Шырав: Хăвăл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

каверна

мед.
каверна (ӳт хăрнипе пулнă хăвăл)
сулахай ӳпкери каверна — каверна в левом легком

катакомба

катакомба (çĕр айĕнчи хăвăл)

кирпĕч

кирпичный
вĕрине тӳсĕмлĕ кирпĕч — жароупорный кирпич
силикат кирпĕч — силикатный кирпич
шурă кирпĕч — силикатный кирпич
çур кирпĕч — кирпич-половняк
хăвăл кирпĕч  —пустотелый кирпич
чĕрĕ кирпĕч — необожженный кирпич, кирпич-сырец
кирпĕч савăчĕ — кирпичный завод
кирпĕч производстви — кирпичное производство
кирпĕч сарайĕ — сарай для сушки кирпича
кирпĕч урай — кирпичный пол
кирпĕч тĕслĕ — кирпичного цвета
кирпĕч калăпла — формовать кирпич
кирпĕч купала — вести кладку
кирпĕч хĕртни — обжиг кирпича
кирпĕче ытлашши хĕртсе яр — пережечь кирпич

поршень

поршневой
ĕçлекен поршень — рабочий поршень
насус поршенĕ — поршень насоса
клапанлă поршень — клапанный поршень
хăвăл поршень — пустотелый поршень
поршень ункисем — поршневые кольца

резонанс

2. физ.
резонанс (хăвăл япалара сасă вăйланни)

сухан

луковый
аса сухан — лук с семенами, лук-семенник
вăрă суханĕ — лук-сеянец
пуçлă сухан — репчатый лук
симĕс сухан — зеленый лук
уй суханĕ — дикий лук
хир суханĕ — дикий лук
хăвăл сухан — стрельчатый лук
сухан пуçĕ — луковица
сухан çеçки — перья лука
икĕ пуç сухан — две луковицы
сухан чĕр — рвать зеленый лук

туна

1.
стебель, черешок, ствол
хăвăл туна — полый стебель, ствол
кăмпа туни — ножка гриба
купăста туни — капустная кочерыжка
çулçă туни — черешок листа
туна çинчех пиç — созревать на корню (букв. на стебле)

хăвăл

1.
дупло

хăвăл

дуплистый
çăка хăвăлĕ — дупло липы
хăвăл йывăç — дуплистое дерево
Сарă хырăн варри хăвăл. (Улăм). — загадка У ядреной сосны нутро дуплистое.(Солома).
Ватă хурама хăвăл пулать. — посл. Старый вяз бывает дуплистым.

хăвăл

2.
дупло (зуба)

хăвăл

дуплистый, с дуплом
хăвăл шăл — зуб с дуплом

хăвăл

3.
борть

хăвăл

бортевой
хăвăл хурчĕ — бортевой рой, бортевые пчелы
хăвăл хурт пылĕ — дикий мед
Кашни хăвăлтах пыл пулмасть. — посл. Не в каждой борти мед бывает. (соотв. Не все коту масленица).

хăвăл

4.
полость

хăвăл

полый
сăмса хăвăлĕ — полость носа
хăвăл пăрăх — полая труба

хăвăл

5.
пустота

хăвăл

пустой, пустотелый
шар хăвăлă — пустота (внутри) шара
çĕр хăвăлĕ — пещера
хăвăл кирпĕч — пустотелый кирпич

хурама

вязовый
лапсăркка хурама — развесистый вяз
хурама пушăчĕ — вязовое лыко
хурама пĕкĕ — дуга из вяза
Ватă хурама хăвăл пулать. — погов. Старый вяз бывает с дуплом.

янкар

2.
гниль, прель, труха (древесная)
гнилушка
разг.
хăвăл юман варринчен сап-сарă янкар тухрĕ — из дуплистого дуба посыпалась желтая труха

хăвăл


хăвăл пуç — глупец (букв. пустая голова)
хăвăл сухан — зеленый лук, лук-порей

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явалантар

явалантар, побуд. ф. от пред. гл. [явалан]
- К.-Кушки. Мĕншĕн пăхса пымастăн? Тилкепĕне урапаран явалантарнине сисместĕн-им?
- Ишек. Хĕрне явалантарса (йăвалантарса?) антарчĕç.
- Янтик. Мĕтри! Каната тата пăртик явалантарас хăвăл çумне, вара арман çуначĕсем çиле хирĕçех пулаççĕ. ~~Митрий! Канат надо навернуть немного на дупло; тогда махи ветрянки окажутся как раз против ветра.

Суккăр вĕлтĕрен

(-дэ̆-), назв. раст., bonurus (не жжет). Ст. Чек. N. Суккăр вĕлтĕрен — глухая крапива (розовые цветы). СТИК., Рак., Кайсар. № 99. Суккăр вĕлтĕрен, глухая крапива. Тюрл. Пахчара ӳсет, вĕлтĕрен тĕслех, пысăк, ăшĕ хăвăл.

хăвăл сухан

стрельчатый лук. Собр. Арăк мар, çарăк мар, çулçи ешĕл — милкĕ мар. (Хăвăл сухан).

