Шырав: касă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кас

I.
см. касă I.

касă

I. (кас)

1.
улица
квартал, край деревни, околоток

пирĕн касăра çирĕм кил — на нашем краю деревни двадцать дворов

касă

2. чаще в названиях селений
деревня, выселок
хунь касси  — шутл. родина жены (букв. деревня тестя)

касă

3.
то же, что касу 2.

касă

4.
часть чего-л.
хулан пĕр касси шыв ку енче, тепĕр касси шыв леш енче — одна часть города на этой стороне реги, другая — на той

касă

5. разг.
группировка, группа
вĕсем икĕ касса уйрăлнă — они разделились на две группы

касă

6. чаще с числ. пĕр
общее название группы животных, движущихся предметов, людей
— перевод зависит от сложившихся в русском языке связей слов:

стая, стайка, косяк, группа и т. д.
пĕр касă ача — стайка ребятишек
пĕр касă салтак — группа, отряд солдат
пĕр касă сурăх — небольшое стадо овец
пĕр касă пулă — косяк рыбы
пĕр касă пĕлĕт иртсе каирĕ — пронеслась стая облаков

касă

7. с числ. пĕр
некоторое время
пĕр касă çумăр çурĕ — некоторое время шел дождь
пĕр касă çил вĕрчĕ — некоторое время дул ветер

касă


касă çил — порыв ветра
касă çумăр — полоса дождя
касă чир — эпидемия

касă

II.

1.
борозда
полоса

суха касси — борозда
тырă пĕр касă та акăнман — не засеяно ни одной полоски

касă

2.
гряда, ряд
купăста касси — ряд капусты
касă хушши — междурядье
икĕ касă хăяр ак — посеять две грядки огурцов

касă

3.
лемех

касă

лемешный
акапуç касси — лемех плуга

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кас

рубить, резать, стричь; оскопить (человека); легчить (коня); скроить; касса ил – срезать; касăк – отрезок, ломоть; кусок; каскалакан – плотник; кастар – побудить резать; касса пĕтер – вырубать; касса кăлар – вырезать; касса кăларни – вырезка; сăхман кас – скроить картон; касса çур – колоть; кастарнă çын – евнух; касса йар – срубить; касса тат – перерубить, перерезать; касă – гряда; порядок, рубец, бороздка; деревня; квартал; касси-кассипе – целыми кварталами; кассипе – целым кварталом.

86 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сурпан хăми

сорпан хăми, отвал деревянного плуга, иногда сохи и косули. Хурамал. Слеп. Сорпан хăми тăпрана тикĕслесе йосаса пырать. Вута-б. Сурпан хăми, отвальная доска сабана. Яргуньк. Сорпан хăми — çĕре айăккарах пăрахса пытăр тесе, тимĕр панчерехрен коптакаран çавăрса илеççĕ. Якейк. Сорпан хăмине соха калакĕ çомне касă лайăх выртса пытăр тесе çыхаççĕ. Чертаг. Сорпан хăми, часть сохи. Ib. Сорпан хăми кантри (çӳлти и аялти).

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çĕн-ялкасси

назв. одного из околотков (касă) деревни Тукай (Каменный Враг, б. Сарат. г.), переселившегося из другой деревни, находящийся в З км. от Тукай’а.

çĕр-йыш

, çĕр-йышĕ, властитель земли, назв. духа. N. Çĕр-йыш (йышĕ) çĕр айĕнче пурăнать, тетчĕç. Вилнĕ çынна пытарма шăтăк авăтсан, виле шăтăка яраччен малтан çĕр-йышне икĕ пус укçа паратчĕç. Хурамал. Çуркунне, малтан вăрлăх кăларнă чух, çĕр-йышне тесе, пĕр çăмарта касă айне хураççĕ (под первую борозду клали яйцо). Т. VI, 18. Тата çĕр-йышне: санăн çĕрĕ çинче пирĕн çуртăмăр-йĕрĕмĕр, тыррăмăр-пуллăмăр, çук чухне кĕттертĕмĕр, пур чухне паратпăр, çырлах çĕр-йышĕ! тесе чӳклеççĕ. Ib. 22. Хăпарту варринче пĕçернĕ çăмартине, çĕр йышне тесе, пĕр-пĕр ана çине кайса пытараççĕ. (Ака пăтти. Н. Карм. Çĕр-йышĕ = çĕр çĕклекен турă. Альш. Çĕр-йышне хур. Микушк. Çӳлте турă — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. (Стар. верование). См. Paas. 133, Магн. М. 29, 28.

