Шырав: выраж.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

суслăш

встречается в выраж. Сред. Юм. Суслăшне кăлараççĕ (выматывает душу? выжимает соки? и т. п.). Не то же, что тĕнкине кăлараççĕ?

сăвап

(сы̆вап), спасение души, блаженство, награда в загробной жизни. Сред. Юм. Ыйткалакана пôлăшсан, сăвап пôлать. СТИК. Çук-çынна пулăшсан, сана леш тĕнчере сăвап пулĕ. (Старинное выраж.). Вилĕ-йăли. Пытарма каякансем пурте: сăвап пултăр, тесе, тупăк çине хăпарса лараççĕ. N. Çылăхпа сăвапне пĕлмесĕр. Не взирая на то, что это грех. СППВ. Сăвап калас, выразить благодарность.

çавă

(?), невыясн. сл., встреч. в выраж. СТИК. Çавă çарри темĕскер. (Йĕрекен ачана ачашласа, пуçĕнчен шăлса, тĕлĕнсе калат пысăк çын).

çам

пугало, чудовище. Шалча, Шумат. || Неизв. знач. Ходар. Çырлах! çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ сана сам-çатса-çам (так!) илетпĕр. (Моленье „чӳклеме“). || Лекарство. МПП. Çам, им-çам, лекарство. || Преисподняя. Мыслец. Çама кайтăр, провалиться бы ему в преисподнюю (бранное выраж.). || КС. Çам вăрманĕ, так называют местные жители вообще кирский лес. Ib. Çамра каснă; çама кайнă. См. хĕр вăрманĕ.

çил ути

(-δиы), невыясн. выраж., встреч. в заумной песне. Срв. çин ути. См. шарки.

çурма çул

, çорма çол, половина пути. Употр. только в выраж. Трень-к. Çорма çола çитрĕмĕр (иначе: эпир килни çорри полчĕ). Мы проехали (прошли) половину дороги, или пути. Çор çол, значит только полгода. Изамб. Т. Çурма çула çитрĕмĕр. Доехали до половины дороги (т. е. проехали половину пути). N. Вăл çурма çула çитсен пĕр паллакан хуçана тĕл пулнă та, каç выртма çавăнпа пĕрле чарăннă. Арçури. Çурма çула çиттессĕн, çурхи сурăх пулчĕ карĕ (обратился в овцу). || N. † И памăпăр, памăпăр, илме килсен чармăпăр; çурма çула çитсессĕн (до зрелого возраста?), хамăрах лартса ярăпăр (невесту).

çурă

детёныш. Янтик. Шур кайăк çури пулăттăм, хирте вылляса çӳрĕттĕм; ку нушана куриччен, çуралсанах вилес мĕн. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 10. Шăшисен кашни мăшăрĕ çулталăк хушшинче 6—10 хут çурă çурлать. N. Çурă çурланă. (Свинья) опоросилась. Сĕт-к. Ати улĕ поличчен, анчак çури полас мĕн, ĕстел айĕнче выртас мĕн, çанта ĕмĕр ирттĕр мĕн. Пшкрт. † Ашш’амăшлă хор çурн шуа кĕрсен те йĕпенмест, ашш’амăшсăр хор çури ирхи сылăмпа йĕпенет. Ib. Пĕтиç çурине пеппе! Пĕтиç çурăма! (ласкат. выраж.). || Средние маленькие очки (в сетях). Кирамыш.

çӳл теренĕ

(с’ӳл дӓрӓнэ̆), невыясн. выраж. Пшкрт. † Çӳл теренчи çĕр-çырли, татас çеç тенĕ чоня тытрăç-парчăç салтака.

çӳл хĕрри

невыясн. выраж.

çăмарта пухи

неизв. выраж. Собр. Шак, шак, шака мики мамарти, вăртă, вăртăн вăр-вăрри, çăмарта пухи ял кулли. (Орфография сомн.).

çĕлне

то же, что çĕнĕле; встреч. в выраж: халь çĕлнерех, недавно, в ближайшее время. Орау. Масар çинче халь çĕлнерех (недавно) пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем курнаççĕ.

çĕр илменскер

бранное выраж. (проклятье). Якейк.

