Шырав: кантăк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

витĕр

5. в знач. послелога
через, сквозь, в
вутпа тăвăл витĕр — сквозь огонь и бури
кантăк витĕр пар — передать что-л. в окно
витĕр пиçнĕ пилешĕ çулçи витĕр курăнать — фольк. хорошо созревшая рябина краснеет сквозь листья

кантăк

1.
стекло

кантăк

стеклянный
застекленный

пысăклатакан кантăк — увеличительное стекло
чӳрече кантăкĕ — оконное стекло
кантăк алăк — застекленная дверь
кантăк хупăллă шкап — шкаф со стеклянными дверцами

кантăк

2.
окно

кантăк

оконный
кантăк карри — оконная занавеска
кантăк куçĕ — звено окна
кантăк харши — оконная рама
кантăк витĕр пăх — смотреть в окно
кантăк лартакан — стекольщик

куç

6.
звено (окна)
пĕр куç кантăк — одно звено (рамы)

кӳнк

подражание несильному удару об упругую поверхность
тахăшĕ кантăк кӳнк! тутарчĕ — кто-то звякнул по стеклу

ларт

8.
вставлять, насаживать, навешивать, приделывать
авăр ларт — насадить черен, рукоятку
кантăк ларт — вставить стекло
пукан ури ларт — приделать ножку к стулу
Çĕнĕ пуртă аври лартсан та киввине ан пăрах.  — посл.  Вставив новое топорище, старое не выбрасывай.

ларттар

понуд. от ларт
кантăк ларттар — застеклить окна (пригласив стекольщика)
шăл ларттар — вставить зубы (у зубного врача)
хăвна ан ларттар — не дай себя обмануть

маркиза

II.
маркиза (кантăк çийĕн каракан чатăр)
йăрăмлă маркиза — полосатая маркиза

самаскă

замазка
кантăк самаски — замазка для окон
чӳрече самаски — оконная замазка
самаскăпа сĕр — промазать замазкой

сирпĕн

2.
разлетаться, рассыпаться
кантăк чăлпар сирпĕнчĕ — стекло разлетелось вдребезги
тавралла хĕлхем сирпĕнет — искры сыплются во все стороны
Вăрман касаççĕ, турпасĕ сирпĕнмест. (Çăм касни). — загадка Лес рубят, а щепки не разлетаются. (Стрижка шерсти).

слюда

слюдяной
слюда кантăк — слюдяное окошко
слюда тухакан вырăнсем — слюдяные залежи

тарла

3.
запотевать (о стекле, металле и т. п.)
кантăк тарланă — окно запотело

тасаткăч

очиститель
кантăк тасаткăчĕ — стеклоочиститель, дворник разг. (на лобовом стекле автомашины)
тислĕк тасаткăчĕ — навозоочиститель (механизм)

тюль

тюль (кантăк каррилĕх чĕнтĕр)
см. чĕнтĕр

уçă

открыто
уçă алăк — открытая дверь
кантăк яриех уçă — окно открыто настежь
алăка кам уçă хăварнă? — кто оставил дверь открытой?

хупăлча

2.
створка (у двери)
кантăк створки — створка окна

чăл-пар

1.
вдребезги, на мелкие кусочки
кантăк чăл-пар ванса кайрĕ — окно разбилось вдребезги

шăн

II.

1.
замерзать, леденеть, застывать
шыв шăннă — вода замерзла
шăнса пăрлан — леденеть, затягиваться, покрываться льдом
кантăк çине пăр шăнса тулнă — на стеклах намерз лед
витре сак çумне шăнса ларнă — ведро примерзло к скамье
тăпрашăнса хытнă — почва смерзлась, закаменела
турат шăнса хăрнă — ветка отмерзла, погибла от морозов

штора

шторный
кантăк чаршавĕ — оконные шторы
чаршав шнурĕ — шторный шнур
чӳречене чаршава кар — опустить (оконные) шторы

çăрăлтат

1.
дребезжать
унăн сасси çăрăлтатать — у него голос дребезжит
машина кĕрленипе кантăк çăрăлтатать — от шума машины дребезжат стекла в окне

пасар

II. глаг.

индеветь, покрываться инеем
кантăк пасарса ларнă — окно заиндевело
пасарнă турат — заиндевевший сук

тăрăн

III.
подражание дребезжанию
тăрăнн! — усил. от тăрăн III.
кантăк тăрăнн! туса илчĕ — оконные стекла сильно задребезжали

тăрăн-тăрăн —
1) подражание повторяющемуся дребезжанию
2) подр. — о тяжелой и твердой походке
тăрăн-тăрăн утса пыр — идти тяжелой и твердой походкой

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

сиксе лар

вскакивать и садиться, наскакивать. N. Çак йăтăран эп хăрап, вăл çын çине тӳрех сиксе ларать (она бросается на людей). Сĕт-к. † Кӳлсе те тохрăм сар лаша, сиккĕр те ларчĕ сап-сар хĕр. Баран. Бровка (собака) хăй выртакан купа çинчен ухă пек ярăнса анса, çĕлен çине сиксе ларчĕ. || Сесть быстро. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм хура лаша, сикрĕ-ларчĕ хура хĕр: сулăнкăра та сулăнмасть, лакăмра та ларса юлмасть. || Пересесть. Çĕнтерчĕ 11. Кантăк патĕнчен сиксе ларать. N. Хăнийĕ, кансĕрлес мар тесе (чтобы не беспокоить хозяев), тепĕр вырăна сиксе ларчĕ, тет.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

харси

(харзиы), встречается в сложении: чӳрече харси, оконная рама. Питушк. Чӳрече харси, оконная рама. Чертаг. Кантăк харси, рама; куç харси.

