Шырав: пусар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕчĕрхенӳ

2.
зависть
вĕчĕрхенĕве пусар — подавить чувство зависти

вибратор

вибратор (чĕтретсе пусаракан прибор)
бетона вибраторпа пусар — уплотнять бетон вибратором

кăмăл

2.
настроение, самочувствие, расположение духа
пусăрăнчăк кăмăл — подавленность
тулли кăмăл — удовлетворенность, удовлетворение
хаваслă кăмăл — радостное настроение
кăмăла кай — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла кил — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла пăс — испортить настроение
кăмăла хуç — испортить настроение
кăмăла пусар — успокоить душу, утешить
кăмăла çавăр — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла уç — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла çемçет — смягчить душу, сердце
кăмăла çĕкле — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хăпарт — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хытарса — скрепя сердце
эпĕ ăна хам кăмăлпа турăм — я это сделал по своей воле
Кăмăл вылянă хыççăн ан çӳре. — посл. Не следуй за игрой настроения.
Кăмăла хирĕç кăмăл. — погов. Добро за добро.

мăнаçлăх

2.
высокомерие, надменность
спесь

мăнаçлăхне пусар (хуç) — сбить спесь с кого-л.

пăлхав

1.
бунт, мятеж
хресчен пăлхавĕ — крестьянский бунт
пăлхав çĕкле — поднять бунт, взбунтоваться
пăлхава пусар — подавить мятеж

пресс

прессовый
гидравлика прессĕ — гидравлический пресс
торф прессĕ — торфяной пресс
формовка прессĕ — формовочный пресс
пресспа пусар — прессовать, сжимать прессом
прессс хуçалăхĕ — прессовое хозяйство
пресспа штамповка цехĕ — прессово-штамповочный цех

пусар

1.
давить, придавливать
пригнетать
уплотнять

çĕр çумне пусар — придавить к земле
чулпа пусар — придавить камнем
хĕвел юра пусарать — солнце уплотняет снег

пусар

2.
утаптывать, топтать, утрамбовывать
курăка таптаса пусар — утоптать траву
хăйăра урапа пусар — притоптать песок

пусар

3.
подавлять
вăйпа пусар — подавить силой
пăлхава пусар — подавить мятеж

пусар

4.
успокаивать, умерять, смягчать
укрощать

ăша пусар — успокоить душу
çилле пусар — подавить гнев
хăйне хăй ĕмĕтпе пусарать — он тешит себя надеждой

пусар

5.
сажать на яйца
пусарма лартнă чăхă — курица, посаженная на яйца, наседка

пусар

6.
валять (сукно, войлок)

пусар

7.
ослаблять, уменьшать
хăвăртлăха пусар — уменьшить скорость, притормозить

пусарăнтар

то же, что пусар 4.

халапла

1.
разговаривать
толковать
разг.
вести беседу
мĕн çинчен халаплатăр? — о чем вы толкуете?
халапласа чуна пусар — отвести душу в беседе

чун

душевный
чун канăçĕ — душевное спокойствие
чун ыратăвĕ —  душевная боль
чуна йăпат — отвести душу
чуна пусар — отвести душу
чуна кантар — 1) утешить, успокоить душу 2) удовлетвориться

çилĕ

I.
гнев, ярость, злоба, злость
хаяр çилĕ — необузданный гнев
кара çилĕ — необузданный гнев
çилĕ килет — зло берет
çиле килтер — вызывать гнев, злить
çиле шăнар — сдерживать гнев, укрощать свою ярость
çиле пусар — сдерживать гнев, укрощать свою ярость
çиле шăнараймасăр — будучи вне себя от ярости
çилĕпе кала — говорить гневно, со злостью
çилли тăвăлса çитнĕ — он кипит гневом
çилли тулса çитнĕ — он кипит гневом
çилли иртсе кайнă — его гнев прошел
манăн сана çилĕ çук — я не сержусь на тебя

ăш

8.
душа, сердце
ăш вăркать — сердце ноет, на душе неспокойно
ăшăм çунать —1) у меня сильная жажда 2) душа моя горит
ăшĕ выртрĕ — 1) он насытился (наелся и напился) 2) ему полегчало; его душа успокоилась
санпа калаçсан ăш выртрĕ — после разговора с тобой у меня на душе стало легко
ăш пăтранать — 1) тошнит, тошно разг. 2) на душе неспокойно
унтан ăшăм писрĕ — я питаю к нему отвращение
ăш ырă марра сисет — сердце чувствует недоброе
хунхăпа ăш çурăлсах тухать — сердце готово разорваться от горя
ăш çунтармăш — причина переживаний
хура ăшлă этем — человек с черной душой
ăш çуннине пусар — успокоить душу
ăша ил — 1) вдохнуть в себя (при курении) 2) принимать близко к сердцу
ăша кайса тиврĕ — за сердце, за душу задело
ăша кĕр — 1) влезть в душу 2) запасть в память
çав кун ĕмĕрлĕхех ăша кĕрсе юлчĕ — на всю жизнь запомнился мне этот день
ăша пусар — успокоить душу
ăша çунтар — терзать душу
ăшра лăпкă мар — на душе неспокойно

