Шырав: илен.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

илен

2.
привыкать, привязываться
тянуться
к кому-чему-л.
ача асламăшне иленчĕ — ребенок привязался к бабушке
вăл театра иленнĕ — он любит театр, его тянет в театр
алла илен — 1) привыкнуть к рукам (о ребенке) 2) приручиться, стать ручным

илеш

то же, что илен

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сулă

солă, плот. Орау. Çантах, инçех мар, пĕрене суллисем пулнă та, çанта ишсе тухнă. Якейк. Он пакки пирн хамăрн та солă туса ямалăх та пор (или: солă туса ярсан та пĕтес çок). Таких людей у нас много. Баран. 152. Çуркунне, пăр кайсанах (как только кончится ледоход), сулă хывса, шывпа антарса яраççĕ. В. Олг. Окçа çок, солапа йохма каяс полат Вастрăккăна çитиччен (до Астрахани). Пазух. Шурă Атăл хĕррине шаксем хыврăм; шаккăмсем кайрĕç сулă пулса. || Перевоз, паром. Хурамал. Пысăк шывран çурхи шыв вăхăтĕнче сулăпа каçаççĕ. Ăна кимĕсем çине хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. ТМ. Сулă — шыв урлă каçмалли кимĕ. К.-Кушки. † Каçмăп, теттĕм, Сĕве урлă, каçарчĕç(ĕ) сулăпа. Чураль-к. † Шур Атăл пулли — шур пулă, сулă çинче сыхларăм. Альш. † Атăл çинчи шур пулла сулăпалан сыхларăм. Сĕт-к. Çорхи шупа йохтарса ямаллискерсем, пĕр сола т(ă)вас та, кайччăр! || Конопляиный плот для мочки. Сĕт-к. Ман çырта виçĕ солă йĕтĕн порччĕ, пор те йохса карĕç. Орау. Сулă антараççĕ; кантăр сулли (для мочки). Шурăм-п. Пуса Илен-кунччен ан татăр, сулăсене мăнаçи (аслати) çапать. Изамб. Т. Çапсан, Пукрава сулă-сулăпа шыва хываççĕ.

Çулав

(с’улав), назв. урочища и киремети. Орау. Çулава каяс, ехать молиться çулав’у. Ib. Эту киреметь зовут чун – илен, вероятно, потому что она требует в жертву животных. Ib. Çулаври кĕлле (киреметь) — Вырăс Сурăмĕнчен илсе килнĕ, тет, хапрăк хуçи. Тăваткал çерем илсе килсе пăрахнă та, çавна пуççапмалла пулнă. Çулав 25 çухрăмран тытса тăнă (имел влияние или хватад на 25 верст). Г. А. Отрыв. Киреметне кăвакалсам панă пулмалла, хурсам, Кĕпешне киремеч хыр пенче Çулавра та пулнă (Елĕк енче самай) аслă киремет, тата Пайăк пенче пулнă (здесь точка?) „Çулав киремеч“ (çулав вăл уй яч, вăл авалах çулав тиç те, çулав — пĕлмеç ăна мĕне пĕлтернине. || Назв. оврага. Цив. Çулав (çырма). || Назв. поля, около д. Унгазем, Цив. р.

çуратан

(-дан), рождающий, родящий. Ала 95. Эй ачам-ачам! хăвăра çуратан апу пурăнмарĕ (ей не привелось пожить на свете). || Нередко встреч. в обрядовом языке. Ст. Чек. Пăтă пĕçерсе, куç хывса, ĕне çуратан пăтти тăватчĕç. См. ĕне çуратан. N. Унтан çуратан пăтти... См. кĕлĕ илен.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

хавас ту

любить, желать. ЧП. Хавас тăван ( = тăвакан), атьăрах. Алик. † Ай акисам, акисам, пире хавас тăвакан, пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинче вут çунать. Чураль-к. † Инке-арăм илмĕттĕм, кĕмĕле хавас тăватăп. Б. Илгыши. † Иăмра хулли йăмăксем, яшша хавас ан тăвар, салтак арăм ан пулăр. Пазух. † Ах, тантăшсем, шăллăмсем, сар хĕр нумай тиейсе, сар хĕре хавас ан тăвăр... Орбаш. Мĕн илен, мĕн хавас тăван? Что желаешь ты получить? || Выразить радость, обрадоваться. N. Сергей хăй юлташĕсене ун сăмахне итлеме хатĕрленме хушнă. Лешсем хавасах тунă.

