Шырав: лăп

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

лап

2.
то же, что лăп I. 3.

лăп

I.

1.
тихий, слабый

лăп

тихо, слабо, чуть-чуть
лăп çил вĕрет — дует слабый ветерок
урамра лăп пулчĕ — на улице стало тихо

лăп

2.
тихий, спокойный, уравновешенный

лăп

тихо, спокойно
лăп çын — уравновешенный человек
лăп пул-ха, тархасшăн! — успокойся, пожалуйста!

лăп

3.
как раз, точь-в-точь
ку карттус лăпах мана юрăхлă — эта фуражка как раз по мне
лăп та шăп, шăп та лăп — как раз, точь-в-точь

лăп

4.
ровно, точно
лăп палăртнă вăхăтра — точно в назначенное время

лăп

5.
сразу, быстро, вдруг
радио лăпах калама чарăнчĕ — радио вдруг замолкло

лăп

II.

1.
подражание несильному хлопку, мягкому шлепку
çурăмран лăп тутар — хлопнуть по спине

лăп

лăп-лăп — усил. от лăп II. 1.
ашшĕ ачана лăп-лăп лăпкарĕ — отец ласково похлопал сына

лăп

2. подр. —
о мигании, мгновенном затухании

лампа лăп сӳнчĕ — лампа мигнула и погасла

лăп-лап

плохо, кое-как, едва, как попало
лăп-лап çыру — неряшливый почерк
ĕçе лăп-лап ту — делать работу спустя рукава

лăп-лап

2.
сор, мусор
лăп-лапа пуçтарса çунтар — собрать и сжечь мусор

лăп-лап

4.
болезнь, хворь, недуг
лăп-лапран хăтăл — избавиться от недуга

лăп-лап

II.
местами, пятнами, кое-где, там-сям
калча лăп-лап çĕрнĕ — местами всходы погибли

лăп-лап

III. подр. —
о неравномерных ударах, хлопках, о неритмичных движениях

пальтона лăп-лап шакка — выбивать пальто (от пыли)
Хай пăр-пăр, хӳри лăп-лап. (Пăрчкан). — загадка Сама вся трепещет, а хвостик дергается. (Трясогузка).

лĕп-леп

то же, что лăп-лап

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

Çапкăн

назв. божества. Аттик. Кăнтăр çапкĕн (= çапкăнĕ), çĕр çапкĕн, çил çапкĕн çакна ĕçсе çисе кайтăр. (Из наговора против лăп-лап, хирĕç вăрăнни).

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

шевле

неупотреб. глагол; встречается в форме дееприч. Срв. шавла. Ст. Чек. Шевлесе ӳсет, быстро растет (о человеке). Сред. Юм. Ман туй килет шевлесе. || Шурăм-п. Лăп-лăпкă, пурăнăс шевлет.

ас

(ас), dissolute, libidinose, intemperate vivere coepisse; turpiter se gerere; lascivire, развратиться; безобразничать; вести распутную жизнь; шалить. Ст. Чек. Асат ухмаха ернĕ çын: юрлат, ташлат, кăшкăрат, туха-туха тарат. Сошедший с ума безобразничает: поет, пляшет, орет, выбегает (из дома). Кратк. расск. 8. Ак Содомпа Гоморра хули çыннисем пит асрĕç, темĕн тĕрле çылăха кĕчĕç. Смотрите, как жители городов Содома и Гоморры развратились и как они погрязли в грехах. Посл. 18, 4. Вĕсем çав ĕçре эсир хăйсемпе пĕрле асса çӳременрен сиртен тĕлĕнеççĕ те, çавăнпа сире хурлаççĕ те. Ст. Чек. Асаççĕ ку хĕрсем. Эти девки распутничают. Ib. Каччăсемпе аса-аса (или: алхаса-алхаса), ку хĕр пĕтĕленчĕ (забеременела). Ib. Хĕре, хĕр-арăма алхастаракан курăн парсан, вăл асат (у нее является возбуждение). Ст. Чек. Пуçĕнче асас шухăшпа (с развратными мыслями). Требн. 5029. Аскăн (лучше: аскăнлантаракан) юрăсем юрласа, ташласа, асса çӳреместĕн-и? (= не развратничаешь ли?) || Ст. Чек. Шуйттансем асаççĕ пулĕ ĕнтĕ кĕçĕр. Должно быть, сегодня вечером черти разозорничались. (Так говорят во время бури или бурана). БАБ. Вăл (пăсташ) тасатма пуçланă каçхине: чăхсам ларнă çĕре кайăр-ха, вĕçем кăтăклама чарăннă-и (scr. чарăнни)? Чарăнман пулсан, ĕçе тапратмăпăр, терĕ. Вăлсем кăтăклама шуйттансем асма чарăнмасăр (lege: тухмасăр) пăрахмаççĕ, терĕ. Атте чăхсана итлесе килчĕ те: кăтăклама пăрахнă, терĕ. — Апла пулсан, шуйттансем ачи-пăчипех асма тухнă пулĕ, акă эпĕ вĕсене час хам патма пухатăп, терĕ. В тот вечер, когда он начал очищать (дом от порчи), он сказал: «Ступайте ка туда, где (у вас) спдят куры, и послушайте: перестали они кудахтать или нет? Если нет, то мы подождем приниматься за работу. При этом он прибавил, что куры перестают кудахтать лишь тогда, когда черти выйдут безобразничать. Отец сходил, послушал кур и сказал, что они уже не кудахчут. Если это так, ответил тот, то, значит, черти уже вышли безобразничать вместе с детьми (точнее: не исключая и детей). Вот я сейчас соберу их к себе». Ст. Чек. Авă ĕнтĕ вăл аса пуçларĕ. Вон он уж начал озорничать. || Ч. С. Ачам, унта выртма кайсан, ан ас; унта асма юрамас, часах лăп-лап çакăнат. Если ты, дитя мое, поедешь туда на ночевое (ночное), то не шали; там шалить нельзя (т. к. там священное место), а то как раз пристанет болезнь. || Vexari, agitari, exagitari, быть обуреваему похотями или страстями. Канон. 42. Манăн ӳтĕм усаллăхпа асать, хаяр çулăмĕпе хĕрет; мана тӳрлет. || Latius serpere, latius saevire (de ulcere dicitur alioye eiusmodi malo), распространяться дальше (о наружной болезни). Тюрлем. Асса (= арасланса, сарăлса) карĕ, пӳр тортать, е ратать (= ыратать); час шăтать-и? тет. (Чирей) стал больше; собирается гной; болит. Может быть, скоро прорвется. Альш. Асса кайрĕ (чир). Сильно развилась (напр. болезнь. Ст. Чек. Кĕсен-çăпан асса каят, асат. Наружные болезни могут усилиться. || Etiam de incendiis dicitur, quae saepius prorumpere coeperunt. Также об участившихся пожарах. Альш. Ытла асат-ха вут; çĕне вут кăлармалла пулаттăр. Этот огонь что-то уж очень расшалился; пожалуй, надо добыть нового огня (посредством трения кусков дерева). || De procalla. О ветре. Зап. ВНО. Çил асрĕ. Vеntus saevire соepit. Разбушевался ветер. || In Venerem lascivire, coeundi cupiditate exerceri (de bestiis dic). О течке животных. СТИК. Ст. Чек. Йăтăсем кĕр енне асаççĕ. У собак бывает к осени течка. || Furere, insanire, бесноваться. Ст. Чек. Каçалапа эрек ĕçнĕ те, çĕр-хута асса çӳрерĕ. К вечеру напился, и пробесновался всю ночь.