Сăр-вăрман

Сăр вăрманĕ, сурские леса. N. Сăр-вăрманта сенĕклĕх çук. (Вăл та пулин лаша хӳри). Юрк. † Сăр-вăрмансем касрăм, çул хыврăм Самар шывĕсене курасшăн. Ст. Шаймурз. Çавăнта Сăр-вăрманта пĕр ăвăс пур, вăл ăвăс хăвăл, унăн ăшĕнче виçĕ хĕр калаçаççĕ.

Çурçан

назв. сказочного существа. Качал. Йăван киле тавăрнчĕ, тит, хĕр патне, çăмартине çĕмĕрме астуман, тит те, çурçан виллиман, тит, кĕтех. Çăмартана çĕмĕрсен Çурçан вилнĕ, тет те, шыва кайса ячĕ Йăван. Ib. Ман чун унта мар, ман чун çанта, сĕт-кӳлĕре. Сĕт-кӳлĕ варинче хăвăл çăка, хăвăл çăка варинче ылтăм шăртлă сысна, ылтăм шăртлă сысна варинче кăвакал, кăвакал варинче çăмарта, çав çăмарта ман чун. Çурçан тухса кар сиккелесе. Ib. Пĕр çур çын сиксе тухрĕ (выскочил), Çурçăн ятлăскер; пĕре сиксе пилĕк чалăш сикет, тет. Ib. Çĕлен калать: ан кай, калех вĕлерет сана Çурçан. Ib. Сысна калать: ман Çурçан çук, ăна пĕр пуç кукурус çитарас та, тепĕр курка шыв ĕçтерес, сана пĕре тытса çавăрса çапса чунна илес.

çĕлен çăмарти

змеиное яйцо. Сред. Юм. Çĕлен çăмарти — çырма хĕррисĕнче çакăнса тăракан çерçи çăмарти пик шурă хăвăл çăмарта. || Нечто в роде спиральной раковины на дереве. Ст. Чек. Кипек. Çĕлен çăмарти, пустая раковина на дереве. || Назв. ягод. СТИК. Çĕлен çăмарти, особая продолговатая (овальная) гладкая ягодка, бледнокрасноватого цвета; растет в глуши леса, в тени.

тӳпеке

то же, что тӳпек? Собр. Тӳп тӳпеке, тӳпеке, хĕрисенче тӳпеке, варинче хăвăл.

тăршши

длина. См. тăрăшшĕ. Юрк. Шывсем юхаççĕ вĕсенĕн тăршшине, ан пăрахăр, тăван, ĕмĕр тăршшине. N. † Пирĕн урам тăршшине хăмаран кĕпер сармĕç-ха. (Солд. п.). Якейк. Сысна пирн аная тăршшипех çĕмĕрсе тохнă (во всю длину). Ib. Çол тăршшипа (за всю дорогу) мана вăл пĕр сăмах та чĕнмерĕ. || Окрестность. Юрк. Туйра, туйра, туйра юмансем тавра, Туçа тăршшинче, хăвăл-хăвăл юмансем, Хăвăл-çырма вĕçĕнче хĕрлĕ питлĕ хĕрсем. || Продольные нити при тканье. Шибач. См. ораççи. || В течение. Юрк. † Савни аса килсессĕн, çĕр тăршшинче салам яр.

ханк

(хаҥк), подр. звуку, который получается при ударе бревна с пустой сердцевиной. Сред. Юм. Хăвăл юмана пысăк патакпа çапсан, ханк! тăвать. Ib. Тип пĕрене пуçĕнчен йывăç токмакпа çапсан, ханк! тунă сас илтĕнет. || Подр. визгу собаки. См. ханклат.

хувăл

то же, что хăвăл. Ядр. Арпус хувăл, тет.

хул

то же, что хăвăл. -Ç. Олг. Торă шойттана калат: тастан та сана топатăп, тет, пӳрте кĕрсен те, этем айне кĕрсен те, йоман хулне кĕрсен те, шуа кĕрсен те топатăп, тет, сана çапса вĕлеретĕпех, тет.

хул сохан

лук сенница. Шарбаш. Хул сохан = хăвăл сухан.

Хул çырма

то же, что Хăвăл çырма, назв. д. Кушелга (Яльчиковск. р.).

хурт курăкĕ

назв. растения, котовник (Nереtа саtаriа). Нюш-к. Хурт курăкĕ, пустырник (Leonurus cardiaca). Эту траву у нас кладут в раны скоту. Ib. Выльăх урисем е каçанĕсем хуртлансан, хурт курăкĕ сапса тӳрлетеççĕ. Ib. Выльăхăн мĕн те пуса хуртлансан, хурт курăкне типĕтсе, тĕвсе хуртланнă вырăна тултарса яраççĕ. Вара суранти хуртсем пурте анраса вилсе пĕтеççĕ. Хурт курăк туни тăваткăл, ăшĕ хăвăл. Тунипе çăвăлчисем çинче чикекен тĕксем пур. Хăй вăл куçлă кутан пекех. Анчах унăн чечеккисем сарă мар. Хурамал. Выльăх хуртлансан хурт курăкне çăнăх пек вĕтетсе сапаççĕ. N. Хурт курăкĕ = хурт тăкан курăк.

