Шырав: чĕпĕ.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăн

2.
клетка (для птиц)
чĕпĕ авăнĕ — клетка для кормления цыплят

кăлар

16.
выводить, высиживать
хур чĕпĕ кăларнă — гусыня вывела гусят
пусса кăлар — высидеть птенцов

кĕркуннехи

осенний
кĕркуннехи вăхăт — осеннее время
кĕркуннехи çумăр — осенний дождь
кĕркуннехи чĕпĕ — цыпленок осеннего выводка

сасă

5.
слух и слухи,
молва, толки

сат пахчинчи сар кайăк чĕпĕ кăларас сасси пур — фольк. идет молва, что иволга в саду собирается вывести птенцов
сасă кăлар — 1) издавать звуки 2) перен. распускать слухи, сплетни

талăк

суточный
виççĕмĕш талăк иртнĕ çĕре — к исходу третьих суток
пилĕк талăк кĕт — ждать пятеро суток
талăк çурă хушшинче — на протяжении полутора суток
талăкри тухăçлăх — суточная производительность
талăкри чĕпĕ — цыпленок суточного возраста
талăкĕпех çумăр çурĕ — целые сутки шел дождь
Тăлăх автан талăкра тăхăрвунă хут авăтать. (Кĕвĕллĕ сехет). — загадка Одинокий петух поет девяносто раз в сутки. (Часы с боем).

чĕп

см. чĕпĕ

чĕпĕ

1.
птенец (вообще), птенчик
ăмăрткайăк чĕппи — орленок
кайăк чĕппи — птенец
кăвакал чĕппи — утёнок
кăркка чĕппи — индюшонок
куккук чĕппи — кукушонок
курак чĕппи  — грачонок
тăрна чĕппи —  журавленок
хур чĕпĕпн — гусенок
чана чĕппи — галчонок
чăх чĕппи — цыпленок
шăнкăрч чĕппи — скворчонок
чĕпĕ сăхнă — птенец проклюнулся (в яйце)
Кăсăя чĕппине кĕсъе тĕпĕнче усрайман. — посл. Синицу не удержишь на дне кармана (соотв. Шила в мешке не утаишь).
Çитĕннĕ чĕпĕсем амăшĕпе çӳремĕç. — посл. Выросшие птицы не станут за наседкой ходить.

чĕпĕ

цыплячий
чĕпĕ амăшĕ — наседка, клуша обл.
чĕпĕ кăлар — 1) выводить птенцов 2) выводить цыплят

чĕпĕ

5.
оплодотворенное яйцо, зародыш
детва
(пчел)
хурт ами чĕпĕ сапна — пчелиная матка отложила детву

чĕпĕ


кĕл чĕппи — 1) домосед 2) бледнолицый человек, человек с бледным лицом
шуйттан чĕппибран. чертенок, бесенок
мур чĕпĕпи бран. чертенок, бесенок
тăр-тăр чĕппи — дрожь, озноб
чĕпĕ куç — 1) мед. куриная слепота 2) коптилка, мигалка

тăк

II.
подражание негромкому постукиванию
тăк-тăк — усил. от тăк II.
чĕпĕ тăк-тăк сăхать — цыпленок клюет тук-тук

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сапкаланчăк

(-ζ'ы̆к), то же, что тăккаланчăк, отходы, остатки. СТИК. Чăх-чĕпĕ пĕр сапкаланчăкпах (тăккаланчăкпах) пурăнат, ăна пӳлмерен памастăн. N. Пирĕн чăхсем сапкаланчăкпах пурăнаççĕ.

Сартон

(сардон), назв. киремети. В. Олг. См. сартăван, сартуан. Б. Олг. Сартона асăнса чĕпĕ парнă, чĕрĕле парнă, атан парнă и чĕппипе порăннă атан та çурă кăларса, каран кĕрконне полса, вăлсам вилни вилсе; ял пор онта, яла та анса порăнмашкăн. Онта пĕренĕк парнă Сартона и çорта парнă Сартона асăнса.

