Шырав: пукан

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ав

2.
гнуть
плести

сатан ав — плести плетень
тупан ав — гнуть полозья
авнă пукан — плетеный стул

ай

3. в роли служ. имени:

айăн, айĕн, айпа, айĕпепод кем-чем-л., из-под
ман айăн — подо мной
çумăр айĕн пыр — идти под дождем
хурăн айĕн çул турăм — фольк. я проложил тропку под березами
ту айĕпе туннель тăваççĕ — под горой прокладывают туннель
куç айĕн пăх — смотреть исподлобья  
куç айĕпе пăх — смотреть исподлобья  

ая, айăма, айна, айнепод кого-что-л.
ман ая  — под меня
ман айăма — под меня
сан ая — под тебя
сан айна — под тебя
кĕпер айне — под мост
кăранташ сĕтел айне ӳкрĕ — карандаш упал под стол
ая ту — 1) завалить, погрести 2) одолеть, победить  

айра, айăмра, айăнта, айĕнчепод, внизу
ман айра — подо мной
ман айăмра — подо мной
сăрт айĕмче — под горой
айра хула курăнать — внизу виднеется город

айран, айăмран, айăнтан, айĕнчениз-под
сан айран — из-под тебя
сан айăнтан — из-под тебя
пукан айĕнчен — из-под стула
айран тух —
1) выбраться из-под кого-чего-л.
2) перен. освободиться из-под влияния

антар

1.
спускать
— перевод зависит от характера действия:
опускать, снимать (сверху), сбрасывать т. ыт.
ачана пукан çинчен антар — спустить ребенка со стула
десант антар — сбросить десант
перпендикуляр антар — опустить перпендикуляр
хуран антар — снять котел (с огня)
юр антар —
1) сбрасывать снег (с крыши)
2) заполнять снегом (погреб)
ялав антар — опустить флаг
карапа шыв çине антарни — спуск судна на воду
кĕтĕве тапăра антарнă — стадо пригнали на водопой
антарса ларт — опустить, спустить
антарса яр — упустить, утопить (напр. ведро в воде)

бук

буковый
бук вăрманĕ — буковый лес
бук сĕтел-пукан — буковая мебель

гарнитур

гарнитурный
кĕпе-йĕм гарнитурĕ — гарнитур белья
сăтел-пукан гарнитурĕ — гарнитур мебели, мебельный гарнитур
телефон гарнитурĕ — телефонная гарнитура

каскала

плотничать
столярничать, мастерить из дерева

катка-пичке каскала — бондарить, изготовлять кадки и бочки
сĕтел-пукан каскала — изготовлять мебель
каскаласа çӳре — плотничать, заниматься плотничьим промыслом

каскалакан

плотник
столяр, деревообделочник

катка-пичке каскалакан — бондарь
сĕтел-пукан каскалакан — мебельщик

кăлар

5.
вывозить, выносить
пуртрен сĕтел-пукан кăлар — вынести мебель из дома
кăларса пăрах — выбросить, выкинуть

кăларса тăк —
1) накопать, нарыть (напр. картофеля, свеклы)
2) выбросить, выкинуть (напр. мусор)
3) вылить (напр. воду)

кăларса хур —
1) выложить
кĕнекесене портфельтен сĕтел çине кăларса хур — выложить книги из портфеля на стол
2) вывезти, вынести
вăрмантан вута кăларса хур — вывезти дрова из леса (в какое-л. место, являющееся перевалочным пунктом)
Килти çӳппе яла ан кăлар. — посл. Не выносить сора из избы

комбинат

1.
комбинат (предприятии пĕрлешĕвĕ)
йăла комбиначĕ — комбинат бытового обслуживания
металлурги комбиначĕ — металлургический комбинат
пир-авăр комбиначĕ — хлопчатобумажный комбинат
сĕтел-пукан комбиначĕ — мебельный комбинат

лакла

лакировать, покрывать лаком
лакланă сĕтел-пукан — лакированная мебель
лакламалли машина — лакировальная машина

ланчашка

2.
неустойчивый, непрочный, шаткий
ланчашка каçă — шаткий мосточек
ланчашка пукан — шаткий стул

лар

II. глаг.

1.
садиться (принимать сидячее положение)
апата лар — садиться есть
канма лар — сесть отдохнуть
пукан çине лар — сесть на стул
сĕтел хушшине лар — сесть за стол
Çиме ларсан, кашăк кирлĕ пулнă. — погов. вспомнили о ложке, когда уселись за стол. (соотв. На охоту идти — собак кормить).

лар

4.
быть, стоять, находиться, располагаться
пӳлĕмре виçĕ пукан ларать — в комнате (стоит) три стула
урамра машинăсем лараççĕ (тăраççĕ) — на улице стоят машины
тырă çын çӳллĕш ларать — хлеба стоят в рост человека

ларса кай —
1) долго просидеть, засидеться
ытларах ларса кайрăм сирĕн патра — я слишком долго у вас засиделся
2) поехать
каçхи пуйăспа ларса кай — поехать вечерним поездом
3) расположиться подряд, в ряд
ялсем речĕпех ларса кайнă — деревни тянутся подряд одна за другой

ларса юл — 1) остаться сидеть 2) остаться позади
сулахайра хула ларса юлчĕ — слева остался город (при движении)

ларт

8.
вставлять, насаживать, навешивать, приделывать
авăр ларт — насадить черен, рукоятку
кантăк ларт — вставить стекло
пукан ури ларт — приделать ножку к стулу
Çĕнĕ пуртă аври лартсан та киввине ан пăрах.  — посл.  Вставив новое топорище, старое не выбрасывай.

лачăрт

2.
подражание отрывистому чавканью, хлюпанью
ура пылчăка лачăрт путрĕ — нога с хлюпаньем провалилась в грязь
лачăрт-лачăрт — усил. от лачăрт
кивĕ пукан лачăрт-лачăрт тăвать — старый стул поскрипывает

лăнчăркка

2.
расшатанный, разбитый
лăнчăркка пукан — расшатанный стул

лăнчăр-ланчăр

2.
разболтанный, расшатанный
вихляющий

лăнчăр-ланчăр пукан — расшатанный стул
лăнчăр-ланчăр утă — нетвердая походка

лăнчăртат

1.
скрипеть, потрескивать (при движении)
пукан лăнчăртатать — стул скрипит (если сесть)

лăчăр-лачăр

2.
подражание скрипу, треску
айĕнчи пукан лăчăр-лачăр тăвать — стул под ним поскрипывает

мăйтăк-майтăк

2.
скрипучий, расшатанный, расшатавшийся
мăйтăк-майтăк пукан — расшатанный стул

минтерлĕ

2.
мягкий
минтерлĕ пукан — 1) мягкий стул 2) кресло

нăчăрт

подражание сильному хрусту, скрипу
пукан ун айĕнче нăчăрт турĕ — стул под ним громко скрипнул

пит

верхний, лицевой
сĕтел пичĕ — столешница, поверхность стола
пукан пичĕ — сиденье стула
Çĕр пичĕ — поверхность Земли
пусман пит енĕ — лицевая сторона материи

полировкăллă

полированный
полировкăллă сĕтел-пукан — полированная мебель

пукан

1.
стул, табурет, табуретка
хыçлă пукан — стул
хыçсăр пукан — табурет
Урай варринче йĕс пукан ларать. (Кăкăр шăмми). — загадка Посреди пола стоит медный стул. (Грудная клетка).

пукан

2.
чурбан, чурбак, обрубок дерева
каска пуканĕ — чурбан (употребляемый вместо рабочего стула)
сунтал пуканĕ — чурбан под наковальней
хуралтă пуканĕ — стояк (под избой или амбаром)

пукан

3.
гиря
кире пуканĕ — гиря
пăт пуканĕ — пудовая гиря
сехет пуканĕ — гирька часов
тараса çине пукан хур — поставить гирю на весы

рет

1.
ряд, шеренга
виçĕ рет пукан — три ряда стульев
икĕ рет тăрса тух — построиться в две шеренги
рет хушшисене кăпкалатни — обработка междурядий
унăн çурчĕ пирĕннипе пĕр ретрех — его дом в одном ряду с нашим

сакăр

при конкр. счете, в качестве опр.
восемь
восьми-

сакăр пукан — восемь стульев
сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ — восьмичасовой рабочий день

сакăр хут —
1) восемью, восемь раз
сакăр хут иккĕ — вунулттă — восемью два — шестнадцать
2) ввосьмеро, в восемь раз
сакăр хут нумайрах — ввосьмеро больше

сĕвен

1.
прислоняться к чему-л., опираться о что-л.
откидываться на что-л.
пукан хыçне сĕвен — откинуться на спинку стула
хӳме çумне сĕвен — прислониться к стене
сĕвенсе лар сидеть — прислонившись
картана сĕвенсе тăр — опереться о забор

сĕтел-пукан

мебельный
полировкăллă сĕтел-пукан — полированная мебель
çемçе сĕтел-пукан — мягкая мебель
сĕтел-пукан гарнитурĕ — мебельный гарнитур, мебельная гарнитура
сĕтел-пукан фабрики — мебельная фабрика

сĕтел-тенкел

диал.
то же, что сĕтел-пукан

сиктĕрме

3.
ухабы, выбоины, ямы (на дороге)



сиктĕрме пукан
— кресло-качалка

стиллĕ

стильно
стиллĕ сĕтел-пукан — стильная мебель
стиллĕ тумлан — стильно одеваться

тайăл

2.
прислоняться, опираться
хӳме çумне тайăл — прислониться к стене
пукан хыçне тайăл — опереться о спинку стула
ман çине тайăл! — обопрись на меня!

тата

I. союз

1. соед.
и, да
икĕ сĕтел тата виçĕ пукан — два стола и три стула
эпĕ тата эсĕ — я и ты

тăр

2.
становиться куда-л., на что-л.
кĕтесе тăр — стать в угол, занять место в углу
строя тăр — занять (свое) место в строю, стать в строй
пукан çине тăр — стать на стул
эсĕ пирĕн хыçа тăр — ты стань за нами

тăр

3.
вставать, подниматься, принимать стоячее положение
ура çине тăр — прям. и перен. подняться, встать на ноги
пукан çинчен тăр — встать со стула
тăрса кай — встать и уйтй
тăрса лар — 1) сесть (из лежачего положения) 2) приподняться (полулежа)

тĕкĕр-тĕкĕр

неустойчиво, шатко, непрочно
тĕкĕр-тĕкĕр пукан — расшатанный стул
тĕкĕр-тĕкĕр тăр — стоять неустойчиво, качаясь

турт

4.
тянуть, весить, иметь какой-л. вес
икĕ тонна турт — весить две тонны
икĕ пăт туртакан пукан — двухпудовая гиря
сурăх вăтăр килограмм туртать — овца весит тридцать килограммов

тӳрккес

грубо, топорно
тӳрккес сĕтел-пукан — грубая мебель
тӳрккес ту — сделать что-л. грубо

урлашка

1.
поперечина
пукан урлашки — поперечина стула (на спинке или между ножками)

фанерăла

спец.
фанеровать
юманпа фанерăланă сĕтел-пукан — фанерованная дубом мебель

халтăркка

1.
рассохшийся
расшатанный

халтăркка пичке — рассохшаяся бочка
халтăркка пукан — расшатанный стул

хăлтă

неустойчиво, шатко
хăлтă пукан — шаткий стул

хăлтăр-халтăр

II.
то же, что халтăркка
хăлтăр-халтăр пӳрт — дом-развалюха
хăлтăр-халтăр пукан — расшатанный стул

хыç

2.
спинка, задок
пукан хыçĕ — спинка стула
çуна хыçĕ — задок у саней

хыçлă

имеющий спинку
со спинкой, с задком

хыçлă пукан — стул со спинкой
хыçлă çуна — сани с задком
хыçлă урапа — тарантас

хыçсăр

без спинки, без задка
хыçсăр пукан — табуретка
хыçсăр çуна — розвальни

шезлонг

шезлонг (сĕвенсе выртмалли пукан)

çĕмрĕк

2.
поломанный
çĕмрĕк сĕтел-пукан — поломанная мебель

çинче

послелог

1.
на ком-чем-л.
над кем-чем-л. (находиться)
пукан çинче лар — сидеть на стуле
вăрман çинче тĕтĕм курăнать — над лесом виден дым

çавăр

13.
плести, сплетать
çатан çавăр — плести плетень
çавăрса тунă пукан — плетеный стул

ĕçле

8.
изготовлять
перевод зависит от характера предмета, на который направлено действие:
сĕтел-пукан ĕçле — мастерить мебель
тăм савăт-сапа ĕçле — изготовлять глиняную посуду
тăлăп ĕçле — шить тулуп