çĕрĕн

инструментальный пад. от çĕр (Ред.; употребл. в некоторых выраж. Собр. Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçмасть, теççĕ. (Послов.). Яжутк. † Манпа варли виçĕ инкеч (= инкеччĕ), виç инке те виç çĕрĕн, эпĕ анчах пĕр çĕрĕн. (Солд. п.). Хора-к. † Йăванăн пĕре (т. е. пĕр арăм) анчах; пирĕн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. (Свад. п.).

тапхăрччен

употребл. в нек. выраж. МПП. Виçĕ тапхăрччен, до трех раз, т. е. три раза.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

ак тата

выраж. недоумение, неудовольство. Ст. Чек. Ак тата! эп çакăнтах кĕрсе ӳкрĕм-и? (дошел до этого положения; выраж. недоумение и неудовольствие). Ib. Ак тата! Вăл çаплах пулса кайни (= кайнă-и). N. Ак тата! Вот ещеI

тенипе

теннипе, употребл. для выраж. превосх. ст. Ал. цв. 12. Вăл çав тĕрлĕ хăрушă, хăрушă тенипе хăрушă пулнă. Юрк. Алли-урисем тĕлĕнчен калама та çук, тĕреклĕ теннипе тĕреклĕ пулнă. Толст. Ура айĕнче хытă тенипе хытă.

тел-тел

(тэл’- т̚эл’), употр. в след. выраж. Альш. Тел-тел ту! (= утса çӳре; говорят маленьким детям, только что начинающим ходить, чтобы побудить их к ходьбе).

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

тивĕç

(-вэ̆с’), должно, следует. N. Çавăнпа унтан чăваш иккĕ, тутар пиллĕк, вырăс виççĕ яма тивĕç. N. Манахăн пуянлăх пулма тивĕç мар, теççĕ, хăйсем халăха ултавпа çаратса пурăнаççĕ. N. Камăн çĕнĕ çĕре кайма тивĕç? Сред. Юм. О пирĕн ратне çôрчĕсĕм патне пырса шăршланма та тивĕç мар (ему даже близко подходить не следует). || Иногда выраж. предположение. Альш. Шывăн леш хĕрринче кимĕ пур, тет. Пулăçă пулсан, кунта кăларма тивĕç мар, тет (едва ли рыбак может здесь вытащить лодку). N. Тивĕç, надлежать. || Должный. N. Ăна тивĕç хак парса хăтарнă. || Принадлежащий по праву. Альш. Вăл ачана аслашшийĕн ырăлăхĕ тивĕç-ши, тивĕç мар-ши? || В см. им. существ. Бугульм. † Шур пӳртĕн умĕ улма йывăç, ут кăкарма тивĕç пур-и (позволительно ли, достоин ли)? Çакă киле килтĕм асăнса, пĕр юрă юрлама тивĕçли? N. Хăйне тивĕçлĕ тивĕçрен ытла хапсăнакан çын (домогающийся иметь более, чем ему следует по праву). Тим. Хăй тивĕçне хăй аллине илме хăтланать.

тăн кашан

невыясн. выраж. Рус. Хурăн айĕнчи матки тăн кашан.

тăра юл

остаться ни с чем. СТИК. Эпĕ ăна: мĕн ман хыççăн сĕтĕрĕнсе пыран, терĕм те, вăл тăра юлчĕ, мĕскĕн. (Выраж. жалость к тому, о ком говорит).

хоа

хув, нареч., выраж. безразличность. Сятра. Кары̆ хоа. Ушел. В. Олг. Пор тем или пор тем хуа или пор темĕскер (кажется есть). Ib. Хуа, вот(?).

кӳсмек

(к'ӳсмэк'), мужчина большого роста (ирон. выраж.). Карамыш.

