Шырав: илсен,

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

пĕтĕмĕшпе

в общем, в целом, всецело, целиком
сполна
полностью

ыйтăва пĕтĕмĕшпе илсен — если взять проблему в целом
пĕтĕмĕшпех килĕш — полностью согласиться
пĕтĕмĕшпех литература ĕçне куç — целиком посвятить себя литературе
ман ура пĕтĕмĕшпе бинт айĕнче — у меня нога забинтована
ку пĕтĕмĕшпех сирĕнтен килет — это всецело, целиком и полностью зависит от вас

уйрăммăн

отдельно, раздельно
в отдельности

уйрăммăн çӳре — ходить в одиночку, отдельно (от других)

уйрăммăн илсен —
1) если брать в отдельности
2) вводн. сл. в частности
уйрăммăн илсен, стройкăра рабочисем çитмеççĕ — в частности, стройка нуждается в рабочих

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

-сайран

послелог. со знач.: каждый, еже.— Его разновидности: саран, сарен, серен, сейрен. В лит. языке употребляется разновидность серен, притом всегда слитно: каçсерен, каймассерен. С. Айб. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, килмессайран чунăм савăнать. Ib. † Тупăлха турта, тура лаша, туртмассайран турти авăнать. Турх. Ирсайран. ЧП. Сехетсайран. ЧС. Эпир çиçĕм çиçмессайран хăраса: эй турă, ан пăрахсам, тесе, сăх-сăхатпăр. Сред. Юм. Праçник сайран çĕнĕ кĕпе илсен, кăçта окçа çитерес ман сирн валли. N. Эс çын сайран янă писмăна исен...

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

суйпике

(из суя+пике), то же, что суя аки. Хурамал. Суйлакана суйпике лекнĕ, тет, теççĕ, япалана суйласа илсен те, аламине (начаррине) тĕл пулсан. Батыр. Суйлакан суйпике илнĕ, тет. (Послов.). См. пике.

сума су

класть в счет, т. е. почитать, уважать. Собр. Сылтăм уринчен тытса тайăлсан: укçа ытат, тесе, ан калăр; сулакай уринчен тытса тайăлсан (того, кому кланяются), сума сумас, тесе ан калăр. СПВВ. ПВ. Сума сăвас, в счет класть. Самар. Пĕр-пĕрĕре сума суса пурăнăр. N. Ĕлĕк хăйне лешсем сума суманнине асне илсен, вĕсенĕн айван ăсĕсене ыттисене пĕлтересшĕн, хайласа калаçма тытăнчĕ, тет. Кратк. расск. Вăл ывăлĕ унăн ашшĕпе амăшне сума суман çын пулнă. Учите детей. Ашшĕ-амăшне пĕрре те сума сумарĕ. Юрк. Этем хăй арăмне хăй пеккинчен туманнине пĕлсен, пĕрте сума сăвасшăн, пăхăнасшăн мар! тет (хăй ăшĕнче). Ib. Хăйсенчен кĕçĕн çынсене, юрлисене, вĕсем пек пуласса сунмасăр, сума та сумарĕç-тĕр. Н. Якушк. † Ерехмет сума сунăшăн, ерехмет хисепленĕшĕн.

сӳс варĕ

назв. сорта кудели. Сред. Юм. Сӳс варĕ тесе, тылласа хôнă çôрăмăнне çиелти начартараххине шăртласа илсен, ôн хыçĕнчен лайăхрах сӳсе шăртласа илнине калаççĕ.

сӳс вăта çĕрĕ

назв. сорта кудели. Сред. Юм. Сӳс сôрăмĕнне тôльне, варне шăртласа илсен йолакан лайăх сӳсе вăта çĕрĕ теççĕ.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăр

(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.

сăрккавушкă

сороковушка, сороковка, сороковая часть ведра. Альш. Эрех те Мишкапа илсен, сăрккавушкă ытлашшине параççĕ витре çине.

çавăрса ил

окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.

çемçел

(с’эмз’эл’), смягчиться, размягчиться, стать мягким. Сред. Юм. Пошăта шывва пăрахрăм та, çемçелнĕ пăртак. Изамб. Т. Усем (лошадь) таптанипе кĕлтесем çемçелеççĕ. || Стать вялым, дряблым. N. Хăяр ялт çемçелсе ларнă. Соленые огурцы стали дряблыми. || Ослабеть, обессилеть. С. Айб. † Çӳресе çемçелми çӳрен ут, калаçса уйăрăлми савнă тус. || Расчувствоваться. Ск. и пред. чув. 69. Çӳхе тути кулнă чух каччă чунĕ çемçелет. N. Çыру исен (= илсен) те хакла тăрат, и пăртак чĕре çемçелет.

çыру çӳрет

переписываться. Юрк. Халĕ ĕнтĕ, хăнтан çыру илсен, атĕрĕсне те чиперех пĕлсе çитсен, час-часах çыру çӳреткелеме шухăшăм пур. N. Яланах хăвăр хушшăрта çыру çӳретĕр. Кан. Тутар кĕнеки уйрăмĕсемпе çыру çӳретсе паллашас.

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çул

çол хватать. См. çăл. КС. Çуçĕнчен çулса илтĕм те, лайăх тăпăлтартăм. Пшкрт: хол’џ̌ы̆ чэ̆ппӓ солзилчэ̆ т̚ӓ сэ̆клӓзӓ ҕары̆. Ib. с’олзиыл! Хватай! Ерк. 141. Анчах халĕ мĕн куран: йăвама тустарса, чĕппĕме-хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка. Яндоби. Уна вара тарçисем çолса тытнă, патша патне илсе кайнă. Ib. Иван ăна çолса тытрĕ, кайăкăн тĕкки тухса юлчĕ, тет. Пус. Пĕр тăмана пычĕ, тет те, çиях пуçларĕ, тет, тырă. Старик çулчĕ-тытрĕ, тет, тăманана. Якейк. Микколай окçи хот окçи, Ямаш çинче вăй выллят, никам çавăрса тытимар! Мари çолса тыттăрĕ. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çулса тытнă (ухватил). Панклеи. Çолтăм-илтĕм кашкăр хӳрине. Кашкăр тортăнма тапраттĕр. Капк. Труках хыçалтан çулса илчĕ, тет. Якейк. Çолса илсе, тылласа анчах тăкăп. (Угроза избить). Кан. Кăкăртан çулса тытнă та, икĕ хуччен чышнă. М. Тув. † Туми шупăр — шур шупăр, Тумкă çинче вăл вĕçет; никам çулса тытаччен, Терентти çулса тытăрĕ. || Переносно — задевать. N. Тата ăçта-мĕн пĕрле пухăнса ларнă çĕрте пĕр çынна çулса илсен (если за него примутся), ăна вара персе чиксе путарсах антараççĕ. Çав çынна айăплани, çисе калаçни — вăл вĕлерни пулать ĕнтĕ. Собр. Яла килнĕ мур пĕр ĕнешĕн уйăрса каяймĕ, пурне те çулса илĕ, теççĕ. (Послов.) СТИК. Мана çулса илмерĕç-и? (Çулса илес, схватиться за кого-нибудь в разговоре, задеть чью-либо личность, приняться жарко спорить, ругаться.

çур

(с’ур), то же, что çывăр, çăвăр, спать. СПВВ. ТА. Çурас = çывăрас. Сятра. Пĕр çĕнĕ-çын кăнтăрла вус аньа (= ăвăс айне, под осину) кĕрсе выртса, тет те, çурат, тет. Шибач. Выртрĕç те çурчĕç. Сятра. Хытă çурса лартса (выспался), кăнтăрла выртса та! Ала 29°. † Ай, аки, сарă аки! Илсен ман арăм полмăн-ши? Çурсан, ачи польмĕ-ши? N. Вонпĕр сахатра тин çуратпăр (ложимся спать), онсăрăн ĕç пĕтмес. Сĕт-к. Сурни (спанье) путьăнлах полмар, ахаль йăванкаласа выртрăм анчах. (В Якейк. этого оборота нет). || Застояться (о крови), одеревенеть (о ноге, руке). Шибач. Йон çурчĕ. N. Ура çурнă.

çăм

(сы̆м, с’ŏм), шерсть. Мункачи. † Атте панă хĕрлĕ сорăх, тытам-илем çăмне тенĕ чохне, хĕрлĕ янкар полса выртрĕ. Сред. Юм. Çорконне сôрăх çамне илсен, çĕнĕрен шăтнă çăмĕсĕм пăртак ӳссен: сôрăх çăмĕ тĕкĕннĕ, теççĕ. Янтик. Эс хăш май шăлтăн кушака? — Çăмĕ май (çăмне хирĕç, т. е. по шерсти или против шерсти). N. Çăмĕ май (çăмне май) шăл. Гладит по шерсти. || Волосы (не на голове). N. Хул айĕ çăмĕ, т. ыт. те.

çăм тăрри

шерсть, которая остается после стрижки на овце и впоследствии выпадающая. Сред. Юм. Çôркôнне сôрăх çăмне илсен, çамрăк çăмĕ шăтса тôхсан, хайчăпа илнĕ çăм тĕпĕ тăкăнма пуçлать, çавна çăм тăрри теççĕ.

çĕве шывĕ

сыворотка. О сохр. здор. Сĕтрен, тăпăрчăран çăва уйăрса илсен, çĕве шывĕ юлать. N. Çĕве шывĕ = тăварак шывĕ.

çăлен чĕлхи

наговор против укуса змеи. Н. Богданов. Çĕлен чĕлхи. Çĕлен сăхсан выльăх та, этем те шыçăнса каять, ун шыççи хытă тăрать, алăпа пуссан, латăртатса путать. Пуссан, путать те, алла илсен, каллах хăпарать. Ăна малтан шывпала вĕрсе вĕçтереççĕ, унтан уçлам-çу çине вĕрсе, ăçтан çĕлен сăхнă, çавăнтан вĕрнĕ çуне сĕреççĕ. Вĕрнĕ чухне çапла калаççĕ: куçран, хаяртан, хаяр куçран усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать, ырă кун пар, ырă çул пар, ырă сехет тĕлне ту, усала-тĕселе сир, турă хушнипе вĕрнĕ чĕлхем сипетлĕ пултăр; турăран ырăлăх, этемрен сиплĕх; çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, кун таврăнать — таврăн, çĕр таврăнать — таврăн, хĕвел таврăнать — таврăн, куçран, хаяртан, хаяр куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, çул хаярĕнчен, (?) хаярĕнчен, ăншăртлă хаярĕнчен, ăншăртлă тул хаярĕнчен, усал сехмет çулăхнипе таврăнать, ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Курм. Çĕлен чĕлхи соратăп. Туй хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Чохăн хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Пшкрт. Çетмĕл те пен ылтăм кĕрепĕç, ылтăм кĕрепĕçре çетмĕл те пен ылтăн пакча. Çетмĕл те пен ылтăм пакчара çетмĕл те пен çатма. Çетмĕл те пен çатмара çетмĕл те пен ылтăм çăмарта. Она хăнча ылтăм хĕлĕк веттĕр сăкса полтарат, он чокня сăкса полтартăр. Хора çĕлен шуйĕ хора тенĕсре, манăн кон пăк (дальше повторяется: кĕмĕл кĕрепĕç, пăхăр кĕрепĕç и т. д.).

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

тавçăр

(-з’ы̆р), то же, что тавçар. V.S. N. Ку сăмахсенчен тавçăрса илсен, çав вăхăтра...

тансăр-тĕнсĕр

неравный. Сĕт-к. Холăсене уçласа (= ывăçласа) илсен, тансăр-тĕнсĕр полаç. Çутт. 19. Кĕлте кучĕ тансăр-тĕнсĕр, илемсĕр пулать. Ib. Кĕлте тансăр-тĕнсĕр пулнăшăн ан пăшăрхан.

тинĕс таппи

сиктерет. || Ст. Чек. Тапă, шустерне ларат (вод. мельн.). || Водопой (скота). || Шпоры петуха. Б. Олг. Атан таппи. || То же, что тавă. СПВВ. Сурăхсен çăмĕсене илсен, кайран пĕр уйăхран çăмĕсем пĕр çĕре чăмăрккаланнине тапă теççĕ.

тевет

(тэвэт, т’эвэт’), назв. женск. Убора — лента, украшенная монетами и надеваемая через левое плечо. Изамб. Т. Альш. Суллахай хул-пуççи çинчен сылтăм хулайне (чалăш) тевет (умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ эрет, тата шăрçа пуснă, тата çавăнтах юнашартарах çиччĕ-саккăр, тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем, çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук; тевете тăхăнмалла). ЩС. Тевет — широкая лента, перевешиваемая через правое плечо (шăрçа, нухрат, ял-тăрка, хурт-куççи). СПВВ. Тевет; хĕрсем хул çинчен çакаççĕ. Начерт. Тевет, лента, убранная бисером, коею препоясываются женщины, наподобие орденской ленты. Слеп. Тевет (чалăшла çакаççĕ; хор-поççиллă, тенкĕллĕ, хĕрлĕ сентелтен). Янш.-Норв. Тевет хĕрĕнчи шур, кукăр-макăрлă кăвак тытнă пукранка (тесьма). Теветĕн икĕ вĕçĕ пĕр çĕре сыпăнакан вырăнти „йыт пулли тĕрри пусма“ илсен, çав луччă тӳсекенччĕ-ха, теççĕ. Тевете хĕрарăмсем туй хĕр-çумми ларма çакса кайнă. Тевете сулахай хул-пуççи çинчен каялла туса çакса кайнă. Алших. † Тевет, тевет тиеççĕ, тевет çакки час пулмасть. N. Тевет, тевет тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă — хĕр, сарă хĕр тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас (не достанется вам, не попадет в ваши руки). Зап. ВНО. † Çуракине çитсессĕн, трр...и, трр...и! тăри сасси; хĕр вăййине тухсассăн, чăнкăр-чăнкăр тевет сасси. Ib. † Тевет, тевет, теветсем, эсир пурте пирĕншĕн, анчах телейшĕн кăна. Ib. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çекленмест (не достанется); сар хĕр, сар хĕр, тиетĕр, сар хĕр сире çекленмест. Ск. и пред. чув. 69. Шăпкăр-шанкăр теветне хул-пуççи урлă ярать. Собр. 253. † Çийăм тулли теветĕм пур, сире халал тăвас çук, хĕвел карти пултăр-и! Кĕвĕсем. Ман теветри пилĕк тальăр — пилĕкĕш те пĕр манир. Байгул. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир. См. Золотн. 241.

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

тытса тăр

стоять и держать. N. Пĕри лашана тытса тăчĕ, тепĕри лавĕсенĕ пăхса илчĕ. || Задерживать. N. Эсĕ çак пиçмона (= çырăва) алла илсен, пĕр кун та тытса ан тăр, часрах çырса яр. N. Нумай тытса тăтăм. Çиленмесен юрать, тесе калать, те. Я долго продержал (книгу); скажи ему, что я прошу у него извинения. Скотолеч. 35. Тата хĕлĕх е çăм-тĕк таврашĕ çунтарса, тĕтĕмне сăмса патне тытса тăрас пулать.

