Шырав: Урине.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сай

2.
лубок, шина
хуçăлнă турата сай хурса çых — перевязать сломанную ветку, наложив шину
путек урине сай хурса çыхнă — нога ягненка затянута лубком

сивĕ


сивĕ ачифольк. морозец
сивĕ вăрçă — холодная война
сивĕ кайăкĕдиал. щегол
сивĕ курăкĕбот. цикорий
Сив Мучи — Дед Мороз
сивĕ çу — топленое масло, топленый жир
сивĕ тытни — приступ малярии
Сивĕ урине хуç. — шутл. Подогреть немного. (букв. сломать ногу холоду)

суранлантар

1.
ранить, наносить рану, повреждать, делать раненым, увечным
вăл урине юри суранлантарнă — он намеренно повредил ногу

тапта

3.
наступать, становиться, вставать
çын урине тапта — наступить кому-л. на ногу
Куçу курсан, таптамăн. — погов. Коли видишь, не наступишь.

тăхăнтар

2.
надевать (обувь) на кого-л.
ача урине тăхăнтар — обуть малыша

ура


ура тарĕ — вознаграждение за хлопоты
хĕвел ури — солнечный луч
ура çине тăр
1) встать на ноги
2) перен. оправиться от перенесенной болезни, несчастья
3) перен. стать, встать на ноги, стать самостоятельным
урине хуç — согреть немного (обычно о слишком холодных напитках)

шипшип

цыпки разг.
ача урине шипшип тухнă — у ребенка на ногах образовались цыпки

хыр

5.
вытирать, обтирать
урине хырса кĕчĕ — он вытер ноги и зашел

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

салт

развязать; разуть. N. Ман юлташ урине салтса çыхрĕ те, киле тавăрăнтăмăр. ТХКА 53. Ура салтмасăрах, сăхмансене хывса, выртрăмăр урайне. || То же, что салат. Ерк. Каяс та тухас — капанĕсене пăсас: ялсене килсерен пухнă ута салтас!!!

салтса ил

отвязать, развязать. Якейк. Çакăннă çынна виличчен петлĕрен салтса илчĕç. ЧП. Унтан йăвантарнă чухне çыхнă тилкепине салтса илсе, çав тилкепипех тепĕр хут тăватă урине пĕр çĕре çыхса хучĕç.

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

сулла

качать, раскачивать. Хурамал. Сĕтел хушшинче урине сулласа ларсан, амăшĕ вилет, теççĕ. КС. Сĕтел хушшннче урăна сулласа ан лар: амăшĕ вилет, теççĕ. N. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне сĕтел хушшинче яланах урана сулласа лараттăм. Дик. леб. 50. Анчах Елиса пуçне сулла = сулла, куçĕпе пăхса, паллăсемпе кăтартса, хăй патĕнчен тухса кайма кăтартнă ăна. Йӳç. такăнт. 33. Кум, сан питӳ çинче юн пур-çке?.. — Е-е, вăл ахалех! Лаша мар-и вара — пĕррех сулласа лектерчĕ. Изамб. Т. Хăшĕ пурттине сулланă, хăшĕ тимĕр сеникне сулланă, хăшĕ çавине сулланă. Баран. 134. Умра кĕнеке тытса сулласан, çавăнтах сывлăш пите пырса çапăнать. N. † Тутар хĕрĕсем тутăр сулласа ташлаççĕ.

сулахай

(сулаhаj), левый. Собр. Сулахай урана малтан сырсан, юмăш калаçат, теççĕ. СТИК. Сулахай сыпчăк, алли пылчăк. N. Çывăрнă чухне сулахай енче çывăрăр, сылтăм енче çывăрсан, сылтăм хулпуççи çинче ларакан шуйтан хĕпĕртет. Сулахай енче çывăрсан, шуйтан макăрать, ангел хĕпĕртет, тет. (Поверье). Зап. ВНО. † Ай-аях, май-аях, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пурта (топорик) тытса илчĕç, куккăр кутне кукăртрĕç. ЧС. Тата урине тăла сулахай чăркаса çĕнĕ çăпата тăхăнтарчĕç, çăпати кантрине вил-тӳ çыхрĕç. Вил-тӳ çыхмасассăн, вилнĕ çын салтма та, сырма та пĕлмест. N. Двинскирен сулахай енче. Налево от Двинска. Коракыш. Кăвак сăхман, йĕс тӳме, сулахай арки хам пултăм. (Сравнение грусти, несчастья; почему-то левая пола „сулахай арки“ служит выражением несчастья; кажется на это есть поверье). Альш. Ах йыснаçăм, йыснаçăм, вуник чĕлĕ пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пусан сулахай (на левую ногу). || Левша. Изамб. Т. Сулахай или сулахай пăяхам (левша). || Фамильное прозвище. К.-Шемяк.

сур

ломить, болеть. Альш. Куç сурать, ломит глаза и режет. N. Тӳсмелле мар. Пур çĕртен те сураççĕ (болят). Орау. Шăл сурнипе аптраса пыракансем пур-и? Çутт. 26. Урине пит пысăк çăпан тухса сурнипе аптранă. Сред. Юм. Пит ыратать тессине сôрат теççĕ. НТЧ. Çавна салтса ярсанах. Ваçан хĕрĕн сурасси чарăннă, тет. Н. Байгул. Ватă çынсен шăм-шак сурсан, çанталăк пăсăлать.

суран

соран, рана, боль, болезнь, короста. Полтава. Урине суран тунă. Ранили в ногу. Скотолеч. 21. Лаша çыртса е шĕвĕр япала тăрăнса пулнă суран. N. Пăтапа пулнă суран. N. Çак вăхăтра карăнтăк патне суран пулнă салтак (раненый солдат) пырса тăнă, тет. N. Асаплантарассипе суран кăтартасси унăн чĕлхи айĕнчех. || Вред, изъян, убыток. Б. Олг. Чуашшане (солдаты) пит соран туса: ĕнесем пусса, сорăхсам пусса, ампарсане кĕрсе япаласам исе тохса. (Из старинного рассказа). N. Мана суран тума хатĕрленетчĕç. См. сорам.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сут

сот, продавать. Трхбл. † Аршăн-аршăн çутă ука сутаймашкăн тухнă эпир. Регули 724. Ку пӳрте сотаççĕ (пӳрт сотăнать). Ib. 707. Хăш сотмалла япалине онта хăварас. Ib. 687. Сотмаллине онта хăвар. Ib. 206. Она сотиччен хам тăхăнам. Якейк. Толти (на дворе) чăххисам хырăмшăн сотаççĕ анчах, пит çиясшăн. Чăв. й. пур. 30. Арăмĕ вилсен, юлашки тӳшекне те сутса ĕçнĕ вара. Сред. Юм. Ӳлмерен (= ӳлĕмрен) эс ôн пик япалана сотнă ан пôл вара (вперед, чтобы таких вещей не продавать). Ib. Ӳлмерен ôн пик япалана сôтнă пôл пĕрех эс! У меня еще вздумай-ка такие вещи продавать. N. Сутма атте кирлĕ мар, илме атте кирлĕ, теççĕ. (Послов.). КС. Вырăсла эпĕ сана сутса ярăп (т. е. я хорошо знаю по-русски). Альш. Тутарла пĕлекен çинчен, вырăсла пĕлекен çинчен: вăл тутарла сутса ярĕ, теççĕ, вăл сана сутса ярĕ вырăсла, теççĕ. Пшкрт: эс онβа с'ыβы̆с'сан вы̆л ы̆ҕуна т̚а сотсэрэ̆ (= сотса ярĕ). N. Мана вĕсем сотасшăн. || Наказывать (в игре) за неуменье разгадать загадку назначением жениха или невесты из среды неподходящих лиц. N. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. Туп, тупмасан сутатăп. Сана, Урине, Альляха парап; эсĕ, Хветĕр, Суккăр Кучăва ил. Хăшĕ: пĕлеп, тесе, сутасран хăтăлса юлать те, тупимасан, çаплах та сутаççĕ.

сăна

ы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.

сĕтĕр

(сэ̆дэ̆р, сӧ̆дӧ̆р), волочить, тащить. Ст. Чек. Урине аран сĕтĕрсе пырат. Янтик. Маткине çӳçĕнчен тытса, урлă-пирлĕ пĕтĕм пӳртре сĕтĕрсе çӳрет упăшки. ГТТ. Сӳçрен сĕтĕрсе çӳрет. Орау. Урине сĕтĕрсе утать. Ходит и шаршит ногами. Ib. Урине сĕтĕрсе çӳрет. Волочит ногу, когда ходит. Юрк. Сухи-пуçне аран-аран сĕтĕрнĕ, час-часах чарăннă... Ку лаши те ĕлĕкхи пекех начаррине курсан: эх! тет хăй хуйхăрса. К.-Кушки. Иван арăмĕ улăмне хăй йăтайми çыхнă та, çул тăрăх сĕтĕрсе килет (везет вязанку соломы волоком). Никит. Хĕрсем пĕрмаях мана çав ваккала (в прорубь) сĕтĕреççĕ, вакка тĕксе ярасшăн пек. N. Вĕреннĕ çĕр тăрăх мĕшĕн сĕтĕрсе пыран? N. † Астăвăр-ха хăлата, чăх-чĕппине сĕтĕрет. КС. Сĕтĕрекен лашан пуçĕ хытă. N. Хытă пуçлă, чариман лашасене сĕтĕрекен лаша теççĕ. Сĕтĕрекен лашапа çӳреме пĕлес полат, пустуй чох çапма йорамаçт. Т. II. Загадки. Вăкăр виттĕр сысна сӳс сĕтĕрет. (Атă çĕлени). N. Сире пуянсемех хĕсĕрлемеççĕ-и вара? Сута та сире çавсемех сĕтĕре-сĕтĕре каймаççĕ-и? Ск. и пред. чув. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне сĕтĕрет. || Таскать, надевать. Сред. Юм. Ман кĕрĕке тек сĕтĕрсе çӳремелле мар ôна (не надевай мою шубу). Ст. Чек. Тухалатне (= туй халатне?) ялан сĕтĕрсе çӳрет ĕнтĕ (постоянно надевает поддевку). || Вытаскивать. В. Ив. Сӳре çиелтен хытнă çĕре çемçетет, муклашкасене ватать, курăксене тымарĕ-мĕнĕпе сĕтĕрсе тухать. N. Ак кăсен такисем лачакана пута-пута лараççĕ, тет. Кăсем наçил (насилу) сĕтĕре-сĕтĕре кăлараççĕ, тет. Альш. Каять вара шултăра шур-ути ӳссе: урана сĕтĕрсе кăлармалла мар (в болоте). || Поднимать (вверх). N. Хай старикки тытăннă карчăкне мачча çине çӳлелле вĕренпе сĕтĕрме. (Из сказки). || В перен. см. НИП. Халĕ питĕ сĕтĕрсе илеççĕ сăмахсене (пишут очень длинно). Çĕнтерче 15. Пуçларĕ ĕнтĕ кирлĕ маррине сĕтĕрме.

çапса ларт

заколотить, забить, вбить. N. Чӳречисем нумайччен çапса лартнипех ларчĕç (стояли заколоченными, как были заколочены). Орау. Алăка пăтапа çапса лартнă (забита). Б. Олг. Оккошкая хăмапа çапса лартас, оçă тăрат, килĕшмес. Пшкрт. Хапкана посса орине (орин'ӓ) çапса лартнă. N. Упа капкăна кĕрсе кайнă та, урине çапнă. N. † Çав Анаткас хĕрĕсем çапса лартнă юпа пек. (Хурласа калани). В. Олг. Поçăма пĕрене çомне çапса лартса. || Отдуть. Хорачка. Çапса лартса, отдул.