тытăç

(тыды̆с’), схватываться, сцепляться, взяться. Орау. Тытăçса вăрçас пек ятлаçрăмăр. Разругались до того, что чуть не подрались. Байдеряк. Пурте пуçтарăнса çитсен, каяççĕ хире, çерем çине, алла-аллăн тытăçса (взявшись за руки), юрласа. || Схватываться, т. е. вступать в драку. N. Кам-та-пулин çуха-пуçĕпе пĕр касă ытлашши çуртарса тухсан, е ана йăранĕ тепĕрин енне ленксен, вĕсем вара ура çăпатипе виçе-виçе вăрçса тытăçса каяççĕ (схватываются и чачинают драться друг с другом).

Тукайкасси

назв. одного из околотков (касă) д. Каменного Врага, Сарат. губ., Кузнецкого у. (Тукай). Кам. Враг. Тукайкасси ялĕпех Тукайран куçнă. Вăл ял вырăнĕнче халĕ хир, ăна Тукай хирĕ теççĕ.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

хирĕççи

живущий против, находящийся против. ЧС. Пирĕн касă ачисем пире хирĕççинĕн анкартне таканкка тунăччĕ. Баран. Çил хирĕççипе (от того, что ветер дул против) лешсем ун сăмахне илтеймен.

Хурнай

назв. улицы в селениях. Макка 48°. N. Хурнай, ялти касă.

кĕтӳ

(кэ̆дӳ, кӧ̆д'ӳ, Пшкрт. кэ̆дӧ), стадо ТХКА 89. Анне кĕтĕве юлнăччĕ. Мама осталась при стаде. Ачач 92. Тин сутăн илнĕ тынана кĕтӳччен уя яма шутламан пирки и пр. Козл. р. «Касу — табун (тюрк. = ак мал), кĕтӳ — стадо (коров, овец, коз, свиней, тюрк. = кара мал). Янш.-Норв. Ялти хĕрех вăрламалла пулсан, е кĕтӳ хуса тухнă чухне, е кĕтӳве хирĕç тухсан, вăрласа каяççĕ. Тим.-к. † Ай инкисам! Килетĕр те тăратăр, кĕтӳ тухса каять пуль, кĕтӳ яма маннă пуль. (Свад. п.). Якейк. Кăçалхи çолхи çĕн çынсам, кĕтӳ хăваласан, тин тăраç. Ib. † Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм. N. Виçĕ пăрат илеççĕ, тет, кĕтӳ (= кĕрĕçеççĕ пăхма). Кĕтĕве тухсан, ирхĕне апат илме кăсем ухмахне яраççĕ, тет. Б. Олг. Ман ачасам çармăçра кĕтӳ косса (кĕтӳ çӳресе; пăхса). Пшкрт: кэ̆дӧӓ jӓр, отправить в стадо. N. Кĕтӳччен, до того времени, когда выгоняют стадо (весною). Орау. Кĕтӳ тухни уйăх çитет ĕнтĕ, выльăхсам çапах пĕртте сарлмарĕç. Ib. Кĕркунне, кĕтӳ пăрахсан (когда перестанет пасти пастух), мĕн пур выльăхпа çитарма каяççĕ. Сред. Юм. Кĕтӳ хирĕç кай. Иди навстречу, куда пригоняют стадо. Шел. 25. Кĕтӳ-кĕтӳ сурăхне кашкăрсемех кĕтнĕ (у него пасли), тет. || Гурт. Орау. Пĕр кĕтӳ сысна çӳри илнĕ (напр., 20 штук). || Табун. Изамб. Т. Эпĕ кĕлте кӳртсе пĕтерсен, лашасене кĕтĕве (в табун) яма пуçларăм. || Стая. Альш. Унта кĕтӳрен пĕр иккĕш-виççĕш те пулин юлаççĕ вара ӳксе (утки). N. Кураксем кĕтӳпе ял çинелле карăклатса килеççĕ, хăйсен чĕлхипе пуплесе, темĕн çинчен шут тăваççĕ. Панклеи. Вăл кашăн ирех тăмана кĕтӳ корать (стаю сов). || Околоток (часть деревни). СПВВ. Пĕр кĕтӳ çынни = пĕр касă çынни (в Ядр. р.).

