Шырав: хĕсĕк.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

хĕсĕк

узко, тесно
хĕсĕк тăкăрлăк — узкий переулок
кăритурта çӳремелле мар хĕсĕк — в коридоре так тесно, что невозможно пройти

хĕсĕк

2.
узкий (о глазах)
хĕсĕк куçлă çын — узкоглазый человек

хĕсĕк

тяжело, трудно
хĕсĕк пурнăç — трудная жизнь

хĕсĕк

недостаточно, скудно, ограниченно
манăн вăхăт хĕсĕк — у меня времени в обрез
вĕсем укçаран хĕсĕк пурăнаççĕ — у них туговато с деньгами

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тăмалан

чесаться. Тухмастăр. Тăмаланать = хыçаланать. || Перепутаться (о волосах), окосматиться. СПВВ. Çӳç тăмаланса кайрĕ. Образцы. Эрне çуман пичĕсем, тура кĕмен çӳçĕсем тăмаланнă, çыхланнă. Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, пирĕн кĕрӳ хĕсĕк куç. Хурамал. Ачасем çывăрса тăрсассăн, калаççĕ: пуçĕ-куçĕ тăмаланса каяччен çывăрнă, теççĕ (= çӳçĕ-пуçĕ тăрса кайнă). Трхбл. Тăмалантăр пуçне (пуçна). Цив. Тăмалантăр, тăмаланашши. Тюрл. Тăмаланашшĕ астуман та сана, маннă. Хурамал. Тăмалантăрах пуçĕ! Хĕр вăрласа кайнă вĕт. Байгул. Ак тăмалантăр! Çу илсе кĕреччен те тăман-çке, типĕле çисе пырне лартса вилчĕ пулĕ-çке ку! Ib. Вилнĕ Ивана курать те, кĕретех хăраса ӳкет: ах, тăмалантăр. || Портиться (о погоде). Альш. Çанталăк тăмаланат — асар-писер пек пула пуçларĕ, тени пулат. || Перемереть, передыхать. Изамб. Т. Ӳсен ăрăвĕ тăмаланнă (перемерло). Ib. Эй тăмаланман япала! (Не очень сильная брань).

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хăнчăр

(хы̆нζы̆р), косоглазый. НИП. Сред. Юм. Хăнчăр, косой. СПВВ. ЕС. Хăнчăр, хĕсĕк куçлă çын, унăн куç шăрçине ĕрешмен карти пек яла карнă. СПВВ. АС. Хăнчăр, куçран вăйсăр, е юхан çын. || СПВВ. ТМ. Хăнчăр чакăр тениех пулат. || СПВВ. Х. Хăнчăр çын, жадный, не такой, как следует. || Трахома. А. Турх.

хĕсĕк

узкий, тесный: узко, тесно. Ск. и пред. чув. 56. Хăй вăл пăртакран хĕсĕк çырмара хуйхăлă пуçне пĕкнĕ те ларать. СПВВ. БМ. Хĕсĕк-йĕсĕк, узко, тесно, прищемлено. N. Ут юртаймасть, ут юртаймасть, тахансем хĕсĕк — пусаймасть. Образцы. 110. Пирĕн кĕрӳ хĕсĕк куç. Сред. Юм. Унăн куç пит хĕсĕк, пăхаймас та вит ôлă. || Трудно. N. Сана хĕсĕк килсессĕн. N. Пурăнма пĕлментен те пурăнăç хĕсĕк килет. Изамб. Т. Хăçал тырă пулманнипе пурăнма хĕсĕк пулчĕ. || В обрез. N. Сан укçа хĕсĕкне хам пĕлеп. || Экономно. N. Темĕн тĕрлĕ хĕсĕк пурăнсан та, вĕсен пурăнăçĕ çитмен. N. Сахăрне хĕсĕкрех тыткалăр. || Нужда. Истор. Вĕсене яричченех темĕн тĕрлĕ асаплантарнă, ярсан та ялан пит хĕсекре тытнă. || Фальшивый. Тюрл. Писмен хĕсĕк (неверный, фальшивый). || Назв. места. Старак.

шалта

внутри. N. Шалта, внутри. N. Шалта, внутри страны. Кан. Кун кӳлли шалта пирки лаша кĕртмелли вырăн пăхать. Зап. ВНО. Шалта тăваттă, тулта саккăр. || Альш. Пирĕн чăвашăн куç — хĕсĕк куç та шалта куç.

