Шырав: кĕле

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кĕле

I.

1.
пятка (ноги, чулка)
ура кĕлли ыратать — пятка болит
чăлха кĕлли çĕтĕлсе тухнă — пятка у чулка продырявилась

кĕле

2.
каблук
кĕле çап — прибить каблук

кĕле

II.
задвижка, щеколда, засов
алăк кĕли — дверная задвижка
тимĕр кĕле — болт (для запирания)
кĕле яр — запереть на задвижку
кĕле хур — запереть на задвижку

кĕле

III.
(кĕлле)

1.
просить, выпрашивать, клянчить
ан та кĕле — и не просй
кĕлесе çӳре — выклянчивать

кĕле

2.
хотеть, желать
мĕн кĕлетĕн? — чего ты хочешь?

кĕле

3.
молиться, творить молитву

кĕле

4.
просить, запрашивать, назначать цену
çĕлĕке мĕн чухлĕ кĕлетĕн? — сколько ты просишь за шапку?

кĕлле

II.
см. кĕле II.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кĕле

I.
пятка
ура кĕли — пятка
атă кĕли — каблук у обуви

кĕле

II.
просить
молить

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салат пăтти

барда. Изамб. Т. Ăсла юхтарсан юлат, ăна салат пăтти теççĕ. Ăна выльăхсене параççĕ. Ходар. Çав сăра вуттинчен пулнă кĕле пĕр-пĕр вĕрентнĕ карта кĕтессине кайса тăкаççĕ. Салат пăттине те сĕре (зря) выльăха çитармаççĕ, чук тума юракан выльăхсене анчах çитараççĕ.

тон

(тон, тонн), подр. звуку колокола. Б. Олг. Кĕле кĕрет темĕскер, чан сасси илтĕнет: тон-тон-тон! çапат. Шорк. Тонн-тонн! чан çапать. Тораево. Тон-тон! тесе чан сасса илтĕнчĕ. СТИК. Тонн! тонн! тутара пуçларĕç. || В перен. знач. N. Ой, пуç ыратса карĕ, сĕрĕм тинĕ пек, просто тон-тон-тон! туат. || Подр. удару кулаком. Б. Олг. Чăмăрпала хытă тонн! çапрĕ.

кĕл кĕле

кĕл кĕлле молиться. НАК. Пĕçернĕ апат — ырлăха кĕл кĕлесе, яшкипе кукăльсене, юсманĕсене валеçсе, ачисене киле парса яраççĕ. Н. Шинкусы. Вăл хăй пит турра кĕл кĕлесе пурнакан çын. См. кĕле.

кĕл кĕллеттер

понуд. ф. от гл. кĕл кĕле. ЧС. Пирĕн анне аттене (об отце) пĕре анчах кĕл кĕллеттермен, темиçе хут та кĕл кĕлеттерчĕç.

кĕле

(кэ̆л'э), пятка. К.-Кушки. Ст. Дув. † Хамăр аккасене ăçтан паллар! — пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ (вот по чему можно их узнать). Бур. † Йĕс кĕлелĕ аттăр пур, такăрлатăр çул çине. Кан. Урана та çыхрĕç, алла та çыхрĕç, пуçа та кĕле хучĕç, ниçта пăркаланма çук.

кĕле

(кэ̆л'э, к'э̆л'э), просить, клянчить. N. Вăлсем мана кĕлеме ярĕç (нищенствовать). N. Мĕн кĕлетĕн (сколько просишь за) сысная? N. Эпĕ санран ытлашши кĕлеместĕп. Ст. Чек. Мĕнтен кĕленĕ (ытнă), çавна пар; мĕнтен хăранă, унтан сыхла. (Ӳчӳк туни). Б. Олг. Пăрçа çăнăх () полтинник (русское произн.) кĕлеччĕ. Хытăрах кĕлешшессĕн (если бы еще поторговаться), çичĕ пуссăр (за 48 коп.) параччĕ полĕ. Пăтăн (пŏдŏн) исессĕн, каярах та (еще дешевле) параччĕ полĕ. || Молиться. Н. Шинкусы. Пăттисем, какаесем пиçсессĕн, каллах выльăхсене силлентернĕ чух кĕл тăвакан кĕлле кĕлеççĕ. См. кĕл. || Хотеть, желать. Изамб. Т. Эп çавăнта кайма кĕленеччĕ те, каяймарăм. Ib. Кĕлеместĕр. Не желаете. Полтава 50. Пĕрре сана юратса, ĕмĕрлĕхе юратса, пĕр ырлăха кĕлерĕм. ТММ. Сăмси туртмасть — кăмăлĕ кĕлемест. N. Эпĕ тӳрре тухассине кĕлекенсем хĕпĕртесе савăнччăр. N. Эпир те вĕсем кĕленĕ пек, усала кĕлекен кăмăллă пуласран, çавсем пирĕншĕн пулнă паллăсем. N. Чун мĕн кĕленине ĕçсе-çисе, савăнса пурăнатчĕç. См. кĕлен.