Клесавкасси

назв. улицы (ялти касă) в с. Калмандае, б. Хвал. у. Орфография сомн.

шапа касси

назв. улицы в деревне (ялти касă).

пĕр касă

один прием, часть целого. Микушк. Алса тухсан, чиперех, старик каланă пек çăмăр пĕр касă çăва пуçлать.

авмака

(авмага), adj. incurvns, incurvatus, с одной кривизной, согнутый. О прав. об. Купташки авмакарах пулмалла. Чăнкă тусан, суха тимĕрĕ çĕре вĕçĕпе анчах тăрмалать, касă хушшине аялта шăйрăксем юлаççĕ. Разсоха должна быть более или менее изогнута. Если поставить ее круто, то сошники задевают землю только одними концами, и тогда внизу, между бороздами, остаются непропаханные места. Асан. Авмака йывăç дерево, имюющее изгиб. Б. Акса. Чечен урапан ӳречисем авмака пулаççĕ. У красивой телеги нахлёстки бывают с изгибом (для красы). Ст. Чек. Авмака хурăн, береза е изгибом (пĕр еннелле куккăр). Ib. Авмака çурăмлă лаша. Лошадь с крутым изгибом спины. Ib. Авмака пилĕклĕ. Имеющай чересчур крутой изгиб в пояснице, т. е. с вдавшеюся поясницею.

сурпан хăми

(сурбан х̚ы̆ми), сорпан хăми, tabula lignea, annexa aratro, qua terra in arando proscissa submovetur, отвал, полица. Н. Карм. Ака-пуçийĕн касă тавракан хăмине сурпан хăми теççĕ. Доску у плуга, которая отваливает подрезанный пласт, называют полицею. То же слово и в Янгорч., Кумарк., Вута б. || В Имен. видим пысăк сурпан хăми, tabula lignea, annexa aratro a pane dextra, отвал. Ib. Пысăк сурпан хăми тăпрана аяккинелле ытса пырат. Полица отваливает землю в сторону. Ib. __Кĕçĕн сурпан хăми, tabula lignea iis aratri partibus, quae ама турат et çĕçĕ appellantur, a parte sinistra annexa, ne, cum proscindatur in arando terra, aratrum glebis oneretur. Ib. Кĕçĕн сурпан хăми: тăпра туласран çĕççипе ама турат çумне çапса хураççĕ. Малая полица прибивается к левой ручке и „ножу“ (v. çеçĕ) для того, чтобы (на ножки) не набивалась земля.