хăракала

учащ. ф. от гл. хăра. Чхĕйп. Уна аран-аран хăракаласа тыткаланă (обращались со страхом, держали в руках со страхом). Ачач. Тимуш, ашшĕ çĕмĕрĕлнине итлемешкĕн, хăракаласа кантăк çумне пырса тăчĕ.

курăк

корăк (-ы̆к), трава; растение. Разг. С.Мих. 5. Çорт(ă)ри та корăк полса, тăм тиврĕ. N. Унччен шăмă витĕр курăк шăтĕ. Сред. Юм. Корăк хыта пуçланă ĕнтĕ, утă çăлма каяс полать. Ib. Корăк ешли çыпăçнă. (Корăк çине ларсан кĕпе çомне корăк тĕсĕ çыпăçсан калаççĕ). Чураль-к. Тăп-тăп тапиçăм, тăпи ура (-и?) хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). Сĕт-к. Акнă корăк, посеянная трава. N. Курăкчен — до начала роста травы. || Комнатный цветок. ПВЧ. 110. Кантăк çинче сар курăк, сарлать-и те, сарлмасть-и? (распустится он или нет?). Сред. Юм. Чӳрече омне корăк (цветок) лартнă. || Незрелый. В. Олг. Орпа полса çитиман-хальă, ĕнер те корăкскерех вуртăмăр, (жали траву травой). КС. Халь тырă курăк-ха, вырма юрас çук. Ib. Пушăту ытла курăк, чатас çук çăпатара. || Неопытный, молодой. ЧС. Халĕ (эсĕ) курăк-ха (ты еще зелен), мĕн илтессе пĕлместĕн. Сред. Юм. Пĕчик ачасене: корăк-ха çав, мĕн чолах ĕç ĕçлеччĕр ăсĕм! теççĕ. КС. Курăк мар-и вăл халь, сухара ăçтан чăтать (гов. про лошадь). || См. корăк полă.

кӳсек

(к'ӳзэк'), рычаг. Тюрл. Байгул. Упăшки, часрах пĕр кӳсек илсе, пӳрте чупса кĕрет те, Ивана çапса вĕлерсе, каллах кантăк патне тухса тăрать. СПВВ. ИФ. Çапайман пысăк кӳсек çĕкленĕ, тет. (Послов.). Козл.р. Пĕренене кӳсекпе çăвăрса пăрах. Переверни бревно рычагом. См. хайăр. || Дубина, кол, рычаг. Урмар. р. || Брань. Изамб. Т. Кӳсек! çавна та çĕклейместĕн!

краççын

(-с'с'ын, -с'с'ин, с тверд. н), краççин (-ин'),. дампа. ТХКА, 52. Пӳртри краççын çутине пĕр арçын пысăклатрĕ (прибавил). Кантăк патне пычĕ те, пăхать. Б. Яныши. Атти те краççын сӳнтерсе вуртрĕ. ПВЧ 106. Пире улаха кĕртмеççĕ, — краççын тăрпи (стекло) çурăлтăр! Орау. Сирĕн çĕрĕк (вечор) краççин (с тверд. н) çути (или: хăй çути) курăнмарĕ-çке, эсĕр килте çукчим? || Керосин. Кума-к.

чанклат

издавать звук чанк (о галках). N. Чанка чанклатать. || КС. Мулатукпа сунтала çапсассăн чанклатать. || КС. Алăпа перĕнтертĕм те, кантăк чанклатрĕ. || Тикать (о часах). Пухтел. Часси чанклатат (стучат). || КС. Çак çулу пит лайăх чанклатать (звучит при ударе).

чанкăрт

подр. звону стекла. Шорк. Урамран чолпа пенĕ те, ик хут кантăк витĕр пурте кĕрсе ӳкрĕ, чӳрече чанкăрт туса юлчĕ анчах. || Сред. Юм. Лашана тимĕр тăлăпа тăлласан, лаша отнă чохне тимĕр тăлă чанкăрт, чанкăрт тăвать. || Подр. звону монеты. N. Пуян укçи чанкăрт тет.