пукан


çип пуканĕдиал. моток ниток

шăлтăр-шăлтăр

скрипучий, расшатанный
разболтанный

шăлтăр-шăлтăр пукан — скрипучий стул

тайкаланчăк

1.
шаткий, неустойчивый, валкий
тайкаланчăк кимĕ — неустойчивая лодка
тайкаланчăк пукан — шаткий стул

ту

14.  
в сочет. с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
илемлетсе ту — украшать, разукрашивать
авса тунă пукан — гнутый стул
чавса тунă кимĕ — долбленая лодка, долбленка

тӳмеллĕ

2.
наборный, с бляхами, с металлическими украшениями
тӳмеллĕ йĕвен — украшенная бляхами узда
йĕс тӳмеллĕ сар пукан — фольк. желтый стул с латунной инкрустацией

лăкан

2.
качаться, шататься, колебаться, болтаться
пукан ури лăканать — ножка стула качается
шăл лăканакан пулнă — зуб начал шататься
лăканса тăр — качаться, шататься, болтаться (постоянно)

лачăркка

3.
скрипучий, расшатанный
лачăркка пукан — расшатанный стул

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ват

II.
бить, ломать, разбивать
расколоть
толочь

ватса вĕтесе пĕтер — измелить
чул ват — камень столочь
кирпĕч ват — толочь кирпич
ватакан пукан илсе килчĕç — привезли трамбовку

каска

чурбан
колода, криж

выртан каска мăкланать, çӳрен каска йакалать — лежачий кряж обростает мохом, а перекатывающийся с места на место делается гладким
каска пукан — скамейка

пукан

стул, табурет, скамейка
пукан илсе тух — вынеси скамейку

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сыхлă

осторожный, предосторожный; настороже. СПВВ. Сыхлă сывлăхлă пул. С. Айб. Кăмака айĕнче сыхлă пукан ларать. (Вĕлле). О сохр. здор. Сыхлăрах пурăнас пулать. N. Сыхлă пулсан чир-чĕртен те хăтăлма пулать.

стул

стул (под деревянное строение). Персирл. Стулсам лартрăмăр (под избу). || Стул. Карсун. † И пусрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме. Абыз. Стул = пукан.

çатăр

(с'ды̆р), подр. треску при ломании тонкого сухого леса, или тонкой тесинки, или дощечки. СТИК. Хӳме хăмине çатăр кăна хăпартса илчĕ. Выломил с треском доску из забора. || Подр. грому при сильном дожде. Сред. Юм. Çатăр-çатăр çат, çат, çат, çат! (Папай алтса аçа çапнă чохне çавăн пик илтĕнет. Так слышится, когда гремит гром и ударяет молния; первые слабее, последние очень усиленно). Ib. Çатăр-çатăр-çатăрр! пит вăйлă çăмăр çунă чохне (когда идет очень сильный дождь, так гремит гром) папай çапла алтать (на последнем усиленно). || Подр. звуку при жидком испражнении. N. Çатăр-çатăр, çат, çат, çат! тутарать. || Подр. хлестанию дождя по стеклам. СТИК. Çумăр, каса-касăпа килсе, çатăр, çатăр, çатăр! тутарат чӳречене (время от времени в окно хлещет дождь). || Подр. журчанию. ЧП. Çавăн вĕçĕнчен шыв çатăр-çатăр туса тухать те таăçтах каят. || Подр. шуршанию сотрясаемого газетного листа. Сред. Юм. Хаçата силлесен, çатăрр тăвать. || Подр. шипению жира на горячей сковороде. Изамб. Т. Çатма çинче какай пĕçернĕ чухне çатăр-çатăр туса пиçет. || Подр. треску горящих дров. N. Вот çатăр-çатăр çонать. Дрова горят с треском. || Подр. звуку травы, отрываемой клочьями зубами лошади. || Присловье к имени Петĕр. БАБ. Петĕр çатăр — кут çатăр; юман ӳктĕр — юн тухтăр, пукан ӳктĕр — пăх тухтăр, чуман ӳктĕр — чун тухтăр. || Трещотка, употребляемая во время обхода дворов при обряде „сĕрен“. Слакбаш. || Подр. действню укуса. Сред. Юм. Пĕчик ача чĕчĕ пуçне çатăрр! çыртрĕ (показывает самое действие). Орау. Мур шăни, çатăрах çыртать (кусает сильно). || Подр. крепкому прилипанию растения к одежде. КС. Сырлан корăк çатăрр çыпçать. (Сырлан анчах сырăнать, так и пристает). || Подр. шарканью кожаной подошвой при ходьбе по камням. Трхбл. См. МКП. 18.

çип пôканĕ

(-га-), вьюшка для навивания ниток с воробов, устраиваемая в виде клетки. Имеет форму небольшого табурета, отсюда и название ее пукан. (Табурет в этих местах назыв. пукан). Сред. Юм. Çип пôканĕ-пôкан пик тунă çип çăмхалакан япала. || Подставка воробов. Янтик. Çип пуканĕ.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

тайăн

(таjы̆н), наклоняться. Пшкрт и др. Янтик. † Кĕтĕм вăрмана, тухрăм çаврăнса, йывăçсем юлчĕç тайăнса. || Прислоняться, опираться. См. тайăн. N. † Хура вăрман урлă каçнă чух чĕрĕ йăвăç кутне тайăнтăм (у др. йăвăç çомне сĕвенсе тăртăм). Синьял. Хуçмалла пукан таянмалла (sic!), тайăнмасан -килĕшмеçт.

таян

(таjан), опираться, приклоняться, прислоняться, облокачиваться. С. Дув. Яхути ăна илтнĕ те, шикленкелесе, юпа çумне таяннă, тăрать. СПВВ. КЕ. Таянни — пукан çинче чалăшшăн ларни. ЧП. Ватă юман, теейсе, ытла çумне ан таян. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче пĕр çын тăрать, йĕлме туйи çине таянса; çак тăван пире кĕтсе тăрать, хапха юпиçине таянса. Ст. Чек. Сĕтел çине ан таян. Не облокачивайся на стол. Не прислоняйся к столу. См. чавсалан. N. Эпĕ çурăмпа юман çумне таянтăм. ППТ. Хам урама тухса, хапха юпи çумне таянса: çынсем каймаççи? тесе, пăхса тăраттăм. N. Аллисемпе суха çине таянса пынă пек, сухалакан хăйĕн хуйхине хуйхăрса каçалăк патне кайнă. Скотолеч. 15. Лаша сулкаланса çӳрет, çӳренĕ çĕртех япала çумне (к предметам) пыра-пыра таянать. К.-Кушки. Ахтапантан тухсанах, урапа çине таянса (у др. тайăнса) выртрăм (прислонился), тет те, çыврах кайнă, тет. Лашм. † Таянам-и, тăванçăм, сан çине? Таянтаратсăн, тăванçăм, ай, таянтар. Чăв. к. Пĕчĕкçеççĕ лаша — турă лаша, ӳсрĕ турта çине таянса. || Полагаться. N. Пурлăху çине ан таян.

таянмалли пукан

стул со спинкой, кресло. Эпир çур. çĕршыв 5. Ун валли парттăсен умĕнче ешчĕклĕ сĕтелпе таянмалли пукан лараççĕ.

таянмалли тенкел

то же, что таянмалли пукан. N. Вăл таянмалли тенкел çинче ларать пек.

тану

(тану), давно (русск). N. Вăл хуçи арăмĕ кӳрĕш ачипа пурăннине тану сиснĕ, тет. СПВВ. Тану кăçкăраççĕ. Уже кричат, успели уже, давно. Собр. Хай вупăра кĕрсенех чӳречене хупрĕç, тет те, хăй çутса шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану пукан пулса выртнă, тет. Ходор. † Нумай чупать, ан тийăр, тану кавар (кăвар?) пĕçермĕ. См. пăраватник.

тенкел

(т’эн’г’эл’), скамейка Вута-б. Так во многих говорах. || Стул (так, напр., в говорах б. Буинского у.). См. пукан. Чертаг. Тенкел, стул, скамейка. || Скамейка для катанья с горы. Тет. Эпĕ аннă чухне хранипе тенкелĕн вĕçне анчах лартăм.

тăкăртат

издавать скрипящий звук. КС. Пăсăк перо (испорченное) тăкăртатса çырать. Ib. Пукан урине урай тăрăх шуçтарсан, тăкăртатать (прерывающийся звук). Яжутк. † Вуник çил арман хушшине йĕсрен кĕпер хыврăмăр, каçмассерен тăкăрта(та)ть.

тăлăх-турат

сироты вообще (собират.). N. Пире, тăлăх-турата çапла пулĕ ĕнтĕ малашне, ăрамалла ура ярса пусма та пулмĕ. Бюрг. Пирĕн пек тăлăх-туратсем хурланĕç. N. Ырă ĕç тума вĕренĕр, тĕрĕслĕхе шырăр, хур кураясана хăтарăр, тăлăх-турат хутне кĕрĕр. Собр. † Тăлах-турат юр юрлат тимĕр пукан тăрĕнче. N. Тăлăхăн-туратăн çитĕнтĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ. Эсĕ — тăлăх-турат çын мар-ĕçке. Арçури. Тăлăх-турат пулаччен, хăрăк турат пулас та, кĕрхи çилпе вĕçсе ӳкес, çурхи шывпа юхса каяс.

хант

подр. захлопыванию; подр. удару. N. Хант! хупса лартрĕ. Шорк. Пукан çине ларса хытă сĕвĕнчĕ те, çтена çумне хант пырса çапăнчĕ.

Хусан

Хосан, г. Казань. Орау. Хусанĕпех çӳренĕ иккен (по всей Казани). Н. Карм. Хусансенчен Мускав курăнат, теççĕ, тусем çине ăлăхса пăхсассăн. N. Çакă ĕç Йăван ĕмпӳ Хосан тортса илнĕ чох полнă. Рак. Ашшĕ ура сыриччен ывăлĕ Хусана çитет. (Тĕтĕм). Регули 1474. Вăл пырса Хосана, Шопашкара. Çĕрпӳве. Яргейк. Пĕр хĕлĕх туртăп, Хусан тапратăп. (Хутăр çăмхалани). Коракыш. Хусан хылчăкĕ кунта килсе ӳкĕ. (Йĕп). Собр. Хусан хули вылять ту çинче, мĕлки ӳкет Самар шыв çине. СТИК. Хусан çулĕ тап-такăр (т. е. дорога скатертью). Пĕр-пĕр çын наянланса, хăй кайса илме ӳркенсе, тепĕр çынтан япала ыйтсан, леш ăна çапла каласа хурат. Н. Седяк. Кунти чăвашсем Хусан купĕрнинчен килнĕ. Тояпа ялĕнчен, Хура Шыв ялĕнчен, Йĕлмелĕ. N. † Пуса сартăм пурана, çил вĕçтерчĕ Хусана. Орау. Хусанăн мĕнĕн (в Казани и прочее) сĕтĕрĕнсе çӳресе ӳснĕскер. N. Хусантан укас килмесĕр тимĕр пукан çутăлмас. (Çурăм килни). Рак. Хусантан укас килмесĕр хурт-кăпшанхă тапранмаст. (Пăр кайни). Ib. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмасть. (Çутăлни). Микушк. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хăма çурăлмасть. (Çуркуннехи пăр çурăлни). Нюш-к. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсассăн иккĕн лармалла, тăссассăн тăваттăн лармалла. Юрк. † Хусан çуни хуçăлмалла, хуçăлсассăн та иккĕн лармалла. ТХКА. Асаттепе иксĕмĕре Хусан кăтартса çӳрерĕ. Оп. ис. ч. II. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. ГФФ. † Хосантан тохакан мăн çолĕ... Казанский тракт. || Назв. селений. ЙФН. Хусан, ял ячĕ.

хуçмалла

складной. ПФ. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсан иккĕн лармалла, чăссан тăваттăн лармалла. Яргуньк. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсан иккĕн лартăмăр, Чăссан тăваттăн лартăмăр. N. † Пирĕн кӳме хуçмалла, йĕри-тавра йĕс пăта. Синьял. † Хуçмалла пукан тайăнмалла, тайăнмасан килĕшмест. В. Олг. Хоçмалла çĕçĕ, складной, перочинный нож. СПВВ. МС. Хуçмалла çĕçĕ-пекĕ.

кĕпчек

(кэ̆пц'эк), ступица. СТИК., Артюшк. Ст. Чек. Урапа кĕпчеке. Янбулат. † Симĕс кĕпчек таянчăк. (Окошка хоппи). Юрк. Кĕпчек (пукан), часть телеги. Изамб. Т. Кĕпчекпе тукăн хушшинчи йывăçсене урапа шăлĕсем (спицы) теççĕ. Н. Карм. Кĕпчек тулкки, втулка. Ib. Кĕпчек шăлĕ, спица(-ы). См. кӳпчек, кӳпчĕк, кĕпçек, кĕпçе, кӳчĕк.

