Шырав: вĕçе-вĕçĕн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕç

конечный, концевой
çул вĕçĕ — тупик
урам вĕçĕ — конец улицы
уйăх вĕçĕнче — в конце месяца
çулталăк вĕçнелле — к концу года
вĕç сыпă — конечное звено (напр. ограды)
вĕçрен вĕçе — из конца в конец
вĕçне çитер — доводить до конца, завершать (напр. дело)
вĕçне тух — прийти к концу, достигнуть конца

вĕçе-вĕçĕн

(вĕçе-вĕç)

1.
один за другим, друг за другом, гуськом, чередой
çул тăрăх вĕçе-вĕçĕн машина чупать — по дороге друг за другом мчатся машины

вĕçе-вĕçĕн

2.
встык
концом к концу

пĕренесене вĕçе-вĕçĕн хур — положить бревна встык

манжет

1.
манжета (çанă вĕçе)

тĕктер

2.
класть, помещать впритык, встык, вплотную
стыковать

пăрăхсене вĕçрен вĕçе тĕктерсе вырнаçтар — уложить трубы встык, стыковать трубы

фуга

муз.
фуга (пĕр темăна темиçе сасăпа вĕçе-вĕçĕн калани)
тăватă саслă фуга — четырехголосная фуга

хронологи

хронология (вĕçе-вĕçĕн пулса иртекен событисен йĕрки)
[грек. chronos — сехет, тата logos — вĕрентӳ]

эндшпиль

шахм.
эндшпиль (вăйă вĕçе)
кăткăс эндшпиль — сложный эндшпиль

вĕçе-вĕç

то же, что вĕçе-вĕçĕн

вĕçме-вĕçĕн

встык
концом к концу

вĕçме-вĕçĕн хур — положить концом к концу

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вĕç

I.
лететь, летать
вĕçе пуçла — начать летать
вĕçсе кĕр — залетать
вĕçсе тух — вылетать
вĕçсе кай – спорхнуть
сала кайăксем вĕçсе кайрĕç — воробьи спорхнули
пӳртре шăнасем вĕçкелесе çӳреççĕ — в избе летают мухи

вĕç

II.
конец
пĕр вĕçрен — сплошь
пуç вĕçĕ — изголовье
вĕçĕ-вĕçĕн — конец к концу, один за другим
тĕнчен вĕçĕ-хĕррине çитичченех — до самых краев земли
вĕçĕ-хĕррисĕр, вĕçсĕр-хĕррисĕр — бесконечный, безграничный

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çавтăн

(-ды̆н), ухватиться руками друг за друга (напр., в хороводе). ТХКА 95. Шураç туй ачисем алла-аллăн çавтăнса, вĕçе-вĕçĕн пухăнса, картиш тулли ташлаççĕ.

çын вĕçăн

через посредство другого лица или других лиц. Орау. Çав ĕнтĕ çав, çын вĕçĕн япала (посредством другого или других) ху илнĕ пек мар, лартаççĕ (обманывают) пулмалла (напр., молоко, купленное через посредство других лиц, может оказаться плохим).

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тупăш

прибыль, доход, выгода. СПВВ. ИА. Тупăш илес мар çине сут тăвасси çук. Истор. Хăшĕ ĕçлекен çук пирки çĕртен те тупăш курайман. Кан. Çулĕ-çулĕпе унтан нумай тупăш кураççĕ. N. Çулталăк иртсен, тата пĕрлехи ĕçрен юлнă тупăша ярать. Ялюха М. Тупăша, мула парăнни, корысть. Альш. Атя каяр леш вĕçе, улăшăва мар, тупăша. Ск. и пред. чув. 94. Кăвак хуппи, çут-хĕвел, мана тупăш паратьчĕç. || Добыча. Чув. календ. 1911. Вăл вăхăтра вăрçăра тыткăна илнĕ çынсем вăрçă тупăшĕ пулнă. || Выгодно. N. Эпĕ вилни маншăн тупăш, текенсем те пулнах çав.

