Шырав: çĕнет

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

реконструкциле

2.
реконструировать (кивĕ япалана малтанхилле çĕнет)
авалхи культура памятникĕсене реконструкциле — реконструировать памятники древней культуры

реставрациле

1.
реставрировать (çĕнет)
архитектура памятникĕсене реставрациле — реставрировать архитектурные памятники
реставрациленĕ картина — реставрированная картина

тĕпрен

I.

1.
в корне, коренным образом, целиком и полностью
завода тĕпрен çĕнет — полностью реконструировать завод

экспозици

экспозиционный
художество галерейин экспозицийĕ — экспозиция художественной галереи
экспозици залĕ — экспозиционный зал
музейри экспозицие çĕнет — обновить экспозицию в музее

çĕнет

1.
обновлять, делать новым
çурта çĕнет — реставрировать здание
картана çĕнет — подновить забор
профбюро составне çĕнет — обновить состав профбюро
тĕп фондсене çĕнетни — эк. обновление основных фондов

çĕнет

2.
преобразовывать, модернизировать, реконструировать
савăта улăштарса çĕнет — реконструировать завод
пурнăçа тĕпрен çĕнет — в корне преобразовывать жизнь
çĕнетнĕ станоксем — модернизированные станки

çĕнет

3.
возобновлять, возрождать, восстанавливать, воспроизводить
договора çĕнет — возобновить договор
пропуска çĕнет — продлить срок действия пропуска
çутçанталăк пуянлăхĕсене çĕнетсе пыни — воспроизводство природных богатств

çĕнет

4.
улучшать, совершенствовать
ăрата çĕнет — улучшать породу (скота)
тăпрана çĕнет — улучшать почву
çĕнетсе лайăхлат — усовершенствовать

çĕнет

5.
освежать, подновлять, добавлять
лаша апатне çĕнет — подбавить корма лошади
картина сăрне çĕнет — освежить краски на картине

çĕнет

6.
менять, производить замену
 паспорт çĕнет — сменить паспорт

çĕнеттер

понуд. от çĕнет

çĕнĕлет

то же, что çĕнет 1.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çĕнет

обновлять.

192 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕнет

обновлять, возобновлять. Сĕт-к. Лаша çĕнетмелле вăт ман. Ib. Пӳрт çĕнетмелле. N. Эпĕ лаша сутса çĕнетрĕм. || Менять. N. Тĕпне улăм çарнă, вăл улăма час-часах çĕнетсе тăраççĕ. К.-Кушки. Лаша çĕнетнĕ = лаша улăштарнă (сменял). || Добавлять (напр., воды в куб). СТИК. Сăрана çĕнетес-ха (подбавить). || Возобновлять (паспорт).

тӳпеле

накладывать до верху, выше краев сосуда. Менча Ч. Çынна парах тăмалла пултăрччĕ (пусть будет возможность постоянно давать хлеба людям), тӳпелесе парса тӳпелесе илме парăсăнччĕ. (Моленье). Сред. Юм. Эсĕ шăлами çиç толтарнă-çке, лайăх тӳпелесе толтар. N. Пăтавккана тӳпелесех пачĕ. КС. Çав çынтан илес пулĕ-ха, вăл ялан тӳпелесе парать (дает с верхом). || Бить. Слеп. Пуçран тӳпелес полать-ха она. Хурамал. Çапăçсан кайран хăшĕ çĕнет; ну, тӳпелерĕм хăйне те, тет. Ст. Чек. Тӳпелесе янă = хĕнесе янă. Сред. Юм. Пĕр хĕрлĕ алтана пĕр шор алтан пит тӳпелерĕ.