хăйпăн

отрываться, отлепляться. N. Ĕнерхи вăйлă çилпе пӳрт çине витнĕ хĕçтимĕр хăйпăнса тепĕр енчи пӳрт чӳречине кайса тиврĕ. Вчера ветром оторвало железный лист с крыши, и он слетел вниз и разбил в одном доме окно. Яргуньк. Çисан халь улмуççи хăйпăнса ӳкрĕ, тет, Иван пуçĕ тăринчен. Хăр. Паль. 34. Хăвăл айкки хăйпăннă. Кан. Малти çтенисем хăйпăнса укнĕ. Хурамал. Хăйпăнса тухнă = çурăлса тухнă. Ib. Йăвăçа çурнă чух пĕр айăккинчен кассан тепĕр енне çурăлса тухсан, хăйпăнса тухрĕ, теççĕ.

хăвăл

(хы̆вы̆л), дупло. Букв. Сăпса хăвăла пыл тунă. А.-п. й. 17. Çакă çăка хăвăлне пыл хурчĕсем йăва çавăрнă та, пылне кăларса илме ниепле те меслет тупаймастăп,— тет упи. Ib. 17. Кусем хăвăл çăкана иккĕн ыталаса тытрĕç те, енчен енне лăкама тытăнчĕç. Ib. 17. Çăмламас улапа ула йытă хăвăлти пыла кăларса çирĕç те, пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Ib. 42. Тилли, ниçта кайса кĕреймен енне, йăкăлт сиксе кĕчĕ пĕр юман хăвăлне. N. Эпĕ çав çăка хăвăлĕнче мĕнле тухас тесе шухăшласа ларатăп. N. Хăвăл, юпа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç (çил арман тавраш). N. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ е вăрăмлатаççĕ. Канат наматывают (навивают) на дупло и таким образом укорачивают, или же сматывают и таким образом удлиняют. || Тюрл. Уша йопи хăвăлĕ (туда кладут мелкие вещи). || Шарбаш. Хăвăл, на шăпила. || Шурăм-п. Тĕлĕкре хăвăл çăкăр курсан, хуйăх кĕт.

хăвăл сухан

хăвăл сохан, лук-сенница, стрельчатый лук. Якейк. Хăвăл сохан вăл пусăк тĕмĕсемпе çитĕнет, хăш чох пĕр тĕмми ача калпак пушшĕ полать. Вăл вăрăран шăтать, çав вăрăран акнă хăвăл сохан виç çолтан арасланса каять те, она вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн орăх çĕре куçарса лартаççĕ. Сред. Юм. Хăвăл сухан, кĕркунне лартса хăваракан сухан.

кӳмплет

издавать звук кӳмп. Уçирма. Хăвăл йăваç ӳксен, кӳмплетет.

тĕрмеш

возиться. Орау. Ун чухне вăрманпа тĕрмешсех тĕнке тухрĕ, урăх ним ĕç те тăвимарăмăр. Сам. 22. Çĕре урлă та пирлĕ сухаласа тĕрмешет. А.-п. й. 17. Кайсан-кайсан, ула йытă уçланкăна тухрĕ те, пĕр хăвăл çăка кутĕнче çăмламас упа тĕрмешсе тăшне курах кайрĕ. || Бороться. || Шибач. Тĕрмеш — вăрçни.

шакăртма

трещотка. Шурут-Нурăс. Янтик. Шакăртмапалан хуралçăсем çĕрле шакăртаттараççĕ. N. Шакăртма = хурал чукмарĕ. Изамб. Т. Шакăртма, трещотка и колотушка у караульщиков. || Побрякушка. Янтик. Шакăртма тесе пĕчик ачасене выльяма исе паракан япаласене калаççĕ. Ăшĕ хăвăл, унта мĕн те пуса яраççĕ, вара у сулласан шакăртатать. У йăвăç та, шуç та пулать. || Назв. женск. узора. Шурут-Нурăс.

шывăшлăх

край крыши. Тайба-Т. Шывăшлăх тăрăх шыв юхат, алă çума юрамаст. Н. Изамб. Шывăшлăх тăрăх шыв анать, ешке пĕçерме юрамасть. СПВВ. ИА. Чĕренче çиллĕ пӳрт çине шывăшлăх хураççĕ. СПВВ. ЕХ. Пӳрт çине витнĕ чухне пӳрт хĕрне хăвăл пĕрене хураççĕ, çавна шывăшлăх теççĕ. Ст. Чек. Хуралтă тăрринче хĕрринчи каштана шывăшлăх кашти теççĕ. СПВВ. ЕХ. Пӳрт çине урлă пысăк йывăç хураççĕ, çавна шывăшлăх теççĕ. Толст. 121. Унтан вăл шапасене пăхăр çекĕлсемпе çурт витти çумне, тимĕр шывăшлăх айне çака-çака хунă (подвесил их медными крючками к крыше под железный желоб).

шит

расстоянне между концами вытянутых большого и указательного пальцев, считавшееся равным 1/4 аршина; пядь, пядень. Букв. 1900. Аршăнра тăватă шит. Ib. Ăçта кайсан та аршăнра тăватă шит. N. Анкарти курăкĕ тăватă шит ытла пулчĕ. N. Сăр вăрманĕн тăршшине шитпе-шитпе виçмеççĕ; пирĕн колхоз тыррине ывăçпала виçмеççĕ. Изамб. Т. Юр ирĕлсе пĕтсен, çĕр шите яхăн ăшăнсан, акана тухатчĕç. Кан. Хăш-пĕрисем ăна (купăстана) икĕ шитренех лартаççĕ, тата хушшине хăярсем акаççĕ. Çутт. 144. Йăран çине пĕр шитрен лартса тухнă. N. Алăка пĕр шит уçаççĕ (растворяют ва четверть аршина). Скотолеч. 6. Пĕр шит çурăллă хăвăл патак (в 1/2 четверти длиною).

