Шырав: сĕрен

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вирĕм

то же, что сĕрен

сĕрен

сĕрен — старинный весенний праздник изгнания злых духов из селения
сĕрен ачисем — юноши — участники обряда сĕрен

сĕрен


сĕрен хуллидиал. верба

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пĕт

гибнуть
потеряться
скончаться

пĕтĕмлĕх, вилĕм карачун; пĕтес вĕçне çитнĕ çын — погибавший человек
сĕрен пĕтеспе (пĕтереспе) пит аслăланать — к концу сĕреня собираются очень много народа

сĕрен

праздник, (празднуется пред пасхой)
сĕрен халăхĕ — народ, участвующий в сĕрене
сĕрен чуп — справлять сĕрен

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сак милки

(-ги), метелка из мочала для опахивания пыли с нар, иногда для этого употребляется веник. КС Ст. Яха-к. Эй, хуçа килте-и? Çапла-çапла çӳретпĕр, авалхи йăлана парахмастпăр, çĕнĕрен йăла кăлармастпăр. Турчки çине мĕн утланат? Сак милки çине мĕн утланат? Таракана мĕн çиет? Хăнкăлана мĕн çиет? Вуник кукăль, пĕр чĕрес сăра. (Приговорка, когда просятся в избу во время „сĕрен“ его исполнители).

саламат кĕперри

радуга. Сред. Юм. Саламат кĕперри çăлтан, ел Атăлтан шыв илет. СПВВ. Х. Саламат (сарамат) кĕперĕ, радуга. Бел. Гора. Саламат кĕперри çумăр валли шыв илет çăлтан. См. салават кĕпери, сарамат кĕперĕ, асамат кĕпери, сĕвек кĕперри, сĕрен кĕперри, сӳрекке кĕперри.

сереп кĕперри

радуга. Не сĕрен кĕперри? СПВВ. КМ. Сереп кĕперри = асамат кĕперри. См. сĕвек кĕперри, саламат кĕперри.

сывăх

(сывы̆х), выздороветь, поправиться. Тет. Ашшĕ-амăшне... Тата пăртак çывăрса тăрсан, хамах сывăхса ура çине тăрăп-ха. ППТ. Çапла сĕренте, çав сĕрен хуллисемпе çаптарсан, кирак епле çын та сывăхать, теççĕ, çавăнпа кирак кам пултăр, пурте хăйсемех çаптараççĕ. Сред. Юм. Çак чиртен сывăхсан, пырса кôрасчĕ сирн патра та, сывă-хайрап тем тульккĕ.

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

сĕвĕн

(сэ̆вэ̆н), сдираться, ободраться. Календ. 1911. Хăрнă мăк çĕр çумĕнчен лайăх сĕвĕнсе пырать. О сохр. здор. Ӳт çумĕнчен шултăра лĕкĕ сĕвĕне-сĕвĕне ӳкет (при скарлатине). ППТ. Хуллисем нумайĕшĕн, хупписем сĕвĕнсе пĕтсен (совсем), хуçкаланса таткаланса пĕтеççĕ. (Сĕрен). || Скидаться, сняться. Çеçмер. Ашшă-амăшне. Лисахви шав шухăшласа ларнă. Тутăрĕ пуçĕ çинчен сĕвĕнсе аннине те вăл сисмен.

сĕвек кĕперри

радуга. Б. Хирлепы. Атăл урлă хĕлĕх картăм. (Сĕвек кĕперри). Ib. Пӳрт урлă чĕн йĕвен утăп. (Сĕвек кĕперри). Орбаш. Арпа çуни, пурçăн тилкепи (Пĕлĕтпе сĕвек кĕпери). Слеп. Çак сĕвек кĕперри çомăра тортать, сĕвек кĕперри тортса хăпартсассăн, йĕпе полать, теççĕ. Сĕвек кĕперри шу тортса хăпартать, тет. Календ. 1910. Çумăр иртсе кай анчах, пĕлĕт çине пăхсассăн, çичĕ тĕслĕ сĕвеккĕперри курма пулать. См. сĕвен кĕперри, сăрап кĕперри, сĕреп кĕперри, сĕрем кĕперри, сĕрен кĕперри.

сĕпек кĕперри

радуга, Сохрон-й. См. сĕвек кĕперри, сĕрем кĕперри, сĕрен кĕперри.

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрем кĕперри

(сӧ̆рэм), радуга. Икково. Там же употр. и сĕрен кĕперри. См. сĕвек кĕперри.

сĕрен

вид, облик, подобие. Завражн. Хăççан сана çын сĕренĕ кĕрĕ-ши? Когда ты примешь человеческий облик? (Укор). См. сĕрелте.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕренле

производить обряд „сĕрен“. Янш.-Норв. Çав сĕренлесе çӳрекенсем çапла çапса çӳресе, çăмартасене пуçтарса пĕтерсен, пилеш хуллисене çав çырма хĕррине кайса пăрахаççĕ.

сĕрен патакки

особая палка, употребляемая при обряде „сĕрен“. ЧС. Сĕрен виç-тăват кун тенĕ чухах, вăрмана кайса, пилеш хунавĕсем касса килеççĕ те сĕрен патакки туса хураççĕ.

сĕрен çăмарти

яйца, которые красят для „сĕрен“. ЧС. Ыран сĕрен тенĕ чух хĕрарăмсем темĕн чухлĕ сĕрен сăмарти хĕретсе хураççĕ.

сĕреп кĕперри

радуга. Бреняши Т. II. Загадки. Атăл урлă пурçын тĕлхепе карнă. (Сĕреп кĕперри). Собр. Пӳрт урлă чĕн йĕвен ывăтса каçарăп. (Сĕреп кĕперри). См. сĕрен кĕперри.

спичăк

спичĕк, спички. N. Спичăк тупса, çитермери пек (как на ночном), вут хурас, теççĕ. ППТ. Вутă хума улăм, спичĕк çук пулсан... (Сĕрен). Янтик. Спичĕк патакки, отдельные спички. Иваново. Спичĕк тесе ухрĕ, тет те, пӳрт тăринчен курăс хупĕ татăксем хуçса илсе, спичĕке тивертсе вут хучĕ, тет, улма пĕçерес тесе.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çав тĕлешрен

çав тĕлĕшрен, по этим соображениям. ППТ. Çав тĕлешрен кашни килĕре, пĕр-пĕр ача çав хулă татăкне ан пăрахтăр тесе, пит хытă пăхаççĕ. (Сĕрен). Истор. Çавăнта судебник çинче çав тĕлĕшрен урăх законсем кăларнă.

çатăр

(с'ды̆р), подр. треску при ломании тонкого сухого леса, или тонкой тесинки, или дощечки. СТИК. Хӳме хăмине çатăр кăна хăпартса илчĕ. Выломил с треском доску из забора. || Подр. грому при сильном дожде. Сред. Юм. Çатăр-çатăр çат, çат, çат, çат! (Папай алтса аçа çапнă чохне çавăн пик илтĕнет. Так слышится, когда гремит гром и ударяет молния; первые слабее, последние очень усиленно). Ib. Çатăр-çатăр-çатăрр! пит вăйлă çăмăр çунă чохне (когда идет очень сильный дождь, так гремит гром) папай çапла алтать (на последнем усиленно). || Подр. звуку при жидком испражнении. N. Çатăр-çатăр, çат, çат, çат! тутарать. || Подр. хлестанию дождя по стеклам. СТИК. Çумăр, каса-касăпа килсе, çатăр, çатăр, çатăр! тутарат чӳречене (время от времени в окно хлещет дождь). || Подр. журчанию. ЧП. Çавăн вĕçĕнчен шыв çатăр-çатăр туса тухать те таăçтах каят. || Подр. шуршанию сотрясаемого газетного листа. Сред. Юм. Хаçата силлесен, çатăрр тăвать. || Подр. шипению жира на горячей сковороде. Изамб. Т. Çатма çинче какай пĕçернĕ чухне çатăр-çатăр туса пиçет. || Подр. треску горящих дров. N. Вот çатăр-çатăр çонать. Дрова горят с треском. || Подр. звуку травы, отрываемой клочьями зубами лошади. || Присловье к имени Петĕр. БАБ. Петĕр çатăр — кут çатăр; юман ӳктĕр — юн тухтăр, пукан ӳктĕр — пăх тухтăр, чуман ӳктĕр — чун тухтăр. || Трещотка, употребляемая во время обхода дворов при обряде „сĕрен“. Слакбаш. || Подр. действню укуса. Сред. Юм. Пĕчик ача чĕчĕ пуçне çатăрр! çыртрĕ (показывает самое действие). Орау. Мур шăни, çатăрах çыртать (кусает сильно). || Подр. крепкому прилипанию растения к одежде. КС. Сырлан корăк çатăрр çыпçать. (Сырлан анчах сырăнать, так и пристает). || Подр. шарканью кожаной подошвой при ходьбе по камням. Трхбл. См. МКП. 18.