кăкăр çавăрăнни

обладать голосом и уметь петь. Альших. Кăчăр çаврăнмас. Не может брать нот, не мастер петь. Кильд. † Çак тăвансенĕн килне килсессĕн, пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмĕ. СТИК. Кăкăр çаврăнмĕ = кăмăл çемçелмĕ (едва ли правильное толкование) Средн. Алг. † Манăн кăкăрăм çавăрăнмас, кĕçĕнтен хуйхăлă ӳснĕрен. Юрк. Çамрăк кăкăр çавăрăнмасть (не умею говорить ладно? говорит «тӳрментерех çын»). Сенчук. † Ай-хай, пĕр аппаçăм-йыснаçăм! сирĕн пек ырă çын умĕнче пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнтăр. Альш. † Тăваткăл минтер, хăмаç пит: питĕ тăвăртан хăпармас; мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. (Хĕр йĕрри). Ib. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. Изамб. Т. Унăн кăкăрĕ çавăрăнмасть. У него не хватает способности (петь). Бюрг. † Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем! сирĕн пекех лайăх çынсен умĕнче манăн çамрăк кăкăрăм çаврăнмас. Байгул. † Куккапа инке умне тăрсан, авăнман пилĕке авăнгартăм, çаврăнман кăкăра çавăртăм. Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. Пазух. Сирĕн йĕс пăралук та, ай, авăнтăр, пирĕн çамрăк кăкăр та çаврăнтăр. (Некоторые понимают это выраж. в см. душевного расположения, но неправильно).

кăлтăр-калтăр

(кы̆лды̆р), то же, что кăлтăр, но о неодинаковых звуках. Альш. Пирĕн малти урапа пушаннă та, кăлтăр-калтăр кусат (т. е. кукăр-макăр, при чем выраж. и звук). СТИК. Урапана кăлтăр-калтăр кустарса ятăм (темĕскерле чăлăшăн-чалăшăн; вăл кăлтăр-калтăр турĕ те, çаврăнса ӳкрĕ). Ib. Кăлтăр-калтăр — звук, производимый колесом, если его покатить не особенно сильно, так что оно покатится косо, криво и упадет, сделав несколько кругов. || Сред. Юм. Кăлтăр-калтăр çиç саркаласа тухнă (понемногу разостлали). || Подр. быстрому разговору. СТИК. Калтăр-калтăр мишер арăм(ĕ) кĕтӳ кĕтет (повторить [эту скороговорку] семь раз. Кăлтăр-калтăр — эпитет татарок, указывающий на их скороговорку, т. е. быструю речь).

кăрăн-вăт

неизв. выраж. N. Çăва тухсан, кăрăн-вăт ырату йăтăнать.

кăталт

встр. в след. выраж. СПВВ. МС. Кăтăлт пулса кайнă — анчах çывăрса кайнă (только что уснул).

кĕптĕртет

издавать глухой стук. Кăмак-к. Маçак кăмака çинчен кĕптĕрт! сиксе анчĕ (он был в валенках). То же выраж. и о кошке.

кĕтес шăрчĕ

неизв. выраж. (назв. духа?). Хорачка: кэ̆дэс шŏрчŏ = мŏдŏк с'ын (коротышка). Ib. эзэ̆, т̚эччэ̆, кэ̆дэс шŏрчŏ! т̚эччэ̆. См. шăрт.

шик

сомнение; боязнь, страх. КС. Шик те тумасть вăл. Не боится нисколько. N. Шик, жуть (образн. выраж.). Собр. Çӳл ту çинче çуртăм пур, вуник вĕлле хуртăм пур, çилтен-тăвăлтан шикшĕм пур; йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан шикшĕм (= шик+çĕм?) пур.

швала сатри

невыясн. выраж. Ст. Ганьк.

нана кай

ехать на лошади (детск. выраж.). К.-Кушки. Нана каяс, тпруа каяс, ехать на лошади.

никам

никто. КС. Тухса туса çӳреме никам патне кайма çук. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсене никама кăтартма та хăратпăр. N. Никамран ытла. N. Никамран усал Ваçили. Всех злее (негоднее, некрасивее) Василий. Сборн. по мед. Ачасене никамсăр, хăйсене анчах, киле хăварма юрамасть. Якейк. Никама çапма та пĕлмест. Не знает кого и ударить. Ала 89. Ĕссĕр çынăн ăсĕ те пăсăлать, çын элекне (те) ĕненекен пулать, никама вĕлерессе те пĕлмест вăл (не знает кого убить). Регули 981. Никам килмен, ним ĕç çок. Юрк. Никам та вăсене хирĕç тухаканни çук. Ib. Никамран кивçен илме, не у кого... N. Никамах та курмарăм эп унта. Это выраж. соотв. русскому: «Надеялся многих видеть, но большую часть их встретить не пришлось». Особенно-то никого не видал. Ачач 71. Никам çине те çиленме пăрахрĕ. || Всякий, кто-бы то ни был. N. Никамăн та лайăхрах, йӳнрех тавара илес килет. Туруново. Халăхсам пуçтарăнса: кам ют çĕртен хулана никамран малтан пурать, ăна патша тăвасчĕ, тенĕ.