шулап

застреха. N. Шулап, желоб, коим прикрывается крыша драниц. ЩС. Шулап, желоб на коньке крыши. СПВВ. ЕС. Шулап — çурт çумне улăм тăма тунă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Шулап — пӳрт тăрне шыв каймантан, хăвăл япалана чавса, хуплаштарса хураççĕ. Сред. Юм. Шôлап тесе чĕренче витнĕ хôралтăн чăн тĕрне хоракан такана пик чавса тунă пĕренене калаççĕ. Ст. Чек. Шулапа кĕрешрен варрине ырса кăларса тунă. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Б. Олг. Тӳпе шолап вырăнне хăма çапас. Тӳпе шолап çине хораччĕ сысна çил çĕмĕресрен, иккĕ ик енне хĕрри шолап хораччĕ (ку еккине пĕрре, леш еккине тепре). Образцы 81. Тĕренче витнĕ пӳрт çине шулап витсе кĕтĕмĕр. ЧП. Лапка-лапка юр çавать, шулап пуçне шуратать. Сала 182. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх чупкалать. Ядр. Кăлтăрик-кăлтăрик кăвакарçин, шулап тăрăх кускалать; шулап вĕçне çитсессĕн, ик çунатне шарт çапать. Такмак. Вăл (кăркка) виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатне çапса вĕçсе çӳренĕ. Тораево. Карчăк çывăрса карĕ, тет, пӳрт шулаппи хытă чĕтĕренет, тет (от храпа). || СПВВ. КМ. Шулап, тес. || С горбинкой? Альш. Сăмса чăвашăн лапка, сайра кăна пулат шулап сăмсаллă çын. || В переносном смысле. СТИК. Çăмăлкка çынна, ăс кĕрсе çитмен çынна: кун шулапĕ витĕнеймен иккен-ха, теççĕ. Е çав çын умĕнчех ăна каламан пек пулса: аслăксене хуратул улăмĕпе витнĕ, теççĕ. Ухмахрах çын ку сăмаха хăйне каланине сисеймест, тек илĕртнĕ хыççăн каят. || N. Шулап, затылок косы, в других говорах — тăрши, çава тăрши. Якейк. Шулап, обух косы.

шуç

стог. Шарбаш. Чув. Сормы. Шуç — хăвăл капан.

шăма кĕпçи

назв. травы из семейства зонтичных (дудник или дягиль). Ст. Чек., Н.-Якушк., Б.-Аккоз. ЩС. Шăма кĕпçи, растение, листья походят на листья моркови. Тюрл. Шăма кĕпçи – съедобная трава, аври хăвăл, çулчи упа кĕпçенни пек, анчах вĕтĕ, приятна запахом. Сред. Юм. Шăма кĕпçи вăл – вăрмансенче алă туни пик парка ӳсекен кĕпçеллĕ чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ саркаланса ларакан курăк. Рак. Шăма кĕпçи вăрманта ӳсет; кĕпçине çиеççĕ. Образцы 17. Шăма кĕпçи шăтать-çке, курăк айне путать-çке. Кĕвĕсем. Шыв хĕрринчи шăма кĕпçи тăват сыпăка çитнĕ ĕнтĕ. Пазух. 57. Атăл леш айккинче шăма кĕпçи, ăна касса татакан çынсем çук. В. Буян. Атăл леш айккинче шăма кĕпçи, каçса татаканĕ пĕри çук. С. Тим. Атăлăн леш енче шăма кĕпçи, каçса татакан никам та çук. С. Дув. Атăлăн хĕрринче шăма кĕпçи, çулçи сарăлинччĕ шыв çине.

шăршлă кĕпçе

назв. раст., дудник, дягиль. См. пантă кĕпçи. Н. Якушк., Хурамал. Шăршлă кĕпçе, ăна çияççĕ. Рак., Кайсар. № 139. Шăршлă кĕпçе вăрманта ӳсет, кĕпçине çиеççĕ. Ст. Чек. Шăршлă кĕпçе — шăршланкка. Янгорч. Шăршлă кĕпçе — шăршлакка. Сред. Юм. Шăршлă кĕпçе — анкартисенче, вăрманта пулакан чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ, вăрăм пӳрне пысăкăш кĕпçеллĕ шăршлă курăк. Кĕпçин ăшĕ хăвăл пулать. Султангул. Шăршлă кĕпçен шăрши пĕтĕм аслă улăха сарăлнă. Ст. Дув. Шăршлă кĕпçе татнă чухне пилеш тăри пулайрĕ.