çатăрка

(с'ады̆рга), трещотка. Бур. Баран. 42. Хуралçă çатăрки вăрра хăратнă пек, йытă сасси кашкăр кăмăлне пĕрттех килмест. К.-Кушкы. Çатăрка — трещотка, употреблявшаяся при обряде „сĕрен“. Ib. Пахча хуралçи çатăркапа çатăртаттарăт. || Хворостина, хворост. Н. Уз. Çатăрка анчах тăрса юлчĕ. Осталась только хворостинка, мелочь. Хурамал. Вĕтĕ çаппа çатăрка тесе калаççĕ те çырма-çатăркана каяс, теççĕ (хуйхăраççĕ). Çта та пулин çырма урлă çĕрле каймалла пулсан, вăл çынна чарса калаççĕ: ма каян çĕрле пулсан? е çырма-çатăркана кайăн (упадешь), теççĕ. Сред. Юм. Çатăрка или çатрака. (Вĕтĕ çаппа çатрака теççĕ). Бугульм. † Тăшманçăм килессе пĕлнĕ пулсан, хăваяс мĕн кĕпер çатăркаран... СПВВ. ИФ. Çатăрка — туратăн вĕччеç турачĕсĕм. В. Ив. Сӳре йывăççисем çумне аял енне çатăрка каркаласа çыхаççĕ. || Трущоба, чаща. Хорачка. Нисталла каймалла мар, çатăрка (в лесу). || Запутанная (рожь). В. Олг. (у КС. также çатра). || Назв. какой-то кости птицы. Пухтел. Изамб. Т. || Решетка у шерстобитов? Чирикеева. Çатăркана курак йăви теççĕ. || Вспыльчивый. Сиктер.

çуйăх

çойăх (с’уjы̆х, c’оjы̆х), кричать, визжать, шуметь. Шибач. Ан çойăх. Не кричи! (у КС — не визжи). Эльбарус. Çавăн пек такçанчченех выллясан-выллясан, çойăхнă сасса илтсе пирĕн патра чăн-чăн стрелоках таçтан сикрĕ-тохрĕ те, кăçкăрса яра пачĕ: эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен? Стрелокран хăраса эпир кайран пĕре те çойăхмарăмăр. Хорачка. Çойăхса лараччă хĕрарăмсам, пĕрне пĕрн колса, кĕçенсе. ППТ. Пĕчĕккисем çуйăхаççĕ анчах, пысăккисем еретлĕçеççĕ хытланса çуреççĕ. (Сĕрен). Толст. Вĕсем тата хытăрах кулкаласа, çуйăхса малалла ише (плыть) пуçларĕç. Орау. Пулать кам... тăваççĕ япала таккулхах çав каккăр ăшăнче темскер çуйăхса ларать (о грамофоне). Альш. Ну, ку çĕлен çуйăхса килет, тет. Бгтр. Вăсем кайнă чох, арçори пĕре малта кăшкăрса, çойăхса пырать, тет. Ерк. 9. Шăпăрне каларать, ӳлесе ахăрать, вăрмантн арçури пек çуйăхса шăхăрать. КС. Тăмана çуйăхать (кричит), тĕвиклетет. Ib. Йăтă çуйăхать. Собака визжит (но: улать — воет). Ib. Йытта уринчен алтуйипе петĕм те, йытă, урине çĕклесе, çуйăхса карĕ (побежала с визгом). Çутт. 84. Пуян тавраш килĕнче сысна çури çуйăхать. || Скрипеть (особо). КС. Сĕрмен урапа çуйăхса пырать, макăрса пырать.

çурта кунă

так называли второй день пасхи (понедельник). Никит. Пирĕн патăрта çурта кун(ĕ) тесе мункунăн иккĕмĕш кунне, тунтикуна, калаççĕ. Рекеев. Çурта кунĕ, так назыв. потому, что прилепляли к стене при поминках свечи (пасхальный понедельник). Н. Карм. Мункун çурта кунĕ (тунтикун каç) сĕрен пуçлаççĕ; сĕрен хăваласа кăларса тăкаççĕ хулăсене: ялтан чир-чăр кайтăр, тесе. Сĕрен! тесе кăçкăраççĕ. Чирлĕ çынна хулăпа çапаççĕ: чирĕ кайтăр, тесе. Çăмарта параççĕ килĕрен икшер çăмарта. Хуллисене пăрахаççĕ кăларса; ялтан хăваласа пĕтерсессĕн, çăмартана çанта валеçсе çиеççĕ те, тавăрнаççĕ вара киле. Чăвашсем 34. Тата мункун эрни хушшинче тунтикун хываççĕ (поминают покойников), çав куна çурта кунĕ теççĕ. См. __Магн. М. 104, 183.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çĕпрелен

(-л’эн’), превратиться в дрожжи. || Переносно — перепиться. ППТ. Унта кайран вара ĕçсе çĕпреленетĕр (перепьетесь) те, пире нимĕн те лекмес (нам ничего не попадет), халь тултарăр (т. е. сейчас заплатите. Во время сĕрен „вăйçă“ и „çăмарта çĕклекен“ получают плату яйцами).

çĕр

цевка. СППВ. ГЕ. Çип чăркамалли. СПВВ. Çĕр, шӳрĕ, çĕр хывас. См. çĕрĕ. Çĕрĕн, то же, что сĕрен.

таврашнелле

около, приблизительно. N. Амвросий виç-çĕр хĕрĕхмĕш çул таврашнелле çӳралнă. Ст. Яха-к. Çынсем çав сĕрен пăрахнă кунта пĕр-пĕринпе ĕçсех иртереççĕ. Пĕр юнкун таврашнелле (в среду, к среде) аплах мар вара, ĕç тума тытăнаççĕ. Çапла иртереççĕ пирĕн мункун эрнине.

такмак

кожанный мешок для калачей и пирогов. ЩС. Такмакпа кучченеç исе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмакпа çĕнĕ-çынсем амăшсем патне кучченеç чиксе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмак — сăран хутаç; ăна юри кучченеç чикме сăрантан çĕлесе тăваççĕ; унпа хурăнташсем патне кучченеçсем леçеççĕ. СПВВ. КМ. Такмак — кучченеç хутаççи. СПВВ. ТА. Такмак — сăранран кучченеç чиксе каймалли тăваççĕ. Ст. Чек. Туй ют яла кайнă чухне, чикре туй чарăнса, çăккăр, тăварсем, чăкăтсем çиет, ăна хуракан сăран хутаççа такмак теççĕ. Такмак икĕ хутаçлă пулат: пĕр хутаçĕ умра, пĕр хутаçĕ хыçра çӳрет, çаккине хулпуççи урлă яраççĕ. Ib. Мăн-кĕрӳ такмака çухатсан, такмака е ют туй çынни вăрлат, е хăйсен туй çынниех, е çур читвĕрт (водки), е читвĕрт лартат. НАК. Кĕрӳ хыççĕн кӳме çинчен мăн-кĕрӳ икĕ такмак кучченеçпе анать (по приезде в дом невесты). Етрух. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. (Сĕрен). Т. II. Загадки. Кăмакара хытă такмак çакăнçа тăрать. (Чĕре). Чураль-к. Сакайĕнче сар такмак çакăнса тăрĕ. (Пичкепе сăра, по другой отгадке — чĕре, т. е. сердце). || Употребляется и для других надобностей. Чураль-к. † Такмак çурă вĕт тĕнкĕ, халь кӳртем те, халь шутлам, мана апи ятлас çук. Латыш. Ачана хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. || N. † Ах, тантăш, хĕр кортăм, такмак котлă хĕр кортăм, тапас килсех карĕ-çке (так и захотелось дать эй пинка). N. Такмак котлă хĕрсене тапас килсе вĕлерет.

тапран

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

тытăнкă

(-ҥгы̆), устойчивость. Орау. Пыллă сăра ура тытăнкине пĕтерет (или: урана тытăнчăксăр тăвать, или: тытăнкăсăр тăвать). От медового пива ноги теряют устойчивость. СТИК. Ним тытăнки те çук, лĕнчĕр-лĕнчĕр. Нет никакой устойчивости. N. Пурăнăç тытăнки. N. Сăмахĕнче ним тытăнки те çук. Нет удержу в речах, беспрерывно (татти-сыпписĕр) говорит. || Хриплый (о голосе). Тăв. 40. Тарье тытăнкăрах сассипе сĕрен юррине пуçларĕ. Марье те хутăшрĕ.

тинрех

недавно. ППТ. Сĕрен пĕтереспе пит аслăланат. Тинрех авланнисем те пыраççĕ. (Сĕрен).

тиркев

разборчивость, разбор. ПТТ. Витĕрин (ведро) пĕчĕкки-пысăкки тиркев çук (все равно: маленькое или большое), анчах çав хĕр витре шучĕ пултăр. Мĕнле пуçлани тиркев çук, ахаль хай, пĕр (раз) çавăнтан пуçлама вĕреннĕ те, тек (всĕ, всегда) çапла пуçлаççĕ. (Сĕрен). Янш.-Норв. Пимулла старик пăттине валеçсе пĕтерсен, вĕсем ăна унтах çимеççĕ, киле илсе тавăрăнаççĕ те, кил-йышĕпе ларса çиеççĕ. Шӳрпине тиркев çук, çавăнтах антарса: çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, ларса çиеççĕ. || Каприз.

халтан кай

обессилеть, занемочь. ПТТ. Çапла вĕсем япаласене (т. е. одежду) халтан кайиччен ытаççĕ те, тин чарнаççĕ вара. (Сĕрен). N. Çĕнĕ çул каçхине йытăсем вĕрсен, çулпа килекен çын шăнса вилет, е аташса халтан каять, теççĕ.