ахалин

(аhал’ин’), sin minus, sin aliter, иначе, в противном случае. Ч.С. Кăна сирĕн лăп-лап çакăннă; хăвăртрах çăкăр сăмси çавăрса тăкас пулат, ахалин пушшех пулса кайĕ те, ачăра вĕлерсе ярăр, терĕ. Она сказала: «К нему (у вас) пристала порча; нужно носкорее взять краюшку хлеба, (нашептать на нее), вращая (ее вокруг головы больного), и потом выкинуть (вывалить) этот хлеб (в какое-то место). Если вы этого не сделаете, то положение больного ухудшится, и он у вас умрет («вы уморите парня»). Альш. Тата пар! тет, ахалин хăна çиеп, тет. Он говорит: «Дай еще, а то я тебя съем самого».

пусу çулĕн

в тот год, когда земля лежит под паром. М. Тув. † Пусу çулĕн майраккай лăп лутака çитĕнет, çакă ялăн хĕрĕсем лăп лутака çитĕнеç.

пăлхавăр

(пы̆лhавы̆р), суматоха, смута. Слакбаш. N. Кунта час пăлхавăр пулать-тĕр витнă (= видно). N. Хăш чухне пĕтĕм патшалăхра, е патшалăхăн вырăнĕ-вырăнĕпе самана лăп пулмастчĕ, пăлхавăр пулатчĕ.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

акшă-макшă

(акшы̆-макшы̆). Haec vox, cuius vera atque propria significatio nunc iam omnino est oblitterata, hodie quidem nonnisi convicii loco adhibetur. Sunt autem qui affirment hoc vocabulo numen illud silvestre, quod ар-çури appellatur, significari, quod ex homine ebrio frigore confecto ortum esse creditur, consentientibus tamen omnibus hac appellatione malum aliquod designari, daemonem malum scilicet, qui occasione oblata hominibus iniuriam facere aut etiam morte afficere posse existimatur. „Чуваши часто употребляют это слово в смысле плохого отзыва о ком-нибудь, но настоящего, т. е. коренного, значения этого слова вовсе не знают. Некоторые из них говорят, что „акшă-макшă“ означает лешего, получившегося от замерзшего в пьяном виде человека; другие же говорят, что „акшă-макшă“ — особая порода нечистых духов, но не от человека получившихся, и т. п. В общем все они согласны с тем, что слово „акшă-макшă“ означает что-то недоброе, какого-то злого духа, могущего, при случае, причинить человеку вред или даже смерть. Примером на слово „акшă-макшă“ могут послужить следующие слова: ар-пир, лăп-лап, им-йом, которые означают вообше нечистых духов, получивщихся от людей, умерших неестественною смертыо, но никак не чертей. Слово „акшă-макшă“ встречается и в наречиях татар, напр. в Богородской вол. Чебоксар. у.; обьяснения о нем дают такие же, что и чуваши“. (Из письма чувашина М. В. Шевле). Тюрлем. „Ан сăмахла, акшă-макшă, илтес килмерĕ“, тет. Не болтай, говорит, слушать противно. Сред. Юм. Акшă-макшă — вăрçнă чõхне калаççĕ. Выражение „акшă-макшă“ употребляют в виде брани. Шевле. Киремет çавăнпа-çих тăранкаласа порнать халь, ватăлмалăх конĕнче. Ĕлĕк ик-виç хут чӳклемесĕр кĕлле кĕмесчĕ, акшă-макшă. Теперь, на старости, Киреметь только этим и живет (скудными подачками старух); а прежде, бывало, никак нельзя было умилостивить его, идола этакого, не совершив ему жертвоприношения два или три раза.