пакарта

(пагарда), то же, что пакарт. Изамб. Т. Ăш-чиккине пакарта теççĕ. Сред. Юм. Çерçи чĕппи ôра айне кĕнĕ те, пакарти тохса ӳкнĕ (выпали внутренности). Ib. Пакарти тохас пик тапаланать. Очень старается что-нибудь поднять («из кожи лезет»). Ib. Пакарти тôхас пик çôхрать (орет благим матом; ребенок лет до 4-х). Чертаг., Якейк. Пакарта чăхă ăшĕнче, особый орган, ясмăк пĕрчи майлă, варринче хăвăл. ЧС. Чӳклеме хурне ытти хурсем пек вакламаççĕ. Унăн пуç-урисене хăй çумнех яраççĕ; пырши-пакартине те хăй ăшнех хураççĕ. Хурамал. Хур пакарти кăвак пулать, сехет пек. Альш. Пĕр кушак кайăкăн икĕ пакарта. (Пăри). Собр. Пĕр шăшийĕн тăхăр пакарта. (Кăмакана çăкăр хывни). Шибач. Чăх пакарти (карман чассы пек). Орау. Чăх пакарти, хур пакарти; тата урăх кйлте пурăнакан вĕçен-кайăксен те пакарта пулать. Якейк. Ку чĕппĕн пакарти тохнă (ăшĕ тохнă). Ib. Сан паян пакарта хĕрнĕ, лайăх калаçан (выпил). Ib. Кон паян пакарти хĕрнĕ полмалла, пит аван калаçать (подвыпил). Ib. Сан пакарта хĕрнĕç, онпа итла лайăх калаçан || В перен. зн. — внутренность предмета, в частности мякоть на конце пальца. Орау. Алса пурнески пакарти (клинышек, напалка). Ib. Алсана пакарта ларттармалла (треугольный клинышек со стороны мякоти пальца).

пакăртат

булькать; киснуть; шумно испускать газы. Сред. Юм. Хăвăл патак тăрăх шыв айне сывлăш ярсан, çав сывлăш шывран пакăртатса тохать. КС. Шывран хăмпăлчăксам пакăртатса тухаççĕ. Изаб. Т. Çырма хĕрри, путлăх, пакăртатса тăрат (тут выступает вода, портится, гниет, выделяются газы, зарождаются насекомые и пр.). || Урчать (в животе). Изамб. Т. Хырăм пакăртатат (урчит, отрывисто). Сборн. по мед. Унăн хырăмĕ пакăртата пуçлать (у ребенка, от излишнего кормления грудью). Ст. Чек. Ăшĕ пакăртатат (урчит).

пултран

борщовник. Т. Николаев. Вомбу-к. Полтран. Сред. Юм. Пултран — вăрманта, анкартисĕнче пулакан, хăвăл кĕпçеллĕ курăк, тунисĕм çинче çӳлçисĕм мăшăрлăн: пĕри пĕр енче, тепри тепĕр енче, вĕçĕнче анчах хăрахăн çӳлĕçлĕ.

пăркăç

(пŏргŏс’), i. q. хӳре параппанĕ. Шевле. «Пăркăç» имеет такое же устройство [как и хăвăл], но только он помещается на самом хвосте. Один конец веревки пăркăç тоже привязан к столбу. Короче говоря, веревка хвоста, снабженного пăркăç, при поворачивании наматывается на находящийся на хвосте пăркăç, а веревка хвоста, поворачиваемого при помощи дупла, наматывается на надетое на столб дупло». V. хăвăл. || I. q. alias праппан, lignum versatile teres in extremo gubernaculo (xӳpe) ad perpendiculum collocatum, quo tecti circumactio expeditur. Шпиль. Шевле. Пăркăç та çавăн пекех, анчах вăл йопа çинче мар, хӳре çинчех. Пăркăçĕнне те вĕренне пĕр вĕçне йопаран кăкарнă. Кĕскерех каласан, пăркăçлă хӳрен вĕренĕ хӳрене пăрнă чох, хӳре çинчи пăркăç çине авранать, хăвăлпа çавăрнакан хӳрен вĕренĕ — йопа çинчи хăвăл çине авранать. Так же [как хăвăл, устроен] и шпиль, только он не на столбе, а прямо на руле. Веревка шпиля тоже привязана одним концом к столбу. Короче говоря, веревка руля, снабженного шпилем (еine Spille), навивается при повертывании руля на имеющийся на нем шпиль, а веревка руля, вращаемого при помощи дупла, навивается на надетое на столб дупло.

хăвăл

(хы̆вы̆л), i. q. ворот хăвăлĕ. Шевле. Йопа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç. Арман тăррине çавăрмалла чох çак хăвăла çавăрса хӳрене кăкарнă каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или вăрăмлатаççĕ. Пăркăç та çавăн пекех, анчах вăл йопа çинче мар, хӳре çинчех. Пăркăçĕнне те вĕренне пĕр вĕçне йопаран кăкарнă. Кĕскерех каласан, пăркăçлă хӳрен вĕренĕ хӳрене пăрнă чух, хӳре çинчи пăркăç çине авранать, хăвăлпа çавăрнакан хӳрен вĕренĕ — йопа çинчи хăвăл çине авранать. Дупло — дуплистое дерево, надетое на столб. Когда надо повернуть шатер, то, поворачивая дупло и таким образом наматывая на него канат, привязанный к хвосту мельницы, укорачивают канат или (разматывая) удлиняют его. (Перевод конца этого текста см. в пăркăç).