ăх

межд. Янш.-Норв. Эпир пĕр ыйхă çавăрнă пулĕ çав, манăн хăлхана; ăх, ăх! тенĕ сасă кĕрех кайрĕ. N. Пуп: ăх! тесе те сывлайман — вилсе те кайнă (его удавила старуха). Сам. 59. Вăл сысна пек, хĕсĕк куçлă:ăх!.. текелет, ăçта пынă.

ĕсĕк

то же, что хĕсĕк. В. Олг. Ĕсĕк коçлă, узкоглазый.

лаптак

плоский. Хурамал. Карас-пулă лаптак пулать. Ск. и пред. 80. Лаптак сăмса, хĕсĕк куç. Сред. Юм. Лаптак сăмса, широкий и низкий нос. N. Лаптак çын, низенький, коренастый человек. Бугульм. † Тури-касăн хĕрсене лаптаккине кам пĕлмеçт. N. Эпир пурăнакан çĕр те, авалхи çынсем каланă пек, çу çинче юхса çӳрекен икерчĕ евĕрлĕ те мар, лаптак та мар, вăл чăмăр. Шибач. Лаптак (изба без крыши). || Плитняк. || Площадь. Эпир çур. çĕршыв 37. Театр лаптакĕнче (на театральной площади) театр çурчĕ. || Фамильное прозвище в д. Кожак, Алик. р.

мурата

(мурада), назв. рыболовной снасти (срв. русск. мереда). Хир-б. Мурата — çипрен çыхса тунăскер, пичке пек, хĕсĕк çĕре лартаççĕ. Орау. Мурата лартас (рыбол. снасть, в роде бочки из ниток).

эрне

(эрн’э), хорошо бы, но... Конечно. Правда. (Каз.-тат. äрiнä). Вара çавă тăлăха юлнă хуçа ачи ялтах хуйха ӳкнĕ; эрне (правда) вăлă вăл-ку çитменшăн хуйхăрман, анчах вăлă пĕччен юлнă, çавăншăн анчах хуйхăрнă вăл. Кильдиш. Епле апла эсĕ çавă чипер арăмна, ытарса, ирĕке (scr. йркĕ) пăрахса каян; эрне (конечно), каясси кайăн, анчах санăн арăмна пĕри-пĕри ерсессĕн, эсĕ вара мĕн тăва пĕлĕн? тенĕ. СТИК. Эрне пырăттăм, пыраймап: хурăн вутти хучĕç те, хурçунатма çунтарчĕç; вĕрене вутти хучĕç те, вĕр çунатма çунтарчĕç. (Говорит дикий гусь. Этот гусь был обращен в женщину и отдан замуж за сына одного человека. Вот эта молодушка приходит к ручыо за водой. Ее подруги зовут ее с собой, говоря: «Атя, Алтьук, киле, аçу килчĕ пасартан, кулачă илсе», а она говорит эти слова): к СПВВ. ПВ. Эрне, çапла та, анчах... Эрнеччĕ те çав, анчах... Конечно, это так, но... (так-то так, но...). N. Эрне шурă пӳрт хура пӳртрен хакла ларать (правда). Зап. ВНО. Эрнеччĕ те (=мало-ли что), эрне кун мар çав паян. (Изречение, указывающее на неисполнимость желаемого). То же и в Сред. Юм. Орау. Ай-ай, кăçал пĕр кĕлетлĕх явăç кăлараяс-чĕ! (срубить и вывезти из леса). — Эрнеччĕ те, ачам, те вăй çитĕ, тем-çке. Н. Лебеж. † Хĕсĕк, хĕсĕк куçлисем шăтăк виттĕр пăхаççĕ; чармак, чармак куçлисем чаршав урлă пăхаççĕ: ĕнтĕ пырам, тийеççĕ; эрне пырăр пырасса. К. С. Эрнеччĕ, çапла тăвасчĕ те, вăй çитмест. ld. Эрне апла пулĕ те вăл (может быть, и так...). Ч. С. Эрне турă мĕншĕн пире капла тунине пĕлме çук та, ваттисем юрăннă пек пурăнмалла çав, терĕ карчăк. Образцы, 43. Эрне те каймăп Нарышкина, сăрлă çунам ӳречи хуçăлчĕ. N. Эрне, çапли çапла... Правда, оно так-то так... Изванк.? Эрне çакăн пек усал ĕçсене пурте тумаççĕ те, çавах пирĕн енче ун йышши çынсем нумай çав.