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

ар-пир

(арбир), daemon maius, daemones mali, нечистый дух, нечистые духи. СПВВ. И. А. Ар-пир. „Эй турă! тĕрлĕ ар-пиртен хăтар пире, сирсе яр пирĕн патран!“ После чего написано по-русски: „Всякая нечистота“. Смысл след.: (Обьяснение слова) ар-пир. Боже! избавь нас от всякой нечистоты, отстрани ее от нас!“ СПВВ. Х. Вăрманта ар-пир-мĕн лекрĕ пулĕ. Вероятно, пристала какая-нибудь нечисть в лесу. В последнем примере я понимаю „ар-пир“ в смысле болезни, причиненной каким-либо злым духом; в первом — в значении злых духов вообще. Возможно, что чувашин обьясняя значение этого слова, не нашел выражения для вполне точного перевода и употребил русское нечистота в смысле нечисти, как русские называют вообще нечистых духов. У татаро-чуваш Цив. у. ӓр-бiр означает вещь, подобно каз.-тат. ӓjõįр (срав. каз.-тат. ӓр-бiр, каждый, из ӓр, перс. [Араб сăмахĕ], каждый, и бįр, один); у них же ӓрбiр өрөнган, поразила какая-то нечисть. V. лăп-лап.

калăп

(калы̆п), внешняя форма, фигура. Курм. Лаша калăпĕ (форма). Ст. Чек. Ку лашанăн калăпĕ пысăках мар (она не крупной величины). Ib. Калăпĕ илемлех мар (о лошади с некрасивым туловищем). || Площадь (в геом.). Эпир çур. çĕр-шыв. 14. Пирĕн анкарти тăршшĕ 24 чалăш, урлăшĕ 16 чалăш та 2 аршăн. Калăпĕ вара лăп пĕр утăм (400 тăваткал чалăш) пулать. Ib. 27. Пирĕн уес калăпĕ виçĕ кĕтеслĕ япала евĕрлĕ. || Колодка для плетения лаптей, болван для шапок; форма для кирпичей. Зап. ВНО. Пĕр вĕçĕ виç кĕтеслĕ, тепĕр вĕçĕ тăват кĕтеслĕ; пĕлсен те калап, пĕлмесен те калăп. (Лапотная колодка). || Вомбу-к. Хальхи те ĕлекхи те пĕр калăпах лараççĕ вĕсем (на одну колодку, т. е. на одну стать).

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).

ăмăр

время, склонное к дождю. Зап. ВНО. Ăмăр ― время, склонное к ненастью. Ib. Ăмăр, хăмăр çанталăк, время к ненастью, пасмурная погода. Çанталăк хăмăрланса тăрать. И. С. Степ. Ăмăр. М. П. Петров. Ăмăр — пасмурный (о погоде). Чертаг. Паян çанталăк ăмăртарах тăрать (пасмурновато). То же слово в Якейк. || Тихий (о погоде после дождя). Нюш-к. Ăмăр çĕр, ăмăр кун тесе, çăмăр çăвса чарăнсан, лăп çанталăк пулать; каçхине пулсан, ăмăр каç, теççĕ; кăнтăрла пулсан, ăмăр кун. СПВВ. Х. Ăмăр каç — пит ăшă каç, очень теплый вечер. Паас. Çанталăк ăмăр тăрать. Погода тихая, довольно теплая и пасмурная.

ăпăр-тапăр

всякий хлам, скарб и т. п. В. каз.-тат. ы̆бы̆р-чы̆бы̆р «мелочь». Ст. Чек. Ăпăр(ы̆бы̆р)-тапăр, хлам. И. С. Степ. Ăпăр-тапăр. СТИК. Тĕрлĕрен ăпăр-тапăрсем тукаларăм эпĕ паян. Сегодня я выполнил разные пустячные дела. Н. Лебеж. Çӳпĕ тăкма тухсассăн, çӳпĕ çине чавса пăх: ăпăр-тапăр тухмаç и? Когда вынесешь сор, поройся в нем: не выйдет ли (из него) чего-нибудь? || В значен. прилагат. Сред. Юм. Çавăн пик ăпăр-тапăр лаша та пăрахса тарма хытланать те вара, кули путлĕреххи пăрахса каймĕ! Такая дрянная лошадь и та пытается от него убежать; как же не убежит от него добропорядочная (лошадь)! || Щ. С. Ăпăр-тапăр = лăп-лап (ругательное слово). Тут же приписано: «Лăп-лап лекрĕ пуль — вероятно, поразили духи, которые могут причинить человеку на дороге болезнь».

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лапашка

(лабашка), ложбина, ямина, рытвина, лощина. Ск. и пред. 56. Тирĕнет те вăл (ут), çăвăрăнса кайса, лăп (как раз) лапашкана тăсăлса выртать.