тилçе

назв. болезни. Изамб. Т. Лашана тилçе пулсан, хăлхи шăтăкне тăвар яраççĕ, тет. СПВВ. ТМ. Тилçе – çăпан ячĕ. Ӳте пĕтĕмпе кăрчанкă сырса илсен: тилçе сырса илнĕ, теççĕ. Тилçе тесе усал йĕрĕхе те калаççĕ. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Тилçерен, усалтан, усал сывлăшран. || Бранное обзывание. („Чудовище, существо все разрушающее. Теперь оно уже многими забыто и употребл. только грубыми людьми“). Хорн.-Шигали.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

тур

то же, что Турă, бог. Эпир çур. çĕршыв 51. Туртма пĕлсен — тур пулăн, пĕлмесессĕн — пĕт пулăн. N. Эпир паян той ачи, ыран эпир ĕç ачи; той ачине тор хошнă, киле пырсан, тор чарать,— тесе юрланă ĕлĕк. Сред. Юм. Тор хăй ал тортрĕ поль пире. (Гов., если случится несчастье). || В чувашизмах. Сред. Юм. Ха, тор корашшĕ, она та олталаса кайнă-и-ха? Качал. Йăванĕ: рас! рас! тесе çапать, тет. Хĕрĕ вара: тур пул, ан тив, тур пул, ан тив, тесе виçĕ хут каласан тин чарăнать, тет. Орау. Ах тур-тур-тур! Никам та килсе пулăшакан çук! Тур пулăр-ха, тархашшăн! Çăнăх кăрманне те пулсан кăларса парăр (просила одна женщина во время пожара). Сĕт-к. † Сакăр така пусакан — сар кĕрĕксĕр йолакан, сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Инке арăма тор пăхтăр (кортăр), осал та полин хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Разум. Кăçта карĕ çав тор çапашшĕ хĕрĕ. Ib. Ах, ко тор çапашшĕне, йытă çиешшĕ ачине. Сред. Юм. Тор çаптăр-а мана (ах, дери тя горой), пасăр хам кайса хонăччĕ, халь шырап-шырап, арран топрăм. Цив. Тур таташши! КС. Тур таташшĕ. Орау. Ах тур таташшĕ! мĕн хăтланса çӳрет мур! Патак илсен, юнтарттарăп эп сана. Шорк. Ай тор хоплашшĕ! чут манса каяттăм. || Икона. N. Ялавлă турсемпе пуп таврашĕсем (тухнă).

тур калаш

„по божьему велению“. N. Япалана пĕрне парсан: мăшăрлă пултар, иккĕ пар, тиççĕ; иккĕ илсен, тур калаш виççĕ, виççĕ пар, тиççĕ.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăрăлтаттар

ехать быстро, с шумом, мчаться. Альш. Качака сутакансем те ку кайăк хыççăн хăваласа тăрăлтаттарса кайрĕç, тет. СТИК. Тăрăлтаттарса пырат (быстро мчится на телеге). Юрк. Чыкан упине чашлаттарса сăптăрса илсен, пирĕн çӳрен лаша та: хама сăптăрчĕç-тĕр, тесе хăраса, малалла ыткăнса тăрăлтаттарса кайрĕ-çке. || Быстро рассказывать. Чист. Тăрăлтаттартăм кăна (быстро сказал урок).

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хулăм

калым. N. Каччă ашшĕсем хăйсемпе пĕрле хулăм укçине илсе пыраççĕ, вăл укçасемпе вара хĕр çемйисем парне тăваççĕ. Янш.-Норв. Хулăм мĕн чухлĕ паратăн? Пшкрт. Мĕн чольă холăм парса. ЧП. Хĕр хулăмĕ. || Сред. Юм. Тавар илсен, мĕн чул патăн-ха куна, тесе калассине, хулăм хаклă-и, тесе ыйтаççĕ.

хулăннăш

толщина. N. Çӳхе чĕлĕ касса çисен, тăранаймасть, унăн тата çиесси килет; чĕллине вăл пĕр виçĕ пӳрне хулăннăшрех касса илсен, тăранать.

хупăрлан

покрыться, закрыться. Хăр. Поль. 32. Урисем йĕпе тăмпа хупăрланнă. Çутт. 81. Паян тĕнче урăхланнă, шурă тумтир тумланнă симĕс калча хупăрланнă. Сред. Юм. Çанталăк хупăрланса çитрĕ тесе хĕвел курăнми пулсан, çăмăр пĕлĕчĕ пур енчен те хупăрласа илсен калаççĕ. Кан. Хура пĕлĕтсем тискерĕн хупăрланса килсе пĕтĕм çанталăка хупăрласа илеççĕ. || Спрятаться. Т. II. Загадки. Пĕр сăпка айĕнче тăваттăн пĕр тăван çăмăртан хупăрланса лараççĕ. (Ĕне чĕччисем). || Прижаться. N. Пĕр кĕтесре хĕсĕнсе хупăрланса тăратпăр. || Орау. Мĕн кунĕпе пуртре хупăрланса ларатăр. || Собраться. Хорачка. Выльăхсем лăка хопăрланса тăраччă (поçтарăнса).

хур

хор, обида. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Тытам касам тенĕ чух хуралăç пырса хур турĕ. || Поношение, хула; позор, унижение. N. Çын хурри, людское поношение. Шел. II. 60. Е киле кайса кĕрсе ĕмĕр çын хурри пулса пурăнмалла. Ib. 61. Вĕреннĕ ача чухăн çын ачи пулсан та, чухăн çын хĕрне илсен те хур пулмасть. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасем пĕр нуша курмасăр хур пулмĕ. Пĕр нуша курнă пулсассăн тăхăр тăшман хурĕ вăл пулмĕ. Никит. Çынсем пурте мантан мăшкăласа кулаççĕ, эсĕ ан мăшкăлах, Макçăм хурри ан тăвах. Альш. † Çĕнĕ кассен хĕрĕсем каччă хурри пулайрĕ. N. † Ухă пек пĕвве ӳстертĕм, çичĕ ют хурри пулайрĕ. N. Манăн çапах çын хурри пулас марччĕ-ха. N. Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ. || Жертва. Баран. 123. Тутлă ашне кура, вĕсем (птицы) пăшал хурри пулаççĕ. || Несчастье, беда. Бес. чув. 15. Вăл шухăш, çунман пулсан тахăçанах вырăва (ĕçе) килмелле те, анчах çунни ăна хур турĕ. Альш. Ăна каллах Каша таврашĕ пит хур тăвать, çапла иртес тенĕ çынна нимĕнпе иртме памас, иртме тытăнсан вăл та чуптарать, хыçран пырсан ытла хуллен хăвалать лашине. || Страдания. Ст. Чек. Асăнмасан хур туса пĕтерĕп, тенĕ. || Несчастный (Р). Тайба-Т. Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, хур пулмĕ-ши хур (неснастный?) çын аллинче. || Обидно. Ашшĕ-амăшне. Вăл апла сана хур та-ĕçке. Епле апла тăван хĕре пĕр япаласăрах хăварас пулать?

хурлан

хорлан, противоположно савăн; печалиться, грустить, горевать, расстраиваться, тревожиться. N. Вăл çын вилнине илтсен, эпĕ питĕ хурлантăм (опечалился). А.-п. й. II. Ман пӳртре кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, ниепле те кăлармала мар. Тилĕ те, кашкăр та, упа та кăла-раймарĕç,— хурланса калать, тет, кайăкĕ. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. НР. † Манран савни уйăрлать, манăн чунăм хурланать. От меня милый уходит, на душе у меня тяжело. Шарбаш. Сĕм вăрманта ват юман, хумханмалăх хулли çук, хурланмалăх атти (отец) çук. N. Эпĕ те аттенĕн сывлăшсăр ӳтне курсассăн питĕ хурланса макăра пуçларăм. N. Ку пиçмона илсен, кăмăл пит хорланчĕ. N. Чон хорланса килчĕ. N. Эпир кунта çӳретпĕр ерленсе-хурланса. ЧП. Ай-хай ача Петĕр пур, арăм çукран хурланать. Чураль-к. Кайăк каять кушланса, хăви юлать хурланса. Сĕт-к. Анатри чăвашшань йоррисане йорласа ктартрăм та, Пльоккасань амăш хорланса макăрч. Юрк. Хурăнташ ăру хурлăхан пек, эпĕ хурланса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. С. Дув. † Аттерен-аннерен уяралатпăр, чунсем хурланмасăр мĕн тутăр. (Солд. п.). КВИ. Асапланма, хурланма вăл çамрăк чун çĕр çине йăтса пынă аллинче. Он душу младую в об’ятиях нес для мира печали и слез. Бюрг. Ыттах хурланас мар, шухланас мар, пире çынсем калĕç шух тесе. || Обижаться, огорчаться. Е. Орлова. Эпĕ она окçа памарăм та, вăл хорланчĕ. N. Чун хурланчĕ. Обидно стало. Буинск. Аслă çулсем хĕрн те ай хумăшлăх, хумханаç-çке ямшăкăн пушипе, ай-хай çинçе пӳйçĕм, çамрăк пуççăм, хурланаç-çке çичĕ ют сăмахпе. НР. † Апай каларĕ йăвăр сăмах, кули чунăм хурланмасть. Мать сказала мне горькое слово, как мне не огорчиться.

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хурал

чернеть, темнеть. N. Хĕвел анăç енчен хуралса тухма пуçлаççĕ. Ачач 13. Эх, çутă кунăм! Эсĕ те маншăн хуралтăн пулать. Нюш-к. Атăл çи хуралчĕ. Над Волгой тучи. Никит. Вара кайнă ачи чирлесессĕн çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн çуттипех выртать. Чăв. й. пур. 10. Çуркунне урам хушши хуралсан. СТИК. Куç хуралса карĕ (потемнело в глазах), пуç çаврăнса карĕ те, унтан вара ним те астумастăп. Орау. Куç хуралса килчĕ те, эпĕ вара çĕре ӳкрĕм. У меня потемнело в глазах, и я упал. Ib. Пуçран ăричаккипе çапрĕ те, пĕтĕмпе куçпуç хуралса килчĕ, пуç минкĕресе карĕ. Ib. Куçлăха тăхăнмасан темĕскерле куçа хăйăр сапнă пек пулса куç хуралса килет (неясно делается в глазах, как вроде решета крупного). Ёрдово. Çулсем хуралса юлаççĕ. || Грязниться. НР. † Апай исе пачĕ шурă туттăр, çыхсан кули хуралмасть. Мать купила мне белый платочек; если носить, как он не загрязнится. Кан. Алшăлисене те хуралса кайиччен çуса парать. || Омрачаться. N. Сирĕн çинчен аса илсен, куçăм-пуçăм хуралать, кунăн çутти çухалать.

хутăр

моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).

хутăр йывăççи

хутăр йăвăççи, хутăр йăвăçĕ, мотовило, снаряд для наметки пряжи с веретена. СПВВ. МА. Хутăр йывăççи çине хутăр хутраççĕ. Н. Седяк. Хутăр йăвăçĕ, авăрланă çипе хутăраканни. N. Хутăр йăвăççи, чĕр çип çăмхалакан хатĕр. Тăрăшшĕ унăн пĕр хур та 2 ал тытăмĕ пулса. Çип хутăрнă чухне хутăр йăвăççи çинче 4 уйрăм хутлам пулса выртат. Çак 5 аршăнлине 4-шар пĕрчĕн шутласан 1 сум пулать. Çавна 30 сум илсен, пĕр ӳкем пулать. Кашни хутăрта 5-рен пуçласа 8—9 ӳкеме çитиччен пулать. Çинçе çиппе нумайтарах ӳкемлĕ, тачка çип пулсан, сахалтарах ӳкемлĕ тăваççĕ. Хутăр Йăвăççи вăрăмрах пулсан ӳкемре 20—25 сум анчах тăваççĕ. М. Николаева. Чтобы приготовить нитки для холста, их наматывают в мотки. Для ваматывавия употребляется особое приспособление, которое в нашей местности, т. е. в дер. Передние Яндоуши (Малти Антавăш), носит названне хутьăр йывăççи. Хутăр йывăççи — круглая палка, сантиметров 5 диаметром и аршина 2 длиною. На обоих концах этой палочки, на расстоянии приблизительно 1/2, вершка от конпа, вставлены поперечные палочки длиною в 1/2 аршина. Эти палочки вставляются перпендикулярно друг к другу и основной палке. На один конец одной из этих палочек перпендикулярно к этой палочке и основной палке вставляется другая маленькая палочка вершка 2—21/2. Когда наматывают нитки, этот конец держат вверх. При наматывании основную палочку держат левой рукой за середину, а правой руке, в которой находится нитка, подставляют то один, то другой конец хутăр йывăççн. Наматывают следующим образом: в левую руку берут конец нитки и прижимают к основной палке (или стержню). Правой рукой направляют нитку вверх к тому концу поперечной палки, в который вставлена маленькая палочка. Здесь кладут палку таким образом, чтобы она легла на поперечную палку и прошла между основным стержнем и самой маленькой палочкой „шалтан“ и спустилась „тултан“, т. е. так, чтобы я маленькая палочка оставалась на той же стороне от нитки, что и основной стержень. Дальше нитка направляется к другому концу хутăр йывăççи, кладется на конец поперечной палочки, потом опять отправляется к первому концу, задевается за второй конец поперечной палочки, направляется ко второму нижнему концу, задевается за 2-ой конец поперечной палочки и направляется к исходному пункту. Совершившая такое путешествие нитка назыв. пĕрчĕ. 4 пĕрчĕ образуют сăвăм; 25 или 30 сăвăм образуют вун. Количество ниток считается на том месте, где находится начало нитки или первый конец нитки, к которой специально для отделения одного вун от другой привязывается толстая, скрученная вдвое, нитка называемая „вунни“. Здесь же нужно сказать и относительно второй нитки. Вторая нитка совершает, конечно тот же путь, что и первая, но только там, где она проходит, около самой маленькой поперечной палочки кладется поперек первой нитки. С обоих сторон от первой нитки ее отделяет маленькая палочка. З-ья нитка в этом месте кладется, как и первая, 4-ая как 2-ая и т. д. В одной и той же местности длина хутăр йывăççи бывает приблизительно одинаковая, но в различных местах разная. Если у какой либо хозяйки хутăр йывăççи окажется меньше общепринятой, то она прибавляет количество сăвăм в вун. В таких случаях она доводит их до 30. Таким образом в вун бывает 25 или З0 сăвăм. Другого числа я не встречала. Количество вун в мотке зависит от толщины ниток. Чем тоньше нитка, тем больше количество вун в мотке. Иногда это количество доходит до 10—11 вун. Рассчитывают приблизительно таким образом, чтобы один моток (хутăр) ниток хватило на сӳрекке, т. е. на холст длиной приблизительно в 4 хур (8 локтей). Несколько по другому ведется счет ниток, когда снуют основу для холста. Там сăвăм составляют З нитки и 10 сăвăм составляют вун.

хăямат

(хы̆jамат), конец света, преисподняя. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет килет текерлĕк. Мыслец. Хăямат тĕпне, провались в трисподню (бранное слово). Ст. Чек. Хăямат тĕпне кайса çӳрерĕнем! N. Çанталăкĕ хăямат пек сивĕ тăрать. Бур. Хура пĕлĕтсем тухаççĕ, çăва патĕнчен килеççĕ, хăямата каяççĕ. СПВВ. Х. Таçта хăяматра. Ст. Чек. Хăямата кайса çурерĕнем унта! Где ты у чорта шлялся. Ib. Хăямата кай маншăн, уру йĕрне ан курам. По мве хоть к чорту поди, лучше будет, если я не увижу твоих следов. Ib. Хăяматра çӳрерĕнем халччен! Ib. Атă тăхăнмаллаччĕ, хăямат (чорт возьми-то). Ib. Ку çын хăямăта кайса кĕчĕ (куда-то запропал). Орау. Так çыхланса хăяматпа. Так связался с дрянью. Ib. Мĕн хăямач тăван çав усалпа, вăрманта унтан пуçне йăвăç тупмастнам. Ib. Кам-ши вăл? — Такăш хăямачĕ ку! Чорт знает, кто это (идет). Ib. Темскер хăямат мăккăли ыраттарнă аякка кĕçĕр. Ib. Хăямат пĕлсе çитерет ăна. Ib. Лешĕ таçта хăямата тухса тарнă. Ib. Вутă хатĕрлеме Машавăша каяр, унта питĕ йӳнĕ, тет.— Хăямата вутту-качăку, вутăшăн унта çитех кайма. Ib. Мĕншĕн турттарса килтĕн ăна, хăямата, хăй пулсан, ӳксе вилсен, кай ывăнтăн, атя, лар тесе калас çук. Ib. Мĕн ху килĕнтех мăшкăлаттарса тăран ăна, хăямата (чорта, дурака, жулика и пр.), Ib. Хăямата тухса карĕ ĕнтĕ, кунĕпе ял тăрăх чупать, мур! N. Хăямата чупаттăрам! Куда к чорту побежали! Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе вăрăнчĕ хăямат. Якейк. Ку хотсам вĕçсе ан кайчăр, хăямат. Ib. Ах, хăямат, кормалла помар ăна! Ах, какая досада! N. Те кайса каларттарас ку шăла, хăямат. Хар. Паль. 38. Тĕттĕм хаяр пĕлĕт таçта хăяматах кайса кĕнĕ. Кан. Кам хăямачĕ ман Çĕççе мăкатрĕ? Капк. Пĕр кутамкка сăвăран, хăямата кайманскер пуçне, пĕри те пичете юрăхлă мар пулать вара!Кан. Хăямат, хай те ӳсĕр мĕн. N. Хăямат! Мĕн пур ĕçе пăсрăн! Изванк. Епле те пулсан ăсатса ярас пулĕ, хуть укçи-мĕнĕ хăямата, Микул карчăкне пуççапас пулать, вунпилĕк тенкĕ илсен те парасах. Хурамал. Кам кайса курнă унта! Хăямачĕ кайним! (Никто не ходил). Тюрл. Эй хăямат, эп она пĕлеймерĕм. Питушкин. Хăямата каймалласкер (каясскер)! (Брань). Ib. Ташта хăямат тĕпнех карĕ (исчез). Ib. Ташта хăяматра порăнать вăл, штан она топмалла! Изамб. Т. Хăямат (не знаю что) ĕçлесе тăрать, час тавăрăнмасть! Ib. Хăямат пĕлет эсир каланине? Ib. Тем хăямат пулчĕ çак ачана, йĕрет хăй. Ib. Çĕрле такам хăямачĕ килсе чӳречене шаккарĕ. Ib. Тепле хăяматла Василий салтакран юлчĕ. N. Хăяматăн-хăяматăн çӳресе. Орау. Пасарăн-хăяматăн (на базаре и в других местах) çӳресе ĕç юлса карĕ кăçал, мур! Ib. Ма килнĕ вăл? — Хăяматне килнĕ вăл! Чорт знает, зачем (не знаю)! КС. Пăшала çанта хунăччĕ те, тем хăяматне хăех тухса кайнă. Ib. Кăçал халăх тем хăяматне (почему-то) уличе карти тытмарĕ. Абаш. Ста хăяматне каян! Куда к чорту лезешь! Ib. Килмерĕ, хăяматне! (Чорт возьми!). Шурăм-п. Чăваш арăмĕ, хăямат, мишерле начар пĕлнĕ, тет.

