Шырав: хăяккăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

тӳрĕ

8.
анфас
тӳрĕ тата хăяккăн ӳкерсе ил — сфотографировать анфас и в профиль

хăяккăн

1.
боком
хăяккăн вырт — 1) лежать на боку 2) перен. бездельничать
хăяккăн тăр — встать боком
Хелĕпех ĕçлет, çулла хăяккăн выртать. (Çуна). — загадка Всю зиму трудится, а летом на боку лежит. (Сани).

хăяккăн

2.
косо, криво, наискосок, искоса
хăяккăн лар — криво сидеть
хăяккăн пăх — смотреть искоса
хăяккăн çăвакан çумăр — косой дождь

хăяккăн

3.
в профиль
хăяккăн ӳкерсе ил — сфотографировать в профиль

хăяккăнла

то же, что хăяккăн

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Сĕвентер

(-дэр), прислонить. Собр. Кăнчалла арланă вăхăтра, каç çăвăрма выртнă чух, кăнчалаçпа пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратрăм, прислонил. Пир. Ял. Хăяккăн сĕвентернĕ масмаксене юсакаласа.

хăякăн

хăяккăн, на боку, боком. Сорм-Вар. Хăякăн тиякăн, пуп весерле. (Сак). Ib. Хăякăн тиякăн, насмешка над диаконами. Урмай. Хăякăн та тиякăн, пуппа майри месерле. (Сак ырати). N. Ашшĕпе амăш хире-хирĕç пăхса тăраççĕ, ачи-пăчи хăяккăн выртать. (Урай, мачча, сакă). Трахом. Пуçне мĕскен хăяккăн чалăштарайса çӳрет. Ст. Чек. Хăяккăн (искоса) пăхса иртет. Б. Олг. Хăяккăн выртатăн-ăç, выртсам чипер! Тюрл. Хăяккăн тротрăм (не плашмя). Хурамал. Хăяккăн кăна выртать вăл, ĕçлет-им! теççĕ (о ленивом). Ст. Чек. Хăяккăн выртса ирттермен (на боку, без дела). ГФФ. † Хора лаша кӳлсе тохсан, хăяккăн выртса çапса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. А вот когда выедешь на дрянной лошаденке, лежишь на боку и все хлопаешь ее кнутом,— боже мой, какая тогда берет досада! ГФФ. † Усал арăм лартса тохсан, хăяккăн ларса пăхса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. (Авалхи юрă). Если выедешь с некрасивой (плохой) женой, а она сидит, отвернувшись в сторону,— боже мой, какая тогда тебя берет досада! (Из старинной песни). ГФФ. † Çакă ялăн хĕрĕсем копста лартнă, çомламан, качакисене кӳртсе янă. Копста çулçи хăяккăн, тымаррисем çӳлелле,— ăçтан копста полийрас? Девушки в этой деревне капусту-то посадили, а не пололи да еще впустили коз. Листья у капусты повалились, корни кверху торчат — где тут уродиться капусте. А.-п. й. 21. Хăвăртрах хăяккăн каялла чакса, çапă купи хыçĕнчен тухать те, вăшт кăна вăрман ăшнелле вĕçтерет.

хăвăрт

скоро, быстро. N. Хăвăрт авсан хурама та хуçăлать, хуллен авсан çирĕк те авăнать. Моргар. Есрелле хăвăртрах çĕре анса çынсене касса çӳреме хошнă. ЧС. Пиччесем, аппасем хăвăртрах япаласене, çăнăх-кĕрпесене, тырăсене урапасем çине тие пуçларĕç. А.-п. й. 28. Хăвăрт кăна тухрĕ, тет те, вăрмана кĕрсе тарчĕ, тет. Ib. 21. Хăвăртрах хăяккăн каялла чакса, çапă купи хыçĕнчен тухать те, вăшт кăна вăрман ăшнелле вĕçтерет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Сахарăн пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ те, тĕмсем хушшинче пытанса выртакан тилĕ, хăвăртрах чупса тухса, кăваса ĕçме тытăнчĕ. Ib. 77. Ваçлей кĕрӳ, кала-ха, эсĕ епле майпа пит хăвăрт çĕкленсе кайрăн, ăçта та пулин укçа тупрăн-и? — тет. Зятюшка, скажи-ка по правде, как тебе удалось так быстро подняться? Где-нибудь не нашел ли денег? Ib. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те, шик! шăхăрать. Ib. 90. Лаша хăвăрт кӳлĕнчĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 90. Кӳл ăйăра хăвăртрах. Ib. 83. Тӳле хăвăртрах, атту халех сухална туртса кăларатăп,— тет. Ib. 76. Сăра лартасси пулмарĕ ĕнтĕ, атя хăвăртрах киле. Не пришлось нам ставить пиво. Почерпни воды и пойдем скорей домой.