часси

часы. Якейк. Чассине кантăк (стекло) ларттартăм. Ирч-к. Часси сăвотит тăвас полать. Ib. Пĕчик часси (сахат), карманные часы. Сеçмер. Часси торт, заводить часы. Г. А. Отрыв. † Шур чăланти шур часси, шаккас вăхăт çитрĕ пуль. N. Шур чăланта шур часси, çапма вăхăт çитет пуль. N. Ик тăнлав çинче икшер часси. СТИК. Часси: часси муклашки — гири, шаккакань — маятник, хаччи — стрелка. СТИК. Куккуклă часси — часы с кукушкой, чанлă часси – часы с боем. Шурăм-п. Халĕ тата санăн чассуна илтĕм. N. Часси — сехет кăтартаканни; часси ăшĕ, часси кирĕ, сăнчăр, сулланаканни, куккуллă часси. Сл. Кузьм. 7З. Кăкăр çинче часси пăчăри йăлтăртатса тăрать. || Время. Эсĕ часси пĕлетне? Время умеешь узнавать? Пухтел. Кама кирлĕ вăл часси (знать время)? Вуннăмĕш çурри,– терĕ Натташшă.

хресĕ-мреслĕ

то же, что хĕреслĕ-мĕреслĕ. Г. А. Отрыв. Урлă-пирлĕ Урина, хресĕ-мреслĕ Христина. Çавă мĕн пулать? (Кантăк).

шур

шор, белый. См. шурă. Янтик. Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. Собр. Шур юр çине çунă шур йăлтарка, хĕртсе хĕвел пăхса та ирĕлес çук. НР. Ăрамри шур юр пĕтес çук... На улице белый снег не сойдет. Вомбу-к. Шур пренĕк. Чураль-к. Мана пичи юратать: шур ампар лартса парас, тет. Тайба-Т. Тантăш ăçта çывăрат, урам хĕрринчи шур лаçра. N. Шур кĕççĕ чăлха пустартăм; шур курнитсара çӳрес пек. НР. Уй варринчи шур хурăн... Среди поля белая береза... Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. НР. Кантăк çинчи шур супăн... На подоконнике белое мыло... Хора-к. Шор çăмарта тийиса шоратмасăр çиес мар. N. Çӳлĕ тусем çине хăпартăр-и, шур кĕленче чиркӳсем куртăр-и? Тогаево. Шур-шур та ульки кантăр тыллать. N. Тăп-тăваткăл минтер, çитсă вăй пит, пурте шур хуринĕн (белого гуся) мамакĕ. N. Шор сахăр пек çут атă, ăстаях-ши выртать-ши? ГФФ. Шор чăлхапа, пошмакпа. В белых чулках и башмаках. Ib. Шор перчатки, кăвак кончи ĕçпе пĕтрĕ окçашăн. Белые перчатки, синие наголенки износились в работе из-за денег. Хош-Çырми. Пĕр çавра çил тухтăр, вĕçтертĕр, аннеçĕм чĕрки çĕне ӳкертĕр, шор тоттăрпа çыхса хотăр-и. Пусть поднимается вихрь и унесет их (волосы) и уровит на колени матушке; пусть завяжет она их в белый платок ГФФ. Ларса йолма шор чол мар. И не белые камни, чтобы остаться на месте. НР. Тарăн варти, ая, шор хăйăр анчах çунă шор йор пек. В глубоком овраге белый песок, подобно что выпавшему белому снегу. N. Халăх окçипе пĕр шор лаша илеç Илья пророка пама. ГФФ. Пахчана ятăм шор питек кĕтмĕл аври солляма. Я пустил в сад белого ягненка щипать брусничную траву. Байгул. Шор кăвакал чĕпписĕм. Хош-Çырми, Шор автан сассисем илтĕнеççĕ. Слышатся голоса белых петухов. Байгул. Шор, шор, шор та хĕр, шор та кантăр тыласан, ори таппа ларайнă. Ст. Чек. Шур хĕр. Ст. Айб. Шур акаян шăлĕсем хура. (Хурткуççи). Н. Лебеж. Килеймерĕм атте-анне кăмăлне, килтĕм шур патшанăн кăмăлне. (Солд. п.). Мусирма. Хура хур ами пултăм та, хура халăха пуçтартăм; шур хурт ами пултăм та, шур халăха пуçтартăм. || Седой. N. Шурă кăвак (седой). Альш. Ăна шурă сăн (кăвак сăн) çапнă. У. Я. Шур çӳçсене тăктарчĕ тертленнĕ пуç çинчен. Ала 66°. Кинçĕм те лайăх Хĕвекла, йĕрет те макрать, качча каять, пуçăм та шурă пулми, тет. || Чистый. НР. Шор портянккă не шалккă... Чистых портянок не жалко. К.-Кушки. Мунча кĕрсе тасалса, шурă кĕпе-йĕм тăхăнса. || Светлый. НР. Шор чăланти, ай, çут часси, çапас вĕрем çиттĕр пуль. Блестящим часам, что в светлом чулане, видно, пришло время бить. || Бельмо. N. Вара ман куçсене шур илчĕ. ЧП. Икĕ хура куçма шур илтертĕм. Зап. ВНО. Ватă хĕрĕн куçне шур илнĕ. N. Ахмать куçне шур илнĕ. (Чӳрече шăнни). Кан. Асамçăсем патне чупса куçсене шăтарттаракан,— шур илтерекенсем. N. Куçне шур та илсе лартнă. N. Сулахай куçне шур илнĕ (вăкăрăнне).