кĕле

(к'э̆л'э), запорка, запор, задвижка. Зап. ВНО. Алăк кĕли, хапха кĕли. Кĕле — запор. Ib. Алăкне кĕлепе кĕлеленĕ. Икково. Кĕле яр, кĕле хор. Запри запором. Тюрл. Кĕле — деревянная задвижка (алăк кĕли, çенĕх кĕли). Перев. Кĕлине çĕкле, хĕрĕм! Ск. и пред. 56. Алăка кĕле хунă вăл. На одном рис. кĕле — горизонтальная, задвижка, которая ходит в двух скобах, из коих одна вбита в косяк, а другая, с той же стороны, в стену.

кĕлеле

запирать запором. СПВВ. ФВ. Кĕле — питĕркĕç. Алăка, хапхана кĕлеленĕ, кĕме çук, теççĕ. Цив. Алăкне кĕлепе кĕлеленĕ.

кĕлеш

торговаться. МПП. Кĕлеш — торговаться (просить друг у друга надбавки или уступки). Чăв. й. пур. 17. Унта çитсен, вăсем, тырă хакне кĕлешсе, виçме çынсемпе пĕрлех кайнă мĕн те... Ib. 12. Ăна (мельницу) кĕлешсе, вунă тенкĕ укçа парса хăварнă (в задаток). Тим-к. Виçĕ пуслăх япалана çĕр çын пырса кĕлешĕ. (Алшăли). См. кĕле.

тĕлсĕр

без места. || N. Кăмакари кĕле тĕлсĕр çĕре ан тăкăр. || Неизвестный. Сред. Юм. Тĕлсĕр çĕре тохса кайма та аплах мар çав, вырăн топăнмасан ахаль расхот тохать. || Сунт. Тĕттĕм халăх тĕлсĕр супнă, ултава курман та. || Непонятливый, бестолковый. Paas. || Сборн. по мед. Вĕриленсе выртнă чух ача аташать, тĕлсĕр калаçать. || Неприлично. Изамб. Т. Япалине хурсан манат та, ăна вара шыраса çӳрет, ун пек çынна тĕлсĕр теççĕ. || Очень. Питушк. Тĕлсĕр нумай, очень много. Ib. Тĕлсĕр хаяр лаша, утлантармасть.

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

пӳртекки

(пӳрдэкки, из пӳрт + аякки), наружные боковые стороны избы. Карабай-Шемурша. Кĕле пӳртеккине ан тăк. Не высыпай золу около (боков) избы.

вĕр

(вэ̆р), дуть. Чув. прим. о пог. 121. Çула ăшă (вĕри) çил вĕрсен, çăмăр пулать. Если летом подует теплый (горячий) ветер ― к дождю. О сохр. здор. 96. Ăшă ытларах тухтăр, тесе, пӳртелле ăшă вĕрсе тăракан шăтăксем (отдушины) тăваççĕ; вĕсене уççан, ăшă вĕрсе тăрать. N. Пит-çăмартине сывлăшпа вĕрсе тултарнă (надул щеки, в букв. смысле. Сомн.). КС. Питне вĕрсе хăпартрĕ (надулся, в букв. см.). N. Этем кĕлетки ăшне чун вĕрсе кӳртнĕ (вдунул). Орау. Сăмавар çинчи кĕле вĕрсе ятăм. Я сдул с самовара золу. || Произнести наговор (наговорить), колдовать. Ђăв. й. пур. 34°. Пыр (ступай), эп вĕриччен эрех илсе кил (пока я буду произносить наговор). Т. VI. 8. Лашапа çын чирлесен, каласа вĕрмелли сăмахсем. Упа 656. Юмăç вĕрнисем. Чет. пути. Çынсем сана: вăл курăка венгер чĕлхи вĕрет (наговаривает), теççĕ. Сред. Юм. Çынна пăсас тесе, вĕрсе парсан, ĕçекенни ĕçеччĕн вĕрсен, пăсăлмас, тет! (Народн. поверье). Испов. Вĕрсе панă япала, навороженное. ‖ Обмануть, надуть. Орау. Çапла-капла, текелесе, вĕрсе ячĕ чĕлхеçĕ пек (обманул).