шакăр

подр. дробному стуку. См. МКП, 87. М. Яуши. Сыс, качака! тесе калать тет те, качаки шакăр, шакăр пăх сыссăрĕ, тет. Сред. Юм. Пĕр ывăç пăхăр окçа шакăрр кăларайса тăкрĕ. СТИК. Шута хăяккăн тăратсан, шăрçисем шакăрр тăваççĕ. || Подр грожоту валунов, передвигаемых морской волной по каменистому дну (близ берега). Трхбл. || Исключительно. N. Шатăксене пăхрăм та, шакăр çара шăмăсене курса каяйрăм. || Сплошь. Букв. 1886. Тăррисенче шакăр мăрьесем лараççĕ. НИП. Кунта (Шеме хирĕсенче) ĕлĕк хирсенче шакăр этем шăмми выртнă çиялтах, вăл шăмăсана пĕр вырăс патши пуçтарттарса чиктернĕ. || Сразу. БАБ. Шакăрах ура çине тăчĕç те тухса кайрĕç пирĕн патăмăртан. N. Пур çын та (все) шакăрах ура çине сиксе тăчĕç (шумно вдруг повставали с мест). Орау. Атьăр, атьăр, ачасем, ан тăрăр, çынсем курсан: ха, урлав Иванин ачисем шакăрах тăраççĕ,— тийĕç (когда жнут). КС. Палумми шакăрах ларать (много). СТИК. Кашăка шакăр салма кĕрет (кашăка темĕн чухлĕ салма кĕрет). Трхбл. Шакăр салма (салмаран пуçне урăх нимĕн те çук, пĕр шыв та салма кăна). Шорк. Пурте урама тухса ларнă, шакăр лараççĕ.

шел

шаль. Сала 95°. Сирĕн пӳрт çумĕнчен йĕр кайнă, шел явлăкла матур хĕр кайнă. С. Дув. Укăлчаран тухрăм, утă çултăм, симĕс шел явлăк пĕркентĕм. Альш. Хрансус явлăксем çыхсассăн, шел явлăксем тесе ыйтаççĕ-и? Сред. Юм. Шел тôтар, шаль. N. Хусантан илнĕ шел тутăр, тăватă кĕтесси те пичетлĕ; ах аттеçĕм, аннеçĕм, эп каясси хисеплĕ. (Хĕр йĕри). Ау 227. Макçăм выртать пахчара, хăяккăр выртнă шел пĕркенсе. Ib. 290. Макçăм выртать пахчара, хăяккăн выртать, шел пĕркеннĕ. N. Улма йывăç туратне çакса яма шелĕм çук. (Солд. п). Шел. 54. Хăмăт çиппи, шел çиппи, йăлтăр-ялтăр шăрçисем...

пекскер

, пекĕскер, подобный, похожий на; имеющий некоторое подобие. Орау. Ман упăшка пекскер вăл ăна-кăна пĕлмест, кунĕн-çĕрĕн хăяккăн выртса ирттерет, темле аякки шăтмасть. Календ. 1911. Анчах ку çавăрака хăмпă пулман, йĕке пекскер пулнă. N. Вĕсем хыçĕнчен, картишĕнче хуçисен кĕлет пекĕскер патне пычĕç пĕрене йăтса. Çутт. 79. Эпир те хамăр пӳрте икĕ хăмпă пекĕскерсем çактартăмăр: пĕрне чăлана, тепĕрне сĕтел тĕлне.

пĕркен

(пэ̆ргэн, пӧ̌ргэн), покрываться, одеться. КАЯ. Сăхманна пĕркенерех вырт (плотнее закройся кафтаном). Алик. Хăй, ан тивччĕр тесе, вăл çул çине кĕрĕкне пĕркенсе выртнă, тет. Пшкрт. Томтирпе пĕркенсе выртрăм, çуртăм. Альш. Хăяккăн выртнă, шел (шаль) пĕркеннĕ.