халăх килĕшĕ

общество, мир. N. Халăх килĕшĕпе кĕлĕ-илен. См. кĕлĕ-илен.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

хур пул

осрамиться; оказаться несчастным, униженным судьбой. Бур. Хурăн ӳссе пысăк пулать, сарă ача ӳсе-ӳсе пысăк пулать, савнине илеймесĕр хур пулать. СЧУШ. † Хураях та лаша, хура пĕкĕ, хур пулмĕ-ши ямшăк аллинче. Рак. † Ĕнтĕ йăвăç ӳсе-ӳсе пысăк пулат, çулçине тăкаймаст — хур пулат. С. Дув. † Вăрман ӳсет, ӳсет, пысăк пулат, çулçине ярамасть — хур пулать. Сарă хĕр ӳсет, ӳсет, пысăк пулать, савнине каяймасть — хур пулать. Юрк. Çынна култарăн, темĕн курса тăрăн, хур пулăн, ан кĕреш! ЧП. Пире илен хур пулмĕ. ЧП. Ăрăскаллă пуçăм хур пулмĕ. || Подвергаться плачевной участи. ТХКА 113. Çак çăпата сапласах çак шыв хĕрринче хур пулас марччĕ пирĕн. Как бы нам не подвергнуться плачеввой участи, валандаясь на берегу с починкой лаптей. || Впасть в несчастье. Юрк. † Салтака кайрĕ, хур пулчĕ. Пазух. † Урам варри вар пулчĕ, пире саван хур пулчĕ. || Погибнуть. Ст. Чек.

кăтат

(кы̆дат) назв. материи. Хурамал. † Тăхăнтăм кăтат, çыхрăм пуса — ĕнтĕ каяп, тăванăм, курса юл! АПП. † Тăхăнтăм-ла кăтат, çыхрăм кăтат, тухрăм аслă урама выляма. Бугульм. † Кăвак кăтат илтĕм, йĕм касрăм. Микушк. † Сарă хĕрĕн тӳшекин ăшĕ мамăк, пичĕ кăтат. («Кăтат — китайка и часто вообще ситец»). Сунчел. † Кăвак кăтат (пасар пирĕ), сарă кăтат, пурте лавкка таварĕ. СПВВ. ПВ. Кăтат пар; кăтатран çĕленĕ, материя. N. † Кăтатран кĕпе çĕлерĕм уяв кунĕ тăхăнма. N. † Тăхăнтăм пĕр кăтат, çыхрăм пурçăн. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрать. ЧП. Кăтат илен пӳс пулмĕ. || Клеёнка. V. S.

Кĕлĕ-амăш

назв. божества. Хурамал. Кĕлĕ-илен, то же, что кĕл-илен. Хурамал. Сиктер. Пилĕкмĕш хуранне(:) учук патĕнчи кĕлĕ-илен чӳк, çырлах, тытнă-тунине, ырă чӳк-кĕлĕ, хапăл ил! тесе, пурте çĕре ӳксе пуççапаççĕ. N. Кĕлĕ илен çыннисене виçĕ тиркĕлĕ юсман асли, вăталăхĕ, кĕçĕнни. Халăх килĕшĕпе, çăва тухнă йĕркипе, хуранлă пăтти, тиркĕлĕ юсманĕ. Вунтăхăр тиркĕре çĕрĕм çичĕ юсман. (Правоп. сохраняю).

пушелкке

пушилкке (-ж-), имущество, добро, сокровище. Орау. Манăн мĕн пур пушелккем хам çумра. Ib. Мĕнне илетĕн (илен) унăнне (унне)? Унăн (ун) мĕн пур пушилкки хăй çумĕнче. Срв. кушелкке, кошелек, переносно — имущество и пр.