сасă

(сазы̆), звук, голос; шум. См. сас. К.-Кушки. Сасăпа вула. Читай вслух. Орау. Урамра ача сасси. N. Аялтан илнĕ сасă, низкий звук. Алик. † Тăнкăл-тăнкăл мăй чанĕ, мăй чан сасси вăрманта, ыр ача сасси ял çинче. ЧП. Юрă сассине саватăп. Орау. Манăн пĕтемпех сасă пĕтрĕ. У меня совсем нет голоса. Пшкрт: мэ̆н п̚ор-с’ок сассинэ кы̆чкы̆рат. ЧС. Тулта кăшкăрнă сасă та макăрнă сасă анчах илтĕнет. Синерь. Кукша кайăкра çӳренĕ чухне ача макăрнă сасси илтрĕ, тет. Шурăм-п. Кăмака çумĕнчереххисем хыйă йăтнă та, сасă тухтăр тесе, кăмакана: шат, шат! тутараççĕ. N. Юрлаяр-и сасă тытăниччен. Собр. † Сĕн вăрманта куккук авăтать, сассисем тухаççĕ хирелле. Ib. † Çак аппаçăм туйĕнче юрлаям-и сассăм тытăниччен. Баран. 56. Çавăнтах пурăнас кун-çулĕсем пĕтнĕ, сасă та кăларайман (разбились вдребезги). N. † Акăш килет ту тăрăх, сасси килет шыв тăрăх. Кĕвĕсем. Аякран илтсен, кĕмĕл сасси пек, патĕнчен илтсен, ылттăн сасси пек илтĕнет (пение соловья). Сятра. Сасси çӳхе = сасси çинçе. (Говорится в загадке про „вăрăмтуна“). N. Ку сасса (на этот голос) Ворчинский амăшĕ чупса пынă. ТХКА 50. Вăрманта лаша çинĕ сасса тăнласа çӳрĕпĕр. Ib. 48. Хапха сасси илтĕнчĕ. Алкум алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. || Слух, молва, известие. N. Онăн та (и об этом) сасси пĕтрĕ. Может эпир Киева каятпăр пуль, çапла сасси пур. ГТТ. Пушчăра укçа сасси илтĕнет (ходят слухи о найденных деньгах). Абыз. † Пахчи-пахчи купăсти, качка çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли кучан пур. Байгул. † Сат-сат пахчи, сат пахчи, сат пахчинчи сар-кайăк, чĕпĕ кăларас сасси пур. Çакă ялăн хĕрĕсем тухса каяс сасси пур. Сунчел. † Карта çумĕнче куршанкă, куштан пулас сасси пур. Чураль-к. † Поть-потьăльтакки путяни, çурă кăларас сасси пур. N. Ку сасă каллах пирĕн ял çыннисене питĕ хăратрĕ. АПП. † Эпир килтĕмĕр, каятпăр, хыçăмăртан сасă пулминччĕ. Чт. по пчел. Халĕ те тăваççĕ, тени сасси пур.

сысна курăкĕ

(-гэ̆), назв. растения, polygonum aviculare. Ст. Чек. Сысна курăкĕ = çул курăкĕ (преобладает на деревенских улицах; также растет по заброшенным колеям дорог). Якейк. Сысна корĕк, potentilla anserina. N. Сысна корăк, назв. растения темнозеленого цвета, с маленькими листьями (стебли длинные и извилистые). Чертаг. Сысна кôрăк(к’), мята. Шибач. Сысна корăк(к’), листья круглые, растет на улице; то же, что çол корăкĕ? N. Сысна курăкĕ, подорожннк. Башк. Сысна курăк, подорожник. Питушк. Сысна курăкĕ (стебель тонкнй, растет на дороге). Алик. р. Сысна курăкĕ, „одуванчик“. СТИК. Сысна курĕк — шыв хĕрринче ӳсет. Вăл чĕлĕкек-курĕк пекех пит нумай пулат. Çĕр палăрми, анчах унăн çулçисем вăрăм, тата картлă-картлă, См. чĕпĕ-курăкĕ.

сыхла

беречь, хранить, охранять, стеречь, караулить, смотреть. N. Вăрман сыхлама илтĕм. Сюгал-Яуши. Вута сӳнтерсен, пĕр эрне сыхларĕç: татах вут ан тухтăр, тесе. Юрк. † Пысăк пуçлă тăмана арпалахра чĕпĕ сыхлат. Кăвак сухаллă сăтарик карта хыçĕнче карчăк сыхлат. Сенчук. Кив кирĕк çĕннине сыхлать, тет. (Послов.). N. Эй пурне те пĕтерекен, пурне те улталакан, пур ирсĕре, пур усала сыхлакан.