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

йĕл

(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.

вырт

(вырт), дежать, ложиться; развалиться. Альш. Этемсем выртайнă ун чухне (только что улеглись). N. Выртнă, развалился напр., на кресле. Пшкрт. Пошар чоня (= чухне) перĕн пӧрт çонасран аранак выртсолччă (выртсол’чы̆, т. е. выртса йолчĕ). В пожар наша изба едва устояла. Юрк. Çын выртат: месерле, ӳпĕне, хăяккăн, пĕшкĕнсе, каçăрăлса, авăнса, хупланса, тăсăлса. Изамб. Т. Хĕнени çитмен, тата выртма (в кутузку) янă (его). Конст. чăв. Хай манăн инкесем выртса макăра пуçларĕç. Сред. Юм. Выртакан çын ори орлă каçсан, выртаканни пĕчиккĕ полать, тет. (Народн. поверье). Орау. Асаннӳ выртнă (один раз или много раз) вырăна (постель) тула кăларса пăрахăр. N. Кайса ӳкрĕ те, каçченех выртрĕ вара (до ночи лежал). N. Выртрăм-выртрăм, аран выртса кантăм. Лежал, лежал — на силу отлежался. N. Выртрĕ те, хускалмарĕ вара каçченех. Удегся, и до самой ночи не пошевельнулся. N. Выртрĕ те, ик сехет хушши выртрĕ. N. Пĕр выртсан, тахăçанчченех (очень долго) выртат вара. Ст. Шаймурз. † Çуктăр ун çумĕнче выртакан. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Акă пĕр çамрăк ача тапалалса йĕрсе вырта парат, тет. Учите детей. Çăмăллансанах, эрнесĕр (раньше недели) ĕçе пикенес пулмасть, выртарах тăрас (полежать подольше) пулать. Пазух. Çĕвĕçĕсем çĕвĕ, ай, çĕлеççĕ, çĕввисем çине выртса макăраççĕ; çĕвĕçсем мĕншĕн макăраççĕ? — çиелти арки кĕске пулнăран. Ядр. Пăлаки хӳхре ларнă чух Ахванаç выртса макăрчĕ, Мари, тăрса, сăх-сăхрĕ. Хыпар № 8, 1906. Çав канавăн аяккисем чалăшла ӳпĕнерех выртнăран шăшисем капан енелле те каçаймаççĕ, каялла та капанран тухаймаççĕ. || Ночевать. N. Выртма яратни, килемей? Пустишь ли, бабушка, ночевать? Ала 54. Вара эпĕ вĕсем çапла чарнăран: кусем хăйсемпе пĕр(ле) выртма исе каяççĕ пуль, тесе шухăшларăм. Ib. Кунта хăш тĕлте выртма пулĕ-ши? Изамб. Т. Пирĕн те пӳрт ирккĕн те, выртсан, вырт (если хочешь, ночуй). КС. Тен хăш чухне выртмаллах та килĕп-ха. Ib. Тен, выртмалла килсе, çĕр каçа-каçах та кайăп-ха. || Лечь спать. Орау. Çĕрĕк (вечер) час выртрăн-и (лег спать)? Пĕр вун сахатра (часов в 10) выртрăм пулĕ те, час çывăрса кайимарăм (или: çывримарăм). || В перен. см. N. Анчах унăн суту-илӳ тума чĕри пĕрте выртман (не лежало). Ч. П. Юлашки яшка çиекенĕн чĕри епле выртать-ши? Сред. Юм. Ăш выртмас. Не спокойно на душе. || Лежать в постели (о больном). Б Олг. Выртмăллах выртат-и? Он совсем болен? О сохр. здор. Ку чирпе чирленĕ чух ачасем пит йывăр выртаççĕ (оспой). Орау. Выртмаллах тунă. Избили до того, что не встает, хворает. || Лежать (в географ. см.). Гаас тăвĕнчен çур-çĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ. Янорс. Шупашкар тепĕр айăккинке шыв та вăрман анчах выртать. || В соед. с нар. ахальозн. «бездействовать». Юрк. Килтисене, ахаль выртиччен, кирпĕç тума хушат. || Соire. Орау. Эп хĕр-арăмпа выртса курман (выртса пăхман). || Чăв. й. пур. 19. Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрец сложил голову, а трус проложил след (т. е. спасся бегством; срв. русск. посл. «не красён бег, да здоров»). || В см. вспомог. гл. Ч. С. Вăл, икĕ эрне чирлесе выртсассăн, вилчĕ. Ч. С. Ни шалалла кĕреймесĕр, ни тулалла тухаймасăр чӳрече виттĕр виçĕ кунччен пăхса выртнă (заколдованный колдун). Юрк. Çула тертленсе ĕçленнине хĕлле кула-кула çисе выртат. Орау. Пӳртре шыв виçĕ кунччен кӳленсе выртрĕ (или: тăчĕ). N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. Кан. 1927, № 212. Эрех савăчĕ иртнĕ хĕлччен ним ĕç тума юрăхсăр ишĕлсе выртрĕ. Яргунък. Кайсан-кайсан, тата уйĕпех çунса выртакан вут тĕмине тĕл пулчĕ (он). Собр. Мулла пынă çĕре ача каллех чул катăкĕ пулса выртнă (обратился в камень), тет. Альш. Вăрри (вор) кăпăл-капăл вилсе выртнă (умер скоропостижно) Йӳç. такăнт. 18. Пӳлĕхçи темшĕн чуна илеймерĕ çаплах. Карчăк, вăн, вилчĕ те выртрĕ (вон моя жена умерла, и конец). Хыпар № 33, 1906. Пурте (улпутсем) хресчен ĕçĕнчен мĕнле-те-пулсан пысăкрах пай çаклатас тесе сыхласа, астуса выртаççĕ. Сказки и пред. чув. 29. Хăй пĕрен вăл çырманăн пĕр енне сарăлса выртнă (раскинулось) пысăкăшĕпе (о селении). О сохр. здор. Эмел сĕрсе е ĕçсе анчах выртаççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