пӳс

коленкор. СПВВ. † Хур çуначĕ хут пулмĕ, кăтам (= катам) илен пӳс пулмĕ. СПВВ. ПВ. Пӳс, материя. Кубня. Пӳс — шур пусма. Изамб. Т. Пӳс — миткаль. Юрк. Пӳс — материя, вроде белого коленкора. Ст. Чек. Пӳс, белое бумажное полотно. Ст. Шаймурз. Улача кĕпе, умĕ пӳс. N. † Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. Янтик. Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Кĕвĕсем. Мамăках та тӳшекĕн çитти пӳс. Кильд. † Мамăк чĕшек, çитти шурă пӳс. N. † Шурă пӳсрен кĕпе çĕлеме хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ. Альш. Хăшĕн пӳс (коленкор) пулат шăналăк. С. Тим. † Хура явлăк — хура пӳс, хамăр савни — хура куç. Ёково. Хора пӳс, черный коленкор. N. † Хусанах та лавкки хушшинче вĕл-вĕл вĕçсе юлчĕ хура пӳс. Альш. Асанне, мĕнле пӳрт вăл, çине пĕтĕмĕшпе хура пӳс витнĕ, тет. || ЧП. Тар юхать те, пӳс пулать.

алă валлли

, ал-валли, (алы̆ вал’л’и, ал-вал’л’и), partes parvae hostiae immolatae aliorumque ciborum, quibus diis res divina fieri solet, quae omnibus iis, qui sacrificio intersunt, distribuuntur et precatione facta ibidem religiosissime comeduntur. Стюх. Чув. 19. „Эти розданные по рукам присутствующих на молитве части от жертвенного мяса, вместе с частицею лепешки, называются по чувашски „ал-валли“, что значит: ручная часть или частица. После раздачи частиц глава семейства и прочие члены семьи встают на молитву. Молитву произносит только сам хозяин, а прочие стоят молча, но все, как сказано выше, должны быть в кафтане или в другом каком верхнем платье. По произнесении положенной на этот случай молитвы, все присаживаются на лавку в ряд, и с благоговением съедают частицы мяса и лепешки. При этом строго наблюдается, как бы не обронить крошек, так как это считается величайшим оскорблением для того божества, кому была принесена жертва“. V. Рекеев, V. 8. Альш. Пиçсен. Хурне кăларса тиркĕ çине хураççĕ, пĕчĕкçĕрех тиркĕпе пашалу. Вара хуранне пăттипе сĕтелĕн сылтăм енне лартать. Пиçнĕ хурне тир кĕпе алла тытать, сĕтел таврарах (умнерех) тăрса кĕл-тăвать. Кĕл-тунă хыççăн хура каскалать. Унтан хай каланă пек кăкăрĕ çинчи ашне, пакартине, пашалу; миçе çын, çавăн чухлĕ пай туса, алла тыттарать çав виçе япалана. „Алă валли“ теççĕ ăна. Ăна валеçсен пурте тăрса кĕл-тăваççĕ. „Паçăр пĕтĕмĕпеччĕ, халĕ ала валлипе; эпир çитерейменнине алă валли çитертĕр. Çырлахах, Мăн Кĕл-илен; савса панине савса ил; айван кĕллĕмĕре хапăл ил“, тет. Пуççапаççĕ (тайăлаççĕ-кăна) те çиеççĕ. Кашма сараççĕ çерем çине, ларса çиеççĕ пăттине те. Когда сварится. Вынимают гуся и кладут его на блюдо; (при этом бывает положена) на небольшом блюде лепешка. Потом он ставит котел и кашу по правую сторону стола, берет блюдо с вареным гусем в руки, становится поблаже к столу и произносит молитву. После молитвы он разрезывает гуся на части. Потом, как было сказано выше, он разделяет мясо с груди гуся, его желудок и лепешку на части, по числу присутствующих, и раздает каждому из них эти три предмета. Это называется ручными частями. После раздачи частиц все встают и молятся. Он говорит: „Давеча было (моление) целым гусем, теперь ручными частями. Пусть ручные части дополнят то, что нами было опущено. Помилуй. Великий Жертвоприимец [т. е. приниматель великой жертвы, приносимой от великаго душевнаго мучения (тарăхса)]! Прими с любовью то, что мы тебе с любовью приносим; прими нашу нескладную молитву!