куса-тăран

(куза-т̚ы̆ран), бегающий. Юрк. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юри куса-тăран тилĕшĕн. || Колесо. Юрк. Ку тата çапла пĕр икĕ тапхăр çавăрса сăптăрса илсен, хытă пынă çĕртенех хыçалти куса-тăранĕ, урапи пăти çук пирки, кусса пынă çĕртенех, кăшт (вдруг) пĕр енелле тухса ӳкет (соскочило). СТИК. Куса-тăрана çыхса антăм. Я спустился (с горы), завязав колесо, чтобы затормозить его. Бугульм. †, çунисем пĕр сăрлă, ешчĕк ешĕл, куса-тăран тимĕр тукăнлă.

куç ху

то же, что куç хыв. Çичĕ Пӳрт. Куç ху, «внушить». (Сообщ. Н. Р.. Романов). || Возводить подозрение. || Положить начало утоку. Якейк. Хĕç виттĕр илсен куç хăваççĕ, пир тĕртме тапратаççĕ. См. пир вырăнĕ.

кутăна пер

притворяться, прикидываться, притворствовать, упрямиться. Сред. Юм. Котăна перет (илнĕ япалана илмен, тесе калакан çынна калаççĕ). Ib. Котăна перет (кивçен илсен, кайран хăй памасăрах: панă, тесе калакан çынна калаççĕ). СТИК. Кутăна перет — притворяется. Ib. Эй, ун мĕскер чирĕ пулмалла, кутăна перет! Ib. Мĕн чирĕ пултăр (какая болезнь) çав вăкăрăн (т. е. у такого здоровяка)! Кутăна пĕрсе выртат пуль çав, ĕç чикет çав вăл! (т. е. работать-то не больно охота).

кӳмертен

(-д'эн'), целиком, гуртом; оптом. Сред. Юм. Кӳмертен тавар, гуртом. КС. Кĕрӳшĕ укçине кӳмертен шăнкăлт татса хăварчĕ, тет (выплатил весь калым целиком). Ib. Тавара кӳмертен (оптом, гуртом) илсессĕн, йӳне килет. ТХКА 17. Нью-Йорк, Лондăн хаçачĕсене кӳмертен пурне те илсен, вĕсем пирĕн ялсенчи пĕр çтена хаçатне те тăмаççĕ (не стоят).

кăмăрчак

(кы̆мы̆рζ'ак), хрящ. Юрк. Сред. Юм. Кăмăрчак = кимĕрчек, хрящ. Сборн. по мед. Пуринчен ытла тата чирлĕ çыннăн сăмси ăшĕнчи шăммисем, кăмăрчакĕсем çĕрсен, ăна пит йывăр пулать || Вытопки. Трхбл. Изамб. Т. Шăн çăва (сала) ирĕлтерсен кайран кăмăрчак юлат (нерастаявшие остатки). Сред. Юм. Кăмăрчак тесе, çуллă какайăн çуне кăмакана лартса шăратса илсен, шăранман çуллă кăкай йôлнине калаççĕ. См. сакмăрчăк. НИП. Кăмăрчакла пăтă (пăтă çине кăмăрчак варса яраççĕ).

кăпăр-капăр

(кŏбŏр к̚абы̆р, кы̆бы̆р-к̚абы̆р), подр. гременью. Альш. Тула тухаттăмччĕ; пăлтăрта темĕскер кăпăр-капăр! турĕ те (загремело), сехрем хăпрĕ. || Быстро, живо, на скорую руку. ЩС. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр анчах пуçтарăнса карĕ. Юрк. Пӳрте кĕрсен, кăпăр-капăр часах кĕлтуса илсен, пăраçникпе тав туса, кĕлтунăшăн укçа та илсен, епле килнĕ, çапла часах эрттиллипе кăпăртатса тухса та каяççĕ. Ib. Алăкĕ уçă выртнине курсан, пӳртрен сиксе тухса, тӳрех маччана кăпăр-капăр улăхса каят. Ib. Ун сассине илтсен, çывăракан салтаккисем те, вăранса кайса, кăпăр-капăр (проворно) сиксе тăрса, пăшалĕсене йăтса, лешин хыçĕнчен: ура! ура! ура! тесе, кăшкăрса чупа пуçлаççĕ. Сред. Юм. Эпĕ эс тухса кайнине сисмен те, как пырса каласанах, кăпăр-капăр ĕçе пăрахап та, тухса чупап хăвăртрах. Шел. 140. Кăпар-капăр тумланăр, çăвăр питĕр-куçăра! Ib. 73. Кăпăр-капăр çиелти тумтирĕсене хывса... акатуй тăваççĕ. Никит. Паçук хăвăрт сиксе тăчĕ те, кăпăр-капăр питсем çуса, выльăхсене урама хăваласа тухрĕ. Илебар. Çак хĕрсем ачана кăпăр-капăр кăларса пытарчĕç, тет. Халапсем 34. Пăрушĕ те, хăраса: мук! тесе кăшкăрса, кăпăр-капăр пӳртрен, салтака тĕртсе ӳкерсе, тула, урама, тухса каять. N. Кăпăр-капăр кайса килем-ха çавăнта! N. Вăл ĕçе кăпăр-капăр туса пăрахас пулат. || Кое-как (в частности, напр. с плохою упряжью), попросту. Изванк. Çавăнпа пичче пĕр кунне çав Кукша Майрана (старуху-йомзю) илме лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса кайрĕ. Кăпăр-капăр кайсан, вăл çиленет; мана кусем этем вырăнне хумаççĕ, тесе, юсас вырăнне пăсса хăварасран хăраççĕ. Çавăнпа ăна пит йăпăлтатаççĕ. СПВВ. ИА. Япалана кăпăр-капăр тыткаласан, час ванать. (Так в Сред. Юм.). || Скарб; хлам. Сред. Юм. Кăпăр-капăр, домашние мелкие-предметы. Ib. Кирек мĕн кăпăр-капăр япаласĕм тем чôл япăхса выртаç кил карче (= кил картинче). N. Кăпăр-капăр япаласене сĕре (зря) лартса çĕртсе ан яр. (Письмо). СПВВ КС. Вăрмана кăпăр-капăр вĕт-шак пухма каятăп, теççĕ; вăл вĕт çапсене, унта çĕрĕк-çарăк вутсене пухма кайни пулать. ПВЧ. 115. Кăпăр-капăр катан пир, пăр (= пĕр) аршăн, та кирлĕ мар, çур аршăн та кирлĕ мар. N. † Кăпăр-капăр кач-таки. || Старые и малые. Орау. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр — стариксем, вĕт ачасем анчах.

кăтăрмач

(кы̆ды̆рмач'), маленькое колесо, диск. Чертаг. Кăтăрмач (шăлтăрма çинче). Вотлан. Кăтăрмач = кăлтăрмăчă. Якейк. Пĕрене пуçне прик порня сарлакĕш татса илсен, кăтăрмач полать. Онпа ачасам персе вылляççĕ. || МПП. Кăтăрмач — кубарь. || Торх. Кăтармач, колесо токарного станка.

кăчкă çăмĕ

кăчкă çăнĕ, то же, что кăчăкă çăмĕ. Яргуньк. Çор пытяксен çăнне кăчкă çăнĕ (чит. кы̆ч'кы̆ с'ы̆н') теççĕ. (Ягнят начинают стричь через год, со 2-й весны). Сред. Юм. Хĕлле çôрfлнă пӳтек çăмне çôркôнне илсен: кăчкă çăм, теççĕ. Ib. Хĕлле пăруланă путек çинчен çôркôнне илекен çăма кăчкă çăмĕ теççĕ.

кăштăн-кăштăн

понемногу (в несколько приёмов). Ск. и пред. 23. Хĕвел кăнтăр тĕлĕнче катăлмашкăн пĕр енчен кăштăн-кăштăн пуçлаççĕ. Пис. Çав пĕчик хĕрачи виçĕ тапхăрччен кăштăн-кăштан шыв ăсса парать. О земл. Ун пек хутаçран кăштăн-кăштăн илсен те...

кĕр

(к'ӧ̆р, кэ̆р), подр. более или менее резкому шуму. Иногда удваивает конечную согл. Сред. Юм. Пичке пăккине ал лекнĕ те, шыв кĕрр! турĕ (или: кĕрлерĕ) тбхрĕ. Ib. Пôш поталкка (пудовка) çине тырă ярсан, кĕрр! туса анать. Шел. 47. Урам тăрăх кĕр-кĕр-кĕр! тăпăртатса çӳреççĕ. || Подр. звуку, получающемуся от поддаваемого в бане пара. Сред. Юм. Мунчана вăйлă хôтсан, чôл çине ăшши парсан, кĕрр! çиç тăвать. Ib. Муньчари чôл ăшши пит нăмай чôхне кĕрр! тăвать. Пăртак пĕте пуçласан, чаш! тăвать; ôнтан вара — чашшш! кайран вара чăшш! çиç тăвать. || Подр. дружному хохоту. Шурăм-п. Ачасем пурте кĕр! ахăлтатса ячĕç. Толст. Çынсем, вăл йăтса тухнă япалана лайăхрах пăхса илсен, пурте кĕр! кулса ячĕç. || Подр. шуму при разговоре. Альш. † Мĕшĕн шавламастăр та, кĕр тумастăр, элле хуçи ятсене пĕлмесре (= пĕлместĕр-е)? Юрк. † Çакă пирĕн халăхсем пĕр сăмахпа кĕр тăват, (т. е. ограничиваются одними разговорами? Хĕр сăри юрри сăввисем). || Подр. дружному взлету стаи. Шорк. Салакайăксем кĕтӳпе кĕрр! вĕçсе карĕç. Тюрл. Кăвакарчăнсĕм кĕрр (к'ӧрр)! вĕçсе карĕç ошкăнĕпе. || Подр. звуку (гулу) большого колокола. Тюрл. Кĕрр (кӧ̆рр, звук ӧ̆ несколько приближается к ŏ). Сред. Юм. Хосан соборĕ чанĕ кĕрр! çапать. || Подр. шуму быстрой речки. Сред. Алг. † Тарăн çырма кĕр кĕрлет. || Сразу, дружно. Тюрл. Чăх-чĕпписем кĕр (к'ӧр) тохрĕç (вылупились все без остатка, сразу). N. Тата акнă вăрлăх харăс, кĕр шăтма кирлĕ. Шурăм-п. Вара пурте, кĕр тăрса, хăйсем пичĕсемпеле кăнтăрла енчи Эл кӳлли енелле çавăрăнса, келтума тытăнаççĕ. СПВВ. Кĕр тытăннă. Якейк. Порте кĕрр (к'э̆рр) тохса карĕç (вышли). Ib. Вăлсам пирĕн пата кĕрр килсе кĕчĕç (вошли все сразу).

кĕреçе çăнăхĕ

лопаточный сбор. Сред. Юм. Арман авăртнăшĕн илекен çăнăха кĕреçе çăнăх(ĕ) теççĕ. N. Тырă турттарса килнĕшĕн ЗО пус тӳлесен, армана леçнĕшĕн 5 пус тӳлесен, арманта кĕреçе çăнăхĕ илсен, çав 30 кĕрепенкке хысна тырринчен 15 кĕрепенкке анчах тăрса юлать (в 1906 г.). См. шайкка.

клинтăр

клинтĕр, крендель. Изамб. Т. Чей сахăр илсен, ачисем валли пĕр виç-тăватă пуслăх клинтĕр илет те, килне тавăрăнат.

тĕк

пух, перо. Завражн. Чăх чĕппи тохсассăнах, амăш айĕнчен илсен начар полать, çав начар чĕппех амăш айне ярсассăн амăш тĕкне çисе чĕрĕлет, тет. Пшкрт. Хор тĕк тони; ĕлĕк çонат тĕкпеле çырнăç. Сред. Юм. Хама йоратнă аттене чĕнме туххăм тĕк пик вĕçсе кайса килем (очень скоро). Абыз. Я тĕккӳ шăнсассăн? – Вут хурăп ăшăнăп (о синице). ГФФ. † Ай, пичи Микита, пирĕн олаха пит ан пыр, корак тĕкне татнă пек санăн çуçна татĕçĕ. Эй, брательник Никита! Ты больно-то не ходи на наши посиделки, а то тебе оборвут твои космы, как ощипывают перья у вороны. ТХКА 78. Асатте лашине тилкепепе туртнă, тет те тĕк пек чуптарнă, тет. || Волоски. N. Сăмса шăтăкĕнчи тĕке туртса кăларма юрать-и? N. Сăмса çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? Сăмсу çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? || Шерсть (лошади). Скотолеч. 4. Лашана тĕкĕ майлă та, хирĕçле те шăлкала (чисти). || Особенность. НИП. „Чăваш тĕкĕ пур. Сохранились чувашские особенности (у человека)“.

леш тĕнче

„тот свет“, „загробная жизнь“. Аттик. Кӳрĕшрен мĕнтен япала кивçен илсен виллисем те леш тĕнчере кивçен япала илсе парăмланса пурăнат, теççĕ. Ст. Чек. И мăнтарăн çут тĕнчи, пĕр уйăх та пĕр хĕвел, пĕртех пулсан çутă-çке. И мăнтарăн леш тĕнчи, çич уйăх та çич хĕвел, çиччĕ пулсан та çути çук. (Масар пуçлăхĕ юрри). См. леш тĕнче (вып. VШ, стр. 83).

тьыха

жеребенок. Букв. 1900. Туман тьыханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. Шибач. Йопах тьыха – виçĕ хĕл каççĕр тĕк, акана кĕчĕ. N. Кĕсре хăмларĕ, тьыхи кĕсре пулнă. Чаду-к. Çавăнпа та туман тьыха пилĕкне ан çапса хуç, теççĕ. N. Пĕчик çеç тьыха выллясан, йĕпене каять, теççĕ. N. Сăмах „туман тьыхан пилĕкне ан хуç“ ăçтан тухса кайнă? Амăшĕ ачине каларĕ, тет: шурă чăх çăмарта тусан, тьыха илĕпĕр. Ачи: тьыха илсен, эп утланăп, тесе каларĕ, тет. Тыха пилĕкне хуçсан, тьыха пилĕкне хуçсан, тесе хĕнесе пĕтерчĕ, тет, ачине амăшĕ. Сред. Юм. Чĕчĕ тьыхи, çӳмен тьыха, хӳре картнă тьыха. Образцы 49. † Пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. Янтик. † Уччаскасем касса уйсем турăм, теçеттине касса çул турăм юпах тьыхапа выляма. Букв. 1900. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. Тьыхалă, имеющий жеребенка.