шкантсем

Cum iam haec omnia, quae supra de aratro ligneo scripta sunt, ad typothetam essent missa, litterae mihi ex vico Кĕçĕн елчĕк praef. Tetiuschiensis allatae sunt, quae aratrt lignei descriptfonem continebant, addito insuper eiusdem simulacro, quod hie quidem inseri non potuit. Когда все помещенное выше уже было сдано в набор, я получил письмо от учителя М. Данилова (М. Яльчики, Тет. у.), содержавшее в себе описание дерев. плуга и его изображенне; рисунки здесь пропускаются. „Присылаю, пишет он, при сем чертеж чувашского деревянного плуга „ака-пуç“. Существенными частями этого старинного земледельческого орудия являются два дубовых сучка, расположенные рядом и связанные внизу двумя перекладинами, а наверху одной. Влевый сучек вставляетея шипом конец крепкой, круглой кленовой, несколько изогнутой, плахи, собственно — главной оглобли (или дышла), которая неподвижно связывается с левым же полозом при помощи крепкой стойки („сула“ или „тăмана“). К стойке и сучку пришивается сосновая доска („сурпан хăми“), а с другого бока, к сучку и стойке, пришивается другая доска, поменьше, отчего образуется трехугольная коробка. На левый и правый полоз спереди вставляется один железный лемех („терен“), в горизонтальном положении. „Тĕрен“ имеет треугольную форму и острые края. Трубка его, куда входат дерево, называется „тĕрен кăпăлĕ [к̚ы̆δы̆л’э̆. Н. А. ]. На дышле, в особое продолбленное отверстие, клином закрепляется вертикально железный резец („шăрт“), чтобы стальное острие его, обращенное вперед, пришлось перед „тĕрен“. Передний конец дышла лежит свободно на оси с двумя колесами. К середине оси, спереди, перпендикулярно прикреплен „явăрлав“ (читать: „javorlau“ [т. е. jавы̆рлав. Н. А. ]. На „явăрлав“, сбоку, есть сквозное отверстие, в которое продета веревка, зацепляющаяся за деревянный пенек („кăвакарчăн“), утвержденный на переднем конце дышла, сверху. На ходу веревка не позволяет дышлу соскользнуть с оси. На конце „явăрлав“ есть крючок, на который надевается „çăрттан“, т. е. равноплечий рычаг с точкой опоры в середнне, у отлерстия, где крючок, и с приложением двух лошадиных сил на каждом конце. Две коренные лошади впрягаются в оглобли, из которых каждая сделана из одного согнутого дугой крепкого дерева. К четырем концам коренных оглоблей прикрепляются при помощи веревок ещо две пары оглоблей для передней пары лошадей. Когда все готово, погонщак становится с левой стороны, сзади, за рукоятки берется опытный пожилой мужик, а подросток, с маленькой лопаточкой, идет сбоку и очищает застрявшую в пространстве землю у стойки. Когда пропахана первая борозда, дальше идет равномерно: „шăрт“ режет вертикально, глубиного до 2 1/2 вершков, „тĕрен“ подрезает снизу, горизонтально, вершков на 4 — 5. Подрезанная земля, поднимаясь на „тĕрен“, ударяется в отвальную доску и, перевернувшись сверху вниз, падает направо, на предыдущую борозду. Отвальная доска своим выемчатым задним краем приглаживает перевернутую землю направо, чтобы она не ссыпалась обратно в борозду. В день можно вспахать им одну десятину. „Ака-пуç“ особенно незаменим при поднятии „нови“, т. к. требуется большая сила для разрезывания задернелой земли, иногда даже с древесными кореньями, где даже ломаютса заводские жел. плуги, починка коих дороже. Кроме того, „ака-пуç“, переворачивая полосы отрезанного дерна, не ломает полос, а укладывает их сплошь, тогда как железный плуг своим крутым отвалом ломает полоски, в тем затрудняет бороньбу. Цена „ака пуç“, без железных частей, — рубля 4 — 5“.
Praeter aratra lignea hie descripta, quae iam multis locis in usu versari desierunt, atque ilia pervulgata, quae „cyxa“ nomine usurpantur, ferrea quoque eiusdem generis instrurnenta, in officinis confecta, in usum venire coeperunt, quorum partes hie infra enumeravimus. Кроме самодельных дерев. плугов, встречающихся лишь в некоторых местностях, и более распространенной сохи („суха“), чуваши, местами, уже начали пользоваться плугами заводского изделия, приобретаемыми в земских складах. Эти плуги называются у них тимĕр ака или тимĕр ака-пуç, а, иногда сохраняют заимствов. у руссках немецкое название плук (нем. Pflug).
Чувашский деревянный плуг (М. Яльчики, Тетюш. у.).
1. Ама турачĕ.
2. Аçа турачĕ. (çур турачĕ).
З. Ака кашти.
4. Сурпан хăми.
5. Кĕçĕн сурпан хăми.
6. Сули (тăмана).
7. Тĕрен.
(7а. Тĕрен кăпăлĕ, tubus vomeris quo infigitur тупан).
8. Шăрт.
9. Кăвакарчăн, paxillus.
10. Явăрлав пăяв3, funiculus.
11. Тенел, axis.
12. Урапа кускăçĕсем, rotae.
13. Явăрлав (i. q. тараса хăми).
14. Явăрлав çекĕлĕ, uncus.
15. Çăрттан (i. q. тараса).
16. Тĕп турта.
17. Малта турта.
[18. Касă епле çавăрăнса ӳкни. Quo modo inverteretur caespes, demonstratum erat, Hie omissum].
19. Тупан.
20. Ака тытки.
21. Харлавламалли вырăн, locus, qua adhibetur rallum. [7, 8 Тимĕртен тăваççĕ, шăрта (8), вичкĕн пултăр тесе, хурçă та хываççĕ (cultri acies e chalybe etiam fit), ыттисене пурне те йывăçран тăваççĕ].
Йывăç ака (Асан ).
1. Аçа турат.
2. Ама турат.
З. Тыткăчăсем.
4. Çĕр пăрахакан хăма.
5. Тăмана.
6. Турат вĕçĕсем.
7. Сапан çӳретекен винт.
8. Тĕрен.
9. Шăрт.
10. Йывăç ака кашти.
11. Çаклатмалли.
Тимĕр ака (Асан.).
1. Тĕнĕл.
2. Куччăр.
З. Пружина хулли.
4. Пружина тыткăччи.
5. Пружина.
6. Тыткăччи.
7. Çăраççи.
8. Çунатсем.
9. Тĕренсем.
10. Урапа.
11. Ака пласси.
12. Сăнчăр.
13. Пĕкĕ.
Ака-пуç (Имен.).
1. Тĕрен.
2. Пысăк сурпан хăми.
3. Çĕççи.
4, а. Ама турат.
4, б. Çăвăр турат.
5. Кĕçĕн сурпан хăми.
6. Хаччи.
7. Шăрт.
8. Пысăк тăмана пăти.
9. Кĕçĕн тăмана пăти sive автан.
10. Путек пăявĕ.
11. Ака-пуç кашти.
12. Суласем.
13. Тараса.
14. 15. Тĕп-турта пăявĕ.
16. 17. Тĕп-турта.
18. Тараса хăми.
19. Пускачă.
20. Çăвăр савăл, мăн савăл.