ну-ну кай

или тпрувви кай, ехать на лошади (детск. выраж.).

пилĕк çекли

букв. «крючок поясницы», встр. в след. выраж. Ст. Чек. Пилĕк çекли тăтăлчĕ. Больно стало поясницу. Ib. Пилĕк çекли тăтăлмарĕ-и-ха? Не надоело ли тебе работать? Ib. Анне, анне, апа-па-па-па-па-у, пилĕк çекли тăтăлчĕ, терĕ, тет те, çурлине ытса ячĕ, тет те, карĕ, тет, пăрахса ана çинчен (мальчик).

питек

неизв. сл. Встреч. в выраж.: N. Арçури питек(к)и, упăте питек(к)и или просто упăте (брань).

пулак

невыясн. сл. Встреч. в выраж.: НИП. Кăçал ака тума кампа пулак пултăн (с кем пашешь)? По объяснению НИП пулак означает артель, коллектив; пулак пул, объединиться в артель, напр., для проведения пашни.

арпашăн

(арбажы̆н), idem fere est, atque praec. v., почти то же, что арпаш.; употребл. в выраж.: арпашăнса-тĕркĕшĕнсе (тэ̆ргэ̆жэ̆н’зэ). Череп. Япаласем арпашăнса-тĕркĕшĕнсе пĕтнĕ. Confusa sunt omnia. Вещи перепутались, измяты, перешевыряны, скомканы.

аскăнлă

(аскы̆нлы̆), libidinosus, dissolutus, дурного поведения, испорченный в нравств. отношении. Нюш-к. Аскăнлă çын, человек дурного поведения. || Per translationem. В перен. см. Требн. 2714. Аскăнлă кивĕ этемлĕхне пăрахтар. (Это выраж., повидимому, неудачно).

пӳртĕш хăмпи

неизв. выраж., встреч. в наговоре. Изванк. Ырă мĕн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. См. шăпăрла.

пăш

подр. утиханию, притиханию. Орау. Амăшĕ килсе кĕрсенех, ачисем пăшах пулаççĕ (притихают). || Подр. ожогу (детск. выраж.). Шорк. Пăш пулать (по-детски, по отношению к огню и к горячей воде). || Подр. пыхтению. || Подр. вспышке пороха. Сунчел. Пăртак тар илсе тивертсе ярсан, пăш! тунă сасă илтĕнет.

рипаттă-халăх

«ребята-народ», встр. в выраж.: Етрух. Эй! рипаттă-халăх! пирĕн яла чир килчĕ-çке, мĕн тăватпăр ĕнтĕ? Орау. Эй, рипаттă-халăх, хăвăр ăсăрпах ан тăвăр-ха ку ĕçе, ватăсем каланине итлĕр.

алă вĕççĕн

(вэ̆с’с’э̆н’), adv., manu, manibus; sine armis. In his fere formulis adhibetur: рукою, руками; без оружия. Употр. в след. выраж.: алă вĕççĕн çапăç.

кайăк-кĕшĕк

(каjы̆к-кэ̆жэ̆к), звери и птицы. И. Уз., Н. Карм. Многие понимают теперь это выраж. как. собирательное, в см. «птицы»; однако из прежних изд. на чув. языке и живой речи видно, что оно означает вообще диких животных, включая сюда и пресмыкающихся (См. «Оп. иссл. чув. сикт.» I, 137?, II, 221). По тодкованию НИП. этим названием обозначают и зверей и птиц. N. Кайăк-кĕшĕк вĕççе пынă çĕртех, шăна-шăна вилсе, çĕре ӳкнĕ. СПВВ. ПВ. «Кайăк-кĕшĕк или просто: кайăк-кĕш». Ау . Хулара кайăк-кĕшĕк чунĕ те çук, тет. Шел. 125. Вăрман айĕнче уллах вырăнта тăват уралă кайăк-кĕшĕке те ахаль хăвармасть. || Насекомые вообще. О сохр. здор. Тата хăш-хăш çĕрте хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет.