шавла

шуметь, бурлить. Вопр. Смолен. Çăмăр пĕлĕчĕ шавласан, пит вăйлă çăмăр пулать. СТИК. Шыв шавлать. Янтик. Пирĕн Пăла мĕншĕн шавлать, шавлать шывĕ тулнăран. Елкер. Мăн Атăл выртать шавласа. КВИ. Шавлать, кашлать сĕм вăрман, вĕçе-хĕрри курăнмасть. Никит. Çил вĕрнипе хумханса, пуçне тайса, шавласа çеç ларать. N. Вырăссемпе тутарсенĕн ялĕсем пысăк шывсем хĕрринче шавласа сарăлса ларнă. Якейк. Праххот иртсе кайсан, шу çыр хĕрне çитсе çапса пит хытă шавлать. Когда пройдет пароход, вода с шумом набегаег на берег. КС. Шавлать. (о звуке пароходной машины). Утăм. Шавлар та мар. БАБ. Ан макăрăр, ан шавлăр. Не плачьте, не шумите. В. Буян. Килнĕ хăнасем пит шавлаççĕ, вĕсен каяс вăхăт çитнĕ пуль. N. Эрекне илнĕ укçа парса, шавламасăр ĕçни мĕн усси! Б. Янгильд. Çапла пăрçа çисе ларнă чухне çын шавласа пуни курăнсах карĕ. ПТТ. Вутă (дрова) парăр! вутă парăр! тесе, килĕрен килле кĕрсе, шавласа, кĕрлесе çӳреççĕ. Бугульм. Ик куçăмран куççул юхать шавласа. Стюх. Савни анать шыв хĕрне сассипеле шавласа; сасси акăш сасси пек, пĕвĕ Атăл хумăш пек. Изамб. Т. Унсăрăн шавласа каймаллаччĕ. N. Шавласа кайма пуçларĕç. Баран. 19. Шав шавласа, кĕр кĕрлесе пурте харăс тапранчĕç. N. Шавлани, шум. || Говорить громко, разговаривать. N. Тилли калать, тет: ан шавла-ха эс (молчи-ка ты), эпĕ пит тарларăм, тесе калать, тет. N. Кайса пăх, мĕн шавлĕ? Сходи, что скажет. БАБ. Эпĕ мĕн курнине, мĕн илтнине пĕртте шавламарăм (промолчал). N. Эпĕ вара каласа та анлантарас çуккине курса, малалла нимĕн те шавламарăм. N. Шавласа калаçни, громкий разговор. N. Сĕра ĕçе-ĕçе хăнисем ӳсĕрĕлеççĕ, унтан вара пĕр-пĕринпе (= пĕр-пĕринне) хытă шавласа калаçаççĕ, тата юрлама пикенеççĕ. Юрк. Çапла шавласа калаçса ларнă вăхăтра Карачăмĕ калат... Ib. Шавласа ларăпăр. Будем беседовать.

пĕтĕр

(пэ̆дэ̆р, пӧ̌д'ӧ̌р, пӧ̌дӧ̌р), крутить, сучить. Г. А. Отрыв. Урай варĕнче пĕтĕрсе çыхнăскер ташлать. (Шăпăр). Яндобы. Вĕрен вĕçĕн тиха самăртăп. (Йĕке пĕтĕрни). Ачач 60. Ахаль те илемлĕ пĕтĕрсе лартнă хура уссине (свои черные усы) сылтăм алли пӳрнисем татах пит хитрелентерсе пĕтĕре-пĕтĕре илеççĕ. || Надрать ухо. Б. Олг. Çиленсе холхаран пĕтĕртĕм пĕре она. || В перен. см. Орау. Пирĕн Элекçи паян апата пĕтĕрнĕ-янă (съел все).