харăс

(хары̆с), одновременно, сразу, дружно, совместно. Б. Олг. Ан çапса орпа хăйăрланă (тасатнă) чох харăс çапаччĕ. Ст. Чек. Харăс, двое или многие делают что-нибудь вместе, вдруг. ЧС. Пурте çыхса пĕтерсен (прутья), харăс тăрса хай хулла пĕрер мăшăршар ывăтса яраççĕ. (Сĕрен). ÇМ. Ирĕклĕ кунçул тумашкăн тăрăр пурте харăс! N. Харăс-харăс пер. Стрелять залпами. Яргуньк. Патши, майри, хĕрĕ пĕрле ларса харăс çирĕç (вместе в одно время ели), тет. N. † Ик кас хĕрĕ пĕр пулса, вăйă калаççĕ пĕр харăс. Альш. † Вуник куккук пĕр карăш авăтаç-çке пĕр харăс. Юрк. Сирĕн урам — тăвăр урам, икĕ урапа харăс утаççĕ. Лашм. † Вуникĕ çăка пĕр тĕпрен, тавай харăс тăрса касар-и. Салаг. † Атьăр харăс хывса ĕçер-и, пĕр тăвансĕм ĕçеççĕ темĕç-ши? Сиктер. † Атьăр харăс хывса юрлар-и, пĕр тăвансем юрлаççĕ темĕç-ши? || В ногу. Юрк. † Хĕçпе пăшал нимĕн те мар, йывăр харăс пусасси. || Рядом (?). ЧП. Икĕ кĕмĕл çĕрĕ харăс выртаççĕ.

хып

(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?

хур

хор, гусь. N. Хура ăна астăву нумаях кирлĕ мар вăл хăех кӳлĕсенче, пĕвесенче ишсе çӳрет. Собр. Юрлăн чăххи те хурăн курăннă, теççĕ. (Послов.). Ст. Яха-к. Хуçи вара сĕрен халăхне пӳрт алăкне уçса калать: „Кӳртес пулсан йăла тăрăх хур пусать“, тет. Çапла калани хуллен пӳрте кĕмелли палла кăтартать. И. Тукт. † Хурăнварта хур пусрăм. СЧУШ. Хĕлле юрпа хур шыва кĕнĕ пек хăтлансан, çанталăк сивĕтет. N. Хорсам виç ама панă 17 чĕп анчах, ĕнмерĕç. Арзад 1908, 30. Хур усракан Левентей.

хăнкăла йĕнни

палочка с ямочкой для клопов; такие палочки приносили дети на обряд „Сĕрен“. Яжутк. Вара касак ачасенчен ыйтать: „Сирĕн хăнкăла йĕнни пури?“ — тет.

кӳпентер

(-дэр), понуд. ф. от гл. кӳпĕн. N. Тата выльăх-чĕрлĕхсене те тытса кӳпĕнтерсе ан вĕлерĕрех... (Обращение к умершим, во время «Хывни», в «сĕрен»). Толст. Ытлашши çитерсе кӳпĕнтерсе вĕлертĕр (вы окормили его). Скотолеч. 28. Хырăма кӳпĕнтерекен апат.

кăлăх-чипер

изрядно, порядком. ППТ. Кил йышне те: чир-чăр вĕçтĕр! чир-чăр вĕçтĕр! тесе, кăлăх-чипер аван (или: кăлăх-чипер) хĕртеççĕ. (Сĕрен). Ib. Çапах нумайĕшĕ кăлăх-чипер ӳсĕрлеççĕ. Ib. Вăл (мертвец) çапла тухса тăрсанах (из могилы), вара кăлăх-чипер килес çумăр та, турă çав çын çине çиленнипе, сирĕлсе каят, теççĕ. [Питĕркке шăтăкĕ].

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăрт

(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.

кăш

который, иной. См. хăш. N. † Çула тăрăх анам пур, кăш йăранне тăрса вырам-ши? Собр. † Куккиçĕм-инкеçĕм! кăш урăнтан тытса тайăлас-ши? Етрух. Кăшин (у иного) хулли хуçăлать, утата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекентен илет. (Сĕрен).

кĕркеле

учащ. ф. от гл. кĕр. Янтик. Ирткелесе çӳренĕ чух кĕркелесе тух (заезжай к нам). N. Иртнĕ-çӳренĕ чухне ман пата кĕрсе тух (илм: кĕркелесе тух). Кан. Юмăç патне кĕркелесе тухкалаççĕ (иногда). N. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен килле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем (= сĕрен) иртерме каяççĕ. || Влезать кое-как и т. п. Толст. Кăтарт-ха, мĕнле кĕркелерĕн эсĕ миххе (как ты залез в мешок)?

кĕрсе пĕтер

войти во все места. ЧС. Ялта пур киле кĕрсе пĕтерсен, улăм, вут илсе, уя кайса, вут хураççĕ. (Сĕрен).

кĕрĕс

(кэ̆рэ̆с, к'ӧ̆рӧ̆с), подр. звуку, получающемуся от тяжкого удара или от падения тяжелого предмета. Б. 13. Кĕрĕс! туса ӳкрĕ. Ала 81. Çитрĕ, тет, старик хай çĕлен патне, лаши кĕресех ӳкрĕ, тет. Н. Седяк. Упи, хăраса, кĕрĕс! туса ӳкнĕ, тет. Сред. Юм. Пӳртре кам та пôлса сиксен, кĕрĕс! кĕрĕс! тăвать. Ib. Кĕрĕс-кĕрĕс — пысăк япалана тôкмакпа çапсан, илтнекен (= илтĕнекен) сасса калаççĕ. ППТ. Пӳртре ташласа, кĕрĕс-кĕрĕс тутарма юрамас: хур чĕппи тухмас, теççĕ (если есть гусыня в избе. Сĕрен). Шел. 66. Кĕрĕс-кĕрĕс! пĕр-пĕрне çĕкле-çĕкле çапаççĕ. Альш. Унччен те пулмарĕ, тет, хай сурăх таки кĕрĕс! туса ӳкрĕ, тет. Ск. и пред. 75. Кĕрĕс-кĕрĕс! ташласа, пӳрт урайĕ силленет (качается). || Подр. выстрелу. Перев. Пăшалпа кĕрĕс! тутарса ячĕ (вистрелил, выпалил).

кĕрмеш

(к'ӧ̆рмэш, кэ̆рмэш), возиться. Никит. Атте çпатапа кĕрмешет (возится с лаптями). Сред. Юм. Пĕрмай çавăнта кĕрмешет ô. Всё время возится он там. Янтик. Ытла снаях кĕрмешен эс ку чĕрессемпе! Ырма та пĕлместĕн пуль эс! Ан кĕрмеш ĕнтĕ, çитĕ. ЧС. Вăл касак çавăн пеккине ăçта çывăрса юлнине, кĕрмешнине астуса анчах çӳрет. (Сĕрен). Хĕвел № 1. Вĕсем хăйсен вĕрентекенсем патне кайса килти пекех кĕрмешсе çӳреççĕ. Календ. 1911. Темиçе çын пĕр пысăк михĕпе кĕрмешнĕ. КС. Паян вăл каскапалан шалт кĕрмешсе пĕтрĕм (замаялся). || Биться, бороться. N. Айвана, ухмаха ăс пама ан вăтан, çамрăкпа кĕрмешекен ватă çынна ятлама ан вăтан. N. Пирĕн пĕччен иккĕн упа тытма каяççĕ, унпа кĕрмешеççĕ. Чуратч. Б. Упăти пăлана тытнă та, кĕрмешсе тăрать. N. Тарçăсен хуçасемпе кĕрмешмелли тĕрлĕ эмел пур. N. Мĕншĕн тата, уйăх çине нумайччен пăхса тăрсан, ун çинче чăнах та пĕр çын тепĕр çынпа кĕрмешнĕ пек курăнать? тетĕп. Хурамал. Кĕрмешет тесе, тĕрткелешсе вылянине калаççĕ. || Усиленно бороться. Орау.

кĕç-вĕç

(-вӧ̆с',вэ̆c), вот-вот, едва. Яргуньк. Унччен (те) пулман, хальхи шуйттан çавра çил пулса килчĕ, тет, кĕç-вĕç пӳрте йăтса антарман. ЧС. Хăйсем тата (а сами), кĕç-вĕç вĕçсе каяс пек анчах, хĕпĕртесе, качака путекки пек сиккелесе тăраççĕ. (Сĕрен). Т. VII. Унтан вăл сиксе тăчĕ (вскочил), тет те, ямăшкă хыçĕнчен темскер пек (страшно быстро) пырать, тет; кĕç-веç çунана çитсе тытас пекех пырать, тет. Б. Нигыши. Куçĕнчен ыйтнă (спросила): эсĕ мĕн турăн? тенĕ. Куçĕ каланă: эпĕ, йытă ан тыттăр тесе, пăхса пыратăп: кĕç-вĕç айăккала сиксе ӳкес тесе пыратăп. Сред. Юм. Кĕç-вĕç, скоро, с минуты на минуту. Орау. Кĕç-вĕç (вӧ̆с) персе анассăн туйăнмалла! (если залезть на дерево). СПВВ. ЕС. Кеç-вĕç = кĕтсе тăман çĕртен, е хăна-мĕн, е çыру-мĕн халь килесшĕн, çитесшĕн туйăнни. Сĕт-к. Кĕç-вĕç чопса килĕ ак. Вот, вот прибежит. Пазух. Пирĕн ялăн хĕрĕсем, кĕç-вĕç сиксе ларас пек, качакалла çӳреççĕ. N. Манăн ăшăмри сăмахсем кĕç-вĕç тухса каяс пек тăраççĕ. КАЯ. Кĕç хăсса ярас та, вĕç хăсса ярас лартăм. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ, вĕç касса татаççĕ! (вот, вот мне отпилят голову!) тесе.