сăпăрчăк

(сы̆бы̆рџ̌ы̆к), скользкий, склизкий. Шел. 49. Тăпăр-тăпăр тăпăрчăк, урай хăми сăпăрчăк, йăкăш-йăкăш тăвар-и? Пӳрт урайне çăвар-и? || Пустое, без зародыша яйцо. В. Олг. СТИК. Тăрă çăмарта ăшĕнче чĕпĕ-мĕн нимĕн те пулмаст, пĕр сăпăрчăк кăна пулат. || Болтун. В. Олг.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

çур-шыв

çур шывĕ, весеннее половодье. Юрк. Çур-шыв вăхăтĕнче пĕр чăваш арăмĕпе пĕр тутар арăмин шыв урлă каçмалла пулнă. Ib. Çур-шыв вăхăтĕнче. Ib. † Хура хурсем чĕпĕ кăларнă самай çур-шыв типнĕ вăхăтра (после спада воды). Ib. Çур-шыв (разлив) пит вăйлă пулчĕ. КС. Çур шывĕ.

çăтă-çотă

(с’ŏдŏ-с’одŏ), подр. звуку при хлопании крыльями. В. Олг. Чĕпĕ пуссан тапаланат, çонаттипе çăтă-çотă, çăтă-çотă! туат.

тетерлĕк

(тэдэрл’э̆к), пигалица. См. текерлĕк. Изамб. Т. А. Турх. Тюрл. т’эд’эрл’э̆к’. Нюш-к. Тетерлĕк шурта пурнать, йăвине те шура тăвать. Пуç тăрăнче ик мăйраки пур. Ти-илĕк (чит. т’ил’э̆к’, с долгим и), ти-илĕк! тесе çухăрать. Тĕввик-тĕввик тетерлĕк, тесе юрлаççĕ. СПВВ. Х. Текĕрле, тетерлĕк. Янтик. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, тетерлĕк чĕпĕ (так!) вĕçтертĕм, хумăшлăха ӳкертĕм. Цив. † Тĕвик-тĕвик тетерлĕк, икĕ мăйраки çӳлелле. Сред. Юм. Тетерлĕк, чайка? См. сăвăслан.

тирпеле

то же, что тирпейле. Учите детей. Пилĕк-улт çула çитсен, ачасем хăйсене хăйсем тирпелеччĕр: урисене хăйсем сырса, хăйсем салтчăр (пусть обуваются и разуваются сами). || Обряжать (покойника). ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, асаттене тупăк ăшне тирпелесе хучĕç. || Хоронить. ЧС. Асаттене тирпелесе (похоронив) килчĕç ĕнтĕ. || Свежевать. N. Ытти çынсем тьыхана, часрах тирпелесе, хурана ячĕç. || Убить, умертвить. Якейк. Эп паян пĕр чĕпĕ тирпелерĕм (= вĕлертĕм, нечаянно). М.-Етмен. Тирпеле, уничтожить, умертвить. Якейк. Етменти Йăвана пасар çырминче кĕçĕр тирпеленĕ (во время драки). Ib. Эп сана пуç-урупах тирпелĕп! Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 16. Аллине лекнĕ парнене (добычу) тирпеленĕ чух, малтан сăннипе сăхса суран тăвать, унтан суран çине пĕр тумлам эмел (так!) тумланать.

тула

(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.

тăк

(ты̆к), подр. звуку при клевании. Б. Олг. Чĕпĕ, тырă сапса парсан, хăма çине тăк-тăк-тăк! сăкат. Якейк. Сала-кайăк чӳречея килсе ларнă та, тăк-тăк, тăк-тăк туса çӳреççĕ. || Подр. втыканию иголки. Б. Олг. Йĕп пĕрене çомне тăк! тирсе лартрăм. || Подр. боданию. Ст. Чек. Такана сиктереççĕ: тăк, ваçка, тăк! || Подр. толканию. Сунт. Вăл Петĕре хулĕнчен тăк! тĕртрĕ.

хуран

хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.