ката

(када), 1) кустарник (Чебокс., Цив.), 2) небольшая роща из крупных деревьев. Сред. Юм. Ката — 1) небольшой молодой лес, 2) кустарник. Ib. Ката тесе, каснă çĕртен шатса полнă пĕчик çамрăк вăрмана, тăта (= тата) пĕр тĕпрен темиçе йывăç шăтса тохнă полсан, калаççĕ. Имен. Ката — кĕçĕн вăрман, роща. Сиктер. † Çуркунне çурланă куян çури хăш катана кайса кĕрĕ-ши? Зап. ВНО. Ката, мелкий лесок, кустарник. Нюш-к. Ката — кустарник (ореховый и пр.) Н. Тахтала. Ката, крупный лиственный лес, без хвойных пород и березы. ЧС. Ачасем, айтăр, катана умма татма каяр. (Здесь «умма» раньше в рассказе названо «йывăç умми»). ЧП. Çеçен хирте икĕ ката. ЧП. Вĕт катара хурăн çырли. Ib. Кайрăм Ката хĕррипе. Яргуньк. Хĕре катана кайса лартнă (посадили в лес? в сторону?). N. Выртать, тет, çул урлă пĕр çĕлен; пĕр вĕçĕ пĕр катара, тет, тепĕр вĕçе тепĕр катара, тет. Т. П. Загадки. Катаран ката вăрман, патне çитсен беда вăрман. (Кантăр.) Сиктер. Сăмса айĕнчи курăнман, тет, ката хĕрринчи курăннă, теççĕ. (Послов.). Никит. Вăл ката урлă анчах пулнă. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çавăрнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и, унта упа çук-и? тесе. N. Акара лашасем кӳлĕпĕр, катара кĕтӳсем кĕтĕпĕр. Тюрл. Катана çырлана кайрăмăр. Ходили за ягодами в рощу. Ib. Ката котне ларса кан (под куст). Ib. Лаша катана (в кустарник) кĕрсе кайнă. Чуратч. Ц. Пирĕн хамăр ката патĕнчех ана пур. Альш. Çын катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ, тет. Букв. 1904. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк вăрман та, пĕчик катасем те нумай. Н. Лебеж. † Касман ката кӳтĕмĕр, ăна кĕрĕве патăмăр, кĕрӳ касса пăрахрĕ. Ала 85°. Ву пĕр çулпа кайнă-кайнă, кайнă-кайнă та, пĕр вĕт катана пырса кĕнĕ. Собр. † Пĕчикçĕ ката карта пек, чечек пекех илемлĕ. Ой-к.-Йавăш. Калех пирĕн ялтан инçе мар ката пур, вăл катара халĕ те киремет пăрахнă укçасем тупаççĕ. || Так наз. углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам поляны, вдавшейся в лес. Н. Уз. См. тĕпек.

