Шырав: уйрăмах

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

уйрăмах

особенно, в особенности, особо
уйрăмах палăрт — отметить особо
сĕлĕ уйрăмах лайăх пулнă — особенно хорошо уродился овес

уйрăммăнах

то же, что уйрăмах

следователь

следовательский
прокуратура следователĕ — следователь прокуратуры
уйрăмах кирлĕ ĕçсене тĕпчекен следователь — следователь по особо важным делам

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

туллăх

полный, переполненный до краев. ЧП. Атăлĕсем туллăх, ай, пулчĕ те, каçаймарăм леш енне. Ib. Атăл туллăх юхнă чух. Буин. † Атăлĕсем туллăх та, шывсем сулхăн, ишес пусан, епле те ишем-ши; уйрăмах та çуралса, пĕрле ӳссе уйăрăлас пусан, епле те уйăрăлам-ши. Альш. Кăçалхи çул шыв пит туллăх, çырансем епле чăтрĕç-ши? || Достаток, изобилие. Менча Ч. Тĕкĕнчен, çăмĕнчен (скотины) те пулин (также?) туллăхне парăсăнччĕ, тет; пăхĕнчен те пулин самăртăсăнччĕ. (Моленье „чӳклеме“). N. Вĕсем санăн çуртăнти туллăхпа тăранĕç. N. Çак çуртăн туллăхĕ. || В изобилии. N. Туллăх парать, дает в изобилии (мĕн кĕленĕ, çавна). N. Çыншăн хута кĕрсе хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă. || Полностью. Регули . Толлăхах (толмалах) сапларĕ.

хăвартлан

знач. не дано. Ыраш 12. Ăмăртăва тухнă пулмалла кăсем, уйрăмах хăвартланаççĕ (?).

аçа-çиçĕм

(аз’ча-с̚’из’э̆м), tonitrua et fulmina, гром и молния. Н. Шинкус. Аçа-çиçĕм тытаканнисем. Божества, держащие в своих руках гром и молнию. (Из моленья). Альш. Аçа хĕре пулитчен, аçа-çиçĕм пулас-мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка авăтса-çиççе çӳрес-мĕн. Чем мне родиться отцовской дочерью, лучше родиться бы мне громом-молнией, греметь и сверкать по всему свету белому (точнее: по четырехугольному свету. — Из плача невесты, хĕр-йĕрри). Ib. Аçа-çиçĕм — уйрăмах хăватлă çиçĕм (особенно сильная молния. Сомн.). || Sensu translate. Переносно. Полтава 56. Аçа-çиçĕм пуçланĕ. Начнется (военная) гроза.

пуç-йĕп

или пуç-йĕппи, род ожерелья из двугривенных монет, нашитых на коже; прицепляется у женщин сзади к сурпан 'у. На краю этого украшения — çуха катăкĕ (кружевное украшение с волнообразным краем). Чертаг. Ib. Пуç-йĕп çине тенкĕ çакаççĕ: сурпанпа масмака пĕр çĕре тыттараççĕ. Орау. Пуç-йĕпписем çинчен. Вирьялсен пуç-йĕпписен сăранĕ кушлавăшсен пуç-йĕппинчен ансăртарах та, вăрăмрах та пулать. Анчах вăсен тăршшипех тенкĕ çакса тухаççĕ. Кушлавăшсен пуç-йĕппи тăршшин варинче тенкĕ ытла нуммай çакасран вĕтĕ шăрçапа тытăнтарса вырăн йышăнса хураççĕ. Вирьялсен пуç-йĕппийĕ хăлхаран аяларахран икĕ енчен масмак çине чиксе хурсан ытлашши вăрăммипе ĕнсе хыçнелле кайса выртса çӳрет. Пирĕн Кушлавăш арăмисен сурпан хĕррипе танах тăрса ĕнси çинчех тăрать. Тата хирти арăмсем пуçĕсене масмаксăрах сырăнаççĕ те, сурпанĕ ан салантăр тесе, икĕ тăнлавран икĕ муклашка пуçлă йĕппе чиксе хытарса тăраççĕ. Вирьялсен пек, кушлавăшсен пек икĕ йĕп хушшинче тенкĕ çакнă сăран çук. Вĕсен икĕ йĕп уйрăмах.