шăк

подр. мягкому стуку. Сред. Юм. Шăк! — стук при соприкосновении твердых маленьких предметов. ТХКА 53. Хăй çутнă кантăк умне пытăмăр та, атте кармашса майпе пӳрнипе шăк-шăк шаккарĕ. || Кан. Вăл, шур карттус, çул айккипе, сукмакпа: шăк! шăк! шăклаттарса пырать.

шăлт-шалт

подр. стукам, которые следуют один за другим отрывисто, с отчетливой раздельностью. СТИК. Альш. Купса аллинче шăлт-шалт. (Шчут). Абыз. Шăлт-шалт Матви. (Кантăк хупни). Никит. Чӳрече хупкачисем (ставни) шăлт-шалт, шăлт-шалт тăваççĕ (от ветра). Сред. Юм. Каленкене кам пĕрмай шăлт та шалт тутарса уçса хôпса çӳрет çавăнта. СТИК. Вăсен карташĕнче кунĕпе шăлт та шалт тутараççĕ (слышится звук топора и молотка). Альш. Çамрăксем урамра шăкăлтатса-пăшăлтатса лараççĕ, шăлт-шалт тутарса — мăйăр, хĕвел çавăрнĕш çисе. || N. Шăлт-шалт, кое-как, спустя рукава.

ним

то же, что нимĕн, ничто, ничего. Якейк. Ним тума та ним те çок. Ib. Нимне пĕлми ĕçлет. Работает из всех сил. Ерк. 115. Çинçе çинче паллашни нимрен паха ĕмринче. N. Сахăрнăй песок пĕтсен, çырласемпе ĕçкелерĕмĕр те, ниме пымас. СТИК. Ачисем тем пек хавасланса çитеççĕ; часрах нимне пăхмасăр вăрмана çырлана чупаççĕ. ЧП. Нимрен шурă хырăн варрисем. N. Нимне те, никоим образом. N. Ним пĕлми пулас, обморок. Сам. 27. Маншăн эс савăк ачаллăх сăпки, иккĕмĕш анне пек нимрен çывăххи! N. Çăмăр витĕрех лашисене кӳлсе, çынсем килелле нимне пĕлмесĕр лашисене çаптарса çĕмĕрсе тавăрнаççĕ. Сред. Юм. Паян яшкана воçех пĕçере пĕлмен, ним тути те çôк яшкан: ни тути çôк, ни вĕри мар. Ib. Эс ним те пĕлместĕн. — Çапла эп пĕлместĕп, эс пĕлен те, епле çӳрен. (Говорит с иронией, сарказмом). N. Вăрă пуçне кăларсанах çивĕчĕ пуртăпа ним мар касса татрĕ, тет (ача). Ала. 95. Ним хусканмасăр шăп пер эрне çăвăрнă. Ib. 25. Çавă кулĕре вара хайхи улпут Ивансене хăваларĕ-хăваларĕ, ним туса та тытаймарĕ, тет. Б. Чураш. Юлташпа эпир пăхса тăратпăр, ним тума та пĕлместпĕр. N. Çын вĕлерни вĕсемшĕн ним пек те мар. Регули. 983. Ним поплеме те аптрарăм (поплеме те пĕлмерĕм). Ib. 984. Ним ĕçлеме те каламарĕ; ĕçлеме ним те каламарĕ. Ib. 985. Он туни (он поплени) ним те мар. Ib. Нимшĕн те çиленместĕп. Кан. 40–50 пăтпа тухуринчен ним те мар хăпарса каяççĕ (лошади). М. Васильев. Ĕлĕк ним мар полнă мĕн. N. Хаçат-япала та ним хисепсĕр, теççĕ. Чет пути. Хăй пит аван çынччĕ, ачисем нимне юрахсăр пулчĕç. Н. Сунар. Нимрен нумай мĕн пур? (Çăлтăр пĕлĕт çинче). Шептак. Халĕ пирн килĕшпех лайăх порнатпăр, ним сомах-йомах та çок. СТИК. Ним юрăхĕ те çук. Ни к чему не годен. Орау. Ним курăнасса пĕлмест (очень бойкий). Сёт-к. Яппони вăрçинче пирĕн ялти Ваçок Емеленĕ ним сас-чусăр çохалчĕ. Имен. Иван нимне пĕлмесĕр уху (хăй) шырама тохса карĕ. Истор. Ним çиме те пулман. Орау. Ах ачасем, кăнтăрла çитсе килет, эпĕр ним чул та выраймарăмăр, атьăр-ха, васкарах вырар. Çĕнтерчĕ. 49. Ним мар çынсемех шутлă çынсем пулса тăчĕç. Б. Аккоз. Ним çисе тăранса пурăнма çук. Нечем жить. Эльбарус. Çавăн пек вĕрсен кайран пĕр каçхĕне ним манерсĕр йăнăшкаласа кантăк патне, е алкомне, е орама чопса тохса вĕретчĕ, тет. N. Ним пĕлмесĕрех укçана юратакан пулать. || Совсем не... N. Ним хăрамасăрах. || То же, что нимĕнле. АПП. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм ним ытарса тухса пулмарĕ. N. † Ай-хай тăванĕсем чунĕсем, ним ытарса уйăрлма пулмарĕ.