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çерçи урине хуçни

назв. обычая катанья с горы на масленице. Г. И. Комиссар. Пушкăрт республикинче мăн-çăварнире ту хĕрринчен ирпе ярăнса аннине „çерçи урине хуçни“ теççĕ. Хăш-хăш ялта кĕçĕн-çăварнире, çăварни чупса пĕтерсен, ялăн икĕ вĕçĕнче, хапхаран хире тухса улăмран ерешлесе тунă хатĕрсене (фигуры, сделанные из соломы), тата çуна çинчи улăма çунтараççĕ.

çых

(с’ых), вязать, завязывать, связывать, привязывать. Б. Яныши. Мишавай часрах сăмса тутрипе эрех ярса çыхса ярчĕ. Ст. Шаймурз. † Хрантсуски явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухса тухмастăр. Кан. Унтан тункатисем çине тăрăх та, урлă та шертесем лартаççĕ, вĕсене вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Скотолеч. 14. Ыратакан урине скипидарпа кантăр çăвĕ хутăштарса сĕрес пулать те, ăшă япалапа çыхса лартас пулать (лошади). N. Çав вăхăтра пĕр матрос карап хыçне çыхса янă кимĕ çинче пулнă. ТХКА 116. Çыхса пынă сулă юхса каясран, пысăк тымарсемпе сулла пĕр йывăçран кăкартăмăр. || Вязать (чулки, кружева). Микушк. † Шур курнитса умĕнче майра чĕнтĕр çыхать. Шибач. Çыхнă ĕçлĕк, вязанка. Сред. Юм. Çыхнă пиçикки, пояс. Ib. Çыхнă шапка, вязанная шапка. Алешк.-Сапл. † Сар хăмăшран маяк çыхаççĕ, сар хăмăшран маяк çыхмасанччĕ. || Пеленать.

çип-çĕлен

красный тонкий червь, длиною от одного до полутора вершка; водится в болотах. Б. Аккоз. Çип-çĕлен çын ăшне кĕрет теççĕ; нумайăн кĕрсен, çынна вĕлерме те пултарать. Ст. Чек. Çип-çĕлен, червячок, неболыной, тонкий, живет в стоячей воде; попав в тело человека, вызывает опухоль. Слеп. Çип-çĕлен орана сăхать, тирет, шыçса каять (т. е. нога); орашне (= ора ăшне) шăтарса кĕрет. ДФФ. Тата ăншăрт ӳкнипе, çил хаярĕ ленкнипе, ие çыпăçнипе, е çип-çĕлен кĕнипе чире каять, тесе ĕненетчĕç. КС. Çип-çĕлен лаша хӳринчен (из конского волоса) пулать, теççĕ: урана кĕрсе каять те, ура юхакан пулать, теççĕ. Хурамал. Çип-çĕлен ăшăк шывра пурăнать. Вăл шурă, çип пек пулать, çурă аршăн тăршши; пĕр шит тăршшисем те пулаççĕ. Вĕсем çырмара хур-чĕпписем ăшне кĕреççĕ; хур-чĕпписем вара нумай пурăнмаççĕ, вилеççĕ. Шывра çӳренĕ чух çын урине кĕрет, теççĕ. Вăл ӳт ăшĕнче çиялтан кăна çӳрет. Ăна вара чăхха пусаççĕ те, чăхă ӳпкипе çавна çыхаççĕ; çип-çĕлен пулсан, çав ӳпке ăшне тухать, теççĕ.

çуйăх

çойăх (с’уjы̆х, c’оjы̆х), кричать, визжать, шуметь. Шибач. Ан çойăх. Не кричи! (у КС — не визжи). Эльбарус. Çавăн пек такçанчченех выллясан-выллясан, çойăхнă сасса илтсе пирĕн патра чăн-чăн стрелоках таçтан сикрĕ-тохрĕ те, кăçкăрса яра пачĕ: эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен? Стрелокран хăраса эпир кайран пĕре те çойăхмарăмăр. Хорачка. Çойăхса лараччă хĕрарăмсам, пĕрне пĕрн колса, кĕçенсе. ППТ. Пĕчĕккисем çуйăхаççĕ анчах, пысăккисем еретлĕçеççĕ хытланса çуреççĕ. (Сĕрен). Толст. Вĕсем тата хытăрах кулкаласа, çуйăхса малалла ише (плыть) пуçларĕç. Орау. Пулать кам... тăваççĕ япала таккулхах çав каккăр ăшăнче темскер çуйăхса ларать (о грамофоне). Альш. Ну, ку çĕлен çуйăхса килет, тет. Бгтр. Вăсем кайнă чох, арçори пĕре малта кăшкăрса, çойăхса пырать, тет. Ерк. 9. Шăпăрне каларать, ӳлесе ахăрать, вăрмантн арçури пек çуйăхса шăхăрать. КС. Тăмана çуйăхать (кричит), тĕвиклетет. Ib. Йăтă çуйăхать. Собака визжит (но: улать — воет). Ib. Йытта уринчен алтуйипе петĕм те, йытă, урине çĕклесе, çуйăхса карĕ (побежала с визгом). Çутт. 84. Пуян тавраш килĕнче сысна çури çуйăхать. || Скрипеть (особо). КС. Сĕрмен урапа çуйăхса пырать, макăрса пырать.

çăкăн

(с’ŏгŏн), кланяться, приседать, делать реверанс А. Турх. Юрк. Çĕнĕ-çынна çĕн-çын салми пĕçерме шыв ăсма кайнă чухне, е шыв ăсса, йăтса таврăннă чухне тĕл пулнă çыннисене: ача-и вăл, пысăк çын-и, ватă çын-и-пурĕ-пĕр, пурне те çăкăнса салам панă (реверанс тунă). Урине чăркуççи тĕлĕнчен куклетсе, пуçне пĕшкĕртсе, виç тапхăрччен тайăлса пуççапса илнĕ. Çĕнĕ-çынни çапла пуççапнине куракан çынсем ăна хирĕç: пысăк çын, аслă çын пул! тенĕ. Ib. Çăкăн, вăл санран аслă япала. Альш. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. N. Çăкăнать (салам ярать). Городище. Çăкăнса аннă. Подкосились ноги и упал. СТИК. Вăл чупса пынă çĕрте çăкăнчĕ-анчĕ (упал как подкошенный стебель). Шорк. Тырă çăкăннă (или: çăкнă. Хлеб в поле после сильного дождя ломается и колосья в беспорядке опускаются к земле. Чаще всего бывает в тех случаях, когда хлеб не успеют собрать во-время).

тай

(таj), наклонить, склонить. ГТТ. Пуçна тай-ха, эп сана пӳскепе лĕпкерен перем (я тебя ударю мячом по темени). N. Пуçне тая-тая кĕл-тума тытăнать. N. Чонтан-вартан йоратса, поçа санăн енеле тайса. N. † Ватăсем пуррине пĕлнĕ пулсан çамрăк пуçа тайса кĕрес-мĕн. ЧП. Çыр хĕрринчи çырласем пуçне тайса лараççĕ. Дик. леб. ЗЗ. Çемçе мăк çине выртать, пуçне тунката çине таять. Пазух. Тăван, сирĕн ĕçкĕр-çикĕр пит хаяр-çке, пирĕн урасене таять-çке (подкашивает). || Скосить, подкосить. Янтик. † Йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр (скосили). || Сломить силу (чью). N. Вăй-хăватне (их) тайрĕ. N. Вăйлă çынпа ан тавлаш, вăл сана тайса илмелле ан пултăр. || Весить, иметь вес. N. Пин мина таякан ылттăн щит. N. Тата аллă дидрахма туртакан (в рукоп. таякан) пĕр ылттăн савăт куртăм. Сред. Юм.

ташлама

(ташлама), круглый ломоть. Хурамал. Çăккăр ташлами = çăккăра иккĕмĕш каснă чĕлĕ. Чертаг. Ташлама (или: çаврака чĕлĕ). Городище Б. Ташлама — следующий за горбушкой ломоть хлеба. КС. Ташлама, çур пашалу, ломоть хлеба во весь каравай. || Назв. обряда. КС. Тырă пĕтерсессĕн, кайранхи ана çине пĕр пайăрка вырмасăр хăвараççĕ; çав пайăркана тăпăлтарса кăлараççĕ те, вара çавăнпала çăккăр ташламине чăркаса, турра кĕл-туса çĕре пытараççĕ. (Стар. обряд). N. Ташламана чӳклеме хыçĕнчен тăваççĕ; ăна çав чӳклеме пекех тăваççĕ. Хуçисене курка тыттараççĕ, мĕн пур пӳртри çынсем пуççапма лараççĕ. Вĕсем куркине сăрапа тытса лараççĕ, ун чухне ак епле каласа кĕл-тăваççĕ. Унăн кĕлли çапла: турăпа патшан сывлăхне асăнса ĕçетпĕр. Çарăк мар, арăк мар, кулмалла мар, тутана шăлмалла мар, кĕрекерен çӳле çĕклемеле мар; кулакана, тутине шăлакана, кĕрекерен çӳле çĕклекене çиччĕ те пилĕк чашкă сăра ĕçтермеле. Т. IV, 39. Хуçа: ятлă курка ярас, тесе калат; çитни пулĕ, çитменни пулĕ, тет; çак куркапа çитерес тесе калас, тет, хуçа; тав сире, ташлама юманкассисем, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çав пирĕн. Хуçа: ятлă курка ячĕ, хурăнкассисем, тав сире, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çавă пирĕн. Тав сана ташлама: çӳлте турă, çĕрте патша, ут туртайми урпа, ал çĕклейми хăмла, ĕçекен путене, ĕçейменни карăш. Ытах ĕçсе ярайманни савнинчен уйăрăлтăр. Ib. 48. Тав сана, турăпа патша ташлами, çара çунана хурамаличчен хурамаламасăрах пултăр, куян урине кăшăлличчен кăшăлламасăрах пултăр. Ака тавра аки, çаран тавра çави, ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла, турат куçĕ куркипе, тумла шывĕ сăрипе пур тăвана кăмăллă тăвас, тесе, калатăп. (Чӳксем чӳкленĕ чух калакан сăмахсем). || Встреч. в соединении: Торкан-Ташлама, половина чув. околодка дер. Чашлама, прихода с. Аттикова. Золотн. 274.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

тивретсе яр

зажигать, поджигать. Ст. Чек. Тилли улăм урине тивертсе ярат.

тирĕс

(тирэ̆с), против, наопако. А. Турх. Вилĕ-йăли. Шывне ăснă чух та, чĕресе янă чухне те, вилнĕ çын çунă чух та, ялан курка çинчен тирĕс (противоположным к человеку, держащему ковш, краем) яраççĕ. Ib. Пур ĕçе те ун чухне тирĕс тăваççĕ, кутăн ĕçлеççĕ: куркара шыв ямалла пулсан, тирĕс яраççĕ; тĕвĕ çыхмалли пулсан, тирĕс тĕвĕ çыхаççĕ, „Вилĕ тĕвĕ“. КС. Урине тирĕс çырнă (обратно обычному направлению). Ib. Ма тирĕç тӳлерĕн (завязал узлом)? Ст. Чек. Выльăхăн çăмне тирĕс шăлсан (если гладить против шерсти), выльăх çиленет. || В перен. см. Самар. Тирĕс пырать. Идет против, противится, Срв. тискер.

ту ен

горная сторона. Ягудар. Ту енчи чăвашсем, хĕрарăмсем, урине хулăн сыраççĕ, пуçне çурпанне шарăх пек çыхаççĕ. Сред. Юм. Ту енни, западная сторона.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

тӳрлентер

понуд. ф. от тӳрлен. Собр. Хуçи: тӳркĕлли çилентерсен, урине шыçтарса вара виличченех тӳрлентермест, тет,

тăкăлт

(ты̆гы̆лт), подр. легкому скаканию. Чураль-к. Ати упи — шур упи, тăкăлт-такăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех-кайрĕ. СТИК. Чавка тăкăлт-тăкăлт сикет (икĕ урине те тан тытса харс сикмест, темле ылмаштарса сикет). Ib. Мăнтăр путексем, çăва тухсан, тăкăлт-тăкăлт сиксе çӳреççĕ. (Показывает, как они прыгают: очень мило, живо, равномерно).