уйăрăл

(уjы̆ры̆л), отделяться, разделяться, отходить, отставать роиться. К.-Кушки. Йывăç çумĕнчен хуппи уйăрăлнă. N. Эсĕ ампар патĕнчен ниçта та ан кай, ампар патĕнчех тăр, ампар алăкĕнчен ан уйăрăл. Кр. расск. 25. Иосиф Вениамина ыталаса илнĕ те, уйăрăлаймасăр, пит вăрах йĕнĕ. Урм. Ивансем пӳрт патĕнчен уйăрăлчĕç, тет те, пыраççĕ, тет. Якейк. † Çич уй орлă хам каçрăм тăвана-пĕтене корасшăн, мĕлле уйăрлса каяс-ши? Юрк. Эсĕ аçу патĕнчен уйăрăлса тух. Альш. Хырăмĕ уйăрăлать-каять. Брюхо сразу расселось. О сохр. здор. Ĕçрен пĕртте уйăрăлмаççĕ (благодаря здоровью) никогда не покидают работы. Ал. Цв. 19. Хура вăрмансем ун умĕнче уйăрăла-уйăрăла тăнă ăна аслă, яп-яка çул парса пынă. Псал. 34,15. Уйăрăла-уйăрăла кайсан, та, мана хĕрхенмерĕç. Сунчел. Уйăрламах (чит. Уйрăмах) çуралса пĕрле ӳссе, мĕшĕн уйăрăлмăлла çырнă-ши? Вĕлле хурчĕ. Хурт уйăрăлни çинчен, о роении.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

более

нареч.
1. образует сравн. ст. -рах (-рех); более быстро хăвăртрах; более мелкий вĕтĕрех
2. ытла, ытларах; более двухсот тонн ик çĕр тонна ытла ♦ более или менее хăш-пĕр таран, вăтаммăн; более того вводн.сл. унтан та ытларах; тем более частица и союз уйрăмах; çийĕнчен; тата; вещь эта слишком дорогая, тем более денег у нас мало ку япала ытла та хаклă, тата укçи те пирĕн сахал

особенность

сущ.жен. (син. специфика)
уйрăмлăх, расналăх, пайăр паллă; особенности местного климата вырăнти çанталăк уйрăмлăхĕсем ♦ в особенности уйрăмах

особенный

1. прил. (син. специфический; ант. обыкновенный) уйрăм, расна, пайăр; хăйне майлă; он отличается особенной добротой вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать
2. особенно нареч. уйрăмах; особенно жарко в июле утă уйăхĕнче уйрăмах шăрăх ♦ не особенно питех мар; ничего особенного темех мар, чаплах мар

подчеркнуть

глаг. сов.
1. аялтан турт, йĕр туртса палăрт; подчеркнуть нужные слова кирлĕ сăмахсене йĕр туртса палăрт
2. (син. выделить) уйрăмах палăрт, палăртса кала; подчеркнуть сложность обстановки лару-тăру йывăррине палăртса кала

экземпляр

сущ.муж.
экземпляр (пĕр йышши нумай япаларан пĕри); крупный экземпляр бабочки уйрăмах пысăк лĕпĕш; два экземпляра книги икĕ кĕнеке (пĕр пекки)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

недюжинный

уйрăмах паллӑ (ӑслӑ, вӑйлӑ).

вахта

1. вахта (çар флотĕнчи е пăрахут çинчи командăн черетри ĕçĕ, дежурство); стоять на вахте вахтăра тăр; 2. перен. вахта (мĕне те пулин паллă тăвас шутпа уйрăмах хастар ĕçлени); встать на предпраздничную трудовую вахту уяв умĕнхи ĕç вахтине тăр; вахта мира мир вахти.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

важный

прил. 1. уйрăмах кирлĕ, паха, пысăк пĕлтерĕшлĕ, палăрса тăракан; важное открытие паха открыти; иметь важное значение пысăк пĕлтерĕшлĕ пул; занимать важный пост пысăк вырăнта ĕçле; 2. (горделивый) мăнаçлă, мăнкăмăллă; важная персона пысăк çын.