боком

нареч.
айăккăн, хăяккăн; лежать боком хăяккăн вырт

валиться

глаг. несов.
йăван, тĕшĕрĕл, тӳн, кайса ӳк; валиться на бок хăяккăн кайса ӳк

искоса

нареч
хăяккăн, чалăшшăн; смотреть искоса куç хӳрипе пăх

косой

прил., косо нареч.
1. (син. наклонный, кривой; ант. прямой) чалăш, чапрас; хăяккăн; зеркало повешено косо тĕкĕре чалăш çакнă; косой почерк сас паллисене чалăш çырни; косой дождь çапса çăвакан çумăр
2. (син. недоброжелательный) кăмăлсăр, сивлек; бросать косые взгляды сивлеккĕн пăха-пăха ил ♦ косые глаза хăнчăр куç; косой угол чалăш кĕтес; косая сажень в плечах сарлака хулпуççиллĕ

лежать

глаг. несов.
1. вырт; лежать на земле çĕр çинче вырт; лежать на спине месерле вырт; лежать на животе ӳпне вырт
1. 1 и 2 л. не употр. (син. находиться) пул, упран, вырт; ключ лежит в кармане çăраççи кĕсьере выртать; деньги лежат в банке укçа банкра упранать
3. (син. располагаться; направляться) пул, вырнаç, вырт; дорога лежит через лес çул вăрман витĕр выртать ♦ душа не лежит чун туртмасть; лежать на боку хăяккăн вырт (ĕçлемесĕр)

наискосок

нареч.
чалăшшăн, хăяккăн; разрезать лист бумаги наискосок хут листине чалăшшăн кас

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

бок

мн. бока́ аяк, айăк, ен; бок о бок юнашар тăрса, çума-çумăн; под боком çывăхра, сăмса айĕнчех; лежит на боку хăяккăн выртать (ĕçлемест).

боком

хăяккăн, айăккăн.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бок

м. 1. аяк; перевернуться на левый бок сулахай аяк çине çаврăнса вырт; 2. ен (айккинчи); подойти к дому с правого бока çурт патне сылтăм енчен пыр; бок о бок хула-хуллăн, алла-аллăн; взять за бока алла ил, хытă ярса ил; лежать на боку (лодырничать) хăяккăн вырт; под боком юнашарах, алă айĕнчех.

боком

нареч. айăккăн, хăяккăн; лежать боком хăяккăн вырт.

искоса

нареч. хăяккăн, чалăшшăн; глядеть искоса хăяккăн пăх.