кĕреш

(к'э̆рэш, к'ӧ̆рэш), бороться. Якейк. Петĕрпе кĕрешнĕ чох эп виçĕ хут ола-хыçлă (подряд) аяла полтăм. N. Кам кĕрешсе çĕнет, ăна виç-тăват çăмăрта. К. Кушки. Юлашки çулсенче пирĕн ялти çамрăксем пур акатуйра та пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Ib. Арçын ачасем кĕрешсе вылянă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Бигильд. Кĕмĕлпеле кĕрешмелле выляма. || Стараться, биться. Б. Олг. См. шолт.

пĕтĕм

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

возродить

глаг. сов. (син. восстановить)
чĕрт, çĕнет, чĕртсе тăрат, çĕнĕрен çĕкле; возродить народные традиции халăх йăли-йĕркине чĕртсе тăрат; возрождённый после землетрясения город çĕр чĕтреннĕ хыççăн çĕнĕрен çĕкленĕ хула

восстановить

глаг. сов.
1. что (ант. разрушить ) юса, çĕнет, юсаса çĕклентер; разрушенные войной города восстановлены вăрçă аркатнă хуласене юсаса çĕклентернĕ
2. кого (син. вернуть; ант. снять, уволить) тавăр; его восстановили в прежней должности ăна малтанхи ĕçе тавăрнă
3. кого против кого-чего хирĕçтер, хирĕç тăрат, хĕтĕрт; он восстановил всех против себя вăл пурне те хăйне хирĕç тăратнă

гардероб

сущ.муж.
1. тумтир шкапĕ; повесить костюм в гардероб костюма гардероба çак
2. (син. раздевалка) гардероб, тумтир пӳлĕмĕ, хывăнмалли пӳлĕм
3. (син. одежда) тумтир (пĕр çын тăхăнаканни); обновить гардероб тумтире çĕнет, çĕнĕ тум туян

повторить

глаг. сов.
1. тепре ту, тепре кала; повторить фразу за учителем пуплеве вĕрентекен хыççăн кала
2. аса ил, ăсра çĕнет (вĕреннине); повторить правила правилăсене аса ил

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

улучшать

что несов., улучшить, -шу сов. лайăхлат, аванлат, тӳрлет, сипле, çĕнет, çăмăллат.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

варьировать

несов. что улăштар, çĕнет, тепĕр тĕрлĕ ту, вариантла.

возобновить

сов. что 1. çĕнĕрен пуçла, тытăн; возобновить работу каллех ĕçе тытăн; 2. (привести в прежний вид) çĕнет.

возродить

сов. кого-что çĕнет, çĕнĕрен çĕкле.

восстановить

сов. 1. что (привести в прежний вид) юсаса çĕнет, юсаса ларт, ура çине тăрат, çирĕплет; восстановить разрушенное войной хозяйство вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăрат; восстановить здоровье сывлăха çирĕплет; 2. что (воспроизвести) аса ил, çĕнет, куç умне тăрат; восстановить надпись çырăва çĕнет; 3. кого в чём (вернуть в прежнее положение) тавăр, тавăрса пар; восстановить в правах прависене тавăр; 4. кого, против кого-чего хирĕçтер, хирĕç тăрат, хĕтĕрт; восстановить против себя грубостью тӳрккесленсе хăвна хирĕç тăрат.

модернизировать

сов. и несов. что çĕнет, модернизациле; модернизировать оборудование оборудование çĕнет.

обжить

сов. что, разг. хăтла, пурăнма явăç, пурăнма хăнăх, çĕнет.

обновить

сов. 1. что (заменить новым) çĕнет; обновить репертуар репертуара çĕнет; 2. (восстановить) юса, çĕнет (çурта); З. перен. (сделать иным, возродить) çĕнет; обновить знания пĕлӳсене çĕнет; 4. разг. (впервые употребить) тăхăнма тытăн (е пуçла), тыткалама пуçла.