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

запор

сущ.муж.
салап, кĕле, питĕркĕч; дверь на запоре алака кĕле яна

засов

сущ.муж.
кĕле, салап; дверной засов алăк сăлăпĕ; ворота на засове хапхана кĕле ярса хупнă

каблук

сущ.муж.
кĕле; каблук сапога атă кĕлли; туфли на высоких каблуках çӳллĕ кĕлеллĕ туфли

клянчить

глаг. несов. (син. выпрашивать)
кĕле, тархасла, йăлăнса ыйт; клянчить деньги укçа йăлăнса ыйт

пятка

сущ.жен.
кĕле; пятка сапога атă кĕли

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

задвижка

кĕле, питĕркӗч, алӑка ҫаклатмалли.

клянчить

-чу у кого, у чего что несов., выклянчить сов. разг. кĕле, кӗлен, йӑлӑнса ыйт; ыйтса йӑлӑхтар, йӑлӑхтарса, аптратса ыйт.

выгребать

что несов., выгрести. -ребу сов. хырса кăлар, турт (кĕле кăмакаран).

пята

кĕле, ура кĕли; ходить за чем-либо по пятам ҫын хыҫӗнчен пĕр хӑпмасӑр йĕрлесе ҫӳре; под пятой пусмӑр айӗнче, пӑхӑнса.

умолять

кого, что несов., умолить сов. йăлăн, кĕле, тархасла, тилмĕр.

упрашивать

кого, что несов., упросить, -шу, -сишь сов. тархасла, йăлăн, тилмĕр, кĕле, тархасласа, тилмĕрсе ыйт, йăлăнса ыйт.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

болт

м. 1. болт (винтлă пăта); 2. (для запирания) тимĕр кĕле, питĕркĕч.

вытряхнуть

сов. что силле, силлесе тăк (е кăларса пăрах); вытряхнуть пепел из трубки чĕлĕмрен кĕле силлесе тăк.

задвижка

ж. 1. (запор) кĕле, сăлăп; дверная задвижка алăк сăлăпĕ; 2. юшкă; печная задвижка кăмака юшки.

задвинуть

сов. что 1. (двигая, переместить в глубину) кĕртсе ларт, шутарса ларт, чик, хĕстер; задвинуть горшок в печь чӳлмеке кăмакана кĕртсе ларт; задвинуть за шкаф шкаф хыçне шутарса ларт; 2. (закрыть) хуп; задвинуть ящик комода комод ещĕкне хуп; 3. (заслонить) картла, хупла; задвинуть кровать ширмой кравате чаршавпа хупла; 4. разг. (запереть задвижкой и т. п.) питĕр, яр; задвинуть засов кĕле яр, сăлăп хур.

запор

м. сăлăп, кĕле, питĕркĕч; ворота на запоре хапхана сăлăпланă; ◇ за семью запорами тĕплĕ питĕрнĕ.

засов

м. кĕле, сăлăп.

каблук

м. кĕле (атă-пушмакăн); на высоком каблуке çӳллĕ кĕлеллĕ; на низком каблуке лутра кĕлĕллĕ; ◇ быть под каблуком у кого-л. (кам та пулин) ирĕкĕнчен ан тух.

клянчить

несов. что у кого кĕле, йăлăн, тархасла.

колодка

ж. 1. (для обуви) калăп; сапожная колодка атă калăпĕ; надеть на колодку калăпла; 2. (основа инструмента, предмета): колодка рубанка сава калăпĕ; колодка граблей тăрмавçă, кĕрепле урлашки; колодка хомута хăмăт клещи; 3. (для тормоза) сăлăп, кĕле; колодки тормозов тормоз сăлăпĕсем; 4. (орденская) колодка; 5. обычно мн. колодки уст. (оковы для арестантов) йывăç талă; 6. обл. и спец. каска вĕлле; ◇ (все) на одну колодку пурте пĕр калăпран.

подгрести

сов. 1. что айне купала, шăлса (е тураса) пух; подгрести сено к стогу утта капан патне тураса пуçтар; подгрести золу к очагу кĕле вучаха турт; 2. ишсе пыр (кимĕпе), подгрести к берегу çыран патне ишсе пыр.

пятка

ж. кĕле, тупан, тăпса, тăтха, пятка ноги ура тупанĕ; пятка косы çава тăтхи; пятка лаптя çăпата кĕли; ◇ душа ушла в пятки см. душа; только пятки сверкают см. сверкать.

