14. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш çилпеле, лăс-лăс силленсе, ешерсе ӳсрĕ тĕрлĕрен çимĕç. Сёт-к. † Вăш-вăш, вăш-вăш çил вĕрет, çил армань хуçи хĕпĕртет, пирĕн мĕншĕн хĕпĕртес? Хыпар № 36, 1906. Удел тырри акнă чух, вăш-вăш çилсем вĕреççĕ (о ветре средней силы). Пазух. Вăш-вăш ăшă çилсем вĕреççĕ-çке, тырă пуçахсене те таять-çке. N. † Манки мăш-мăш тăвать-çке, пыйти вăш-вăш тăвать-çке. Орл. II, 238°. Çӳлте вăш-вăш, аялта теп-теп. (Авăн çапни). Сказки и пред. чув. 14. Çава вăш-вăш вăшкăнать. Альш. Хурăнăн тăрринче хурчăка; вăш-вăш-кăна çынсем вĕркенĕ чух (кишат, снуют) хуйхăрмас-ши амăшĕ чĕппишĕн? Сёт-к. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш туса вĕççе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен: тĕвик! тесе кăçкăрать. Çутталла 144. Чей-çырлисем вăш-вăш-вă-ăш! хумханса кайрĕç.

йăш

(jы̆ш), подр. легкому шуршащему шуму. Альш. Урамра кăнтăрла-çĕрле йăш-йăш-йăш карăсем чупса çӳреççĕ. Шел. 79. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш лĕп çилпе, ешĕрсе ӳсет тĕрлĕрен çимĕç. || Подр. flatui ventris. КС. || Подр. еле слышному смеху. Йӳç такăнт. 37. Ачасем кăмака хыçĕнче йăш кулаççĕ. || Подр. шуму паровой машины (jŏш).

йăш-яш

подр. скользящим движениям вырываемой из рук вещи. Сред. Юм. Йăш-яш торткаласа илен эс, пĕр те чипер иле пĕлместĕн! (быстро вырываешь из рук гладкую вещь).

йăш

(jы̆ш), размякнуть (напр. о снеге, камне и пр.), смягчиться. В. Олг. Йор йăшша („ă“ произн. как беглое у) карĕ, çол потат. Сред. Юм. Йор йăшнă. Çор-конне, ирле пуçласан, йор йăшать те, çынна та чăтаймас, ора таçтах анса каять. Орау. Юр йăшнă пĕтĕмпех, çула тухмалли çук ĕнтĕ. Ст. Чек. Тир йăшат çăмĕ тухакан пулат. Виле выльăхăн тирĕнчен тытсан, çăмĕ тухат. Ib. Йăшнă — переходная ступень к таянию и гниению. Ib. Кĕрĕк çăмĕ йăшнă. Шерсть на полушубке лезет (перепрела или сгнила). Ib. Тир, чăркаса хурсан, йăшат, юрăхсăр пулат. КС. Хăмла-çырли (малина) йăлт йăшша кайнă (как дотронешься до ягоды, так она и отпадает — переспела). Чăв.-к. † Чупрăм антăм çырмана, шăмă кĕпçе пулмарĕ, йăшнă кĕпçе пулайрĕ. Çутталла. 112. Пĕвесем çинче пăр йăшса хуралса каять. || Устать, изнуриться. Орау. Кĕсри Упнер тăвайккинче (хăпарнă чухне) йăшрĕ пĕтĕмпех (выбилась из сил). Ст. Чек. Йăшнă = пушаннă, вăйсăрланнă. Шалча. Йăшнă, усталый изнуренный. Сред. Юм. Çын, ырсан: ха, чисти йăшнă вит, пĕр пăт та çĕклейми пôлнă, теççĕ. || Заболеть. N. Стариксем патне кайса килмелли пур та, Саня тем кăшт йăшрĕ-ха! Скотолеч. 25. Выльăх хытă чирлессе кĕтме юрамаст, пăртак йăшсанах, киле хăварас пулать. Н. Уз. Йăшша тăрап. Я нездоров, прихварываю. Орау. Ача пĕтĕмпех йăшрĕ: те вилсе каять, темĕскер ĕнтĕ. Хурамал. Манăн ача темле йăшша тăрать-ха, теççĕ арăмсем, ачи чирлесен. || Размякнуть (о пьяном). Сред. Юм. Пĕр-ик чекке эрехпех чисти йăшнă, пăртак-çиç йăванса каймас. Я. Турх. Йăшнă, размяк (пьяный). || Потерять силу. Стюх. Йăшнă, потерял свою крепость, силу. Ст. Чек. Пăсарлăх йăшнă (пăсарлăх пушаннă, вăйсăрланнă). От временного, расслабления заднего прохода не может громко рederе. Моросить (о дожде). Ст. Чек. Вĕт çумăр йăшат (моросит). Ib. Çумăр йăшша çăват. Идет частый дождь.