“ Они кланяются (не в землю) и начинают есть. Расстилают на лужайке кошму, садятся и едят также и кашу. Ib. Алă валли: 1) пэшалу, 2) ашĕ (кăкăрĕ çинчен), З) пакарти (хурăн) е пĕверĕ (пысăк выльăхăн). Ручные части (состоят из): 1) лепешки, 2) мяса (с груди), З) желудка (гуся) или печени (крупного животного). Эта последняя заметка в рукописи сначала написана, потом похерена. Менч. Чист. Çак кĕлле кĕл-туса пĕтерсессĕн чашăк çинчи çăкăра, чăкăта каскаласа ал-валли тăваççĕ. Вăл ал-валлисене пӳртри çынсене пурне те валеçсе параççĕ. Алă валли валеççĕ пĕтерсессĕн тата тепĕр хут пурте ура çине тăраççĕ те, ал-валлипе партак асăнаççĕ. Ал-валлипе асăнакан кĕлĕ ак çапла пуçланат: „Эй ырă туррă(м), ырă пӳлĕхĕм! сана ал валлипе асăнатпăр, витĕнетпĕр. После этой молитвы разрезывают хлеб и сыр, находящиея в чашке, и делают ручные части. Эти части раздают всем присутствующим в избе. После раздачи ручных частей все опять встают на ноги и творят краткую молитву с ручными частями. Молитва эта следующая: „О святый боже, о святой разделитель! мы поминаем тебя с ручными частями и к тебе прибегаем“! (Из обряда „ача ят хуни“). Чăв. кĕл. Çакă алă валли çитертĕр, çӳлти турра асăнатпăр. Пусть эти ручные, части дополнят (то, чего не достает); мы молимся небесному богу. (Из моления „Вăкăрпа учӳк“). Сиктер. Хĕвел тухăçнелле тăрса мĕн пур халăха алă-валли валеçсе пачĕç те, кĕлле ватти-вĕттипе тăчĕç. Обратились лицом к востоку, роздали всему народу ручные части, и все, старые и малые, стали на молитву. (Из „тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳктунă йĕрке“). „Алвалли“ — ломоть хлеба на кайăк чӳк в Ядр. у. Н. Лебеж. † Виç хĕл каçан такине алă-валли тумашкăн килтĕмĕр. Мы приехали, чтобы наделать ручных частей из их барана, которому исполнилось три зимы. (Из „саламалик“, речи которую произносил на свадьбе „мăн-кĕрӳ“]. Сиктер. Вара чӳклекен алă-валли аш касса илет, пĕчикçеççĕ татăксем: чĕрине, пĕверне, кăкăр ӳтне, пуçĕнчен, хӳре-чиккинчен (от репицы); вăл аш татăкĕсене пурне те кĕлĕ тунă чух алă çинче тытса тăма парать. Хăй вара çĕлĕкне хул хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕлĕ тума тытăнать еtс. V. Магн., 61.

Киштек

(киштэк), назв. селений: Чăваш Киштек(ĕ), назв. д., Степной Кишак, б. Буин. у., Вырăс Киштек(ĕ), назв. с. Русские Кишаки, б. Буин. у. К.-Кушки. Киштекре выртса каян ырăсем. N. † Хирте çĕлен шăхăрат, Киштексенĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать. Альш. Пăрăнтăкран тухса асла çулпа пĕр виç-тăват çухрăм пек килсессĕн тата чăваш ялĕ пур — Киштек. Рекеев V, 10. Киштекри ырăсем. См. кĕлĕ илен.

