Шырав: илпек.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

илпек

изобильный, богатый
плодородный

çĕр илпекĕ — плодородие земли
илпек çĕршыв — изобильный край

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ил

(ил'), неизв. слово. Встреч. в выражении ил пек. СПВВ. МА. Вăт сĕтел мĕн талкĕшиех йĕпенсессĕн, ил пек теççĕ. Если стол и т. п. будет вымочен (мокр) по всей его поверхности, то говорят: ил пек. См. илпек, илпĕк, илпет. И. И. Орлов (Орау). Унăн çĕрĕ ил пек выртать. У него земля много (значение «ил» неизв.).

Илпек

(Ил'бэк), изобилие, спорынья. СПВВ. «Илпек, илпеклĕ пултăр, изобилие, спорынья» (т.-е. abundantia). Срв. Золотн. 12, Начерт. 89. СПВВ. МС. Илпек: ку çаран санăн илпекрех, теççĕ.

илпеклĕ

см. илпек.

илпĕк

то же, что илпек. М. б. ошибочное произношение? Сборн. мол. 153. Эсĕ ырăлăхна хăвăн чурусене пит илпĕк антарса патăн.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

богатый

прил., богато нареч.
1. (син. зажиточный; ант. бедный, неимущий) пуян, пурлăхлă, муллă; богатый человек пуян çын
2. (син. обильный; ант. скудный) тулăх, илпек, ытлă-çитлĕ; богатый урожай илпек тыр-пул; выбор товаров богат тĕрлĕ тавар ытлă-çитлĕ
3. (син. роскошный; ант. убогий) чаплă, хаклă, паха; богатые наряды чаплă тумтир

буйный

прил., буйно нареч.
1. (син. неистовый, буйный; ант. тихий) вăйлă, авăк, асар-писер; буйный ветер авăк çил
2. (син. своенравный, непокорный; ант. смирный) хаяр, кăра, алхасуллă; он ведёт себя буйно вăл алхасса кайнă
3. (син. обильный; ант. скудный) вăйлă, илпек, акăш-макăш; буйные побеги вăйлă хунав

изобилие

сущ.сред. (ант. скудость, нехватка)
илпек, çителĕк, ытлăх, ытлăх-çитлĕх; в этом году изобилие фруктов кăçал улма-çырла ытлă-çитлĕ

изобильный

прил. (ант. скудный, недостаточный)
илпек, пуян, çителĕклĕ, ытлă-çитлĕ; изобильные хлебом поля пуян тыр-пулăллă уй-хир

обильный

прил. (ант. скудный, недостаточный), обильно нареч.
илпек, тулăх, пуян, ытлă-çитлĕ; обильный урожай вăйлă тыр-пул; прошли обильные дожди çумăр ытлă-çитлă çурĕ

плодородный

прил.
пулăхлă, пуян, илпек; плодородная земля пулăхлă çĕр; плодородный край илпек çĕршыв

щедрый

прил.
1. (син. скупой), щедро нареч. юмарт, тарават, ырă кăмăллă; он щедро угостил нас вăл пире тарават хăналарĕ
2. (син. богатый; ант. скудный) илпек, тулăх, пуян, хаклă; щедрый подарок хаклă парне

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

обилие

пурлӑх, тулӑх, мӗн те пулин нумаййи, илпек.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

богатство

с. 1. пуянлăх, мул; богатства природы çутçанталăк пуянлăхĕсем; национальное богатство наци пуянлăхĕ; 2. перен. пуянлăх, илпек, тулăх пулни; богатство красок осени кĕрхи тĕссен пуянлăхĕ.

богатый

прил. 1. пуян, муллă, пурлăхлă; богатый колхоз пуян колхоз; 2. (обильный) тулăх, ытлă-çитлĕ, илпек; богатый урожай вăйлă тырпул; 3. перен. чаплă, илемлĕ, хӳхĕм; богатый голос пит хӳхĕм сасă; чем богаты, тем и рады пур пеккипе сăйлатпăр.

избыток

м. 1. (количество, превышающее потребность) ытлашши (кирлинчен); времени у него избыток вăхăчĕ ун ытлашшипех пур; 2. (обилие, изобилие) тулăх, илпек; с избытком ытлашшипех, ытлăн-çитлĕн.

избыточный

прил. ытлашши, тулăх, илпек.

изобилие

с. илпек, ытлăн-çитлĕн пулни, тулăхлăх, ырăлăх; пехет; изобилие продуктов апат-çимĕç ытлăн-çитлĕн пулни.