чарал

разгибаться. Шарбаш. Хорачка. Чарăлса кайса, разогнулась (о дуге). Тюрл. Пĕкĕ чарăлса карĕ, пăркăçлас полать. Малт. шк. вĕр. фиç. 109. Лампă трупине çаврашка çывăхĕнчен аяккалла илсен, çулçăсем каллех малтанхи пек чарăлса тăракан пулаççĕ. || Поскользнуться. N. Ура чарăлса кайрĕ те, эпĕ ӳкрĕм.

часах

тотчас, сейчас, в сию минуту, очень скоро. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. Юрк. Эсĕ янă укçана илсен, эпир епле тырăсене часах выртарса илтĕмĕр. Ib. Вăл çапла кула пуçланине курсан, кăсем те савăнаççĕ: акă чăваш арăмĕ часах ташлама тытăнат пулĕ тесе. N. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каятчĕç. N. Мĕн тумаллине шуйтан часах кăтартса панă. ЧС. Пăвара нумаях пурăнайман çав луç, часах вилнĕ, тет. N. Халь анчах килтеччĕ-ĕç, лепле часах тохса кайнă. N. Улпутсем каллах хĕç-пăшала тытăннă. Анчах Иван Безземельный часах вилмен. Ой-к. Пĕр аслă кинĕ калат, тет, эпĕ вăсене часах вĕлерме пултарап, тет. Яжутк. Вара (хуçи) Ивана пĕр паршине пачĕ, тет. Вара часах сутса пачĕ, тет. Бес. чув. 10. Эпĕ часах параймăп çав. Сет-к. Часах йор çăвассăн тойăнмасть. N. Оппой, ку пасартан тавăрăннă та ĕç! Лепле часах тавăрăнтăн. N. Эпĕ кунта киле часах каяймастăп, эсĕ пушă вăхăтра каймасăр ан юл. А.-п. й. З4. Часах тиллине те курнă. || Почаще. N. Çыру часах ярăр.

чухнехи

относящийся к такому-то времени. Янгорас. Асаттесем чухнехине аса илсен, куççуль тухать. Бес. чув. Акă эпĕ пĕчĕкçĕ чухнехине астуса илтĕм-ха, ун чухне вăрман пирĕн анкарти хыçĕнчехчĕ. Янгорас. Эпĕ хам пĕчĕккĕ чухнехине пурне те астумастăп. Орау. Эпĕ ача чухнехи. N. Эпир чухнехи хĕрсем ватлаççĕ. N. Ялта пурăннă чухнехинчен чылай улшăннă мĕн, сухалланса кайнă.

чӳк-кĕлĕ

моление. Хурамал. Пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе таврăнатчĕç. || Назв. духа. N. Вăкăра кăмăлпа чипер асăнса ырă чӳк-кĕлĕ çырлах тесе пусатчĕç N. Стариксем хул хушшинчен çĕлĕкĕсене илсен, çийĕр ĕнтĕ, ачасем, ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр тытнă тунине, тенĕ.

хĕç витĕр ил

продевать сквозь бердо. Изамб. Т. Унтан вара хĕç витĕр илеççĕ. Сред. Юм. Хĕç витĕр илес тесе пир кăнтарнă чухне хĕç шăлĕсем витĕр çип витерсе илессине калаççĕ. Ст. Чек. Хĕç виттĕр илеççĕ икшерĕн тĕрĕс, пĕрне пĕрре, тепĕрне иккĕ шликкелле. См. тĕрт. Якейк. Кĕр виттĕр илсен хĕç виттĕр илеççĕ. N. Хĕç виттĕр илекенни.

шанкă

лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко. Хурамал, Мурат, Орау. Шанкă, голая, ободранная липовая лутошка. Ib. Пушăт йăвăççинчен пушăтне сӳсе илсен, шанки анчах тăрса юлать, çавна шанкă патакки теççĕ. Абыз. Çăка кутне çул турăм, шанкишăн мар, пушăчшĕн. Шихаз. Унтан вара пĕр çара шанкă çине, лаша çине утланатăп тесе, утланчĕ. || Древесина дерева. Юмансар. Шанкă, липовое бревно, срубленное летом. Их собирают в одно место осенью во время дождя. КС. Шанки курăнсах тăрать. || Сушняк, усохшие сучья, ветви, сухой хворост. Шашкар. Шанкă, сухие сучья, а çапă — могут быть и свежие сучья. Пшкрт. Шанкă, сухой орешник. СПВВ. ТА. Шанкă = шĕшкĕ вутти. М. Етмен. Шанкă, вообще сухой хворост, может быть и без сучьев. Хора-к. Икĕ пуслăх вăрманĕ çук, пĕр çĕклемлĕх шанки çук. Ст. Чек. Тип шанкă пуçтар, собирать валежник. А.-п. й. З0. Кусем типĕ шанкăсем пухса килчĕç те вут хума шутлаççĕ. Панклеи. Эс конта серте тат, эп шанкă хоçма каям аяккарах. Яргуньк. Хай ача пынă чухне пĕр шанкă тĕми курса чĕртсе ячĕ, тет, хăй хупарса тăчĕ, тет. N. Вара касак ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? тет. Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. (Сĕрен). Икково. Пӳрт хыçĕнче хăрăк шанкă çакăнса тăрать. (Çит тони).

шел

жаль, жалко. Изамб. Т. Чăнах-и? Шел мĕскĕне. СТИК. Шел шеремете, тĕсĕ мĕскĕне! Жалко его, так и надо ему. (Говорят плаксе). Епле шел пулас çук. ЧС. Ун çине пăхма та шелччĕ (жалко). N. Хĕр-ипăраç — шел ача, пĕр кайсассăн килме халĕ çук. Ст. Шаймурз. Савни савнине илет, пирĕн савни шел юлать. Ib. Икĕ савнă тусăм тан ӳсет, пĕрнеех те кайсан пĕри шел юлать. Янтик. Б. Пирĕн хыçра кӳл кăна, хур-кăвакал хăй кăна, кăвакал-хурĕ юлчĕ, пирĕн савни шел юлчĕ. Образцы 54. Çыхма пурçăн явлăксем шелтерех, пăхсан атте-анне тата шел пек. Пазух. ЗЗ. Сарă кăна утçăм, сар çилхеçĕм, ылттăн ука шел мар та çитлеме. Ай-хай, тăванăмсем, ай чунăмсем, сирĕн пек ыр çынсем те умĕнче чĕлхе-çăвар шел мар та юрлама. Юрк. Çухалин, тепĕр енчен, темĕн питех шелех мар-халĕ. Чăв. й. пур. 18°. Ăна пыл шел пулман, ăлава каясси хĕн пулнă. Ал. цв. 11. Пуян, чаплă, пурне те пултаракан хуçана шел мар-тăр-ха ку, тесе, татса илтĕм ăна. Ау 251°. Чӳречĕрсем çинче икĕ кĕмĕл çĕрĕ, пĕрне илсен пĕри шел юлать.

шăнкăртаттар

понуд. ф. от шăнкăртат.; звонко звенеть, журчать. Шибач. Шу шăнкартаттарса йохать. Н. Яха-к. Чӳрече патне пырса хăнкравпа шăнкăртаттарса: пумилкене пырăр! тесе кăшкăрать. N. Унччен те пулмарĕ, хай виççĕмĕш тапхăрти шăнкăрава шăнкăртаттарса илсен... Тогаево. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет.

шăхăрт

свистеть, дать свисток. Альш. Ку ача тухнă та çĕрĕ витĕр шăхăртнă. N. Шăхăртса илсен. Бугульм. Сирĕн урамăрпа виççĕ иртрĕм шăвăçлă çунана шăхăртса. Ск. и пред. чув. 8. Кĕçĕр усал-тĕселсем шыв урапи хушшине çакланнă та, тытăнчĕç урапана çилĕпе çухăрттарса çавăрса арман чулне шăхăртма. Ау 183. Ку кĕтӳçĕн çитмĕл тĕлтен шăхăртакан шăхличи пур, тет. СТИК. Шăхăрт, играть на „шăхлинчĕ“; но там же и о самой дудке сказано: тупăлхи шăхăртас вырăнне (дудка вместо того, чтобы производить звуки...). Шурăм-п. № 24. Çитменнине пăрахут шăхăртрĕ ячĕ. || Ст. Чек. Шăхăртса янă, т. е. çапса янă. Ib. Хăлха чиккинчен шăхăртса ярăп акă. Орау. Ентри хулха чиккинчен шăхăртса ячĕ-çке лешне... || Абаш. Киле шăхăртса ятăм пĕр 15 тенкĕ (послал). || Сред. Юм. Шăхăртса хăварнă, оставил ни с чем. Орау. Пĕр-пĕр çынна лартсан (улталасан): шăхăртса килтĕмĕр, шăхăртса хăвартăмăр, теççĕ.

шĕвĕр пурне

шĕвĕр пӳрне, указательный палец. СТИК. Пуç пурни шĕвĕр пӳрнине: атя эрех ĕçме, тет. Шĕвĕр пӳрни: укçа çук, тет. Вăта пӳрни: кивçен илĕпĕр, тет. Ятсăр пӳрни: кивçен илсен тавăрасси, тет. Качак пӳрни: ĕçĕпĕр те тара парăпăр, тет.

нăмайăн

помногу. Завражн. Хоть нăмайăн, хоть сахалăн илсен те, пĕр хак полтăр (о товаре).

парне

(парнэ, парнэ), дар, подарок. N. Тавлашса чупакан çĕрте чупасса пурте чупаççĕ, анчах парнине пĕри илет. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кемĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене. Альш. † Икĕех аллăмра икĕ сулă, ыйтаççĕ улпутсем парнене. N. † Аллăм кăна тулли кĕмĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене (в подарок). Кан. Алăра пурçăн тутăрсем, хулпуççи урлă парне пирĕсем (у рекрута). В. С. Разум. КЧП. † Сарă вăрăм ачана каймашкăн парне нумай кирлĕ. Регули 1535. Ыран эреке исе парам, она парне. N. Парнесем илсен, ĕçсе ӳсĕрĕлсе киле таврăнаççĕ. Шарбаш. Ашшĕсем пуянах та мартан парне çине нумай хумарĕç. Юрк. Ăçта лаша илме укçа кирлĕ пулат, ăçта ĕне илме, ăçта, парнене, пăру-тиха илме. Ск. и пред. 70. Михетерĕн килĕнче парне валли çĕлеççĕ. Н. Лебеж. † Çуллен туя кайăпăр, çуллен парне çакăпăр. Изамб. Т. Мĕн-мĕн выльăхран парассине, тата миçе парне парассине калаçса пĕтерсен, хулăм миçе тенкĕ парасси çинчен калаçаççĕ. Содр. † Пуса парни парсассăн, пусма çине сарса хăварăпăр; кантăр парни парсассăн, карлăк çине çакса хăварăпăр, йĕтĕн парни пулсассăн, ик хул çине çакса кайăпăр. Магн. М. 53. Парне, подарок из куска холста. || Жертва. N. Унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ. Альш. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. || Добыча. Чер-чун яп. й.-к. пур. 15. Аллине лекнĕ парнене. Ib. 29. Рыçпа арăслан хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ.

перекет

(пэрэгэт, Пшкрт: пэрэђэт), изобилие, abundantia. СПВВ. ИА. Апат çиме ларсан, перекет (спорынья) пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Перекет! (Ĕçкĕ-çикĕре пуçламан кленче тôлли эрех пôлсан калаççĕ. Ib. Перекет пултăр (= час ан пĕттĕр). Н. Шинкусы. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пăсса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă, тата ĕçме-çимесене те йăлтах пăсса перекечĕсене вĕçтерсе пĕтернĕ. Ib. Сăра ĕçес килсен, ăсса килтереççĕ те, ĕçиччен: перекет! теççĕ. Ст. Чек. Перекет, все что идет на пользу. Перекет! говорит работающий в поле перед тем, как обедать. На свадьбах, перед разливанием вина говорят то же самое. Ядр. Перекет, такое состояние вещей, при котором они не убывают. Микушк. Ана çине аксан, ана çинче перекетне пар! (Из моленья). N. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар, кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар, тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар! Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар! Тата ывăçласа исен, ывăç перекетне пар! (Выдержки из молитвы «пичке пуçлянă чухнехи кĕлĕ»). Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана, тăватпăр-тытатпăр, тытнă çăнăх-кĕрперен перекетне-услăхне пар! Тытнă тăвартан перекетне пар, ыйтнă укçаран перекетне пар! || Сбережение. Кан. Перекет кĕнекине (сберегательную книжку) илмесĕр эпĕр пӳрт лартса пĕтерес çук. || Дождь. || Назв. божества. К.-Кушки? Перекете ак çапла кĕлтунă: перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар, кашни тиркĕре асăнатăп, витĕнетĕп, йăлăнатăп, тайăлатăп, тесе каланă. Магн. М. 62. Ой амăшĕ перекечĕ, итем амăшĕ перекечĕ, кăшăл амăшĕ перекечĕ, кил амăшĕ перекечĕ, карта амăшĕ перекечĕ, кĕлет амăшĕ перекечĕ.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пил

(пил'), свойства сердца: сильное желание, страсть и пр. N. Мул пухас пиле пĕтерĕр. N. Иуда пек укçа пухас пиле ан тытăр. Альш. Пилне кура тур парат, тет. (Послов.). Собр. † Кăмăлăрсем лайăх, пилĕр лайăх, кăмăлăра кура сире парат. N. Пилне Чарайман халăха пытарнăран çав вырăна Киброт-Гиттаава (пилсĕр çынсен тупăкĕсем) тесе ят хунă. Моркар. Пил çок онăн (у него нет доброжелательства). Çампа ăнмаст, япала илсен. ГТТ. Пилĕ çапла, пилĕ усал, он недоброжелательный человек. ЧП. Чунăм-пилĕм савать, икĕ аллăм çитмест. || Мысль? Сенчурк. † Кирек сахăрна пар, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине. Янтик. † Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăше ӳкрĕ пил çине. N. Урлă кĕлет умĕнче урамсене сырса лараттăм (обувал ноги), хĕрлĕ хĕвел ӳкрĕ пит çине; ĕнтĕ сахăр кирлĕ мар, пыл кирлĕ мар, савнă тантăш ӳкрĕ пил çине. Утăм. Ешĕл çаранĕ, ялтăрать илем, ак çамрăк шухăш, ак кĕчĕ пиле. || Расположение. СПВВ. † Кăмăлăр савса пил туртмасан, йăпатас мар çемçе чĕлхĕрпе. Сред. Юм. Ôн пик лапа çынна ман пил тôртмас. М. Васильев. Эл-кӳлли çăмăра пилпе панă çол тырă пит аван полать, тĕç. Собр. † Куçăр курса, пил (= кăмăл) туртса, чĕрĕр епле чăтат-ши? N. Пил çине килмест ку мана (не нравится). Сред. Юм. Пил çине килмен çынпа (с нелюбимым) ман чĕнес килмес. Ib. Пил çине çапла килет, чуется мне так. || Благословение. N. Атте мана пил памарĕ. Собр. Ачам сана мĕн пеххиллем? Пуç тулли хушпу пил сана. — Аннем, сан хушпăвă Атăл тĕпне сарăлтăр. Ib. † Ачам сана мĕн пеххиллем? Пĕр вите ĕне пил сана. Пис. † Ах, пиччеçĕм, тетĕп, Иван пичче, и пил пултăр сана Хĕвекла аппа. Тюрл. Атте, мана пил парса хăвар. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар, юсми пил пар, юнăшми чĕлхе пар пире турă. (Моленье).