ӳт илен

ӳт илекен курăк, назв. растения, verbascum thapsus. П. И. Орл. Ӳт илен курăк. Сурана, çĕçĕ-мĕн алла кассан, çак курăка, вĕтĕ çăнăх пек тӳсе, сапаççĕ. Чертог. Ӳт илекен кȏрăк ― растение, лист которого зеленый; оборотная сторона с белыми волосками, густо усеивающими ее, и потому она бледнее. Назв. ӳт илекен корăк есть в Шибач. и Тюрл. Нюш-к. Алла урана кассан, ӳт илен теекен курăкпа çыхса тӳрлетеççĕ.

лапăрт

(лабы̆рт), подр. хлюпанью воды. КС. Атта шыв кĕрсен, лапăрт! тăвать (в Сред. Юм.— шыв пит нăмай кĕрсессĕн). СТИК. Лĕпĕркке, шĕвĕ япалана алăпа-и, япалапа-и пĕр майĕпелле кăна пăтратсан, т. е. аллăна пĕр майнелле хытă ярсан, унтан кăларан та, каллах тепĕр хĕрринчен чиксе ху патналла хытă туртса илен. Çапла тунă чухне лапăрт! лапăрт!.. тутаран пулат. (Питех шĕвĕ япала пулмасан урăхтарах сасă). См. лăпăрт. || Подр. локанью. Сред. Юм. Кошак шыва лапăртлапăрт! тутарса ĕçет. || Подр. полёту сороки. КС. Чакак лапăрт, лапăрт! туса (или: тутарса) вĕçет. См. лăст.

Кив-Мускав

встр. в народной словесн. П. И. Орл. Ăçта каян, паваршк? — Кив-Мускава пасара. Кив Мускавра мĕн илен? — Тимĕр хапха, йĕс тăпса.

мăн-кĕл-илен

назв. божества. Альш. Ман-кĕл-илен: „аслă кĕлле, тарахса тăвакан кĕлле, пысăк кĕлле илекен турă“, тени пулать. Ib. Ырă паран мăн-кĕл-илен, савса панине савса ил, айван кĕллĕмĕре хапăл ил; çунатлă кайĕкĕпе тав тăватпăр, пуççапатпăр, ăшă питĕмĕрпе, тутлă чĕлхемĕрпе. Ib. Мăн-кĕл-илене çунатлă кайăк.

йăш-яш

подр. скользящим движениям вырываемой из рук вещи. Сред. Юм. Йăш-яш торткаласа илен эс, пĕр те чипер иле пĕлместĕн! (быстро вырываешь из рук гладкую вещь).

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илен

(ил’эн'), назв. костюма. . Чек. Илен — короткий халать с рукавами у девушек и старух, из синей матери носят на праздниках. На свадьбе хĕр-çуммисем надеваютт, «илен», перевязываются «симĕс пиçиххи», надевают «тухья», сверх тухья «калпак» (особый головн. убор). СПВВ. Вăрăм илен тăхăнса, вăрăм пулăп, терĕнем? СПВВ. «Илев = пустав сăхман, шупăр». И. С. Степ. «Илен — одежда». † Илен тăхăн. СПВВ. Илен — хĕрарăмсем тăхăнаççĕ. СПВВ. ПВ. «Илен, кăтат, хыс, шупăр — одно и то же почти». N. Атте аппана илен илсе янă.

Илен

Ильин день. Шурăм-п., № 19. Паранкă Илен-кун тин çиме пуçлаççĕ (20 июля). Юрк. Илен-кунĕ çумăр пулсан, çулталăках йĕпе пулать.

илен

отсюда: илен-каяк, назв. какой-то птицы. Салакайăк салатать, илен-кайăк пуçтарать. (Послов.). В моей книжке: «Ваттисем каланă сăмахсем» (стр. 36) значение отогослова передано (в сноске) неправильно.

илен

неизв. (испорченное?) слово. Н. Лебеж. † Ӳсрĕмĕр кантăр пек, салантăмăр илен пек.