лупашка

(лубашка, Пшкрт: лоβашка), углубление, яма. Чирич-к. Лупашка урлă каçнă чух, ура шурĕ те, пылчăк çине лап! турăм. Ib. Лупашкă урлă каçма тăтăм та, ура шуса, шыв çине шап! турăм. Кĕвĕсем. Лупашка та тĕмеске, Мертлĕ çулĕ мар-ши çав? К.-Кушки. Лупашка-тĕмеске (буераки, буераги) анчах, путлĕ тырă пулмас. Орау. Чул ун çине катăлса анчĕ те, анчах, телейне кура, чулин ун çине пусса выртас енче лупашка пулнă; вара, лăп таканана хунă пек, çынна хупласа хучĕ те, леш сывах юлчĕ. Скала упала на него; но, к его счастью, на той стороне, которою она навалилась на него, в ней было большое углубление, и он остался цел. Календ. 1911. Анчах вырăнĕ-вырăнĕпе чăвашсем тирĕслĕке ана çине тăкас вырăнне лупашкана е ял çеремше кая-кая йăвантаратьчĕç. N. Кайнă чух унăн пĕр лупашка урлă каçмалла пулнă. Альш. † Лупашкари вĕт турпас сикет-сикет, тухаймас. ЧП. Çакă лупашкана мĕшĕн анас? Сулхăнпа пиçнĕ пĕрлĕхеншĕн. Орбаш. Алтăр айĕнче автан авăтат. (Ут ури лопашки! чăриклатни). || Овраг (небольшой). В. Олг. Лопашка = çырма. МПП. Лупашка, овраг. С. Тим. † Лупапжкана ан тухат (не бросай околдованные вещи): лупашкана тухатсан, кантăр пекех тыллăпăр. || Борозда. КС. || Лужа. || Назв. дер. в Алик. р.

лотака

(лодага), низенький. Питушк. Лотака çын; лотакарах лаша (= лотра). С. Устье. Çавна (это) тепĕр пĕчĕк, лотака, сарлака çын курнă. N. Лутака, лутамас, короткий и плотный. М. Тув. † Пусу çулĕн майраккай лăп-лутака çитĕнет; çакă ялăн хĕрĕсем лăп лутака çитĕнеç. Чертаг. Лутака çын = пĕчĕкскер.

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

лăп

тихий, спокойный; тихо, спокойно. Сунт. Халĕ ĕнтĕ лăп çил вĕрет, хĕл сиввине çĕмĕрет. Янтик. † Улма-йывăçĕсем лăс кăна, эпирех ĕçер-хе лăп кăна. Икково. Çанталăк лăп полчĕ (лăпланчĕ). Стало совсем тихо (о погоде). Ст. Чек. Аслă ăрам лăп пулать. Дик. леб. 36. Тинĕс те, епле лăп пулсан та, хĕрринчи шыв çăмăллăн хумханса тăни яланах паллă унта. Образцы. Мерчен куçлă куккук вĕçсе кайсан, ылттăн лăслă чăрăш лăп пулать. N. † Улма-йывăç ларат лăп кăна, унăн, ах, çулçисем лăс кăна. N. Çил чарăннă та, çанталăк лăпах пулнă. ТХКА 105. Ман ăш-чик лăпах пулчĕ. ПВЧ 129. Ял-йыш та хошши лăп полтăрччĕ.

лăп

(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.

лăп-лап

(лы̆п-лап), подр. неодинаковым и нечастым ударам (напр. цепами), небрежной походке и т. п. Е. Орлова. Лăп-лап, лăп-лап тутараççĕ, иккĕн-виççĕн анчах çапаççĕ полмалла. Собр. Лăп-лап хур ури, чăнкăр-чанкăр чăх ури. (Кĕсле калани). М. Яник. Лăп-лап уткаласа çӳрет. Ходит развалистой походкой. || Кое-где. Шорк. Олăмне паярки-паяркипе лăп-лап (кое-где) пăрахкаласа çӳренĕ. || Кое-как. Орау. Унăн пурнăçĕ лăп-лап çитсе анчах пырать (кое-как живет). Изамб. Т. Урине лăп-лап сырнă (неаккуратно). Ib. Урине лăп-лап пусса çӳрет. Чертаг. Лăп-лап хôрса тиянă (слабо наклал, неплотно). Якейк. Лăп(лы̆п)-лап çыхнă. Связано слабко, неплотно. || Назола. Айдар. (Марп. р.) Арăмĕ: тинех лăп-лап пĕтрĕ-ха, терĕ, тет. Его жена сказала: „Наконец-то мы избавились от назолы“. || Болезнь, сор. М. Яник. Лăп-лап, 1) сор, 2) всякая болезнь, 3) подражание. Сред. Юм. Лăп-лап, сор. || Назв. духов. Аттик. Пичче ĕçнĕ шыв юлашкине, таткаланă çăкăрсене, анне çул тăваткĕлне кайса тăкрĕ... Çул тăваткĕлне ăна лăп-лап вырăнĕ теççĕ. Çавăнпа лăп-лап пăрахнине çавăнта кайса тăкаççĕ. Ib. Лăп-лап (головная боль, приключилась от хождения по вилĕ турпассисем). Ib. Анне: апла пулсан, сана лăп-лап çапăнман-ши? Матюк апая пăрахтарса пăхас-и тен?.. Михаля! Матук аппуна кайса чĕнсе кил-ха, лăп-лап пăрахтарса пăхар, терĕ... Чĕнсе килсен, анне ăна: çак ачана, лаша хăвалама кайсан, тем лăп-лап çапăннă тем чир, пăрахса пăхан-ши? терĕ.. Матюк аппа лăп-лап пăрахнипе чĕрĕлмерĕ вара çав пичче. Шурăм-п. Санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет. Эсир нумай пулат пулĕ ăна паманни, вăл сире çиленнĕ, ку лаша хыççăн ытти выльăхсене те пăсать вăл, тет. Часрах парас пулать, вара каçарĕ (простит). N. Лăп-лап çапăннă. Поразила нечистая сила (души людей, умерших неестественной смертью). Сред. Юм. Çын чирлесен; арçӳри пикки çыпăçнă поль, тессине: лăп-лап çыпăçнă пôль, теççĕ.