изобиловать

несов. кем-чем и без доп. тулăх (е илпек) пул, ытлăн-çитлĕн пул, нумай пул; хăймала, хăймалан; реки изобилуют рыбой шывсем пулăран тулăх; статья изобилует фактами статьяра фактсем нумай.

изобильный

прил. тулăх, илпек, ытлă-çитлĕ, пуян, пехетлĕ.

обилие

с. 1. (большое количество) пит (е шутсăр) нумаййи; обилие рыбы пулă пит нумаййи; 2. (достаток) тулăх, илпек, пуянлăх, ытлă-çитлĕ пулни.

обильный

прил. 1. пит нумай, пит вăйлă; обильный урожай пит вăйлă тырпул; 2. (богатый чем-л.) пуян, тулăх, илпек, ытлă-çитлĕ.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăнран кай

Ăнран (ăнтан) [тăнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. приходить / прийти в изумление.
1. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чунĕ вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Хăшпĕр сывлăхсăртараххисем ĕçленĕ çĕртех тăсăлса ӳксе, ăнран кайса выртнă. М. Данилов-Чалтун. Кислород пĕтсе пыни нумай асап кӳчĕ. Чи малтанах ĕçре ывăннă матроссем тăнран кая пуçларĕç. В. Бурнаевский. 2. Пӳлĕмĕсен шучĕ çук, Алă-кĕсен хакĕ çук, Курсан каятăр ăнран. В. Урташ.

Ăс çитер

Ăс çитер соображать / сообразить что делать; разуметь / уразуметь что.
Тăрăхлама ăс çитереççĕ. Н. Илпек. Малтанах икĕ килне те хурал тăратма ăс çитернĕшĕн хăйне хăй мухтать. Н. Мранькка.

Ăсран яр

Ăсран яр 1. сводить / свести с ума кого, лишать / лишить разума кого; 2. сбивать / сбить с толку кого.
1. Çав укçах... çынна ăсран ярать. Н. Илпек. 2. Анчах мана акă мĕн ăсран ячĕ: пĕлĕт мĕскер-ши вăл, ăна мĕнрен тунă-ши? Хыпар.

Ăш вăркать

Ăш [ăшчик, чĕре] вăркать [вăр-вăр тăвать] на душе неспокойно у кого, в сердце тревога у кого, сердце [душа] болит у кого, чье, сердце ноет [щемит] у кого, чье.
Акă ашшĕ йывăррăн ахлатса сывларĕ: питех те вăркатчĕ пулас унăн ăшĕ. Н. Илпек. Ăш вăрканипе мĕн пулса иртнине Эльгеев хăй те чухлаймарĕ. П. Осипов. Анчах вĕтĕр-шакăр килĕсене салансан, Микула картишне кĕрет те, унăн пĕтĕм ăшчикĕ вăркама тапратать. М. Белов. Чирлĕ çыннăн чĕри ахаль те вăркать, анчах Марьен паян чунĕ чăннипех çуннă. П. Осипов. Хуйхă йывăр пуснăранах чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Чăваш халăх юррисем.

Ăш кӳтет

Ăш [ăшчик, чĕре, чун] кӳтет 1. расстраивается кто; 2. сердце ожесточается у кого, чье.
I. Каярах кăна, ăш кӳтнипе сывлăшне аран леш çавăрсассăн, Кулине ăнланчĕ пĕтĕмпех, хăй макăрса ячĕ чарăнмассăн. П. Хусанкай. Ярилен ăшĕ кӳтсе килет. Хв. Уяр. Ак Чакка тăрать Пахом вырăнне. Çĕклет аллине — каласшăн сăмах, анчах пӳлĕнет ăшчик кӳтнипе. С. Элкер. Люда чунĕ кӳтсе килнипе, ниçта кайса кĕреймесĕр пӳлĕм тăрăх утса çӳрет. Н. Терентьев. Чĕре кӳтсе килнĕ самантра вăл йĕрсе ярасран хăйне аран-аран тытса чарчĕ. И. Григорьев. 2. Шĕшлĕ, тасал кунтан, ăшчик кӳтсе çитнĕ ман... темĕн туса пăрахма пултарăп. Н. Патман. Çичĕ кун та çичĕ каç канăç пĕлмест Талмăрса, Куçĕсем куççуль тăкаç, чĕри кӳтет тарăхса. Г. Краснов. Чунĕ кӳтсе çитнипе вăл сăмахне каласа пĕтермесĕрех хăй вырăнне кайса ларчĕ. М. Илпек.