хусах

хосах (хузах, хозах), холостяк, холостой. Хвалынск. Çамрăк-çамрăк хусахсем утсем хатĕрлеççĕ. Илебар. † Çак уллахра мĕн йĕрри пур, ют хусахăн йĕрри пур. Бугульм. Самарпа Сакмар хушшинче куян выртать парĕпе; хусахсем тытмарĕç хурласа (т, е. считая негодными, плохою дичью), пурсуйсем тытрĕç мухтаса. Шибач. Хосах, аланман ача. Тогаево. Вара авланнă çынсем çывăрма выртаççĕ, хосахсем, хĕрсем пыçтарăнса тортмалла копăспа йорласа тепĕр çĕрте çăлакансем патне корма каяççĕ. Юрк. Эпĕ çул хĕррине тухрăм та, мана хирĕç хусах пырать. „Эсĕ мана пыратна?“ — тет. N. Лучше хусах пуçăн ĕмĕр ирттĕр, тетчĕç авал. || Парень. ЧП. Пирĕн ял витĕр хусах çулĕ. Синьял. Çак ял виттĕр Хусан çулĕ, Хусан çулĕ мар, хусах çулĕ. Юрк. Пирĕн пӳрт çумĕ хусах çулĕ, хусах çулĕ мар, уллах çулĕ, çĕрĕн-кунĕн айăх çук. Шел. 104. Ак пирĕн хыçран ик хусах килет. Панклеи. N. Такмакран икĕ хосах сиксе тохаççĕ те, Кокшана пуçран шакка пуçлаççĕ. Тогаево. Вара амĕш вилсен хосах ачи сывалнă, тет. Ib. Çавăн пек пĕр ялта пĕр арăмăн хосах ачи чирленĕ, тет. Сред. Юм. Хôсах ачапча, парни. || Вдовец, вдова. Сред. Юм. Хôсах арçын, вдовец или совсем неженатый старик. N. Хусаххăн пурнакан, вдовец. N. Хусах арăм, вдова. Сред. Юм. Хôсах матка, вдова. Якейк. Хосах арăм тесе опăшки вилнĕ хĕрарăма калаççĕ. Ib. Арçынна та арăмĕ вилнĕ пулсан, хосах теççĕ. N. Ача-пăчаллă хусах арăмсене пулăшса тăмалла. Анчах хăш-хăш ялти çынсем çавăн пек хусахсене пулăшса, пăхса пурăнас вырăнне пушшех хĕссе аптăратса пурăннă. Сред. Юм. Хôсаххăн порнать, живет вдовцом или вдовою. N. Эпĕ хусахăн пурнаймăп ĕмĕрех. || Птица без самки или самца. Орл. Хусах хур (не имеющий гусыни) пек çӳрет (как в воду опущенный, печальный). Юрк. Эпĕ халĕ те пулин, хусах хур пек, пĕр пĕчченçи пĕркеленсе пурăнатăп, авланман. || Пухтел. Хусах хур = чĕпĕ кăларман хур. Чертаг. Хусах хур, чĕппи вилсе пĕтсен. Б. Хирлепы. † Пĕччен юрă юрласан (если спеть), хусах тăрна сасси пек.

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.

Кӳлĕ ашшĕ

назв. божества. КАЯ. Кӳлĕ ашшĕ вуник пуçлă; вуник пуçăн вуник çăвар, кашни çăварĕнче вуникшер чĕлхе, кашни чĕлхе тăрĕнче вуникшер кӳлĕ, кашни кӳллинче вуникшер çăмарта выртать, кашни çăмарта ăшĕнче вуникшер чĕпĕ, кашни чĕппи вуникшер çунатлă. Эпир сана вуник чӳк паратпăр. Çырлах!.. Кӳлĕ, кӳлĕ ашшĕ, çырлах!... Кӳлĕ амăшĕ вуник мăйракаллă; вуник мăйрака тăрĕнче вуник кӳлĕ, вуник кӳлĕре вуник кайăк кăвакаль (-л') вуник саспа нарăтлатаççĕ (так!). Эпир те сана вуник саспа кĕлтуса, вуник хутчен çырлахтаратпăр. Çырлах!.. Кӳлĕ амăшĕ, çырлах!.. Амин.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăлăкла

(кŏлŏкла, кы̆лы̆кла), клохтать. Хурамал. Чĕпĕ кăларсан, чăхă (наседка) кăлăкласа çӳрет. Хорачка: чэ̆рэ̆ (курица) кŏлŏклат (клохчет). КС. Чĕпамĕш кăлăклать. Изамб. Т. Чăх кăлăклат. Пшкрт. Чĕпĕ ларасшăн кăлăклат. Ib. чэ̆рэ̆ кы̆лы̆клат — с'уры̆ ђы̆ларасшы̆н. Тюрл. Чăхă кăлăкла пуçланă — посашшăн. Юрк. † Çакă ялăн хĕрĕсем, пусма ларнă чăхă пек, кăлăкласа çӳреççĕ.

кăштра

(кŏштра, кы̆штра), неровный, мохнатый. Трущоба. Чертаг. Орау. Пир тĕртме пĕлмест мур ачи! Вунтăватта çитнĕ, пирре (так!) кăштра тăвать. Ир. Сывл. 26. Шап-шур, кăштра пĕлĕтсем таçта шăваççĕ еррипен. || Солома, хворост и т. п. хлам. N. Пӳртĕнче пит кăштра. Хурамал. Пӳрт айаккинче улăм, çапă нумай пулсан, калаççĕ: пӳрт таврашĕ пит кăштра, тасатас пулать, теççĕ. || Мякина. В. Олг.: коштра. Хорачка. Кăшăл сурсассăн, кăштра (кыштра) илеччĕ чĕпĕ-сене валлИ. Слеп. Кăштра (коштра, тырă сурсассăн полать). Сятра: кŏштра, мелкие частицы мякины, которые летят при веянии (когда «кăшăл сураччă»).