кĕрекеç

стольник (почтенное лицо, потчующее гостей). Сред. Юм. Кĕрекеç тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умне пукан çине ларса хуплусĕм касса паракана калаççĕ. Янтик. Кĕреке тесе, ĕçкĕре-мĕнре сумлă (почётное) вырăна калаççĕ. Çав вырăна ватăраххине, сумлăрах çынна лартаççĕ, вара ăна кĕрекеç теççĕ. Ытти çынсем апатланнă чухне стел йĕри-тавра лараççĕ, кĕрекеç вĕсене хирĕç ларать; апат çинĕ чухне вара кĕрекеç хуçи вырăнне пулать (его обязанность — угощать, потчевать других). || Назв. части деревни в Нижних Тимерсянах, б. Симб. у. СТИК. || Назв. дер. Татарк. р. N. Кĕрекеç (к'ӧ̆рэг'эс').

чура

слуга, раб, раба, рабыня; невольник, невольница. Ал. цв. 12. Чурасени те çав хапхаранах тĕвесемпе ĕлĕкхинчен виçĕ хут ытла тиенĕ таварпа кĕреççĕ. Пшкрт. Мана вăл чорая илчĕ (заставил быть рабом). Ала 10°. Ку арăм вара хуçана чи аван пукан çине ларттăрĕ, тет, унтан вара чурисене самовар лартма хушĕрĕ, тет. Н. Карм. † Пирĕн пекех мĕскĕн айван чурисем куç-çӳлĕпе питне çăваççĕ. Орау. Вăсен чури пулсах тĕнке тухас пулать. Приходится работать только на них до изнеможения. Ib. Эп сан чуру-им? N. Килне-çуртне упрама çич хĕрарăм чурара. Çеçпĕл М. Ĕмĕр чура пулма çитĕ, чура пулма намăс! А.-п. й. 93. Сана салтма чуру мар! || N. Мишша ачам, анӳпе ан вăрçăр, эсир иксĕр те пĕр чура анчах вĕт.

шăпăр шăтăкĕ

то же, что шăпăрла курăкĕ. ÇМ. Çитĕ. Шапăр шăтăкĕнчен çут тĕнчене тухăр. Латыш. Навусне ачи-мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать. Янш.-Норв. Унтан тата шыра пуçларăмăр çакна (упыря), хай шăпăр шăтăкĕнче каллех, килте çук пукан (какого не было в избе) вырта парать. (очутился. Преследуемый „вупăр“ обратился в стул).

патша

царь. Альш. Пушчăсен (назв. дер.) хирĕ акă мĕшĕн аслăрах пулнă, тет: таçта леш вилекен патшасемпех халĕ, патшанăн вăрçăра аллинчен чăпăркки ӳкет, тет те, ку Пушчă мăкши салтак хăвăртрах илсе парат, тет. Янбулат. Хывăх çинче пĕр пăрчă. (Патша). Турун. Унта унăн пичĕшĕ патшара пурăннă. Н. Сунар. Шу (вода сказала) уна хирĕç каланă: санăн пуçă çине патша калпакĕ лартар, тенĕ, тет. Сред. Юм. Пирĕн патша торă çĕр валеçсе панă çĕре çитеймен, тет, кайран пырса çитнĕ, тет, он чохне вара валеçменни виç хôла çиç йолнă, тет. Вара торă çав виç холасĕне пачĕ, тет те, пирĕн патшана: хушĕн ху ĕçлесе тôп, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Янш.-Норв. † Патша патне пуç ятăм, кăçан çавăрăнса килĕ-ши? (Солд. п.). Яргуньк. Патша хĕрĕ: эпир — патша, ĕçетпĕр, эсĕ мĕлескер ĕçменскер? терĕ, тет. (Сказка). Собр. † Патша ыв(ă)лĕ юр юрлат ылттăн пукан тăрĕнче. Орау. Пĕри патши пулать, ыттисем унăн халăхĕсем пулаççĕ (в игре). См. патшалла. || Царство, государство. Трхбл. Ют патшана кайнă. Ют патшара пурăнат. Живет за границей. Шибач. Опăшки карĕ таста орăх патша çине сотăпала. Т. VI. 11. Эй туррăм, пулĕхçи! çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту (моленье). N. Таçта патша патне каятпăр. N. Оþăх патша çине каятпăр.

пит

(пит, пит'), лицо. N. Икĕ аллипе питне тытса тӳсимасăр йĕрет, тет. N. Питĕнчен çиçсе ячĕ. Ударил в лицо. N. Сарă каччă памасан, питне тытса йĕрет-ĕçке. Байгул. Мĕн пăхатăр пирĕн пите? Пасарта хăмач курман-и? Мĕн пăхатăр пирĕн пĕве? Хусанта çурта курман-и? Сред. Юм. Пите пит çăвать, алла ал çăвать. (Поговорка). Ib. Алла ал, пите пит çăват. (Поговорка). Самар. † Улача кĕпе пит урлă, пирĕн тăвансем шыв урлă. || Щека. N. Ик хура хĕр пычĕ те, ик питĕмрен чуп турĕ. ЧП. Кив уйăхла тунă сăрасем, икĕ питме çапрĕ сăрăсем. N. Питĕсенче аш та çук. N. † Икăн-икăн (= иккĕн-иккĕн) пычĕç те, ик питĕмрен чуп турĕç. ЧП. Пĕр пичĕ уйăх, пĕр пичĕ хĕвел. Чаду-к. Упа пирĕн пăрува тытнă та, сылтăм енчи питне чĕрсе пăрахнă. Шел. 24. Ун пĕр пичĕ çийĕнче хĕвел тăнă выляса. N. Онта мĕлле питпе кайса кĕрес (с какой рожей). Якейк. Мĕн питпе эс мана паян пасарта халăх куçĕнче çапрăн. (Намăсран иртнĕскер, намăса пĕлменскер). Собр. Хăй намăс тăват, пите вăрăнассине пĕлмеçт, теççĕ. (Послов.). Орау. Хăйне хăй питне пĕçерчĕ (или: намăслантарчĕ, или: намăс кăтартрĕ). Ст. Шаймурз. Ятăр кайĕ ял çине, питĕр пиçĕ çын çинче. Шорк. Питне кĕççе çĕленĕ. Потерял совесть, стыд. || Припек (солнца). Ерк. 59. Шăрăх хĕвел питĕнчех пухă кĕрлет каçченех. Орау. Хĕвел питĕнче (на солнце) ăшă паян, сулхăмра шăнтать. N. Кавăн хăяр пекех хĕвел питĕнче аван ӳсет. || Сиденье (у стула)? Н. Байгул. † Атте пукан тунă чух, пукан питне савалаймарăм. || Лицевая сторона обуви до голенища. Янтик. Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе (= хĕрсене) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. || Верхняя корка каравая. В. Олг. Çăккăр пичĕ хытмас куарсăр. Ib. Çăккăр икĕ питлĕ полчĕ. Ib. Çăккăр пичĕ килеччен, пока зарумянятся хлебы. N. Кăш чухне тĕпĕ те, пичĕ те çунса кайни лекет, ун пек чухне пĕр апат çиме те çитмест. || Адресная сторона конверта. N. Ку ахаль çыру мар, ку укçаллă çыру; авă питне «вунă тенкĕ укçа хут» тесе çырнă. || Страница. || Переплет. Сред. Юм. Кĕнеке хытă пичĕ. || Наволочка. Алших. † Тăваткăл минтер хăмаç пит, ан хур аппа лараймăп. || Поверхность (земли). Чăв. ист. 29. Çĕр пичĕ пит аслă.

пукан

покан (пуган, поган), первоначально — чурбан, обрубок дерева; стул, табуретка. Скамеечка, которая ставится под ноги (так у многих). СТИК. Пукан, обрубок дерева; употребляется в следующих случаях: 1) кладут под ноги, когда плетут лапти, или употребляется вм. стула; 2) ставят под углы строения. Микушк. † Самар сарă куркисем аллăрта чух, урăр айне пукан пулам-ши? Сирĕн вунă пурнĕр ывăнмасан, пирĕн чĕкеç чĕлхи ывăнас çук. (В этой песне выражена форма угощения гостей хозяином). Якейк. Покан, стул или табурет; для отличия говорят: 1) ахаль пукан — табурет, 2) хыçлă покан — стул со спинкой. СПВВ. ЛП. Пукан = тенкел. Актай. Вуникĕ хуçăк пĕр çӳху. (Пукан). С. Алг. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан — йĕс пукан, йăванмĕ-ши урам тăршшĕне? Ib. † Лупашкари пукана шапа пăтти сырса илнĕ. N. Пуçне касса пукан тăвăп. (Угроза). Орау. Лутра пукан пек çӳрет. Ib. Ачисем ун пукан пек (низкие, плотные). Собр. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пуль, тимĕр пукан илмешкĕн, хапха тăрне лартмашкăн, чăнкăр-чăнкăр тумашкăн. Юрк. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пулĕ, тимĕр пукан илмешкĕн, хапхи тăррине лартат пулĕ, хапхи чарик! тăват пулĕ, хайхи килет, тиет пулĕ, тин савăнса килет пулĕ. || ЩС Алăк пуканĕ (çӳлти пукан, аялти пукан). || N. Урапа пуканĕ. || Гиря (у весов и часов). N. Сехет пуканĕ анса çитсен, вăл пит вăрахăн сулланать. С. Тим. Хусантан уккас килмесĕр çутă пукан çутăлмаст. (Çутăлни). ТХКА 66. Канурăн ывăлĕсем те икĕ пăт пуканне вырăсла хапха урлă хăрах алпа ывăта-ывăта каçăрнине хам та темиçе хут курнă. || Крюк у дверей. Чертаг. || Моток. СТИК. Киççипе пуканĕпех илтĕм-ха. Бумажной нитки купил целым мотком. || Борок, несколько низок (рябины). Хурамал. Пилеше пукан туса хунă (= хулă çине тирсе пухса хунă).

пуканла

(-г-), назв. игры. Смольк., Юрк. См. капанла. Николаев. Пуканла. Пысăкрах ачасем вĕттисене пĕр-пĕринчен икшер пусăм лартса тухаççĕ. Лараканнисем пукансем пулаççĕ. Кашни пуканин хуралçи пулать. Пĕр çынна хăвалама хăвараççĕ. Хăвалаканни пĕр пукан хуçипе тавлашса, иккĕшĕ ик енчен чупса çаврăнаççĕ. Кам малтан чупса çаврăнса пукана тытать, çав хуçи пулать. Пукансăр çынни кӳршипе тавлашса чупать. Пуканне çухатнă çынни тата тепĕр çумĕнчи çынпа тавлашать. СТИК. Пуканла выляс. Пĕчĕкçĕ ачасене çерем çине йĕри-тавра лартса, пысăккисем йышăнса тухаççе, йĕри-тавра чупаççĕ.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пуп

поп, поп. Альш. Ала 107. Поппа ан хирĕç, вал тавăрать. (Послов.). СТИК. Пуп — луп, нӳхреп куç. Ст. Шаймурз. Пуп куç нӳхреп пек. (Послов.). Ib. Пуп пит йăвăр, тит, вăл. Сывмар çынна кĕл тутарма пупа илме кайсан, леçме кайсан, лаша аран туртать ăна. Собр. Иртерех тăнă — пуп пулнă, кайрантарах тăни салтак пулнă. Т. VI, 49. Эпир, айван ывăлхĕр, пĕлместпĕр. Эпĕр пĕлместĕпĕр, пуп кĕлĕ туннипе çырлах. Амин. (Конец моленья). N. Пупăн турри те, шуйттане те хăйпе пĕрлех, теççĕ. Шумш. Попа хирĕç полсан, телей полмасть, теççĕ. N. Пукан çине сĕвенсе, ларать çавă пуп-этем.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

пукан

(пуган), quaedam pars кĕрпе арманĕ mihi ignota. Неизвестная мне часть механизма обдирки. А. Турх. Аялти чул ăшĕнче «пукан» пур; йĕке çавăн çинче çавăрăнат. В нижнем жернове есть «стул» (v. пукан s. I.); на нем вращается веретено (К).

хайчă пуканĕ

sive пукан (хаjζ'ы̆ п̚уган’э̆, пуган), summa pars tecti çил арман, lignum breve in acutum desinens cacumen. Маковка ветрянки. Тоскаево. Хайчă пуканĕ арман тӳпийĕн хăмисе (i. q. хăмисене) тытса тăрать, т. е. скрепляет (сверху) доски мельничной крыши.