главный

прил. 1. (наиболее существенный) тĕп, чи кирлĕ; главная мысль тĕп шухăш; 2. (центральный, самый большой) аслă, тĕп; главная улица аслă урам; главный город тĕп хула; 3. (старший по положению) главнăй пуç; главный врач главнăй врач; главный инженер главнăй инженер; главное лицо в доме кил пуçĕ; ◇ главное предложение грам. тĕп предложени; главным образом тĕпрен илсен; главное дело в знач. вводн. сл. уйрăмах.

достопримечательность

ж. уйрăмах паллă вырăн; достопримечательности города хулан уйрăмах паллă вырăнĕсем.

достопримечательный

прил. уйрăмах паллă; достопримечательные места уйрăмах паллă вырăнсем.

исключительный

прил. 1. (чрезвычайный); нормăна пăхăнман, уйрăм; исключительное право уйрăм право; исключительное полномочие уйрăмах пысăк полномочи; 2. (редкий, необыкновенный) сайраран пулакан, ăрасна йышши, халиччен пулман; исключительный случай халиччен пулман япала; исключительный человек ăрасна йышши çын; 3. (очень хороший) калама çук (е çав тери, питĕ) лайăх; продукция исключительного качества калама çук паха продукци; 4. (принадлежащий только кому-л.) çеç, кăна; исключительная собственность государства на землю çĕр патшалăх харпăрлăхĕ кăна пулни.

напирать

несов. 1. см. напереть; 2. на кого и без доп., разг. (теснить, наступать) хĕссе (е тапăнса) пыр; 3. на кого-что, разг. (делать упор) хытă (е çине) тар, уйрăмах палăрт; он напирал на необходимость поездки вăл кайма кирлине уйрăмах палăртрĕ.

недюжинный

прил. пултаруллă, çирĕп, хăватлă, уйрăмах паллă; недюжинный человек пултаруллă çын; недюжинный ум хăватлă ăстăн; недюжинный талант уйрăмах паллă талант.

незаурядный

прил. чаплă, уйрăмах палла.

особенно

нареч. 1. урăхла, яланхи пек мар; выглядеть совсем особенно йăлтах урăхла курăн; 2. (исключительно) уйрăмах, раснах, пуринчен ытла; ◇ особенно красивый уйрăмах хитре; не особенно питех мар.

особенность

ж. уйрăмлăх, расналăх; ◇ в особенности уйрăмах, пуринчен ытла.

особенный

прил. 1. урăхла, ыттисенчен уйрăм, хăйне евĕрлĕ; у него особенныи талант унăн хăйне евĕрлĕ талант; 2. (более значительный) уйрăмах пысăк (е паллă), питĕ; с особенным интересом питĕ тимлĕн; 3. (специальный) ятарлă, юри.

подчёркнутый

прил. палăртса тунă, уйрăмах палăртнă (е палăракан), палăрса тăракан; подчёркнутая вежливость уйрăмах кăмăлла пулни.

подчеркнуть

сов. что 1. аялтан турт; 2. (выделить) уйрăмах палăрт; подчеркнуть важность вопроса ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăрт.

преимущественно

нареч. пуринчен ытла, уйрăмах.

сугубый

прил. питĕ, ытла, çав тери, уйрăмах (е питĕ) пысăк; сугубое внимание нитĕ пысăк тимлĕх.

упор

м. 1. по гл. упереть(ся); 2. (подпорка) тĕрек, тĕрев, чарак; ◇ в упор стрелять пит çывăхран пер; в упор сказать тӳрех кала; в упор смотреть куçран пăх; делать упор на кого-что-л., на ком-чём-л. уйрăмах палăртса кала.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

чрезвычайный

чрезвычайлă, ятарлă (уйрăмах çивĕч сăлтавпа çыхăн-нă); чрезвычайное положение чрезвычайлă тăрăм (сăм., çут çанталăк инкекĕ вăхăтĕнчи); чрезвычайное законодательство ятарлă законсем; чрезвычайный и полномочный посол чрезвычайлă тата полномочиллĕ посол