тăкăртат

издавать скрипящий звук. КС. Пăсăк перо (испорченное) тăкăртатса çырать. Ib. Пукан урине урай тăрăх шуçтарсан, тăкăртатать (прерывающийся звук). Яжутк. † Вуник çил арман хушшине йĕсрен кĕпер хыврăмăр, каçмассерен тăкăрта(та)ть.

тăлла

(ты̆лла), спутать путами, стреножить. См. тăлă. N. Лашана хивре тăлăпа ан тăлла. ЧС. Пĕр ирхине вăталăх пичче çав лашана çерем çине тăлласа ячĕ. Изванк. Çав вара (в долину) çитсен, эпир утсене курăк çине тăлласа ятăмăр та, вут хутăмăр. N. Ачасем, вăрман çывăхне çитсен, лашисене тăлласа ячĕç. Цив. Çырмана пырса çитсен, эпир лашасене тăлласа ятăмăр. Скотолеч. Урине шыв е сĕлĕ ансан, лашанăн урисем чĕтĕреççĕ, вăл тăлланă пек вĕттĕн утать. ТХКА 28. Вăрмана шала, улах вырăна, кĕретĕп. Тăлласа яратăп вара лашана. Лаша кунĕпе кана-кана, вырта-вырта курăк çиет. Ib. 47. Эпĕр лашасене вăрмана питĕ шала кая-кая тăллаттăмăр. || Тормозить, остановнть (мельницу). Сред. Юм. Арман тăлла (армана авăрма чар, тени пôлать). || Опутать, обмануть. Чăв. й. пур. 5. Вăсем ун пек çынна епле те пулин тăллама тăрăшаççĕ (живущего как должно). || Препятствовать, затруднять. СПВВ. || Таскать за волосы. Чураль-к. Çӳçрен тăлларăм. Потаскал за волосы.

тăршшĕ

(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.

хыр

(хыр), скоблить, сгребать. Изамб. Т. Пусма çинчи пăра хыр. Альш. Çамкана çырна хурана хырса та тăкса пулмаст-çке. || Грести. Изамб. Т. Ик-виç сарăм çапсан ырашĕ нумайланат та, вара ăна креплепе хыраççĕ. Ib. Çак çӳппе пĕр еннелле хырса хур. Г. А. Отрыв. Панă чухне çуркунне хырса парать, кĕркунне хырмасăр илет, тырри таса (хлеб от плателыцика). || Обтирать. Орау. Урине алăк çинче хырса кĕчĕ. Ib. Урине скупа (скобка) çинче хырса кĕчĕ. Обтер ноги об крыльцо. || Брить. Сред. Юм. Хырнă пуç, бритая голова. || Чистить. Чиганары. Стариксем толта хыпаланса навос хыраççĕ шупа юхса пĕтесрен. Ягутли. Ватти-вĕтти пурте тулта: хăшĕ пăх хырать, хăшĕ вут çурать. || Çĕнтерчĕ 25. Пирĕн те кайса авантарах хырасчĕ-ха вĕсене.

хуняшшĕ

ее свёкор. Торх. Хурамал. Кунта йăла çапла: кинĕсем хунешшĕне çӳçне, урине кăтартмаççĕ, упăшкин пичĕшне те, шăллĕне те, пур хурăнташне те кăтартмаççĕ.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçăклă

с изломом. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Ик-виç хуçăклă урине кăкăрĕ çумне хуçлатса ларнă чух похомол пит тӳлек.

хуçлат

хоçлат (хус’лат, хос’лат), складывать, подгибать, поджимать. Скотолеч. 14. Анчах çыхни (перевязка) лашана урисене хуçлатса выртма ан чартăр. Сред. Юм. Хôта хуçлатса х{{anchor|DdeLink231833123228284}} ôтăм (сложил). Яргуньк. Хуçлат = хуçла. Шорк. Хоçмалла çĕççе хоçлатса хор. Ib. Вĕренĕ чăçăлса выртать ытла, пăртак хоçлатса хор. В. Олг. Сорпанне хуçлатса хор. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Ик-виç хуçăкла урине кăкăрĕ çумне хуçлатса ларнă чух похомол пит тӳлĕк.

хăпарт

понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.

хăраххи

один из двух (из пары). Регули 927. Хăраххине илчĕ, хăраххи йолчĕ. Скотолеч. 6. Йăваш лашанне малти урине хăраххине кăна çĕклесе тăрсан та тапмасть. Юрк. Çав икĕлеç (двойни) хăраххинчен хăшийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулассине пĕлесшĕн пулса. Ib. Унăн хăраххи, икĕлеç хăраххи. N. Йĕкĕреш хăраххи йĕрсе ларать. || Подруга. Ст. Чек Майкка хăраххи темĕн тĕрлĕ маттурччĕ, теççĕ. || Подобный. похонсий. Юрк. Хĕрĕм ахăр амăш хăраххи (похожа на мать) пулаттăр,— пит вичĕкĕнех мар. N. Ашшĕне шанмасăр пурăвнă халăх ывăлне те шанман: ашшĕ хăраххи пулĕ, тенĕ. Сред. Юм. Амăш хăраххи, подобный матери. Говорят в том случае, если мать собою плохая. СТИК. Ашшĕ хăраххи, похожий на отца. Ib. Чист ашшĕ хăраххиех. В. С. Разум. КЧП. Çапла вара эпĕ куртăм хамăрăн усал тăшмана, вăрăм туна хăраххи юнсене ĕçекене. || Его жена, ее муж.

кутăн-пуçăн

взад и вперед, туда и сюда, шиворот на выворот, вверх тормашкой. Уравăш 2. Халĕ вĕсем, йышланса... Уравăш çырми тăррине... çичĕ çырма юппине, усал çĕре пăхмасăр, кутăн-пуçăн тиркемен: саркаланса пĕр ларнă. Теперь они размножились и широко расселились по семи отвершкам Ораушинского оврага, не глядя на то, что тут неудобное место, ничего не разбирая, как попало. ЧС. Ак эпĕ сана каçчен çиме парам мар! терĕ те, пӳртрен, кутăн-пуçăн тĕртсе, кăларса ячĕ (вытолкала взашей, не дала ему спокойно выйти). КС. Кутăн-пуçăн йăвалан, кувыркаться на разные лады. Тогаево. Хайхи çармăс котăн-пуçăн пăхкаларĕ те: ом шинчĕ (не знаю), терĕ. СПВВ. Х. Кутăн-пуçăн шухăшла. N. Котăн-поçăн халапсем поплесе лараççĕ (несут похабщину). Хăр. Паль. 3. Амăшĕ хайхи, тин куçне уçрĕ курăнать, ача чирĕ кутăн-пуçăн шутлаттара пуçларĕ. Ib. 23. Уринчен урине хуллен çеç иртеркелесе кутăн-пуçăн пăхкаласа пырать. Якейк. Пĕрре анчах çапрĕ — котăн-пуçăн йăванса кайса, тăнтан кайса выртрăм нумайччен. Орау. Ачине урапа çине лартнă та, кутăн-пуçăн кустарать (двигает взад и вперед). Илебар. Ачи, ни кутăн ни пуçăн (ни вперед, ни назад) тухма аптраса, çавăнтах вилчĕ, тет. || Нерешительно, неопределенно. N. Котăн-пуçăн поплет.

кăла

(кы̆ла), сукно. СПВВ. Кăла = тăла. О сохр. здор. Ал-урине кăла татăкпе сĕркелес пулать. || Онучи. Мижула. Каçхине йип-йипе (йĕп-йĕпе) полса килеççĕ, вара кăлисене тепĕр кон вали типĕтсе хораççĕ. ПВЧ. 123. Кăла-çăпата, лапти и онучи.

кăмака çийĕ

пространство, место на печи, Бур. N. Ку кукша калат, тет: пичче, эпĕ те пырам-и? тенĕ. Пиччĕшĕсем каланă: лар-ха кăмака çинче, кĕл пуçтарса, терĕç, тет. Кан. Вăл кăмака çине хăпарат те, икĕ урине явкаласа, чĕлĕмне пак-пак! туса çеç мăкăрлантарса выртать. Сред. Юм. Эс кăмака çинчен анайман! тесе: эс çын çине тохса, çынсĕм мĕнле порăннине корайман, тессине каласçĕ. Ib. Кăмака çинчен анман çынсем халь те пор-мĕн о! Оказывается, и теперь есть люди, которые никуда не выезжают!

кăрмафун

кăрмахвун (кы̆р-), граммофон. Кама 11. Кăрмафун каланă май (в такт г.) урине ерипен тапса ларать.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кĕç

(к'ӧ̆с, кэ̆с), скоро, тотчас, сейчас, вот-вот. Орау. Лешсем кĕç (скоро) персе çитрĕç. Ib. Кĕç ăшă пулать (будет тепло) ак. — Тем, кĕçех ăшăтать-и вара? (Вопрос без ответа: «едва-ли»...). Ib. Эп кĕç каяп. Я сейчас уйду. Ib. Кĕç çавăрнса килет чĕлхе çине (скоро). Абыз. † Вăрман хĕрри (так!) пас тытрĕ; нумай тăмĕ, кĕç тăкăнĕ. Выçăхакансем 18. Акă кĕç персе çитĕç. Яргутк. Йăван вĕлле хуртне аса илчĕ, тет те, çунаттине вутпа ĕнтрĕ, тет. Вĕлле хурчĕ кĕç вĕçсе пычĕ, тет. (Сказка). N. Кĕç çĕмĕрттерсе килет çăварни, каллех ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. Чем люди живы. Ачи кĕç пĕр чăрканă япала йăтса кĕрет. Ст. Яха-к. ун хыççĕн кĕç тата тепĕр ватăрах çын пырса: атьăр, пирĕн патăрта малтан кайса чӳклер; манăн пурте хатĕр, пăтти те пиçнĕ, тет. N. Кĕç туй тума вăхăт çите пуçларĕ, тет. Истор. Вырăссем те: кĕç вăрçăпăр, вĕç вăрçăпăр, тесе анчах тăнă. Регули 1239. Кĕç килĕ, вĕç килĕ, — кĕтрĕм те, килимарĕ. Турх. Тăван атте çинче кĕç (чуть-чуть) ӳсрĕмĕр, тăван атте кун çутти памарĕ. N. † Ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, кĕçех каяссăн (пропадет) туйăнать. Кан. Юлташлăх членĕсен пуххи пулманни кĕçех çулталăк çитет. Истор. Салтаксем: ак кĕç ӳкĕп, тесе анчах пынă. Янтик. Кĕç ишĕлсе анас пек ку твайккисем, ытла хăрушă кунтан иртсе кайма! N. Кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç (покинутое) çурт. Шорк. Эсĕ пăртак тăхта-ха, эпĕ кĕçех (сейчас) килеп. Ib. Пӳрчĕ кĕç (кĕçех) ишĕлсе анас пекех ларать. Тюрл. Ку хĕрсем çитĕннĕ, кĕç вĕçсе каяс кайăк пек тăраççĕ. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ (вот, вот мне отпилят голову)! тесе. || Вдруг, сразу. N. Эпир яшка çисе лараттăмăр, пирĕн патра кĕç килсе кĕчĕ (дверь была отперта; сразу, незаметно; беззвучно). Коракыш. Кĕç виç çын сиксе тухнă. Орау. Кĕç пуçа килсе кĕчĕ. Вдруг пришла в голову мысль Альш. Акă кĕç килсе кĕрет, тет, хăрах куçлă карчăк. N. Чăтаймасăр, кĕç пĕр çĕрте улпута вĕлереççĕ, кĕç тепĕр çĕрте кил-çуртне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. Сунар. Кĕç вăррисем (разбойники) тĕпĕртеттерсе çитнĕ. Яргуньк. Кĕç татах манан умра вут çути курăнать. || Ст. Яха-к. Тепĕр кунне вара, тунтикун, çынсем катарччи чупмаççĕ; хăлхара кĕç шăнкравпа килнĕ пекех туйăнать. || Чуть не..., чуть-чуть не..., едва не... Ала 25. Чипер Евгенийпе Иван икĕш те, çăрттан пулă пулса, тӳрех çавă кӳлле чăмăрĕç, тет. Хайхи улпут çех çитсе тытатчĕ (чуть чуть не поймал), тет. Изамб. Т. Кĕç ӳкес пек пырат. Идет и едва не падает. Ала 91. Вăл (она) хăй кăмака çинче ятлаçса ларать, ачи кĕçех урине шăнтса яман. Ib. Вăл хăй çăвăрнă, анчах унăн чунĕ кăшт анчах тухман, кĕçех вилсе каять-мĕн, хăйсен кӳрĕшĕнчи ачасемех вилес çĕртен тупса, туртса кăларнă ăна. Регули 458. Кĕç (кĕçех) ӳкеттĕмччĕ. Шишкин. † Чашăк çинчи çăмартине кĕç шоратмасăр çияттăм. Могонин. Çына кĕç вĕлермен, асаплантарса пурăннă.