аçа курки

(к̚урги, к̚õрг'и), trulla parva, qua mortuo. si ille mas sit, iusta facientes utuntur. Quibusdam vero locis etiam feminis iusta persolventes eodem vase uti videntur, назв. поминального ковошчка. Сред. Юм. Аçа кõрки. Арçын пумилккинче паракан яка йывăç кõркана калаççĕ. Под названием «аçа кõрки» известен гладкий деревянный ковш, в котором подают (пиво) на поминках по покойнике-мужчине [в других местах — и женщине]. Сред. Алг. Çĕр каçаччен çурта çунтарса лараççĕ, ăна вăрăм çурта теççĕ. Сурпантан, ăвăспа сĕрсе, çурта тăваççĕ. Çутăлнă чухне пĕчĕк-кĕççе чаплашкапала, арçын вилсен — арçын; хĕр-арăм вилсен — хĕр-арăм... (Hie nonnulla deesse videntur. Здесь какой-то пропуск). Кăна «аçа курки» теççĕ. Унта кашни пĕр-икшер пус укçа параççĕ. Унпа ирхине, çутăлнă чух, эрех илсе ĕçеççĕ. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Пӳрте пĕр çын та юлмасть, пурте тухаççĕ; сăра, вăрăм çурта, çăкăр, чăкат илсе тухаççĕ, пукан çумне урăх çурта çутаççĕ, çимĕçине пăрахаççĕ. «Аçа куркине» — чаплашкана: ме сана! тесе, çапса çĕмĕреççĕ; улăма вут тивертсе яраççĕ те, юрласа, пуканпа вут тавра виç хут çаврăнаççĕ. Пехиллесе кай! теççĕ. Хăй, патне кĕмеççĕ, урăх киле, ратни патне, кайса кĕреççĕ. — Пукан кăларса, вут çуттипе саламне ăçатрăмăр, теççĕ. Пĕр-ик каçран пĕр çĕре хутăштаратпăр! теççĕ. (По возвращении с кладбища, куда они ездили ставить столб [юпа] на могиле умершего) онв всю ночь жгут свечу. Эта свеча называетея «длиниою свечою» и делается из сурбана, натертого воском. На расевете, — если умер мужчина, то мужчина, а если женщина, то женщина, — в крошечной деревянной чашечке... (Nonnulla desunt. Здесь пропуск). Это называется «аçа курки». Тут каждый дает копейки по две денег. Утром на эти деньги покупают вина и пьют его. Когда рассветает, то, ранее восхода солнца, выносят на улицу обрубок дерева. При этом в избе не остается никого, а все выходят наружу и выносят с собою пива, длинную свечу, хлеба и сырцев. На обрубке засвечают другую свечу, а кушанья бросают. Чашечку, называемую «аçа курки», разбивают со словами: «На тебе!» (здесь саово на не в значении предлога; а в смысле возьми). Солому сжигают и трижды обходят с пением вокруг обрубка и огня при чем говорят: «Уйди от нас с благословением! (т. е. благословляя)». В дом умершего ни входят, а заходят к кому-либо из его родни. Они говорят: «Мы вынесли чурбан и при свете огня проводили его привет (значение неясно). Вечера через два мы соединим их (т. е. всех покойников) в одно место. Т.-И.-Шем. Çĕр варринче пĕр çынла «аçа курки» ĕçтерме хушаççĕ? Ăна пĕр витре сăра параççĕ, пĕр курка тыттараççĕ; вăл çын вара пӳртри кашни хăнине пĕрер курка ĕçтерсе çаврăнать. Кашни ĕçекенни курка ăшне, укçа ярать, укçине ĕçтерекен çынни сăра ăснă чух курка çинчен витрене ярать. Кайран, пурне те ĕçтерсе çаврăнсан, вăл укçасемпе, мĕн чухлĕ çитет, çавăн чухлĕ эрек илсе, çав хăнисенех ĕçтерсе ярать. Çутăлсан, хăйă пăрахнă-пăрахман вăхăтра çăкăра, чăкăта тата пĕр витре сăра илсе, ăрама тухаççĕ те, пĕр çĕклем улăма вут тивертсе яраççĕ. Çавăнта пур юлашки çимĕçсене те хуранĕпех çĕклесе тухаççĕ. Вут чĕртес умĕн илсе тухнă çимĕçсене хываççĕ, юлашкисене хуранĕпех хапхи кутне (по обьяснению И. С. Степанова — около тăнса юпи) тăкса хăвараççĕ. Вăл çимĕçсене кайран ик-виç кун пĕтĕм касăри анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. Унтан вара, вут чĕртсе, вут тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хут, алă çупса, купăс каласа, юрласа, ташласа çаврăнаççĕ те, вутне тап-таса сӳнтереççĕ. Унтан вара хуçа килне урăхран кĕмеççĕ, кӳршĕри пĕр-пĕр çын пӳртне пуçтарăнса кĕрсе, сăра пулсан, сăра ĕçеççĕ, эрек пулсан, эрек те ĕçеççĕ те, килĕсене таврăнаççĕ. Хуçисем те вара килне таврăнаççĕ те, çуртне-йĕрне, савăт-сапине тасатма пуçлаççĕ. Ку ĕç вырăс эрни кун ир пулат. Сĕтел çине чашкине, çăкăрне, чăкăтне ыткалакансене параççĕ е ăрамах чакаласа пăрахса хăвараççĕ (зарывают).

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пуç

, поç, макать, обмакивать. БАБ. Хăй пукан çине ларса, пĕр урине сĕлĕ çине, тепĕр урине шыв çине пуçрĕ. Альш. Упин юнĕ пат! пат! тумлат та, Чĕрнеккейĕ çăкăрпа пуçса çиет, тет. Кан. Тасатасса — пĕчик шăл шчуткипе, ăна шăл порошокĕ çине пуçа-пуçа, тасатмалла. N. Çăкăру татăкне уксус çине пуç. КС. Сахăр çине пуçса çирăм. Ib. Пыл çине пуçрăм. Якейк. Çĕр оммине (или: оммая) çупа пуçса çаççĕ (= çиеççĕ); йохтармалла икерче çупа пуçса çаççĕ. Ib. Пĕр чĕл çăккăр касса илтĕм те, тăвар пуçса, шу сыпса çиса ятăм. Сред. Юм. Тварпа пуçса çиет. Ест, обмакивая в соль. Сёт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса (обмакивая в соль), шупа сыпса, çиса ятăм. Юрк. Паранка (çĕр-уммине) чăвашсем хуранта хуппипе пĕçереççĕ. Пиçсен, хуппине шуратса, тăвара пуçса çăкăрпа çиеççĕ. Янтик. Çăкăра (çупа) çу çине пуçса çиес! Çăкăра тăварпа пуçса çи! КАХ. Çăкăрпа чӳклесе пĕтерсен, çăкăрне пуçлаççĕ те, çемьери çынсене пурне те пĕрер татăк (хлеба) тăвар шăлĕ пуçса параççĕ. Çав çăкăрсене ал валли теççĕ. (Тайăн-сăра).

пухан

(-h-), обрубок бревна. Яргейк. Пĕр пашалуе вуникĕ татăк тăвăп (Пухан). См. пукан.

пӳкен

(пӧђєн, пӧкєн, пӧђӧн), стул. Пшкрт. См. пукан. СПВВ. ТА. Пӧкен = тенкел.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пĕлĕш

знакомый(-ые). Трхбл. Аттепеле аннен пĕлĕшсене пăха пĕлмесĕр сивĕтрĕм. N. Пĕлĕшĕмсем манран хăракан пулчĕç. Якейк. Пĕлĕш похăннă; унта тăван-пĕтен те пор, снаккомсам та пор. Ала 55. Ну-ка! пĕлĕш, мĕн пур унта, ут-ха кунта (обращ. татарин к чувашину). || Родственник. Шорк. Шишкин. † Аннен хĕрĕ хора хĕр, пĕлĕш çок çĕртен пĕлĕш турĕ. Собр. Хыçалти Энтри мĕн пĕлĕш. (Пукан урисем). Емельк. † Çĕрне те кунне пĕлмеспĕр, çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

алăк пуканĕ

(пуган’э̆). limen, порог двери; притолока. Çӳлти пукан (с’ӳлд’и п̚уган), limen superum, притолока: аялти пукан (аjалδиы п̚уган), limen inferum, порог. ЩС. Eadem aliter çӳлти çытарри (limen superum), аялти çытар (limen inferum) appellantur. Чертак.