пиллĕх

благословение. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир пилленĕ пиллĕх кайинччĕ ĕмĕр тăршине. N. Эй ачам, укçа нумай памастăп, пиллĕх пысăк паратăп (даю тебе благословение). Альш. Пиллĕх илсен, пин ылттăн, теççĕ. Благословение дороже золота («тысяча золотых»). Ау 24. Эй атте пиллĕхĕ пулсан, çакăнта пĕр урхамах килинччĕ. Ала. 61°. Пиллесеме, атте те, пилле анне, сирĕн пиллĕхĕрпе те пурăнатăп. Сирĕн пиллĕхĕрсем те çитес пусан, ирхи сывлăш шывăпе ким юхтăр, сирĕн пиллĕхĕрсем те çитмесессĕн, Шур Атăлсем çинче те ким лартăр. Алших. † Рехмет ăна пил(л)ĕхе, тантăш ташла пуçларĕ. ЧП. Атте-анне пиллĕхĕпе ырă çын умне тăрса калаçрăм (обогатили, наделили богатством). N. Вилес чухне ашшĕ пурне те пиллĕх пачĕ.

пичке

(пич'кэ), бочка. Изванк. Кайин-кайин кайике, улах сăри ĕçтермерĕ, ĕçтересси ĕçтерч те, пичке тĕпне ĕçтерчĕ. Якейк. Пичке пек йăванса çурет (çапла мăнтăр, сарлака çынна калаççĕ). Собр. † Ĕçрĕмĕр те çирăммăр, хуçи пуçĕ сывă пултăр, пичке пуçне пыл патăр. Пазух. Ати калать: ай, кайăр, тет, пички калать: ан кайăр, тет, сире валли, ай, пур-ха, тет. Чертаг. Пичке йăвантаратпăр (игра на уллах'ах?). Орл. II, 238° . Шур пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта). Ерк. 76. Хушрĕ Урха арăмне ятлă пичке пуçлама. N. Пичке пуçланă чухнехи кĕлĕ. Чăвашсем малтан ак çапла калаççĕ: «Ака тума ултă лаша пар, сӳре сӳреме виç лаша пар, тата виçĕ тиха хыçалтан выляса пыччăр. Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар. Тата тырра шăтса тухсан, калчи (шултăра) пултăр. Унтан тырри ӳссе çитсен, хăмăлĕ хăмăш пек пултăр, пуçĕ пăрçа пек пултăр. Хаяр çилтен, пăртан, турă, хăтар, тырра тăкса ярасран, тиççĕ. Унтан тата ĕçе тухсан, çавапа, çурлапа тухăпăр. Çава çурла сарăмсăр ачасене касасран турă сыхла, тиççĕ. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар; кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар; тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар; çĕмел тăвăпăр, çĕмел перекетне пар. Тата урапа çине тиясан, урапа перекетне пар; капан тăвăпăр, капан перекетне пар. Унтан типĕтме авăна хурăпăр, авăн перекетне пар; типĕтнĕ чух вут чĕртĕпĕр, вара вут хĕмĕ сиксе ӳкесрен, тур, сыхла, тиççĕ.

пулă

полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

аслă кăмăллă

(к̚ы̆мы̆ллы̆), superbus, спесивый, гордый. Ист. Церк. 144. Аслă кăмăллăскер, вăл пĕтĕм патшалăх ĕçне хăй аллине çавăрса илсен, хула варрине хăй кĕлеткине туса ларттарма шухăш тытнă.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

пӳрне

(пӳр'н'э), палец. А. Турх. N. Хăй пӳрнинчи ылтăн çĕррине кăларса, ун пӳрнине тăхăнтарнă. N. † Çӳлте çурта çунат-ĕçке, пӳрне пек, пӳрне пек тумлать-ĕçке. ТММ. Пӳрнесен канашĕ. Пуç-пӳрни калат: атьăр эрех ĕçер, тет; шĕвĕр-пӳрни калат: укçа çук, тет; вăта-пӳрни калат: кивçен илес, тет; ятсăр-пӳрни: кивçен илсен, тавăрасси, тет; кача-пӳрни: ĕçер те тарар, тет. Шел. П. 63. Акă пĕр чулĕ патне, курăк ăшне, пĕр шит тăрăшшĕ, икĕ пӳрне сарлакăшĕ, çĕнĕ пир татăкне çурри таран алă пӳрнисем пек туса каснă та, ун çумне çиплĕ йĕп чиксе пăрахнă. Орау. Пачĕ-и? — Пачĕ, пӳрне хушшинчен кăтартрĕ (показал кукиш). Н. Тахтала. Пӳрнĕрпе пĕлĕте тĕллесе кăтартсан, çыртăр, ахаль — çылăх. Бес. чув. 6. Вăл вĕсене алăри пилĕк пӳрне пек пĕлсе тăнă (знал как свои пять пальцев). Тет. Манăн сулахай аллăн пӳрнесем уйрăлакан сыппи сикнĕччĕ. ЧП. Пӳрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. N. Пӳрнесем такăнаççĕ (= тытăнаççĕ). Ст. Ганьк. † Пӳрнесерен пурçăн туртаççĕ. Сред. Юм. Пӳрне те пĕр тикĕс мар. И пальцы ведь не все равны. Ib. Пӳрнене çĕрĕ тăхăнтарни (фокус). Фокăс корас текеннине тĕп-сакайне антараççĕ те, сăкман çанни ăшне аллине чиксе çĕклесе тăраттараççĕ, фокăс кăтартаканни пĕр корка шыв ăсать те, сăкман çанни тăрăх фокăс кораканни çине яра парать. Çав вара фокăс корни полать. ЧП. Вăта çĕрти пӳрне. Кан. Хвершăл: пӳрнене касас пулать, терĕ. Ib. Чĕлхесĕр çын пек, пӳрнесемпе калаçма тивет. || Напалок.

пăсăк

(пы̆зы̆к, пŏзŏк), испорченный, сломанный. А. Турх. Ск. и пред. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. . 19. Пырсан-пырсан макăраççĕ, пăсăк саспа кулянса. || Порча, недостаток, изъян. N. Хуçалăх пăсăкĕ. О сохр. здор. Çавăнпа та чăвашсен куç пăсăкĕ ытти халăхсеннинчен нумай. С. Айб. Çемьере пăсăксăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). Б. Олг. Ман ача пăсăка тохрĕ, йораллă полмарĕ (забраковали при наборе). || Лишний; лишне. N. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн тунă, вăл аван; мĕн калаçнă, вăл пăсăк мар (не лишне). Календ. 1903. Çĕр сахал çĕртен çĕнĕ çĕре кайни пăсăк ĕç мар. . 1906. Пит кирлĕ эмелсене ялпа пĕрлешсе илсен те пăсăк пулмĕччĕ. Чăв. й. пур. 31°. Хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. N. Эпĕ унта кайни пĕртте пăсăк пулмарĕ.

пăчăлан

(пы̆џ̌ы̆лан), становиться душным. Сред. Юм. Ах тор, пӳрт пăчăланса çитрĕ; сывлăш та тухмас. Толст. Каçалапа çанталăк улăшăнчĕ: пăчăланса çитрĕ. СТИК. Кунта пăчăланса вырт: çĕре анатăп та ак, сивĕнетĕп (говорит не утерпевший жара на печке, которую приписали ему против простуды). || Задыхаться. Баран. 28. Вăл (дубок) виçĕ кун та пурăнаймĕ, пăчăланĕ. || Образоваься затору в душе. N. Ăна аса илсен, чĕре хускалать, чун пăчăланса çитет. || Издохнуть. Хурамал. Пăчăланманă! (чтобы издохнуть; брань). IЬ. Пăчăланас пулать ку ачан луччĕ. N. Пăчăланса вилсе пĕтеççĕ (рыба). Тюрл. Эй, пăчăланашшĕ! Юрк. Вăл йăтса тухнине курсан, хам та шухăшласа илтĕм-çке: кунăн чуматанĕ чисти манĕ пекех, тесе. Курăсăн, пăчăланашшĕ, ун чухне вăл хаммăннех йăтса тухнă иккен. IЬ. Пăчăланашшĕ! Халапсем 7. Укçана, пăчăланашшĕ, ĕне улăхса çинĕ иккен. Чем люди живы. Кӳр кунта (давай), йăтă, пăчăланманскер, тет.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕри

один из... Альш. Кам сиртен пĕри мана пурçăнпа тĕртнĕ витĕнмелли исе килĕ, вара ман çавă патша пулĕ, тенĕ. IЬ. Мĕнле, пĕри те пулин пырса йĕчи? N. Пĕри малтан, тепĕри кайран килсе каяр, терĕм. N. Эпир пĕрре аслă çул çине çапла йывăçсем лартрăмăр та, йывăçсенчен пирĕн пĕри аран чĕрĕлчĕ, тет ăлавçă. Орау. Пĕриях тăват-пилĕк улма илет те, апла сире улма çта çитерен? Буин. † Пĕрне илсен, пĕри, ай, шел юлат. Шурăм-п. Пĕри тепринчен ăслăрах пуласшăн, пĕри тепĕрин пуçлăхĕ пуласшăн тăрăшаççĕ. N. Кайса пăх та, мĕн илтнине пурне те каласа кăтарт мана, пĕрне те пытарса туса ан тăр. Регули 1463. Пĕрне исе килтĕм, тепĕрне хăвартăм. N. Пĕрисем те ултшар çунатлă, теприсем те ултшар çунатлă. КС. Пĕринчен пĕри, один который-нибудь. Орау. Йĕр (жгут) çакăнта пулĕ, тесе, лешĕ пĕрин-пĕрин айне шырать. Унччен те пулмасть, хăне шап тутараççĕ (жгутом в игре). || Кто-то. Альш. Кунăн туйине çĕр айĕнчен пĕри ярать-тытать, тет. || Употребл. вместо «ты». Якейк. Пĕри мĕн туса çӳрет-ке çанта = эс мĕн туса çӳрен унта? || Каждый из... ЧС. Ун сассине çынсем илтнĕ те, урама тухнă пĕри (= тухаканĕ пĕри) çав ĕнесем патне чупăрĕç. N. Тытса пăхаканĕ пĕри аллине силлет! Альш. Яни пĕри аяла анать, тет. ЧС. Мана урамра куракан пĕри: ку Серкее мĕн пулнă, ку Серкее мĕн пулнă? теççĕ. N. Пĕринчен пĕри усал çынсем пулнă. О сохр. здор. Мĕн панине пĕрне (все) çиес пек тăрать (отравившийся спорыньей).

пĕтĕмĕшпе

в целом. Кан. Пĕтĕмĕшпе илсен, куçарнине (перевод) тиркемеллех мар. || В целом виде. Шел. П. 63. Хăшĕ (надгробие) пĕтĕмĕшпех, хăшĕ иккĕ-виççĕ катăлнă. || Целиком. N. Пуян çынсенĕн аллинче библи кĕнеки пĕтĕмĕшпех пулнă. N. Пĕтĕмĕшпе çунтарса янă.

алли

(аλλиы; propiie s. manus eius), res commoda, idonea, conveniens, удобная, подходящая вещь. Альш. Мана, пĕр вун пилĕк пуслăх кивĕ кĕнеке илсен, алли. Если я куплю копеек на 15 старых книг, то мне и ладно по моим средствам. Сред. Юм. Çак атă мана алли-ха (хакĕ те хаклă полмасан, тавар та аван пõлсан, пысăккăш(ĕ) те хăйне йõрасан калаççĕ). Эти сапоги для меня подходящи (говорят тогда, если и цена недорогая, и товар хороший, и величина сапог подходящая). Ib. Она пăртак лекни те алли-ха! Так ему и надо; хорошо, что его немножко поколотили! (говорят о побитом).

аркан

(арган), implicari, turbari, perturbari, запутаться, спутаться. Н. Карм. Çип арканнă. Нитки спутались. Шибач. Вĕрен арканса кайрĕ. Веревка спуталась. Çак арканса кайнă каната кам çĕнĕрен явса кăкарса лартĕ? Кто снова совьет и привяжет этот развившийся канат? СПВВ. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ. Ваш шелковый моток перепугался, спутался. Ib. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ, пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ваш моток шелку спутался нас привлекла сюда хлеб соль. ЧП. Сирĕн пурçан хутри арканмĕ. Якей. Кăшкар арканнă = кăшкар çинчи çип арканса кайнă. || Diffringi, dissipari. Также: разбиться; рассыпаться (о деревянной посуде). Орау. Е-ей, пĕтĕмпех арканнă пăрĕ, пăх-халĕ! Ĕнер анчах кӳлли сарлакăшпе кăн-кăвак пăрччĕ, кĕçĕр пĕтĕмпе вакланнă! Смотри-ка, лед-то весь накуски разбило! Вчера (только) все озеро было покрыто синим льдом, а нынче в ночь его разбило на мелкие части. Ăстайкка кăшăлне илсен арканса каять (= саланать). Если снять с кадки обручи, то она рассыплется (точнее: ее клёпни перемешаюся). Зап. ВНО. Унăн килĕ-çурчĕ арканса кайрĕ. У него весь дом пришел в упадок. || Metaph. Ib. Пурнăç арканса кайрĕ. Жизнь запуталась. Орау. Унăн арканнă ĕнтĕ. lam amisit virginitatem. lb. Чĕччи ĕне пăхĕ пек çеп-çемçе, лере те манерĕ çук пулмалла, арканнă пулмалла. У нее груди мягкие, как коровий кал; in ilia quoque parte nullum iam mansisse puto (virginitatis) vestigium, sed confusa omnia atque perturbata (i. e. iam esse devirginatam). Ib. Ну, ку тăруçăн ялĕ-йышĕ арканчĕç-çке! Ĕçки-çики, ятлаçу-вăрçу (çапăçу); ахалу те тата çĕр валеçес йĕркепе эреке (i. q. эрех) нуммай пулчĕ: пĕрне-пĕри çиленсе кĕç-вĕç çĕçĕпе чикес пек çӳреççĕ! Нынче у нас в деревне все словно с ума сошли: пировня, брань, ссоры (драки)! Да еще тут, по случаю передела (земли), и водки не мало было: просто один другого ножом нырнуть готовы! || Retorquere, развать. Ст. Чек. Тилхепе вĕçĕ арканнă (= сӳтĕлнĕ). Конец вожжей расплелся.

кайчмак

описка вм. качмăк? Туй. Пӳркенчĕк илсен кайчмак тăхăнтараççĕ. Качмака (так!) сурпантан тăваççĕ, пăртак çĕлеççĕ сурпана.

кантăр холхи

(холhи), кострика. Ста-к. Сред. Юм. Кантăр çумĕнчен сӳсне хăпартса илсен, юлашкине холха теççĕ. Ib. Кантăр тылласан тохакан çӳпе кантăр холхи теççĕ.

карăн

(кары̆н), вытягиваться, растягиваться; потягиваться. Зап. ВНО. Каран, потянуться. Пшкрт. Асту, эп сана пырса карăнсарак çапса ерĕп-тĕк, таста кайса ӳкĕн! N. † Карта тулли çӳрен ут, карăнса пăхса юлаççĕ. Образцы 84. Карташ чулли лашаçăм, карăна пăха юлать-çке. Альш. † Кашкăр килет карăнса, каç пулнине хĕрĕнсе. Юрк. Кăмака хыçĕсене те карăнса пăхат, çӳлелле те астăват, хыпаласа та пăхат, нимĕн тăва пĕлмес. N. Хыпаланса, унта-кунта тăрса, карăнса пăхкаласа илет те, ниçта курăнмасан: манăн та чăматанăм çук, кам илсе тухнине курмарăр-а? тесе ыйтат хăйпе пĕрле ларса пыракансенчен (других пассажиров). Батыр. † Кайăк хурсем килет карăнса, икĕ çунаттипе сарăлса. К.-Кушки. Темĕскер ман паян ялан карăнас килет. Меня нынче что-то потягота берет. О сохр. здор. Унăк ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать, пит карăнас килет (одолевает потягота). Собр. Çын çинелле йытă карăнсан, хăна килет, теççĕ. Капк. Темиçе хутчен кушакла тутлăн карăнса илсен... Ст. Чек. Çын карăнат, потягивается. Чув. пр. о пог. 178. Асамат (сĕвек) кĕперри çӳлелле карăнсан, уяр пулат. Если радуга протянулась высоко, будет ясно. Ала 108°. † Хорăн тăрăнчи хор хорчкки (так!) хорсăм çине ялт! Кар(ă)нать. || Делаться тугим. КС. Ача ĕмĕртекен арăмăн кăккăри карăнать, сăвакан ĕненĕн çилли карăнат (= тулать). Ст. Чек. Чĕччи карăнман тет-ха (= сĕт тулман). Ib. Кăккăр карăнат (чрезвычайное накопление в груди молока у женщины после родов, при, котором болит грудь). О сохр. здор. Эсир сехетсерен апат çинĕрен, вăл çинĕ апат хырăмра çĕрсе ĕлкĕреймест; çавăнпа хырăм карăнса каять те, вар ырата пуçлать; тата ытти чирсем те ереççĕ. || Околеть. Якейк. Карăнман пуçна! Карăнашшĕ! («сильная ругань»). Ib. Карăнса выртманскер! (ругань). Сред. Юм. Карăнса вилешшĕ! (пит çиленнĕ çынна: ăмма вилмес-ши тессине калаççĕ). Чтобы ему околеть!