нини

(н'ин'и), то же, что нинне. Собр. Нини куçне шур илнĕ. (Кантăк).

Палли

(пал'л'и), хр. имя мужч., Павел. Н. Седяк. Сред. Юм. Палли, ласкательное имя Павла. Тогач. Палли куçне шур илнĕ. (Кантăк шăнни). || Так назыв. придураковатых людей. М. В. Шевле. Сред. Юм. Палли хăраххи, дурак. (Палли был человек нездорового ума, поэтому теперь вместо того, чтобы сказать: «Ты человек нездорового ума», говорят так).

панк

(паҥк), подр. звуку, получающемуся при стрельбе. КС. N. Ача аллинчи йывăç пăшал, персе ярсан, панк (паҥк)! тăвать. || Подр. надутости переполненного живота. Е. Орлова. Паранк çирăм та, хырăм панках полчĕ (пол'џ̌э̆). N. Чей нумай ĕçрĕм те, хырăм панк(ах) пулчĕ. КС. Панк(ах), подраж. указывающее на «расширение» живота от несовсем удобоваримой пищи. См. лат. || Подр. звуку, который получается при ударе, напр по жестяной посуде. Сред. Юм. Шуç панка япалапа çапсан, панк (не ҥ) тунă сас илтĕнет. N. Салакайăк, мурĕ, шалта кантăк çинче çӳрекен шăнана курнă та; сăхса илеп, терĕ, курнать: панк! пырса перĕнчĕ. СТИК. Çурăмĕнчен панк! тутарчĕ те, тара пачĕ (ударил и побежал); при этом получается особый звук «панк!» Сред. Юм. Тăмла шыв çине сайра çиç ӳкет полсан: панк, панк (или панч)! тавать. N. Хырăмĕнчен çапрĕ те, хырăмĕ панках турĕ. || Подр. звуку, полу-чающемуся при вылетании пробки из бутылки. Орау. Кĕленчи пăкки: панк! (а лабиализованное) туса тухса карĕ.

Ахмит

(Ахмит), nom. pr. tatari, личн. имя татарина. Б. Бур. Ахмит куçне шур илнĕ. (Кантăк). У Ахмеда бельмо на глазу. (Загадка: замерзшее окно). То же слово в Ст. Чек.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пĕлт

(пэ̆л'т, пӧ̌л'т), небо. Шибач. Питушк. Пĕлт тортать (небо закрывается), çумăр пошалый (пожалуй) ан полтăр. Ядр. † Çăварни лаши таханлă, тахан виттĕр вут тухать, пĕкки виттĕр пĕлт туртать, çилхи виттĕр çил вĕрет. N. Пĕлтлипе, вследствие облачности. Орау. Пĕлт тăрнелле (на небо) пăхса юлчĕç. «Старики говорят, что небо сделано из стекла (кантăк)». || Облако, туча. N. Çăмăр пĕлчĕнчен те çӳлĕ (выше облаков). См. пĕлет.

кантăк

(канды̆к), окно. См. чӳрече. Мартынова. Кантăк çинче кĕмĕл çĕрĕ выртать. Кугеева. Кантăк анинче ларан. Ты сидишь на окне. Якейк. † Шăпăр-шăпăр çăмар çăвать, кантăк виттĕр корăнать. Коракыш. Йăмăкĕ ĕçес вырĕнне (так!) кантăкран кăларса тăкнă (вылила в окно). Сред. Юм. Кантăк, 1) окно, 2) стекло. N. Кантăк тарласан, йĕпе пулат, теççĕ. Если вспотеет стекло (окно), то это, говорят, к дождю. N. † Кашни каçах кантăк умне, анне, ан лар макăрса. Кожар. Яла кĕнĕ те, вăл çын кантăки петне пынă та: хăваттер яратăр-и? тенĕ. Шурăм-п. № 26. Пĕр кантăкĕ пур. Бай. Кĕçĕр çĕрле пĕр çын: хваттер яр, тесе, килсе шаккарĕ те кантăкран, эпĕ ăна ямарăм. КАЯ. Эпĕ çав шухăшсене шухăшланă вăхăтра пĕр хуралăç кантăкран (в окно пырса кăçкăрса каларĕ. Торх. Кантăк виттĕр (или: куссуй виттĕр), в окно. СПВВ. Кантăк — карăнтăк. || Стекло; стекло оконное. Сохрон-й. и др. Шăна чирсем сарать. 5. Микорскопа ак çапла тунă: йăс (= йĕс) кĕпçе, ун ăшне темиçе пысăклатакан кантăк кӳртсе лартнă. Ib. 20. Вĕсене кантăк хупăллă шкап ăшне (в шкап со стеклами) хурас пулать. || Оконная рама со стеклами. См. хашака, харшака.