Ăшша пиç

Ăшша пиç 1. сильно вспотеть, взопреть (от жары, равоты, бега и т. п.); 2. мучиться / измучиться, доводить / довести себя до изнурения.
1. Окопсем чавса ăшша пиçнĕччĕ ĕнтĕ эпир, пурсăмăр та самай ĕшеннĕччĕ. Н. Илпек. 2. Хампа пĕрле кӳтсе те выртнă, Ăшша та пиçнĕ тантăшсем, Ыратнине тӳсме шăл çыртнă Шăллăмсемпе йăмăкăмсем. П. Хусанкай. Колхоз председателĕ кăнтăрла çитеспе тин таврăнчĕ, хăй йăлтах ăшша пиçнĕ. А. Ĕçхĕл.

Вăй ил

Вăй (хăват) ил крепнуть / окрепнуть, набираться / набраться сил.
Вăй илнĕ чăвашăн чĕлхи уçăлать. Хăюллăн пырать вăл ялав патнелле. С. Элкер. Сурăм шывĕ çак ял патне çитнĕ, шыв арманĕн çуначĕсене çавăрмалăх вăй илет. Ю. Скворцов. Çумăрпа вăй илнĕ ыраш калчи пуç тайса хумханчĕ. В. Васильев-Уçăм. Граждан вăрçи хыççăн тăват-пилĕк çултан Совет çĕршывĕ лайăхах аталанса вăй илчĕ. С. Элкер. — Тĕп тăвăр вĕсене [халăх тăшманĕсене]! — ян каять сасă Тухтар сăмахĕпе хăват илсе. Н. Илпек.

Вăраха кай

Вăраха [вăрăма, нумая] кай замедляться / замедлиться, задерживаться / задержаться, затягиваться / затянуться.
Ĕç вăраха кайрĕ пирĕн. Иккĕмĕш позицие хĕвел тухас умĕн çеç туса пĕтертĕмĕр. Н. Илпек. Çумăр вăрăма кайсан, çĕмелсене, тĕмĕсене салатмалла пулать. М. Трубина. Çĕр нумая кайнă, тул çутăласси те инçех мар, Кăтра Михаля çемйинче никам та куç хупман-ха. К. Турхан.

Вăя кĕр

Вăя кĕр крепнуть / окрепнуть, набираться / набраться силы.
Çур вăхăчĕ: юр нăтăртатать, ешĕл папка вăя кĕрет, мăнтăр çĕр сывлăш çавăрать. Н. Илпек. Ун чух çĕршыв тин çеç Вăя кĕретчĕ, вăрçи-харçи иртсессĕн Хăрăнчĕ уй-хир. С. Шавли.

Вырăнтан кăлар

Вырăнтан [ĕçрен] кăлар снимать / снять с работы кого, кого за что, отстранять / отстранить от должности кого за что.
Шыçмак Ваçлейĕ вулăсра пĕр вăхăтра ямшăк чупрĕ. Унтан ăна тиркесе пăрахрĕç, вырăнтан кăларчĕç. Н. Илпек. Ĕнер мана кая юлнăшăн вăрçса пĕтерчĕ, ĕçрен кăларассипе хăратать. А. Артемьев.

Йĕр хыв

Йĕр хыв 1. пробивать [прокладывать, пролагать] / пробить [проложить] себе дорогу [путь]; 2. прокладывать / проложить след куда, к кому-чему.
1. Ватлăхра вĕренни — Хăйăра чĕртерни. Çамрăкла вĕренни — Чул касса йĕр хывни. А. Ĕçхĕл. 2. Паянхи пек хĕн те ылхану чăтса ирттернĕ хыççăн Ильяс тăван килне хăй тĕллĕн йĕр хывас çук, паян кăна мар, ыран та пырса кĕрес çук. Н. Илпек.

Кая юл

Кая юл 1. отставать / отстать; 2. запаздывать / запоздать, опаздывать / опоздать; 3. кая ан юл не уступать / не уступить в чем.
1. Пурте тенĕ пек ку колхоза вĕренме çӳреççĕ. Анчах пурте вĕсем кая юлнисем тени йăнăш пулĕччĕ. Хв. Уяр. — Ак манăн программа, юлташсем: ултă кун хушшинче вунă кунлăх задание тултаратăп, юлашки тăватă кун кая юлнă бригадăсене пулăшатăп. В. Паймен. 2. Кая юлсан, каю шăтать те ят каять. Я. Илпек. Улмуççи, каярах юлса пулин те, çеçкеленет. Юхма М. — Кая юлтăм... Каçар, атте, халĕ те пулин каçар мана, — кăкăрти тытăнчăклă саспа аран каларĕ Микулайĕ. Я. Осипов. 3. Тата пăртак хывах сапса парсан, улăх уттинчен те кая юлмасть. Хыпар.