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

уйрăмах

аеруча, бик үк

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

уйăр

[u'jor]
dividi (dividu), disigi (disigu), disponigi (disponigu)
тан пайсем çине уйăр — dividi je egalaj partoj
укçа-тенкĕ уйăрса пар — disponigi financojn
ним уйăрмасăр — sen fari diferencon
уйăру — divido
уйрăл — disiĝi
уйрăлу — disiĝo
уйрăм — sekcio, departamento
dise
aparte, speciale, precipe
уйрăм пурăн — vivi aparte
уйрăмах — precipe
уйрăмлăх — diferenco
apartaĵo
уйрăммăн — aparte, dise
уйрăммăн илсен — aparte, speciale

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тинке тухать

Тинке тухать [хăрать, юлмасть] замаялся кто, измучился кто.
Тăван ялта аттене шыраса тинке тухрĕ. В. Паймен. Кирпĕчне те цементне, уйрăмах тимĕрпе бетонран тунă плитасем шыраса тинке тухать. А. Емельянов. Пичче хваттерне шыра-шыра йăлт тинке хăрчĕ. — Кунта ларса, ачам, тинке юлмарĕ, Хăлха йăлтах янрарĕ шавсенче. Я. Ухсай. Пĕр тăтăш хăйчикки çутса тинке тухатчĕ, куç-пуçăм анăратчĕ Йӳçĕ тĕтĕмре. Я. Ухсай.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

арманçă

п.с. Арман авăртса паракан çын; арман хуçи, мелник. Хĕр-упраç... писев сĕрсе чиперленме ĕлкĕрнĕ — арманçă пек шап-шурă питлĕ. В.Ухли, 1984, 347 с. «Шупашкар элеваторĕ» предприятире ĕçлекен В.Емельянов арманçă. ХС, 1997, 106 /, 1 с. Ял çыннисем те ăна, тырă авăртса панине кура, арманçă теççĕ. Я-в, 1999, 2 /, 64 с. Голланди арманçисем ăна [сĕлĕ пăттине] уйрăмах юратса çинĕ. С-х, 1999, 26 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 338 с.

бюджетник

ç.с. Патшалăх хыснинчен шалу илсе тăракан, бюджет организацийĕнче ĕçлекен çын. Бюджетниксене (уйрăмах учительсемпе врачсене) ĕç укçи тӳлесси кая юлса пырать. Х-р, 20.01.1994, 2 с. «Бюджетниксем» ĕç укçи вăхăтра илеймеççĕ. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Бюджетниксен умĕнчи парăм чакнă. ÇХ, 1999, 41 /. 3 с. — бюджетниксен шалăвĕ (Х-р, 21.02.1997, 1 с.)~~.

дизайнер

ç.с. Дизайн ăсти, художник-конструктор. Кашни çулах çамрăксем ... модельера, архитектора, дизайнера вĕренме кĕнипе паллă çак шкул. Ч-х, 1999, 28 /, 7 с. Педагогика университечĕн художество факультетне вĕренме кĕресчĕ, дизайнер ĕçĕ илĕртет. Т-ш, 1999, 44 /, 8 с. Дизайнерсем сĕтел-пукан е пусма-тавар ĕлкине, ӳкерчĕкне... тунине пĕлетпĕр. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Хальхи вăхăтра уйрăмах модăри «хуçалăх техникин дизайнерĕ» специализаци. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. — дизайнерсен конкурсĕ (ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.).

календула

ç.с. Пахчара (е вил тăпри çинче) ӳстерекен, тăтăш çеçке çуракан, сап-сарă чечеклĕ сиплĕ курăк. Эс календула, сарă чечек, ирĕк сунпурăнма. В.Пехил //Я-в, 1991, 12 /, 31 с. Календулăран хатĕрленĕ эмел рак чирĕнчен сыватнă чухне уйрăмах кирлĕ. Х-р, 5.01.1996, 4 с. Шăлсене календула чечекĕсен, сар çип утин настойĕпе чӳхени те усăллă. ÇХ, 1999, 42 /, 9 с. Календула ... мĕн хĕл ларичченех илемĕпе савăнтарать. С-х, 2000, 43 /, 2 с. — календула (ноготки) чечекĕ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.; Т-ш, 2000, 34 /, 10 с.).