аллă

(аллы̆), quinquaginta, пятьдесят. Hac forma utimur, cum dicimus aliquid absolute, nullo alio numero aut nomine addito; eadem in eorum, quos анатри appellamus, sermone in copulationi-busquoque verborum ponitur, itatamen, ut sequente vocali proаллă'> etiam '>аллă etiam алл dici possit, elisa ultima brevi, tametsi non in omnibus dialectic. Iu eorum vero, qui вир-ял appellantur, lingua (non omnium tamen) in iisdem verborum copulationibus aлă aut ал dicitur, illud ante consonantem, hoc ante vocalem aud sequeute л littera, quamquam hanc quoque legem non semper servare videntur, quippe cum et ante vocalem nonnunquam алă ponere soleant ambiguitatis evitandae causa, ut ab aliis vocibus, quae sirhilem aut eundem habeant sonum, facilius discerni possit, et ante consonantem , sed hoc rattus, praeterquam in numeralibus, ab uno ad decern, quibus additis semper ал dicitur, elisa altera syllaba. Эта форма числительного ставится тогда, когда за ним не следует название единиц или определяемого им существительного; она же употребляетея у низовых чуваш и в словосочетаниях, при чем в некоторых говорах конечная краткая гласная ă перед следующею гласною отпадает. У верховых чуваш (в некоторых говорах) форма аллă в сочетаниях с другими именами не ставится, и заменяется формою алă перед согласными и ал перед гласными звуками и л, хотя это правило и не всегда соблюдается, так как, во избежание подобозвучия, иногда и перед следующею гласною ставят алă, а перед согласною — ал; последнее — реже, исключая наименование единиц, перед которыми всегда ставится ал. Exempla. Примеры. Аллă, 50, аллă пĕр (Череп., Ишли и др.) ал пĕре (п̚э̆рэ, Çеçмер), алпĕр (ал,бэ̆р, с ударением, конечно, ва 1-м слоге, Абаш.), аллă пĕрре (Абаш., параллельно с алпĕр), 51, аллă иккĕ (аллы̆ иккэ̆) или: алликкĕ (аλλиыккэ̆, Череп.), алликкĕ ( КС.), алликкĕ (Абаш.), аликкĕ (аλиык’к’э̆м, ib.), аликкĕ (Çеçмер.), 52; аллă виççĕ (Череп., Л. Кошк. и др.), ал виççĕ (Çемçер., Абаш., но в последнем и аллă виççĕ), 53; аллă тăваттă (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăваттă (Çеçмер., Абаш., но в послед. и аллă тăваттă), 54; аллă пиллĕк (Череп., Л. Кошк. и др.), ал пилĕк (п̚ил’э̆к’, Çеçмер), ал пиллĕк (Абаш., но здесь и аллă пиллĕк), 55; аллă ултта (Череп., Л. Кошк.), алл улттă ( КС.), ал олттă (Çеçмер, Абаш.), 56; аллă çиччĕ (Череп. Л. Кошк. и др.), ал çиччĕ (Çеçмер), ал çиччĕ и аллă çиччĕ (Абаш ), 57; аллă саккăр (Л. Кошк., Череп.), ал саккăр (Çеçмĕр.), ал саккăр и аллă саккăр (Абаш.), 58; аллă тăххăр (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăххăр (Çеçмер), ал тăххăр и аллă тăххăр (Абаш.), 59. || Череп., Л. Кошк., КС. аллă çын, Çеçмер. алă çын, Абаш. ал çын, аллă çын, 50 человек; Череп., Л. Кошк., КС. аллă кĕнеке, Çеçмер. алă кĕнеке, Абаш. аллă кĕнеке, 50 книг; Череп., Л. Кошк., КС. аллă лаша, Çеçмер. ал лаша, Абаш. аллă лаша, 50 лошадей; Череп., Л. Кошк., аллă лавкка, КС. аллă лапка, Çеçмер. ал лапка, Абаш. аллă лапка, пятьдесят (торговых) лавок; Череп., Л. Кошк аллă ача, КС., Абаш. алл ача, Çеçмер. ал ача, пятьдесят чел. ребят; Череп., Л. Кошк. аллă ĕне, КС. Абаш. алл ĕне (алл э̆н’э), Çеçмер. ал ĕне, 50 коров; Череп., Л. Кошк. аллă ӳпре, КС., Абаш. алл ӳпре (алл ӳпрэ̆), Çеçмер. ал ӳпре, 50 мошек; Череп. аллă ура, Абаш. алл ора, Çеçмер. ал ора, 50 ног (ал-ора — руки и ноги); Череп. аллă ухмах, КС. алл ухмах, Çеçмер. ал охмах, 50 дураков; Абаш. ал ут, 50 лошадей; Л. Кошк., Череп. аллă упа, Çеçмер. ал опа, Абаш. алл опа, 50 медведей, Л. Кошк. аллă ĕйĕ, Абаш. алл и (алл и), алл ăй (ы̆j), Çеçмер. алă ыйă, 50 долот; Л. Кошк. аллă алă, Абаш. аллă ал (ал), Çеçмер. алă алă (алы̆ алы̆), 50 рук, (чтобы не смешать с алаллă, имеющий решето). Л. Кошк., Череп. аллă арçын, КС., Абаш. алл арçын, Çеçмер. алă арçын, 50 мужчин; Л. Кошк. аллă арăм, Абаш. алл арăм, Çеçмер. алă арăм или ал арăм, 50 жен (можно смешать с аларăм, я просеивал); Л. Кошк. аллă тенкĕ, Абаш. аллă тенкĕ и ал тенкĕ, Çеçмер. ал тенкĕ и алă тенкĕ, 50 рублей; Л. Кошк. аллă турат, Абаш. аллă торат, Çеçмер, алă торат, 50 ветвей; Л. Кошк., Абаш. аллă хĕр, Çеçмер. алă хĕр, 50 девиц; Л. Кошк. аллă пукан, Абаш. аллă покан, Çеçмер. алă покан, 50 стульев; Л. Кошк. аллă йывăç, Абаш. аллă йăвăç, Çеçмер. алă йăвăç, 50 дерев; Л. Кошк. аллă хула, Абаш. аллă хола, Çеçмер. алă хола, 50 городов: у низ. аллă çухрăм, Çеçмер. алă (или: ал) çохрăм, Абаш. Аллă çохрăм и ал çохрăм, КС. аллă çухрăм и ал çухрăм, 50 верст; у низ. аллă çул, Абаш. алă (ал) çол, Çеçмер. ал çол, 50 лет; Çеçмер. алă пус, алă пăт, алă пин. Абаш. алă пус, аллă пус, алă пăт, аллă пин, алă пин, низов. аллă пус, аллă пат, аллă пин, 50 копеек, 50 пулов, 50 тысяч; низов. аллă пĕр тенкĕ, Çеçмер. ал пĕр тенкĕ, 51 рубль; низов. аллă икĕ тенкĕ (аллă ик тенкĕ), аллă виçĕ тенкĕ (аллă виç тенкĕ), аллă тăватă тенкĕ (аллă тăват тенкĕ), аллă пилĕк (п̚ил’э̆к) тенкĕ, аллă ултă тенкĕ (аллă улт тенкĕ), аллă çичĕ тенкĕ (аллă çич тенкĕ), аллă сакăр (с̚агы̆р) тенкĕ, аллă тăхăр (т̚ы̆hы̆р) тенкĕ; Çеçмер. ал ик тенкĕ, ал виç тенкĕ, ал тăват тенкĕ, ал пилĕк тенкĕ, ал олт тенкĕ, ал çич тенкĕ, ал сакăр тенкĕ, ал тăхăр тенкĕ. Нюш-к. У аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ; апла калани йăвăр ĕçе хăй тумас, çын çине нумай шанат пулсан та, аван пурăнать, тени пулать. Он живет руками пятилесяти человек, под защитою сорока человек. (Эта пословица имеет в виду человека, который живет хорошо, хотя сам и не работает тяжелой работы, а все надеется на других). Ст. Шай. † Тăваткăл-тăваткăл пураççĕ аллă çула илемшĕн. Рубят срубы, и все четырехугольной формы, чтобы было красиво, на пятьдесят лет. КС. Эпир аллăн. Нас пятьдесят (человек). Ib. Вăл ытла ватах мар, алла çитнĕ пулмалла. Он не очень стар; ему, должно быть, исполнилось пятьдесят лет („он достиг 50-ти лет“). Ib. Аллăран вăтăр кăларсан миçе юлать? Сколько будет, если из 50 вычесть 30? Ib. Миçере вăл? — Аллăра. Сколько ему лет? — Пятьдесят. Ib. Аллăпах пырса перĕнейман (i. q. перĕнеймĕн__) унта. Туда нечего и соваться с пятьюдесятью рублями („Только с 50 руб. туда не приступишься“). NЗ Абаш. Ал пымасан ал çол выртать, тет. Если не дотронутся руки, то пятьдесят дет пролежит. (Послов.).

канлĕ

(кан’л’э̆), покойный, спокойный (-но). Шибач. Вишн. 60. Çапла лашине тăрантармасăр, намăс та курать, хăй те канлĕ çӳреймест. N. Эсир акă мункунсенче ярăнчăк (чуччу) çинче ярансан, сирĕн пуç çавăрна пуçлать, хăвăра пĕртте канлĕ мар пек туйăнать, хăшĕ-хăшĕ хăсса та ярать. СТИК. Ман вырăн пит канлĕ. Ib. Кĕçĕр пĕрте канлĕ çывăраймарăм. || Спокойствие, покой. Торп-к. † Ай килеми, килеми! Ура канли кӳтĕмĕр, чавсу айне çытар хур, уру айне пукан хур. В. Олг. † Ах, кинеми, кинеми, ора канли кӳртĕмĕр: орайне покан парас, тет. (Свад. п.). Трхбл. Чун канле юратат, пыр тутла юратат («не все коту масленица»).

карçин

(карз’ин), корзинка. Кан. Суккăрсем пукан, карçин тума, çĕлеме тытăнаççĕ.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

Мускав

(москав, мускав), назв. г., Москва. N. Мускава вĕренме каясчĕ. Б. 13. Курман кăмака çинче, куракан мускавра, теççĕ. (Стар. погов.). Собр. Курман-илтмен кăмака çинче выртнă, куракан-илтекен Мускава çитнĕ. (Стар. погов.: незнайка лежит, а знайка бежит). СТИК. Ĕнтĕ Мускава çитиччен кай! (Стар. погов.; гов. о вещи, крепко связанной). Ст. Чек. Мускавран уккас килмесĕр тимĕр, пукан çурăлмас. (Стар. погов.).

Мăйлă-Пукан ялĕ

или Мăйлă-Пукан (-ган), наза. чув. дер., Гуезбашева. б. Стерлитам. у.

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

виçе пуканĕ

гиря. См. кире, пукан, тараса, кăрамис.

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

вăрăм тенкел

длинная скамейка. Юрк. || Скамья. См. тенкел, пукан.

Элмен

(Эл’мэн'), личн. яз. имя мужч. И. Афанасьев. Срв. у Магн. Алмень. || Общ. назв. 4 деревень Асакас. в. Ядр. у.: 1) Мăн-ял, 2) Леш-Кас (Ермошкнно), 3) Пукан-ушкăнĕ или Пукан-касси, 4) Авшак (Авжак).

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

ура канни

(к̚ан'н'и), покой для ног. Ядр. † Ай, кинемей, кннемей! ура канни кӳтĕмĕр; уру айне пукан пус, чавсу айне çитар хур. Сĕт-к. А-ай апай, ай апай! ора канни кӳтĕмĕр; ору айне покан пос, чавсу айне çитар хор, аллуна çиреп туя тыт. (Çĕн-çынпа килсен юрлаççĕ).

урата

балка, на которой лежит пол. Сред. Юм. Õрата — пӳрт орай хăvи айне орлă хоракан пĕренесене калаççĕ. СПВВ. Т. М. Урата — урай кашти. СПВВ. И. А. «Урата — перекладина. Ырата». Аскульск. в. Сызр. у. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах! Эпир тепĕре киличчен, çĕн урата хурайĕç. Зап. ВНО. Тарс-тарс тапмашкăн урати юман пулинччĕ; йăкăш-йăкăш шумашкăн ура яка пулинччĕ. IЬ. Тăрс-тăрс тапмашкăн урати юман пулинччĕ... Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен, çĕнĕ урата хурайĕç. || Брус для укрепления нар. Зап. ВНО. В Ст. Чек. Сделан след. рисунок: Ст. Айб. Урата çинче сăран пушмак. Тăхăн, тăхăн! тиеччĕç, эп: тăхăнаймăп, тийеттĕм. К.-Кушки. Урата çинче пушмака епле тытса тăхăнам-ши. Вомбу-к. Урата — аялтан кашта пек тоса хонă, хăмине тăратса ыраласа касса лартнă; хăмине виç кĕтеслĕ шăтăк каснă. || Нижний брус нар, лежащий на полу; в него упираются нижними концами стойки (балясины), на которых лежит крайний (верхний) брус нар. || Порог. ЖМЕ. Чиркӳ алăкин урати çине ярса пусма тытанайсăттăм, сасартăках куçа курăнми темле хăват мана алăкран каялла ывăтса ячĕ. Юрк. Урата — порог. Юрк. Вилнĕ çынна пӳртрен йăтса тухнă чухне алăк урати çинче виçĕ тапхăр: ан хăра! тесе, суллаççĕ. (Там же вместо алăк урати встреч. и просто урата). || Стул, положенный под углы здания. N. Пӳрт кĕтессине авăлтса хураççĕ или ампар кĕтессине. Урата потса анса кайнă. ||| Чурбан, подставка, подкладываемая при перевозке бревен; подложка. СПВВ. Урата — подставка. Н. Карм. Урата — çунапа пĕрене турттарнă чух пĕрене айне хунă каска (в Орау это назыв. пĕрене каски). Шибач. Ората — бревешко, которое кладется поперек саней при возке бревен, чтобы не потревожить вязков (хорамине); длиною в 1 арш., шириною в 4 вершка. (то же и в Пшкрт). || Йоплĕ патаксам; их ставят на телегу, когда возят солому, чтобы солома не садилась на колеса. (Иначе назыв. йоплешке или йоплешкĕ). Шибач. || Подставка. Персирл. Ората — йывăр япала айне хоракан йывăç (чтобы не перекосилось к земле и не гнило). Корита айне ората хотăмăр. В К.-Кушки такие подставки назыв. пукан.

урлашка

поперечина. Хурамал. Сĕтел урлашки, пукан урлашки. N. Вара священник таса хĕресе илет те, ăна урлашкийĕн ик вĕçĕнчен ик аллипе тытса, шыва хĕреслесе пиллет. || Часть ткацкого станка. Чертаг. Орлашки (кĕрĕ çакмалли), находится на кайри юпа. || Впорицы (часть улья). Ватлăхсем хушшинчи урлашки. (Записано около с. Янгорчина).

откас

отказ. Бурунд. Хусантан откас килмесĕр, тимĕр пукан тапранмас. (Пăр).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вскочить

глаг. сов.
1. на кого-что (син. вспрыгнуть) сиксе лар, хăпарса лар; вскочить на коня ут çине сиксе лар
2. (син. встать) сиксе тăр; вскочить со стула пукан çинчен сиксе тăр
3. 1 и 2 л. не употр. (син. появиться) тухса лар, сиксе тух, хăпарса тух; на лбу вскочила шишка çамка хăпарса тухнă

встать

глаг. сов.
1. (син. подняться) тăр, çĕклен; встать со стула пукан çинчен тăр
2. (син. пробудиться; ант. лечь) вăран, тăр; старик встал рано ватă çын ирех тăнă
3. тăр, урапа тăр, хăпарса тăр; встать на пень тунката çине хăпарса тăр
4. (син. остановиться) чарăн, тăр; часы встали сехет чарăннă
5. (син. подняться) çĕклен; народ встал на защиту страны халăх çĕршыва хӳтĕлеме çĕкленнĕ ♦ встать на ноги ура çине тăр, вăй ил; встать на сторону кого-либо майлă пул; солнце встало хĕвел тухнă; река встала юхан шыв шăнса ларнă

гиря

сущ.жен.; гири (гирь) множ.
кире пуканĕ, пукан, кире; пудовая гиря пăт пуканĕ

делать

глаг. несов.
1. что (син. совершать, заниматься, производить) ту, ăстала, хайла, туса хатĕрле; делать мебель сĕтел-пукан ăстала; он ничего не делает вăл ним те тумасть
2. что и без доп. ту, хăтлан; делать добро ырă ĕç ту; делать успехи çитĕнӳ ту; делать ошибки йăнăш ту; делать по-своему ху пĕлнĕ пек хăтлан ♦ делать выбор суйласа ил; делать попытку тăрăшса пăх, хăтлан; делать нечего ним те тăваймăн; от нечего делать ним ĕç çукран