лăплаттар

хлопать. КС. Çурăмран лăплаттарчĕ (слабее, чем „лаплаттарчĕ“). См. лăп.

лăп-лăпă

(лы̆п-лы̆бы̆), преплоский (здесь лăп — усил. частица). Шурăм-п. Пур çĕрте те тĕп-тикĕс, пур çĕрте те лăп-лăпă.

лăпал

(лы̆бал), утихнуть. В. Олг. Çил лăпалчĕ. Ветер утих. Б. Яныши. Аки лăпалсан, эпĕ çывăртăм. Якейк. Слапох, çанталăк кĕт лăпалч, атту итла тохса кĕмелли те çокчĕ (уж) очень скверная была погода зимою). Сятра. Лăпал = лăпăн. См. лăп, лăплан.

лăпă-лапă

слабкий; неполный. Е. Орлова. Алăк хăлăпĕ (или: атă) лăпă-лапă пошанса кайна. || Сред. Юм. Лăпă-лапă тесе, ӳсĕрлсе çӳрекен çынна калаççĕ. || Етмен-к. Лапă-лапă, не совсем полный. || Сĕт-к. Лăпă-лапă (кое-как) çикаласа (закусив) тохнăскер, хырăм часах выçрĕ. См. лăп-лап.

лăплан

утихнуть, успокоиться, присмиреть, уняться. Капк. Аранах ăшчик лăпланчĕ. Насилу я успокоился. Тим. † Пирĕн çамрăк шухăш лăпланмас çичĕ ют аллине ӳкмесен. Сĕт-к. Пуçĕнчен виççĕ-тваттă шаклатса илтĕм те, лăпланч вара. Ст. Чек. Лăпланнă = чарăннă. N. Аптăрата пуçларĕ; пуçĕнчен шаккап, итту лăпланмаçт. (De mentula). N. Эпир пурте вăрманта пĕр çĕре пухăнса: упана шырама халех каяс-и, е пĕр-ик-виç кун вăл лăпланиччен кĕтес-и? тесе, шухăшла пуçларăмăр. ЧС. Çунсан-çунсан, пушар лăплана пуçларĕ. Лăпланнăран лăпланчĕ, унтан вара çулăм (пламя) аран курăнакан пулчĕ. Кан. Халăх лăпланнăрах сасăпа тепĕр хут калаçма пуçларĕ. См. лăп; лăпал.

лăс

(лы̆с), развесисше ветви дерева. Юрк. К.-Кушки. Лăс пек, сплошь покрывая землю (напр., грибы). Шел. П. 38. Лăс пек çăвать çăмриçем тырра-пулла ӳстерме. Тайба. † Вăштăр-вăштăр çил вĕрет, йĕтĕн лăсне (= пуçне) çав тăкат. || Развесистый, кудрявый. Тюрл. Лăс торат, мягкие, длинные, обильные листвой или хвоей ветви. МПП. † И лăс хурăн, лăс хурăн, лăсĕпеле илемлĕ. Шибач. Лăс йывăç, аялтанах торат лăс йывăç. Собр. † Çил-ту çинче вăрăм чăрăш, кутĕнченех лăс турат. Сиктер. {{anchor|DdeLink19264203860668}} † Çӳлĕ ту çинче пĕр чăрăш, тĕпĕнченех лăс турат. Н. Якушк. † Çӳлĕ ту çинче лăс хурăн, лăс çулçипе хумханать. Бугульм. Çӳл ту çинче лăс хурăн, тĕпĕнченех лăс çулçă. Пазух. Улма-йывăççисем, ай, йăшт кăна, вĕсен çӳлçисем, ай, лăс кăна. N. Улма-йывăç ларат лăп кăна, унăнах çулçисем лăс кăна. Янтик. Улма йывăçĕсем лăс кăна, эпирех ĕçер-хе лăс кăна. || Кудрявый (о волосах). ЧП. † Улхаш ачи лăс çӳçлĕ, лăс çӳçлĕрен илемлĕ. || Сред. Юм. Çамрăк йывăç, тăрă пит нăмай шăтса тôхсан, лăс шăтса тохнă, теççĕ. МПП. † Юрлăр, ташлăр манăн туйра, сарă çӳçĕре лăс ярса. || Волокнистый. М. В. Шевле. Лăс тымар, в. корень; лăс корăк, мелкая волокнистая трава (вообще). || Мочка корня. Янтик. Йăвăç тымарĕсем çумĕнче вĕтĕ сӳс пеккисем пулаççĕ, çавна лăсси теççĕ. || Хвоя, иглы. КС. Чăрăш (хыр) лăсси. Трхбл. Яхтă лăсĕ.