кĕçатă

(кэ̆з'ады̆), валенок(-ки). См. кăçатă. N. Урине хĕлле кĕçатă тăхăнаççĕ.

тĕмел

превратиться в кучу. N. Вăл тĕлте улăп урине салтса шаккасан тĕмелсе юлнă, тет. Никит. Çуркунне йытă йĕри тĕмелсе юлсассăн, пăрçа пулат. || Альш. Уйăх тĕмелет.

тĕрен

никудышный. Ст. Чек. Арăмĕ те çав лăй-лай начар, тĕрен, кĕтӳ хуса тухнă та, аран урине сĕтĕрсе пырат. Козловск. р. Тĕрен лаша пулчĕ.

тĕрт

поджигать. ЧС. Çавăн чухне вут тухнине çын тĕртнĕ терĕç. БАБ. Йĕтĕн çурăмĕсене вут тĕртрĕ. Ст. Чек. Ун çуртне Миккул вут тĕртнĕ, тет. Орау. Ивана тĕртсе янă (подожгли). Ib. Хăй çухални пĕр-ик çул иртсен, халăхпа кайса çĕмĕрнĕ, тет, тĕртсе янă, тет, çурчĕсене. N. Ачасем утă урине вут тĕртсе янă.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чармакла

растопырить. Якейк. Урине чарса тăнине тепĕр тĕслĕ чармакласа тăнă теççĕ. Шел. 11. Куçне вара алтăр пек чармакласа пăхать, тет. Капк. Пурте ун çине куçĕсене чармакласа пăхса илнĕ. N. Чĕрнисене чармакласа, шăлне-çăварне карса çиме çине сикет. || Сред. Юм. Чармакласа çырнă. Кое-как буквы вывел.

чик

подр. свисту. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă, шурă çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чик шăхăрат, тухсассăн та чик шăхăрат. Коракыш. Чик шăхăрат, чу каять. (Салакайăк вĕçни). Шурăм-п. Чик, чик шăхăрсан, урине те кăтартмасть (лошадь). || Подр. писку мыши. Сред. Юм. Олăм айĕнче кошак кайăксĕм пит нăмай полас, пĕрмай чик, чик тăваççĕ. (Звук, когда кричат мыши). || N. Кайăк йорлать чик-чик! || Подр. тиканью часов. Сред. Юм. Кармана чиксе çӳрекен сехет çӳренĕ чох чик чик туса çӳрет.

чух-чух

кое-как. Ст. Чек. Урине чух-чух сĕтĕрсе çӳрет.

хĕрлĕ

красный. См. хĕр. Н. Лебеж. Хĕрлĕ çыран тăмĕсем эмел çĕлен пуçĕсем. N. Çуркунне кунсен ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. Орау. Кăраççина (или: хĕвеле) хĕрĕç (= хирĕç) тытса ал виттĕр пăхсан (если посмотреть скзозь руку на солнце, на огонь), ал хĕп-хĕрлĕ курăнать. Альш. Чирку патĕнчех улпут карташĕ те пур: хĕрлĕ-хĕрлĕ вите-вите тухнă. Юрк. Атьăр, пăратсем, улма сатне, хĕрлĕ улма суйлама, хĕрлинчен хĕрлине суйлăпăр. Шорк. Хĕрлĕ йор çусан, т. е. никогда. Ст. Чек. Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ (он сгорел). СТИК. Тĕлĕкре хĕрлĕ вăкăр курсан, вут тухат, тет. Вăл вăкăр кам карташне кĕрет, çав çын çурчĕ çунса каят, тет. Ск. и пред. чув. И. Варман улми пĕçерме шухăшланă кĕл çинче, хĕрлĕ кăвар ашĕнче. МД. Пулăн кăвак пĕлĕт айĕнче, пулăн хĕрлĕ пĕлĕтĕн хыçĕнче. (Солд. п.). Янтик. Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ, хĕрлĕ сăсар тухнă — йĕр тунă. || Румяный. ГФФ. Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пиçрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. Ib. Ятпа поçăм пĕтес çок, пĕтсен пĕтĕ хĕрлĕ сăн. Моя голова и мое доброе имя не пропадут, разве только побледнеет мое румяное лицо. Ib. Пĕчикрен кĕнĕ хĕрлĕ сăн... Мое лицо, румяное с малых лет... НР. Çын сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. Сред. Юм. Хĕрлĕ хĕр, румяная девица. ЧП. Хĕрлĕ питлĕ сарă хĕр. || Спелый. ГФФ. Карăм çырлана тарăн çырмана, татрăм çырлине самăй хĕрлине. Пошел я за ягодами в глубокий овраг, набрал там ягод самых спелых. || Цветущий. Туперкульос 31. Ямшăк чупакансем епле тĕреклĕ, хĕрлĕ. || Красивый. Собр. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, тет. „На миру и смерть красна“. (Послов.). || Рыжий. Ачач 92. Халь те ара çав-çавах хытă шавса тăрать, хĕрлĕ пуçа пĕтĕм вăй çитнĕ таран пăхать, çитерет... Ib. Ц. Пĕр хĕрлĕ тилĕ таçтăн вилнĕ сурăхăн кайри урине тупнă та кышласа выртать. Рыжая лиса достала где-то ляжку дохлой овцы и гложет ее. Ib. 45. Хĕрлĕ тилле куртăн-и? Ты не видела рыжей лисы? Ib. 87. Уссе çитсен, ĕçлесе хĕрлĕ ĕне туяннă. Ау 169°. Хĕрлĕ чăваш хĕрне сыхлать, хĕрĕ тухса каясран. || Прозвище мужч. Кан. 1929, № 180. Ывăлăм! тет Хĕрлĕ Чураккох. Ала 100. Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши? Виçĕ кĕлет тыррăм пор: пĕр кĕлечĕ сана халаллă. — Ай-ай, ати, кирлĕ мар: хĕрлĕ йăтти вĕрех тăтăр. || Яркий, солнечный (о погоде). Чув. пр. о пог. 345. Евдоким кунĕ хĕрлĕ, хĕвел кун пулсан, çуркунне те аван пулат. Если Евдокиин день (1 марта) будет красный, солнечный, и весна будет красная. || Зарево. Шорк. Пĕлĕт çине хĕрлĕ ӳкнĕ.

хĕрхĕлтĕм

лиловый, красновато-синий. Череп. N. Хĕр-хĕлтĕм, фиолетовый цвет. Альш. Хĕрхĕлтĕм, красный с отливом. Баран. 85. Хĕрхĕлтĕм чечексем пуçне тăратса лараççĕ. К.-Кушки. Хĕрхĕлтĕм (розовый) чечек, особое название цветка. Утăм № 1, 27. Хĕрхĕлтĕм хĕвел тăснă урине. См. хунчав курăкĕ.

шалтăр

подр. звуку при отпирании замка. Сала 169. Шалтăр турĕ, шăтăкне кĕчĕ. (çăраççи). || Подр. рассыханию. К.-Кушки. Хапха шалтăр кайрĕ. Ворота рассохлись. Ib. Уличе хапхи — пилеш йывĕç, шалтăр кайрĕ кăçалхи çилпелен. || Подр. звуку выстрела. Альш. Вăрманта вăрман сыхлакан пăшалне шалтăрр! тутарса ячĕ. || Подр. звуку разбитого горшка. КС. Тăн чӳлмек шалтăрр çĕмĕрĕлсе карĕ. || Подр. стуку быстро едущей телеги. N. Орапи лаши чопнă майĕпе шалтăр-шалтăр çĕмĕрĕлсе пырать. Сред. Юм. Аякран итлесе тăрсан, пôш ôрапа чуптарнă сас шалтăр-шалтăр-шалтăр! туса илет. КС. Кĕтӳç сурăх урине туяпа пенĕ те шалтăрах хуçса пăрахнă. Ib. Çав çын йăвăç çинчен ӳкнĕ те, ури шалтăрах кайнă. Сред. Юм. Ырса тавăрнсан виç-тăват корка сăра ĕçрĕм те шалтăрах кайрăм (не хочется с места вставать и пр.). Ib. Çак пĕр-ик çôлтанпа шалтăрах карăм ĕнтĕ, вăй пĕтсе çитрĕ (сразу постарел). N. Хай Хаймулла тавăрăнсан, ывăннăскер, ĕçнĕ-ĕçменех шалтăрах кайса çывăрчĕ, тет. N. Унăн ячĕ шалтăрах кайрĕ.

шартлаттар

понуд. ф. от шартлат; хлопать, щелкать, хлестать (бичом, кнутом). N. Мархва алăкне шартлаттарса хупнă та, нимĕн каламасăрах кĕрсе кайнă. Ст. Чен. Шартлаттарса хупнă = хыта сасă: шарт! тутарттарнă. Чĕлкаш. 12. Алă пӳрнисене вăл темĕншĕн шартлаттарнă. КС. Кашкăр шăлне шартлаттарса ларать. Ib. Вăл шăлне кашкăр пек (гневно) шартлаттарать. Б. Яныши. Пĕр ачи мана хырăмран вăрăм пушăпа шартлаттарса та ярчĕ. Сред. Юм. Чăпăркка шартлаттарсан, таçта çитиччин çорса каять. Ib. Кĕтӳ чăпăрккине шартлаттарсан, кайран та чăпăркка сасси çырмасенче илтĕнсен: çорса кайрĕ, теççĕ. || Шаркнуть. Чĕлкаш. 46. Пăшалпа та шартлаттарма ӳркенмĕç. Пожалуй, и из ружья шаркнут. || Пинать, лягать. ЧС. Шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Шартлаттарса тапса ячĕ. КС. Лаша урипе шартлаттарса ячĕ. Шорк. Ан пыр лаша котне, пĕрре шартлаттарса ярсан. А.-п. й. 52. Кашкăра пĕрех шартлаттарса тапса ярать (кĕсре). Ib. 70. Хура ĕне пуян арăмне пĕрех шартлаттарса тапса ярать. Чиганары. Качака чопса пырчĕ те, шăлĕнчен шартлаттарса ярчĕ те, кашкăр çавăнтах йăваланса карĕ, тет. || Баран. 49. Сасартăк çиçĕм çап-çутă çиçсе, шартлаттарса аçа çапнă. || А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. || N. Малтан пĕр урине шартлаттарса хуçса илет, кайран тепĕр урине те. || В переносн. знач. Кан. Хут хыççăн хут, приккас хыççăн приккас шартлаттарать (издает приказ за приказом). Ib. Татах пуять те, Çĕпĕре тухса шартлаттарма хатĕрленет (готовится отправиться в Сибирь).

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыçтар

заставить опухать, нарывать. Кан. Хăй урине юри усал курăкпа çыхса шыçтарса пынă.