ăшчик

5.
душа, сердце
ăшчик ĕм кӳтсе çитрĕ — я расстроился
ăшчик ĕм тулса çитрĕ —
1) у меня появилась тошнота
2) я рассердйлся
3) я разволновался
ăшчик çунса тухать — все внутри горит
ăшчикĕ пусар — успокоить душу
Чун савнине курмасан, ăшчик вăр-вăр çаврăнать —
фольк.если не увижусь с милым, то у меня неспокойно на душе
Çын ăшчикки — хура вăрман. —
посл. Чужая душа — дремучий лес. (соотв. Чужая душа — потемки).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кăмăл

милость, усердие, расположение; характер; кăмăллă – щедрый, милосердный; кăмăл кур – снискать любовь; кăмăлсăр пулман – не пришел в отчаяние; кăмăлне кайми çын – человек, который никому не может быть приятным; ăшă кăмăллă – ласковый; кăмăл пусар – утешаться; кăмăллăн пăхрĕ – посмотрел ласково; мăн кăмăллă – гордый; мăн кăмăлланса çӳренĕшĕн айăплакан çĕре çитрĕмĕр – достигли места, где обвиняют за гордость; йăваш кăмăллă – кроткий; кăмăлне çавăр – умоли.

89 стр.

пус

IIII.
ступать, давить, попирать, гнести
алă пус — руку приложить, подписаться
пичет пус — приложить печать
ура пусмалли, пускăч — стремя
кĕнеке пусакан вырăн — типография
кĕнеке пусакан, çаптаракан — типограф
хурах пус — грабить; разбойничать
хурах пусакан — разбойник, пускала – переминаться
пускаласа ан тăр — не переминайся
пусар, пусмăр — придавить чем-л; привалить что-л.
пустар — отдать материю в набойку
пусăн — смиряться, унижаться, прекращаться, подавить в себе гнев
вăл пусăнчĕ — он укротил свой гнев
çил пусăннă — ветер стих
çумăр пусăнать — дождь перестает
пуслăх — гнет
пусма — ступень, лестница
пусма картлашки — ступень

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

асăмлăх

(азы̆млы̆х), recordatio, воспоминание. Сир. 45. Ман асăмлăх пылтан тутлă, мана тытса тăни шерпетрен симлĕ. Воспоминание обо мне слаще меда, и обладание мною приятнее сыты. Ib. 71. Вилне çыннăн хăй пĕр лăпланнăскерĕн асăмлăхĕ те лăплантăр, унăн чунĕ пĕрре тухса кайнă, ун тĕлĕшĕнчен ăшна пусар. С упокоением умершего да успокоится и память о нем, и утешься о нем по исходе души его.

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

глушить

глаг. несов.
1. кого анрат; глушить ударом çапса анрат
2. что (син. ослаблять) вăйсăрлат, чакар; глушить звук приёмника приёмник сассине чакар
3. (син. подавлять; ант. поощрять, развивать) чар, чăрмантар, пусар; глушить инициативу пуçарăва пусар ♦ глушить мотор мотора чар; глушить вино эрех кӳп

давить

глаг. несов.
1. кого-что и на кого-что (син. нажимать) пус, тапта, пусар; давить ногой урапа тапта
2. кого-что (син. сжимать) хĕс, хĕстер; сапог давит ногу атă урана хĕстерет
3. (син. выжимать) пăчăрта, имĕр, çăр; давить ложкой ягоды çырлана кашăкпа имĕр
4. (син. убивать) пăв, вĕлер; лиса давит кур тилĕ чăхсене пăвать

душа

сущ.жен., множ. души
1. чун, чун-чĕре; душа болит чун ыратать; на душе радостно чун савăнать; вложить душу в работу чуна парса ĕçле; душа не лежит чун выртмасть (мĕн те пулин тума); от всей души пĕтĕм чун-чĕререн; жить душа в душу чунтан килĕштерсе пурăн; сколько душе угодно темĕн чухлĕ, ытлă-çитлĕ; отвести душу чуна пусар (калас тенине каласа); за душу берёт чунах пырса тивет
2. чун, çын; их в семье шесть душ вĕсен кил-йышĕнче ултă çын ♦ душа ушла в пятки от испуга харанипе чун тухсах кайрĕ; души не чает чунтан юратать; говорить по душам чуна уçса калаç; это мне по душе ку ман кăмăла каять

нажать

глаг. сов.
1. что и на кого-что (син. надавить) пус, хĕс, пусар; нажать кнопку звонка шăнкăрав кнопкине пус; нажать на тормозную педаль тормоз пускăчне пус
2. на кого (син. понудить) хисте, пусахла, пăвăрт; нажать на отстающих юлса пыракансене хисте

угнетать

глаг. несов.
1. кого (син. притеснять) пусмăрла, хĕсĕрле, пусмăрта тыт
2. кого-что (син. мучить) пусар, асаплантар, кулянтар; меня угнетают мрачные мысли ман чуна йывăр шухăш пусарать

успокоить

глаг. сов.
лăплантар, пусар, кунĕлет; успокоить плачущего ребёнка макăракан ачана лăплантар

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гнести

- ту кого, что несов. 1. пус, пусар, пусса тӑр, пускӑчла (кĕлте, утӑ лавне); 2. пусмӑрлама, пусмӑр айӗнче усрама, ӑша ҫунтарма.