лĕп

(лэ̆п), подр. мягкому, плавному хлопанью (мягче, чем лăп-лап). А. Турх. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать (хĕрхӳ). || Подр. шелесту листьев. Турх. Йывăç çулçи, хумханса, лĕп-лĕп туса ал çупать. || Подр. морганию. Суюп. Куçлăхне тасатнă хушăра, куçне лĕп-лĕп! хупкаласа, алăкран кĕрекенсем çине пăхкаласа илет.

майраккай

дикарка, свербигуз. Питушк. Мыслец. Майраккай, дикая редька. М. Тув. Пусу çулĕн (на пару) майраккай лăп-лутака çитĕнет. Ib. Ыраш çулĕн (на ржаном поле) майрак(к)ай шăп-шулака (прямоствольно) çитĕнет. Ib. Уй варĕнчи мăйраккай, вăрă юхат, курмастри.

макăлтат

(магы̆лдат), плестись, итти с трудом. Эльбарус. Çырма тĕпне макăлтаткаласа çитрĕм те, пăхап çӳлелле. КС. Макăлтатса (с лаб. „а“ первого слога) пырать (о еже: идёт). || Галдеть, болтать. Орау. Вăт тутарсем макăлтатаççĕ! (гов наблюдающий зритель). Ишь как галдят татары-то! (т. е. словно татары). || Бормотать. Шурăм-п. Вăл (юмăç), макăлтатсан-макăлтатсан: санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет.

виле

(вил’э), мертвец, покойник. N. Виле пур çĕре ăмăрт-кăяксем пухăнĕç. Аттик. Çакланса вилнĕ виле, шăнса вилнĕ виле çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап). Ч. С. Сирĕн кӳршĕрен нумаях пулмаçть пĕр виле тухнă (был покойник). Сборн. по мед. Пысăк ялсенче час-часах ача ашшĕ-амăшĕсем масар çине виле хыççăн виле çĕклесе каяççĕ (уносят на кладбише покойника за покойником). Макка 188. Çурта урăх виле ан кӳрт, теççĕ (говорят при выносе покойника, ударяя гробом о дверь). Орау. Пĕр килтен кăçал виçĕ виле туххăр те, çтан пурнан? (просто жить невозможно). Чăвашсем 8. Виле тытнă. Явилась болезнь (напущенная мертвецом). Сир. 65. Виле ирсĕрĕнчен çăвăнса тасалакан каллах виле ярса тытсассăн, çăвăннинчен мĕн усси килмелле ăна?||Труп животного, падаль. А. Турх. || Альш. Виле çуралнă ачана çĕре пытарăççĕ.

вилĕ туйĕ

дождь, идущий сквозь солнце. Альш. Хĕвеллĕ çамăра вилĕ-туйĕ теççĕ. || См. Магн. М. 186, 190. Аттик. Вырăс вилли туйĕ, чăваш вилли туйĕ, çакна ĕççĕ-çисе кайтăр. Пĕрветенски вилли туйĕ, çармăс вилли туйĕ çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап).

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

и

(чит. как долгое и), восклицание. Сред. Юм. И... эсир апла çӳретĕр мĕн-ха! Да, вон вы как ходите! Альш. Амăшĕ тухнă кусен хапхи умне: хапха уçать. И, эсир капла... Пукравра (на ярмарке) илмесĕр нимĕн те хăвармарăртăр! тет. Торп-к. Пус-килсем пĕре каланă, тет: и... çит пӳчу (надо: пичу?) пуçне çиякан! (= погубившая). Аттик. Вăл пырсан, пичче ал тымарсене тыткаласа пăхрĕ те: и! куна чăнахах лăп-лап çапăннă-ĕçке, терĕ. Якейк. И, корак ч...и (реnis) тăрăнман куçна! Килшĕнче пĕри паломми, мырă тата орăх япала пытарса хорсан, ăна тепри топса çисан, пытараканни: и, корак ч... и тăрăнман куçна! тет. Ашшĕ-амăшĕ. И! санăн турра ӳпкелемеллех мар, кĕрĕвĕсем санăн тăван ывăлсенчен те малта тăраççĕ. С. И! халччен вăл таçта та çитрĕ (укатил) полĕ! Эп томланман, вăл-и! кӳлсе тохса та кайнă. N. И, тет, ăйрă выранне ăйрă тата пулĕ, тет, йăмăк вырăнне йăмăк пулмĕ, тет. † Пире атте кĕтет поль, оя тохса тăнă поль. И, кĕтес çок, кĕтес çок, лаша кӳлсе парс (=парса) ячĕ (т. е. нам. Из свад. н.). Б. Бур. И турăм, пи турăм, çӳле кайрăм, çăмарта турăм. (Хăмла). || В песнях иногда не имеет особого значения. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ: И кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ; пĕвĕм илемлĕ, сăнăм хитре: и пике-им? тесе ытаççĕ. Альших. И, хăмăштăр хăмăштăр, хăмăш-тăрри симĕстĕр! † И, кив кантăр, кив кантăр! çурри таран çĕн кантăр! (h. e. geniculô tenus viridiôr est quôdam môdô atque nitidiôr). † И, уччана, уччана, юр çăват-çке пахчана. Альш. Тиркĕ, тиркĕ йăвача, эп çиеймĕп, кирлĕ мар; и, савмăсăр, савмăсăр, сирĕн пек вĕçкĕн кирлĕ мар! Лашм. И, пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять. Хвал. † И, вăштăр та вăштăр сивĕ çил вĕрет, — шăнатăп чун савни, кĕрĕкне пар! Янтик. † И, вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр, вĕтĕ те пулсан, шур чĕнтĕр. С. Абызово. И тат тарарат, та-ра-ра-ра-ра-рат, ая-яр, ай-яр, ай-яра! (Припев). Бел. Гора. Савнă тăван, и, кĕтнĕ те кĕтнĕ (меня), ай, ывăннă! Трехбалт. И, искентĕр, искентĕр, иирĕн атте куштантăр. Богдашк. И, ум иккен, ум иккен, умне ука тытнă иккен. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ-и, кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ.