каçкала

учащ. ф. от гл. каç. Çĕнтерчĕ 8. Иляккаран ĕçленĕшĕн илсен, хĕл каçкалăпăр (как-нибудь перезимуем).

кат

(кат), откалывать, отламывать, отбивать. Ст. Чек. Пĕрне (в одной лесине) пĕр пуçĕнчен иййипе (долотом) катса кăлараççĕ (выдалбдивают выемку), варринчен, икĕ енчен, икĕ мăйракă пек (как бы два рога, т. е. развилки) хăвараççĕ. Абаш. Конта пăрне (лёд-то) катаç полать (сколоть; катса тăкас — если его раскидать; катса илес — если убрать). Ib. Кӳлĕрен пăр катса илеççĕ. Ердово. Çынсем, килхушшинчи юрсене катса, урама кăлараççĕ. Бес. чув. 5. Вăрăм тимĕрсем ката-ката панă. Орау. Тутине катнă, мур ачи, тенкел çинчен ӳксе! || Грызть орехи. КС. Мăйăр катса шăлсам ыратакан пулчĕç. Трхбл. † Аçтăркан мăйăрне тĕл пултăм; атя иккĕн катар, тĕш тăвар, ĕмĕр уйăрлмасса тус тăвар. Альш. † Пирĕн кас хĕрĕ пике пек: икĕ пичĕ чие пек, катса (надо: татса) çиес çырла пек. ||Вычитать, выверстывать (из суммы, напр. çавăнтан); скашивать, уступать. N. Аллă пусне катса йолчĕ (не додал). Б. Олг. Ах, тет, кашнă аршăнтан вон çичшер пус катат! Ах, исен те йорат полĕ кона, йоратмалла тăла! Çынна ĕçленĕшĕн парас хакне катса панăшăн... N. Тарçука памалла (у др. памалли) укçана катса памарăн-и? N. Нумайтарах илсен тенкĕрен 20 е 25 пус катаççĕ (уступают). Истор. Аслă княçа ямалли укçаран хăйсем валли катса юлкаланă (удерживали). N. Аллă пус катса пачĕ. N. Эсĕ ыра çынах мар иккен. Çав ĕçсем пирки эсĕ çын чунсене те катни-тен? || Недосыпать, меньше спать. Орау. Эп, айăха катмастп-им? Разве я сплю все столько же?

ката

(када), то же, что кая, назад. Завражн. Тĕкĕшсе илсен, кĕсем калла ката чакса тăнă (козлы).

кивве хăвар

оставлять для последующего использования. О земл. Ырашпа çуртырри акса илсен, çĕре пĕр çула кивве хăвара пуçланă (начали оставлять не распаханной). || Кн. для чт. 43. Вăл вĕсене тырă пулнă çулсем кивве хăварнă. СТИК. Ĕлĕк тырă пит ăнса пулнă; пуянтарах çынсем 20-шер капан кивве хăваратьчĕç, тет. Ib. Кивве хăварас, оставить необмолоченным на другой и на третий год. (То же выраж. в Сред. Юм.).

кишĕкле

то же, что кишекле. Ст. Чек. Кантăр пуçне илсен, ăна алăра йăвалаççĕ, кантăр вăррисем пуçĕнчен тухаççĕ, çапла кăларни — кишĕклени пулат. Хура тул вăррине те çаплах кишĕклеççĕ. Ib. Шăши кантăр вăррине кишĕкленĕ (съела содержимое, оставив шелуху).

куппис

(куппис), купец. Хурамал. † Урамăртан куппис иртсе пырат; илсен, илмесен те, тухса кӳр (купишь ли, нет ли, а выйди и погляди). См. купса.

ăв

тереть, растирать, мять. Н.И.П. Кантăр пуçĕнчен вăррине йăваласа е сăтăрса илсен, вăл пит çӳпĕлĕ пулат; ăна ывăç синче ăвсан, вĕрсессĕн, çӳппи вĕççе кайса, вăрри тасалса юлат. Шел. II. 39. Кăкрисене ăваççĕ, пуçĕсене ухаççе. || Бить, хлестать. СТИК. Ай-ай, хытă ăврĕ кăна ашшĕ шĕвĕ хулăпа (отхлестал). || Начерт. 178. Ăв, молоть табак. Ст. Чек. Ăвнă тапак, нюхательный табак. Ib. Ăвнă тапак ― алăпа йăваланă е тӳнĕ (толченый) тапак. Ib. Куçĕсене ăвнă тапакпа сапнă. Глаза засыпали нюхательным табаком.

ăн ил

приобрести понимание. Юрк. Пĕр ăн илсен (= смекнув), аллисем хăнăхсан, ытти кĕввисене те çапма (на барабане) пултара пуçлат.

ялкăш

(jалкы̆ш), пылать, ярко гореть. Сир. 53. Унăн вучĕ... ялкăшса çунĕ. Хурамал. Кăвар ялкăшша тăрать (çулăмĕ тухать). Угли пылают. Алекс. Нев. Хулана йăлтах вут хыпса илнĕ; пĕтĕм хула вут çулăмăне ялкăшнă. Весь город охватило пламя; весь город пылал пламенем. Ст. Чек. Ялкăшса çунат (= çулăмлă çунат), пылает. IЬ. Вут ялкăшса выртат. Уголья пылают. . Кам шуйттанĕ халех юшка (вьюшку) хупнă? Кăмакара вут ялкăшсах выртат, сĕрĕм (угар) тивнипе вилĕн. Юрк. Улăмпа витнĕ кĕлетне ярса илсен, тытăнат пĕтĕм вăйĕпе ялкăшма. Когда огонь охватил амбар, покрытый соломой, он начал сильно пылать. Ч.С. Çав çуннă çинсем пурте пуян-ччĕ, пурин те çуннă чухне купашар-купашар тырă ялкăшша выртатчĕ. || Блистать, переносно — форсить. N. Тумланарах çӳреме юратакан çынна: эй, ялкăшса çӳрет-çке! теççĕ.

ярса ил

хватать, хвататься за..., захватывать, охватить, обхватить; ухватиться за что. К.-Кушки. Ирхине тăрат та, çăкăр ярса илет. Как встанет, так и за кусок. Юрк. Вучĕ кĕлет çинчен, улăмпа витнĕ хуралтăсем тăрăх, ытти хуралтăсене те яра-яра илет (захватывает одну за другой и прочие постройки). Чăв. й. пур. 33. Çавсем калаççа тăнă чух, пĕри штав эреххе ярса илнĕ те (схватил), тухса кайнă. Ау 8. Эсĕ вара ăна нăхтупа мăйĕнчен ярса ил те (захвати за шею), ан яр. Сир. Ярса ил (унтан). Б. Яныши. Çеркей çаваран ярса илчĕ те (схватился за косу), аллине касрĕ-пăрахрĕ. М. Шигаево. Кашкăр пытеке (= путеке) çиленнĕ те, пытеке ярса илнĕ те, вăрмана ятса кайнă. || Об огне. Ч.С. Вут чĕлхи (заклинание от пожара) пĕлекен çын виçĕ хут çаврăнсан (кругом пожара): тивнĕ килĕсенчен урăх килле ярса илмĕ, çак пилĕк килĕ анчах çунса пĕтĕ, терĕ. Истор. Çав вăхăтрах Успенский собора та вут ярса илнĕ. N. Ачан кĕпине çулăм ярса илнĕ. М. Ăнтавăш. Асту, кĕпӳне вут ан ярса илтĕр (как бы не загорелась). Ядр. Мана вут ярса илчĕ. N. Ăна йĕри-таврашĕпех вут ярса илтĕр. || Прохватить (о холоде). О сохр. здор. 96. Тула тумтир тăхăнмасăр тухсан, сивĕ ăна часах ярса илет. || «Продернуть» (мимоходом). Орау. Старик паян Хĕлипе те ярса илчĕ. Старик сегодня заговорил и о Филиппе, и пробрал его (заочно). || Захватывать (богатство). Орау. Таçтан та ярса илĕ-ччĕ; тĕнчипех çавăрса илсен те, тăранас çук (о жадном). Зацепить. Букв. 20, 1908. Кушак Хураçкана сăмсинчен ячĕ-илчĕ.

яштăркка

(jашты̆ркка), шуршащий при ощупывании. СПВВ. ФИ. Пасартан çица тавраш илсен, çĕличчен, яштăркка пулать. См. йоштăркка. || Крупный (о муке). КС. Яштăркка çăнăх, крупная мука.

лар

ларь (на мельнице). Н. Седяк. Орау. Лар – хăмаран тунă çăнăх хумалли пысăк арча. Ст. Чек. Кутлартан (см. арман) анат унта пăри тĕшĕ. (Аптиркка). Алгазино. Килĕр-ха, çак çăнăх ларне кӳртер! Изамб. Т. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тӳхат. Юрк. Çăнăх пĕтсен, лар тĕпне шăлса илсен, тырă пулмас. Ст. Шаймурз. Кӳлĕ варринче пĕр лар ăшне кĕрет те, ача та ун хыççăн (за нею) кĕрет, тет. (Сказка).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

мая

подклад (яйцо, подкладываемое под курицу, когда она несется). Сĕт-к. Ку çăмартая мая хăвармала: ытла та пĕчĕккĕ. СТИК. Чăхсен йăвине, çăмарта илсен, пĕрне: чăхсем ан сивĕнччĕр, тесе, хураççĕ, çавна мая теççĕ. Хурамал. Мая = чăхсем çăмарта тунă чух йăви çинчех тăрат пĕр çăмарта, ăна илмеççĕ. Пшкрт. Мая çăмарти хуартăн-и? Оставил ли ты подклад? См. йӳе çăмарти. Якейк. Чăхă пĕр çĕрех çăмарта тутăр, тесе, çăмарта йăвине яланах пĕр çăмарта хăвараççĕ, ахалĕн чăхăсам, йăваран сивĕнсе, орăх çĕре йăва туса, çăмарта тăваççĕ.

мăкарич

(мы̆гарич’), могорыч. Рук. календ. Прокоп. Йĕп илес пулсан та, мăкарич калаçаççĕ. Тырă вырма тытсан та, мăкарич ĕçеççĕ. Календ. 1911. Япала илсен-тусан, мăкарич тăвас йăла ăçтан тухнă вăл? Кан. Шеюк Хĕветĕрĕнчен ана тара илнĕ йĕркепе мăкарич ĕçме шутланă.

йӳнĕпе

йӳнпе, по дешевой цепе. Хыпар № 34, 1906. Ют патша таварне (иностранные товары) йӳнĕпе илсен халăха çылăх пулĕ-и?

йăпăрт

(jы̆бы̆рт), подр. моментальному действию. Яргейк. † Ах, аки Утатти, арчи тавра вăрт çаврăнат, икĕ а(л)лине шурт çапат, пуçне йăпăрт хыççа илет (Свад. Песня). Малт. шк. вĕр фиç. 122. Хĕлĕхе пăта çумне нумайтарах пусса тăрсан, вăрăм лини, йăпăрт пусса илсен, пăнчă туртать. Ib. 124. Тимĕр листа пит йăпăрт чĕтренсе, калла-малла сулкаланса, пире илтĕнекен сасă кăларать. Яргейк. Алăк уçса кăларсарчĕ, эпĕ каяла пăхрăм (посмотрел) та, йăпăрт куçне шăлса илчĕ (она). Б. Илгыши. Патне пыра пуçласан, шăши йăпăрт кăмака айне кĕрсе пытанать, тет (моментально убежала от него под печку). Ядр. Ик аллине шарт çапать, куçне йăпăрт шăлса илĕт. Б . Олг. Лакчаг-орлы jы̆бы̆рт анџах посрэ̆. Он живо перешагнул через (не широкую яму.) Шибач. Йăпăрт, скоро. Ib. Йăпăрт! кĕчĕ. Б. Олг. Корка йăпăрт илĕт те, той пуç стелĕ синчен, чикет кăсийине, тохат-каят орама. С. Йăпăртах кайса пăхам (тотчас). Якейк. Мишка петне (=патне) йăпăрт кайса килем-и? Я мигом схожу к Мишке. Можно? Шел. 153.. Йăпăрт-йăпăрт йăвана кĕре-кĕре пăхатăп. П. Патт. 26. Вĕсем йăпăрт та йăпăрт хулла пĕрне-пĕри тыттарнă. СТИК. Чĕрĕ пулă алăран йăпăрт тухса ӳкет. (Выражает слизкость рыбы, как она легко вырывается из рук»). || N. Йăпăрт! (не сильный дристок). || Пшкрт. jы̆βы̆рт, - тихо (синоним слова йăпăштăн). || Прозвище. Зап. ВНО. Йăпăрт Еххим.

йăпăртат

семенить; ходить вприпрыжку. М. П. Петр. Тюрл. Йăпăртатса сӳрет (быстро, ходко). Сред. Юм. Пит йăпăртатса ôтать. Идет скорым, но мелким шагом. Ib. Кôшак, крыса, кошак-кайĕк йăпăртатса чупаççĕ. («Показывает на то, как они перебирают ногами»). КС. Эрешмен карри тăрăх йăпăртатса çӳрет (или: йăпăр-йăпăр çӳрет). Паук бегает по паутине быстро. Хурамал. Йăпăртатса çӳрет (быстро, безостановочно). Ib. Мĕн йăпăртатса çӳретĕн? (говорят тому, кто бегает около и мешает). Янтик. Пит йăпăртатса утат вит у! тепле ырмасть! («шагает мерно, мелкими шагами, но очень быстро»). || Трепетать. Ст. Чек. Пулла алла илсен, йăпăртатат (трепещется). П.П.Т. Йăпăртат. См. йăпрăски. Копошиться (о вши). Орау. || Бегать (о вшах).

йăтă

(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.

вăтам

(вы̆дам), средний; умеренный. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 42. Пирĕн Раççейре вăтам çĕртипе çур-çĕр енчи кĕпĕрнесем валли пилĕк пусăллă акас йĕрке лайăх пулмалла. СПВВ. Вăтам çын, человек среднего роста. (Сред. Юм. id.). Альш. Пирĕн чăваш вăл вăтам çын темелле: ытла çӳлĕ çын мар, сарлака мар. Орау. Пирĕн пата паян Хапăссем, пĕр вăтам çын, кĕрсе тухса карĕ (заходил человек среднего роста). Календ. 1904. Праçниксем аслисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем пур. Н. Шинкус. Хăй ку (она) вăтамрах, лутрарах, хурарах арăм; çийĕ-пуçне яка тытаканскер ку (она). КАХ. Юлашки чустинчен тепĕр вăтам пашалу тăваççĕ. См. лапрашки. Н. Карм. Вăтам çын, средний человек, пысăк та мар, пĕчĕккĕ те мар. Ал. цв. 22. Вăтам çулти пулсассăн, импиччем пул. Истор. Тутарсем вăтамрах, сарлака çан-çурăмлă çынсем пулнă. Кан. 1927, № 234. Вăтамран илсен (если взять в среднем) перес тĕлĕшпе (в отношении стрельбы) питĕ начаррисемех курăнмарĕç. Ib. Çунасси вăтамран (в среднем) сакăр-вунă (сакăр-вун) минута пырать. || Мыслец. Вăтамĕ — средняя часть льна. Пшкрт: Вы̆дам — второй сорт конопли. См. кантăр. Алгазино. Сорта волокна (льна и конопли): 1) лапрашки, 2) вăтам, 3) палчас (с л'), 4) вар. || Неолог. Эпир çур. çĕр.-шыв. 23. Вăтам шкул çук-халĕ. Средней школы пока нет.