кĕпе

(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).

кĕрхи

осенний. Б. Акса. Кĕрхи чĕпĕ, цыпленок позднего выводка. Сред. Юм. Кĕрхи пӳтек тесе, кĕркôнне пăруланă пӳтеке калаççĕ. Ib. Кĕрхи çăм тесе, кĕркôнне илекен сôрăх çăмне калаççĕ.

кшуй

(кшуj), межд., которым шугают птиц. ТММ. Тин вырма вĕренекен ачана, тăрна пек тырра тăлпаса пырсан: кшуй! ана пуçне тăрна килнĕ! теççĕ выраканнисем. СТИК. Кшуй! кшуй! Пирĕн ялта чĕпĕ çук, Ирселĕнче чĕпĕ пур! [Говорят нараспев маленькие дети, пасущие гусей, когда видят приближающегося коршуна (хăлат)]. Альш. Кшуй! кшуй! Мĕнле кайăк ку? (Сказка).

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕпеклĕ

с хохлом. Б. Олг. Чĕпĕ полат тĕпеклĕ, куакал полат тĕпеклĕ.

тĕрлĕ

с узорами, с рисунками. ЧП. Инке курки тĕрлĕ курка, тек тĕрлеме юрамĕ. Çатра-Марка. † Тĕрлĕ питлĕ тӳшек çинче хĕрпе кĕрӳ вăйă выллять. N. Пӳрт çинче тĕрлĕ тутăр выртать. (Çăлтăрсем). Якейк. Хора тĕрлĕ кайăк. N. Тăваткăл çытар, тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр, лармастăп. || Пестрый. СПВВ. ВА. Тĕрлĕ = чăпар, пестрый. Вотлан. Уйра тĕрлĕ чăхă ларĕ. (Çăпата йĕрĕ). N. Вăрманта тĕрлĕ чĕпĕ çӳрĕ. Якейк. Тĕрлĕ те тĕрлĕ шараварĕ (тĕрлĕ шалавар, пестрые). N. Тĕрлĕ кăçат.

чиппи

курица (детск. сл.). Сред. Юм. Чиппи; пĕчик ачасĕм чăх чĕпписĕне çапла калаççĕ. Альш. Чиппи — чăх чĕпĕ (детск. сл.).

чăйлат

пищать. КВИ. Чĕкеç чĕпĕ кăларчĕ: чĕпписем ун чăйлатаççĕ, çиме апат ыйтаççĕ. Ib. Анчах вăрман ăшĕнче хура кайăк чăйлатать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать.

чĕп

цыпленок, см. чĕпĕ. Пазух. 4. † Чĕпне çиме патăм та, ват чăххисем пычĕçĕ.

чĕнĕ

цыпленок, птенчик, детеныш птиц. Хĕр йĕрри 4. Хура курак килнĕ-çке, чĕпĕ йăтма килнĕ пулĕ. Образцы 49. † Шурă чăхă çăмарта тăвать-çке, чĕппин уссисене курас пек. N. Кăвик-кăвик кăвакал вуник чĕпĕ кăларать. Пазух. 29. † Чĕкеç чĕпписене вĕçтернĕ чух, вĕшĕлтетсе вĕçеççĕ чĕпписем. Образцы 47. † Хура чĕкеç чĕппи пулăттăм, пурт тăррине ларса юрлăттăм. Ib. 5З. † Шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçнĕ чух, унта чĕкеç чĕпписен мĕн ĕç пур? КВИ. Шăппăн-шăппăн лармашкăн шăпчăк чĕппи мар эпир. Образцы 73. † Тăррăн-тăррăн тăмашкăн тăри чĕппи мар эпир. Ib. 75. † Картăм, картăм таната, карăш чĕппи çакланчĕ. Ib. 37. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух, тытаймарăм хурчăкан чĕппине.

чĕчĕ

грудь, сосок. N. Ача чĕчĕ ĕмет. Дитя сосет грудь. А.-п.й. 67. Чăхă чĕпĕ кăларчĕ. Чĕпписем пур, чĕччисем çук,— тет лешĕ. N. Ĕне чĕччи, соски у коровы.