им-юм

(имjум), жидкое лекарство. Альш. Им-юм илсе килтĕмĕр. IЬ. Им-юм ĕçет. || Лекарство. Н. Карамалы. Им-юм = эмел. СПВВ. ИА. Вырăсăн им-юм, чăвашăн вĕрӳçĕ чĕртет, теççĕ. У русских вылечивают лекарства, а у чуваш — знахари. Н. Изамб. Вăл имне-юмне çĕрĕк çăнатапа туртса килнĕ (Ашаматман-карчăк). Паас. Им-юм — заклинания, при помощи которых лечат болезни. || М. И. Петров. «Им-юм — тары-бары». || «Нечисть вообще» (т.-е. злые Духи). Кудемер. Им-юм — лăп(лôп)-лан. См. лăп-лап. Стеф. 18. Темĕн тĕрлĕ им-юм çулăхĕ. || Дрянь, т.-е. человек, не имеющий значения. Сред. Юм. Им-йôм = дрянь. IЬ. Çавăн йыш им-йôм та полса çынна канçĕрлесе çӳрет те, кули ытти канçĕрлемĕ. Если уж такая дрянь не дает (человеку) покоя, то что говорить о других! См. юм. || Порядок. Употребл.. в выражении: имĕ-йôмĕ те çôк, в беспорядке. Сред. Юм.

уйăх хушши

крови, месячное, регулы. Ст. Чек. Шибач. Ойăх хошши. Орау. Унăн уйăх хушши халĕ. У нее пока время регул. Городище Б. Уйăх хушши пулнă (или: таса мар пулнă, или: хĕр-арăм йăли пулнă). Пришли крови. Треб. 50.25. Праçниксенче е уйăх-хушши пулнă вăхăтра арăмуна çывăрмарăн-и? Ст. Чек. Намăс вырăн тасамар пусан (уйăх хушшинче), çӳхе çер ыратат; (й)ешĕл пăрçа çиме юрамас, вĕри яшка çиме юрамас; ăш юçет; мунчара çапăнма юрамас. Тăп чарăнать, тăват-пилĕк кунтан тата ыратма тытăнать. Йĕмне çуса ярсан, выльăх сиенрен хăтăлать. Çавна вут çумне сапсан, вут лăп чарăнат, анчах ĕнесем пыми пулаççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

буквальный

прил., буквально нареч.
1. (син. дословный) сăмахран сăмах, улăштарман; буквальный перевод сăмахран сăмах куçарни
2. (син. точный, прямой) тӳрĕ, тӳртен, чăн; использовать слово в буквальном смысле сăмаха турĕ пĕлтерĕшпе кала
3. (син. действительно) чăнах, чăннипех, шăп та лăп; буквально пять минут назад шăп пилĕк минут каялла

именно

частица, усиливает указание на что-либо
шăп, шăпах, шăп та лăп; именно сегодня шăпах паян; мне нужна именно эта книга мана шăпах çак кĕнеке кирлĕ ♦ а именно пайăррăн каласан

много

1. нареч. и в знач. сказ. нумай, йышлă; в парке всегда много народу паркра яланах халăх нумай
2. числит. неопр. нумай; прошло много лет нумай çул иртрĕ ♦ ни много ни мало шап та лăп

радуга

1. сущ.муж., множ. разы (раз, разам)
1. хут, хутчен; несколько раз темиçе хутчен; в первый раз пĕрремĕш хут; на этот раз ку хутĕнче
2. нескл., при подсчете пĕрре; раз, два, три ... пĕрре, иккĕ, виççĕ ... ♦ в самый раз шăп та лăп; вот тебе раз! ак япала!; ни разу пĕрре те, нихçан та; раз навсегда ĕмĕрлĕхе; иной раз хăш чухне

ровный

прил., ровно нареч.
1. тикĕс, такăр, яка, тӳрĕ; ровная дорога такăр çул
2. пĕр тикĕс, пĕр тан; прясть нитку ровно çипе пĕр тан арла
3. лăпкă, пĕр виçеллĕ; ровный характер лăпкă кăмăл
4. нареч. шăп, шăп та лăп; ровно в шесть часов шăп ултă сехетре

точка

сущ.жен.
1. пăнчă; пата; точка с запятой пăнчăпа запятой; поставить точку пăнчă ларт (çырура)
2. тĕл, вырăн; самая высокая точка горы сăртăн чи çӳллĕ тĕлĕ; болевая точка ырăтакан вырăн
3. чикĕ; точка кипения вĕренин чикки (температура) ♦ торговая точка суту-илӳ вырăнĕ (магазин, киоск т. ыт.); бить в одну точку пĕр тĕллевпе вăй хур; точка в точку шап та лăп; с моей точки зрения ман шутпа

точь-в-точь

нареч.
шăпах, хăех, шăп та лăп, каснă лартнă; он точь-в-точь отец вăл каснă лартнă ашшĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

тихо

хуллен, шăппăн (калаç), (тулта) шăп, лăп, тăп-тăпах; сидеть тихо тĕк лар, шăп лар, шавламасăр лар.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

много

1. нареч. и числ. нумай, чылай; много работать нумай ĕçле; много лет прошло чылай çул иртрĕ; 2. при сравн. ст. прил. нумай, чылай, нумай хут; много больше нумай ытларах; много лучше чылай лайăхрах; ◇ ни много ни мало нумай та мар, сахал та мар, шăп та лăп.