кайăк чури

неясное выраж. N. Тата хура кураксем, тăррисем, ытти кайăк чурисем те çуркунне, хăйсен валли йăва туса, чĕпсем кăларса, ӳстерсе йышланма тăрăшаççĕ.

какка

кал, нечистота (детск. сл.). ГТТ. Какка тухайманнипе аптăрарăм, какка хытса ларакан пулчĕ. Сред. Юм. Какка ту, испражняться (детск. выраж.). Изамб. Т. Çавăнпа вăл (она) ачасене, какка тусан, хĕнет. Якейк. Ачам, какка тохмаç-и? Не хочешь-ли а-а? (Так говорят ребенку). Б. Олг. Чăмай-ха, эп какка туса килем! Ib. Какка тохат-ха. Мне хочется испражняться. Сред. Юм. Какка кôтти (кот’т’и) тесе аллăри ачасĕне савнă йоратнă чôхне калаççĕ. || Гадкая вещь. Пшкрт: какка = т’ут’т’у мар, т. е. бяка (детск. сл). Учите детей. Пур паман япалана какка, тет (ребенок). Магн. М. 193. Пĕсмĕлле! Пĕр турă ан пăрахтăр! Тетти йолтăр, какки кайтăр. СТИК. Какка, замаранная вещь, грязная вещь (детск. сл. Это слово усвоено и взрослыми).

калăм пасарĕ

невыяснен. выраж. Могонин. Калăм пасарĕ (вăл ĕç пулнă аслă кĕçнерни кун).

каскала

учащ. ф. от гл. кас. Альш. Каскала-каскала лартаççĕ хай Елшелсем хăйсене валли пӳр-çуртсем (после пожара). К.-Кушки. Манăн пĕтĕм ăш-чикĕ каскаласа кайрĕ. Синьял. Унта пĕр кайăк пычĕ, тет те, каскаласа (клюет) улмисене тăкалать, тет. || Плотничать, строить. Хĕн-хур. Пĕрре Петĕр икĕ хутлă пӳрт каскаланă (рубил, строил). N. Çавăн пекех йывăç каскалакан та, чул каскалакан та, çĕре кăнтăр кунĕ пек ĕçлесе ирттерет. N. Çав каскалакан çын каланă тет: манăн вăхăт çук халĕ, часрах пура пурамалла, тесе каларĕ, тет. || Придавать вкус? ЧС. Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана каскалат. || Сред. Юм. Выç варла эрех ĕçрĕм те, чĕрене каскаласа кайрĕ. [Выраж особое. ощущение, если человек выпьет натощак рюмку (чарку) вина].