комплект

сущ.муж.
пухă, комплект; комплект учебников учебниксен пуххи; комплект мебели сĕтел-пукан комплекчĕ

кресло

сущ.сред.
кресло (хыçлă, çемçе пукан); кресла самолёта самолёт креслисем; сидеть в кресле креслăра лар

мастер

сущ.муж., множ. мастера, мастерица жен.
1. ăста, ăстаçă, маçтăр; мастер столярного дела сĕтел-пукан ăсти; Катя — мастерица вышивать Катя — тĕрĕ ăсти
2. мастер (производствири специалист); сменный мастер смена мастерĕ
3. мастер (спортри пусăм); мастер спорта по лыжам спорт мастерĕ — йĕлтĕрçĕ; кандидат в мастера спорта спорт мастерĕн кандидачĕ ♦ мастер на все руки пур ĕçе те ăста

мастерская

сущ.жен.
1. мастерской (предприяти); мастерская по ремонту мебели сĕтел-пукан юсакан мастерской
2. (син. студия) мастерской (пултару ĕçĕн пӳлĕмĕ); мастерская скульптора скульптор мастерскойĕ

мебель

сущ.жен.
сĕтел-пукан; мягкая мебель çемçе сĕтел-пукан; детская мебель ача-пăча сĕтел-пуканĕ; офисная мебель кантур сĕтел-пуканĕ

мебельный

прил.
сĕтел-пукан -ĕ; мебельный магазин сĕтел-пукан магазинĕ; мебельный гарнитур сĕтел-пукан пуххи (пĕр пӳлĕмре е хваттерте лартмалли)

на

1. предлог с род. и предл. п.
1. на вопрос «где?» çинче, тăрринче; -ра (-ре), -та (-те), -че; на полу урайĕнче; книга лежит на столе кĕнеке сĕтел çинче выртать
2. на вопрос «куда?» çине, тăррине; -а (-е), -на (-не), -алла (-елле); сесть на стул пукан çине лар; выйти на улицу урама тух
3. при обозначении срока, цели -лăх (-лĕх); -а (-е), -на (-не); заготовить лес на избу пӳртлĕх йывăç хатĕрле; на другой день тепĕр кунне; возьмём еды на неделю эрнелĕх апат илĕпĕр
4. при обозначении деления, умножения çине; -а (-е), -на (-не); двадцать разделить на пять çирĕме пиллĕк çине пайла
5. при обозначении средства действия -па(-пе); -ла (-ле); говорить на русском языке вырăсла калаç; плыть на лодке кимĕпе иш ♦ на всякий случай сых ятне; на всём скаку сиккипе пынă чух; говорить на память астунă тăрăх кала; подарить на память асăнмалăх парнеле

обстановка

сущ.жен.
1. (син. мебель, убранство) сĕтел-пукан, çурт ăшчикĕ; роскошная обстановка чаплă сĕтел-пукан
2. (син. положение, ситуация) тăрăм, лару-тăру; международная обстановка тĕнчери лару-тăру; осложнение обстановки лару-тăру йывăрланни

один

муж.
1. числит. колич. пĕр, пĕрре; один стул пĕр пукан; один раз пĕр хут; один да один будет два пĕрре çумне пĕрре хушсан иккĕ пулать
2. местоим. неопред. (син. некий, какой-то) пĕр, темле, темĕнле; тебя искал один человек сана пĕр сын шыратчĕ
3. прил. (син. одинокий) пĕччен; он остался совсем один вăл пĕр-пĕччен тăрса юлнă
4. местоим. определит. кăна, çеç; в классе одни девочки класра хĕр ачасем кăна
5. прил. (син. единый) пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; племена слились в один народ йăх-ăрусем пĕр пĕтĕм халăха пĕрлешрĕç ♦ один за другим пĕрин хыççăн тепри; все до одного пĕр çын юлми, пурте; ни один никам та; один на один куçа-куçăн; одно из двух иккĕшĕнчен пĕри

опуститься

глаг. сов.
1. (ант. подняться) ан, анса кай, анса лар; опуститься на стул пукан çине лар; самолёт опустился на аэродром самолёт аэродрома анса ларчĕ
2. (син. разложиться) пăсăл, чысран тух; опустившийся человек чысран тухнă çын

подняться

глаг. сов.
1. (ант. опуститься) çĕклен, улăх, хăпар; подняться по лестнице пусмапа хăпар; подняться со стула пукан çинчен тар
2. 1 и 2 л. не употр. çĕклен, пысăклан, хушăн, ӳс; вода в речке поднялась çырмара шыв хушăнчĕ; роль банков поднялась банксен пĕлтерĕшĕ ӳсрĕ
3. 1 и 2 л. не употр. пуçлан, çĕклен, тапран, тух; поднялся ветер çил тухрĕ ♦ подняться на борьбу кĕрешĕве тух; настроение поднялось кăмăл çĕкленчĕ

с

со предлог
1. на вопрос «откуда?» çинчен; -тан (-тен), -ран (-рен); встать со стула пукан çинчен тăр; поднять с земли çĕртен ил
2. при обозначении времени и места начала действия -тан (-тен), -ран (-рен), -чен; начнём с полива грядок йăран шăварнинчен пуçлăпăр; подойти с левой стороны сулахай енчен пыр; помню с детства ачаран астăватăп
3. указывает на совместность действия -па (-пе); Пошли с нами! Атьăр пирĕнпе!
4. при обозначении принадлежности, наличия -лă (-лĕ); -па (-пе); дом с крыльцом крыльцаллă пӳрт; бутерброд с маслом çупа çăкăр
5. при обозначении лица или предмета, связанного с действием -ран (-рен), -тан (-тен), -чен; получить деньги с покупателя тавар туянакантан укçа ил; перевести рассказ с чувашского языка калава чăваш чĕлхинчен куçар

свободный

прил., свободно нареч.
1. (ант. зависимый, подчинённый) ирĕклĕ, ирĕк, пăхăнман; свободная страна пăхăнман çĕршыв; говорить свободно ирĕклĕн кала
2. (ант. занятой) ирĕклĕ, пушă; ерçӳллĕ; свободный стул пушă пукан; в свободное время ерçӳллĕ вăхăтра
3. (ант. тесный) шалпар, аслă, пысăк; свободный плащ шалпар плащ

сидеть

глаг. несов.
1. лар; вырнаçса лар; сидеть на стуле пукан çинче лар; птица сидит на ветке кайăк турат çинче ларать; сидеть целый день дома кунĕпех килте лар
2. 1 и 2 л. не употр. лар, юра, килĕш; платье на девушке сидит хорошо кĕпе хĕре килĕшет

спинка

сущ.жен.
1. çурăм; хыç; спинка пиджака пиншак хыçĕ
2. хыç, таянкăч; спинка стула пукан хыçĕ

столяр

сущ.муж.
столяр, сĕтел-пукан ăсти

стул

сущ.муж., множ. стулья
пукан (хыçли); мягкий стул çемçе пукан; сидеть на стуле пукан çинче лар

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гнутый

авнӑ, авӑнчӑк, авса тунӑ сӗтел-пукан.

качалка

сиктерме, ярӑнса лармалли авӑнчӑк тупанлӑ пукан.

кресло

кресло (чавсаланса лармалли пукан).

мебель

ж. мн. нет сӗтел-пукан.

мебельщик

сӗтел-пукан тӑвакан.

меблировать

-рую, сов. и несов. пÿрте сӗтел-пукан лартса тух.

на

предлог с вин. и пред. п. ҫине, ҫинче; тӑррине, тӑрринче; положить на стол сĕтел ҫине хур; сидеть на стуле пукан ҫинче лар; влезать на дерево йывӑҫ тӑррине хӑпар (улӑх); выйти на улицу урама тух.

ножка

пӗчĕк ура; сӗтел, пукан т. ыт. ури.

венский

венский стул авса тунă пукан.

обойщик

пукан-дивана пусма-тавар витекен ӑста.

обстановка

1. пӳртри япаласем, сӗтел-пукан; 2. лару-тӑру.

складной

хуҫмалла (ҫӗҫӗ), хутланчӑк (пукан).

спинка

1. пӗчӗк ҫурăм; 2. хыҫ; спинка стула пукан хыҫӗ; 3. тумтир ҫурăмӗ.

столяр

столяр, сӗтел-пукан тӑвакан.

стул

1. пукан, хыҫлӑ пукан; венский стул венски пукан, авса тунӑ пукан; 2. мед. тула тухни; у больного вчера и сегодня не было стула чирлĕ çын ĕнер те, паян та тула тухман.

парник

пăс хуранӗ (пӗкӗ авнă чухне, авнӑ пукан валли йывӑҫ пӗҫермелли хуран).

плетёный

авса тунӑ (пукан).

просидеть

ижу, -идишь сов., просиживать несов. ларса ирттер; весь день просидел за работой кунĕпех ӗҫлесе лартӑм; просидеть стул пукан шӑтиччен ларса ирттер; вĕçӗмсĕр лар; просидеть брюки брюки якалса кайиччен лар.

табурет

и табуретка табурет (хыçсăр пукан).

тумба

тумба (1. тротуар е çул хĕррипе лартса пынă кĕске юпа; 2. япала айне лартмалли пукан; 3. перен. разг. юпа, тунката (кăнттам, йăраланчăк, мăнтăр çын çинчен).

утварь

ж. мн. нет кил-çуртра кирлĕ япаласем (сĕтел-пукан, савăт-сапа, тумтир т. ыт.).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

буковый

прил. бук..., бук ⸗ĕ [⸗и]; буковая мебель бук сĕтел-пукан.

бутафория

ж. бутафор и (театр сцени çинче усă курма е магазин витрининче кăтартма хатĕрленĕ суя япаласемсĕтел-пукан, савăт-сапа, хĕçпăшал, çимĕç т. ыт. те).

встать

сов. 1. тăр, çĕклен; встать с места вырантан тăр; встать из-за стола сĕтел хушшинчен тăрса тух; встать с постели вырăн çинчен тăр; он встал с зарёю вăл шуçăмлах тăчĕ; 2. (подняться на борьбу) тăр, тух, çĕклен; встать на защиту родины тăван çĕршыва сыхлама çĕклен; 3. (взойти) тух; солнце встало хĕвел тухрĕ; 4. перен. (возникнуть) сиксе тух, килсе тух; встали новые трудности çĕнĕ йывăрлăхсем сиксе тухрĕç; 5. (ступить на что-л., стать где-л.) тар, хăпарса тăр; встать на стул пукан çине хăпарса тăр; встать за дверью алăк хыçне тăр; 6. (стоя уместиться) вырнаç, кĕр, шăнăç; стол встанет между окнами сĕтел ик чӳрече хушшине вырнаçать; 7. (приступить к чему-л.) тар, тытăн, пуçла; встать за станок станок умне тăр; 8. разг. (перестать действовать, течь) чарăн, лар; мотор встал мотор чарăнчĕ; ночью часы встали çĕрле сехет чарăнса ларнă; Волга встала Атăл ларнă; встать на колени чĕркуçлен, чĕркуççи çине тăр: встать на чью-либо сторону кам майлă та пулин пул; встать поперёк дороги чăрмантар, çула урлă тăр; дорого встанет хакла ларать.

гантель

ж. спорт. гантель, пукан (çĕклемелли).

гарнитур

м. гарнитур (пĕр-пĕр тĕллеве кирлĕ япаласен пуххи); гарнитур мебели сĕтел-пукан гарнитурĕ.

гнутый

прил. авнă, авăнчăк, авса тунă; гнутая мебель авса тунă сĕтел-пукан.

делать

несов. 1. что и без доп. (изготовлять, производить) ту; делать мебель сĕтел-пукан ту; 2. что (производить работу, движение) ту, кай; делать сто километров в час сехетре çĕр километр кай; делать четыре рейса в смену сменăра тăваттă хутла; 3. что, разг. (заказывать) ту, çĕле; делать себе костюм ху валли костюм ту çĕле); 4. что (исполнять, выполнять) ту, хатĕрле; (создавать) ту; делать уроки урок ту хатĕрле); делать эскиз эскиз ту; 5. (поступать, действовать) ту; делать по-своему ху пĕлнĕ пек ту; делать добро ырă ту; 6. кого-что (обращать, превращать в кого-что-л.) ту; делать из кого-л. посмешище кама та пулин çын кулли ту; 7. что (давать) пар; делать подарок парне пар; делать выговор выговор пар, ятла; 8. кого-что кем-чем (приводить в какое-л. состояние, положение): делать помощником кого-л. кама та пулин помощник ту; ◇ делать из мухи слона см. муха; от нечего делать ĕç çукран; делать погоду см. погода; делать честь хисеп ту; делать под себя шăрса яр.