путаркăç

(пударгы̆с'), грузилка, вилки рыбаков для погружения и направления шестов с веревкой невода при подледной рыбной ловле; особый шест у рыбаков с воронкообразной посадкой в конце, употребляемый для пугания в воде рыбы (ботало). Альш. Тетелĕ карсан, пулла путаркăçпа хăратаççĕ, вăл вăрăм авăрлă, вĕçне хăвăл тăваççĕ. Шыв çинче ханкăрт-ханкăрт тăват. Ib. Алла путаркăç тытса, путаркăçпа шыва шампăр-шампăр тутарса, пулăсене курăк айĕнчен тетелĕ патнелле хăваласа пыраççĕ. Ib. Путаркăçа ăна вăрăм çинçерех шертерен тунă. Шерте вĕçĕнче йываçранах варункка евĕрлĕрех туса тăхăнтарса лартнă. Вăл варункка пекки пĕр икĕ шите яхăн пур. Ăна, çурăлса каясран, икĕ вĕçĕнчен те тимĕр кăшăл çаптараççĕ. Çав путаркăçа шыва чикеççĕ те, вăл, хăвăлскер, панкăрт! туса путат: таçта илтĕнет унăн сасси; шыв тĕпĕнчи пулăсене хăратат, тет, вăл çапла. Сред. Юм. Шыв çинче потман япалана потаркăç хорса потараççĕ.

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

авăрлă

(авы̆рлы̆), manubriatus, ansatus, снабженный череном или ручкою. ЧП. Авăрла курка, vas lignemn ansatum, quo Tschuvaschi in conviviis ad cerevisiam bibendam utuntur, деревянный ковшик с длинною ручкой, которым пьют пиво. Авăрлă алтăр, trulla, longo manubrio instructa, ковш с длинною ручкою (Урмай). О нем загадка. Собран. 227. Пĕр авăрлă, пĕр кутлă, варри хăвăл. (Аварлă алтăр). С одною ручкою, е одним задком, с дуплом. (Загадка об авăрлă алтăр.) СТИК. Авăрлă кулаç, panicelli varia figura, „маленыше булочки разной формы“. Авăрлă кулач (к̚улач, КС), авăрлă колач (Якей), panis siligineus ansatus, московский калач (пшеничный сгибень с дужкою). — Trans. Pugnus, кулак. Ст. Чек. Авăрлă кулачă çитернĕ халь ăна. Pugnis oneratus est. Он отведал кулаков. Икково. Эп сана авăрлă кулаç çитерĕп. Я тебя угощу кулаками.

авра

(авра), involvere, volvendo tegere, завертывать (во что). Аттик. Çăмарта илекенсем пĕр çăмартине те ватса çимерĕç, пурте киле исе кайса: выльăх-чĕрĕлĕх çак çăмарта пек тута пулччăр, тесе картана юпа тăрне: çын ан тупайтăр, тесе тутăрпа авраса хучĕç. Те, которые взяли яйца, не съели ни одного яйца: все они унесли их домой и положили их, завернув в платок, на столб в хлеве, где их никто не мог бы найти. Цель этого была та, чтобы их домашний скот был таким же сытым, как это положенное на столб яйцо. Hinc derivatum est aepan, se circumvolvere alicui rei, навиваться quod adhuc nusquam inveni, et аврантар (аврандар), circumvolverealicui rei, навивать. Шевле. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или (i. q. е) вăрăмлатаççĕ. Канат наматывагот (навивают) на дупло, и таким образом укорачивают, или же сматывают, и таким образом удлиняют.

каркăч

каркăчă (каргы̆џ̌ы̆), развилина. В. Ив. Улăмăн варри хăвăл. Хăш-хăш тĕлте анчах унăн варринче каркăчăсем пур. МПП. Каркăчă — деревянная развилина, на которой в старое время натягивали для сушки шкурки зверей. Шкура не разрезывалась вдоль, ее подрезывали вокруг шеи и через этот разрез вынимали тушу животного, после чего шкура получалась трубкой.

киремет ту

делать приношения киремети. А. Кедрова. Çав мăклă шур (около с. М.-Яльчиков, М.-Яльчик. р.) патĕнче пĕр типсе, хăрса кайнă хурама йывăççи пур; ун ăшĕ хăвăл, çавăн ăшне, киремет туса, укçасем, пусма çура-çура пăрахаççĕ. Собр. Киремет тăвакан çынсен, киремет тăвас вăхăт çитсессĕн, пӳрт кĕтесси сикет, теççĕ. Янюрч. Катари хиремет çырминче халĕ те пĕр çăка ларать; хăй йăванса анас пек; çавăнта киремет тунă укçасем нумай пăрахнă. Чхĕйп. Пĕрмай киремет тунă.

ăрăскала

на счастье. Ала 55°. Ăрăскала хурами хăвăл. На счастье вяз-то оказался с дуплом. Пис. Çул çинче Яккушкин ял çывăхăнчи яла çитиччен тĕттĕм пулчĕ, анчах, ăрăскала, çул çинче мана лашапа пыракан тутарсем хуса çитрĕç те, мана: лар, теççĕ. Когда я подходил к дер. Якушк. уже стемнело; на счастье, меня догнали подводы, на которых ехали татары, и они пригласили меня сесть.