шăнт

понуд. ф. от гл. шăн; холодить, заморозить, замораживать, студить. Ермошкино. Каç енне шăнтрĕ. К вечеру подморозило. Ib. Шăнтнă. Подморозило. (Так скажет человек, который, например, вышел на двор и видит, что земля замерзла). В. С. Разум. КЧП. Шăнтнă хыççăн юр çусассăн, лайăхчĕ. Орау. Çĕрĕк сивĕрехчĕ, шăнтма хăтланчĕ. Сятра. Паян каçпа шăнтса лартса. Нынче вечером заморозило. Изамб. Т. Паян пит хытă шăнтрĕ, подморозило. N. Каçпа çомăр çувать те, ирпе шăнтса лартать. Регули 565. Шăнтма поçлать, сивĕтме поçлать, вĕремĕ килет. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. N. Унччен шăнтса тăратчĕ. До того времени стояли морозы. Г. А. Отрыв. Кунĕпе йĕпе тăман çунă, каçпа шăнтса пăрахнă, ни лашасам шăвармалли çук, сивĕ пулнă. N. Вĕсем пире шăнтаççĕ. Они нас морозят (сейчас). N. Вĕсем пире шăнтса усраççĕ. Они нас держат в холоде, морозят (всегда). N. Ачасене ан шăнт, не студи. Ала 91. Ачи кĕçех урине шăнтса яман. N. Шăнтать вăл, в них в перчатках) зябнут руки. Баран. 77. Вăл çăмăл, мамăклă çеп-çемçе. Хĕрĕх крат сивĕ чух та шăнтмасть, çиле анчах чараймасть. О сохр. здор. Эппин тумтире йĕпенсен никçан та тăхăнса çӳреме юрамасть, ун ăшĕнчи шыв пире ăшăтма мар, шăнтса анчах çӳрет. Орау. Сивĕ сĕт çирăм та, пĕтĕмпе шăнтса ячĕ (озяб от холодного молока). КС. Сив чир çынна шăнтса чĕтретет. Ib. Пĕре шăнтса пăрахать, тепре ăшăрхатать (во время болезни). N. Леш шывра пулла шăнтса хурат, ниçтан та тухма пулман. N. Çапла мăнтарланса çитсен хура пусаççĕ, ăшчиксене кăлараççĕ, тĕкне-мамăкне татаççĕ те шăнтаççĕ. НИП. Яшка çуне шӳрпе çинчен пуçтарса илеççĕ те тула кăларса шăнтаççĕ. || В переносн. значении. КС. 50 тенкĕ шăнтрĕ. Ib. Çав çынтан вăл укçа илчĕ те, кайран шăнтрĕ (отрекся).

шăн

мороз. N. Шăн = сивĕ. ТХКА 72. Çуркунне пĕр ирхине шăн çинчен эпĕ вăрмана шĕшкĕ кăчки сăтăрма карăм. Орау. Пĕренесене ыран шăн çинчен куçарса пăрахăпăр (перевезем по морозцу, т. е, утром). Яргульк. Çын кĕркунне тин шăн çинчен тулă кĕлтине тияма пынă. Якейк. Шăн çинче (по мерзлой земле) выльăхсам уçăлса çӳреççĕ Орау. Шăн ирĕличчен (пока не расстаял утренний ледок, пока не развезло) кайса килес. Шурăм-п. Ирпе хĕвел тухать, Ирхи шăн ирĕлмен-ха. Çутт. 42. Шăн ирĕлсе йĕтем пăсăлаччен авăна çапса пăрахас тесе, васкаса ĕçлетпĕр. Толст. Шăнпа çурăлакан пĕренесем шартлатни. Шорк. Шăн тытăннă. Подморозило (на улице). Имен. Пĕр эрне шăнтмарĕ, халĕ ĕнтĕ шăна карĕ. Целую неделю не морозило, а теперь уже начало морозить. ЧП. Сăсарпала тилле йĕрле-йĕрле шурă парсуй урине шăн касрĕ. N. Алла шăн касрĕ, обрезал замерзшим снегом, льдом. || Мерзлый. Çутт. 42. Шăн йĕтем çинче тăпачă сасси аякка каять. Шорк. Шăн пилеш. (Ягоды рябины собярают на зиму и хранят в холодном месте). Их едят в замороженном виде, (которые освежающе действуют на угоревших). Ib. Шăн олма. (Собирают яблоки диких яблонь и хранят так же, как и ягоды рябины, в холодном месте). Чураль-к. Çичĕ çул выртрăм пĕр варта шăн йывăç кăшласа. О сохр. здор. Çуркунне те, çĕр шăн чухне, çавнашкалах çара уран тухас пулмасть. N. Çĕр шăн тăрать. Полтава 25. Ку кам каять юланпа капла шăн çĕр вăхăтра? Сам. 19. Пĕр çĕвĕсĕр шăн пĕлĕт çанталăка тăвăрлать. Кĕвĕсем. Аттепелен анне килĕнче шăн çурта пек (сальная свеча) пӳме ӳстертĕм. || В переносн. значении. Сред. Юм. Шăн пуç, глупый, то же, что шĕмă пуç.

шăнăр туртни

судороги. К.-Кушки. Урана шăнăр туртат. Ногу сподит (судороги). О сохр. зд. Алли-урисене шăнăр туртса куклетсе лартакан пулать (у отравившегося спорыньею). Чума. Унтан темĕн тĕрлĕ çыннăн алли-урине шанăр турта-турта пĕр çĕре пĕтĕçтерсе асаплантарать. О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать. N. Ул шыва кĕнĕ чухне урине шăнăр Туртнă та тухаймасăр вилнĕ. Скотолеч. 10. Урисене (у него) шăнăр туртать. N. Урине шăнăр туртса лартнă. У него свело ногу. N. Шăнăр туртнă арăм.

шăнкăл-шанкăл

подр. ударам (один за другим) повешенных цепов. N. Пуслăх урлă лаша каçнă чухне урине перĕнтерсен, шăнкăл-шанкăл тăвать. || Подр. звону множества разнообразных колокольчиков, начиная с большого и кончая самым маленькнм. N. Туйра шăнкăравлă лашасем нумай пулаççĕ те, шăнкăл-шанкăл туса тăрать.

шĕвтер

мочить. См. шӳтер. СТИК. Эпĕ пĕр чашкă пăрçа шĕвтерсе лартрăм. ТХКА 64. Сӳс тăлă шĕвтерсе ик урине тăлласан та, хыттăн-хыттăн сиксе утса, мана хăратма пăрахмĕ çав ман карчăкăм.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

пускала

учащ. ф. от гл. пус. Ст. Чек. Урине чух-чух пускаласа çӳрет. Якейк. Кӳленчĕксем орлă сиккелесе типĕрех çĕре поскаласа ора йĕпетмесĕр пасара çитрĕм. Я шел, отыскивая где посуше и прыгая с одного места на другое. Ib. Лаша пĕр вырăнта орисампа поскаласа анчах тăрать (топчется на одном месте).

пуç

, поç, макать, обмакивать. БАБ. Хăй пукан çине ларса, пĕр урине сĕлĕ çине, тепĕр урине шыв çине пуçрĕ. Альш. Упин юнĕ пат! пат! тумлат та, Чĕрнеккейĕ çăкăрпа пуçса çиет, тет. Кан. Тасатасса — пĕчик шăл шчуткипе, ăна шăл порошокĕ çине пуçа-пуçа, тасатмалла. N. Çăкăру татăкне уксус çине пуç. КС. Сахăр çине пуçса çирăм. Ib. Пыл çине пуçрăм. Якейк. Çĕр оммине (или: оммая) çупа пуçса çаççĕ (= çиеççĕ); йохтармалла икерче çупа пуçса çаççĕ. Ib. Пĕр чĕл çăккăр касса илтĕм те, тăвар пуçса, шу сыпса çиса ятăм. Сред. Юм. Тварпа пуçса çиет. Ест, обмакивая в соль. Сёт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса (обмакивая в соль), шупа сыпса, çиса ятăм. Юрк. Паранка (çĕр-уммине) чăвашсем хуранта хуппипе пĕçереççĕ. Пиçсен, хуппине шуратса, тăвара пуçса çăкăрпа çиеççĕ. Янтик. Çăкăра (çупа) çу çине пуçса çиес! Çăкăра тăварпа пуçса çи! КАХ. Çăкăрпа чӳклесе пĕтерсен, çăкăрне пуçлаççĕ те, çемьери çынсене пурне те пĕрер татăк (хлеба) тăвар шăлĕ пуçса параççĕ. Çав çăкăрсене ал валли теççĕ. (Тайăн-сăра).

пуçтар

, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.

пӳкле

то же, что арпалăх, мякинница. Çич-Пӳрт. ТММ. Пӳкле, шалаш, защита, заграждение. || Края крыльца, открытого со всех сторон и не покрытого крышей. N. Унăн ашшĕ пӳклерен ӳксе вилнĕ, тет (так как перил не было). Орау. Пӳклерен сикнĕ те, урине мăкăлтанă. Сред. Юм. Ал-ком (= алăк умĕ) вĕç тессине пӳкле вĕç теççĕ Шôпашкар уесĕнче. См. арпӳкли (= арпа пӳкли или арпа ӳкли).

пăр

(пы̆р, пŏр), повертывать, поворачивать. Шел. П. 66. Куçне урăх енелле пăрса тăрать. Чертаг. Пăрмалли патаксам (у сохи, вставлены в подвои, патвай, их 2). Синьял. Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăлсем). Чем люди живы. Амăшĕ вырăнĕ çинче пĕр хĕр çине йăванса карĕ те, хăрах урине пăрса ячĕ (свернула). Орау. Яратав Йăхăначĕ ĕлĕк пăрусене, тыр çине-мĕне тухсан, яланах хӳрисене пăра-пăра яратчĕ, тет (чтобы отвадить). || Выжимать. Сёт-к. † Порçăн тоттăр — варличчĕ, халĕ эпĕ карăм та, пăрнă тоттăр полса йолчĕ. Байгул. Пăрнă тутăр, выстиранный и выжатый платок. Скотолеч. 12. Таса пире (холст) сивĕ шывпа йĕпетсе пăраççĕ. N. † Шур Атăл шывĕпе пăрса илĕпĕр (выжмем). Кратк. расск. 17. Эпĕ çав пиçнĕ çырласем шывне Фараон курки çине пăрса илтĕм. N. Вăйăран кĕрсен, кĕпесене пăрса тăкатпăр — çара шыв пулать? N. Кĕпесене хăвăрт-хăвăрт чӳкесе пăрма тытăнчĕ. Кулине юлашкинчен Марук кĕпине пăрса типĕтрĕ. || Драть (за ухо). Шорк. Асту, холхуна тытса пăрăп. Смотри, я надеру тебе уши. IЬ. Кил-ха конта, эпĕ сана холхунтан пăрса ярам. Иди-ка сюда, я надеру тебе уши. N. Хăваласан-хăваласан, ватнă ачине тытрĕ те, холхинчен питĕ хытă пăрчĕ те, ачи çохăрса ячĕ. || Разводить (пилу). N. Пăчăк шăлне пăр. || Ввертывать. Изамб. Т. Малти шăлсенчен икĕ енне пĕрер турта пăраççĕ. N. Ламппа пăрса кӳртсе лартнă. || Свивать на станке. N. Пăрнă пушă, кнут свитый на станке из кудели. || Отклонять, отворачивать, устранять, обходить. Сёт-к. Вăл хошнисене хамран пăримастăп. Я не могу отклонять от себя его приказаний. N. Вĕсем шанчăксăр çынсем, вĕсене куç умĕнчен пăрма çук (за ними нужен глаз да глаз). N. Пуянсене анчах кӳртсе пĕтерчĕç (приняли в часть при аренде леса), чухăнсене пурне те пăрса хăварчĕç. Кан. Тырăпа услам тăвать, ăна та суйлавран пăрман. || Искажать смысл. N. Çын калаçнă чух пĕр сăмах çинчен тепĕр сăмах çине пăрса кайман-и? || Уклониться от темы. N. Сăмахне урăх çĕрелле пăрса яма тăрăшаççĕ.