плавность

ж. тикĕслĕх, кал-каллăх, лăп-кăлăх.

похлопывать

несов. см. похлопать; лăп-лăп тутар, лăпка; ласково похлопывать по спине çурăмран лăпка.

прилечь

сов. 1. (лечь ненадолго) кăшт вырт, выртса ил; 2. (пригнутьсяо растениях) вырт, ӳк; трава прилегла к земле курăк лăп выртнă; 3. (опуститься, осесть) лар, вырт (тусан); 4. (расположиться, плотно касаясь) тачă вырт, тачă çыпçăн; доски плотно прилегли друг к другу хăмасем пĕр-пĕрин çумне тачă çыпçăнса выртрĕç.

раз

м. 1. хут, тапхăр, ăстрăм; много раз нумай хут, нумай хутчен; в последний раз юлашки хут; в первый раз малтанхи ăстрăмра; 2. (при счёте) пĕрре, пĕр; раз, два, три пĕрре, иккĕ, виççĕ; ◇ в самый раз шăп та лăп, шăп вăхăтра; раз-другой темиçе хут; ни разу пĕрре те; иной раз тепĕр чух; как раз шăпах; раз плюнуть см. href='/s/плюнуть'>плюнуть; не раз пĕрре çеç мар, нумай хутчен; раз навсегда ĕмĕрлĕхе, татăклă; раз на раз не приходится пур чухне те пĕр пек пулмасть.

тихий

прил. 1. (негромкий) йăпăш, хуллен, шăп, хытă мар; тихий голос йăпăш сасă; 2. (кроткий, смирный) лăпкă, сапăр, йăваш, тӳлек, тăнăç; тихий ребёнок йăваш ача; тихий нрав йăваш кăмăл; 3. (несильный) тӳлек, тăпă, лăп, лăпкă; тихий ветерок лапкă çил; 4. (медленный) ерипен, вăрах, хуллен, майĕпен; поезд пошёл тихим ходом поезд ерипен кайма пуçларĕ; ◇ тихий час кану сехечĕ (кăнтăр апачĕ хыççăнхи кану).

тихо

1. нареч. (негромко) шăппăн, хуллен, хытă мар; говорить тихо шăппăн калаç; 2. нареч. (спокойно) лăпкă, йăваш, тӳлек; 3. нареч. (медленно) ерипен, хуллен, в араххăн, майĕпе; 4. нареч. (вяло) сӳрĕк, аран-аран; 5. в знач. сказ. безл. шăп, лăп, шăпах; стало совсем тихо (о погоде) çанталăк лăп пулчĕ; в избе тихо пӳртре шăп.

точно

1. нареч. (пунктуально) шăп(ах), лăп(ах), шăп та лăп, лапах; точно в десять часов шăп вунă сехетре; 2. нареч. (вполне, совершенно) пек, пекех, майлă; точно такая книга çавăн пек кĕнекех; точно так çавăн пекех; 3. нареч. (верно, действительно) терĕс, тĕрĕсех, тĕп-тĕрĕс, чăнах, чăнта, çапла; точно, это он сделал çапла, кăна вăл тунă: 4. в знач. вводн. сл. (действительно, в самом деле) чăн(ах) та; она, точно, красива вăл, чăнах та, илемлĕ; так точно тĕрĕс, çапла.

тютелька

ж.: тютелька в тютельку разг. шăпах, лăпах, шăп та лăп.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

лăп

[lop]
trankvila, kvieta, diskreta
лăп çын — kvieta homo
лăп çил вĕрет — malforta vento blovas
лăпкă — trakvila, kvieta, humila
лăпкă каç — kvieta vespero
чун лăпкă мар — la animo estas maltrankvila
лăплан — trankviliĝi, kvietiĝi, ĉeso
лăплантар — trankviligi, kvietigi

шăп

[ŝop]
precize, ĝuste, ekzakte
шăп вăхăтра — ĝustatempe
шăп виççĕре — precize je la tria
шăп та лăп — ekzaktege, tre precize
кунта шăпах çĕр тенкĕ — ĉi tie estas ĝuste cent rubloj

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

лăп

, лăпкă 1. «тихий» (ветер); 2. «смирный», «спокойный» (человек); «тихо», «спокойно», «кротко»; лăплан «утихать», «успокаиваться»; ср. мар. лыпке «смирно», «спокойно»; лыплан «усмиряться», «укрощаться», «успокаиваться», «утешаться».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

календарь

çулталăк кĕнеки; çулталăк хисепĕ. Христос çураличчен 45 çул малтан Рим патшийĕ Юлий Цезарь çулталăкра 365 ¼ тавлăк лăп пулĕ тесе çĕнĕ çулталăк хисепĕ (календарь) кăларнă [Çулталăк 1910:2].

Çавăн пекех пăхăр:

лăнчăртаттар лăнчашка лăнччи лăнччи-лонччи « лăп » лăп-лăпă лăп-лап лăпă лăпă-лăпă лăпă-лапă

лăп
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150