кĕшт

то же, что кăшт. ЧС. Акă сире сĕрен çăмарти, тесе, пĕр хĕрлĕ çăмарта кĕшт (у др. кăшт) тыттарат (незаметным образом). || СПВВ. ФВ. Кĕшт, немного.

чаш

(ч’аш, цаш), подр. шипению. ЧС. Насвуспа сирпĕтеççĕ те, пĕренесем чаш! тăваççĕ. N. Çичĕ ютăн картишне хура юманпа çавăрнă, хура çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ, епле тухса çӳрĕп-ши. (Хĕр-йĕрри). К.-Кушки. Хурăнлăхра çĕленлĕх, кĕрӳçĕн те чаш тăвĕ, тухуçăн та чаш тавĕ. N. Ютсен пахчи хăмăшлăх, хăмăшлăхра çĕленлĕх; кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ. N. Ютăн картишĕ юманлăх, тухсассăн та чаш тăват, кĕрсессĕн те чаш тăват. (Хĕр-йĕрри). || СТИК. Витрене чаш! тутарчĕ (выплеснул воду из ведра). Сред. Юм. Пĕр витре шыв ăсрăм та, хыçалтан пырса чаш тутартăм. Букв. 1908. Вăл чарăнчĕ те кушакпа йытта шывпа чаш! тутарчĕ. Ст. Чек. Чаш тăкат, выливает сразу, с звуком. || N. Чăпăрккăпа чаш тутарат (ударяет). ПТТ. Хулăпа чаш тутарат (ударяет, на Сĕрен). Сред. Юм. Холăпа чаш тутарайчĕ пĕррĕ лашине, туххăм таçта каяйса кĕчĕ. Г. А. Отрыв. Чаш-чаш, чаша кĕлтия кĕлти, тӳп-тӳп, тӳпе кĕлтия кĕлти. (Тырă тӳни). || Ямаш. Чаш! чаш! Чашлаттараççĕ (час çораççĕ). {{anchor|DdeLink11929948977395}} || N. Вăл сăмсан чаш ӳсĕрсен çутă курăнать, ун куçĕсем çурăм-пуç çути пек. || Густо, как щетка. Орау. Ку çăмăр хыççĕн калчасам чашах персе тухрĕç. После этого дождя всходы взошли густые, как щетка. Ib. Çурăмăнче шăрчĕсем чашах (торчат, как щетина, у блохи).

чиелен

то же, что чеелен, становиться хитрым. Ст. Яха-к. Тата çăмарта пухаканĕпе икерч-кукăль пухаканни юриях чиеленсе сĕрен халăхĕнчен кайран çӳреççĕ. Вĕсем сĕренте пухнă çăмартисене çуррине хăйсем иккĕшех çисе яраççĕ.

чир-чир

то же, что чир-чĕр, всякая болезнь (в собират. смысле). Ст. Яха-к. Чир-чир кайтăр! (Сĕрен).

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

шав

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).

шакăрча

трещотка. Икково. Шакăрча — шакăртаттарса вылямалли япала, трещотка; человек, говорящий весьма быстро, как трещотка. Хурамал. Шакăрча, детская игрушка, побрякушка. Мыслец. Шакăрча, трещотка (çатăртаттараççĕ). || Писульки на санях. Мыслец. Питушк. Урапана шакăрчапа тунă (с пальцами, шакăрчалă урапа). Торх. Шакăрча, палочки у телеги или саней. Чертаг. Шакăрча (палочки) у саней сзади (украшение). || Блок на перевозе. Чертаг. || Особое металлическое или деревянное приспособление, служащее для закрепления привязи. Торх. || Мелюзга, мелкота. Орау. Шакăрча — 1) помощник волостного писаря, 2) помощники главного собирателя в сборе яиц во время „сĕрен“. N. Тата перĕн кантур пур, старшинапа тияк пур, унтан тата ваккисем: шакăрчасем, сторăшсем.

шанкă

лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко. Хурамал, Мурат, Орау. Шанкă, голая, ободранная липовая лутошка. Ib. Пушăт йăвăççинчен пушăтне сӳсе илсен, шанки анчах тăрса юлать, çавна шанкă патакки теççĕ. Абыз. Çăка кутне çул турăм, шанкишăн мар, пушăчшĕн. Шихаз. Унтан вара пĕр çара шанкă çине, лаша çине утланатăп тесе, утланчĕ. || Древесина дерева. Юмансар. Шанкă, липовое бревно, срубленное летом. Их собирают в одно место осенью во время дождя. КС. Шанки курăнсах тăрать. || Сушняк, усохшие сучья, ветви, сухой хворост. Шашкар. Шанкă, сухие сучья, а çапă — могут быть и свежие сучья. Пшкрт. Шанкă, сухой орешник. СПВВ. ТА. Шанкă = шĕшкĕ вутти. М. Етмен. Шанкă, вообще сухой хворост, может быть и без сучьев. Хора-к. Икĕ пуслăх вăрманĕ çук, пĕр çĕклемлĕх шанки çук. Ст. Чек. Тип шанкă пуçтар, собирать валежник. А.-п. й. З0. Кусем типĕ шанкăсем пухса килчĕç те вут хума шутлаççĕ. Панклеи. Эс конта серте тат, эп шанкă хоçма каям аяккарах. Яргуньк. Хай ача пынă чухне пĕр шанкă тĕми курса чĕртсе ячĕ, тет, хăй хупарса тăчĕ, тет. N. Вара касак ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? тет. Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. (Сĕрен). Икково. Пӳрт хыçĕнче хăрăк шанкă çакăнса тăрать. (Çит тони).

шанкрама

то же, что шанкăрша. ПТТ. Шанкрама пуррисем лашисенĕн мăйĕсене шанкрамасем çакаççĕ. (Сĕрен).

шатăрмак

трещотка, погремушка, хлопушка (напр., у ночного сторожа в деревнях). Н. Седяк. Йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. См. сĕрен.

шеплĕ

красивый, славный. N. Шеплĕ майра патшана хам куçран пăхтарăп. СТИК. Ай-хай, çав лаша пит шеплĕччĕ! илеймерĕм. Ах, какая славная была лошадь! Не пришлось купить. СПВВ. Шеплĕ, ладный. ПТТ. Ай! ай! епле чăтаççĕ! Хăшне пит шеплĕ лекет (т. е. удары в „сĕрен“).

папай

(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай = асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай = ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.

персе ан

(-з-), свалиться, падать. Якейк. Ной калаççĕр, калаççĕр те, персе анч, çăвăрса карĕ. N. Ĕни çĕре ӳкрĕ, тет, упăшки кăмакана персе анчĕ (упал), тет. Орау. Урайĕ ытла яка пулсан, ташланă чухне пере-пере анĕç. Ал. цв. 28. Хуçанăн хут çине çырса ӳкернĕ пек илемлĕ, çамрăк хĕре ăнсăр пулса çĕре персе анать. Ib. 9. Вĕсен тăррине пăхсан, çĕлĕк те пуç çинчен персе анмалла. Бес. чув. 2. Тепĕр енчи ту çинчен ĕричак çĕкленни, вăл лаша çурăмĕ çине персе анни курăнса тăрать. ППТ. Тата хăшĕ лаша çинчен персе ансан (свалятся), сĕрене çӳреймесĕр выртаççĕ. (Сĕрен). Хăр. Паль. 32. Мĕн те пулин пуçĕ çине персе анассăн туянать. Трхбл. Унăн ури шуса кайнă та, вăл çĕре персе аннă. Он поскользнулся и слетел на землю. Сёт-к. Кăмака çинчен кĕрĕслетсе персе антăм (здорово упал, полетел с печки). Ib. Парт! персе анчĕ (шлепнулся на землю). Тюрл. Персе ана тăрать, падает. Календ. 1906. Çăлтăр персе анчĕ (скатилась). N. Çук, çитĕ ĕнтĕ пире çӳлтен ырăлăх персе анассине кĕтсе выртни, вăхăт çитрĕ. N. Сасартăках ун хыçĕнчен 18-19 çулхи çамрăк çын таçтан сиксе тухнă та, ăна хыçăлтан револьвĕрпе пенĕ. Офицер çавăрăннă та, чĕркуççи çине персех аннă.