пĕс кăкĕ

(кŏгэ̆, кы̆гэ̆), (основание) бедра. N. Он урине, сылтăм пĕççине, пĕç кăк таранах татнă. О сохр. здор. Мăй çине, хул айĕсене, пĕç кăксене мăйăр пек хытă муклашкасем сиксе тухаççĕ. || Пах. Орау. Якейк. Пĕç кăк, область прикрепления ноги к туловищу. || Штанина. Трхбл. Йĕм пĕççи. См. пĕç тĕпĕ, пĕçĕ кăкĕ.

пĕç тĕп

пĕç тĕпĕ (-бэ̆), основание бедра. Юрк. Урасенĕн шăнăрĕ хуралса пырса пĕç тĕпне çитсен, çын вилет. Баран. 70. Аран пĕр-ик утăм ярса пусайнă, çавăнтах тупă (ядра) тивсе сулахай урине пĕç тĕпĕнченех татса каять. Сред. Юм. Ôра пуçланнă вырăна пĕç тĕп теççĕ. N. Тепре чышат, тет, пĕç тĕп таран анат, тет. См. пĕç кăкĕ.

ав

(ав), flectere, inflectere, incurvare, гнуть, сгибать. Бел. Гора. † Сĕтел çине хутăмăр, йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр. Мы положали на стол, и латунный стол изогнулся, а его медные ножки перекосались. Çатан ав, е ramis arborum truncisve earum tenuioribus, alium alii quasi nexu conserendo, saepimentum conficere, плести плетень. Тукун (тугун) ав, токăн (тогы̆н) ав, orbes ligneos, ubi radii rotarum infiguntur, flectendo conficere, гнуть ободья. Пĕкĕ ав, arcus ligneos conficere, qui tota Russia ad vehicula iungenda adhibentur, гунть дуги; тупан ав, eas partes trahearum conficere, quae rotarum vices praebent, гнуть полозья. Альш. Кĕпер çине пырса кĕнĕ çĕрте çатан авса, икĕ çатан хушшине те тăпра купаласа пынă. При вьезде на мост с обеих сторон заплетен плетень, а в промежутке насыпана земля. || Interdum est verberare. Иногда значат бить, колотишь. Сред. Юм. Эпир õна хытă аврăмăр-ха. Мы его здорово поколотили. То же значение есть и в Череп. | Etiam ad suam voluntatem perducere alqm, alqm suum facere. Также уламывать кого, склонять его на свою сторону. Ст. Чек. Çын хытă кăмăллă е çиленнĕ пусан çын кăмăлне çемçетеççĕ. „Калаçса, ĕçтерсе, мĕн туса, çав çынна авар-ха, кăмăлне çемçетер-ха, хамăр мая çавăрар ха“. Если человек неприветлив или на что-нибудь рассердился, то его ублажают. „Давайте поговорим с ним, угостим его (вином, пивом) и как-нибудь уломаем его и склоним на свою сторону“.

амаран-тăван

(т̚ы̆ван), nudato corpore, нагишом, в чем мать родила. Кильд. Ш. Ачи вара çийĕнчи сăхманне хывнă та, урине те салтнă, кĕпине-йĕмне те хывса пăрахнă вăл. Çапла амаран-тăван пулса тăрсассăн ашшĕ татах кăшкăрса каланă; „Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем!“. Тогда мальчик снял с себя кафтан, разулся и снял рубаху и портки. Когда он разделся донага, отец опять крикнул: „Принесите варовенный кнут, я его запорю до смерти!“ Ib. Ачи вара тула шăма тесе тухнă та, амаран-тăванах урамалла чупса тухса кайнă. Тогда мальчик вышел на двор, как будто затем, чтобы помочиться, и так, как был, нагишом, выбежал на улицу.

амант

(амант), facere ut vulneretur alqs etc. Понуд. форма от аман. Ст. Чек. Аллăма ӳксе амантрăм. Я упал и расшиб (или: поранил) себе руку. (В Череп. намекает на перелом или вывих). Ib. Йăтта хĕне-хĕне амантнă. Искалечил собаку побоями. Аөин., 24. Унпа çĕрĕпе кĕрешсе унăн урине амантнă. Боролся с ним всю ночь, и повредил ему ногу. Орау. Улма йывăççи туратне такам ачисем амантса кайнă. Чьи-то ребята надломили ветвь у яблони. Беседы, и поуч. Вăрçăра амантнă салтак. Солдат, получивщий повреждение (или: рану) в битве. Орау. Урине станук çинчен сиксе амантнă. Прыгнул с сабана и свихнул (или: повредил) ногу. Ib. Улма-йывăççине такăш амантнă. Кто-то повредил (нанес внешнее повреждение) яблоню.

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

ан

(ан), particula negativa fennica, quae additur imperative, отрицание повел. наклонения. Орау. Урăх ан турт. Больше не кури. П. Пинер. Пĕр алăран вĕçернĕ тăманана тытма ан та шухăшла. И не думай поймать сову, которую раз выпустил из рук. (Послов.). Якей. Ан çапах эс она он пушши патакпа! Да не бей же ты его такой огромной палкой! Треб. 2420. Эпĕ айăплă пулса ан каям. || Eadem, cum addita est tertiae personae imperative etiam metum significare potest, ne res aliqua fiat. С З-м лиц. пов. накл. иногда выражает опасение. Эпĕ кашкăр тавраш (Iеgе: тавраш) ан пултăр тесе шикленкелесе пыратăп. Я иду и побаиваюсь, как бы не встретить чего-нибудь в роде волка. || Aut verborum alicuius vanitatem. Или полное недоверие к словам другого. Ст. Чек. Вăл Мускава кайнă вĕт. — Ан кайтăр! Ведь он уехал в Москву. — Как бы не так, как бы не уехал! (т. е. ты говоришь вздор, что он уехал). || Etiam cum tertia persona sing, verbi nyji coniungitur addito participio praeteriti, quod hoc quidem loco ponitur pro substantivo, ut significet rem aliquam omnino vetari. Отрицат. форма пов. накл. З лица ед. чис от гл. „пул“, быть, прибавленная к причаст. прош. вр. спрягаемого глагола, выражает строгое запрещение. КС. Шыва кĕнĕ ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, они не смеют) купаться! Ib. Ман киле ярса пуснă ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, она, они не смеют) являться ко мне в дом! Чтобы твоей (вашей, его, их) ноги у меня не было! [В Ст. Чек. говорят: „Кунтан урăх шыва кĕни (к̚э̆н’и) ан пултăр! — Ман алăк урлă урăна (урине, урăра) ярса пусни ан пултăр!“, т. е. с суфф. и. См. Опыт. чув. синт., стр. 470]. Sunt etiam quaedam verba, quae addita eadem negatione substantivorum loco ponuntur atque cum postpositione шăн coniunguntur, quod tamen a plerisque omnino non probatur, tamquam falsum. Замечателен оборот, подобный следующему. Альш. Хăйне ан кайшăн калать. Idcirco ita loquitur, ne sibimet ipsi sit eundum. Говорит это с тою целью, чтобы ему не пришлось итти. [Другие считают этот оборот вымышленным и говорят так: „Ăна вăл хăй каяс маршăн калать“]. || Cum optativo. Иногда соединяется с уступ.-желат. накл. Череп. Ан ятлăсăрах, тăхлачăсем! Извините („не браните“), свахи!

какак ту

нести ребенка, подняв его за руки выше локтей. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне пысăкраххисĕм, ик холлинчен тытса, урине çĕре тивертмесĕр çĕклесе кайсан: какак тунă, теççĕ.

качак

описка вм. кăмака? Бур. Асатте качак (кăмака?) çинче, урине çĕрелле усса. (Каснă салма).

качи

так манят козлят. Детское назв. козы. Сред. Юм. Качи-качи! (Качака пӳтеккисĕне çапла каласа йăхраççĕ). Ib. Качи — качакасĕне пĕчик ачасĕм çапла калаççĕ. Сала 264°. † Качи, качи качаки, тульккĕ кĕтĕр пахчана, урин (= урине) çапса хуçăпăр! || Фамильное прозвище в дер. Кожак, Татаркас. р. Якейк. Качи Павĕл.

кукле

(кукл’э), согнуть. Соор. † Ывăлсен (у деверя) лаши тур лаши, сылтăм урине куклесе, ылттăн тăпра кăларчĕ,

ĕçер

(э̆з'эр), высвободить, освободить; опустить с цепи и т. п. Ст. Чек. Лашана ĕçерсе янă. Юрк. Пĕр вăрра тытăннă çынна мĕшĕн ĕçерсе ярар? Раз он принялся воровать, то зачем нам его выпускать из рук? N. Ĕçернĕ — хăтарса янă, высвободил. Йытта сăнчăртан ĕçерсе янă. Сред. Юм. Ăсĕн аллинчен мĕнле-те-полса ĕçерсе, кăларса ярас-чĕ ȏна. Надо как-нибудь высвободить его из их рук. || Передвинуть. К.-Кушки. Хуран айне ĕçер-ха, квайтăсем ӳкеççĕ. Передвинь дрова под котлом), а то они упадут (на пол). Сред. Юм. Ĕçер (хȏран айне), тесе, хȏран айĕнчи квайт начар çȏнсан калаççĕ. IЬ. Хоран ай (огонь под котлом) сӳнме пуçланă, кайса ĕçер çавна. Ст. Чек. Хуран айне ĕçер. Макка 104. Хăййăрсем сарлака, çутă çунат; ĕçерĕттĕм, аллăма пĕçерет. || Разжимать (руку). Орау. Иккĕн те пĕрин аллине ĕçеримарĕç. Двое не могли разжать ему руку. || Выболтать, effutire. Юрк. Ун пек япалана (т. е. йĕрĕхе) кĕлĕ-таврашĕ пулсан, часах ют çынна ĕçермĕ-чĕç. Сир. 51. Хăйне шанса каланă сăмаха ĕçерекен шанчăксăра тухать. См. вĕçер. || Н. Седяк. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ (значение неизв.).

яра пар

, выражает сильное или безостановочное действие; часто соответствует русскому валять, вваливать. К.-Кушки. Эпе ухута каяс тетĕп-ха! — Яра пар, мĕн-те-пулса тытса килеймĕн-и. Сред. Юм. Яра пар, не останавливайся, делай усиленно. N. Упăшки пăшалне (свое) тыткаланă майпа, авăрла(са), арăмин тусне (в любовника жены) яра пачĕ (выпалил), тет. Шурăм-п. № 22. Ача-пăчасем пĕренесем çине пынă та, юрра яра панă. НАК. Пăшала çурăм хыçĕнчен илтĕм те, кĕлте çыххине яра патăм. Я снял с плеча ружье и бацнул по свяслу. Питушк. Тотарла та яра парать (валяет, т. е. говорит без затруднения). Ала 56°. Эпĕ нимĕскер пĕлмесĕр (как безумный) мĕн пур вăйăмпа кăшкăрса яра патăм. Альш. Каччи ку хĕре çĕçĕпе яра парать (как пырнет), тет, сĕтел хушшинченех (будучи за столом). Хыпар № 29, 1906. Ку хăйĕн хăнчăр куçĕпе умĕнче çынпа шуйттан чупса пынине те уйăрайман; чупса çитнĕ те, аякран сенĕкпе яра панă. Источник благосл. бож. Сасартăк таçтан, вăрман хыçĕнчен, хура çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ те, çумăр яра пачĕ (как польёт!). N. Яра парчĕ (= пачĕ) пуç çинчен хăй аллинчи шывпала. Б. Яныши. Эпир унта ларнă чухне, çумăр яра парчĕ. Хыпар № 25, 1906. Хура халăх пулмасан, канса выртĕччĕç выçăхса! Пăхăсăн, пурăнаççĕ улпутсем, хуçасем, хырăм(ĕ)сене яра панă! Торп-к. Хай улпут ывăлĕ калат, тет: çав кĕнекене кайса вула, тесе. Хай хĕр каþ, тет те, кĕнекене вуласа яра пачĕ, тет. (Она принималась читать три раза и все не могла, в последний же раз смогла). Ст. Айб. Хĕрĕх аршăнлă пусса мулкача яра пачĕ, тет (как столкнет!). N. Лашасене мĕн пынă таран яра патăмăр (пустили во всю). Качал. Йăванăн халĕ аслă хĕрĕпе кĕтӳ пăхмала; Йăван тухрĕ те, яра пачĕ ĕнесене сĕт кӳлле (как пустит!). Альш. Ку ача çапла каланине илтет те, яра парать (как запустит!) кусем патне сĕтел çине хăйра чулĕпе. Сред. Юм. Яра пар та, иле пар, йȏлашкине хамăра пар. (Говорят; если усиленно принимаются за дело, или когда катаются). Вотлан. Тăмана патне карăм та, çӳçне-пуçне яра пан (legе: панă), ĕçни-çини çав пулчĕ. Юрк. Лешĕ урине салтам пек пулса (у др. туса), пĕшкĕннĕ те, кăна, кĕпер решетки çинче ларса тăракана, икĕ уринчен çĕклесе, кĕпер решетки урлă, пуç-хĕрлĕ аялалла яра парат (столкнул его вверх-тормашками через перила моста). Т. VII. Ăна ямăшкийĕ сисрĕ, тет те, чышкипеле çăвар урлă ячĕ («дал по зубам»), тет те, лашине яра пачĕ, тет. Кан. 1927, № 212. Эх, ну, яра пар, ярапине пире пар!