юр

йор, (jор, jур), снег. Альш. Юр ӳкиччен, до выпада снега. Собр. 275. Пукравччен юр çусан, юр час лармасть, теççĕ. Если первый снег выпадет до Покрова, то, говорят, зима установится не скоро. Çутталла 52. Хăçан, шăнтса, юр çуса кайнине курас-ши? Сред. Юм. Йȏр çунă-çуманах, в конце осени или в начале зимы. IЬ. Йȏр çунă-çумантарахах парса янă-чĕ эп ȏна пĕр кĕрепенк çу, çавна халь те парса татман-ха. Орау. Юр вĕçе пуçласанах, сехре хăпать ман (потому что у меня нет теплого платья). Ч.С. Пĕрре çапла эпир кĕр-кунне ыраш çапрăмăр; ун чухне пăртак юр ӳкнĕ-чĕ (выпал снег). Собр. Юр çинчен кăмпа ан шыра, теççĕ. По снегу не ищи грибов. (Послов). Ст. Айб. † Çунам сулăнка карĕ, юр тулчĕ: акка-йысна килчĕ, кăмăл тулчĕ. Изамб. Т. Эсĕ çӳренипе хĕлле урамри юр такăрланат, çула урамри курăк хăрат (говорят шатуге). Т. Григорьева. Юр çинчен тăрна иртсен, пăрçа пулать, теççĕ. Если журавль пролетит, пока лежит снег, то, говорят, будет урожай гороха. N. Хĕл те çитет. Акă хайхи тăманра, çара çĕртен хăваласа пырса, юр хура пуçлать (надувает снег). N. Пӳртсем пĕтĕмпе юр айне пулчĕç (занесло снегом). Изамб. Т. Капансенчен иртсен, унта юр тап-таса юр. Чăв. и. пур. 35. Лешĕ каланă: çук апла мар, юлнă ĕçе юр пусать. Мана пулсан, пултăр халех, тенĕ, эсир кайран манатăр. Кн. для чт. 19. Хăй юр анчах пулнă. Сам весь в снегу. Синьял. † Шур чĕрçитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Орау. Вăл енче юр виç кунтан ытла выртмаçть, тит. IЬ. Юр нуммай çуни? — Нуммай çунă, ура сыппи таранах (ура сыппинчен те иртет), аран-аран ашса çитрĕм (или: килтĕм). Н. Карм. † Алăкăрсем умне юр тултарнă, хăла лаша кĕнĕ — йĕр тунă. N. Шап-шур юр килчĕ (пришел весь в снегу), юр çăвать пулмалла. Кив-Ял. Пирвайхи юрах нумай тултарчĕ. Первый же снег выпал очень обильно. N. Мĕле, сирĕн патăрта юр çуни? Что, выпал ли у вас снег. Регули 1050. Йор шу полчĕ. Снег растаял (превратился в воду). Орау. Юр çăвать, курăнать, пит-çăмартисене, алсене юр-пĕрчисем (снежинки) киле-киле пернеççĕ (одна за другою, так как их много). Якейк. Паян ир çинче йор кĕт (= кăшт) вĕçкелер те, чарĕнч. Ib. Йор вĕçкеле пуçлаþ. Орау. Юр айне алтса пытарнă. Зарыли под снег. Id. Эсĕ пĕтĕм юр пулнă-çке, ача; часрах, йĕрĕличчен, сăхманна хывса силле. Ст. Чек. Пăлтăра юр кĕнĕ. В сенях надуло снегу. N. Унтан исе каять çырмана: ку мĕне кирлĕ пире? тесе калать, тет. Леш калать: хĕлле юр тултарать, тет. Йӳç такăнт. 17. Пӳрте юр кĕртсе тултартăн (натащил снега в избу). Сятра. Он ч¬он'а тада jорба пэрмэлэ выл'аччы̆ аччазам (играют в снежки). Капк. 1928, № 21, 13. Пашникпе, шап-шурă юрах. Якейк. Хĕл каçиччен çунă йор ирĕлсе пĕтмен-хе. Снег, выпавший за зиму, еще не весь растаял. Ст. Чек. Кашкăр, юр ăшне пута-пута, чупса кайнă (увязая в снегу). СТИК. Ку хĕл пирĕн пахчари йывăçсемшĕн пит йывăр килчĕ. Крашавник йывăçĕсене юр пусна-чĕ. Сред. Юм. Çор-кȏнне уçăм ани çинче йор выртсан, çав тĕлте кальча çĕрет. Если весною на озими будет лежать снег, то на этом месте озимь вымокнет. Орау. Çуртсам çинчи юрсам ирĕлсе пĕтрĕç. Снег на крышах растаял. Ягутли. Юр çывхара пуçларĕ (пропадает), урам хушшисем пыльчăкланчĕç. СТИК. Кишĕре юр кайнă-кайманах акаççĕ. Морковь сеют тогда, когда снег еще не сошел. Ib. Юр кайнă хыççăнах сухана та туха пуçлаççĕ. Как только сойдет снег, уже начинают пахать. Ч.П. Юр кайсан. Когда растает снег (весною). N. Йор пӳртсем çомĕнчен кайса пĕтмен (у изб еще не растаял снег). N. Кăçал мăн-кун юр çинчен килет. Нынче на пасхе еще будет снег. К.-Кушки. Юр хĕнпе кайрĕ. Снег сошел с трудом. Таяние снега тянулось долго. Шурăм-п. № 11. Çур-кунне юр кайса пĕтрĕ. N. Ĕлĕкхи пекех шыв та пула пуçларĕ, хĕлле юр та лартми пулчĕ.

ленттĕ

лента. В. Олг. Кăловой ленттĕ (хĕрсем çиттони вĕçе çыхаччĕ), симĕс, сарă ленттĕ. В. Олг. Симĕс ленттĕ. Б. Яныши. Эпир ленттине (ленту для измерения) чăсрăмăр та, виçе пуçларăмăр. Якейк. † Симĕс ленттĕ варличчĕ, систермесĕр порнсаччĕ, кăçалхи çол сисрĕç поль. (Солд. п.). Сунт. Пуш ураппа ял патнелле хĕрсем килеç юрттарса, ленттисене вĕлкĕштерсе, ура çине яшт тăрса. Козм. † Çиттуни вĕçĕнче лентти вĕçет вăль-вăль-валь!