пит

(пит, пит'), очень; слишком. Истор. Выльăх-чĕрлĕх пит йышлă усранă. N. Масар пуçинĕн пит ĕçĕ нумай. Орау. Питех çияс килмеçт. Есть не очень хочется. Ib. Калаççĕ ăна, пит час-часах калаççĕ те. Туперккульос 14. Пит ачаш пулаççĕ, хăшĕ пит юнтарать (= йăлăнтарать), хăшĕ тата пит лăпкă, ăслă ача пулать. N. † Пĕрийомăн пусми пит пуставлă, атăсемпе пусса кĕтĕмĕр. Регули 1384. Вăлсен пит начарри çав анчах. Вăлсен пит начар çын çок. Ib. 1383. Мана пит кирлĕ. Питех кирлĕ мар халь. Ib. 1363. Пит тытаканах çок. N. Контан питех корăнмасть (= пит лайăхах корнмасть). КС. Пит чыс пурăнать вăл (аккуратно, чисто). С. Дув. † Хĕрĕ матур пулмасассăн, пит памаççĕ укçана. Ib. † Кăçалхи çул пăри пит пулчĕ, хĕвел тухăç енелле тайăлчĕ. N. † Аслă урам тăрăх çын пит çӳрет, эсир урам варринче ан тăрăр. ППТ. Питех çăмарта шутне тултармаллах мар пулсан (если не хватает), вара çăмарта çĕклекене парас çăмартана вăйçа параççĕ. (Сĕрен). Байгеева. Ама-çури анне манăн пит лайăхах марччĕ. Вăл мана, пĕр кăшт айăп пулсанах, е çаптаратчĕ, е çӳçрен туртатчĕ. Ачасемпе вылляма та питех ярасшăн марччĕ. Юрк. Эпир пит аякран килтĕмĕр. N. Çын, кĕтмен хутра пит ытла пыйтлансан, пӳкле вилĕмпе вилет. (Поверье). Якейк. Вăл япала питех те мар, эпĕ полсан она он чоль парса илес çок. В этой вещи особенного ничего нет, я бы за нее столько не дал. Хора-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ларасшăн та пырасшăн, питĕх пырас килет полсан, сорпан-масмак чиксе тох, уй-хапхине тохса тăр, хамăрах лартса кайăпăр. Сред. Юм. Пит палтăркка хĕр, девица нехорошего поведения. Ib. Ĕçлеме пит паттăр, сильный в работе. Ib. Пит ярăм хĕр тесе, вăрăм пӳ-çиллĕ, илемлĕ сăн-сăпатлă хĕре калаççе. Изамб. Т. Анчах юман пит ӳсет. СТИК. Ун патне пырса хăна пит пулас çук, питĕ хытă вĕт — тимĕр пăрçа. (Перестановка «пит» придает другой смысл этому выражению, а не оттеняет скупость этого лица). Вĕлле хурчĕ 4. Хăйне те питрех пăхаççĕ. О Японии. Çĕрле апат çинĕ вăхăт — питрех савăнăçлă вăхăт вара.

Питти

имя мужч. Сред. Юм. || N. Хăш килте питти пулать те, вăл хай уçă çурейменскер, сĕрен пырсан: ачасем, манăн чир-чăра хулăпа çапса вĕçтерĕр-ха, эпĕ сире вара пурсра та пиллĕп, эсир те манăн çула çитмелле пулăр, тет. Ачасем ăна вара киревсĕр çапмаççĕ; пĕрре-и унта, иккĕ-и; пĕр-икĕ ача: çак папайран чир-чăр вĕçтĕр! тесе, çапса илеççĕ.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

пус карти

(-δиы), то же, что уличе карти. КС. Янш.-Норв. Вĕсем çав пилеш хуллисемпе яла тавăрăнаççĕ те, пурте пĕр çĕре пухăнса, чăн малтан пус картине кайса çапаççĕ. (Сĕрен). Сред. Юм. Пôс карти (окăлча карти — униче карти).

пуç чик

наклонить голову. ППТ. Пуççапнă чухне пуçлăхĕ: пуçра (= пуçăра) лайăх чиксе тăрăр, чут та хăпартса ах пăхăр, тесе каласа тăрать. (Сĕрен). || Надевать. БАБ. Вăл (очиститель порчи) аттене хальччен пуç чикмен (не надеванную) хĕрарăм кĕпи тăхăнма хушрĕ. || Попасть безвозвратно. N. † Патша та патне поç чиксен, хăçан калла тохни пор. (Солд. п.). Рак. Уесни хулара пăшал сасси, епле пырса пуçăма чикем-ши? || Склонить голову. N. Пуçне чиксе çурт-йĕр тупаймана курсан... || Деваться. Якейк. Пуçа шта кайса чикес? Куда мне деваться и где мне приклонить голову?

пӳртен

(пӳрдэн'), назв. духов, посылающих болезни; назв. самой болезни, поветрие. См. пӳртем. Ст. Яха-к. Икерч-кукăл, çăмарта пуха(ка?)ннисем сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăл, çăмарта илмешкĕн. Вĕсене кил хуçи, сĕрен халăхĕ тухса кайсассăн, тин парат: пĕр икерч, пĕр кукăл, тата виçĕ çăмарта. Вĕсем: çак апатсемпе пĕрле пӳртри пӳртен ятлă усалсем тухса каят, теççĕ. Чăвашсен пӳртен тиекен чир пур, çав чир пĕр çын пӳртĕнчен тепĕр çын пӳртне куçать. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ). Чăваш арăмĕсем вун-вуник килпеле çулла çимĕк иртсессĕн, юриях пӳртен валли сăра туса чӳклеççĕ. Пӳртену молятся при «сĕрен пăрахни», при чем упоминается: пӳртен амăшĕ, (пӳртен пулкисем, пӳртен тăванĕсем. Эсир пире пӳртен пулкисем час-часах килсе апрататтăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч кукăлне, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпкăн) лăпланса пурăнăрах килес çулччен. Пӳртенĕн пӳртен амăшĕ! Çак ял-йышă чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтĕм

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

пĕшкĕрĕн

наклоняться, нагибаться. Ст. Яха-к. Çав çынсене ĕçе хушнă чухне, кама-кама суйланисем (выбранные) ватă ăстарик патне пырса (подошедши) пĕшкĕрĕнсе тăраççĕ. (Сĕрен).

Тимĕр ака

Eadem vox (aка) etiam pro aratione atque satione vernali (KC et autumnali) accipitur. Также употребдяется для означения весенней ( КС и осенней) пахоты и сева. Череп. Акана тух, выходить на весеннюю пашшо. V. хыт сухана тух. Н. Седяк. Акана кайма лашасене кӳлсе тăратсан килти ватă ала çине хăмлапа тырă илсе лашасене хирĕç лашасем çинчен акать. „Ака тăвасси хăмла пек çăмăл пултăр, акнă тырă тути пултар, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр“, теççĕ. Урамра ака умĕнчен çын каçармаççĕ. Когда запрятут лошадей, чтобы ехать на пашню и сев, старший в семье берет решето с хмелем и хлебом и, встав против лошадей, осыпает их хлебом (в хмелем?). Они делают это для того, чтобы пахота была такою же легкою, как хмель; чтобы зерно уродилось полное, и чтобы от одного зерна получить тысячу зерен. Когда едут с плугом по улице, то не дают никому перейти дорогу впереди плуга. Изамб. Т. Çĕр шит ытларах ирĕлсен чăвашсем акана тухаççĕ. Когда земля оттает несколько более, чем на четверть, чуваши выезжают на весеннюю пашню. Истор. Лешсем каланă: „Халĕ вăрçа кайса тăмалла-и? халăх паян-ыран акана тухас пек тăрать“, тенĕ. Те сказали: „Разве теперь время итти на войну? народ, не нынче — завтра, собирается папашню“. Изамб. Т. Ака пĕтсен хĕр-ачасемпе арçын-ачасем каçпала урамра пухăнса лараççĕ. По окончании пашни (под яровое и сева) девушки и парни собираются по вечерам сидеть на улице. Менч. Чист. Çур-кунне юр кайса пĕтсе çĕр шыв (ш̚ыв) типе пуçласассăн çĕр ĕçлесе пурăнакансем çурхи акана тухма хатĕрленеççĕ. Весною, когда сойдет снег и земля станет высыхать, земледельцы приготовляются выезжать на весеннюю пашню. Ч. С. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтра килмес: хăш ялта Мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ. Сĕрен не во всех деревнях справляется одновременно: в однех его справляют на Пасхе, в других — перед пашней. ЧП. Сакăр лаша акара. Восемь лошадей пашут поле (или: запряжены в плуг). Сирах. 103. Санăн вăкăрусем акараччĕ. Твои волы пахали поле. Шурăм, 26. Атăл хĕрĕнчи чăвашсем аканне пĕр хутне-çеç тăвса парахнă, акма пуçламан-ха. Чуваши, живущие по берегу Волги, пахали только один раз, и еще не начали сеять. НАК. Çур аки пĕтерсессĕн вара, евĕчĕ çӳреме вĕреннĕ арăмсем etc. По окончании весенней пашни, женщины, привыкшие заниматься сватовством etc. Орау. Ака пĕтрĕ. Пашня и посев (весенние) окончены || Якей, „Ака“ — omne genus aratio, общее название всех родов пашни. Hinc derivata sunt: ыраш аки.