давить

-влю, давишь на кого, на что несов. 1. пус, пусар, пусӑрӑнтар, пӑчӑрта, хӗс, хĕстер; 2. пусса вӗлер (хӑнкӑлана); пӑв, пӑвса вĕлер (тилӗ чӑхсене); 3. пусмӑрлама, хӗсĕрлеме.

заглушить

-шу что сов., заглушать несов. 1. хупласа ларт, илтĕнми ту, пӑчлантар; 2. пусар (ыратнине); 3. ҫумкурӑк пусса (хупласа) илме.

заморить

кого, что сов. ытлашши йывӑр ӗҫпе тарӑхтар, суптар, ӗшентер, вилес патне ҫитер; заморить червячка кӑшт ҫырткаласа, хырӑм выҫнине пусар.

нагнетать

что несов., нагнести, -ту, сов. хӗссе пусар.

облегчать

кого, что несов., облегчить, -чу сов. 1. ҫӑмӑллат; 2. лӑплантар, пусар; 3. ансатлат, ансатрах ту (машина кострукцине), ансатлантар (кӑткӑс ыйтӑва).

обуздывать

кого, что несов., обуздать сов. 1. ҫӑварлӑхла, ҫӑварлӑх пар; 2. йӑвашлантар, лӑплантар, пусар, тытса чар, ытлашши ирӗк ан пар.

оплодотворить

кого, что сов., оплодотворять несов. йӑхтар, пĕтелентер, тӗвӗле, пӗтӗҫлентер (чечеке), пусар (ср. сӑрӑ пусарман хурт ами).

остепенить

кого, что сов., остепенять несов. пусар, лӑплантар, ӑс кĕрт, картине кĕрт, йĕркеллĕ пулма вĕрент.

осушать

что несов., осушить, -шу сов. 1. типĕт (лачакаллӑ вырӑна); 2. тĕппипе ӗҫсе яр; осушить слёзы кому хуйхине пусар, лӑплантар.

отжимать

что несов., отжать, отожму сов. пӑчӑртаса шывне кӑлар; отжимать творог тӑпӑрч пусар, тăпӑрч юхтар; отжимать бельё кӗпе-йӗме пӑрса типӗт.

садить

-жу, -дишь кого, что несов., сажать несов. 1. ларт (йывӑҫ, ҫӗрулми); 2. ларт; сажать гостей за стол хӑнасене сӗтел хушшине ларт; 3 хыв; сажать хлебы в печь кӑмакана ҫӑкӑр хыв; 4. пусар; сажать наседку на яйца чӑх пусар.

смягчать

кого, что несов., смягчить, -чу сов. 1. ҫемҫет, ҫемӗҫтер; 2. перен. ҫӑмӑллат (наказание), тамалтар (ыратнине); 3. пусар (ҫилле), ҫавӑр (кӑмӑла).

подавить

-авлю, -авишь кого, что сов., подавлять несов. пусар, пĕтер, север; будучи не в силах подавить свой гнев ҫиллине шӑнараймасӑр (сӗвӗреймесер); подавить восстание восстание пусарма.

прессовать

-сую что несов., спрессовать и отпрессовать сов. пресла, преспа пусар.

прибивать

что несов., прибить, -бью сов. 1. ҫап, ҫапса ларт, ҫапса хур (стена ҫумне); 2. ват, ӳкер; градом хлеб прибило пăр тырра ӳкернӗ, ватнӑ; 3. пусар, пусарса ларт; дождём пыль прибило ҫумӑр тусана пусарчĕ.

придавить

-влю кого, что сов., придавливать несов. 1. лапчăт, пусар, хӗстер (пӳрнене); 2. хӗсӗрле пусмӑрла.

трамбовать

-бую что несов., утрамбовать сов. тикĕслесе такăрлат, таптаса пусар, таптаса якат, çапса тикĕсле, çапса пирчет, трамбовка ту, чых, тăнкка.

укротить

-щу, -тишь кого, что сов., укрощать несов. 1, чар, лăплантар, йăвашлантар, итлекен ту (тигра); 2. пусар, сапăрлат; укротить гнев çилле пусар.

унимать

кого, что несов., унять, уйму сов. чар, пусар, лăплантар.

усмирить

-рю кого, что сов., усмирить несов. лăплантар, пусар, йăвашлантар, йăвашлат.