вĕç

(вэ̆с'), летать. Орау. Çунтарнă хут татăк(ĕ)сем, тăрпаран тухса, сала кайăк ушкăнĕ (или: пуххи) пек вĕçе-вĕçе анаççĕ (летят). СПВВ. ПВ. Вĕçес кайăк турат вĕçне пырса ларнă, тет. (Послов.). Альш. † Шулап çинчи шур кайăк, çын хускатман пулсассăн, вĕçес кайăк мар-ччĕ вăл. Турх. Çӳçе тавра çулçă вĕл вĕçет (развеваются). N. Çул çинче тусан анчах вĕççе тăрать. На дороге только пыль столбом. Сред. Юм. Ыран-паян вĕçес пик тăрать. (Говорят про человека, который собрался ехать куда-нибудь в дальнюю дорогу). Чув. прим. о пог. Уяр çӳлелле вĕçсен, уяр пулать; аялалла ― йĕпе пулать. Если божья коровка (с ладони поднимется на палец, а потом) полетит кверху ― к ведру; книзу ― к ненастью. Артюшк. Еруплан вĕççе пынă чуне (или: чух) ун сине лармалла мар (нельзя сесть). || О сне. Сир. Ыйăхăм та вĕçрĕ ĕнтĕ. Я лишился сна. Орау. Ăйăх вĕçрĕ ман(ăн) кĕçĕр, нимле те çывăраймастăп. У меня нынче бессонница, не могу уснуть. || 0 мысли. Утăм. № 1, 24. Аса илтĕм эп тăван киле, тĕрлĕ шухăш вĕçрĕ (пролетели) пуçăмра. || О настроенни. Толст. Ăшĕ вĕçнипе (с тоски). || Хвалиться, хвастать. Орау. Ытла вĕçет вăл Шулай Якуþ; эсĕ вăл мĕн каланине пурне те чăн тусан, вĕçне-хĕрне тухас çук. Ib. Пăхне пĕлет-и вăл? ― вĕççе çӳрет çав. Унăн çĕр сăмахĕнче те вуннăш тĕрĕсси çук пуль. || Быстро итти (ехать). НАК. Уйя (в поле) туххăрăм та, вĕççе пыратăп; йытă умран чупса пырать (бежит впереди). Сказки и пред. чув. 34. Акă, сирсе халăха, вĕçсе тухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр çырă ача. N. Шуйттан ачи те унăн хыççăн вĕçе пачĕ, тет (помчался). Коракыш. Кусем патнелле пĕрскер (некто) лашапа вĕççе килнĕ. Ир. Сывл. 35. Вĕçе-вĕçех ывтăнчĕç улăх тăрăх хресченсем. Орау. Ха, вĕçет, ури алли çĕре тимеçт! || Исчезнуть. Орау. Пуртă анчах çакăнта выртаччĕ, таçта вĕçнĕ те (и след простыл)! Ах, ку ачапчапа! япалана туххăм таçта исе каяççĕ! || Тим. † Кĕмĕл юпа тăрринче куккук вĕççе ларат-çке. См. вĕççе лар.

вĕçе-вĕçĕн

один за другим, гуськом; концом к концу. Пазух. Вĕсем вара иккĕн веçе-вĕçĕн карта тавра, çак юрра юрласа, утса çаврăнаççĕ. Регули 878. Вĕçе-вĕçĕн вĕççе каяççĕ. Ib. 1275. Вĕçе-вĕçĕн отса каяççĕ. Хурамал. Икĕ йĕкене, пĕчĕк вĕçĕсене пĕр çĕре хурсан, вĕçе-вĕçĕн (конец к концу) пулать вара. Ст. Яха-к. Пурте вĕçе-вĕçĕн ярăнса анаççĕ (скатываются с горы на салазках).

вĕçме-вĕçĕн

концом к концу. Шибач. КС. Вĕçме-вĕçĕн тесе, вĕçĕсене тĕкĕнтерсе хунине калаççĕ.

Вĕçрен-вĕçе

из конца в конец. Толст. Çапла мулкачă, вĕçрен-вĕçе чупа-чупа, халра кайрĕ, тет. Рак. † Пирĕн тантăш килет вĕçрен-вĕçе, хрантсус явлăк вĕçтерсе.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

батарея

2. сущ.жен.
батарея (вĕçе-вĕçĕн çыхăнтарнă пĕр пек хатĕрсем); отопительная батарея ăшăтмалли батарея (çуртсенче); батарея лопнула батарея шăтнă

гуськом

нареч.
вĕçе-вĕçĕн, черетленсе, карталанса; идти гуськом вĕçе-вĕçĕн пыр

колонна

сущ.жен.
1. колонна, юпа; гранитная колонна гранит юпа; дом с колоннами колоннăллă çурт
2. колонна (йĕркен-йĕркен утакан халăх е вĕçе-вĕçĕн пыракан машинăсен ушкăнĕ); колонны демонстрантов демонстрантсен колоннисем; колонна военной техники çар техникин колонни