ака пăтти

(ага п̚ŏττиы, — п̚ы̆ττиы), sacrificium Tschuvascnorum, quod, fit tempore verno, sememe peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puis coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. __Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кõлаçсĕм, çăмартасĕм, пăтă пĕçерсе асăнса çиеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется „ака пăтти“. Н. Карм. Ака пĕтсессĕн ака пăтти чӳклеççĕ. Унта пăтă пĕçереççĕ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтта чӳкленĕ чух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине ярса çияççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу. Н. Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти чӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе чӳклеççĕ. Сĕтеле урай варне лартаççĕ, ун çине хуранĕпе пăтă лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа чӳклет. Чӳклеччен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. „Эй турă, пĕсмĕлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕркĕрен пин пĕрчĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пуçĕ чакан пек пултăр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...... Амин Ан пăрах, турă, çырлах“. Ӳксе пуççапăть, турра асăнса, виç хут. Чӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валли чăн пĕчĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕчĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, чăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарчăн çăмарти пек анчах пулать вăл. Пĕчĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмартах хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти чӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех хирте чӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него — кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмыгаку шапку, молится так: „Во имя бога! боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд..... Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву“. Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т. е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали вполе, а теперь — дома. Чăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. „Е пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (Iеде: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелĕхне пар. Тăрри чакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса ямалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. Амин“. Молитва, произносимая при молении кашей. „Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного носеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель — как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь“. Норв. Ц. „После пашни, помолившись, кладут в деревянную кадочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают назагоне („ана çине кайса вараççĕ“). Менч. Чист. „Ака пăтти — моленье после пашни или в середине ее“. Ib. Ака пăтти чӳкленĕ кун, день, в который совершается моленье „ака пăтти“. Ib. Во время „ака пăтти“ хуранĕпе чашăкне утă (scr. ута) çине лартаççĕ, т. е. котел и чашку ставят на сено. || В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухаччен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.

Анаткасси

(каσσиы), i. q. Анаткас. Pars quaedam vici Аслă-Аксу praef. Buensis. Также назв. улицы. Анаткасси — Аксури касă ячĕ; вăл лапра ларат. Анаткасси — название улицы в Б. Аксе (Буин. у.). Она расположена в низменности. || Nom. vici Tschuv. in praef. Tscheboxarensi. Назв. дер. Анаткасов, Алымкасин. вол. Чебоксар. у.

кайри кас

назв. улицы (касă) в д. Ст. Дувановой, б. Буинского у. Ст. Дув. «Кайри-кас — Сăмсахкасси».

Калмăккасси

назв. улицы (касă) в д. Ст. Дувановой, б. Буинск. у.

канăçлă

спокойный, спокойно. ПМН. Пĕтĕм тĕнче канăçлă тăтăр. БАБ. Хăйĕн (у нее самой) ачисем-ха темĕн пек канăçлă, тет: пĕтĕм касă тĕлĕнет. || Небеспокоющий живых (покойник). Макка 211°. Хыçалалла çавăрăнса пăхсан, хыçалтан пырать (покойник), теççĕ, тата канăçлă виле пумаç (= пулмасть), теççĕ.