успокаивать

кого, что несов. успокоить, -ою сов. 1. йăпат, лăплантар, пусар, канăçтар; 2. пусăрăнтар, чар, тамалтар (ыратнине).

утаптывать

что несов., утоптать, -чу сов. таптаса хытар, таптаса пусар (утта), такăрлат; утоптать дорожку çула такăрлат.

утешать

кого, что несов., утешить, -шу сов. йăпат, савăнтар, кăмăла пусар, лăплантар.

утешаться

-аюсь несов., утешиться, -шусь сов. йăпан, лăплан, пусăрăн, кăмăла пусар.

утолить

что сов., утолять несов. 1. ăша лăплантар, кантар, кăмăла тултар; утолить голод, жажду апат çисе, шыв ĕçсе ăша кантар; 2. перен. вăйсăрлат, пусар, пусăрăнтар (хуйха, ыратнине).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

выплакать

сов. что 1. йĕрсе (е макăрса) пусар (хуйха); йĕрсе лăплантар (чуна, чĕрене); 2. разг. (вымолить) йĕрсе тархасласа ил; ◇ выплакать все глаза чарăнайми йĕр, куç-пуç хĕреличчен йĕр.

гасить

несов. что 1. (тушить) сӳнтер; гасить свет çутă сӳнтер; 2. перен. (подавлять, заглушать) чар, пусар, тытăнса тăр; гасить в себе гнев çиллӳне чар; 3. (погашать долг) тат (парамă); ◇ гасить почтовую марку почта маркине çӳрет; гасить известь известь çунтар; гасить мяч спорт. мечĕке çапса антар (баскетбол, волейбол вăййинче).

глушить

несов. что 1. (заглушать) итлеме ан пар, итлеме чăрмантар, илтĕнми ту; 2. (не давать расти, развиваться) пусар, хупла, путар; глушить инициативу пуçарулăха хупласа пыр; 3. прост. (тушить) сӳнтер; глушить самовар сăмавара сӳнтер; ◇ глушить водку (или вино) эрех кӳп; глушить мотор мотора чар; глушить рыбу пулă сирпĕт.

давить

несов. 1. кого-что, на кого-что (тяжестью) пус, пусар; тап; снег давит на крышу юр çурт тăррине пусать; пар давит на поршень поршене пăс тапать; 2. что (жать) хĕс; сапог давит ногу атă урана хĕсет; 3. что (выжимать) пăчăрта, пар, сĕткен кăлар; давить ягоды çырла сĕткенне кăлар, çырла пăр; 4. кого, разг. (душить) пăв, пăвса вĕлер; хорёк давит цыплят пăсара чĕпсене пăвать; 5. безл. чувстве боли) пăв, хĕс; давит грудь кăкăрта тем пăвать; 6. что (мять; расплющивать, уничтожать) пус, пусса вĕлер (хăнкăлана), тапта, таптат, таптаса вĕлер; 7. кого, перен. (притеснять) ирĕксĕрле, хĕс; 8. что, перен. (теснитьо чувствах) пус, пăчăрта, каç; душу давит тоска чуна хуйхă касать.

душа

ж. 1. филос. (нематериальное начало) чун; душа и тело чунпа ӳт-пӳ; 2. (свойство характера) чун, кăмăл, чĕре; добрая душа ырă чунлă çын; 3. (чувство; темперамент) чун, чĕре; петь с душой чĕререн юрла; 4. перен. (вдохновитель, организатор) чун; он душа этого колхоза вăл çак колхозăн чунĕ; 5. разг. (человек при указании количества) чун, çын; на улице ни души урамра пĕр чун та çын та) çук; 6. (единица населения) çын, ят; на душу населения пĕр çын ят) пуçне; 7. разг. (обращение) чунăм; душа моя чунăмçăм; ◇ в душе ăшра; по душам говорить чĕререн чуна уçса) калаç; вымотать всю душу чуна кăлар ил); заячья душа мулкач чунĕ, чăх чĕри; от всей души пĕтĕм чунтан, чĕререн; жить душа в душу чунтан-вартан килĕштерсе пурăн; не чаять души в ком-л. пĕтĕм чун-черепе сав юрат); отвести душу чуна пусар; душа не лежит к кому-чему-л. чун туртмасть; душа ушла в пятки сехре хăпрĕ; стоять над душой чуна ил; по душе кăмăла каять; он кривит душой вăл тӳрĕ çын мар; сколько душе угодно ытлашшипех; вложить душу в работу чунна хурса ĕçле; за душой нет ни гроша манăн пĕр пус та çук; душа нараспашку питĕ уçă çын, уçă чунлă çын; чужая душа потёмки посл. соотв. çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар (букв. внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы).