раздуть

сов. что 1. разг. (разогнать в стороныо ветре) вĕçтерсе кай (е яр, салат), хăваласа яр; ветер раздул пепел çил кĕле вĕçтерсе салатрĕ; 2. (разжечь) вĕрсе çут (е чĕрт); раздуть огонь кăвайт вĕрсе чĕрт; 3. (надуть) вĕрсе тултар (е хăпарт); раздуть узырь хăмпă вĕрсе хăпарт; 4. безл. разг шыçса кай, тăртанса кай, кӳпчесе кай, кӳпсе кай; щёку раздуло питçăмарти кӳпчесе кайнă; 5. перен. разг. (преувеличить) ытлашши ӳстерсе яр, ытлашши пысăклат.

умолить

сов. кого тархасласа çавăр, йăлăн, кĕле, тилмĕр, тархасла; умолить отца аçуна тархасласа çавăр.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

святилище

кĕлĕ çурчĕ, кĕле вырăнĕ (кирек мĕнле тĕнĕн); языческое святилище ыр-усал кĕллин вырăнĕ (чăвашсен — Киремет карти); буддистское святилище буддистсен кĕлĕ çурчĕ

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кĕле

«деревянный запор», «засов», «задвижка», ср. тур. азерб. килид «замок».

кĕле

«пятка», «каблук». Ср. осет. к'еле, ск'еле «пятка», «задняя часть ноги или обуви» (Абаев ЭСл I, 633). Или булгары заимствовали от предков осетин (аланов), или наоборот.

кĕле

1. «просить много раз», «умолять», «упрашивать», «клянчить», «молить»; 2. «желать», «хотеть»; кряш. (тат.) келятилӓ, Замахш., кирг., казах., к. калп., ног., карач., алт. В, ойр. тиле, хак. киле и тиле, уйг. тили, узб. тила, АФТ, азерб. дилә, туркм., тур., тув. диле, башк., тат. телә тоже; ср. монг. гуйжи келе «упрашивать» (Бурдуков). А. Н. Кононов (ГУЧ 252), А. А. Юлдашев (СГБЯ, автореф., 22) производят от существительного тил «язык». Чув. кĕле, кряш. келя, хак. киле возникли, вероятно, под влиянием монг. келе(н), хэл(ен) «язык». Ср. КБ, Зол. бл. кол «просить».

кĕлен

«попрошайничать», «клянчить», «просить милостыню»; др. тюрк. тилан, хак. килен, мишар. кэлән «желать для себя», «просить для себя»; узб. тилан, азерб. дилән, туркм., тур., тув. дилен, кирг., казах. тилен, башк., тат. телән «умолять», «клянчить», «попрошайничать», «просить подаяния». Форма возвратного залога от кĕле (см.).

кĕлĕ

«молитва»; кряш. (тат.) келяӳ, тув. тейлээшкин «молитва», тейле «молиться». Образовано от кĕле «просить», «молить» (кĕле + ĕ > кĕлĕе выпало); в других тюрк. яз. для обозначения молитвы заимствованы араб. слова намаз, дога, дуа или монг. мӧргӳ (алт.).

кĕлĕмçĕ

, кĕлĕмĕç «нищий», «попрошайка»; хак. киленчик и тиленчик, кряш. О (тат.) келянче, тефс. XIV—XV вв., уйг., чаг. тиләнчи, Замахш., кирг., алт. В тиленчи, ойр. тилинчи, казах., к. калп. тиленши, башк. теләнсе, тат. теләнче, азерб. диләнчи, тув. диленчи, тур. диленд’ж’и «нищий», «попрошайка». Образовались от кĕлен, тилен, кĕле, тиле. Русские слова клянчить, клянча, вероятно, обязаны своим происхождением чувашскому и татарскому языкам (?).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

шăвăç

хĕç тимĕр. Çапла пилĕк-ултă хут ярса та тӳрленмесен сахăр вырăнне мăйăр пысăкăш квасцыпе чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хĕрлине хĕç тимĕр (шăвăç) çине хурса çунтарас пулать те çав кĕле лаша пуçне вĕрсе кӳртес пулать [Сельский 1910:25].

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Тукĕли

яз. и. м. (Ашм. Сл. XIV, 108): Ту "гора; холм, возвышенность" + кĕли (< кĕле "пятка; каблук") > "подножие горы".

Çавăн пекех пăхăр:

кĕлĕнче Кĕлĕсе пăхса çӳрекен кĕлĕшлен Кĕлбану « кĕле » Кĕлеçе кĕлевçĕ кĕлевĕç кĕлевĕçле Кĕлекасси

кĕле
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150