забросить

сов. 1. что (бросить, кинуть) ывăт, ывăтса яр, пăрах, пер, персе кĕрт; забросить мяч в сетку мечĕке сеткăна персе кĕрт; забросить сеть тетел яр; 2. кого (заставить очутиться) хăваласа яр (е кай, кил), илсе çитер; судьба забросила меня в далёкие страны шăпам мана инçетри çĕршывсене илсе çитерчĕ; 3. что (откинуть, заложить) çак, урт, уртса яр; забросить руку за спинку стула алла пукан хыçне яр; забросить ружьё за плечо пăшала çурăм хыçне çакса яр; 4. что (перестать заниматься) пăрах; забросить учёбу вĕренме пăрах; забросить книги кĕнеке вулама пăрах; 5. кого-что (доставить, завезти) илсе кил (е кай); леç, леçсе хăвар; çитерсе хăвар; забросить разведчиков в тыл врага разведчиксене тăшман тылне çитерсе хăвар.

заставить

сов. что, чем 1. (загромоздить) лартса тултар; заставить комнату мебелью пӳлĕме сĕтел-пукан лартса тултар; 2. (загородить) хупла, хупласа ларт, картласа ларт; заставить дверь шкафом алăка шкафпа хупласа ларт.

изготовить

сов. что ту, туса кăлар (е хатĕрле); ăстала, хатĕрле; изготовить дюжину стульев вуникĕ пукан туса хатĕрле.

искалеченный

прил. 1. аманнă, чăлах, сусăр, уксах-чăлах; искалеченная нога аманнă ура; стать искалеченным чăлах пул; 2. перен. разг. (о предметах) пăсса (е çĕмĕрсе) пĕтернĕ; çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ; искалеченная мебель çĕмĕрсе пĕтернĕ сĕтел-пукан; 3. перен. (испорченный-извращённый) пăсăлса пĕтнĕ, латран тухнă (е кайнă); чăлах; искалеченная жизнь латран кайнă пурнăç; искалеченная душа чăлах чун.

краситься

несов. 1. (пропитываться краской) пĕвен, сăрлан, сăрă лар; 2. (покрываться краской) сăрлан (сĕтел-пукан); 3. разг. (пачкать краской) варала, сăрă çыпçăн; эта материя красится ку материн сăрри çыпçăнать; 4. (подкрашиваться) сăрла; (о губах) писевле (тутана).

краснодеревец

м. чаплă сĕтел-пукан ăсти.

лететь

несов. 1. вĕç, вĕçсе çӳре; 2. перен. (мчаться) вĕçсе пыр, вĕçтерсе пыр; тройка летит тройка вĕçтерсе пырать; 3. перен. (о времени) хăвăрт ирт, иртсе кай; летят недели эрне хыççăн эрне иртет; 4. разг. (падать) вĕçсе ӳк, ӳк; лететь со стула пукан çинчен ӳк.

мебель

ж. сĕтел-пукан.

мебельный

прил. сĕтел-пукан ⸗ĕ [⸗и]; мебельная фабрика сĕтел-пукан фабрики.

мебельщик

м. сĕтел-пукан ăсти.

меблировать

сов. и несов. что сĕтел-пукан ларт.

меблировка

ж. 1. (действие) сĕтел-пукан лартса вырнаçтарни; 2. (обстановка) сĕтел-пукан таврашĕ.

на

предлог. с вин. п. (на вопрос «куда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], çине; ⸗алла [⸗елле]; выйти на улицу урама тух; идти на службу ĕçе кай; сесть на стул пукан çине лар; двигаться на юг кăнтăралла куç; 2. с вин. п. (при обозначении срока) ⸗лăх [⸗лĕх], ⸗а [⸗е]; ⸗на [⸗не]; взять книгу на два дня кĕнекене икĕ кунлăх ил; перенести заседание на завтра ларăва ырана куçар; 3. с вин. п. (при определении денежной суммы) ⸗лăх [⸗лĕх]; купить на десять рублей вунă тенкĕлĕх туян; 4. с вин. п. (при обозначении цели, назначения) ⸗лăх [⸗лĕх]; материал на пальто пальтолăх материал; комната на два человека икĕ çынлăх пӳлĕм; подарить на память асăнмалăх парнеле; 5. с вин. п. (при делении, умножении) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; çине; разделить на три виçсе пайла; помножить пять на три пиллĕке виççĕ çине (е виçсе) хутла; разделить арбуз на две части арбуза икĕ пая уйăр; 6. с вин. п. (при обозначении об раза действия) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; учиться на пятёрки пиллĕксемпе вĕренсе пыр; 7. с вин. п. (при глаголе «переводить») ⸗ла [⸗ле]; перевести книгу на чувашский язык кĕнекене чăвашла куçар; 8. с вин. п. (при обозначении количественных отношений): на пять лет моложе пилĕк çул кĕçĕнрех; пройти на десять шагов вперёд вунă утăм маларах ирт; 9. с предл. п. (на вопрос «где?») ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че, çинче; на улице урамра; на Кавказе Кавказра; на столе сĕтел çинче; лежать на солнце хĕвел çинче вырт; 10. с предл. п. (при обозначении средств передвижения) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; плыть на пароходе пăрахутпа кай; 11. с предл. п. (при посредстве) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; жарить на масле çупа ăшала; двигатель работает на нефти двигатель нефтьпе ĕçлет; 12. с предл. п. (при обозначении устройства, свойства, состояния) ⸗лă [⸗лĕ]; вагон на рессорах рессорлă вагон; 13. с предл. п. (при глаголах «читать», «писать», «говорить» и т. п.) ⸗ла [⸗ле], ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле]; говорить на русском языке вырăсла калаç; 14. с предл. п. (при глаголе «играть»): играть на рояле рояль кала; играть на скрипке сĕрме купăс кала; 15. с вин. и предл. п. (на вопрос «когда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че; на другой день тепĕр кунне; на той неделе тепĕр эрнинче; ◇ глух на одно ухо пĕр хăлхи илтмест; испытывать на прочность çирĕплĕхе тĕрĕсле; мастер на все руки пур ĕçе те ăста, тума пĕлмен ĕç çук; на бегу 1) (во время бега) чупса пынă чух, чупса пыруçăн; 2) (торопливо, наспех) васкаса, васкавлан, йăпăрт-япăрт; на безрыбье и рак рыба см. безрыбье; на лету 1) вĕçӳçĕн, вĕçсе пынă чух; 2) (быстро, легко) хăвăрт, çăмăллăн; на людях çын çинче; на моих глазах куçăм умĕнчех; на мой взгляд ман шухăшпа, ман шутпа; на свежую голову пуç ывăнман чух; нечист на руку алли кукăр, алли тӳрĕ мар.

наставить

сов. 1. что, кого-чего (поставить) тăратса кай (е тултар), лартса тултар; наставить сторожей хурал тăратса тултар; наставить мебели сĕтел-пукан лартса тултар; 2. что (удлинить) хуш, сып, яр, тăç; 3. что (нацелить; насторожить) тĕллесе ларт (е тыт); наставить пистолет пистолет тĕллесе тыт; наставить ухо хăлхана тăрат; ◇ наставить синяков кăвакарта-кăвакарта кăлар.

некуда

нареч. с неопр. ниçта ⸗ма [⸗ме] çук; некуда идти ниçта кайма çук; здесь некуда поставить стул кунта ниçта пукан лартма çук; ◇ торопиться некуда ниçта васкамалли те çук.

обрубок

м. (бревна и т. п.) татăк, муклашка (пĕренен), каска пукан.

обставить

сов. 1. кого-что (оградить) йĕри-тавра лартса тух, лартса çаврăн; 2. что (меблировать) лартса тух, лартса çаврăн, лартса çитер (сĕтел-пукан); 3. что, перен. (устроить) йĕркеле, майлаштар, тирпейлĕ ту; хорошо обставить приём гостей хăнасене лайăх кĕтсе ил; 4. кого, прост. (обмануть) ларт, ултала, шĕвĕртсе хăвар.

обставиться

сов. разг. 1. (окружить себя чем-л.) ху тавра лартса (е хурса) тултар; обставиться книгами тавралла кĕнеке хурса тултар; 2. (обзавестись мебелью) сĕтел-пукан туянса çитер (е тултар).

обстановка

1. (меблировка) обстановка, сĕтел-пукан; 2. (положение) лару-тăру, тавралăх; международная обстановка тĕнчери лару-тăру.

ореховый

прил. 1. мăйăр ⸗ĕ [⸗и]; ореховая скорлупа мăйăр хуппи; 2. (из орехов, с орехами) мăйăрлă; ореховый торт мăйăрлă торт; 3. (из орехового дерева) майăр йывăççинчен тунă (сĕтел-пукан).

откинуться

сов. каçăрăл, каялла тайăн (е сĕвен); откинуться на спинку стула пукан хыçĕ çине тайăн.

плетёный

прил. авса (е хуçса, тирсе, çыхса) тунă; плетёный стул авса тунă пукан.

подставной

прил. 1. çумне лартмалли (е тăратмалли); подставной стул çумне лартмалли пукан; 2. суя, юри тытнă; подставной свидетель суя свидетель.

покрыть

сов. 1. кого-что вит; хупла, ⸗ла, [⸗ле]; покрыть ребёнка одеялом ачана утиял вит; покрыть попоной ашăкла; покрыть дёрном çеремле; 2. что (обить) вит, сап; покрыть тёсом чус вит; покрыть дом дранкой çурта тĕренче вит; покрыть стул сукном пукан çине пустав çап; 3. что пус, хупла, карса ил, хупласа ил; облака покрыли небо тӳпене пĕлĕтсем хупласа илчĕç; пыль покрыла стол сĕтеле тусан пуснă; поля покрыл снег уй-хире юр витсе хучĕ; 4. что (закрасить, образовать слой вещества) сарла, ⸗ла [⸗ле], вит; покрыть лаком лакпа сăрла; покрыть медью пăхăрла; 5. что (оплатить) тӳлесе тат, сапла; покрыть расходы тăкаксене сапла; 6. что (заглушить о звуках) хупла, çĕнтер; покрыть все голоса пур сасăсене те хупла; 7. что (преодолеть какое-л. расстояние) кай, тух, ирт; покрыть пять километров пилĕк çухрăм кай; 8. кого (случить с самцом) йăх, чуптар; 9. что, перен. (скрыть, напр. проступок) пытар вит; покры вину айăпа пытар; 10. что тул турт, туллат, турттар, сăр; покры шубу сукном кĕрĕке пустав сăр; покрыть позором кого-что-л. намăса кĕрт, ят яр (е çĕрт); покрыть славой чапа кăлар; покрыть тайной пытар, пĕлмелле мар ту.

полированный

прил. яка, полировка тунă, полировкăллă, якатнă, çутатнă; полированная мебель полировкăллă сĕтел-пукан.

приставной

прил. çумне лартмалли (е тăратмалли), тăратма, хушма; приставная лестница тăратма пусма; приставный стул хушма пукан (пăхмалли залра).

пуф

м. пуф (çавра лутра пукан).

разместить

сов. 1. кого-что вырнаçтар, вырнаçтарса тух, лартса тух; разместить мебель в комнате пӳлĕмре сĕтел-пукан вырнаçтарса тух; 2. что (распределить между многими) вырнаçтар, сар; разместить заказы заказсене вырнаçтар.

раскладной

прил. саланса пуçтарăнакан, хуçлатмалли; раскладной стул хуçлатмалли пукан.

расклеиться

сов. 1. (распасться) уйрăл, уйрăлса кай, хăйпăн, ван; стул расклеился пукан уйрăлса кайнă; 2. перен. разг. (разладиться) пăсăл; дело расклеилось ĕç пăсăлчĕ; 3. перен. разг. (заболеть) чирле, чирлесе ӳк, йăмшаклан, йăмшакласа çӳре; он совсем расклеился вăл йăмшаклансах кайнă.

расстановка

ж. 1. по гл. расставить, 2; расстановка мебели сĕтел-пукан лартса тухни; расстановка сил вайсем вырнаçса тухни; 2. (порядок размещения) лартни, йĕркелесе вырнаçтарни; расстановка знаков препинания чарăну паллисене лартни; 3. (пауза) чарăну, чарăнса тăни; читать с расстановкой (кирлĕ çĕрте) чарăнусем туса вула.

сборный

прил. 1. (являющийся местом сбора) пухăнмалли, пуçтарăнмалли; сборный пункт пухăнмалли вырăн; 2. (состоящий из лиц, собранных из разных мест. организаций) пуçтарнă, пухнă, суйласа пухнă; сборная команда суйласа пухнă команда; 3. (состоящий из разнородных частей, элементов) пухăнчăк, пĕр йышши (е пек) мар, тĕслĕрен; сборная мебель пухăнчăк сĕтел-пукан; 4. (составной) пухса тунă; сборный дом пухса тунă çурт; сборная изба хурал пӳрчĕ.