душить

несов. 1. кого (умерщвлять) пăв; 2. кого (стеснять дыхание) пăчăхтар, сывлама кансĕрле, пул; его душит кашель ăна ӳслĕк сывлама кансĕрлет, аптратать; 3. кого-что, перен. (угнетать, притеснять) пĕтерсе ларт, пусар, пăчлантар, аталанма ан пар, хĕсĕрле; душить свободу ирĕке пăчлантар; душить в объятиях савса хытă ытала; душить поцелуями ыталаса нумайччен чупту.

забыться

сов. 1. (задремать) тĕлĕр, тĕлĕрсе кай, кăтăш пул; забыться на несколько минут темиçе минут тĕлĕрсе ил; 2. (отвлечься от действительности) килен, чуна пусар; забыться музыкой музыкăпа килен; забыться на людях çынсемпе (калаçса) чуна пусар; 3. (не сдержать себя) йĕркерен тух, виçерен тух (е ирт); забыться в минуту горячности хĕрсе кайнă самантра пурне те манса кай; 4. (не удержаться в памяти) манса кай, манăçа тух, манăç пул, пуçран тухса ӳк.

заглушить

сов. что 1. хупла, хупласа ларт, илтĕнми ту; чар, чарса ларт (мотор); завывание ветра заглушило шум моря çил ӳлени тинĕс шавне хупласа лартрĕ; 2. перен. (ослабить, притупитьо чувствах, ощущениях) пусар, лăплантар; заглушить боль ыратнине пусар; 3. (о растениях) пусса ил (е ларт), хупласа ил; сорняки заглушили посевы калчасене çумкурăк пусса илнĕ; 4. перен. (подавить, уничтожить) пусар, путар, тытса чар; заглушить гнев çилле пусар.

задавить

сов. 1. кого (придавить насмерть) тапта, таптаса кай (е пăрах); лапчăт, лапчăтса ларт (е пăрах), çап, çапса пăрах; машина задавила собаку машина йытта таптаса кайнă; 2. кого, прост. (задушить, удавить) пăв, пăвса пăрах; кошка задавила мышь кушак шăшие пăвса пăрахнă; 3. что, прост. пусар (çилле).

задушить

сов. 1. кого (умертвить, остановив дыхание) пăв, павса вĕлер, пăвса пăрах; 2. кого (отравить газами, дымом) пăчăхтар, чыхăнтар, пăчăхтарса вĕлер, чыхăнтарса вĕлер; З. что, перен. (подавить) путар, путарса ларт, пусар; 4. что (заглушитьо растениях) пус, пусса ларт.

залить

сов. 1. что (водой луга) ейӳ тух, ейĕве кай, шыв ил (сăм. çырана); (кровью) путар (юн ăшне); (напр. туманом) карса ил, хупла (тĕтре, тĕтĕм); 2. что, перен. çап, тул; комнату залил солнечный свет пӳлĕме хĕвел çути тулчĕ; краска залила лицо пите хĕрлĕ тĕс çапрĕ; радость залила душу чун-чĕрене савăнăç тулчĕ; 3. кого-что (облить) тăк, тăкса яр, варала; йĕпет; çу; залить стол чернилами сĕтел çине чернил тăкса яр; 4. (затушить) шыв сапса сӳнтер (пушар); 5. что (покрыть) вит, сар (асфальт); хыв (бетон); сĕр (сăмала); залить смолой дно лодки кимĕ тĕпне сăмала сĕр; 6. что (заделать отверстие) сапла (калуш); ◇ залить горе (или тоску) хуйха эрехпе пусар.

затушить

сов. что, разг. 1. сӳнтер; затушить лампу лампăна сӳнтер; 2. перен. (подавить) пусар, путар (сăм. туйăма).

нагнести

сов. что хĕссе пусар, хĕссе кĕрт (е тултар); нагнести воздух сывлăш хĕссе тултар; нагнести давление пусăма ӳстер.

надавить

сов. 1. что, на что (нажать) тĕк, пус, пусар, пăчăрта; 2. что, чего (выжать) пăчăртаса кăлар (е юхтар); надавить соку сĕткене пăчăртаса кăлар; 3. кого-чего (давя, уничтожить) пус, тапта, пусса (е таптаса) вĕлер.

обезоружить

сов. кого-что 1. хĕçпăшалсăрлат, хĕçпăшалсăрлантар; 2. перен. хирĕç тăми ту, йăвашлат, пусар.

облегчить

сов. что 1. (уменьшить в весе) çăмăллат; 2. что (упростить) ансатлантар; 3. что (сделать менее трудным) çăмăллат; условия труда ĕç условийĕсене çăмăллат; 4. кого-что (успокоить, принести облегчение) пусар, лăплантар, йăвашлантар.

обмять

сов. что тапта, пусар, лапчăт; обмять солому улăма тапта.

обуздать

сов. 1. кого (надеть узду) çăварлăхла; 2. кого-что, перен. (сдержать, умерить) çăварлăхла, чар, пусар.

остепенить

сов. кого йăвашлантар, кунĕлет, лăплантар, пусар.