хĕрен

назв. птицы, беркут. N. Хĕрен, коршун. Н. Карм. Хĕрен — чĕпĕ тытать, хура (гуся) хăлат тытать. Б. Олг. Хĕрен — пысăк (лопăс-лопăс çӳрет, куакрах, шăши ора шырат). Хорачка. Хĕрен ярăнса çӳрет. В. Олг. Хĕрен — холчă. Ст. Ганьк. Икĕ курак, пĕр хĕрен, пӳрт çумĕнче вăййисем. Султангул. Çӳлте хĕрен явăнать, чĕппи çĕрте явăнать. || Имя мужч. Б. Олг.

шиплет

пищать (о цыплятах). КС. Чĕпĕ шиплетет (пищит). ЧС. Çӳлте вут çинче (над пожаром) темĕскерле кайăксем шиплетсе (жалобвый писк, свист как у цыпленка), явăнса вĕçсе çӳреççĕ. Н. Карм. Хур чĕпписем шиплетсе çӳреççĕ (= амăшĕнчен аташса макăрса çӳреççĕ).

шуркут

шоркот, ласточка особая, стриж. Именево. Ст. Чек. Шуркут чĕкеç пекех йăвине пӳрт çамкине тăвать. Нюш-к. Шуркут йăвине пӳрт пуçне хăмасем çумне пылчăкран çыпăçтарса тăвать. Чĕкеç пек сарай тăрне каштасем çумне шуркут йăва тунă тенине илтмен. Хай шуркут чĕкеç пекех, хĕври ун та икĕ вĕçлĕ. Сызр. Шуркут пӳрт çине ларсассăн, вăл пӳрт пĕтет, тет, вара. Изамб. Т. Шуркут çыранта чавса йăва çавăрат. Собр. Шурта шуркут йăви пур. N. Шурта шуркут йăви пит нумай, чĕкеç йăвисене çитес çук. Пазух. 107. Шурта шуркут чĕпĕ кăларчĕ. || N. Шуркут, сорока. || Тряпино. Назв. Хищной птицы. || Имепево. Шуркут, назв. насекомого. || Батыр. Шурти шуркут тункати, чут таканса ӳкеттĕм.

пат-лот

подр. удару или щелканию. N. Пат-лот! туат, щелкает. См. шатлама хупаххи. Б. Олг. Пат-лот! тӳртрен партăм патакпа. Ib. Çĕр çине пат-лот! патакпа çапрăм. || Подр. взрыву. Б. Олг. Пăшал сасси пернĕ чох калат: пат-лот-от! тет. Ib. Чĕпĕ анчи (= айĕнчи) шăшлă çăмарта полсан, утсарсан (= ывăтса ярсан), пат-лот! тесе сиксе каят.

посарлăк

(позарлы̆к), выводок (напр., цыплят). Пшкрт. Пĕр посарлăк чĕпĕ çури, выводок цыплят. || Тяжесть, груз. Пшкрт. Посарлăк кладется на коноплю во время мочки.

пăчча кай

задыхаться. Якейк. Чĕпĕ пирн калпак шăнче пăчча кайса вилчĕ (задохся). IЬ. Ачи çытар айĕнче пăчча кайса вилнĕ.

пĕр пусăм

пĕр посăм (-зы̆м), выводок. СТИК. Пĕр пусăм чĕпĕ, выводок. || Кусок домашнего сукна, который изготовляется в один прием. N. Пĕр посăм тăла; пĕр килĕре (в ступе) поснă тăлана пĕр посăм теççĕ. | Толчение (валка) сукна в один прием. Б. Батырево. Кăçал тăлана пĕр пусăмлă кăна турăмăр (= пĕр хут кăна пусрăмăр).

автан чĕпĕ

(ц̚’э̆бэ̆), pullus galliriaceus mas, цыпленок-петушок. Ст. Чек. V. ахаль чĕпĕ.