ытлăн-çитлĕн

(ытлы̆м-с̚'тл’э̆н'), вдостатке; с избытком. Сĕт.-к. Ытлăн-çитлĕн порнаççĕ. Живут в достатке. Сир. 132. Вм. печатного «çителĕхлĕ» здесь в рук. было поставл. «Ытлăн-çитлĕн»: пуринчен те ытлăн-çитлĕн пулсан та, ăна пурăнма хĕсĕк пулĕ. IЬ. 144. Вм. печ. «Çителĕхлĕ» здесь в рук. то же выражение: тымарăма шыв ытлăн-çитлĕнех шăварать. КС. Ытлăн-çитлĕнех пачĕç. Дали с избытком.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

узкий

прил., узко нареч.
1. (ант. широкий) ансăр; узкая доска ансăр хăма
2. (син. тесный) тăвăр, хĕсĕк, çăтă; рубашка мне узка кĕпе мана тăвăр
3. ансăр, пайăр; узкая специализация ансăр ĕç сулăмĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

теснина

тусем хушшинчи хĕсĕк, тăвăр, ансăр тӳремрех вырăн.

тесный

1. тăвăр, хĕсĕк, ансăр, тачă, тăкăс, йăвă, чăк (чăкриш); 2. çынах, тачă; тесная смычка, тесное сближение тачă çыхăну; тесная дружба çывăх туслăх, çирĕп туслăх.

узкий

ансăр (урам), хĕсĕк, тăвăр (костюм); наши узкие места перен., пирĕн йывăрлăхсем, çитменлĕхсем.

узкоглазый

хĕсĕк куçлă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

невысокий

прил. 1. (низкий) çӳллĕ мар, лутра, пĕчĕк; невысокий забор лутра хӳме; невысокий потолок лутра мачча; 2. (незначительный по количеству, силе и т. п.) пысăк мар; невысокая температура пысăк мар температура; 3. (о качестве) паха мар, чаплă мар; товар невысокого качества пахалăхсăр тавар; 4. (отрицательный) лайăх мар, начар, ырламаллах мар; быть невысокого мнения ырласах ан кай; ◇ невысокая грудь лаптак кăкăр; невысокий лоб хĕсĕк самка!

низкий

прил. 1. (невысокий) лутра, лутака, лутрашка, çӳллĕ мар; низкий рост лутра пӳ; низкий дом лутра çурт; 2. (небольшой, незначительный) пысăк мар, пĕчĕк; низкие цены йӳнĕ (е пĕчĕк) хаксем; низкая температура пĕчĕк температура; 3. (плохой по качеству) начар; ситец низкого качества начар ситса; 4. перен. (бесчестный) начар, киревсĕр, тӳрĕ мар; низкий человек начар çын; 5. муз. мăн(ă), хулăн; низкий голос хулăн сасă; ◇ низкий лоб хĕсĕк çамка; низкий поклон тайма пуç.

нищенство

с. 1. (собирание милостыни) ыйткаласа (е пуçтарса) çӳрени; 2. (крайняя бедность) чухăнлăх, çуклăх, кĕлмĕçлĕх, хĕсĕк пурнăç.

ограниченный

прил. 1. сахал, кĕске, чикĕллĕ, хĕсĕк; ограниченне возможности майсем сахалли; ограниченни срок кĕске срок; 2. перен. ансăр тавракурăмлă, кĕске ăслă, катăк; ограниченный человек кĕске ăслă çын.

ограничительный

прил. пӳлекен, чаракан, чикĕлекен, хĕсĕк, чикĕлесе тăракан; ограничительные меры пӳлекен (е чикĕлекен) мерăсем.

протиснуть

сов. кого-что хĕссе (е тĕртсе) кĕрт, чиксе ларт (хĕсĕк вырăна).

стеснённый

прил. 1. (затруднённый) йывăр, кансĕр; стеснённое дыхание йывăррăн сывлани; 2. (затруднительныйо материальном положении) йывăр, хĕсĕк, çитмен; стесненные обстоятельства хĕсĕк пурнăç, çитменлĕх; 3. (испытывающий неловкость) вăтанчăк, именчĕк, хăюсăр.

стеснительный

прил. 1. (стесняющий) тăвăр, хĕсĕк, чăрмантаракан; 2. (о материальном положении) йывăр, хĕсĕк, çитмен; 3. (застенчивый) вăтанчăк, именчĕк, хăюсăр, вăтанакан, именекен; стеснительный человек именекен çын.

тесно

нареч. 1. тачă; эти вопросы тесно связаны друг с другом ку ыйтусем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тараççĕ; 2. в знач. сказ. безл. (мало места) тачă, тăвăр, хĕсĕк, тăкăс; вам не тесно сидеть? сире ларма тăвăр мар-и?