илеш

(ил’эш), то же, что илен. Баран. 99. Лаша хуçана пит илешет: ăна вăл темиçе çултан та паллать. Серг. Рад. Вĕсем те ăна илешнĕ. N. Çак вир çине тăрнасем илешеççĕ. N. Пирĕн киле вуникĕ пуçлă çĕлен илешнĕ, тет. В. Буянова. Курва-курва хĕрсене мишер таркăн илешнĕ. Баран. 44. Анана сĕлĕ çиме вĕреннĕ упа илешнĕ.

Илин-конĕ

Ильин день. Б. Олг. Илин конче ĕлĕк вут (сено) çолма, тыр вурма, поса татма каятпăр. Т. Исаев. Илин кунĕ пăрçа хутаççи тулнă вăхăтра пулать, вăл праçнике урăхла «Илен кунĕ» теççĕ. Вăл эрне-кун пулать. Этот праздник, кажется, зовут и «Енчел»).

илĕн

описка вм. илен? Собр. 3540. Çав çаврака çаран çинче мăшăр кайăк пур, теççĕ; ир тăрсан та çаклатать, каç тăрсан та çаклатать, епле илĕнсе епле пурăнам?

имен

(?), неизв. сл.; отсюда: имен-каяк, назв. какой-то птицы. Богатыр. Сала-кайăк салатать, имен-кайăк пуçтарать. (Послов.). См. илен-кайăк.

ум илен курĕк

(на ярлычке — у. и. курăк), трава от порчи, называемой «ум илни». П. И. Орлов и Д. С. Сергеев. № 41. Ум илен курăк (sedum acre) е этемме, е выльăхсене илсен ăслапа юçĕтсе ĕçтерес пулать.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

заразиться

глаг. сов.
1. чир ерт, чир туп, чирлесе кай (ерекен чирпе)
2. (син. воспринять) илен, хăпартлан (çын тĕслĕхепе); заразиться общим весельем пуринпе пĕрле савăн

привыкнуть

глаг. сов.
хăнăх, илен, вĕрен; привыкнуть рано вставать ир тăма хăнăх

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

повадиться

-жусь сов. илен, илеш, вĕрен.

поддёвка

ҫӳхе сӑхман, пӗрмеклӗ сӑхман, халат; женская суконная поддёвка йӗлен (илен), хыс, сӑпӑн.

привыкать

к кому, к чему несов., приникнуть сов. хӑнăх, илен, вĕрен; заставить привыкнуть хӑнӑхтар, пиҫӗхтер; привыкает к работе ĕҫе хӑнӑхать.

привязаться

-жусь к кому, к чему сов., привязываться несов. 1. ҫыхӑн, кӑкарӑн; веревка плохо привязалась, завяжи потуже вĕрен начар ҫыхӑннӑ, лайӑхрах ҫых; 2. илен, ҫулӑх, ҫыпҫӑн.

приручаться

несов., приручиться, -чусь сов., илен, алла вĕрен.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

повадиться

сов. разг. илен, вĕрен, илеш; лиса повадилась в курятник тилĕ чăх витине иленнĕ.

прельститься

сов. кем-чем илен, сăхлан, ăмсан; прельститься чужим çынăнне сăхлан.

привыкнуть

сов. 1. с неопр. (приобрести привычку) хăнăх, вĕрен, хăнăхса çит (е пыр), вĕренсе çит; заставлять привыкнуть к кому-чему. хăнăхтар; привыкнуть к работе с молодых лет çамрăклах ĕçе хăнăх; 2. к кому-чему и без доп. (свыкнуться) хăнăх, вĕрен, çулăх, илен; привыкнуть друг к другу пĕр-пĕрне хăнăхса çит; привыкнуть к рукам (о ребёнке) алла вĕрен.

привязаться

сов. 1. (привязать себя) кăкарăн, çыхăн; 2. к чему çыхăнса лар, касмăкланса лар, тĕвĕлен; верёвка хорошо привязалась вĕрен лайăх тĕвĕленчĕ; 3. к кому-чему, перен. (привыкнуть; пристать) çулăх, илен, çыпăç, çыпçăн, çыхлан; он привязался ко мне вăл ман çума çулăхрĕ; ребёнок привязался к няне ача няньăна иленчĕ.