Кăмăла пусар

Кăмăла пусар утешать / утешить кого; утешаться / утешиться.
Кăмăлне пусарайман карчăк хăналанас вăхăтне татса тепĕр кун ирпе ирех килне таврăнчĕ. Я. Илпек. Шăпăрçă Кĕлпук юлташăн Ӳтĕнче иртет чикен. Кăмăлне вăл пусарасшăн Кăн-кăвак пуçне чикет. Я. Ухсай.

Кĕл çине тăрса юл

Кĕл çине тăрса юл оставаться / остаться на пепле.
Кĕл çине тăрса юлнă çыннăн хутаç çакса кантăкран кантăка шаккаса çӳресси — ĕмĕртен юлнă йăла. Н. Илпек.

Куç хĕс

Куç хĕс подмигивать / подмигнуть кому; прищуривать / прищурить (глаза).
— Аван, аван, — хĕрачана Ильич куçне хĕссе сăнать. — Наташа, хырăму выçман-и? Колбасапа çăкăр пур манăн. Г. Ефимов. Шăпах çав самантра тул енче, чӳрече патĕнче, ура сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Тухтар салтак ачисене куç хĕсрĕ. Н. Илпек.

Куç хыв

Куç хыв 1. смотреть / посмотреть проницательно на кого-что; высматривать / высмотреть; 2. заприметить кого-что; 3. намечать / наметить что, брать / взять на примету что, с какой целью.
1. Ĕçлесе тара ӳкнĕ кил хуçи çурчĕ еннелле кĕтмен çĕртен тенĕ пек куç хыврĕ, çав самантрах сехри хăпса тухрĕ. Н. Илпек. 2. Савик хĕрĕ вĕреннĕ çыннах куç хывнă, теççĕ. А. Талвир. Ялта Анука куç хывнă каччăсем нумай, анчах та хăй кама та пулин кăмăллани пирки сас-хура илтĕнмест. А. Артемьев. 3. Пур тупсăм çак юптарура: Хăйсем куç хывнă çĕршывсем тавра Колонизаторсем çапла Вăйăкланса çӳреççĕ шакалла. А. Кăлкан.

Мăшкăлран тух

Мăшкăлран тух перестать быть обманутым, опозоренным.
Укçашăн ĕçлекен чун тарçă мăшкăлĕнчен тухаймасть, ун пекки вăл çын ятне тивĕçеймен вак-тĕвек кăна. Н. Илпек.

Пая кĕр

Пая кĕр входить / войти в долю (в пай).
Шăллĕ пиччĕшĕн пуянлăхне пая кĕме хĕрĕнет иккен-ха. Н. Илпек. Халăх ĕçне пая кĕни темĕн тĕрлĕ пысăк усă кӳрет.

Пĕве кĕр

Пĕве кĕр взрослеть / повзрослеть, становиться / стать взрослым (взрослее).
Пĕве кĕрекен хĕрача ялан амăш юмаххине итлесе лараймĕ. Ю. Скворцов. Чĕкеç çак хушăра пĕве кĕрсе çитет. Н. Илпек.

Пите кĕççе çĕле

Пите кĕççе çĕле терять / потерять совесть [стыд].
— Имет, чим-ха, — сăмах хушрĕ Элентей, кăшт маларах иртсе. — Питне кĕççе çĕленĕ сутăнчăк Кукуç. Н. Илпек. Намăссăр çыннăн питне кĕççе çĕленĕ. Ваттисен сăмахĕсем.

Пуç сĕлт

Пуç сĕлт [пĕк] кивать / кивнуть головой (в знак приветствия, согласия, одобрения и т. п.).
Сĕтел çывăхĕнче пĕр çын тăрать, Тухтара курсан вăл пуç сĕлтсе илчĕ. Н. Илпек. Таня, йăл-йăл йăлкăшса, Тарас Андреевича пуçне сĕлтсе сывлăх сунчĕ. П. Львов. Ак шурăмпуç та улăхса Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ. А. Петтоки.

Пуç çаврăнать

Пуç çаврăнать (çаврăнчĕ) голова кружится (закружилась) чья, голова идет (пошла) кругом чья.
Пуç çаврăнать, чĕре сиксе тапать, ăш çунать. А. Алка. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чĕри вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Эпĕ Рая куçĕнчен тепре сăнаса пăхрăм та, манăн пуç çаврăнса кайрĕ. Хв. Уяр. Яла çитиччен пуç çаврăнса килнипе икĕ хутчен чарăнса тăнăччĕ пулас. П. Львов.