кантăк умĕ

подоконник. Синьял. † Сирĕн кантăк умĕ чалăшрах, кĕмĕл çĕрĕ тăраймасть.

карнăк

то же, что кантăк. Н. Мазик. Мучи куçне шур илсе ларĕ? (Карнăк шăнни).

карнтăк

то же, что кантăк. Шарбаш.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

Елюк кĕлли

назв. киремети, которая находится «Кантăк (Канды̆к) Микула пахчинче». Орау.

мучи

мочи (-џ̌и), брат моего отца, родившийся раньше последнего. СПВВ. Мучи = аслă пичче. СПВВ. КМ. Мучи = ватă пичче. || Тоганаш, Якейк. Мочи — муж старшей сестры моей матери. Вомбу-к. Мучи, мучей (вăталăххин ачисем ашшĕн пичĕшне калаççĕ). || Почетное, вежливое обращение к старикам, которые значительно старше возрастом говорящего, и их название. Шибач. Ачи тохса карĕ. Корчĕ пĕр старик она, ачине, çол çинче. Ста каятăн, ачам, тет.— Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет. Тохрăм, тет, оçăлмалла (разгуляться), тет.— Ста, тет, эсĕр порнаттăр? Тет — мочăш итать. Якейк. † Ай мочисам, килемисам! килеттĕр те тăраттăр, пирĕн куçран пăхаттăр,— чĕлĕм тортма мантăр-и? Абыз. Шур мучи куçне шур илчĕ. (Кантăк шăнни). В др. лл.: мучу (мочу), мучăшĕ, мучăш (мочăшĕ, мочăш).

вĕтĕр-шакăр

мелкий. Хора-Сирма (Чебокс. р.). Çĕнтерчĕ. Кантăк умĕнче вĕтĕр-шакăр кĕленчисем, эмел кĕленчисем нумай. Яргуньк. Вĕтĕр-шакăр = вĕт-шак. Ib. Упăшки вилчĕ те, арăмĕ вĕтĕр-шакăрпа тăрса юлчĕ (с малыми детьми).

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

интĕк

неизв. слово. Ой-к. Интĕк кантăк(,) мемелĕк куç çап-çутă. (Загадка о звезде: çăлтăр.)

Улян

(Ул'ан), личн. хр. имя женщ, Елена. Якейк. От русск. Олёна. Синер. Улян куçне шур илĕ. (Кантăк шăнни). Качал. Улян куçне шур плĕ. (Кантăк куçĕ шăнни).

алак оççи

время, когда топят печь, Икково. Алăк оççинче сӳс шăртласа илтĕм. Во время топки печи я чесала кудель. Орау. Алăк уççинче, когда дверь открыта (во время топки печи в черной избе). || Чăв. юм. 1919,22. Алăк уççи уçăрах, кантăк хуппи уçăрах (т. е. отворите дверь и окна. Песня лисицы).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вставить

глаг. сов.
ларт, кĕртсе ларт; вставить стёкла в окно чӳречене кантăк ларт

дрожать

глаг. несов.
1. (син. сотрясаться, колебаться) чĕтре, чĕтрен, кисрен; стёкла в окнах дрожат кантăк чĕтренет; дрожать от холода сивĕпе чĕтре; говорить дрожащим голосом чĕтрекен сасăпа калаç
2. за кого-что (син. заботиться, беспокоиться) пăшăрхан, шиклен; дрожать над больным ребёнком чирлĕ ачашăн пăшăрханса пурăн
3. (син. беречь, жалеть) хĕрхен, чĕтресе тăр; дрожать над каждой копейкой кашни пус укçана хĕрхен

окно

сущ.сред.; множ. окна
чӳрече, кантăк; окна комнаты пӳлĕм кантăкĕсем; чердачное окно мачча чӳречи; смотреть в окно кантăкран пах

остеклить

глаг. сов.
кĕленчеле, кантăкла; кĕленче ларт, кантăк ларт; остеклённая веранда кантăк лартнă веранда

стекло

сущ.сред.; множ. стёкла
кĕленче, кантăк; оконное стекло чӳрече кантăкĕ; изделия из стекла кĕленче япаласем; стёкла автомобиля автомобиль кантăкĕсем

стеклянный

прил.
кĕленче ...; кĕленче -ĕ, кантăк -ĕ; стеклянный кувшин кĕленче кăкшăм

уйти

глаг. сов.
1. (син. прийти) кай, тухса кай; уйти из дому килтен тухса кай
2. тухса кай, пăрах, тух; уйти с работы ĕçрен тух
3. (син. пройти) 1 и 2 л. не употр. иртсе кай; молодость ушла çамрăклăх иртсе кайрĕ
4. 1 и 2 л. не употр., на кого-что (син. потребоваться) кай, тух, кирлĕ пул; на теплицу ушло много стекла теплица тума кантăк нумай кайрĕ
5. во что (син. отдаться) пут, парăн, пикен; он весь ушёл в работу вăл ĕçе путнă ♦ ушёл из жизни вилнĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

амбразура

амбразура (1. тупă-пăшал пеме тунă шăтăк; 2. стенăра кантăк е алăк валли тунă шăтăк).