алла

(алла), [араб сăмахĕ] Deus, vox eorum. qui solemne. quod. серен dicitur, celebrant. V. Магн., 129, ubi parum recte „сюрэнь“ scriptum est. Восклицание участникев обряда сĕрен. || Interiectio leviter admirantis. Также выражает легкое удивление. Ст. Чек. „Алла! ку урана тăват!“ терĕм те: „Аллу хĕсĕнчим (хĕсĕнчĕ-им)? алла! тен“, тесе хăраса-кăшкăрса ячĕ. Я (подошел и) говорю: „Господи! да он телегу делает!“ А он испугался и закричал: „Что ты кричишь: алла? разве руку прищемил?“ (Испугавшийся подумал, что слово алла — вин. пад. от алă, рука). Ib. Алла, ку сăмавар кăмăрăк нуммай çатат! Ах, сколько углей идет на этот самовар!

анат вĕçĕ

(вэ̆з’э̆, вэ̆с’), pars vici extrema inferius sita, нижний конец деревни. ЧС. Сĕрене хăвалама ялăн анат вĕçĕнчен пуçлаççĕ. Обряд „сĕрен“ начинается с нижнего конца деревни. V. ту вĕç (ĕ). || Pars vici extrema, quae spectat ad orientem. Также восточный конец деревни. Сред. Юм. Ст. анат.

анăраш

(аны̆раш), submissa voce canere (cantilenam); coaxare (de ranarum grege); per somnum loqui, delirare. Мурлыкать (песню); квакать (хором); бредить. Череп. Мĕн анăрашса ларатăн? Что ты мурлычешь? (о пении). ППТ. Хăшĕ сĕрене хăвалама пуçлачченех сĕрĕн тăватпăр тесе хĕпĕртеннипе: „Айлай-кавар, айлим!“ тесе анраша пуçлаççĕ. Некоторые еще до начала обряда „сĕрен“, с радости, что они будут справлять „сĕрен“, начинают мурлыкать: „Айлай еtс.“ || Альш. Шалта, кӳллисенче, шапасем анăрашаççĕ. Дальше от берега, в озерцах, квакают (нестройным хором, во множестве) лягушки. || Ст. Чек. Çывăрнă чух çын анăрашат; анăрашма тытăнсан: „Ав анăраша пуçларĕ ĕнтĕ,“ теççĕ. Анăрашса çывăрат-тĕлĕкре çывăрнă чухне калаçат. Во сне человек бредит; когда он начнет бредить, говорят: „Вон он уже начал бредить.“ Спит и бредит = говорит во сне (что бывает напр. в горячке).

кая юл

отставать, запаздывать; уступать. Ядр. Апла тырă вырмасан, çынсенчен кая юлăпăр. КС. Лашуна хăваларах пар, кая ан юл. Погоняй лошадь, не отставай. Ст. Яха-к. Икерч-кукаль, çăмарта пуханнисем (пухаканнисем?) сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăль, çăмарта илмешкĕн. Собр. Пуплерĕмĕр капла сăмахĕсене, тен малтан калас сăмах кая юлчĕ пулĕ, кайран калас сăмах малтан пулчĕ пулĕ, турĕ каçар. (Нар. моленье). Орау. Кая юлсан, каю тухать (т. е. не надо откладывать. Послов.) Ала 10. Вăсем икĕшĕ те кая юлман. Они не уступали друг другу (в богатстве).

камансăр

то же, что камалсăр. Ст. Чек. Камансăр, 1) безродный покойник; 2) хĕр-камансăр, девушка, умершая до выхода в замужество. СПВВ. МА. Камансăр = тăлăх, пĕччен çын. Тюрл. Камансăр та пиллетĕр! (Гов. на поминках). || Бездетный. Ст. Яха-к. Тата камансăрсем валли (камансăр тесе, ача-пăча çуралман çынна калаççĕ) пĕр курка сăра, виçĕ икерч илсе тухса пăрахаççĕ [во время libatio (хывни) покойникам в сĕрен].

касу

окно. N. † Платниксем пура пураççĕ, чăн ăстисем касу касаççĕ. (Сĕрен)

кас

улица, околоток; деревня? Хурамал. У деревни бывает: анат кас — нижний конец, вăта кас — средняя часть, ту кас — верхний конец. Эпир çур. çĕршыв. 21. Хамăр енче, Сĕлескер тĕлĕнче, икĕ «Анатри ял» (малти касĕпе, кайри касĕ) лараççĕ. ППТ. Пĕр кас ачисем, пухăнса, тепĕр касса каяççĕ те: атăр, сĕрен пуçлар, утланса тухăр, теççĕ. N. Вăл тăрăшнипе пирĕн виçĕ школ пулчĕ: çак кас Мăнçырмара пĕрре, леш кас Мăнçырмара пĕрре. Ст. Шаймурз. † Пиртен савнă, тусăм инçе мар, пĕр кас урлă кайсан тусăм курăнать. Пазух. Пиртен савнă туссем, ай, инçех мар, пĕр кас урлă каçсан, курăнат. Тогаево. † Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. Тим. † Кас-кас урлă эпĕ кайса тус пултăм, кассенче кураймансем нумайран. Альш. † Ах, аппаçăм Татьяна, кил илемне кӳретчĕ; кунтан эсĕ кайсассăн, кас илемне кам кӳрĕ? АПП. † Кас-кассенĕн ачисем, мулахайĕпе мухтанать. ЧП. Çӳлти кассенĕн ачисем, анат касра пура пураççĕ. Елаур. Ялавăрта вунă кас. || Повидимому, иногда соответствует русскому «Курмыш». Елаур. Йăлăм-кас — Верхний Курмыш; Анат-кас — Нижний Курмыш (улицы с. Елаура). || Часто встреч. в назв. деревень, в особенности у верховых чуваш: || Порядок домов в деревне). Рааs.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

ӳлĕм

(ӳл'э̆м), впредь, после. Зап. ВНО, Ст. Чек. N. † Пĕр курнă чух, тантăш, кил, калаçар: ӳлĕм тата курасси час пулмĕ. Раз встретились — поговорим, друг, а то после когда еще встретимся! Календ. 1904. Çĕр хакĕ халĕ те пысăк, анчах ӳлĕм çĕр тата хаклă пулĕ. Цена земли и теперь высокая, но впоследствии, возможно, будет еще дороже. Хыпар № 5, 1906. Çын вилсен, унăн чунĕ уйăрлса вĕçсе каять, анчах ӳлĕм пĕр чаплă кун килмелле. Истор. Христос тĕнĕпе пурăнакан сăваплă çынсем аякран мĕн пулнине пĕлме мар, ӳлĕм мĕн пулассине малтан каласа кăтартнă, тенĕ. Регули 1229. Ӳлĕм сана шанмăп. После этого я на тебя не буду полагаться. N. Ĕçе ӳлĕме хăварма юрамаçть-çке те ăна. Хотя, правда, откладывать дело не годится. Ст. Чек. Ӳлĕм калăп-ха. Скажу после. Тогаево. † Юри килтĕмĕр юрлама, ӳлĕм килĕпĕр пуплеме. Мы нарочно пришли для того, чтобы петь, а потом придем поговорить. Етрух. Сĕрене (трещотку) ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. (Сĕрен). КС. Ӳлĕме валли юлтăр. Пусть останется на будущее время.

ӳт-тир

поверхность тела. К.-Кушки. Ӳт-тире тӳхса тулнă. По всей поверхности тела высыпала (сыпь). П.П.Т. Çав вута (огонь) вĕсем: пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăр тасалтăр, тесе, хураççĕ. (Сĕрен). Этот огонь они зажигают с тем, чтобы очистить тело от всяких болезней.

ăмăрт

(ŏмŏрт, ы̆мы̆рт), опередить, перегнать, перещеголять Пшкрт. Ăмăрт (ы̆мы̆рт), опередить. Чув. календ. 1911. Аэропланçăсем, пĕр-пĕринчен ăмăртса, сĕрен чух ут кустарнă пек, вĕççе çӳресе пăхнă. Пилоты попробовали полетать, стараясь перегнать один другого, как на скачках в праздник «сĕрен». Шурăм-п. № 25. Ваçли Кĕркурийĕ ăмăртсах çирĕ, тет. Григорий Васильев, говорят, ел, стараясь перегнать других. Яргуньк. Пĕринчен-пĕри ăмăртса тапăртатса тăраççĕ. (Жеребцы) топочут один пуще другого, как бы стараясь перещеголять друг друга. Зап. ВНО. Ăмăртса тыр выраççĕ, чопаççĕ, ташлаççĕ, йорлаççĕ. Жнут (бегают, пляшут, поют) на перебой, стараясь превзойти один другого. СПВВ. ТМ. Ăмăртмалла — пĕр-пĕринчен иртермелле ĕçленине: ăмăртмалла ĕçлеççĕ, теççĕ. В. Олг. Ăмăртса (ŏмŏртса) çиет (с'иэт). Ест наперегонки. Хорачка. Иккĕн ― пĕри хытă чопат та, вала илет; тепĕри холлен каят та, кая йолат ― ăмăртимест (ŏмŏрδиымэст). Истор. Дмитрий Иванович та ытти княçсем те аслă княçа кĕресшĕн пурте, пĕр-пĕринчен ăмăртса, Ордана кайнă. И Дмитрий Иванович, и другие князья, чтобы получить титул великого князя наперерыв спешили в орду. Янтик. Çаранта икĕ çын ăмăртмалла ут çулаççĕ. На лугах два человека косят сено, стараясь опередить друг друга. Беседы на м. г. Ялсенче, хуласенче çăвăн пек иртсе пыракансене темиçе килтен тухса хăйсем патне ăмăртмалла чĕнеççĕ. В деревнях и в городах таких прохожих приглашают каждый к себе наперерыв, выходя из своих домов. Сир. Ăссăр мухтанчăк çын вăхăта ăмăртса калаçать. Н. Шинкус. Пурте лашисене кӳлеççĕ те, пĕр-пĕринчен ăмăртмалла кустарса таврăнаççĕ. Все запрягают лошадей и, стараясь опередить друг друга, возвращаются домой. Стар. Яха-к. Ывăтсанах (одежду), часрах харпăр хăй тумтиррисене, ăмăртмалла чупса кайса, илеççĕ те, тумтиррисене силлекелесе, тăхăнса, килĕсене каяççĕ. Как только кинут (одежду), все бегут к ней, стараясь опередить друг друга, стряхивают ее, надевают и идут домой. Юрк. Пĕринчен-пĕри, ăмăртмалла ĕçленĕ. Работали, стараясь опередить один другого. Альш. Ăмăртмах. || Шарбаш. Ăмăртать, занимает чужое место.