приохотиться

сов. разг. хавхалан, хаваслан, илен, хăнăх; приохотиться к чтению кĕнеке вулама хăнăх.

приручиться

сов. алла вĕрен (е илен, хăнăх); медвежонок быстро приручился упа çури часах алла иленчĕ.

пристать

сов. 1. к кому-чему и без доп. çыпçăн, çыпăç, лар, сырăн, сăр, сăрса ил; краска плохо пристала сăрă лайăх ларман; к платью пристала грязь кĕпене пылчăк çыпçăннă; 2. к кому, разг. (о болезни) ер, тив, çыпçăн, çаклан; пристал кашель ӳслĕк ернĕ; болезнь пристала чир çакланчĕ; 3. к кому-чему, разг. (обращаться с просьбами, надоедать) çулăх, çыпçăн, тапăн, йӳтет, хупла; к нему пристал какой-то человек ун çумне темле çын çыпăçнă; пристать с вопросами ыйту парса хупла; что ты пристал ко мне? мĕн эсĕ ман çума çулăхрăн?; 4. к чему и без доп. (причалитьо судах) пырса (е çитсе, килсе) чарăн (карап-кимĕ); 5. (примкнуть, присоединиться) ер, пырса ер, илен, ерсе пыр; корова пристала к чужому стаду ĕне ют кĕтĕве ернĕ; не пристало вам так говорить сире апла калани килĕшмест.

пристраститься

сов. к чему илен, вĕрен, хăнăх, явăç, ер.

соблазниться

сов. 1. чем, на что и без доп. (прельститься) илен, (илĕртни) хыççăн кай; соблазниться на лёгкий заработок çăмăл укçа хыççăн кай; 2. с неопр. и без доп. (поддаться соблазну, искушению) çаврăн.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

илен

1. «повадиться»; 2. «привыкать», «привязываться»; др. тюрк., КБ, Зол. бл., кирг., казах., узб. ийлен, азерб. илиш «привязываться», «поваживаться», «приучаться», «прилепляться», «прицепляться», «повиснуть»; др. уйг. илин «прицепляться», «приставать», узб. илин, илаш «приставать»; башк. эйәләэш, тат. иялэн «привыкать», «повадиться», «осваиваться», «обживаться». Илен, возможно, представляет форму возвратного залога от глагола ил (др. тюрк., кирг., алт., казах. и др.) «зацеплять», «прицеплять»; в башк. и тат. этот глагол мог произойти от существительного эйэ, ия «хозяин», «владетель». Вамбери производит его от ил «народ», «люди»: илен, илин «привязаться», «присоединяться к людям» (EWTS § 42).

йĕлен

, илен уст. «старинная суконная поддёвка женщин»; башк. елән «женский халат», казах. желен «мужская верхняя одежда».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тăкакне сапла

Тăкакне сапла [вит] покрывать / покрыть расходы [убытки].
Çул тăкакĕсене саплама вăл малтан сурăхĕсене сутнă, унтан — лашине. Хв. Уяр. Ĕçлен кунĕпе — илен пилĕк пус, Ăçтан эс унпа витен тăкакна? С. Элкер. Выльăх-чĕрлĕх начар, вĕтĕ, хăйĕн тăкакне витме пултараймасть. Н. Патман.

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Илентей

яз. и. м. Патраклă, Городище Б., Рекеев, Ялюха, Рысайк., САСС (Ашм. Сл. III, 105): Илен + -тей.

Илентюк

(Илентюк), яз. и. м. Рысайк. (Ашм. Сл. III, 105): Илен + -тюк.

Çавăн пекех пăхăр:

илемсĕрлен илемсĕрлентер илемсĕрлет илемсĕррĕн « илен. » иленкĕ иленкĕллĕ Илентей илентер Илентюк

илен.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150