Пуç тай

Пуç тай 1. кланяться / поклониться кому (делать поклон или поклоны в знак приветстовия, почтения, благодарности); 2. кланяться кому (униженно просить о чем-либо, заискивать перед кем-либо); 3. преклоняться / преклониться перед кем-чем (чувствовать глубокое восхищение к кому-либо, чему-либо); 4. преклоняпуся / преклониться перед кем-чем (покоряться).
1. Ĕçчене хыт хисеплет пучах. Пуç тайса кĕтсе илет. В. Харитонов. Телей сунса пуçа эп тайрăм, хастар бригадира курсан. К. Кольцов. Тухтар кĕрекери çынсене пуç тайрĕ те васкамасăр тухса кайрĕ. Н. Илпек. 2. Кун хыççăн ялти хресченсем те пуç тайма пуçлĕç. Кирлĕ пулсан, пуян хăта пулăшма та пултарать. Н. Мранькка. 3. Ача чухне пит шухă пулнă çав... Вăхăчĕпе, тен, та-ăхтарнă та. Каçар мана, пуриншĕн те каçар, учитель, Пуçа таятăп санăн умăнта. П. Васильев. Тусла пуплетĕн çамрăк сăвăçпа, ӳсме пиллетĕн, йывăр çул сунатăн. Сана пуç таяканĕ пĕччен мар, Нумай вĕсем, таçтан-таçтан килеççĕ. С. Шавли. 4. Чун илли мул пуçĕ пире хăратаймĕ. Унăн хăватне тек ĕççынни пуç таймĕ. С. Элкер.

Салам пар

Салам пар приветствовать / поприветствовать кого.
— Сăрапа салам памаллаччĕ те салтак ачисене, пирĕн тĕле кăçал çулĕ хамăр ĕмĕтленнĕ пек килмерĕ-çке, — терĕ кил хуçи арăмĕ. Н. Илпек. Аслă хĕрĕ тухать те Ашшĕне парать салам: — Апата кĕрсем, атте, Пиçнĕ хур пайламалла. П. Хусанкай. Пионерсем аллисене çĕклесе салам параççĕ. Митта В.

Сăмах вакла

Сăмах [сăмах-юмах, халап] вакла говорить (много, со всеми подробностями).
Самаях ĕшеннĕ ачасем ытлашши сăмах вакламасăрах кашăксемпе ĕçлерĕç. Ю. Скворцов. Атте... çынпа калаçма, сăмах ваклама, шӳтлеме юратать. Уйăп М. Вăл вырăсла начартарах калаçать, çавăнпа халап ваклама ытлах васкамасть. И. Тукташ. Председатель ларăва хăвăрт, нумай сăмах-юмах вакламасăр вĕçлерĕ. А. Емельянов. Уруков Шупашкара каясси çинчен пĕлсен, агрономăн сăмах-юмах ваклас кăмăле сасартăках пĕтсе ларчĕ. А. Ĕçхĕл. Сăмах-юмах вакламасăр, вăл хапхине уçрĕ те Шерккее леçсе панă ĕнине каялла хăй патне кĕртсе ячĕ. Н. Илпек.

Сăмах çине тăр

Сăмах çине тăр стоять / постоять твёрдо, настаивать / настоять на чем, стоять [настаивать] / настоять на своём, держать / сдержать (свое) слово; син.: ху (хăвăн) сăмахран ан тух, сăмахна çирĕп тыт.
Павăл мучи хăй сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех — ывăлĕпе кинĕ патне кайса вăл эрне ытла хăнара пулса таврăнчĕ. Н. Илпек.

Сăн кĕрет

Сăн кĕрет 1. появляется на лице румянец у кого;. поправляется (лицом) кто; 2. принимает вид какой.
1. Селимене майĕпен сăн кĕчĕ. Н. Илпек. Пĕркеленнĕ пит-куçа Кĕнĕ хĕрлĕ сăн: Юн вылять те юн куçать Кинемейĕн, чăн! А. Лукин. Амăшĕ аран сывлăш çавăрчĕ. Унăн питне васкамасăр сăн кĕре пуçларĕ. С. Аслан. Ман Иштереке этем сăнĕ кĕчĕ, юсанса кайрĕ хайхи. К. Турхан. 2. Ларнă-ларманах çынна пуçлăх сăнĕ кĕчĕ, унăн мăнаçлăхĕпе сумлăхĕ те самантрах тупăнчĕç. А. Ĕçхĕл.