Йытă

(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). . Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). . 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лутăркала

учащ. ф. от лутăрка. С. Айб. Патша ывăлĕ шыв урлă каçсассăн, унăнне урине касма тăнă чухне арăсланпа тĕве, çитсе (подоспев), ăна та (т. е. перевозчика) лутăркаласа пăрахрĕç, тет.

лăй-лай

(лы̆j-лаj), подр. внизу. || Т. II. Загадки. Асатте пĕççи лăй-лай. (Пусă тараси, оцеп колодца). Сорм-Вар. Лăй-лай мулахай снаш. (Тараса). || Подр. переругивающимся. ГТТ. Арăмсем пус кутне (у колодца) пуçтарăннă та, пĕр-пĕринпе лăй-лай! тăваççĕ. Альш. Эпир урампа иртсе кайнă чух, пĕрин пӳртĕнче лăй-лай! туса илчĕç (непродолжительная ругань; покрикивание на детей). || Подр. быстрой изнашиваемости. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (быстро рвется). || Ст. Чек. Арăмĕ те çав, лăй-лай начар (очень слабая, вялая); кĕтӳ хума (гнать) тухнă та, аран урине сĕтĕрсе пырат (еле-еле ноги волочет).

лăп-лап

(лы̆п-лап), подр. неодинаковым и нечастым ударам (напр. цепами), небрежной походке и т. п. Е. Орлова. Лăп-лап, лăп-лап тутараççĕ, иккĕн-виççĕн анчах çапаççĕ полмалла. Собр. Лăп-лап хур ури, чăнкăр-чанкăр чăх ури. (Кĕсле калани). М. Яник. Лăп-лап уткаласа çӳрет. Ходит развалистой походкой. || Кое-где. Шорк. Олăмне паярки-паяркипе лăп-лап (кое-где) пăрахкаласа çӳренĕ. || Кое-как. Орау. Унăн пурнăçĕ лăп-лап çитсе анчах пырать (кое-как живет). Изамб. Т. Урине лăп-лап сырнă (неаккуратно). Ib. Урине лăп-лап пусса çӳрет. Чертаг. Лăп-лап хôрса тиянă (слабо наклал, неплотно). Якейк. Лăп(лы̆п)-лап çыхнă. Связано слабко, неплотно. || Назола. Айдар. (Марп. р.) Арăмĕ: тинех лăп-лап пĕтрĕ-ха, терĕ, тет. Его жена сказала: „Наконец-то мы избавились от назолы“. || Болезнь, сор. М. Яник. Лăп-лап, 1) сор, 2) всякая болезнь, 3) подражание. Сред. Юм. Лăп-лап, сор. || Назв. духов. Аттик. Пичче ĕçнĕ шыв юлашкине, таткаланă çăкăрсене, анне çул тăваткĕлне кайса тăкрĕ... Çул тăваткĕлне ăна лăп-лап вырăнĕ теççĕ. Çавăнпа лăп-лап пăрахнине çавăнта кайса тăкаççĕ. Ib. Лăп-лап (головная боль, приключилась от хождения по вилĕ турпассисем). Ib. Анне: апла пулсан, сана лăп-лап çапăнман-ши? Матюк апая пăрахтарса пăхас-и тен?.. Михаля! Матук аппуна кайса чĕнсе кил-ха, лăп-лап пăрахтарса пăхар, терĕ... Чĕнсе килсен, анне ăна: çак ачана, лаша хăвалама кайсан, тем лăп-лап çапăннă тем чир, пăрахса пăхан-ши? терĕ.. Матюк аппа лăп-лап пăрахнипе чĕрĕлмерĕ вара çав пичче. Шурăм-п. Санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет. Эсир нумай пулат пулĕ ăна паманни, вăл сире çиленнĕ, ку лаша хыççăн ытти выльăхсене те пăсать вăл, тет. Часрах парас пулать, вара каçарĕ (простит). N. Лăп-лап çапăннă. Поразила нечистая сила (души людей, умерших неестественной смертью). Сред. Юм. Çын чирлесен; арçӳри пикки çыпăçнă поль, тессине: лăп-лап çыпăçнă пôль, теççĕ.

мехел

(мэhэл’), возможность. Хурамал. Хамăн мехел çитсен пырăп-ха (= ĕçрен пушансан). Ib. Хам мехелĕмпе (когда время будет) хамах пырăп-ха, эс кая тăр (ты пока ступай). Тюрл. Мехел полсассăн, хамах çавăрăнса çитĕп. Приду, если будет свободное время. Питушк. Манăн мехеле кĕт пăртак (подожди). || Шибач. Мехелпе каять. Тихонько идет. Ир. Сывл. 33. Ĕçне тума мехел çук. Орау. Мехел çитимаçть-ха унăн, теççĕ, ĕçе час тытăниман çынна („нет предприимчивости“). Ib. Ăйхран тăрса, урине час сыриман çынна: мехел çитимаçть, теççĕ. СПВВ. ПВ. Мехел — мехелли çитсессĕн. СПВВ. Х. Эпĕ тавăрăннă мехелте (во время). СПВВ. МА. Мехел çитмесĕр (= вăхăт çитмесĕр) ăçта каян? теççĕ. СПВВ. МА. Ним мехел çитмерĕ. СПВВ. Тем мехелтен, почему-нибудь. Орау. Пир(ĕн) ачасем этем пулас çынсем-и вăсем? Çынсен ачисем тахçан, кĕтӳ кайичченех, тăрса, унта-кунта кайса килеççĕ; пирĕн хăйсен мехел çитмесĕр нихçан та вырăн çинчен те тăмаççĕ. Юрк. (Масар). Тĕнченĕн мехелĕ çапла куран: пĕри пĕтнĕ çĕре тепĕри пулса тăрат (ко времени погибели одного возникает другое). Ib. Этем ывăлĕ-хĕрийĕн мехелĕ çапла, куран. Ib. Пурăна-пурăна çав тĕрĕк çыннисем пулăхар (так!) ячĕпе çӳренĕ вăхăтра, çыру мехелне те пĕлсе çитнĕ. Шор-к. Шăпăрçă шăпăрне калама пуçличчен, ачасене хĕрлĕ-çӳçе холли (вербу) хуçма яраççĕ. Çав холăсене хуçса килсен, шăпăрçă, хăвăту (= хăйĕн) мехелпе, шăпăрне калама пуçлать. Регули. 1278. Хва мехелпе килет. МПП. Мехел, сила, способность. || Милость (неправ. толкование). Альш. Туррăн мехелĕ пулсан, кăçал та алла тырă илĕпĕр-ха. ЧП. Пари халĕ турри, ел пами халь, кĕтер халĕ туррăн мехелне (здесь СПВВ. поним. в см. кăмăл). Кратк. расск. 7. Авраам, ĕмĕтне татмасăр, кĕтсе пурăннă турă мехелне. N. Эпĕ санран урăх çыру вăл-ку илме ĕмĕт тумасаттăмччĕ, анчах тепле масарла тата турă хăй мехелне çавăрчĕ. Альш. † Акрăмăр та тулă, парĕ-и ха турă? Кĕтер-ха туррăн мехелне. Юрк. † Ырă курам, тесе, пит ан васка, мехелĕ епле çаврăнат. См. Paas. 85.

мукрис

(мукрис), мокрец. К.-Кушки. Лаша урине мукрис пулнă. У лошади сделался мокрец.

йăлла

захлеснуть петлей, застегнуть. Сир. 128. Ун урине йăлă йăлласа илĕ. N. Хайхистерĕ (= хайхискерĕ) карчăккине вĕренпе мăйĕнчен йăлларĕ, тет те, хăй, мачча çине хăпарса тăрса, турта пуçларĕ, тет. Сака. 520. Старик хай çынна путпултан исе тухат та, пĕр лаша мăйĕнчен тилкепепе йăлласа, çыхса йарат, тет. М.Д. † Сирĕн çири йийен китай-тăр; тӳмелесен, тӳмми кĕмĕл-тăр; йăлласан, йăлли пурçăн-тăр.

йăлмакла

захлеснуть петлей. Сред. Юм. Çак вĕрене çав юпаран, кайса, йăлмакласа пар-ха (см. рис. А). СТИК. Йăлмакла; тенкел урине йăлмакласа ил. IЬ. Йăлмакласа çыхса хур. Плукпа акаланă чухне хăмăт-пăявĕнчен вĕрен çыхаççĕ (см. рисунок Б).

йăлтăркка

(jы̆лды̆ркка), блеск. Кушакпа автан 15. Хĕвел йăл-йăл-йал кулса-çех тăчĕ: йăлтăркки çине пăхма хĕн пулчĕ. В. Олг. † Осал аки, осăк кот, тапас кисех чон тохат; чипер аки йăлтăркки — чоп-туас кисех чон тохат. || Блестки снега. Лашман. † Çурăм-пуçпе çун(ă) шур йăлтăркка çинчен тилĕ йĕрле-йĕрле шурă пурсуй урине шăн касрĕ. Шел. 70. Пурçăн йăлтăркки пек, йăл-йăл курăнса (отливал). Ib. 145. Йăлтăрккамсем йăл-йăл-йăл вут пек çукса курăнат. || Янш.-Норв. Йăлтăркка ― шестигранная стеклянная призмочка, полая внутри; употр. как бусина: прозрачно-желтоватого цвета; длина в натуре 20 миллиметров, ширина — 4½ милл. Кильд. † Каяймарăм пасара, илеймерĕм йăлтăркка. (Здесь пометка А. И. Курушина: «Йăлтăркка = шăрçа, или вообще блестящее»). СТИК. Йăлтăркка = çутă шăрçа. || Блестящий. Н. Карм. Йăлтăркка шăрçа, блестящая бусина (бусы). СТИК. Йăлтăркка шăрçа = çутă шăрçа. || В перен. см. красивый. Шибач. Йăлтăркка — хитре тоттăр, хăю. Ib. Ах, простă йăлтăркка ку хĕр! (çутă-питлĕ). Ч.П. Йăлтăркка (куç). Легкомысленная, смешливая (девица).

йăран тăпăлтарни

обряд подымания ног (невесты). Ильм. (б. Буинского у.). Çапла çӳресен-çӳресен, каччи килне пыраççĕ. Хапхаран кĕрсен, çĕнĕ-çын çуна çинчен аниччен, каччи йăмăкĕ, хĕрсемĕш пуласси, тухать те, çуна çине улăхса, виçĕ хуччен инкĕш урине çĕклет. Çапла ура çĕкленнине йăран тăпăлтарни теççĕ. Альш. Унтан вара ку каччийĕн йăмăкĕ хĕрийĕн сылтăм урине, кĕллинчен-мĕнтен тытса, вăш-вăш виçĕ хутчен çӳлелле çĕклет. Кăна: йăран тăпăлтарать; йăран тăпăлтарни, теççĕ. Туй. Тата пĕр хĕр-ача, урапа çине çĕн-çын патне улăхса, урине пăртак çĕклесе пăхат; ăна: йăран тăпăлтарат, теççĕ. || КС. Йăран тăпăлтарни — теребить всякий овощ.