сиденье

с. ларкăч; стул с кожаным сиденьем сăран ларкăчлă пукан.

сидеть

несов. 1. лар; сидеть на стуле пукан çинче лар; 2. за чем, над чем (ĕçлесе) лар; сидеть над чертежами чертёжсемпе лар; 3. (находиться) лар; сидеть дома килте лар; сидеть без дела ĕçсĕр лар; 4. (об одежде) тăр, лар; костюм на нём сидет хорошо ун çинче костюм аван ларнă; ◇ сидеть на яйцах пусса лар (кайăк); сидеть сложа руки ĕçсĕр лар; хлеб сидит в печи çăкăр кăмакара выртать; сидеть у моря и ждать погоды усăсăр кĕтсе лар.

слезть

сов. 1. (спуститься) ан; слезть с дерева йывăç çинчен ан; 2. разг. (сойти, встать) тăр; слезть со стула пукан çинчен тăр; 3. разг. (выйти) ан, анса юл; слезть с поезда поезд çинчен анса юл; 4. (съехать, сползти вниз) анса лар, шуса (е шуçса) ан; 5. разг. (отпасть, сойти) кай, хăпăнса кай, ӳк, сĕвĕнсе (е хăйпăнса) ӳк; краска слезла сăрĕ кайнă; кожа слезла тирĕ сĕвĕнсе ӳкнĕ.

стереть

сов. что 1. (вытереть) шăлса ил (е тасат); стереть пыль с мебели сĕтел-пукан çинчи тусана шăлса ил; 2. (уничтожить написанное) хурат, хуратса тăк, шалса тăк; 3. перен. (уничтожить, изгладить в памяти) ман, манăçа хăвар, пуçран кăларса ывăт; 4. (трением повредить) шăйăрса пăрах, шăйăрттар; стереть ногу урана шайăрса пăрах; 5. (измельчить) вĕтет (сăтăрса); ◇ стереть в порошок нимĕр ту (кама та пулин); стереть с лица земли çĕр питĕнчен шăлса тăк.

стул

м. 1. (хыçлă) пукан; 2. мед. тула тухни.

табурет

м., табуретка ж. пукан, хыçсăр пукан.

уставить

сов. разг. 1. кого-что (разместить) лартса тух (е тултар), вырнаçтар; уставить мебель сĕтел-пукан лартса тултар; 2. что (направить, устремить) тĕллесе пăх (е кăтарт).

уставиться

сов. разг. 1. (разместиться) вырнаç, ларса тух (е тул), вырнаçса тух; вся мебель свободно уставилась в комнате сĕтел-пукан пӳлĕмре лайăхах вырнаçрĕ; 2. (пристально смотреть) тĕсе, тинкер, тĕллесе (е тинкерсе) пах.

хромой

прил. и в знач. сущ. м. уксах; хромой и кривой уксах та чапрас; хромой стул уксах пукан.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

патент

1. патент (çĕнĕлĕхе патшалăх çирĕплетекен документ); патент на изобретение изобретени патенчĕ 2. патент (тавар туса кăларма е сутă тума право паракан документ); патент на торговлю мебелью сĕтел-пукан сутмалли патент

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

пукан

урындык

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

ай

[aj]
malsupro, subo; bazo, sub, el sub
çурт айĕ — bazo de la domo
урай(ĕ) — planko
пукан айĕнче туп — trovu sub la seĝo
сĕтел айне ларт — metu sub la tablon

лар

[lar]
sidi (sidu), sidiĝi (sidiĝu)
пукан çине лар — sidiĝi sur seĝon
сĕтел хушшине лар — eksidi ĉe tablo
сĕтел хушшинче лар — sidi ĉe tablo
лармалли вырăн — sidloko
вĕçмеке лар — eniri aviadilon, enaviadiliĝi
каçхи пуйăспа ларса килтĕм — mi venis per la vespera trajno
килте лармастăп ĕнтĕ — mi ja ne povas sidi hejme
хĕвел ларать — sunsubiras
хакла ларчĕ — rezultiĝis multekosta
чечеке лар — disflori, ekflori
пĕтсе лар — finiĝi, neniiĝi, elĉerpiĝi
пулса лар — fariĝi (iu, io), transforimiĝi (en iu)
кĕрсе лар — veni kaj sidiĝi
çутаткăчĕ ахалех çунса ларчĕ — lampo lumis senutile, vane
ларкăч — sidilo
ларма — vespera kunveno, klaĉkunveno
ларт — planti, meti, instali
лару — kunsido
лару-тăру - situacio

пиллĕк

[pillek]
kvin
пилĕк пукан — kvin seĝoj
пилĕкшер — po kvin, kvinope
пиллĕкĕн — kvinope
пиллĕкмĕш — kvina
пиллĕк пайа пайла — dividi je kvin partoj

пит

[pitj]
vizaĝo; fronta flanko
пит çу — lavi vizaĝon
типшĕм пит — maldika, seka vizaĝo
пит çăмарти — vango
пит шăмми — vizaĝa pometo
сĕтел пичĕ — tablotabulo, tabloplato
пукан пичĕ — sidplato
çĕр пичĕ — surfaco de la Tero
çăкăр пичĕ — panokrusto
кĕнеке пичĕ — bindaĵo de libro
минтер пичĕ — kusensako
икĕ питлĕ — duvizaĝa, hipokrita
хурт питлĕхĕ — abelista vualo
питле — kritiki
питлев — satiro
питлевçĕ — satiristo
питлеш — interkritiki, kvereli
питлĕх — masko, ŝirmilo

пукан

[pugan]
seĝo, ŝtipo, pezaĵo
пӳлĕмре пукан та çук — en la ĉambro eĉ ne unu seĝo estas
пукансăр ларма çук — ne eblas sidi sen havi seĝojn
пукан çине лар — sidiĝi sur seĝon
пукан çинчен ил — preni de sur seĝo
пукан айĕнче выртать — kuŝas sub la seĝo
пукан ури — piedo de seĝo
каска пуканĕ — ŝtipo
сехет пуканĕ — horloĝa pezaĵo

ура

[ura']
kruro, gambo; piedo
ура кĕлли — kalkano
ура лаппи — piedo
ура пичĕ — piedleviĝo, instepo
ура сыппи — maleolo
ура туни — kruro
ура тупанĕ — plando
ура хырăмĕ — suro
ура вĕççĕн ут — piedpinte
ура çинче — surpiede
ура çине тăрат — starigi sur piedojn, eduki
пукан ури — piedo de seĝo
урай — planko
уралан — ekstari sur piedojn
ураллă — kun apogo
вăрăм ураллă çын — longokrura homo, altulo
виç ураллă сĕтел — tripieda tablo
çăмăл ураллă çын — decidema homo
урапа — ĉaro, rado

хыç

[hyŝj]
malantaŭa, posta parto
пукан хыçĕ — dorso de seĝo
хыçа, хыçне — post, malantaŭ
хыçа-хыçăн — unu post la alia
хыçал — malantaŭa parto
хыçала — malantaŭen
хыçалта — malantaŭe
хыçалтан — de malantaŭe, de post
хыçалти — malantaŭa
хыçĕнчи — tiu kiu estas maltaŭe
хыçлă — dorsohava
хыç сăмах — postpozicio
хыççăн — post
ун хыççăн — post li
апат хыççăн — post manĝi, post manĝo
хыççăнхи — post-
вăрçă хыççăнхи çулсем — postmilitaj jaroj

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Tischler

stoljar, sĕtel-pukan tăvakan
столяр, сĕтел-пукан тăвакан

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пукан

«стул»; каска пуканĕ «обрубок дерева», «чурбан, употребляемый вместо рабочего стула»; башк., тат. бӳкән «обрубок», «чурбан». Возможно, чуваши, татары и башкиры заимствовали это слово из финских языков (из удмуртского): удм. пукон, мар. пӳкен «стул», коми (диал.) пукан джек «детский стульчик»; удм. пукыны, коми пукони, пукавны, пукалны, пукны «сидеть»; мар. пуктань «сидеть на яйцах», «высиживать птенцов». Вихман предполагает, что марийцы пӳкен заимствовали из чув. яз. (TLP 150). Ср. монг. багана «столб», «подпорка», «подставка».

хыç

, хыçал 1. «задняя часть чего-л»., «тыл», «спинка»; пукан хыçĕ «спинка стула»; 2. анат. «послед»; 3. «за», «позади»; пурт хыçĕнче «позади избы»; тур. кыч «задняя часть», «зад»; «корма корабля»; хак. кизин «задний»; чаг. кичӓ «зад головы» (Радлов, 1379); ср. кумык. сонгулук «послед».

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

гильди

ч.с., Ĕçтешсен (туп., 1) пĕрлешĕвĕ. Республикăри сĕтел-пукан тăванкансен гильдийĕн президенчĕ, «Мария» фирмăн директорĕ Н.Тувалкин. Х-р, 15.08.2000, 3 с. Раççейри Адвокатсен гильдийĕн адвокачĕ В.Пастухов. Х-р, 11.09.2001, 2 с. В.Фадеев ... «Медиа Союз» пĕрлешĕвĕн «Ĕçлĕ журналистика» гильдийĕн ертӳçи. Х-р, 16.10.2001, 1 с. Чăваш Республикинчи ремесленниксен гильдийĕн председателĕ Э.Иванова. Х-р, 27.06.2003, 3 с.

дизайн

ç.с. Япалана илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ ăсталани е тавралăха килĕшӳллĕ сăн кĕртни; тăвăм ӳнерĕ (туп.). Универ-ситетра дизайн, ӳнер уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 3 с. Сĕтел-пукан дизайнĕпе ĕçлекенсем те пур. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Аслă ывăлăм кăçал университетри энергетика факультетĕнчи дизайн уйрăмĕнчен вĕренсе тухмалла. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с. — çутă сăрăллă дизайн (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.).

дизайнер

ç.с. Дизайн ăсти, художник-конструктор. Кашни çулах çамрăксем ... модельера, архитектора, дизайнера вĕренме кĕнипе паллă çак шкул. Ч-х, 1999, 28 /, 7 с. Педагогика университечĕн художество факультетне вĕренме кĕресчĕ, дизайнер ĕçĕ илĕртет. Т-ш, 1999, 44 /, 8 с. Дизайнерсем сĕтел-пукан е пусма-тавар ĕлкине, ӳкерчĕкне... тунине пĕлетпĕр. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Хальхи вăхăтра уйрăмах модăри «хуçалăх техникин дизайнерĕ» специализаци. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. — дизайнерсен конкурсĕ (ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.).

кĕтретлĕх

п.с. Асам, асамлăх, тĕлĕнтермĕш. Ачашшăн çех сĕртĕнсе пăхас та килет, ... анчах куç пекех тулли çак кĕтретлĕхе пăсса пăрахасран та хăратăп. А.Назул, 1981, 45 с. Унăн [Бельманăн] импровизациллĕ ăсталăхне авалхи мифсенчи Орфей кĕтретлĕхĕпе танлаштараççĕ. Г.Айхи //Бельман, 1999, 5 с. Патша пукан хуçи пулсассăн, поэт — кĕтретлĕх, тухату. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.

партократ

ç.с., сивл. Партократи йышĕнчи çын. [Б.Ельцин] ĕлĕкхи партократсен чирĕпех чирлет. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992, 3 с. Демократсем партократсене хирĕç кĕрешме тытăннă тапхăр... Х-р, 15.09.1992, 2 с. Чăвашла пĕр сăмах та калайман партократ валли пукан кирлĕ пулнă. Х-р, 25.12.1997, 3 с. — ĕнерхи партократ (Х-р, 24.09.1992, 2 с.); ĕлĕкхи партократ (В-х, 1992, 12 /).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тенкел

пукан. Чирлисем хăсса е вар виттипе варланă вырăнсене, урапа сĕтеле, тенкелсене (пукансене) стенасене ирĕлтернĕ сулема сапса пир татăкĕпе летăтхăн шăлас-тасатас пулать … [Халер 1908:10].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

кĕвĕ

моль — tinea [кăшлакан лĕпĕш хурчĕ]; кĕрĕк кĕви шубная моль — tinea pellionella; сĕтел-пукан кĕви мебельная моль — tuneola furciferella; тум-тир кĕви платяная моль — tineola biselliella; тырă кĕви зерновая моль — nemapogon granellus

Çавăн пекех пăхăр:

пукăрешке Пукăрлă Пукаç пукалник « пукан » пукане пуканеçĕ пуканек пуканелле пукани

пукан
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150