Çерем уç

Çерем уç поднимать / поднять целину (1. вспахать неподвергавшуюся обработке, ещё не паханную землю; 2. заново начать что-либо).
1. Парти чĕннипе эпир, Чĕре хуншипе эпир Уçрăмăр пĕр уçман çеремне. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Тапранчĕ поезд, шурĕ, шурĕ... Куçран çухалчĕ инçетре. Пиччесене вăл илсе кайрĕ Çерем уçмашкăн Çĕн çĕре. И. Малкай. Ту хĕрринчи лапăра хресченсем çерем уçаççĕ. Н. Илпек. 2. Мана комсомол ĕçĕпе булорганизатор турĕç. Ку ĕçре ман «çерем уçмалла» пулчĕ. В. Паймен. Ӳпкелешсе пĕр вĕçĕмрен Хыпса çунать чĕрем. Мĕн чухлĕ манăн ĕçĕмре Уçман çерем! А. Воровьев.

Çĕре кĕр

Çĕре кĕр 1. ложиться / лечь в землю [в могилу, в гроб]; 2. унижаться / унизиться.
1. Акă Аленушка! Вунсаккăртах çĕре кĕнĕ таса чунлă паттăр хĕр. Н. Терентьев. Ашшĕ выçлăх çулхине çĕре кĕнĕ. Н. Илпек. Хама чун панă çынсем ĕнтĕ тахçанах çĕре кĕнĕ пулин те, тăван Айлăмкас яланах хăй патне туртать. В. Сатай. 2. Çук тесе, çĕре ан кĕр, пур тесе, пуçна çӳле ан хур. Ваттисен сăмахĕсем.

Çул уç

Çул уç [хыв] прокладывать [пролатать, проторять] / проложить [проторить] дорогу [путь] кому-чему.
Улттăн, пилĕк коммунистпа пĕр комсомолец, наступленин аслă çулне уçма Днепр урлă каçаççĕ. Н. Илпек. Пĕлмен те пулĕ вăл ун чух Хăй мĕншĕн вăрçнине, анчах та саншăн хывнă аслă çул. П. Хусанкай. Коммунăна истори çул хывать. А. Воровьев.

Танатана çаклан

Танатана çаклан [кĕр] попадать [попадаться] / попасть [попасться] в сети (в сеть).
Пĕлсех: янки аллине лексен, Ан шухăшла çăлăнасси çинчен. Пĕлеççĕ çамрăк паттăрсем ăна, Çапах çакланчĕ Лий танатана. Уйăп М. Кантюк папай та, Нямаçĕ те — иккĕш икĕ усал... Ан кĕр вĕсен танатине. Н. Илпек. Чингиз танатине çаклантăм эпĕ Хам айăппа. Я. Ухсай.

Тăм илет

Тăм илет обмораживает, отмораживает что.
Тен, тăм илет. Çухави кăштах чĕпĕтмешкĕн чарать. А. Лукин. Хăлхана тăм илесрен çĕлĕкĕме пусарах лартатăп. Н. Илпек.

Тĕтĕм сӳнтер

Тĕтĕм сӳнтер заставить вымереть.
Тухтар тăван ашшĕ çурчĕн тĕтĕмне сӳнтермест. Н. Илпек.

Тутана ей

Тутана [тута-çăвара, çăвара, шăла] ей скалить зубы.
— Ăшçунтармăш эс, Иван Филиппович, — тутине ейсе ячĕ Анфиса. А. Талвир. — Парадокс! — йĕкĕлтесе кулса илчĕ Мария Федоровна, çӳхе тутине ейсе. Т. Петĕркки. — Илсе килтĕн-и, инке, мĕн хушнине? — ыйтрĕ стражник, сарă шăллă тути-çăварне ейсе. М. Трубина. Хĕрлĕ çӳç, çăварне ейсе, Катăк шăлне кăтартрĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Вăл çăварне карса кулать, шăлĕсене ейсе тăрать. Н. Илпек.

Тӳрре тух

Тӳрре тух оправдываться / оправдаться (1. доказать свою правоту, невиновность; 2. оказаться правильным).
1. — Чиперех сухаланă-çке, — тӳрре тухма пикенет кăçал кана ĕçлеме тытăннă бригадир. И. Тукташ. Наçтуç, тӳрре тухма тăрăшса, ун пек те, кун пек те каласа сӳткеленчĕ. С. Элкер. — Эсир васкаса вырнă, сирĕн ĕç пахалăхĕ начар, — тесе тӳрре тухма пăхать Ванюк. С. Лашман. 2. Эрнерен-мĕнтен кĕмсĕртетсе аслати авăтрĕ, ярăнтарса çумăр чашлаттарчĕ, ватă чăваш сăмахĕ тӳрре тухрĕ. С. Шавли. Ламран лама çӳрекен сăмах таппи тӳрре туха пуçларĕ: Шерккей чăнласах пысăк ĕç хускатса янă иккен-ха. Н. Илпек. Ламран лама çӳрекен сăмах таппи тӳрре туха пуçларĕ. Н. Илпек.