вăтамăн

в среднем. Кан. 1927, № 212. Вăтамăн-илсен, çулталăкра 4 уччитлĕ улшăнса пынă. В среднем, менялось по 4 учителя в год.

вĕтĕн

опалиться, быть спалену (о шерсти и пр.). Абаш. Панклеи. Олăм ори çонса пĕттĕр те, кашкăр хĕп-хĕрлĕ тохать, пĕтĕмпе вĕтĕнсе кайнă (опалился). Сунт. 1929, № 9. Теплушкă-вакунсенчен пулнă тем варăмĕш пойăс вĕтĕннĕ çĕр тăрăх хĕрлĕ ăман пекех авкаланса станетсăри çынсен куçĕнчен çухалчĕ. Пшкрт. Коры̆к тӳэлβӓ вэ̆дэ̆нзӓаjза (сгорела от солнца). Кайсар. Кăçал тырă хĕвелпех вĕтĕнчĕ, мĕн пулнă пекки çилне тăкăнчĕ. Пшкрт. Кы̆мађа с'инџӓ сы̆кман вэ̆дэ̆нзӓаjза. || В перен. см. Сред. Юм. Мĕн вĕтĕнсе çӳрен эс кôнта паян çарамас (т. е. ходишь и зябнешь)? Орау. Вĕтĕннĕ! туртаймаçть мур! (ругают лошадей). Лаши чăхăммасассăн: ай, вĕтĕннĕ! Патак илсен, сана тапăртаттарăп! (я тебе покажу, как топтаться и не везти). Сред. Юм. Вĕтĕннĕ, тесе, сивĕре начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Эй вĕтĕннĕ, эс тăвайратна çавна! (тебе ли это сделать, замухрышка!).

вĕчĕркен

(вэ̆ζэ̆ргэн), раздражаться, злобиться. Хурамал. Эпĕр ĕçленине кураймасăр, вĕчĕркенсе тăрать (= çиленсе тăрать, ненавидит). N. Яланах чунĕ вĕчĕркенсе тăнă. СПВВ. Чун вĕчĕркенет. Ст. Чек. Ăш вĕчĕркенет. Злится. Ib. Вĕчĕркенет (çилĕ килни, чунтан савманни). СТИК. Чĕре вĕчĕркенет. Питĕ хытă çыннăн (у скупца) чĕри вĕчĕркенет: унăн япалине илсен, япалине пăссан (или если ее испортишь). Ib. Ах, чун вĕчĕркенет-çке, хăçан килĕ-ши! (scr. хăçан килĕ-ши часрах, но «часрах» здесь неуместно).

йĕкĕрле

сдваивать, сложить парой. СТИК. Тыт аллăна йĕкĕрлесе! Сложи руки в пригоршни. Ib. Ай-яй пысăк, хулан иккен, йĕкĕрлесе тытмалăх пур! (говорят, когда хотят сказать, что предмет толст). Сред. Юм. Çăмартуна (testiculos) йĕкерлесе пăратна-мĕн? (говорят безделышм мужчинам). Ib. Йĕкĕрлесе илчĕ, тесе, ик ывăçпа (в пригоршни) илсен калăççĕ. Ib. Йĕкĕрле — ик ывăçпа ил, тени.

йĕкĕт

(jэ̆гэ̆т), молодой человек, парень; молодец. Ст. Чек. Йĕкĕт = çитĕннĕ ар, парень. Образцы. Калăрсамăр йĕкĕте, хĕр ĕмĕтне ан таттăр. Зап. ВНО. «Йĕкĕт — юла; молодой, ловкий парень» (б. Буинск. у.). Ib. † Вĕттĕн, вĕттĕн утакан пурте хитре йĕкĕт мар. Ib. † Ача, йĕкĕт, хам хыççăн, ларма çулпе (= çулĕпе) хам ертсе хам каям. Янтик. † Ан куллянăр, йĕкĕтсем, хôрĕх çулхи хĕр пур, тет. Не тужите, молодцы: говорят, что (для вас) имеется сорокалетняя девушка. Ст. Шаймурз. † Ачăрсем те матур, йĕкĕт таса, мĕншĕн тупаймасть савнине? Ау 254°. † Шурă Атăл хĕринче мĕн ĕçлеççĕ? — Икĕ йĕкĕт лавккасем лараççĕ. N. Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ. Ала 55. Йĕкĕт! кĕрсе кай-ха. Молодец, взойди-ка туда. Ib. 66. Çапла вара хĕре исе тухса каяççĕ; хĕре исе тухсан, кĕрӳ-каччи çумĕн йĕкĕтсем çав малтан каланă юрăсене юрлаççĕ. N. Анчах ĕçлекен хуртсем йĕкĕт çав: кĕр-кунне, пылсене илсен, вĕсем валли вĕллене апат сахал хăварсан, вĕсем вара сăр-хуртсене хăваласа кăларса яраççĕ. Сред. Юм. Ача пит йĕкĕт ô, пôрне те пôлтарать. Парень молодец: все может сделать. Юрк. Ун пеккисене вара салтака плекенсем те: йĕкĕт! тесе, мухтаса илеççĕ. Таких, как он, при приеме на военную службу называют молодцами. М. П. Петр. Яш-йĕкĕт.

выççăн

(выс’сы̆н), в голодном состоянии. Хыпар № 9, 1906. Анчах банк (= панккă) тăрăх илсен, эпир каллех выççăн лара пуçлăпăр. Ib. Вĕсен пăланĕсем (олени) вилсе пĕтсе, хăйсем выççăн аптăранă пирки, хăйсене-хăйсем вĕлерсе пĕтернĕ. Ib. № 37. Çапла ĕнтĕ унти халăхăн малалла выççăн ларас пулать. Ib. Ку хĕр-арăм выççăн вилнĕ-мĕн. N. Ахаль (иначе) эпир пурсăмăр та выççăн вилĕпĕр. Ч. С. Халччен эпĕ выççăн çӳременччĕ, халĕ ĕнтĕ выççăн та çӳреме лекĕ (придется). Ib. Тĕнчере пуринчен те хăрасан, выççăн та вилĕн (с голода).

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

вăй ил

окрепнуть, набраться сил. Сир. 109. Эпĕ куртăм, ухмах вăй илтчĕ; çавăлтех унăн кил-çуртне ылхантăм. Ib. 290. Вĕсем вăй илнĕ ĕнтĕ (окрепли). Кан. 1927, № 214. Эрне хушшинче кукша сарăлса, вăй илсе карĕ. Юрк. Малашне вăй илсен, унта пит лайăх-кăна шатрун çурт ларттарăп, тет.

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

исен

(изэн'), то же, что илсен, деепр. от гл. ил «брать». Якей. Çак япалая исен, ман чон хĕпĕртесе тастах кайса кĕчĕ (я несказанно обрадовался).

ихтер

(их'т’эр), понуд. от их. КС. Ачана аван ихтерет. Хорошо откармливает ребенка (о хорошей кормилице). IЬ. Кĕсре-тыхана аван ихтерет. || Чăрс. 31. Çĕр илсен, пурăнăçа ихтерсе яратăп-ха (налажу).

уйăп

ойăп (уjы̆п, оjы̆п), снегирь. СПВВ. АС, Сохрон-ял. См. хĕрлĕ-кăккăр. Т. Й. Хĕрлĕ уйăп (здесь хĕрлĕ — еpitheton ornans?). Нюш-к. Уна хĕлле лупас тăрне шалча лартса, шалчча тăрне серепеллĕ шăпкан кĕлти лартса тытаççĕ. Уйăп алтанĕ (самец) хĕрлĕрех. Шибач. Уйăп. Кăт-кат сивĕ пола пуçлать, вăл макăрать, лык-лык! тутарать. Микуш. Уйăпăн çăмартине илсен, айхă пит килет, тет.

ум илен курĕк

(на ярлычке — у. и. курăк), трава от порчи, называемой «ум илни». П. И. Орлов и Д. С. Сергеев. № 41. Ум илен курăк (sedum acre) е этемме, е выльăхсене илсен ăслапа юçĕтсе ĕçтерес пулать.

ункайлă

удобный, удачный. П. И. Т. Анчах укçаран çăмарта ункайлăрах, мĕншĕн тесен хай хăшĕ ашшĕ-амăшă паман ачасем çăмартана йăва çинчине, урăх пулмасан, майине те пулин хĕстерсе-тухса параççĕ. СПВВ. ИФ. Канçăр çĕрти япалана лайăх илсен: ĕнтĕ ытла ункайлă лекрĕ, теççĕ.

уç

оç, открывать, отворять; раскрывать. Ал. цв. 7. Тĕлĕнсе тăрсан-тăрсан, уçса хунă сарлака хапхаран пит аслă карташне кĕрет. О сохр. здор. Кĕпе вĕççĕнех уçса янă чӳрече умĕнче пăртак тăрсан та, нимĕн те пулмĕ. N. † Оничере тил выртать, Китай тотри витĕнсе; Киттай тотрине çил уçать, пирĕн çылăха торă каçарать. N. Ачасем ирех тăраççĕ те, каç пулачченех, шусем уçса, пĕчĕк армансем туса, выляса çӳрсççĕ. Орау. Эпĕ пынă чухне чӳречине уççа тăрачч вăл (открывая окно). Хыпар № 2, 1906. Вĕсем — хута вĕренсе тăн-пуçа уçни анчах çынна пурăнăç çулне уçса, пурăнăç йĕркине кăтартса парса, пурăнма çăмăллатнине пит хытă ăнланса илнĕ. Орау. Масар çинче, вăрăсем вилнĕ çынна пытарнă шăтăксе виçĕ шăтăка уçнă, тит. Воры раскопали три могилы. Н. Якушк. † Хăта хапхи вырăсла, сывлăшпа уçрăмăр, çавра çилпе хупрăмăр. (Свад. п.). М. Васильев. Порăкне усса калать. Лашман. Сăрлă арчан уççи кĕмĕл, уçмасăрах уçăлса тăраçке. Ай-хай, ах та миллай, хамăр савни, курмасăрах кулса тăраçке. Собр. 56°. Шыва уçса ямасăр, арман авăрмасть. (Послов.). N. † Тулса çитнĕ кӳллине уççа яма састуи çук. Тайба Т. Çӳлĕ тусем çннче çил арман, çилсем уçат вĕсен çунатне. Г. Т. Тимоф. Уçа-уçа пăхать. Перелистывает и просматривает (книгу). . Уçа-уçа пырать. Перелистывает. Сред. Юм. Лавкка усас, отпереть лавку. IЬ. Лавкка уçнă. Открыл ставку. Хыпар. 13. 1906. Земствон пуринчен йывăр ĕçĕ вăл, ялта халăх валли кĕнеке вуламалли çурт уçасси. || Поднимать новь. Изамб. Т. Анчах çĕр сахаллине çереме уççа пĕтереççĕ. Рак. Çерем уççа вир акрăм. Изамб. Т. Ку çаранта утă пит лайăхах пулмасть, çавăнпа ăна уçса тырă акас терĕçĕ. || Открываться (кому-нибудь), т. е. открывать свои тайные помыслы. Полтава 54. Çук, эс кала чун уçса (откровенно), калла-малла, ан калаç. IЬ. Чунне уçса калаçать. || Разрешать. Хыпар № 8, 1906. Сутра пур ĕçе те, присяжныйсемпе тĕплесе пĕлсе, тĕрĕс татса уçтăр. || Поставить на ноги (в материальном отношении). Сред. Юм. Эп уçрăм она, хампа пĕрле ертсе çӳресе. Благодаря мне он поправил свою жизнь. || Разъяснить. Орау. Ĕлĕк вăл лăкăр-лăкăр анчах калаçнă, тет, нихçан сăмахне уççа (ясно, понятно) калаçаймаçчĕ, тет. IЬ. Сăмахна чипер каласа, пире ĕçе уççа пар-ха эсĕ. Скажи определенно о деле, толком. || Вырубать (лес). Череп. || Расчищать. Изамб. Т. Малтан итем варрине уçаççĕ (для молотьбы). || Освежать. Сивĕ шыв уçса ярать. Холодная водя освежает. † Альш. Шухăшласа-тĕлĕнсе ларнă чухне, ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. || Давать отраду легкость. Тайба. Т. † Пирĕнех те хуйхăлă чĕресене юрă юрласан уçать çавсене. Кĕвĕсем. Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит уçать; тантăш тана килмесен, ĕмĕр хуйхи пит пусать; тантăш тана килсессĕн, ĕмĕр хуйха пит уçать. || Просветить. Янш.-Норв. Эсир ăна илсен (девушку в замужество за сына) вăл сирĕн куçа уçса ямалла: епле унăн таврашĕсем чечен! хăçан вăл хĕрлĕ кепесĕр çӳрени пур? Расчесать. Сборн. Кăтра çӳçлĕ çынна йăс турасăр уçас çук теççĕ. (Пословица). || Раскрыть (т. е. сделать явным). Шурăм-п. № 4. Кам вăрланă пулсан та, Микула турă уçса пар; Ишеке кайсан, çурта лартăн. Киремет, эсĕ те пулин уçса пар. Сана юсман пăтти пĕçерсе, кĕпер айне кайса, лартăп. — Сложные с «уçă» см. уçă, оçă.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

главный

прил.
1. (син. основной) тĕп; главная улица тĕп урам; главная мысль доклада докладри тĕп шухăш
2. (син. старший; ант. младший) аслă; тĕп; главный инженер завода заводăн аслă инженерĕ; главное предложение тĕп предложени (хутлă предложенире); главные члены предложения предложенин тĕп членĕсем ♦ главным образом тĕпрен илсен

масштаб

сущ.муж.
1. масштаб (карттă виçи вырăн вăрăмăшĕпе шайлашса тăни); масштаб — двадцать километров в сантиметре масштаб — сантиметрта çирĕм километр
2. (син. размах) виçе, пысăкăш; масштабы бедствия инкек пысăкăшĕ ♦ в масштабах всей страны пĕтĕм çĕршывĕпе илсен

образ

сущ.муж.
1. (син. облик) сăнар, сăн, сăн-пит; он помнит образ матери вăл амăшĕн сăнне асран ямасть; образ воина в романе романри салтак сăнарĕ
2. (син. способ) йĕрке, мел, май, манер; образ жизни пурнăç йĕрки; образ действий ĕç тумалли мел ♦ главным образом тĕпрен илсен; таким образом çапла майпа; каким образом? мĕнле майпа?

общий

прил. (син. совместный; ант. отдельный)
пĕрлехи, пĕрлĕхлĕ, пĕтĕм, пĕтĕмĕшле; общий труд пĕрлĕхлĕ ĕçлев; общее собрание пĕрлехи пуху; общее число пĕтĕм хисеп; общие вопросы философии философии пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсем ♦ в общем кĕскен каласан; в общем и целом пĕтĕмĕшпе илсен

основной

прил. (син. главный, важнейший; ант. второстепенный)
тĕп, чи кирлĕ, чи паха; основная особенность чи паха уйрăмлăх; основное место работы тĕп ĕç вырăнĕ ♦ в основном тĕпрен илсен

счёт

сущ.муж., множ. счета
1. шутлав, шут, шутлани; устный счёт сăмах вĕççĕн шутлани
2. шут (спортра); счёт игры 3:1 вăйă шучĕ 3:1
3. счёт (укçа илме çырнă хут) ♦ без счёту шучĕ çук, питĕ нумай; в конечном счёте юлашкинчен, тĕпрен илсен; на этот счёт ку тĕлĕшпе; не в счёт шута кĕмест

частность

сущ.жен. (син. подробность, мелочь)
вĕтĕр-шакăр, пайăрлăх, пайăр япала; не вдаваясь в частности вĕтĕр-шакăра асăнмасăр ♦ в частности вводн. сл. уйраммăн илсен

черта

сущ.жен.
1. (син. линия) йĕр, чикĕ; провести черту йĕр турт; в черте города хула чиккинче, хулара
2. (син. свойство, особенность) паллă, уйрăмлăх; черты характера кăмăл уйрăмлăхĕсем ♦ черты лица сăн-пит, ĕренке; в общих чертах пĕтĕмĕшпе илсен

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

вообще

1. пĕтĕмĕшпе, пĕтĕмĕшпе илсен, пĕр сăмахпа каласан; 2. яланах.