конвейер

сущ.муж.
конвейер (кăткăс ĕçĕн сыпăкĕсене вĕçе-вĕçĕн çыхăнтаракан транспорт хатĕрĕ); автосборочный конвейер автомобиль пухакан конвейер

конец

сущ.муж. (ант. начало)
1. вĕç, пуç; конец улицы урам вĕçĕ; конец доски хăма пуçĕ; в конце недели эрне вĕçĕнче; нет ни конца ни края вĕçĕ-хĕрри çук
2. пĕтмĕш; пĕтни; наступил конец всему йăлтах пĕтрĕ ♦ без конца вĕçĕмсĕр, тати-сыпписĕр; в конце концов юлашкинчен; и дело с концом ĕçĕ те пĕтнĕ; со всех концов пур енчен те; положить конец чарса ларт; на худой конец ытах, ĕç тухмасан; из конца в конец вĕçрен вĕçе; и делу конец ĕçĕ те пĕтрĕ; Палка о двух концах погов. Патакăн вĕçĕ иккĕ; едва сводить концы с концами аран йӳнеçтерсе пурăн

тянуться

глаг. несов.
1. тăсăл, вăрăмлан; резинка хорошо тянется резинка лайăх тăсăлать
2. 1 и 2 л. не употр. (син. продолжаться) тăсăл, тăсăлса пыр, вăраха кай; дело тянется долго ĕç вăраха кайрĕ
3. (син. стремиться) туртăн, ăнтăл; тянуться к знаниям пĕлӳлĕхе туртăн
4. 1 и 2 л. не употр. (син. двигаться) куçса пыр, вĕçе-вĕçĕн пыр; по дороге тянутся машины çул тăрăх машинăсем вĕçе-вĕçĕн пырăççĕ

цепной

прил.
сăнчăрлă; сăнчăрти; цепная передача сăнчăрлă çыхăну (машинăсенче); цепной пёс сăнчăрти йытă ♦ цепная реакция вĕçе-вĕç реакци (пĕр сыпăкран тепĕр сыпăка куçса пыраканни)

цепь

сущ.жен., множ. цепи
1. сăнчăр; якорная цепь якорь сăнчăрĕ; посадить собаку на цепь йытта сăнчăрпа кăкар
2. (син. ряд) рет, ярăм, йĕрке; цепь событий ĕçсен вĕçе-вĕç йĕрки; горные цепи сăрт-ту хырçисем; солдаты рассыпались в цепь салтаксем сапаланса ретленчĕç

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

батарея

ж. 1. воен. батарея (темиçе тупă е миномёт; вĕсем вырнаçса тăракан çирĕплетнĕ вырăн); 2. эл., тех. батарея (вĕçе-вĕçĕн пĕрлештернĕ темиçĕ хатĕр); батарея аккумуляторов аккумуляторсен батарейи; коксовая батарея кокс кăмакисен батарейи; батарея парового отопления пăспа ăшăтмалли батарея.

гирлянда

ж. ярăм, кăшăл, çупкăм, çыхă; гирлянда цветов чечек кăшăлĕ; гирляндами ярăмăн-ярăмăн, вĕçе-вĕçĕн.

гряда

ж. 1. (цепь) тусем, сăртсем (вĕçе-вĕçĕн тăсăлса каяканнисем); 2. (на огороде) йăран; гряда капусты купăста йăранĕ.

гуськом

нареч. вĕçе-вĕçĕн, пĕрин хыççăн тепри, карталанса; идти гуськом вĕçе-вĕçĕн ут.