осушить

сов. 1. что. типĕт; осушить болото шурлăха типĕт; 2. (выпить) тĕппипе ĕç, ĕçсе яр, ĕçсе пĕтер; ◇ осушить слёзы хуйхăра лăплантар, кăмăлне пусар.

отбить

сов. 1. что (отколоть) кат, хăйпăт; отбить ручку у чайника чейник аврине катса пăрах; 2. что (отбросить) хирĕç (е каялла) çапса яр; отбить мяч мечĕке каялла çапса яр; 3. кого-что (отразить) сирсе яр, хăваласа яр; отбить атаку атакăна сирсе яр; 4. кого-что (отнять с боем) туртса ил (каялла); отбить город хулана каялла туртса ил; 5. кого-что, разг. (отделить от общей массы) уйăр, уйăрса ил; отбить от стада кĕтӳрен уйăрса ил; 6. кого, разг. (привлечь к себе) туртса ил, çавăр (ху енне); отбить невесту хĕр туртса ил; 7. что, разг. (заглушить, уничтожить запах, привкус и т. п.) пĕтер, пусар, чакар; 8. что, разг. (уничтожить желание, охоту) сӳнтер, пĕтер, пĕтерсе хур; 9. что (повредить) амант; отбить руку алла амант; 10. что тупта; отбить косу çава тупта; 11. что (обозначить ударами) шаккаса шутла (е кăтарт); отбить такт такта шаккаса кăтарт.

охладить

сов. 1. что (остудить) сивĕт; 2. кого-что, перен. сивĕт, сӳнтер, чакар, пусар; охладить восторг саванăса чакар.

перебороть

сов. 1. кого-что, прям. и перен. пусар, çĕнтер, алла ил; перебороть страх хăранине пусар; перебороть себя хăвна ху алла ил; 2. кого, разг. (победить всех, многих) çĕнтер, çĕнтерсе тух.

переломить

сов. что 1. (разделить на части; повредить переломом) хуç, хуçса пăрах; 2. перен. (резко изменить) улаштар, урахлат; пусар, сирсе яр; переломить характер характера улăштар; переломить себя улшăн, хăвна ху çĕнтер.

пересилить

сов. 1. кого-что çĕнтер, парăнтар, вăйлăрах пул; 2. что, перен. тӳссе ирттер, парăнтар, пусар; пересилить гнев çилле шăнар.

побороть

сов. 1. кого (кĕреиме) çĕн, çĕнтер, парăнтар, çиеле, тух; 2. что (преодолеть) çĕнтер, сир, пусар; побороть страх хăранине сир; побороть себя хăвна ху тытса чар.

погасить

сов. что 1. сӳнтер; погасить лампу лампа сӳнтер; 2. перен. тӳлесе тат, тавăр; погасить задолженность парăм тат; погасить облигацию облигацишĕн укçа тавăр; 3. перен. пусар, пул, чакар; погасить инициативу пуçарăва пусарса ларт.

погрузить

сов. кого-что 1. путар, пусар, яр, антар; погрузить весло в воду кĕсмене шыва яр; 2. (для отправки) тие, тиесе хур (е ларт, яр).

подавить

сов. 1. (слегка надавить) пусса тăр (е ил), пус; 2. кого-что (раздавить всё, многое, всех, многих) таптаса (е лапчăтса) пĕтер (е тух); 3. что пусар, путар, пĕтерсе (е пусарса, путарса) ларт; подавить мятеж пăлхава путар; 4. что (преодолеть) шăнар, пусарса ларт; подавить гнев çилле шăнар; 5. чем пусар; подавить величием мăнаçлăхпа пусар (ыттисене); 6. кого-что (привести в мрачное состояние) кăмăла пусар, пусăрăнтар, салхулантар.

попрать

сов. что пусар, тапта, ним вырăнне те ан хур.

посадить

сов. 1. что, чего (в землю для выращивания) ларт; посадить двенадцать корней вишен вуникĕ кăк чие ларт; 2. кого-что (помочь занять место, сесть) ларт; посадить на машину машина çине ларт; 3. на что, на что и с неопр. ларт, ⸗ма [⸗ме] хуш, ⸗малла [⸗мелле] ту, ⸗са [⸗се ] усра; посадить за работу ĕçе ларт; посадить на молочную пищу сĕт апачĕ çитерсе усра; 4. кого хуп, ларт, хупса ларт; посадить собаку на цепь йытта касмăкла (е сăнчăрла); посадить в клетку читлĕхе хуп; 5. что (самолёт, судно) антарса ларт, ларт, антар; посадить лодку на мель кимме ăшăха ларт; посадить самолёт самолёта антарса ларт; 6. кого-что (в печь) ларт, хыв, пăрах; посадить в печку лепёшки кăмакана пашалу пăрах; 7. что, разг. ⸗са [⸗се ] ларт (е хур); посадить заплату саплăк ларт; посадить пятно тумлат; 8. кого, разг. пусма ларт, пусар; посадить наседку на яйца чăхха пусма ларт; ◇ посадить кого-л. на землю çĕр ĕçлеттер; посадить в калошу см. калоша; посадить на кол шалçса çине ларт, асаплантарса вĕлер; посадить на шею ĕнсе çине хăпартса ларт.