арка

арка (кантăк тăррисене, алак тăррисене, икĕ юпа тăррине пĕкĕпек çавăрса хитрелетсе тунă тӳпе).

резать

-жу, -жешь что несов. 1. кас; алмаз режет стекло алмаз кантăк касать; 2. касса вӗлер, пус (чӑх); режет в животе вар касса ыратать; резать правду перен. чӑн сӑмаха куҫран кала.

уставить

-влю, -вишь кого, что сов., уставлять несов. лартса тух, вырнаçтарса тух (кĕнекесене), лартса тултар (кантăк çине чечек).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вставка

ж. по гл. вставить; вставка стёкол кантăк лартни; 2. (в одежде) хушмалчă, хушмач; 3. (в рукописи) хушкăч.

выбить

сов. 1. кого-что (вышибить) çĕмĕр, çапса кăлар, çапса ӳкер (е антар); выбить стекло кантăк çĕмĕр; выбить пробку из бочки пичке пăккине çапса кăлар; выбить из седла йĕнер çинчен çапса антар; 2. кого (с боем вытеснить) хăваласа яр; выбить противника из города тăшмана хуларан хаваласа яр; 3. что, разг. (выколотить) тасат (силлесе, çапса, шаккаса, хулласа т. ыт.); выбить трубку чĕлĕме шаккаса тасат; выбить ковры кавирсене силлесе-шаккаса тасат; 4. что (уничтожить) çап, çĕмĕр, таптат; рожь выбита градом ыраша пар çапнă (е çĕмĕрнĕ); 5. что (сделать углубление) шăтар, шăтарса кĕр; 6. что (вычеканить, вытиснить) çап; выбить медаль медаль çап; выбить клеймо кĕлеме çап; ◇ выбить дорогу çула лакăм-тĕкĕмлетсе пĕтер; выбить дурь из головы аса кĕрт, ухмахланма пăрахтар.

гравировать

несов. что и без доп. эрешле, гравёрла, эрешлесе çыр (металл, кантăк, йывăç е т. ыт. çирĕп япала çине); гравировать на металле металл çине эрешле.

гравюра

ж. гравюра, эреш (çирĕп япаламеталл, йывăç, кантăк т. ыт. çине эрешленĕ ӳкерчĕк е çыру).

двояковогнутый

прил. ик енчен те шалалла авăнчăк; двояковогнутое стекло икĕ енчен те шалалла авăнчăк кантăк кĕленче).

застеклить

сов. что кантăк ларт; застеклить окна чӳречене кантăк ларт.

маркиза

ж. кантăк хӳтти (кантăк çийĕн урам енчен каракан чатăр).

намёрзнуть

сов. шăнса лар (е тул); на стёклах намёрз лёд кантăк çине пăр шăнса ларнă.

нацарапать

сов. что, разг. (царапая, начертить) чĕркеле, шăйăр, чăрмала, чĕркелесе çыр; на стекле кантăк çине чĕркелесе çыр; 2. (плохо написать) чĕркелесе çыр, кукăрткаласа çыр.

окно

с. 1. чӳрече, кантăк; 2. (просвет, отверстие) чӳрече ани; 3. разг. (промежуток времени) пушă вăхăт; окно между уроками уроксем хушшинчи пушă вăхăт.

окошко

с. уменьш. от окно пĕчĕк чӳрече (е кантăк)

остеклить

сов. что кантăк ларт, кĕленче ларт.

отпечатать

сов. 1. что (типографским способом) çап, пичетлесе кăлар; (на пишущей машинке) пичетле, çап; 2. что, фото карточка çап (е кăлар); 3. что и без доп., разг. (кончить печатать) пичетлесе пĕтер, çапса пĕтер; 4. что (оставить след) йĕр хăвар (е ӳкер); отпечатать пальцы на стекле кантăк çине пӳрне йĕрне ӳкер; 5. что (снять печать, открыть) пичет ватса уç; отпечатать комнату пичет ватса пӳлĕме уç.

паз

м. 1. (щель, скважина) хушă, хушăк, шăтăк, çурăк; законопатить пазы хушăксене мăкла; 2. спец. (выемка) ыра, çăлă; делать паз çăлă кăлар, ырала; паз для стекла кантăк ыри.

поводить

сов. 1. кого çавăтса (е уттарса) çӳре, çӳрет; поводить лошадь лашана уттарса çӳре; 2. чем по чему йĕрлекеле; поводить пальцем по стеклу пӳрнепе кантăк тăрăх йĕрлекеле.