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

яхăналла

в направлении к (такому-то) времени. Н. Шинкус. Чăнахах (действительно) ку какай (мясо) çак яхăналла (в настоящее время) темĕскер (что-то) тутсăрланчĕ (стало безвкусным). П.П.Т. Хĕвел анас яхналлă (около заката солнца) пĕчĕккисем çерçи пек хыпалана (торопиться) пуçлаççĕ; вĕсем: çĕрле, тĕттĕм пулаччен, чикке кайса килес-чĕ, теççĕ. (Сĕрен).

юналăтлă

конный. П.П.Т. Вăсем тата юналăтлă сĕренĕре çӳреме малтан мун-кун çитеччен саламатсем яваççĕ. (Сĕрен).

юнăш

(jуны̆ш), ошибаться. См. йăнăш. НЧ. Юнăшса, ошибаясь. Задонский. Пурте пĕр çулпа юнăшса кайнă. || Ошибка; ошибочно, неверно. Юрк. Изамб. Т. Юнăш, ошибка. . Юнăш тусан, вăрçаççĕ. Если неверно скажешь, то ругаются. Сала 92. † Сарă хĕрсем чĕнтерсем çыхаççĕ: сарă хĕрсен чентерĕ, ай, юнăш пур! Канон. Çак кунччен, çак сехетчен тунă çылăхăмсене, юнăшпа çылăха кĕнисене пурне те çĕтер, каçар, пăрах, пĕтер. НЧ. Юнăшпа вĕлермелле сут тунă çын. Юрк. † Хĕрсем хĕрлĕ улача тĕртеççĕ, улачисем çинче юнăш пур. IЬ. Те пĕри-пĕри юнăшпа, хăй япали вырăнне илсе тухса карĕ?... || Не тот, который нужен. Альш. Унтан пуяна калат: пуян, ку сан юнăш хĕр, мана урăххине кăтарт, тенĕ. || Неправильно. О христиан. любви. Ĕçне юнăш тусан, уншăн ашшĕ умĕнче ӳкĕнет. П.П.Т. Хулла юнăш илсессĕн (если вынет неправильно, не свой), çав çынна çурăм çине минтер е кĕççе хураççĕ те, малтан пуçлăхĕ хулăпа çапат, ун хыçĕнчен ачасем пурте хуллисемпе вишшер (= виçшер) çапаççĕ. (Сĕрен).

ленкес

(лэҥгэс), назв. долблёной деревянной посуды. КС. Ленкес меньше, чем чĕрес. Юрк. Ленкес = йывăç витре, чĕрес. Ст. Чек. Ленкес – чĕрес. Зап, ВНО. Ленкес, черяс меньшего размера (в Янгорч. и Орау.). Янш.-Норв. Çав вăхăтра ялта кашни килте сĕрен ачисем валли е пĕрер çăмарта, е икшер çăмарта пĕçереççĕ те, пӳрт умне ленкеспе çакса яраççĕ. Ib. Пĕр кашăк (т. е. каши) ăсса, çав ленкесе ярать. МПП. Ленкес – çăка чĕрес. Янтик. Ленкес тесе, пчик чресе, çырлана каймаллине, калаççĕ. СПВВ. ИФ. Ленкес — пĕчĕккĕ чĕрес. СПВВ. Ленкес ĕне сăвакан чĕрес (подойник). || Penis. СТИК. Ленкесне çакса çӳрет (лентяйничает?). Ib. Эх ленкес! ăçта кĕрсе кайнă вăл! (гов. мальчику, маленькому и неокрепшему). || Паховая грыжа. Ст. Чек. Ленкес = лĕкĕр çăмарта). || Шатун, бездельник. Ст. Чек. Лĕнкес = сулланса çӳрекен çын. Ib. Ленкес! çӳрет сулланса!

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

мункун

монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).

Йăскăлтат

шуметь. Ст. Яха-к. Пĕтĕм сĕрен халăхĕ вара пӳрте йăскăлтатса пырса кĕреççĕ. (По толкованию КС. ― с шумом. С ĕ р е н).

вĕлтĕртеттер

понуд. ф. от гл. вĕлтĕртет. Альш. Йытă ман куçран хӳрине вĕлтĕртеттере-вĕлтĕртеттере (виляя), пăхса тăрать ППТ. Пуççапнă чух (т. е. старшим в доме), пуççене лайăх чиксе тăрсассăн, тырă пуçĕ тутă пулать, теççĕ; пуçа хăпартса тăрсассăн, выçă пулать те, пуçĕсене çӳлелле тăратса, вĕлтĕртеттерсе тăраççĕ, теççĕ (т. е. хлеб будет тощим. Сĕрен).

вылянтар

понуд. ф. от вылян_. Сказки и пред. чув. 34. Икĕ аллин пӳрнисемпе кушак-кайăк вăййине вылянтарма тапратать. Капк. 1929, № 6. Вăрăм авăрлă пичете вылянтарать-çеç. Сказки и пред. чув. 69. Е пир тĕртме ларать те, вылянтарать ăсине. П. П. Т. Чикке çитсен, чи малтан пурте çумăнчи мĕн пур япалисене (т. е. одежду) çӳлелле (ывăтса), шăрăхра кураксем, чавкасем вылянă пек анчах вылянтараççĕ. (Сĕрен). СТИК. Купăса вылянтарат-кăна (играет хорошо). N. † Çичĕ те пиллĕк сарă курка — вылянтарăр аллăрта; çинçе пӳлĕ сара хĕр — вылянтарăр умăрта. Сред. Юм. Илсе кĕнĕ пĕр четвĕрт эрех те, ахаль вылянтарать вит! (и давай распивать!).

вил хывни

поминальный обряд. Ч. С. Пирĕн ял вĕçĕнчен çӳреме пуçлаççĕ; вара, вил хывнă тĕле пулсан, вил хывса пĕтеречченех, ачасем кĕтсе лараççĕ. (Сĕрен).

вир-вир

обряд после «сĕрен»; справляется парнями. Асан.

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

вăркăт

(вы̆ргы̆т), швырнуть. Шел. 4. Вĕсĕн çийĕнчи ылхан мăшкăлне çапса салатса вăркăтса ячĕ. Н. Карм. Тытрĕ те, вăркăтса яра пачĕ (бросил, утса ячĕ пит хытă). Ч. С. Пырсанах, ачасем сĕрен патаккисене вăркăта-вăркăта яраççĕ. Изамб. Т. Эп ун карттусне вăркăтса ятăм. Б. Яуши. Асли, кĕçĕнни вуласа пĕтерсен: ăçта-ха? тесе, туртса илнĕ — кăмакана вăркăтса янă. Ст. Чек. Вăркăтас = 1) ывăтса (ытса) ярас, 2) хăваласа ярас. Ib. Вăркăтса яр çавăн кушилне (пешер), мĕя тăван ун кушилĕпе? Ib. Вăркăтса ямалли япаласене (çынсене) кунта кӳптерсе тăратаççĕ (напарывают, т. е. попусту кормят).

эхлет

(эх’л’ет, эх’л’ет'), восклицать эх! Ст. Яха-к. Хăшĕ-хăшĕ аран пилеш хуллисене, эхлетсе, ятса пыраççĕ. (Сĕрен). Пухтел. Мĕшĕн эхлетен? Что ты кряхтишь?