коситься

несов. 1. (становиться косым) чалăш, тайăл, сулăн; забор косится хӳме тайăлать; 2. (смотреть искоса) чалăшшăн пăх, хăяккăн пăх; 3. перен. (относиться недружелюбно) чалăшшăн пăх, урлă пăх, сиввĕн пăх.

лежать

несов. 1. вырт; лежать на траве курăк çинче вырт; 2. (быть больным) чирлĕ вырт; лежать с воспалением лёгких ӳпке шыççипе вырт; 3. (находиться где-л., храниться) вырт, упран; книга лежит на столе кĕнеке сĕтел çинче выртать; деньги лежат в сберкассе укçа перекет кассинче выртать (е упранать); 4. (располагаться тем или иным образом) вырт; волосы лежат волнами çӳç кăтраланса выртать; 5. (быть расположенным) вырнаç, лар; город лежит на холме хула сăртра ларать; 6. (пролегать, проходить) кай, иртсе кай; дорога лежит через мост çул кĕпер урлă каять; 7. на ком, перен. (об обязанностях, заботах и т. п.) хуш; эта обязанность лежит на нём ку ĕçе ăна хушнă; ◇ лежать на боку хăяккăн вырт, нимĕн те ан ту; плохо лежит вăрлама пулать; душа не лежит к кому-чему-л. кăмăл туртмасть.

набекрень

нареч. разг. чалăшшăн, хăяккăн, чалăш; надеть шапку çĕлĕке чалăш ларт.

положить

сов. 1. кого-что, чего хур, ларт, хыв, яр, тултар; положить боком хăяккăн хур; положить в самовар углей сăмавара кăмрăк яр; положить с верхом тăнă тултар; положить под мышку хул хушшине хĕстер; 2. в знач. вводн. сл. положим чăн та, калăпăр, тейĕпĕр; он, положим, знал об этом чăн та, вăл кун çинчен пĕлнĕ ĕнтĕ; ◇ положить начало пуçар; положа руку на сердце таса чĕререн, чунтан.

ребро

с. 1. анат. аяк пĕрчи; 2. (край, бок) аяк, хăйкача; поставить ящик на ребро ещĕке хăяккăн ларт; 3. мат. Хысак; ◇ поставить вопрос ребром ыйтăва çивĕччĕн ларт; пересчитать рёбра см. href='/s/пересчитать'>пересчитать.

сесть

несов. 1. лар; сесть за стол сĕтел хушшине лар; сесть боком хăяккăн лар; 2. за что, на что и с неопр. лар, тыт, тытса лар, ĕçе лар; сесть за книгу кĕнеке тытса лар, кĕнеке вулама лар; 3. разг. (попасть в заключение) лар (тĕрмене) 4. (о птице, самолёте) лар, анса лар, ан, вĕçсе ан; птица села на дерево кайăк йывăç çине ларчĕ; 5. (о светилах) ан, анса лар; солнце село хĕвел анчĕ; 6. (опуститься, углубиться в землю) лар, пусăрăн, анса лар, путса лар; дом сел çурт пусăрăннă; 7. (от стиркио материи) лар, кĕр; рубашка села кĕпе ларчĕ; 8. (о пыли) лар; ◇ сесть на голову кому-л. пуç çине хăпарса лар; сесть на мель; 1) ăшăха лар; 2) перен. укçаран татăл; сесть в калошу ăнăçсăр пул, çын кулли пул; сесть в лужу см. лужа; сесть на яйца пусма лар; сесть на шею см. шея.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хăяккăн

«боком», «на боку»; хăяккăн вырт 1. «лежать на боку»; 2. «бездельничать». Происходит, вероятно, от хăрах аяккăн «на одном боку»; ср. саг., койб. кыйа «косой», «вкось» (Радлов); хак. хыйын «набок», «косо»; хыйыр «косой», «кривой».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Хаяккăн вырт

Хаяккăн вырт лежать на боку [на печи]; син.: кăмака çинче пĕççе тăратса вырт.
Вĕсем хăяккăн выртсах хăйма çиесшĕн пулнă. В. Алентей. Выртать хăяккăн Хăяхван, Ан кĕт Хаяхвантан пайта. С. Шавли.

Çавăн пекех пăхăр:

хăюсăррăн хăяв хăяк хăякăн « хăяккăн » хăяккăнлă хăяккăнла хăял хăямаллă хăямат

хăяккăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150