ăнран кай

ăнтан кай, лишиться чувств. N. Эпĕ ун чухне нумайччен ăнран кайса выртнă. Унтан вара, пăртак хама ăн кĕрсен, темĕнскер (= темĕскер) ыратнă пек туйăнчĕ. Я в то время (тогда) долго пролежал без сознаная. Потом, когда я несколько пришел в себя, я почувствовал некоторую боль. Сир. 164. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ, сехĕрленсе, ăнтан каяççĕ. N. Ăнтан кайса выртрĕ, лишился чувств. N. Ăнран кайса выртать. Лишается сознания (in concubitu). N. Ăнран кайиччен ташланă. Плясал до потери сознания. || Изумляться. Font. 1. Леш тетĕшсем ăнтан кайса пăхса тăраççĕ, тет. Те дядья с изумлением смотрят (на происходящее). Альш. Эпир пиçнĕ пăрçа шăтат-и, терĕмĕр те, пиçнĕ çăмартаран чĕпĕ тухат-и, çисе ятăмăр, терĕ, теççĕ. Патша ăнтан каят. Сака 482. Зверĕсем пĕр-пĕринпе ăнтан каяяççĕ, тет. Юрк. Чăваш, эсĕ пур япаласем çинчен те питĕ пĕлсе калаçатăн, эпĕ, итлесе, ăнтан кайса тăтăм. Эпĕ санран тата пĕр япала çинчен ыйтса пĕлес тетĕп. Эсĕ пĕлетĕн пулĕ, тархашшăн, каласа парсам-ччĕ? Чувашин, ты относительно всяких вещей рассуждаешь как знаток; слушая (тебя), я был очень изумлен. Я хотел спросить тебя еще об одной вещи. Ты, вероятно, знаешь об этом, ради бога, расскажи мне. || Потерять голову, выбиться из сил. Ч.С. Эсĕ ху пĕлнипе ту, эпир ăнтан кайнă ĕнтĕ. Делай как знаешь, мы уже голову потеряли. БАБ. Аннесем: тӳрлеттере-тӳрлеттере (меня) те ăнтан каяттăмăр, тет, Мать говорит, что они не знали, что со мною делать и как уж меня лечить. Конст. чăваш. Çук, тупаймарăмăр, шыра-шыра шалтах ăнтан кайрăмăр; эсĕ каласа янă вырăнсене пурне те çӳресе тухрăмăр. Нет, не нашли; с розысками совсем голову потеряли; обошли все те места, которые ты указал (нам). Хыпар № 3, 1906. Çаврăна-çаврăна, ăнран кайрĕ, курăнать. Кружась, должно быть, выбился из сил.

ăш çунтармĕш

причиняющий горе (употребл. как легкая брань). Букв. I ч. 1906. Унтан пӳрте кĕтĕм те, пăхатăп — хайхи чĕпĕ чӳрече çинче лара парать: чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармĕш! Потом я зашел в избу и смотрю, а цыпленок сидит на окошке — оправился, назола этакий!

лăпчăрăн

(лы̃пчы̃ры̃н), ёжиться. Хорачка. Чĕпĕ (курица, а не цыплёнок) çăмарта çинче ларат лăпчăрăнса (= коклянса).

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

йăх

назв. болезни. Б. Олг. Ачая полат йăх; йăх полсассăн, типсе каят. Лечут наговором: „Хăнча коршанкă тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх ертĕр çак ачая; хăнча тал-пиçен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх йĕртĕр çак ачая; хăнча вĕтрен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин çак ачая йăх ертĕр!“ || По одному объяснсиию, гноящийся чирей. Так же обзывают чирьястого человека, или тощую скотину, либо тощего цыпленка. СПВВ. ТМ. Йăх-çĕрнĕ çăпан (гноящийся чирей). Çăпанлă-кĕсенлĕ çынна та, таса мартан йăх, теççĕ. Тата, начар выльăх чĕпĕ тавраша çиленсен: ех йăх! теççĕ. || Болезнь лошади (сплееек?). Тюрл. Йăх лашана хол-тăрне полать; йăвăр ларсассăн, полать; вара пӳр йохат, çавна тӳрлетме хĕн. А. Турх. „Йăх пулнă лашана — что то случилось, но что — неизвестно“.

волашка

корыто. См. вăлашка, вулак. Козьм. N. Чĕпĕ волашки, сысна волашки, кĕпе волашки. В. Олг. Волашка-большая колода.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вывести

2. глаг. сов.
1. кого (син. произвести) кăлар; курица вывела цыплят чăх чĕпĕ кăларнă
2. что (син. создать, вырастить) кăлар, ӳстер, ӳстерсе кăлар; вывести новый сорт смородины çĕнĕ сорт хурлăхан ӳстерсе кăлар

инкубатор

сущ.муж.
инкубатор (кайăк çăмартисенчен чĕпĕ кăлармалли аппарат); заложить яйца в инкубатор инкубатора çăмарта хыв

птенец

сущ.муж.
чĕпĕ, кайăк чĕппи; птенец сороки чакак чĕппи

цыплёнок

сущ.муж., множ. цыплята
чĕпĕ, чах чĕппи; цыплёнок вылупился из яйца чĕпĕ çăмартаран тухнă

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

жечь

жгу, жжёшь что, пр. сжёг, жгла несов. ҫунтар; пӗҫер, хӗрт (хӗвел), чĕпĕ, вӗтеле (вĕлтрен).