киви

ç.с. Кăштăрка хăмăр хупăллă, çутă симĕс ăшлă, чăх çăмарти пысăкăш кăнтăр çимĕçĕ. Кивисене Çĕнĕ Зеландирен тиесе килнĕ, апельсинсем Израиль çĕрĕн сĕткенĕпе ӳснĕ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви çимĕçе лавккасемпе пасарсенче тахçанах сутаççĕ, анчах та çынсем ăна питех туянмаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хăш-пĕр çынсен киви çисен аллерги пулать. ÇХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен уйрăмах нумай çимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.

кнеç

п.в. Пĕр-пĕр хутлăх пуçлăхĕ; князь. Пĕчĕк пухусенче каланисене пирĕн «кнеçсем» илтмеççĕ. П-н, 1990, 2 /, 1 с. Кнеç мар, хресченсухаçă та утарçăпулнă вăл. Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Владимир кнеç ячĕпе лартнă палăк уйрăмах килĕшрĕ. Х-р, 19.01.1999, 3 с. Хусан ханлăхĕнче чăваш хушшинчен тухнă тавралăх кнеçĕсем (пӳсем), вырăнти кнеçсем (çĕрпӳсемпе вунпӳсем), турхансем сахал пулнă. Я-в, 2000, 5 /, 49 с. — кнеç хĕрĕ (Х-р, 8.10.1998, 3 с.); кнеçсен влаçĕ (Х-р, 18.07.2001, 2 с.); — удел кнеçĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); вырăс кнеçĕ (Г.Юмарт, 2001, 12 с.); аслă кнеç (Х-р, 17.07.2001, 2 с.).

консервативлăх

п.с. Кивĕ йăла-сăлая хӳтĕлени, çĕнĕлĕхе хирĕçлени. Çак институт ... паян кунчченех хăйĕн наци нигилизмĕпе тата консервативлăхĕпе палăрса тăрать. Б.Чиндыков //А-и, 1991, 5 /. Уйрăмах çемьеллĕ хĕрарăмсен савăнмалла, милици консервативлăхне пула çеç çĕрлехи ресторансем тĕтĕм кăларса ĕçлемеççĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 6 с. — ВЧС, 1971, 291 с.

мануаллă

ç.с., мед. Сусăрланнă вырăна алă витĕмĕпе сиплекен; алă вăйăмлĕ. Мануаллă терапи, ăна алă терапийĕ те теме пулать, юлашки вăхăтра уйрăмах вăйлăн аталанса пырать. Х-р, 18.09.1992, 3 с. Эпĕ [психотерапевт] вара массажпа, мануаллă терапипе тата психотерапипе усă куратăп. Х-р, 13.10.1993, 4 с. — мануаллă терапевт (Х-р, 17.06.1992, 4 с.); Республикăри мануаллă терапи центрĕ (Х-р, 14.07.1993, 4 с.).

несĕплĕх

п.с. Кăмăл-сипет (туп.), нравственность. Чиркӳ çыннисем, уйрăмах баптистсем, коммунизм несĕплĕхĕпе тĕн заповечĕсем хушшине кĕпер хывасшăн. В.Егоров, 1989, 75 с. Писателĕн пĕтĕм халăха, пĕтĕм этемлĕхе тивĕçтерекен несĕплĕх пахалăхĕсене пуринчен мала хумалла. Н.Максимов //Я-в, 1991, 12 /, 26 с. — танл, ĕрет-несĕплĕх (В.Станьял //КЯ, 25.05.1990, 1 с.); сипет-несĕп (Г.Хлебников //ТА, 1990, 12 /, 63 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

уйрăлу уйрăм уйрăм-айрăм уйрăм-уйрăм « уйрăмах » уйрăмлăх уйрăмлан уйрăммăн уйрăммăн-уйрăммăн уйрăммăнах

уйрăмах
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150