явалантар

понуд. ф. от гл. явалан. К.-Кушки. Мĕншĕн пăхса пымастăн? Тилкепĕне урапаран явалантарнине сисместĕн-им? Ишек. Хĕрне явалантарса (йăвалантарса?) антарчĕç. Янтик. Мĕтри! Каната тата пăртик явалантарас хăвăл çумне, вара арман çуначĕсем çиле хирĕçех пулаççĕ. Митрий! Канат надо навернуть немного на дупло; тогда махи ветрянки окажутся как раз против ветра.

Вырăслан

(лан), личн, имя мужч. Моркар. Вырăслан вăрманта çăка хăвăл (тверд. л) ăшĕнче порăннă.

ыхрути

(ыхрубиы), дикий лук. Н. Карм. и др Ыхрути, тесе, хура пусра ӳсекен сухан майлă курăка калаççĕ. Хăй у сухан пекех юçĕ, анчах çулçисем (сулзизэм) суханăнни пек хăвăл мар, калча (калџ̌а) майлă. Тĕпĕ те пур, анчах сухан пек шултăра мар, вĕтçĕ, мăйăр пек анчах.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

упа кĕпçи

назв. растения, имеющего с вершок тодщины. Ст. Чек. Тимĕрç-к. Упа кĕпçи, раст.; скверно пахнет; ствол толстый; ребята делают из него насосы. Очень крупное зонтичное растение; стебель бывает около вершка в диметре. Пшкрт. Оβа кэ̆ппси пызы̆к, шорда. Мысл. Упа кĕпçи — вех (раст). Чертаг. Упа кĕпçи шăршлă, хăстарса вĕлерет, тет. Рак. Упа кĕпçи (водянкаран) шыв-чирĕнчен аван. Вĕретсе çавăн пăсĕнче лараççĕ. Çинерех тусан, иртет. Рак. Кайсар. № 105. Упа кĕпçи. Ачасем тăн-тан пулсан, вĕретсе шыва кӳртеççĕ. Çав ачана тăн-тан тăвакан чире: ухмах ернĕ, теççĕ. Сред. Юм., Упа-кĕпçи-анкартисенче вĕтĕ чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ, вăрăм туналлă, шурă чечеклĕ пулакан курăк. Ягадки, II. Вар хĕрринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). Альш. Вăрман варринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). СТИК. Упа кĕпçи çаранта, вăйлă курăк хушшинче ӳсет. Унăн варри хăвăл; ачасем унтан нассус (сикалки) тăваççĕ.

упате

опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. . Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.

уше пуççи

«полочка сбоку печки; туда кладут лапти, сушат онучи. Направо от двери в черной избе. Хăвăл.» М. В. Шевле.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бамбук

сущ.муж.
бамбук (кăнтăрти хăвăл туналлă ӳсен-тăран); заросли бамбука чăтлăх бамбук

внутри

1. нареч. (ант. снаружи) шалта, ăшра; внутри всё горит ăшра йăлтах çунать; покрасить бак внутри и снаружи бака шалтан та, тултан та сăрла
2. предлог с род. п. (син. в; ант. вне) ăшĕнче, варринче; -ра (ре); фракции внутри партии партири ушкăнсем; дупло внутри дерева йывăç ăшĕнчи хăвăл

дуплистый

прил.
хăвăл, хăвăллă; дуплистая ветла хăвăллă йăмра

дупло

сущ.сред.; множ. дупла
1. хăвăл; дупло в липе çăка хăвăлĕ; белка спряталась в дупле пакша йывăç хăвăлне кĕрсе пытанчĕ
2. шăтăк; дупло в зубе шăлти шăтăк

кирпич

сущ.муж.
кирпĕч; полый кирпич хăвăл кирпĕч; обжигать кирпич кирпĕч хĕрт

полость

сущ.жен., множ. полости
хăвăл; полость рта çăвар хăвăлĕ; брюшная полость вар хăвăлĕ

полый

прил.
хăвăл, пушă; полый стебель камыша хăмăшăн хăвăл туни

пустой

прил.
1. (ант. полный) пушă, хăвăл; пустое ведро пуш витре
2. (ант. серьёзный) пушă, ниме тăман; пустой разговор ниме тăман пуплешӳ

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гнездо

с. 1. (птичье) йăва (кайăкăн); ласточкино гнездо чĕкеç йăви; 2. (зимовье некоторых животных) шăтăк, йăва, йĕнĕ; гнездо кабанов хир сысни йăви; 3. перен. (местожительствоу домашний очаг) йăва, кил, пурăнакан вырăн; родное гнездо тăван кил; свить (себе) гнездо 1) йăва çавăр (киллĕ-çуртлă, çемьеллĕ пул); 2) перен. (укорениться) вырнаç (чĕрере, пуçра т. ыт. те); 4. тех. шăтăк, вырăн, хăвăл; гнездо для патронов патрон шăтăкĕ; пулемётное гнездо пулемёт йăви; 5. лингв. йăва, тĕп; ◇ осиное гнездо сăпса йăви (усал каварлă çынсен ушкăнĕ çинчен).

дуплистый

прил. хăвăл, хăвăллă; дуплистое дерево хăвăл йывăç.

дупло

с. в разя. знач. хăвăл.

ёрш

м. 1. (рыба) кăртăш; 2. (щётка) щётка (лампа кĕленчисене, хăвăл япаласене тасатма тунă хатĕр); 3. (гвоздь) шăллă тимĕр пăта.