конец

м. 1. вĕç, вĕçĕ; пуç, пуçĕ; сесть в конце стола сĕтел пуçне (вĕçне) лар; 2. (последний момент) вĕçĕ, пĕтмĕшĕ; конец месяца уйăх вĕçĕ; к концу работы ĕç пĕтеспе; довести до конца вĕçне çитер; 3. перен. разг. (смерть) вилĕм, пĕтни; пришёл конец вилĕм çитрĕ; безвременный конец вăхăтсăр вилĕм; 4. разг. (путь между двумя пунктами) ен, хушă, вĕç; в один конец пĕр еннелле; в оба конца малалла-каялла, калла-малла; 5. мор. канат, вĕрен; ◇ без конца пĕр вĕçсĕр, вĕçĕмсĕр; до конца вĕçне çитиччен; из конца в конец вĕçрен вĕçе, пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне; один конец пурпĕр тӳсмелле; во все концы пур еннелле те; на худой конец ытах, ĕç тухмасан; в конце концов 1) тепĕр тесен; 2) юлашкинчен; нет конца вĕçĕ çук; конца краю (или края) нет вĕçĕ-хĕрри çук; (и) дело с концом, и делу конец ĕçĕ пĕттĕр, ĕçĕ те пĕтрĕ; концы в воду ним палли те юлман, йĕрри-палли çук; концов не найти вĕçне-хĕрне тупма çук; палка о двух концах туя икĕ вĕçлĕ (пулать); положить конец чему-л. чарас (е чарăнас) пулать, пĕтерес пулать; едва (или еле-еле, кое-как) сводить концы с концами аран-аран саплаштарса пурăн (çитер); свести (или сводить) концы с концами майлаштар, йĕркелесе çитер.

маршрутный

прил. маршрут ⸗ĕ [⸗и], маршрутлă; маршрутный поезд маршрутлă поезд (вĕçрен вĕçе улшăнмасăр каякан поезд); маршрутный лист маршрут листи.

подпрячь

сов. кого-что вĕçе яр, çумне кӳлсе яр, пичеве кӳл.

последовательный

прил. 1. (следующий один за другим) йĕркеллĕ, умлă-хыçлă, вĕçе-вĕçĕн; последовательное соединение труб пăрăхсене вĕçе-вĕçĕн сыпăнтарни; 2. (логичный) йĕркеллĕ, шайлашуллă, майлă, йĕркипе; последовательный рассказ йĕркипе каласа пани.

потянуться

сов. 1. (расправить конечности, корпус) карăн, карăнса ил; 2. за кем-чем, к кому кармаш, тăс; 3. прям. и перен. тăсăл, вĕçе-вĕçĕн пыр; потянулись подводы лавсем вĕçе-вĕçĕн пычĕç; потянулись зимние дни хĕл кунĕсем вĕçе-вĕçĕн тăсăлчĕç.

свести

сов. 1. кого-что (вниз) çавăтса ан (е антар); свести корову к воде ĕнене шыв хĕррине çавăтса ан; 2. кого-что (увести на другое место) пăр, пăрса кăлар, илсе тух; свести лошадь с дороги лашана çул çинчен пăр; 3. кого-что, разг. (отвести) (çавăтса) кайса яр, леçсе яр, илсе кай; свести детей в ясли ачасене яслине кайса яр; 4. кого-что, разг. (привести в одно место) пухса кил, ертсе кил; 5. кого-что с кем-чем, разг. (помочь встретиться) тĕл пултар, пĕрлештер, паллаштар; 6. что кем, разг. (установить знакомство, дружбу и т. п.) : свести дружбу туслаш; свести знакомство паллаш; свести компанию ерсе кай, пĕр ушкăн пул; 7. что (сдвинуть, соединить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, сыпăнтар, хĕстер; свести доски пола урай хăмисене хĕстер; 8. что, спец. (завершить постройкой) тăрла; свести кровлю тăррине тăрла (вит); 9. обычно безл. что (скорчить; сжать) туртса (е хуçлатса) ларт (шăнăр); 10. кого-что во что (соединить вместе, в одно целое) (пухса) пĕрлештер; 11. что (обобщить, подытожить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, шутласа (е танлаштарса) пăх; свести расход с приходом тăкакĕпе тупăшне танлаштарса пăх; 12. что к чему, до чего, на что (сокращая, довести до чего-л.) çитер, чакар, чакарса (е пĕчĕклетсе, сахаллатса) çитер, хăвар; свести расходы к минимуму тăкаксене май пур таран чакар; 13. что (направитьо разговорах, мыслях) илсе пыр, парса яр, куçар (калаçăва); 14. что (перерисовать) куçар, куçарса (е йĕрлесе) ӳкер; 15. что (вывести, устранить) яр, кăлар, пĕтер, тасат; свести пятно вараланчăк вырăна яр; свести концы с концами вĕçрен вĕçе çитер (е çыхăнтар); свести с ума ăсран кăлар, ухмаха ерт; свести счёты с кем-л. 1) (о денежных расчётах) тӳлесе тат, татăл; 2) (отомстить) тавăр.