йăш

то же, что йыш. Якейк. Кил-йăш, семья. Ял-йăш, деревенское общество.

йăшалан

(jы̆жалан), возиться, копошиться, ежиться; медленна двигаться. СПВВ. МС. Аран йăшаланса çӳрекен çын. Человек, который чуть-чуть двигается. Якейк. Йăван кĕçĕр ман çомра çĕрĕпĕх йăшаланса выртрĕ (провозился). Ib. Пытьă çыртнипе Йăван йăшаланса ларать (ёжится). Орау. Кĕç хĕр лешин çуммĕнче аçам айĕнче йăшаланса илет (вдруг как завозится). Ст. Чек. Çĕлене кăткă тĕми çине хурсан, йăшаланат. Если бросить змею в муравьиную кучу, то она ёжится. Н. Чукалы. Ача çуралсан, йăшаланса çӳрет; пăртак утакан пулат; ватăлсан, туйипе виçĕ ура пулат. См. йăш.

йăшăк

(jы̆жы̆к), рыхлый, непрочный (о волокне, перележавшем в воде). Н. Уз. То же, что йăштăркка. Сятра. Йăшăк чол саххăр (сахар). СПВВ. Йăшăк, рыхлый. СПВВ. ЕС. Йăшак — муртак, начар, çĕрĕк япала. СПВВ. ИФ. Йăшăк — тĕрексĕр; кăшăт туртсанах, тухса, татăлса каят. Сӳс йăшăк пулат; тир йăшăк пулат, теççĕ. Çĕрсех кайман, муртаксăрлана пуçланине çапла калаççĕ. СТИК. Йăшăк мягкий, не имеющий к себе ничего твердого и надежного; размякший под действием какой-то силы; близкий к разрушению. Весенний снег — йăшăк; разлагающейся семейство — йăшăк. Изамб. Т. Сӳс (пусма, çип) йăшăк пулат (непрочная). КС. Йăшăк юр, тесе, çурхи (вешний) юра калаççĕ. Нюш-к. Йăшăк çăм, шерсть, легко вылезающая из шкуры. Ib. Йăшăк тир, кожа со скоро выдергивающеюся шерстью. „Невеселый“, т. е. не совсем здоровый. Скотолеч. 25. Кĕтӳре пĕр-пĕр выльăх йăшăк (салху) çӳрет пулсан... См. йăш.

йăшăх

то же, что йăш? СПВВ. Йăшăхас.

йăшлаттар

(jы̆тлаттар, jŏшлаттар), гл., выражающий действие, обозначаемое подражанием йăш. КС. Çĕвĕç çĕввине йăштаттăрса çĕлесе ларать (указ. на самое действие шитья). Сред. Юм. Йашлаттара пачĕ (или: яшлаттара). Пит çăмăлăн чуптарса, çемçе йор çинчен кайсан (на санях), калаççĕ. || Flatum ventris emittere. КС. См. чăш, тартлаттар.

йăштар

(jŏштар), донимать. Орау. Кальлях укçашăн йăштарма килет (требовать долг с угрозами и проч.; человеку некуда деться, нечего сказать). Ib. Куланайшăн йăштараççĕ (требуют подати), укçа таçтан тупса парас. Ib. Ачи пасара каясшăн йăштарать (донимает просьбой), тем тăвас: те исе каяс, те исе каяс мар? См. йăш.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

недомогать

несов. хавшаклан, йăмшаклан, йăш, чирлекеле, халсăрлан.

развинтиться

сов. 1. пушан, пушанса кай; гайка развинтилась гайка пушаннă; 2. перен. разг. йĕркерен тух, пăсăл, йăш; нервы развинтились нервсем йăшнă.

Çавăн пекех пăхăр:

йăхсăрлăх йăхтар йăхташ йăхяхлан « йăш » йăш-йош йăш-яш йăшăк йăшăкла йăшăклан

йăш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150