уя

, оя, соблюдать, почитать, беречь. N. Хайхи пуяннийĕн уямалли кун çитет, чухăн тăракан тăванĕ кун патне хăнана, килет. Аттик. Пуринчен ытла вĕсем çураçма тенине, пĕтĕм ĕçе пăрахса, ялпа уяççĕ. Альш. Чăваш пит праçник таврашĕ нумаях уясах тăмас. N. Пирĕн чăвашсем Мункун праçниккине Асап ернинче юг кунах уяма (праздновать) пуçлаççĕ. N. Паян эпĕр уятпăр. Мы сегодня празднуем, не работаем. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ. Чисосл. Иоана Богослов апостол вилниие асăнса уяни. N. Çакссм малтанхи чĕрĕлнĕ куна уянă. Сред. Юм. Уяса-туса тăмас ô. (не жалеет). Орау. Хăне хăп уямасăр çӳрет. Не бережет себя. Орау. Япалана уямасăр тыткаламастăи-çке эсĕ. Орау. Хăна ху уяса çӳретĕн. Псалт. 75, 11. Çавăнпа этемсем сана шухăшĕсенче те аслăлĕç, сана пур шухăшĕсемпе те упĕç. СВТ. Шатра чирĕ пĕрре яла пырса кĕрсен, пурне те тĕрĕслесе тухать, ваттине-вĕттине уямасть. П. П. Т. Пуçне хăпартса пăхакана пĕртте уямас, хулăна чаш тутарат. (Сĕрен). Дух. паст. Пĕр уямасăр ятла вĕсене. N. Эсĕ япалана уямасăр тыткалатăн (обращаешься без осторожности). № 37. Ист. 52. Стариксемпе хĕр-арăмсене те уяса тăман (не разбирали), вĕсене те вĕлернĕ. Орау. Хăна ху уйăрăх çӳре. Будь осторожнее в отношении простуды и чистоты. Шибач. Уямасăр тыткалать: чашкă тытать, ӳкерет, çĕмĕрсе пăрахать. Тюрл. Уяса пĕртте тыткаламастăн эс.

уманта пултăр

(умĕнче пултăр, умăрта пултăр), да будет перед тобою (им, ею, ими, вами), формула поминовения усопших, употребляемая при libatio. Ч. С. Пирĕн, вилсен, леш тĕнчере те çакăнти пекех ака-суха туса, ĕçкĕ-çикĕ туса пурăнать; кам кунти тĕнчере пуян пурăнса, ĕçкĕ-çикĕ туса, çынна ĕçтерсе çитерсен, унăн вара пурте умĕнче пулать, теççĕ. Хăш-хăш пуянтарах çынсем çавăнпа, вилсен, лайăх пурăнас тесе: хамăр пурăннă чух лайăх ĕççе çиер, теççĕ. Тата хăш-хăш пуянтарах çынсем, вилнĕ чух: кӳлсе çӳреме лаша кирлĕ пулĕ, тесе, ватă лаша пусма каласа хăвараççĕ. IЬ. Çынсем, пырсанах, курка парчĕç те, çынсем, кашт тăкса: Михали пичче (покойник), сан умра пултăр!, теççĕ. Аттик. Эсир те эпир мĕн ĕççе çинине, ĕççе çисе каяр, мĕн пани сирĕн умра пултăр. (Молитва к мертвецам в çураçма) Шаймурз. Унтан вара вăл хăй ăшĕнче турра кĕлтуса, икерчĕ хуççа илет те: атте, умăнта пултăр! Анне, умăнта пултăр! тесе, чашăк çине пăрахать. (Ваттисене хывни). Яха-к. Ядр. Ачам, умăнта пултăр (обращение к умершему при обряде «хывни» в «сĕрен»). Вил йăл. Пурттине пăрахнă чухне те, шывне ăснă чухне те (вообще при каждом действии) калаççĕ: умăнта пултăр! теççĕ. Охотн. Килĕр-ха, ĕçер-çиер; вилсен, пурте хамăр умра пулĕ (слова дедушки при угощении гостей). См. Магн. 117, 170.

униче

ониче (он'џ̌иэ), околица. Ягудары. Ониче — свободное место вокруг селения, загороженное оградой; здесь ходит скот без пастуха. Г. И. Комис. Ониче — площадь между домами и загородью, окружающею деревню. Никитин. Пирĕн пусса, уничене, пур выльăх çӳрекен çĕре те хĕр сухи туса çавăрас пулать. Ердово. Оничере тил выртать, Киттай тотри витĕннĕ. Янбулт. † Пирн оничи тылă-поç; покан, тесе, ан ларăр. IЬ. Пирн оничи хăмăшлă, кĕçе, тесе, ан ларăр. IЬ. † Оничере тил выртать, Киттай тотри витĕнсе. Вир-й. † Униче тулĕнче çаврака кӳлĕ. Шурăм-п. № 22. Ача-пăчасемпе хĕри-пăраçсем, пуçтарăнса, унирне кайрĕç. Ч. С. Ялалла уничерен кĕрсенех, малалла татах виç хут ӳксе пуççапса йĕпле-хул пĕрер мăшăршар ывăтаççĕ. (Сĕрен). А. Прокоп. Пирĕн унине пилешлĕх. Разумов. Билгильд. Униче, пространство вокруг деревни, внутри изгороди. В с. Чуратчиках — ониче. Шел. II. 54. Пире укăлча (унiче) хапхи уçса кӳртрĕç.

урлă-пирлĕ

вдоль и поперек. Паас. Урлă-пирлĕ, hin und her, Ungeordent auf einander, kreuzweise, крест-на-крест (в Курм. у. хресь-на-хресь), вдоль и поперек. Изамб. Т. Чăваш ялĕнче час-часах çуртсем урлă-пирлĕ лараççĕ. Етрух. Каçаççĕ урлă-та-пирлĕ. (Сĕрен). Арçури. Орлă-пирлĕ откалать, N. † Çак тăвансем аса, ай, килсессĕн. Урлă-пирлĕ уткаласа çĕр каçрăм. Яргуньк. Урлă-пирлĕ çул килет, хĕрлĕ питлĕ хĕр килет. Зап. ВНО. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече рамсем). Чураль-к. Урлă-пирлĕ Орина. (Чӳрече рамĕ). КС. Урлă-пирлĕ пускаласа çӳрет (ставя ступни ноги то прямо, то поперек). Рысайк. Лап, лап урапа, урлă-пирлĕ ӳрече. (Чӳрече). Шарбаш. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече). К.-Кушки. Урлă-пирлĕ калаçать, вздорит, задирает. || Разноречиво. Сказки и пред. чув. 82. Ялта нумай ун çинчен урлă-пирлĕ калаçрĕç.

урлă сак

орлă сак, нары. К.-Кушки. Сред. Юм., КС. М. И Петров. «Урлă сак — скамейка». Вомбу-к. Урлă сак ик айккинчех полнă. Ст. Яха-к., Ядр. у. Çурта çунса тăнă çĕре, алăк патĕнчи урлă сак çинь икĕ алтăр е икĕ чашăк лартса хывма пуçлаççĕ. (Сĕрен).

ут яр

устроить бега, скачки. А. Турх. Ч. С. Çавăнтан кайран пирĕн ялсем ут яма пăрахăç тунă (во время сĕрен).

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

подобие

сӑн, ĕренке, евĕрлĕх, кĕлетке, сĕрен; на подобие лисы тилӗ евĕрлĕ; не имеет подобия человека (пьяный) çын ĕренки (сăнĕ) те çук.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

калăм

калăм кун уст.— название древнего чувашского праздника, который праздновался весной в среду русской страстной седмицы. Первоначально он был связан, по-видимому, с культом предков, а позднее посвящен поминовению усопших. Праздник этот в известной степени соответствует навьему дню Древней Руси. По верованию чуваш, в этот, день будто бы мертвецы выходили из могил и шли к своим родственникам невидимо погостить у них. Через неделю, в праздник сĕрен или вирĕм, молодежь с рябиновыми прутьями ходила по домам, хлестала избы, амбары и заборы, прогоняя мертвецов обратно на кладбище. В заключение за деревней разводили костёр и все участники сĕрен прыгали через огонь, чтобы очиститься от всякой нечисти, которая могла пристать к ним вследствие соприкосновения с обитателями загробного мира. Калам — слово финское; морд, калмо «могила», удм. куләм «мертвец», мар. и манси калем «умираю», фин. kalma «смерть».

сĕрен

уст.— название обряда изгнания из деревни покойников, явившихся в калăм кун (см.) погостить некоторое время у своих родственников; тюрк. сурен — боевой клич, воинственный крик, соответствующий русскому ура!, кирг. сӳрӧн — боевой клич; казах. диал. сӳрен «крик», «шум», «тревога»; чаг. сӳрэн — страшный крик, производимый войсками, ставшими друг против друга и вызывающими к бою (Будагов 1, 642), узб. С суран — крик, гик воинственный: „Смотр войска Тимуром (в 1391 г.— В. Е.) продолжался два дня с утра и до 6 ч. вечера и кончился боем барабанов и военным криком «сурен» (В. Г. Тизенгаузен. Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды, 1948, т. II, стр. 162, 169, 176 и др.); КБ сӳр «прогонять»; уйг., азерб., туркм., тур., тув., хак., алт. В (конд.) сӳр, узб. сур «гнать»; башк. hӧргӧн «ссылка». Следовательно, сĕрен — настоящее причастие, означает «изгоняющий», «прогоняющий».

Çавăн пекех пăхăр:

сĕрем апленки Сĕрем йоман кочĕ сĕрем кĕперри Сĕрем-той « сĕрен » сĕрен çăмарти сĕрен кĕперри сĕрен патакки сĕрен халăхĕ сĕрен хулли

сĕрен
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150