касă

(-зы̆), борозда, или земля, срезанная с борозды. См. ака-пуç. Хурамал. Касă — ака тунă чух касăлнă çĕр. Çеçмер. Çоха касси, ака касси — борозда. Ib. Кассипе от! Иди по борозде! (Гов. лошади). Бур. Кассипе калаçăп, автанĕпе ака тăвăп. (Çыру çырни). Календ. 1904. Тырă пĕр касă та акаймасчĕ, тет. || Полоса. Тим. † Касăях та касă ешĕл курăк, çырла çеçки ӳсни курăнмас.

касă

то же, что кас. N. Çиен пур-и, вылян пур-и — атьăр кассипе туя! (Такмак). Пазух. Тусăм касси витĕр эп тухнă чух, тусăм, курса, йĕре, ай, пуçларĕ. СТИК. Пирте ялсем темиçе касса уйăрăлаççĕ. Касă тени — вăл пĕр çĕрте çумлăн-çумлăн ларан килĕсем пулат. Кашни касăри çын хăй кассинчисене çывăхрах. Пирĕн, темле, хăш касса хаяр теççĕ, хăшне йăваш теççĕ. Хурăнташсем пĕр касра лараççĕ. Пĕр пĕчĕкçĕрех касăра пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе хурăнташлă çынсем лараççĕ. Альш. Унтан тата çавăн пекех вăл вăйя тухан хĕрпе каччă час-часах тăрăхлакаласа, кулкаласа касă-касă хĕрне, ял-ялĕ хĕрĕсене юрлаççĕ. ЧП. Пирĕн касă ачисем.

касă

то же, что кас. Дик. леб. 40. Касă-касă вăйлă çил-тăвăл пулассине пĕлтерет. СТИК. Çил касă-касăпа килсе уласа каят (эсĕ пӳртре ларатăн пусан). Чув. пр. о пог. 167. Касă-касă пĕлĕт — нависшие тучи, из которых идет дождь, сменяющие одна другую. (Срв: касă çил — напор ветра). Карсун. † Касă-касă пĕлĕт пулас-мĕн. Альш. Ывăлĕ ашшĕне хирĕç калать: эй аттем! пĕр касă çумăр килĕ те, ирĕлтерĕ ярĕ. || Отряд. N. Çапла каласа тăнă чух, сăрт хушшинчен пĕр касă çар тухнă. N. Çапла Израил халăхĕ çарри пĕр ушкăнĕ (в рукописи написано: «пĕр касси») çурçĕр енчен хатĕрленсе тăнă, тепĕр ушкăнĕ хĕвеланăç енче пулнă. Шел. 24. Кайăк хур пек кăртипе умлă-хыçлă тăраççĕ, харас утса, юрласа, кассăн-кассăн пыраççĕ. || Часть. N. Мĕшĕн эсĕ çĕр укçинчен пĕр кассине пытарса хăвартăн? Ковали. Пĕр касси (часть кур) сарай хыçĕнче ларать, тепĕр касси урама тухса кайнă. || Квартал. Юрк.

Ӳреней-касси

чув. назв. улицы (касă) села Чув. Кулатки, Хвал. у. Ăна апла çав ятлă чăваш малтан пырса ларнăран каланă.

Ăвăс касси

назв. улицы в Б. Аксе, Буин. у. Ăвăс-касси — Аксури касă ячĕ; ĕлĕк вăл касăра ăвăс нумай ӳснĕ. Так называется улица в Аксе; раньше на этой улице росло много осин.

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

Ваçтак ăрамĕ

назв. улицы (ялти касă). Макка 59.

Ваçтак-кас

назв. улицы (ялти касă). Макка 55.

Ирçе-Касси

назв. части (касă) с. Трехбалтаева, Буинского у.

Ирçел

(Ирз’эл'), назв. села Верхних Тимерсян, Ногаткинск. в. Симб. у. Название происх. от Ирçе ялĕ. Чĕмпĕртен 56 çухрăмра. Пирĕн яла хамăр ялсем те ытти ялсем те чăвашла Ирçел теççĕ. Пирĕн ялти касăсем: Малти, Анатри касă, Хыçалти касă, Çӳлти касă, Çапук-касси, Кĕпер-касси, Мăставуй-касси, Çаман-касси, Чиркӳ-касси, Прикас-касси, Хврти-касă. Пирĕн яла Ирçел тесе акă мĕншĕн каланă: ĕлĕк вăл ял вырăнĕнче ирçесем пурăннă, унта чăвашсем, пырса, ирçесене хăваласа янă та, хăйсем пурăна пуçланă, çавăнпа вăл яла Ирçел тенĕ. Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул пулĕ. Вăл ял вырăнĕнче ĕлĕк çырман пĕр енче ирçесем пурăннă, тепĕр енче лачака пулнă. Халĕ вăл çырманăн икĕ енĕнче те ял.