основной

тĕп; тӗпри; основные мысли тĕп шухӑшсем; в основном пӗтӗмӗшле (пӗтӗмӗшпе) илсен.

сводный

1. пухса пӗрлештернӗ, уйрӑм пайсенчен тунӑ; 2. амаҫури е аçаçури урлӑ тӑванлӑ; сводные дети ачаллӑ урҫа ачаллӑ тӑлӑх арӑма качча илсен, вĕсен ачисем.

принцип

принцип 1. пӗр-пӗр вĕрентӗвĕн, наукӑн тӗп положенийĕ, тӗп никӗсӗ; принцип социализма «от каждого по его способности, каждому — по его труду» социализм принципĕ: «кашнинчен унӑн пултарулӑхне кура, кашнине — унӑн ӗҫне кура»; 2. пурнӑҫ çине (ĕҫ ҫине) мĕнле пăхни; в принципе я согласен тĕпрен илсен (е пĕтĕмĕшпе илсен) эпĕ килĕшетĕп.

частность

ж. уйрăммăн илнĕ япала, уйрăм вак ыйту; в частности уйрăммăн илсен, уйрăммăнах, сăмахран.

черта

1. йĕр; провести черту йĕр ту, туртса тух; 2. чикĕ; в черте нашего района пирĕн районта (чиккинче); 3. перен. уйрăмлăх, паллă, ен, сăн; черты лица сăн, сăн-сăпат, отличительные черты япалан уйрăмлăхĕсем; в общих чертах кĕскен, пĕтĕмпе илсен.

больно

I. больно ударил ыраттармалла çапрĕ; больно вздохнуть сывлама хĕн, йывăр; 2. перен. кӳренмелле, пăшăрханмалла; больно вспомнить аса илсен чун ыратать.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

главный

прил. 1. (наиболее существенный) тĕп, чи кирлĕ; главная мысль тĕп шухăш; 2. (центральный, самый большой) аслă, тĕп; главная улица аслă урам; главный город тĕп хула; 3. (старший по положению) главнăй пуç; главный врач главнăй врач; главный инженер главнăй инженер; главное лицо в доме кил пуçĕ; ◇ главное предложение грам. тĕп предложени; главным образом тĕпрен илсен; главное дело в знач. вводн. сл. уйрăмах.

общий

прил. 1. пĕрлехи, пĕрле, пĕрлĕхлĕ; общие деньги пĕрлехи укçа; 2. (совокупный) пĕтĕм, мĕнпур; общая сумма мĕнпур сумма; общее число специалистов специалистсен пĕтĕм хисепĕ; ◇ в общем, в общем и целом пĕтĕмĕшпе илсен; общее собрание пĕрлехи пуху; в общей сложности пурĕ пĕтĕмпе; найти общий язык пĕр шухăша кил, пĕр çăварлă пул; не иметь ничего общего с кем-чем-л. пĕрлехи (е пĕр пекки) нимĕн те çук; общее место пуриншĕн те паллă шухăш.

основной

прил. 1. тĕп, чи кирлĕ; основной признак тĕп паллă; основной закон тĕп закон; 2. в знач. сущ. основное с. чи кирли; нельзя упускать из виду основного чи кирлине асран ярас пулмасть; в основном тĕпрен, тĕпрен илсен; основной капитал тĕп капитал.

применительно

нареч. кура, шута илсен, тĕлĕшпе, ⸗па [⸗пе] килĕшӳллĕ, пирки, çинчен; применительно к нему ун пирки; применительно ко всем случаям пур чухне те, кирек мĕн пирки.

принцип

м. 1. (основное положение) принцип; принцип распределения по труду ĕçленĕ тăрăх валеçмелли принцип; принципы интернационализма интернационализм принципĕсем; 2. (убеждение) принцип, анлану, йăла; это против моих принципов ман принципсене хирĕçлет ку; ◇ в принципе тĕпрен илсен.

сам

м. 1. мест. (сама ж., само с.) хам, ху, хай; я сам эпĕ хам; ты сам эсĕ ху; он сам вăл хăй; ◇ сам не свой хама хам ним тума пĕлместĕп; сам собой ирĕксĕрех (е хăех); само собой разумеется каламасăрах паллă; сам по себе 1) хăй тĕллĕн, хăй ăссĕн; 2) хăйне уйрăм илсен, хăй халлĕн; сам себе голова хама хам (е хăвна ху, хăйне хăй) хуçă; сам (сама, само) за себя говорит хăех лайăх кăтартса парать.

сложность

ж. кăткăслăх, йывăрлăх; сложность вопроса ыйту кăткăслăхĕ; ◇ в общей сложности пурĕ, пĕтĕмĕшпе илсен.

частность

ж. вак-тĕвек, вак ыйту; ◇ в частности вводн. сл. уйрăммăн илсен, сăмахран.

черта

ж. 1. (линия) йĕр; провести черту йĕр ту (е турт); 2. (граница, предел) чикĕ, çыра, карта; в черте города хула чиккинче; 3. (особенность, свойство) уйрăмлăх, паллă ен, паллă; черты характера характер уйрăмлăхĕсем; 4. обычно мн. черты сăн, сăн-сăпат, пит-куç; черты лица пит-куç; ◇ в общих чертах пĕтĕмĕшпе илсен.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

уйăр

[u'jor]
dividi (dividu), disigi (disigu), disponigi (disponigu)
тан пайсем çине уйăр — dividi je egalaj partoj
укçа-тенкĕ уйăрса пар — disponigi financojn
ним уйăрмасăр — sen fari diferencon
уйăру — divido
уйрăл — disiĝi
уйрăлу — disiĝo
уйрăм — sekcio, departamento
dise
aparte, speciale, precipe
уйрăм пурăн — vivi aparte
уйрăмах — precipe
уйрăмлăх — diferenco
apartaĵo
уйрăммăн — aparte, dise
уйрăммăн илсен — aparte, speciale

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Канаш пар

Канаш пар давать / дать совет кому-чему, какой, советовать / посоветовать кому-чему.
— Хĕн пулсан, ху патне Мĕкĕте юлташна чĕн, пулăшĕ, — канаш пачĕ председатель. В. Алентей. Унпа çĕнĕрен тĕл пулсан, пĕрне-пĕри палласа илсен, Анна Михайловна, ман алла хытă чăмăртаса, вăхăтра канаш панăшăн тав турĕ. В. Паймен.

Куç ил

Куç ил отрывать [отводить] / оторвать [отвести] взгляд от кого-чего.
Старик хăйпе юнашар утса пыракан Стасик çинчен куçне илет те Соня еннелле пăхать. Хв. Уяр. Çăлтăр витĕр курнакан Салтак çул-йĕрĕ çинчен Асăнатăн-ши, тăван, Пĕлĕтрен куçна илсен? П. Хусанкай. Вăл, çуна çинче хыçалалла пăхса лараканскер, йăмраллă тăван ял çинчен нумайччен куç илмерĕ. В. Алентей.

Пил ил

Пил [пиллĕх] ил получать / получить благословени от кого.
Военкомран пил илсе Тухса кайнă Микула. Н. Сандров. Пиллĕх илсен, пин ылтăн. Ваттисен сăмахĕсем.

Çӳç вирелле тăрать

Çӳç [çӳçпуç] вирелле тăрать (тăчĕ) волосы становятся [встают, поднимаются] (стали [встали, поднялись]) дыбом у кого, ужас берёт кого.
[Митя:] Аса илсен, çӳç вирелле тăрать. Фашистсем ирсĕр ĕç тунине нумай курнă эпĕ. Кунашкаллине курманччĕ. Н. Мранькка. Карапран темиçе хут çӳллĕ хум çине пăхатăн та çӳçӳ-пуçу вирелле тăрать. А. Талвир. Ытла та тискер тыткалатăн эсĕ, Шахрун. Эс мĕн хăтланнине пăхса, хамăн çӳçпуç вирелле тăрса кайрĕ. Хв. Уяр. Манăн шăмшак сăрăлтатса кайрĕ, çӳçпуç, шăрт пек, вирелле тăчĕ. С. Элкер.

Ура çине тăр

Ура çине тăр [çĕклен] становиться [вставать, подниматься] /стать [встать, подняться] на ноги (1. выздороветь, оправиться от болезни; 2. сделаться самостоятельным, приобрести независимое положение; 3. поправить, улучшить своё экономическое, материальное положение; 4. встать на ноги).
1. Ăнсăртран Сахрун пичче арăмĕ, Мавра инке, вĕри чирпе чирлесе ӳкрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ, вилчĕ. М. Данилов-Чалтун. 2. Çавнашкал Шупашкар уесĕнче, Кӳкеçре, чухăнсем ура çине тăрса кĕрешме тытăнсанах, кулаксем вĕсене вăйпа тĕп тума хăтланса пăхаççĕ. И. Кузнецов. 3. Эпир хамăр хуçалăха ура çине тăратаймасан, пире çапса хуçĕç. В. Ленин. Ура çине тăнă-тăман тăлăха юлтăм. Ю. Званацкий. 4. Штаба бригада командирĕпе начдив килсе кĕчĕç. Пуçлăхсене полк штабĕнчисем ура çине кар тăрса кĕтсе илчĕç. В. Бурнаевский. Кил çинчен аса илсен, Мамлеев хатарланса ура çине тăчĕ, карттусне хывса, çӳçне пӳрнисемпе якатрĕ. Хв. Уяр.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

гэкачепист

ç.с. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче (19—21.VIII.) Совет Союзĕнчи влаçа хăйсен аллине илме хăтланнă çынсенчен пĕри; Вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн (ГКЧП) членĕ. 125 тома [следстви материалне] гекачэпистсене паллашма патăмăр. Х-р, 17.09.1992, 3 с. ГКЧПистсене илсен, Павловсăр пуçне, пуртедиктаторсем. Х-р, 4.03.1993, 4 с. Гэкачепистсем 11 хаçата хупасси çинчен йышăну тунăччĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Вăл ... Лефортовăна хупнă гэкачепистсене [сăн] ӳкерме ирĕк панă. ÇХ, 1998, 46 /, 8 с. — танл., путчист.

гекачепист

ç.с. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче (19—21.VIII.) Совет Союзĕнчи влаçа хăйсен аллине илме хăтланнă çынсенчен пĕри; Вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн (ГКЧП) членĕ. 125 тома [следстви материалне] гекачэпистсене паллашма патăмăр. Х-р, 17.09.1992, 3 с. ГКЧПистсене илсен, Павловсăр пуçне, пуртедиктаторсем. Х-р, 4.03.1993, 4 с. Гэкачепистсем 11 хаçата хупасси çинчен йышăну тунăччĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Вăл ... Лефортовăна хупнă гэкачепистсене [сăн] ӳкерме ирĕк панă. ÇХ, 1998, 46 /, 8 с. — танл., путчист.

гкчпист

ç.с. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче (19—21.VIII.) Совет Союзĕнчи влаçа хăйсен аллине илме хăтланнă çынсенчен пĕри; Вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн (ГКЧП) членĕ. 125 тома [следстви материалне] гекачэпистсене паллашма патăмăр. Х-р, 17.09.1992, 3 с. ГКЧПистсене илсен, Павловсăр пуçне, пуртедиктаторсем. Х-р, 4.03.1993, 4 с. Гэкачепистсем 11 хаçата хупасси çинчен йышăну тунăччĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Вăл ... Лефортовăна хупнă гэкачепистсене [сăн] ӳкерме ирĕк панă. ÇХ, 1998, 46 /, 8 с. — танл., путчист.

деноминациле

ç.с., экон., фин. Укçасен малтанхи хаклăхне улăштар (пысăклат). Деноминациленĕ укçа-тенкĕ, тĕпрен илсен, кăçалхи пĕрремĕш кварталтах киввине «хĕссе кăлармалла». Хальлĕхе вара кивви те, çĕнни те çаврăнăшра пулĕ. Х-р, 6.01.1998, 1 с. Деноминациленĕ укçапа виçсен те50 пин кăна мар. ÇХ, 1999, 11 /, 3 с.

компартноменклатура

ç.с. Коммунистсен партине тата унăн тĕрлĕ шайри органĕсене ертсе пыракансем. Митинга, тĕпрен илсен, компартноменклатура, Шупашкарти Ленин музейĕн совечĕн членĕсем хутшăнчĕç. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Компартноменклатура диктатури вăхăтĕнче... Х-р, 4.08.1993, 4 с.

мегаполис

ç.с. Виçесĕр ӳссе кайнă хула; мăнттай хула. Мегаполиссен паянхи чи кăткăс ыйтăвĕапат-çимĕç ыйтăвĕ. Х-р, 16.09.1992, 2 с. Тĕпрен илсен, Питĕр, Мускав, Чулхула йышши мегаполиссенче ... сарăлнă пулнă вăл [наркомани]. ÇХ, 1998, 48 /, 3 с. Çынсенчен чылайăшĕ пысăк мегаполиссенче е орбитăри спутник-хуласенче пурăнĕ. Ар, 2001, 8 /, 3 с.

моджахед

ç.с. Ислам идеалĕсемпе витĕнсе политика тĕллевĕсемшĕн çапăçакан çын; афган партизанĕ. Йĕри-тавра хĕç-пăшаллă моджахедсем пулнă. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Массуд-Раббани моджахечĕсем Наджиба çĕнтерсе Кабул хулине тытса илсен [А.Дустум] вĕсене хирĕç çапăçнă. Х-р, 11.02.1997, 3 с. Вăрçăпа хавхаланнă моджахедсем хăйсене пулăшакан Исламабад çинчен мансах кайнă. Х-р, 5.10.2001, 2 с. — таджик боевикĕсемпе афган моджахечĕсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.; ÇХ, 2000, 14 /, 2 с.); — моджахедсен снайперĕ (Х-р, 15.06.1995, 4 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

икона

турăш; таса сăн. Çав икона (турăш) халь те Ишек чирĕкинчех ларать; халь ĕнтĕ вăл турăша пĕтĕмпе ылттăнласа пĕтерсе иконостас ăшне лартнă [Житие 1879:43]; Иоанн аллине илсе килне тавăрăннă та кĕлĕ пӳлĕмне кĕрсе касса татнă аллине ĕлĕкхи вырăнне лартнă та Турă Амăшĕ сăнĕ (икона) умне чăркуçланса ларса куç çулĕпе ак çапла каласа кĕл тунă <…> [Училище 1892:11]; Çапла каласан вăл ухă илсе св. Георгийĕн таса сăнне (иконана) ухăпа тĕллесе пенĕ [Училище 1892:12]; Хресченсем хăйсен нушисем çинчен каласа пĕтерсен вĕсем илсе [пынă] турăша (икона) хăй аллине илсен Патша вĕсене [каланă:] «Тавтапуç сире Мана хисеплесе килнĕшĕн <…>» тенĕ [Хыпар 1906, № 9:136].

кас

я.я. урам. Тата камран та пулин çыру илсен те çавăн пекех тарăхса пĕтетĕн: пĕрин патне йăтса каян – килте çук, тепĕрин патне пыран – вулаймасть; çапла хăш чухне пĕр çыру вулаттарасшăн пĕтĕм касса (урама) çавăрăнатăн; тата вăл çырура те ют çын пĕлмелле япала çинчен çырнă, те çук, ăна пĕлместĕн [Абрамов 1988:178].

савăн

хĕпĕрте. Хĕр ачи ăна илсен пит савăннă (хĕпĕртенĕ) те ăна çĕтерес мар тесе çӳпçе ăшне пытарса хунă [О святой 1895:7].

сутулаш

хак пирки калаç. Çывăх çĕртен тырă илсен чиновниксене ĕç нумай пулать, вĕсен тырă пăхас пулать, сутулашас (калаçас) пулать, сутăн илес пулать [Хальхи 1906:8].

Çавăн пекех пăхăр:

илпек илпеклĕх Илпике Илпинас « илсен, » илт илтĕн илтĕнтер Илтевер Илтен

илсен,
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150