превозмочь

сов. кого-что çĕн, çĕнтер, парăнтар, пăхăнтар, пусар, тӳс, ан парăн; превозмочь сон ыйха пусар; превозмочь боль ыратнине тӳс; ◇ превозмочь себя хăвна ху алла ил.

прессовать

несов. что пусса хытар, преспа пусар, пресла; прессовать торф торф пусса хытар.

при⸗

приставка 1. глагол умĕнче çаксене пĕлтерет: 1) çитнине, пынине, килнине: прибежать чупса пыр; привезти турттарса кил; приплыть ишсе кил; 2) туса çитернине: приготовить хатĕрлесе хур; приучить вĕрентсе çитер; 3) çывхарнине, çывхартнине, çумне тунине: приставить çумне тăрат (е ларт); притронуться тĕкĕн; 4) пĕрлешнине, пĕрлештернине: привязать çых; пришить çĕлесе ларт; 5) хĕстерсе хунине: придавить пусар; прижать хĕстер; 6) ху валли е ху патналла тунине: приманить астар, илĕрт; присвоить йышăн, хăвна ил; притянуть туртса ил; 7) хушса е тата тунине: прикупить татах ил; присчитать хушса шутла; 8) ĕç вĕçне çитиччен пулманнине: приоткрыть кăшт уç; приутихнуть кăшт лăплан; 9) мĕне те пулин туса пĕтернине: прирезать пусса пĕтер; 10) пĕр ĕç тепĕр ĕçпе ылмашлă е майлă пулнине: приплясывать ташла-ташла ил; 2. ятсем умĕнче «патĕнче», «патĕне», «çывахĕнчен», «çывăхĕнчи», «таврашĕнче», «таврашĕнчи» тенине пĕлтерет: пригород хула хĕрри; прибрежный шыв хĕрринчи; приусадебный кил çумĕнчи.

прибить

сов. 1. что çумне çап (е çак), çапса ларт; прибить вывеску вывеска çак; прибить гвоздями пăтапа çапса ларт; 2. что (дождём, градом и т. п.) ӳкер, тĕшĕр, пусар, çап, ват; всходы прибило градом безл. калчасене пăр çапнă; дождь прибил пыль çумăр тусана пусарнă; 3. обычно безл., кого-что (пригнать) хăваласа пыр (е кил), илсе пыр (е кил); лёд прибило ветром к берегу çил пăра çыраналла хăваласа килнĕ.

приглушить

сов. что 1. прям. и перен. (немного ослабить) чакар, чар, лăплантар, пусар; приглушить мотор мотора чар; приглушить тоску тунсăха пусар; приглушить боль ыратнине лăплантар; 2. разг. (потушить) хупла, сӳнтер; приглушить самовар сăмавара хупла; приглушить угли кăвар сӳнтер.

придавить

сов. 1. кого-что (прижать) ая(ла) ту, пус, пусар, хĕстер, лапчăт, пусарса (е хĕстерсе, лапчăтса) ларт; придавить к земле çĕр çумне лапчăтса ларт; придавить камнем чулпа пусар; 2. кого, перен. прост. хĕсĕрле, пусар, хĕстер, пусмăрла; 3. кого, что, разг. (задавить) пуçса (е таптаса) вĕлер.

прижать

сов. 1. кого-что пусар, хĕстер, чăмăрта, пăчăрта; прижать гнётом пуслăхпа çых; прижать ребёнка к груди ачана кăкăр çумне чăмăрта; 2. кого, перен. разг. (притеснить) хĕсĕрле, хĕстер, хĕсĕрлесе (е хĕстерсе) çитер; прижать к стене кого-л. пĕтĕмпех парăнтар, хĕстерсе çитер.

притоптать

сов. что тапта, таптаса ларт (е пусар, тикĕсле).

смирить

сов. кого-что 1. (сделать покорным) лăплантар, пусар, тытса чар, пăхăнтар, итлеттер; 2. (подавить чувство, желание) пусар, тытса чар.

смягчить

сов. что 1. çемçет, çемĕçтер; смягчить кожу тире çемĕçтер; 2. кого-что (умерить строгость) çемçет, йăвашлат; смягчить сердце чĕрене çемçет; 3. что (ослабить) пусар, лăплантар, чакар, вăйсăрлат; смягчить гнев çилле пусар; 4. что, лингв. (звуки) çемçет (сасса).

спрессовать

сов. что 1. пусар, хĕстер, пусарса хытар, пресла; 2. (изготовить с помощью пресса) пресласа ту.

топить

несов. кого-что 1. (заставлять тонуть) путар; топить корабли врага тăшман карапĕсене путар; 2. перен. разг. (губить) пĕтер, пăчлантар, пусар, путар.