освежить

сов. 1. что уçăлтар, тасат; освежить воздух сывлăша тасат; 2. кого (восстановить силы) хал (е вăй) кĕрт, чĕрт; купание освежило его шыва кĕни ăна вăй кĕртрĕ; 3. что (обновить) çĕнет, çутат; освежить костюм тумтире çĕнет; освежить краски в картине картина сăрне çĕнет; 4. что (восстановить в памяти) аса ил (е килтер).

паспорт

м. в разн. знач. паспорт; сменить паспорт паспорт çĕнет; паспорт телевизора телевизор паспорчĕ; паспорт автомобиля автомобиль паспорчĕ; заграничный паспорт урăх çĕршыва каймалли паспорт.

перековать

сов. 1. кого-что (заново) çĕнĕрен таканла; 2. кого-что (всех, многих) таканласа тух (е пĕтер); 3. что (переделать ковкой) ту, туптаса ту; перекуём мечи на орала хĕçсенчен акапуç шăратар; 4. кого-что, перен. (изменить, перевоспитать) тĕпрен улăштар, çĕнет.

переоборудовать

сов. и несов. что оборудование çĕнет; урăхла (е çĕнĕлле) йĕркеле.

подновить

сов. что çĕнет, юса; подновить костюм костюм çĕнет.

подстилка

ж. 1. (то, что подостлано) айне сарни; подстилка под голову пуçелĕк; 2. (для скота) айсарăм, ай; менять корове подстилку ĕне айне çĕнет.

преобразовать

сов. что. 1. улăштар, çĕнет, урăхлат, урăх ⸗лă [⸗лĕ] ту; преобразовать коренным образом тĕпрен улăштар; 2. физ., мат. улăштар, ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен], ту; преобразовать переменный ток в постоянный улшăнакан токран улшăнман ток ту.

растравить

сов. 1. что (вызвать воспаление) араслантарса яр, çĕнĕрен пăс; растравить рану сурана араслантарса яр; 2. кого-что, перен. çĕнет, çĕнетсе яр; 3. что, прост. (раздразнить) йĕкĕлте.

реконструировать

сов. и несов. что реконструкциле, çĕнĕлле йĕркеле, тĕпренех улăштар, урăхлатса çĕнет.

реставрировать

сов. и несов. что реставрациле, реставраци ту, юсаса çĕнет.

старина

ж. 1. (прежние времена) аваллăх, авалхи вăхăт; 2. разг. (старый человек) ватă çын; ◇ по старине авалхи налапа; тряхнуть стариной яш чухнехине аса ил, яшлăха çĕнет.

удобрить

сов. что çĕнет, çемçет, им-çамла, тислĕклĕ.

усовершенствовать

сов. что лайăхлат, аванлат, çĕнет, ӳстер (пĕлĕве).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

парк

1. парк (канмалли вăрман); городской парк хула паркĕ; национальный парк наци паркĕ (çут çанталăка сыхласа упрамалли анлă хутлăх) 2. парк (предприяти); троллейбусный парк троллейбус паркĕ 3. парк (машинăсен йышĕ); обновить парк станков станоксен паркне çĕнет

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çĕнет

яңартырга

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çĕнĕ

«новый»; çĕнет «обновлять»; çĕнел «обновляться», «становиться новым»; КБ йаңы, чаг. йанг, якут. саца, уйг. йеңи, тур. йена, узб. янги, башк. яңы, тат. яңа, ног. янъы, казах» жаңа, кирг. жаңы, к. калп. жанга, карач. джангы, ойр. дьаңы, тув. чаа < чана, хак. наа «новый», «свежий», ср. монг., бур.-монг. шинэ, калм. шин «новый».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

чĕкет

çĕнет. Ĕшентернĕ майпа чĕкетсе (çĕнетсе) пымасан тырă начар пула пуçлать [О земледелии 1909:13].

Çавăн пекех пăхăр:

çĕнĕччен çĕне çĕнел çĕнеле « çĕнет » çĕнеттер çĕнетӳ çĕнетӳçĕ çĕнир Çĕнни

çĕнет
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150