Ирчĕмес

(Ирџ̌эмэс), назв. дер. Курм. вол. Курм. у. || Назв. одной из частей (касă) дер. Аслă-ял, Старо-Зиновьевской вол. Карсунского у.

Ишел-касси

назв. части (касă) села Шибылгов, Цив. у.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бороздить

глаг. несов.
1. (син. пахать) кас, касă ту; йĕр ту; бороздить плугом землю çĕре ака пуçĕпе сухала; морщины бороздят лицо сăн-пите пĕркеленчĕк картланă
2. кас, касса пар, çурса пыр; корабли бороздят море карапсем тинĕс шывне касса çӳреççĕ

полоса

сущ.жен., множ. полосы
1. йăрăм, йĕр; полосы на теле от ударов ӳт çинчи çапнă йĕрсем
2. (син. пояс) тăрăх, ярăм, касă; лесная полоса вăрман ярăмĕ; полоса песка вдоль берега çырăн хĕрринчи хăйăр касси
3. (син. период) тапхăр, вăхăт; светлая полоса жизни пурнăçри савăк тапхăр ♦ газетная полоса хаçат страници

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

бороздить

, -зжу, -здишь, что, несов. 1. касă ту, йĕр ту, çĕре чĕр; 2. пĕркелентер (çамкана).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бороздить

несов. что 1. касă ту, йĕр хăвар; картла; морщины бороздят лоб çамкана йĕрсем картлаççĕ; 2. касса (е çурса) пыр, касса çӳре (шыва); корабли бороздят океаны карапсем океансен шывне çурса çӳреççĕ; 3. перен. выля; молнии бороздят небо çиçĕм пĕлĕтре вылять.

гон

м. 1. по гл. гнать(ся) 1; 2. охот. хăвалани, ĕрлени (сунартакайăка); 3. (состояние зверей в брачный период) туй, кĕрт, кĕртлешни, ертнĕ вăхăт, ертни; гон волков кашкăр туйĕ (е кĕрчĕ); 4. с.. (длина обрабатываемого участка) тăрăх, касă.

отвал

м. 1. по гл. отвалить; 2. (режущая часть плуга) отвал, плуг калакĕ; 3. (пласт земли) касă (çавăрса пăрахни); 4. (насыпь) купа; ◇ до отвала кӳпĕниччен, май таран.

порывистый

прил. 1. авăк, касă; порывистый ветер авăк çил; 2. (резкий) хыпкаланчăк, васкавлă; порывистые движения васкавлă хусканусем; 3. (пылкий) хĕрӳ(ллĕ), вĕри (çын).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кас

, касă 1. «выселок», «околоток», «часть деревни», «улица»; 2. «борозда», «полоса (часть пространства)»; анат кас «нижняя часть», «нижний конец деревни»; тури кас «верхняя часть», «верхний конец деревни»; названия деревень: Палешкасси, Паланкасси, Вăрманкас — деревни, появившиеся в результате вырубки на определенном пространстве рябиновой, калиновой или дубовой рощи; Енькасси, Ениккасси — деревня, получившая свое название от первого поселенца Еника. От каскас.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

виктори

п.с. Пахчара ӳстерекен шултра çĕр çырли. Якушев паян викторипе сутă тăвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с. Решетке çумĕнчех темиçе касă виктори ... куçа илĕртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с. Июнь çурри тĕлне виктори пиçме тытăнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с. Кунта ӳсекеннисемхăмла çырли, виктори, хура хурлăхан. ХС, 5.03.1999, 5 с. — виктори çырли йăранĕсем (КÇ, 2001, 2 /, 1 с.); — Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.

Çавăн пекех пăхăр:

кас суханĕ кас-йыш кас-кас кас-пик « касă » касăв касăк касăк-кĕсĕк касăкăн-касăкăн касăл

касă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150