трамбовать

несов. что пусарса хытар, тапта, такăрлат, таптаса пусар, тикĕсле; трамбовать землю çĕре таптаса пусар.

тушить

несов. что 1. сӳнтер; тушить лампу лампа сӳнтер; тушить папиросу пирус сӳнтер; 2. перен. (ослаблять) пусар, шăнар; пĕтерсе ларт; тушить гнев силе шăнар.

уговорить

сов. кого 1. с неопр. (заставить согласиться) ӳкĕте кĕрт, ӳкĕтле, килĕштер, çавăр; уговорить поехать в город хулана кайма ӳкĕтле; 2. разг. (успокоить) йăпат, лăплантар, пусар (кăмăла).

угомонить

сов. кого-что, разг. лăплантар, пусар, чар; угомонить детей ачасене лăплантар.

укротить

сов. 1. кого-что (усмирить) йăвашлат, итлекен ту, алла вĕрент; укротить льва арăслана алла вĕрент; 2. что (умерить) пусар, йăвашлат, шăнар, сапăрлат; укротить нрав кăмăла пусар; укротить гнев çилле шăнар.

усмирить

сов. кого-что 1. йăвашлантар, йăвашлат, кунĕлет, лăплантар, итлекен (е пăхăнакан) ту; усмирить зверя тискер кайăка йăвашлат; 2. (подавить) пусар; усмирить мятеж пăлхава пусар.

успокоить

сов. кого-что 1. (сделать спокойным) лăплантар, пусар, йăпат, канăçла, кантар, кунĕлет, сапăрла; успокоить человека çынна сапăрла; 2. что (умерить, смягчить) тамалтар, лăшлантар, чар, пусарăнтар; успокоить боль ыратнине тамалтар.

утешить

сов. кого-что йăпат, лăплантар; пусар, чуна кантар.

утихомирить

сов. кого-что, разг. лăплантар, йăвашлантар, йăпат, пусар; утихомирить детей ачасене лăплантар.

утолить

сов. что 1. тăран, пусар, кантар; утолить жажду шыв ĕçсе ăша кантар; 2. перен. (успокоить, ослабить) пусарăнтар, чар, пусар; утолить страдание асапланнине пусăрăнтар.

утоптать

сов. что тапта, таптаса пусар (е хытар), таптаса такăрлат.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

репрессия

хĕсĕрлев, пусару; хĕсĕрлени, пусарни (власть органĕсем çинчен); политические репрессии политика сăлтавĕпе хĕсни; подвергнуть репрессиям хĕсĕрле, пусар

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пусар

1. «давить», «придавливать», «надавливать», «гнести»; 2. «подавлять» (мятеж), «усмирять», «успокаивать», «смягчать», «сдерживать»; 3. «сажать курицу на яйца для выведения цыплят»; тув. базар, узб. С бастур, алт. В, хак. пазыр, ойр. базыр «придавить» (камнем). Образовано с помощью аффикса -ар от пус.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Кăмăла пусар

Кăмăла пусар утешать / утешить кого; утешаться / утешиться.
Кăмăлне пусарайман карчăк хăналанас вăхăтне татса тепĕр кун ирпе ирех килне таврăнчĕ. Я. Илпек. Шăпăрçă Кĕлпук юлташăн Ӳтĕнче иртет чикен. Кăмăлне вăл пусарасшăн Кăн-кăвак пуçне чикет. Я. Ухсай.

Хуйха пусар

Хуйха пусар утешать / утешить кого.
Куççуль хуйха пусармасть, тăвăнса çитнĕ ăшчике кăна лăплантарать. И. Тукташ. — Ах, тур, Павлуш, мĕнле сăмахăмпа хамăн хуйхăма пусарайăп-ши? П. Осипов. — Йĕни мĕн вăл? Йĕнипе хуйха пусарас çук. Йĕриччен — кĕрешес пулать. М. Данилов-Чалтун.

Чуна йăпат

Чуна йăпат [пусар] отводить / отвести душу кого, чью.
Ĕçне те усрать кинеми — вăл та ĕнтĕ тунсăхран чуна йăпатмалăх. А. Ĕçхĕл. [Кадыков:] Çĕпĕрте чух нумай юрланă, Юрăпа çеç чуна пусарнă. А. Кăлкан. Çак ахальтен кăна каласа хунă сăмахсем Огнянов чунне йăпатса лăплантарчĕç. И. Вазов.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

савăнтар

пусар. Святой Сывлăш пур хĕн-хур, инкек вăхăтĕнче пире пулăшать, хуйхă вăхăтĕнче пирĕн чуна лăплантарса савăнтарать (пусарать), çавăнпа ăна лăплантаракан теççĕ [Объяснительные 1903:34].

Çавăн пекех пăхăр:

пусак пусалăх пусам пусана лар « пусар » пусарăн пусарăнкă пусарăнкăлă пусарăнкăсăр пусарăнтар

пусар
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150