цыпки

чĕпĕ тухни, чипчип, шипшип (ачасен çулла пылчăкпа вылянăран аллисем, урисем çинчи ӳт пĕтĕмпех çуркаланса пĕтни).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вывести

сов. 1. кого-что (увести откуда-л.) илсе (е çавăтса) тух; вывести коня из конюшни лашана витерен çавăтса тух; вывести войска из города çарсене хуларан кăлар; 2. кого (исключить): вывести из состава правления правлени составĕнчен кăлар; 3. что (сделать вывод) кăлар, пĕр-пĕр шухăш патне пыр, вывод ту; вывести формулу формула кăлар; вывести общее заключение пĕтĕмĕшле шухăш патне пыр; 4. кого (произвести на свет детёнышей о птицах) кăлар; вывести птенцов чĕпĕ кăлар; 5. кого-что (вырастить) ӳстер, ĕрчет; вывести новую породу скота çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстер; 6. что (построить) ту, ларт, туса ларт; вывести новый дом çĕнĕ çурт ларт; 7. кого-что (истребить) пĕтер; (очистить) тасат, яр; вывести мышей шăшисене пĕтер; вывести пятно вараланă вырăна тасат; 8. что (старательно написать, нарисовать, спеть) тăрăшса çыр (е ӳкер, юрла); вывести каждую букву кашни саспаллине тăрăшса çыр; 9. кого-что (изобразить в литературном произведении) сăнла, сăнарла, ӳкер; вывести наружу что-л. çиеле кăлар; вывести в люди кого-л. çын ту; вывести из себя тарăхтарса çитер; вывести из строя см. строй; вывести из терпения тарăхтарса çитер; вывести на дорогу тĕрĕс çул çине кăлар; вывести на чистую (или свежую) воду кого-л. тăрă шыв çине кăлар; вывести на орбиту орбитăна кăлар.

выводок

м. (птиц) пуслăх, пусалăх чĕпĕ; (животных) çурасем (чĕрчунсен); выводок цыплят пĕр пусалăх чĕпĕ; волчий выводок кашкăр çурисем.

вылупиться

сов. 1. çăмартаран тух (чĕпĕ); 2. прост. куçа чарса пăрах.

высидеть

сов. 1. кого-что кăлар, пусса кăлар; высидеть птенцов чĕпĕ кăлар; 2. разг. (просидеть) ларса ирттер; высидеть до конца спектакля спектакль пĕтичченех лар.

гнездование

с. чĕп кăларни, пусалăх кăларни; места гнездования птиц кайăксем чĕпĕ кăларакан вырăн.

гнездоваться

несов. йăва туни, йăва çавăрни, чĕпĕ кăларни; лебеди летят гнездоваться на север акăшсем чĕпĕ кăларма çурçĕре каяççĕ.

гнездовье

с. пусалăх вырăнĕ, чĕпĕ кăларакан вырăн; птицы улетели со своих гнездовий кайăксем хăйсем чĕпĕ кăларнă вырăнсенчен вĕççĕ кайнă.

наклюнуться

сов. 1. сăх, сăхса тух; цыплёнок наклюнулся чĕпĕ сăхса тухнă; 2. перен. разг. сăмсалан, шăтма (е çурăлма) пуçла (вăрă, папка т. ыт. те).

писк

м. нăйкăшу, йĕрмĕшӳ (ача çинчен); шиплетни (чĕпĕ); издавать писк нăйка, пиклет.

птенец

м. кайăк чĕппи, чĕп(ĕ); выводить птенцов чĕпĕ кăлар.

цыпки

мн. (ед. цыпка ж.) разг. чĕпĕ, чĕпĕленни (ӳт), кушăрхаса кайни.

цыплёнок

м. чĕп, чĕпĕ, чăх чĕппи.

четырёхдневный

прил. тăват(ă) кунлăх, тăватă кунхи; четырёхдневный поход тăватă кунлăх поход; четырёхдневный цыплёнок тăватă кунхи чĕпĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

чĕп

чеби; чĕпĕ, чĕп

Çавăн пекех пăхăр:

чĕп курĕк чĕп-асси чĕп-чĕрĕ чĕпĕ « чĕпĕ. » чĕпĕлен чĕпĕллĕ чĕпĕлтет чĕпĕт чĕпĕтсе ил

чĕпĕ.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150