каверна

ж. мед. каверна (чĕрĕ ӳтре чире пула çĕрсе-хăрса пулнă хăвăл).

кирпич

м. кирпĕч; обожжённый кирпич хĕртнĕ кирпĕч; силикатный кирпич шурă кирпĕч, силикат кирпĕч; полый кирпич хăвăл кирпĕч.

пазуха

ж. 1. разг. хĕв; положить за пазуху хĕве чик; 2. анат. хăвăл, хăваллăх; лобные пазухи çамка хăвăлĕсем; ◇ держать камень за пазухой шăл хăйра, усал шухăш тыт; как у Христа за пазухой (жить) пыл та çу (пурăн).

полость

ж. анат. ăш, ăшчикки, хăвăл; полость рта çăвар хăвăлĕ; полость носа сăмса хăвăлĕ.

полый

1. хăвăл, варăш; делать полым кăвăлла, хăвăлласа ту; становиться полым кăвăллан (е варăшлан); 2. (о воде) ейӳ; полая вода ейӳ, ейӳ шывĕ.

пустой

прил. 1. пуша, хухăр; пустое ведро пушă витре; становиться пустым пушан; 2. (полый внутри) хăвăл; пустый шар хăвăл шар; 3. перен. (ограниченныйо человеке) ниме тăман, çăмăлттай, кисепе; 4. перен. (незначительный) пушă, пустуй, ниме тăман, кирлĕ-кирлĕ мар, тĕк-тăмал; пустые слова ниме тăман сăмах; заниматься пустым делом кирлĕ марпа аппалан; вести пустые разговоры талпас çап; 5. в знач. сущ. пустое с. кирлĕ-кирлĕ мар; что ты говоришь пустое? мĕн кирлĕ мара калаçатăн?; ◇ с пустыми руками пуш алăпа; переливать из пустого в порожнее сăмах çукран сăмах ту.

пустота

ж. 1. пушăлăх, хăвăллăх, пушă, хăвăл, пушă (е хăвăл) пулни; пустота шара шар хăвăлĕ; пустота дома пӳрт пушши; 2. перен. (пустое пространство) пушă, пушă пулни, нимĕн те (е никам та) çукки; 3. перен. (отсутствие интересов) нимле шухăш-туйăм та пулманни, пĕр шухăш-туйăмсăр пулни; 4. тех. хăвăл, пушă вырăн; пустота в литье шăраннă япалара юлнă хăвăл.

пустотелый

прил. тех. хăвăл; пустотелый кирпич хăвăл кирпĕч.

раковина

ж. 1. биол. рак (е шапа) хуранĕ, хуртпуççи; 2. (ушная) хăлха çунатти; 3. (для стока воды) раковина (шыв кранĕ айĕнчи); 4. (пустота в отлитом металле) хăвăл, хăвăл вырăн.

свищ

м. 1. спец. (изъян) шăтăк-çурăк, хăвăл, хушăк; 2. мед. шăтан-юхан.

сеянец

м. вăрăран ӳснĕ (е шăтнă) ӳсентăран; лук-сеянец хăвăл сухан.

трубочный

прил. 1. пăрăх ⸗ĕ [⸗и]; трубочный завод пăрăх завочĕ; 2. (состоящий из труб, имеющий форму трубы или трубки) пăрăхла, пăрăх евĕр, хăвăл; 3. (осуществляемый с помощью труб, трубок) пăрăхпа; трубочный полив пăрăхпа шăварни; 4. (для курения из трубки) чĕлĕм ⸗ĕ [⸗и]; трубочный табак чĕлĕм табакĕ.

шахта

ж. 1. шахта (çĕр айĕнче ĕçлекен вырăн); угольная шахта çĕркăмрăк шахти; 2. шахта (хăшпĕр конструкцисенчи вертикаллĕ хăвăл) шахта лифта лифт шахти.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хăвăл

1. «дупло»; çăвар хăвăлĕ «полость рта»; хăвăл сухан «зелёный лук»; КБ кывылык «пустота», коғyc «пустой», Замахш., тефс. XII-XIII вв., узб. кавак «полый», «дупло»; чаг. кăвăк «пустая середина», «дупло»; казах., к. калп. куыс, ног. кувыс, тат. куыш, башк. кыуыш, тур. коғук «дупло», «пустота», «выемка»; кумык. кувуш, полов. ковуш, азерб. коғyш, туркм. говак, тув. коңгул, хак. хоол «пустой», «дупло»; ср. монг. письм. коғоcyн, совр. монг. хонгио(н) «дупло»; хонгил «дупло», «пещера», «углубление в скале»; ср. полов. кув «пустой», «пустотелый»; ср. греч. хανλоϛ «стебель», «ствол»; лат. caulis «ствол».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

бамбук

хăмăш пек хăвăл йывăç. <…> тата унта пĕр тĕрлĕ хăмăш ӳсет; курсан хăмăш темĕн, йывăç тийĕн: ун туни пĕрене пысăккĕш пулать, анчах ăшĕ хăвăл, çавăнпа çăмăл та! Ăна бамбук теççĕ [Хыпар 1906, № 12:185].

Çавăн пекех пăхăр:

хăçта хăçтан хăв хăвăйăн « Хăвăл » Хăвăл Çырма хăвăл сухан Хăвăл-çырма хăвăллă хăвăллăх

Хăвăл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150