подоконник

м. чӳрече (е кантăк) янахĕ.

смотровой

прил. 1. пăхмалли; смотровое стекло пăхмалли кантăк; 2. смотр ⸗ĕ [⸗и], тĕрĕслев ⸗ĕ [⸗и]; смотровая комиссия тĕрĕслев комиссийĕ.

стеклить

несов. что чӳрече ларт, кантăк ларт.

стекло

с. кĕленче, кантăк.

стеклянный

прил. 1. (сделанный из стекла) кĕленче..; стеклянная посуда кĕленче савăт; стеклянная дверь кĕленче алăк; 2. (стекольный) кĕленче ⸗ĕ [⸗и], кантăк ⸗ĕ [⸗и]; стеклянный завод кĕленче завочĕ; 3. (такой, как у стекла) кĕленче пек; стеклянный звон кĕленче пек янăрани; 4. перен. (безжизненныйо глазах, взгляде) кĕленче, чунсăр; стеклянные глаза чунсăр куçсем; ◇ стеклянная бумага спец. хыркăч хут, шкурка.

стекольщик

м. 1. кантăк лартакан (çын) 2. разг. кантăк (е кĕленче) тăвакан (рабочи).

тусклый

прил. 1. (непрозрачный) тĕксĕм, тĕттĕмрех; тусклое стекло тĕксĕм кантăк; 2. (неяркий) çутă мар, имшер; зимнее тусклое солнце хĕллехи имшер хĕвел; 3. перен. (безжизненный, невыразительный) сӳнĕк, сӳннĕ; тусклые глаза сӳнĕк куçсем; 4. перен. (неинтересный) кичем, интереслĕ мар; тусклая жизнь кичем пурнăç.

увеличительный

прил. пысăклатакан, пысăклатса кăтартакан; увеличительное стекло пысăклатакан кантăк.

уменьшительный

прил. пĕчĕклетекен, пĕчĕклетсе кăтартакан; уменьшительное стекло пĕчĕклетекен кантăк; уменьшительный аффикс лингв. пĕчĕклетекен аффикс.

хрусталь

м. 1. (стекло) хрусталь (паха кантăк); 2. (посуда) хрусталь, кантăк савăт; ◇ горный хрусталь см. горный.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

кантăк

[kandok]
vitro, vitra; fenestro, fenestra
кантăк уç — malfermi fenestron
чӳрече кантăкĕ — fenestra vitro
кантăкран пăх — rigardi tra fenestro

чӳрече

[ĉjureĉe]
fenestro
пĕчĕк чӳрече — fenestreto
чӳрече карри — fenestra kurteno
чӳрече куçĕ — parto de fenestra vitro
чӳрече сулли — fenestrofosto
чӳрече хашакĕ — tabulo de fenestra kadro
чӳрече хуппи — ŝutro
чӳрече чаршавĕ — kurteno
чӳрече янахĕ — fenestra breto
чӳрече янахĕ çинче — sur dfenestra breto
чӳречесене хуп — fermu la fenestrojn
чӳрече = кантăк
чӳречерен пăх — rigardi tra la fenestro

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Fenster

cürece, kantăk
чӳрече, кантăк

Glas

kantăk, kĕlence
кантăк, кĕленче

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кантăк

1. «окно», «оконная рама со стеклами»; 2. «стекло». Происходит от слова карăнтăк «брюшина», «грудобрюшная преграда» (ср. каран «растягиваться»); башк., тат. карындык «брюшина», «перепонка»; до появления стекла окна затягивали брюшиной; башк. карындык тәзрә ист. «окно, затянутое брюшиной».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вутпа выля

Вутпа выля [алхас] играть [шутить] с огнём.
Юлташăм, тӳпемĕр сенкерĕ Çиçет кантăк евĕр таса. Ăна ан хуплатăр тискеррĕн тăшман вутпала алхасса. А. Лукин.

Куç хупăнать

Куç хупăнать, куçсем хулăнаççĕ закрываются [слипаются] глаза [очи] чьи, у кого.
Куç хупăнать, анчах та чăтрăм. Пиçет апатăм — çĕрулми. Вĕçев. Кăшт тăрсан Мархи куçĕсем хупăна пуçлаççĕ, вăл икĕ-виçĕ хут та анасласа илет. Л. Агаков. Çăлтăрсем сана пăхаççĕ Кантăк витĕрех. Куçусем сан хупăнаççĕ, Çывăр эс, ачам! И. Малкай.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

чӳрече

кантăк. Пӳртри сывлăша яланах – çула чӳрече (кантăк) уçса, хĕлле кăмака тăрупине (юшкине) уçса тасатса тăрас пулать [Халер 1908:5].

Çавăн пекех пăхăр:

кансĕррĕн кансул кант кант(ă)ра пăри « кантăк » кантăк ăрамĕ Кантăк çорт кантăк куçĕ кантăк листи кантăк умĕ

кантăк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150