Ура çине пустар

Ура çине пустар позориться / опозориться.
Марье — ăслă та чипер хĕр. Унăн вĕçкĕнленес йăли çук, хăй ури çине те ыттине пустарасшăн мар. Н. Илпек. Халиччен çынна култарман, ура çине пустарман.

Ӳкĕте кĕр

Ӳкĕте кĕр [кил] поддаваться / поддаться убеждению [вразумлению] кого, следовать наставлениям кого, чьим. Принимать / принять наставление кого, чье.
Пĕрле киле таврăнар та, киле таврăнар тесе куккăшĕ тем пек хистерĕ. Тимрук ӳкĕте кĕмерĕ. Н. Илпек. Сан ӳкĕте кĕме пĕлмерĕм, Кил пăрахса ютра çӳрерĕм. Каçар, аннем, каçар мана. В. Урташ. Çук кĕмест ӳкĕте. Виç талăк Сивĕ çил тек улать кашкăрла. А. Алка. Укĕте кĕмен çын эсĕ, Ятман, — кăмăлсăррăн тавăрчĕ Лина. К. Турхан.

Хавас кӳр

Хавас кӳр приносить / принести радость, удовольствие кому-чему.
Урам шавлать ялан та каçченех, Хавас кӳрсе пире, ачасене. И. Малкай. Вĕрçĕнĕ хăма саваласа якатнă хыççăн хĕвел çинче сар хĕвел пек йăлкăшса курăнать, куçа хавас кӳрет. Н. Илпек.

Хавас пул

Хавас пул 1. любить / полюбить кого-что; быть рад кому-чему; питать желание; 2. иметь желание, охоту; 3. быть любителем, охотником.
1. Ваттисем ăна [пухăва пынă хĕрарăма] хавасах пулмарĕç, анчах салтаксем хăйсен «клуб пуçлăхне» кăмăллăн шавласа кĕтсе илчĕç. В. Паймен. 2. Шерккей ăна та хавас пулмарĕ. Н. Илпек. 3. Кĕнеке вулама хавас пулнă.

Хака хур

Хака (хак) хур оценивать [ценить] / оценить кого-что (1. назначить цену кого-чего; 2. дать ту или иную оценку; расценить).
1. Усламçăсенче кăна иккен хак хурайми пурçăн та куç илейми мерчен. Н. Илпек. 2. Çук çав, çынна хак хума нихçан та ытлашши ан васка. А. Ĕçхĕл. — Хăвна хака хумастăн эс! — тесе Стихван миçе каланă. — Эс [поэт] пур, чăнах та, хумастăнччĕ. В. Бараев.

Хур ту

Хур ту [кăтарт] 1. обижать / обидеть кого; 2. причинять / причинить горе, бедствие кому-чему.
1. Унпа пĕрле ĕмĕр ирттересси, тен, йывăртарах та пулĕ, анчах вăл каччă нихçан та çын айне пулас çук, хăйĕн çемйине те хур тутарас çук. П. Осипов. Шерккей йысну халиччен хур кăтартманччĕ-ха. Н. Илпек. 2. Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать, Ваттисен сăмахĕсем. В. Стефгов кураймасть сана, путсĕр çын вăл, пултарнă пулсан, вăл сана тахçанах хур кăтартнă пулĕччĕ те, пултараймасть çав. И. Вазов.

Хӳре тыт

Хӳре тыт править кормовым веслом.
Белов кимĕпе çӳреме питĕ ăста, — вăл хӳре тытма ларчĕ. Н. Илпек. Кимĕ хӳрине питĕ ăста тытса пыракан каччăсемсĕр пуçне, унта ларса пыраканнисем ыттисем — пурте хĕрсем. В. Ухли.

Чапа кăлар

Чапа кăлар прославлять / прославить кого-что.
Ӳркевлĕх ӳкерет, пите пĕçертет; хастарлăх хăтарать, чапа кăларать. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕç вăл сывă алла канăç кӳрет, ăслă çынна чапа кăларать. Н. Илпек. Çĕнĕ тĕнче культурин çутинче тата пуянланса, илемленсе Чăваш чĕлхи хăйне чапа кăларĕ. Уйăп М.