тесный

прил. 1. тăвăр, тăкăс, хĕсĕк; тесная квартира тăвăр хваттер; 2. (близко расположенный друг-другу) тачă, йăвă, çăт, нăк; тесный ряд книг кĕнекесен тачă речĕ; 3. перен. (близкий) çывăх, тачă; тесная дружба çывăх туслăх.

тяжёлый

прил. 1. (имеющий большой вес) йывăр, сулмаклă, сулăмлă; тяжёлый ящик йывăр ещĕк; тяжёлый сноп сулăмлă кĕлте; 2. (трудный) йывăр, тертлĕ, хĕсĕк, хатарлă; тяжёлая задача йывăр задача; тяжёлая работа тертлĕ ĕç; 3. (суровый) пысăк, йывăр, хытă; тяжёлый удар пысăк хуйхă; 4. (грузный, лишённый лёгкости) йывăр, кăнттам, сулмаклă; тяжёлые шаги сулмаклă утăмсем; 5. (серьёзный, опасный о болезни) йывăр, хытă; тяжёлое ранение йывăр суранланни; больной в тяжёлом состоянии чирлĕ çын йывăр выртать; 6. (мучительный) хĕн-хурлă, хуйхăллă, асаплă, хĕнлĕ; тяжёлые мысли хуйхăллă шухăшсем; 7. (о человеке, характерĕ) йывăр, чăкăлтăш; 8. воен. йывăр, вăйлă; тяжёлая артиллерия йывăр артиллери; тяжёлый танк йывăр танк; тяжёлый день йывăр кун, ăнăçсăр кун; тяжёлая промышленность йывăр промышленность; тяжёлая рука йывăр алă; тяжёлый на руку алли йывăр.

узкий

прил. 1. (не широкий) ансăр, хĕсĕк, тăвăр; узкая улица ансăр урам; узкие рукава тăвăр çанă; 2. перен. пĕчĕк; йышлă мар, сахал йышлă; узкое совещание пĕчĕк (е сахал) йышлă канашлу; 3. перен. (ограниченный) ансăр; узкая специальность ансăр специальность; 4. лингв. ансăр; узкие гласные ансăр уçă сасăсем; узкое место хĕсĕк вырăн, çитменлĕх; узкий круг друзей çывăх юлташсем.

узко⸗

хутлă сăмахсен «ансăр», «хĕсĕк» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: узколицый ансăр питлĕ.

узкоглазый

прил. хĕсĕк куçлă.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

хĕс

[ĥes]
premi
хĕскĕчпе хĕс — premi per premilo
пушмак хĕсет — la botetoj premas
куç хĕс — palpebrumi
duonfermi la okulojn
хĕсĕк — mallarĝa, prema
malsufiĉa, limigita
ман(ăн) вăхăт хĕсĕк — mia tempo estas tre limigita
хĕсĕклен — premiĝi, mallarĝiĝi
хĕсĕклĕх — mallarĝeco, malvasteco
manko
хĕсĕн — alpremiĝi, mallarĝiĝi
sidi aŭ stari kunpremita
хĕсĕнсе лар — esti blokita, enkaptiĝi
хĕсĕнчĕк — mallarĝa
malvasta, kunprema
хĕскĕч — tenajlo, pinĉilo, premilo
хĕскĕчле — tenajli, pinĉi, premi
subpremi, opresi
хĕстер — kunpremi, premfiksi
premi
хĕстеркĕч — paperfiksilo
pinĉilo
хĕстерӳ (= хĕсӳ) — opreso, jugo, subpremo

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

депутат

хура халăхран суйланă çын; шаннă çын. Августăн 9-мĕш кунĕнче тухнă манифест хушнă пек суйласан çĕр хĕсĕк кĕпернесенчен хура халăхран суйланă çын (депутат) пĕрер кăна пулмаллаччĕ [Хыпр 1903, № 1:7]; Çĕр йĕрки çинчен калаçнă чух пурĕ 150 депутата* яхăн халăх хутне кĕрсе халăхшăн пит хытă тăнă. *Депутат тесе суйласа янă çынна калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509]; Ун хыççăн пур суйлакансем те пĕрле тата 8 шаннă çын (депутат) суйласа хумалла [Высочайшие 1906:22].

Çавăн пекех пăхăр:

Хĕрчук Хĕрчукка хĕс хĕсĕк « хĕсĕк. » хĕсĕке хăвар хĕсĕке юл хĕсĕклĕх хĕсĕклен хĕсĕн

хĕсĕк.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150