тянуться

несов. 1. (растягиваться) тăсăл, сарăл (туртăнса); резина тянется резина тăсăлать; 2. (простираться) сарăлса вырт (е лар); за городом тянулись поля хула хыçĕнче уйсем сарăлса выртнă; 3. разг. (потягиваться) карăн, кармаш, тăсăл, карăнса ил; 4. (длиться, продолжаться) тăсăлса пыр, тăсăл; время тянулось долго вăхăт нумая тăсăлчĕ; 5. (стремиться к кому-чему-л.) туртăн, хăлаçлан, ăнтал; цветок тянется к солнцу чечек хĕвел еннелле туртăнать; 6. (двигаться вĕреницей) тăсăлса пыр, вĕçе-вĕçĕн пыр; баржи тянулись против течения баржăсем шыва хирĕç вĕçе-вĕçĕн пынă; 7. с кем, разг. (тягаться, соперничать) тавлаш, туртăш; ◇ тяну (или проходить) красной нитью палăрса тар, яр-уççăн палăр.

цепочка

ж. 1. вăчăра, вĕтĕ сăнчăр; цепочка от часов сехет вăчăри; 2. (ряд, вĕреница) карта, умлăн-хыçлăн (е вĕçе-вĕçĕн) пыракан ушкăн; цепочка машин вĕçе-вĕçĕн пыракан машинăсем.

цепь

ж. 1. сăнчăр, вăчăра; посадить собаку на цепь йытта сăнчăрла; цепь от часов сехет вăчăри; 2. (ряд, вереница) карта, ката, йĕрке; цепь гор ту кати; цепь озёр вĕçе-вĕçĕн (е йĕркипе) выртакан кӳлĕсем; 3. воен. цепь, йĕрке; цепь атакующих тапăнакансен цепĕ; 4. перен. (последовательный ряд чего-л.) йĕрке; цепь событий ĕçсен йĕрки; как (или будто, словно) с цепи сорвался тилĕрсе кайнă пек.

цугом

нареч. 1. мала ярса, умлă-хыçлă (кӳлни); 2. разг. (вĕреницей) вĕçе-вĕçĕн, пĕрин хыççăн тепри.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

иерархия

иерархи (кĕçĕнрех чинсем аслăраххисене вĕçе-вĕçĕн çирĕп пăхăнса тăмалли йĕрке); церковная иерархия чиркӳ иерархийĕ; иерархия власти власть иерархийĕ

колонна

1. колонна (вĕçе-вĕçĕн пыракан çынсем, машинăсем); колонна демонстрантов демонстрантсен колонни 2. колонна (организаци, предприяти); передвижная механизированная колонна куçăмлă механизациленĕ колонна

преемственность

çыхăнулăх, тытăнкăлăх, вĕçе-вĕçлĕх; преемственность власти власть çыхăнулăхĕ (вăл урăх ушкăн аллине куçманни); преемственность политики политика тытăнкăлăхĕ

транзит

транзит (пассажирсемпе грузсене вĕçрен вĕçе чарăнусенче куçармасăр çитерни)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

вĕç

[veŝj]
fino, rando, fina
çул вĕçĕ — vojsako (fino de la vojo)
уйăх вĕçĕнче — monatfine
ĕçе вĕçне çитер —finfaru la aferon
вĕçĕмсĕр — senfina, senranda
вăрман вĕçĕмсĕр тăсăлать —la arbaro etendiĝas senfine
вĕçсĕр — senfina
вĕçне çит — atingi la finon
вĕçе-вĕçĕн — unu post la alia, laŭvice
вĕçле — fini (finu), deklinacii (deklinaciu)
вĕçлев — resumo, deklinacio

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

парашютçă

п.с. Парашютпа сикекен, парашют спорчĕпе аппаланакан çын. Пулăн харсăр парашютçă, вĕçĕн çич çăлтăрпа тан. П.Хусанкай, 1941, 16 с. Кăвак тӳпере ярăнан парашютçăн выртать çĕр шапи, тяппипе сарăлса. Х-р, 1.08.1996, 4 с. Çак тăрăхра тĕнче рекордсменки тата чемпионки Майя Костина парашютçă çуралса ӳснĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 52 с.

Çавăн пекех пăхăр:

вĕçĕмсĕр вĕçĕмсĕрлĕх вĕçĕрĕн вĕçе-вĕç « вĕçе-вĕçĕн » вĕçев вĕçевçĕ вĕçевçĕ пакша вĕçевçĕ пулă вĕçекен япала

вĕçе-вĕçĕн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150