Чĕлхе вылят

Чĕлхе вылят болтать [молоть, трепать] языком.
Чĕлхе вылятса лармашкăн майлăрах пултăр тесе, Шерккей çак сумлă хуçана сăркавушкă эрех те илсе килтерчĕ. Н. Илпек.

Чĕрене ăшăт

Чĕрене ăшăт успокаивать / успокоить душу [сердце] кого, чью.
Тен, вăл, çавăн пек каласа, ватă чĕрине ăшăтнă пуль. Н. Илпек.

Чуна тив

Чуна [чĕрене] тив брать [хватать] / взять за душу [за сердце].
Усал сăмах чĕрене тивет. Ваттисен сăмахĕсем. Кĕвĕ, çĕр çумĕпе хуллен çеç ярăнса вĕçекен кайăк пек, чĕрене кайса тивсе, çынна ирĕксĕрех шухăша ярать. К. Турхан. Чуна тивеççĕ ямшăк юррисем. П. Хусанкай. Тутăхнă петле чуна тивекен сасăпа чĕриклетрĕ. А. Артемьев. Хуллен кăна шăвать çуна, — тупанĕсем чĕриклетеççĕ. Вĕсен сасси тивет чуна, такам йĕни пек илтĕнеççĕ. М. Хури. Шăнса кӳтнĕ сĕрме купăс кĕрхи урамра чĕрене кайса тивес пек салхуллăн нăшăклатать. Н. Илпек. Эсĕ каланă сăмах чуна пырса тиврĕ.

Чысран тух

Чысран тух терять / потерять честь, уважение.
Çамрăкла ĕçрен юлакан чысран тухать, теççĕ. Ваттисен сăмахĕсем. — Ялан хăраса пурăнакан çын этем чысĕнчен тухать, — ăнлантарчĕ Василий Петрович. Н. Илпек.

Шыва кĕр

Шыва кĕр 1. купаться / искупаться; 2. окачиваться / окатиться; 3. сильно потеть / вспотеть.
1. Хамăр колхоз пĕвинче Эпир шыва кĕретпĕр, Тăрă-тăрă шывĕнче Пулăсем пек ишетпĕр. Е. Афанасьев. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри кимĕ çинчен анчĕç, васкамасăр салтăнчĕç те шыва кĕрсе уçăлчĕç. Н. Илпек. Çĕрле вара, уяр çанталăкра, Днепра уйăх-çăлтăрсем шыва кĕме анаççĕ. 2. Пĕр икшер-виçшер çапăнсан сивĕ шывпа шыва кĕрсе тухаççĕ те пăлтăрта сивĕ çĕрте тумланаççĕ. 3. Шыва кĕрсе тухнă пек пултăм.

Юмах çап

Юмах (юмаха) çап [çаптар] 1. рассказывать [сказывать] притчи; делать намёк; 2. пустословить, переливать из пустого в порожнее.
1. Çисе ларнă хушăра Тир Иванĕ юмах çапа пуçларĕ: эп çĕркаç арçури куртăм. Хаваслă яш-кĕрĕм унта улахра çĕр хута халап та юмах çаптарать. Н. Илпек. 2. Юмах çапма ăста эс [Володя], — тавăрчĕ председатель мухтас вырăнне. А. Емельянов. Кĕтӳ хăваласа пынă хĕрарăмсем якалса кайнă патакĕсемпе çăпата пуçĕсене таклаттарса юмаха çапаççĕ. А. Этмен.

Ят каять

Ят каять позорится, срамится.
Ăмăртура мала тухаймасан, Колхоз пикин ячĕ каймĕ-ши? И. Тукташ. Кая юлсан каю шăтать те ят каять. Н. Илпек.

Ята яр

Ята яр 1. позорить / опозорить кого-что, срамить / осрамить кого-что; 2. распускать / распустить дурную молву о ком; ославиться.
1. Эпир ăçта-ăçта пулман, Атте-анне ятне яман. В. Уртши. — Ну, çапăçу пулать, атьсемĕр, ятăра кăна ан ярăр, — терĕ лейтенант. Н. Илпек. — Ак тата, — сăмах тĕртрĕ Сехре Маринене. — Ятна ярасран хăратăн иккен. К. Турхан.

Çавăн пекех пăхăр:

Илмемет Илментей Илмет Илмеюр « илпек. » илпеклĕх Илпике Илпинас Илсĕвер илт

илпек.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150