каç

(кас’), вечер, ночь. Хурамал. Каç каçрах выр тăр та, ирхине иртерех тăрăр. Вечером ложитесь поздно и утром вставайте раньше. N. Каç пуларахпа (к вечеру) хурăнташсене, пĕлĕшсене чĕнме ячĕç. Т. VII. Ун чухне каç пулса килет (близится, наступает вечер), тет. N. Çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. В тот вечер они ничего не поймали. N. Ыр каç полтăр! Добрый вечер! ЧП. Ирех тухрăм, каçа юлтăм. N. † Каç пуласса кĕтсе тăр. Б. Олг. Çурнă чох калат: торă, ыр каç ту. Регули 298. Каç поларах (поларахпа) килет. Ib. 1377. Каç поларахпа килтĕм. Изамб. N. Чирккӳлĕ яла каçах (еще с вечера) кĕлле килнĕ çын пулат. Ст. Айб. Каç пулса, çывăрма выртсассăн, таркăн патне тĕлĕкре татах икĕ кайăк пырса... Ишек. Каç каçалла килет. Хĕвел анать. Тим. † Кĕске çĕрĕн ăйхи тутлă, тесе, ытла каçах выртса ан çывăрăр. Юрк. Лутра шĕшкĕ, сарă мăйăр, каçса çитеймесĕр (надо: катса çиеймесĕр) каç турăм. N. Çав хĕрĕх кунччен чăвашсем питĕ хăраççĕ: каç вилнĕ çын каç чĕрĕлсе килет, тесе, чăвашсем вилнĕ çынтан питĕ хăраççĕ. Чуратч. Ц. Тепĕр кун каç ачана тата тепĕр ĕç пачĕ, тет. Сред. Юм. Каç полса пырать (= каç полса килет). День клонится к вечеру. («Здесь показывается не только время, но рисуется и картина»). Ib. Каç пола пырать. День клонится к вечеру. («Здесь показывается только время, а не рисуется картина»), Т. Григорьева. Каç калаçнă сăмаха чăхă сысать, теççĕ. Янш.-Норв. Ăна (орехи) ката-ката каç турăм. N. Каç пулсах кайман та-ха, пуласшăн çав ĕнтĕ! Еще не совсем наступил вечер, но уже скоро наступит. Якейк. Ыр каç полтăр! — Çăвăрса кай (переночуй)! Ху çăвăрса йол! N. Икĕ каç карăм. Юрк. Епле апла, акă епле: кунĕпе ачасемпе асапланатăп, каç çывăрма выртатăп. Скотолеч. 6. Каç тăма (на ночь) сăсăл анчах парсан, тата лайăх (лошади). Ib. 4. Каç тăма апат панă чухне (лошади). N. Каç выртма юлнă ачасем. Чуратч. Ц. Каç выртмаллах кайна çаксем. Пошли с тем, чтобы там ночевать, с ночевкой. N. Ăратнисем килĕсене саланмаççĕ, ĕçсе-çисе çавăлтех каçа юлаççĕ. Макка 160. † Сарă ачана тус турăм, уяв каçне калаçма. Якейк. Ăшă каçсам (в теплые вечера) ăрамра çӳреме лайăх. Байгл. † Каç тĕттĕмсем пулса халь килет-çке, пире кайма вăхăт çитет-çке. || Канун, накануне. Ильм. Мункун иртсен виçĕ эрнерен вырăсэрни каç пумилкке тăваççĕ. БАБ. Вырăсэрни каç, эрне каçсенче пирĕн пата кӳршшĕсем пĕр арăм пырат. Туй. Туй пулас каç. Юрк. Мункун каç пĕлĕтлĕ пулсан, ырă çул пулат. ЧС. Пĕрре эпĕ вырсарникун каç ачасемпе выртма карăм. Альш. Хăят каçĕ вара, Хăят кунĕ (16 июня по ст. ст.) каçпа, тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв пĕтет. N. Мăнкон каç, тесен, мăнкон ыран теме те йорат, тепĕр конне (мăнкон), кĕлĕрен тохсан, каç полсан та, мăнкон каçах теççĕ (т. е.. выраж. «мăнкон каç» имеет двоякое значение). Шăмат каç [йон-каç]= или «в субботу вечером», или «в пятницу вечером». Альш. Кунта праçник каçĕсенче кĕлĕ пулат. Ала 27. Эсĕ кунта мĕн туса тăратăн? Эпĕ сана: каçах (еще с вечера, т. е. вчера) карĕ пулĕ, тесе каларăм (думала что ты...). Цив. Эпĕ каç çĕрĕпех сыхласа лартăм, çывăрмарăм.

каччăм

коза? Встреч. в выраж.: КС. Каччăм ураллă лаша, козинец; лошадь, имеющая ноги, сходные с козлиными.

кивве хăвар

оставлять для последующего использования. О земл. Ырашпа çуртырри акса илсен, çĕре пĕр çула кивве хăвара пуçланă (начали оставлять не распаханной). || Кн. для чт. 43. Вăл вĕсене тырă пулнă çулсем кивве хăварнă. СТИК. Ĕлĕк тырă пит ăнса пулнă; пуянтарах çынсем 20-шер капан кивве хăваратьчĕç, тет. Ib. Кивве хăварас, оставить необмолоченным на другой и на третий год. (То же выраж. в Сред. Юм.).

килсейрен

килсерен (кил+серен), непереводимо; употр. в некотор. выраж. Изамб. Т. Вăл (невеста), килсейрен (в каждом доме), малти сĕтел хушшинче ларат. Регули. 1270. Килсерен (килĕрен) çӳрет. Ходит по всем домам.

