Шырав: илтеле

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(ил'д'эл'э), слушать. См. итле. Янш.-Норв. ИПТ. Пирĕн пĕлнĕ-пĕлмен кĕллĕмĕре илтелесе хапăл туса ил. (Уй чӳкĕ). Кореньков. Кайăк торра илтелет. N. Никĕшĕнне те илтелесе çитермелле мар. Нет возможности выслушать кого бы то ни было. Жит свят. Апр. Киеври çĕр витере кĕлтуса пурăннă (1300 çулсенче) таса шухăшлă илтелекен Руфа асăнаççĕ. Илебар. † Ир те тухса илтеле, каç та тухса илтеле: куккук сасси илемли, хĕрӳ сасси илемли? (= илемлĕ-и). Сред. Юм. Илтелени. Çĕн çол çĕрĕ хĕрсĕм çын пӳрчĕ панче илтелеççĕ. Пӳртре окçасĕм çинчен, сотă-илӳ çинчен ямахласан, пуян çĕре качча каять, тет: çын вилни çинчен сăмахласан, çав çол вилет, тет; порнаç çитменни çинчен сăмахланине илтсен, начар çĕре каять, тет. (Народное поверье). Сирах, 9. Кам та кам аслăлăха илтелесе пурăнат, çавăн пурăнăçĕ шиксĕр пурăнăç.

Çавăн пекех пăхăр:

Илсĕвер илт илтĕн илтĕнтер « илтеле » Илтен Илтепи Илтепхин илтер Илтийер

илтеле
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150