Шырав: хăлха - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(хы̆лhа), ухо. А.-п. й. 16. Пĕрре кашкăр йытă вĕрнине илтет те, хăлхисене чанк тăратса ăна çапла калать... Ib. 42. Тилĕ хăлхисенчен ыйтать: эсĕр мĕнле килтĕр? — тет. Ib. 57. Ватăлса çитрĕм те, ман хăлха илтеймест. Ib. 70. Пӳрнеске хăпăл-хапăл чуста ăшĕнчен чаваланса тухать те, ĕне хăлхи ăшне кĕрсе ларать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса шухăшлама тытăнать. N. Урлă хăлха, не лежащие, а оттопыренные уши. N. Каçрака хăлха, уши, торчащие вверх (кайăк хăлхи пек). N. Чее хăлхаллă япала, чуткий. N. Унăн хăлхи хытăрах, глуховат или плохо восприимчивый. N. Унăн хăлхи шăхăрсах каймасть, плохо слышит. N. Унтан ку виç кĕрепенкеллĕ чукмар илет, тет те, утланса ларать, тет те, хăлха урлă çапать, тет. N. Хăлхине çĕр çумне çыпăçтарса итленĕ. N. Хăлха анчах илтми пулнăччĕ те, халь уçăлчĕ. N. Хăлхăрсем йӳçмерĕç пулсан, итлĕр. N. Хăлхана йӳçĕхтерекенсем, çӳç-пуçа виреллĕ тăратаканскерсем. К.-Кушки. Хăлху енĕпе ман енелле çаврăнса тăр. Ск. и пред. чув. 22. Юманкка хăй хуйхине калать ăна хăлхинчен, мĕскерле тумаллине ыйтать пĕтĕм чĕринчен. Бгтр. Илтменнине хăлхунтан ыйт теççĕ тепĕр хут ыйтакан çынна. Янтик. Лаша шыв ĕçнĕ чух хăлхисене сиктеркелет, çавна хăлхисене вылятать теççĕ. Орау. Паян кунĕпе хăлхара шăнкăрав сасси илтĕннĕ пек янăраса çӳрет. Альш. Хăшĕ-хăшĕ тата ача çуралсанах, пурăнтăр тесе, сулахай хăлхине шăтараççĕ, тет. Хăлхана шăтарсан, тăхăнтараççĕ пурçăн: пурçăн шыçтармасть тет. Ib. Ун умĕнче пурне те ан калаç, унăн хăлхи шăхăрать ĕнтĕ (он слышит и понимает, о ребенке). Собр. Кушак хăлха урлă пит çусан, хăна килет тет. С. Тим. Аллăнти шаль тутăру шел пулсан, икĕ хăлхаран тытса чуптуса яр. N. Хăлхаран кала. Говорить на ухо. Хурамал. Хăлха ăшĕ кĕçĕтсен, йĕпе пулать теççĕ. ТХКА 69. Тата халь ман пуç ыратать, хăлха кашласа çӳрет. Ст. Чек. Кунĕн-çĕрĕн янăратат. Илтессĕм килмерĕ, хăлхана çĕртет. N. Урампа пырат сутакан, вăл пулайчĕ улма сутакан; сутаймасăр вунăтăват улми çĕрейчĕ. Кăçалхи çул манăн пурăнни — çын сăмахĕпе хăлха çĕрейчĕ. (Хĕр йĕри). Ала 13. Унăн куçĕ хупăннă пулсан та, унăн хăлхисем çăвăрман. || Перепонки ушные. Альш. Ачи хытă кăшкăрса хăлхана çуратчĕ. || Наушники. К.-Кушки. Малаххай хăлхисем, наушники малахая. || В. Олг. Хӳел хăлха ярчĕ, сивĕ полат. Вокруг солнца появились круги (столбы), к холоду. || Перо (верхний угол) лемеха. См. ака, там же хăлха (вып. 1).
кострика. Оп. ис. ч. II. Çăварния ăсатнине пĕлтермешкĕн ял тулашне, мал енне, сӳс хăлхинчен пĕр çӳлĕ этем кĕлетки купаласа хураççĕ. В ознаменование проводов. масленицы ставят за деревней, к востоку от нее, высокое чучело человека, сделанное из кострики. См. сӳс хăлхи (вып. ХI), холха, хуха.
Hac una appellatione хăлха хаччисем atque хăлха юписем comprehenduntur? Так назыв. хăлха хаччисем вместе с хăлха юписем? Ст. Чек.
(хы̆лhа), angulus vomeris superior, перо (верхний угол) лемеха. V. тĕрен.

Çавăн пекех пăхăр:

хăлтăхлан хăлттик хăлттиккин хăлхă « хăлха » хăлха çакки хăлха çунатти хăлха айĕ хăлха алки хăлха йĕпĕ

хăлха
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150