йĕс

(jэ̆с), желтая медь, латунь. Янтик. † Хăта сĕтел йĕс сĕтел; йĕс сĕтелĕн пăхăр ура; йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр. У свата стол из желтой меди, а ножки стола из красной меди. Стол мы погнули, а ножки скосили. N. † Йĕсрен кĕпер айĕнче вуник пăчăр тытрăмăр. Орл. II, 248°. Чӳрече виттĕр икĕ кĕвенте утăп. (Уйăх çутти). М. Т. † Йĕс кĕлĕлĕ аттине илсе тăхăнма, пулмарĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котёл. N. † Йĕс таканлă аттăр пур, такăрлатăр урама. N. † Йĕс тупанлă çуни пур, çути юлтăр çул çине. Образцы 88. Йĕвенĕсем йĕс-чĕн-мĕн. Никит. † Çич çил арман, хушшине çи-ç йĕс кĕпер хыврăмăр. Образцы 81. Шăрçа çапнă кăмакине йĕс вут хутса йăрăпăр; йĕс вут хĕрсе çуннă чух хĕрне илсе тухăпăр. СПВВ. ЛП. Йĕс = туйă.

вăйă вылят

вăй выллят, понуд. от вăй выля. Сказки и пред. чун. 34. Çамрăк алă-урине вăйă вылятса ташлатать. N. † Сарă маттур хĕрсене вăй выллятма тухнă эпир.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

улăп тăпри

бугор исполина. В. Байгулово. Утăп тăпри. Ку тăва халăх: улăп, çăпати тĕнĕнчи тăпрана силлесе тăкса, çакăн пек ту тунă, теççĕ. Шибылги. Пирĕн ял патĕнче пĕр уй юр, ăна улăп тăпри теççĕ. Вăл тĕлте, улăп урине салтса шаккасан, тĕмелсе юлнă, тет. Г. Тимоф. Улăп тапри — насыпной бугор. Орау. Улăп тăпри кĕрик çта та икĕ тĕмеллĕ пулать: пĕри пысăкрах, тепри пĕчĕкрех. Тюрл. Çăпата çинчен силленĕ, çав сăрт полса йолнă. IЬ. Эс ман лашасене кортăн-а? — Олăп тăпри панче çӳреччĕç сан лашасĕм. Сообщивший эти две фразы отождествлял олăпа с Адамом. см. Золотн. 19, Рекеев 5.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

ура хуç

сгибать ногу. К.-Кушки. || Сĕт-к. Ора хуç-ха, тесе, ут çине утланимасан, çынна утлантарма чĕнсе, калаççĕ. || Разбавить. Трхбл. Шыв ытла сивĕ, пĕрер курка вĕри шыв ярса, урине хуç (разбавь). Орау. Тăварне урине хуçмалăх ярасах пулать çав улма çине (т. е. чтобы картофель е был водячистым на вкус).

Урине

(Урин’э), личн. хр. имя женщ., Ирина. Н. Седяк. Т. М. Матв. Урине — урлă кут, çурри таран çурăк кут. || Личн. яз. имя женш, Рысайк.

Уринкке

(Урин’ккэ), то же, что Урине. Альш., Череп.

Урук

то же, что Урине. Альш. В Сред. Юм. Орок = Ирина. Шел. 103. Микулай (урука пуçĕнчен чуптуса): эсĕ тата, Урук?

Урттăш-каяк

назв. птицы (то же, что шаланкăш?). Б. Сунчел. Такмак. Çав улма-йăвăççи тарринче урттăш-кайăк пур; чĕлхине кĕвĕ калать, çуначĕпе çупать, урине ташлать.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

обувать

кого, что несов., обуть, -ую сов. атӑ-пушмак тӑхӑнтар, (ача) урине сырса яр, пушмак, сандали тӑхӑнтар.

опой

лаша урине шыв аннă.

разувать

кого, что несов., разуть, -ӳю сов. (ача) урине салт, атӑ-пушмакне хывса ил.

свешивать

кого, что несов., свесить, свешу сов. 1. усса яр, ҫакса яр; он сидит, свесив ноги вăл урине усса ларать; ива свесила ветви хӑва турачӗсене уснӑ; 2. турттар, виҫ (тавара).

сводить

-ожу, -одишь кого, что несов., свести, сведу сов. 1. ҫавӑтса ан, ҫавӑтса антар (пусма ҫинчен); 2. (ачана) ҫавӑтса кайса яр (ача садне); 3. паллаштар, туслаштар; никто их не сводил, а сами сошлись вĕсене никам та паллаштарман, хӑйсемех паллашса туслашнӑ; она свела его с ума вăл ӑна ӑнран янӑ, пуҫне ҫавӑрнӑ; сводить концы с концами йӳнеҫтеркелесе пурӑн; у него часто руки и ноги сводит унӑн аллине те, урине те час-часах шӑнӑр туртса хутлатать.

подгибать

кого, что несов., подогнуть сов. хуҫлат, хуҫлатса чик; сидел, подогнув под сҫбя ноги вăл урине хӑй айне хуҫлатса хурса ларнӑ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

засечь

сов. 1. что (сделать зарубку) карт, картла, карт ту; 2. что (зафиксировать) палăрт, палăртса хур; паллă ту; ӳкерсе ил; засечь огневые точки врага тăшманăн огневой точкисене ӳкерсе ил (е паларт); 3. что (поранить ногу на ходу) шăйăр, шăйăрса пăрах, суранлат; лошадь засекла ногу лаша урине шăйăрса пăрахнă (хире-хирĕç çапăнтарса).

обуть

сов. 1. кого ура тăхăнтарт, ура сырса яр; обуть ребёнка ача урине сырса яр; 2. что, разг. (надеть на ноги) урана тăхăн; 3. кого-что, разг. (снабдить обувью) атă-пушмак туянтар, илсе пар.

переставлять

несов. см. переставить; еле ноги переставляет вăл урине аран сĕтĕрет, вăл аран-аран утать.

поранить

сов. кого-что амант, суран ту, суранла; он поранил ногу вăл урине суранланă.

стреножить

сов. кого тăлла, тăлласа яр (лашан виçĕ урине).

тренога

ж. 1. см. треножник; 2. (путы для лошади) тăлă (лашан малти урисемпе кайри пĕр урине тăлламалли).

ушибить

сов. кого-что ыраттар, çапса кăвакарт; он ушиб себе ногу вăл урине ыраттарнă.

чёрт

м. 1. усал, шуйттан, мур; ◇ до чёрта 1) (до крайней степени, очень сильно) çав тери (хытă, нумай); устал до чёрта çав тери ывăннă; 2) (очень много) питĕ нумай; к чёрту 1) (прочь, вон) çĕр çăттăр! тасал кунтан!; 2) (прахом, вдребезги) пĕтĕмĕшпех, йăлтах; не знать ни черта нимĕн те ан пĕл; не так страшен чёрт, как его малюют см. малевать; ни богу свечка, ни чёрту кочерга ни турра, ни шуйттана; у чёрта на куличках мур шăтăкĕнче; чем чёрт не шутит тем (мурĕ) те пулĕ; чёрт возьми!, чёрт побери! мур илесшĕ! ах шуйттан!; чёрт дёрнул см. дёрнуть; чёрт знает мур (е шуйттан) пĕлет-и тен; чёрт ногу сломит кунта шуйттан та урине хуçĕ (йăлтах арпашса пĕтнĕ, ăнланмалла мар); что за чёрт! мĕн шуйттанĕ ку!; чёрт с ним! çăва патне! пултăрах!

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Айăп ту

Айăп ту 1. обвинять / обвинить кого-что в чем, упрекать / упрекнуть кого-что; 2. калечить / искалечить [покалечить] кого-что; 3. (в извинениях в форме повел. накл. айăп ан ту (тăвăр) не осуди (осудите), не обессудь (обессудьте), не взыщи (взыщите).
1. Эпир сана корнета вĕлернĕшĕн айăп тумастпăр, анчах ăна мĕншĕн вĕлернине пĕлес пулать. М. Белов. 2. Те таçта пырса тăрăнасси пур, алли-урине айăп тăвасси пур. К. Турхан. 3. — Сана валли нимĕн те пулмарĕ, — пăшăрханса каларĕ ăна Ахтупай. — Айăп ан ту ĕнтĕ, пĕррелĕхе каçар. К. Турхан.

Куççуль юхтар

Куççуль юхтар [тăк] лить [проливать] / пролить слёзы, растекаться в слезах (горько плакать).
Ашшĕне тĕрмене тытса хупни ыраттарать унăн чунне, вăхăчĕ-вăхăчĕпе шăпăртаттарсах куççуль те юхтарать вăл. А. Талвир. Асламăшĕ, ахаль те аран кураканскер, куççуль юхтарса пачах суккăрланса ларчĕ. В. Паймен. Малтан Урине тунсăхласа макăрнă, пайтах куççуль тăкнă. М. Белов.

Çăвар кар

Çăвар (çăвара) кар 1. разевать [раскрывать] / разинуть [раскрыть] рот; 2. разевать / разинуть глотку, драть [надрывать] глотку [горло].
1. Çăварне карса итлесе тăракан Ухливанов председателе ырламасăр чăтса тăраймарĕ. В. Краснов-Асли. Манпа юнашар ман пекех урине çăпата сырнă чăваш ачи çăвара карса тăрать. В. Паймен. Тĕлĕнсе, çăварне карса пăрахса пăхрĕ ача лĕпĕш вĕçсе кайнине. Юхма М. 2. Аллинчи туйи ун тимĕр, — Çăварна ан кар эс, хуп! Я. Ухсай. — Шăп, мĕскер çăвар каратăр! — Хĕр вăр-вар хурать пӳлсе. А. Галкин.

Çăкăр çитер

Çăкăр çитер кормить кого-что.
Колхозра Борис тракторист Çăкăр çитерет яла. А. Афанасьев. Урине пĕç тĕпĕнченех татнă çын мĕн тума пултартăр-ха? Ватă ашшĕ-амăшне пулăшма, çăкăр çитерме хал çитĕ-и унăн? В. Алентей.

Ури çине ĕне пусман-ха

Ури (урисем) çине ĕне пусман-ха не изведал ещё тягости жизни, ещё не успел испытать невзгод жизни (букв. на его (ее) ногу ещё не наступила корова).
— Çамрăксем вĕт. Пурăнма пĕлмеççĕ. Урисем çине ĕне пусман. Э-эх, мĕн калăн ĕнтĕ вĕсене... — терĕ карчăк. В. Алентей. Пĕчĕк-çке-ха ывăлĕ, Урине ĕне пусман. Тем курĕ те, тем пулĕ Çын çине пĕччен ярсан. А. Афанасьев.

Урине хуç

Урине хуç согреть немного; разбавлять/ разбавить.
Вара Исси васкасах чĕрес илсе тĕпсакайне анчĕ. Сăрине ăсса тухсан: — Сивĕрех ку, кăштах урине хуçас пулать, — тесе, вучаха хуран çакса ăшăтрĕ. С. Аслан. Шыв ытла сивĕ, пĕрер курка вĕри шыв ярса урине хуç.

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Урине

хр. и. ж. Ирина. Н. Седяк. Т. М. Матв. Урине — урлă кут, çурри таран çурăк кут // яз. и. ж. Рысайк. (Ашм. Сл. III, 276).

Çавăн пекех пăхăр:

урду урегулировать уреми уретник « Урине. » урлă урлă кĕлет урлă пир урлă пушăт урлă сак

Урине.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150