кунтар

понуд. ф. от кун. Собр. † Ай, пуçăм, кăтра пуç, турама пĕлмесĕр кунтартăм. ЧП. Манăн çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр кунтартăм. || Налаживать пряжу (хуттăра) на «пир вырăнĕ». КС. Паян пир кунтартăм. (То же выраж. в б. Сызранском у.).

кунасăр

встр. в нек. выраж. N. Ырантан пĕр кунасăр килмес. Он приедет не раньше после завтра. N. Ыран мар, пĕр кунасăр килес çук (в том же зн.).

ӳпке-мерчен

неизв. выраж. Альш. † Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр (не «ӳпне» ли?).

ӳпне куç

неизв. выраж. N. Кăвак куç, чакăр куç, хăмăр куç, хура куç, ӳпне куç, пăсăк куç, сенкĕр куç, чалăш куç, çаврăнса тухнă куç, тух, тух, куç. (Из наговора Ача куçăхсан). || У Паас. Ӳпне-куç «mit niedergeschlagenen Augen».

ӳтрен кăрт

(кы̆рт), непонятн. выраж. Нюш-к. Калмăксем, кушак вилсен: ӳтрен кăрт, тесе, çиеççĕ, тет.

ăнăш та тенĕш

неизв. выраж. Стюх. См. анăш та тăвăш.

ăçта кайтăр

особый чувашизм. Употр. в нек. выраж. К.-Кушки. Ăçта кайтăр, пулаттăр ун пек те. Почему же не так? (почему же не быть?); бывает (случается), наверно, и так. IЬ. Ăçта кайтăр, хуйхăрат пуль çав. Что поделаешь, наверное горюет. Изамб. Т. Ăçта кайтăр (= что поделаешь), тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаст.

ăшĕ-толĕ

ăшă-тулĕ, наружная и внутренняя сторона. К.-Кушки. Чӳлмек ăшĕ-тулĕпех варланса пĕтнĕ. || Наружн. и внутр. часть волокна. Чертаг. Ăшĕ-тȏлĕпе ярса арланă — шăртламасăр арланă сӳс. То же выраж. и в Якейк.

ăшыклă

имеющий внутренность. Встреч. в выраж.: см. хора ăшчыклă çын.

ĕлкер

встретилось в одном выраж. СПВВ. Х. Ĕлкер курăнать ― чуть-чуть мелькает вдали.

ĕмĕтсĕр

не имеющий нăдежды. Н. Яха-к. Турăран ырлăх килтĕр, шуйттан ĕмĕтсĕр пултăр, эпĕ ĕмĕтленни çиттĕр. (Моленье). || Жадный. Сред. Юм. Тăрана пĕлмен, нăмая хапсăнакан çынна ĕмĕтсĕр, теççĕ. СПВВ. МА. Ĕмĕтсĕр. Ай, ĕмĕтсĕр! Мĕн панипе тăранмастăн! Ах, какой жадный, не удовлетворяешься тем, что дают! То же выраж. в Сред. Юм. Изамб. Т. Ул ĕмĕтсĕрĕн куçĕ тахçан та тăранас çук. У него, жадного, глаза ненасытные. Такое же выраж. и у КС. Истор. Игорь пит ĕмĕтсĕр çын пулнă. Игорь был очень жадным человеком. || Пшкрт. Ним ĕмĕтсĕрек(к) хытланатăн. Работаешь без отдыха.

ĕнсе-хыç хырмалли çĕçĕ

ножик для бритья задней стороны шеи, бритва (описательное выраж.) См. приттăл, плітва, притва, притвă.

ĕрĕп

(ӧ̌рӧ̌п) встреч. в выраж ĕрĕп-ĕссĕр.

ĕссĕр-урă

употреб. в след. выраж. Йӳç. такăнт. 48. Унăн ĕссĕрри-уррийĕ пĕрех. Он одинаков и в пьяном и в трезвом состоянии.

ĕçлекеле

учащ. ф. от гл. ĕçле. Нюш-к. Ĕçлекелем пек тукаларăм-та-ха, пуç ыратнипе пăрахрăм. Поработал тут малость (скромное выраж.), да головная боль заставила бросить работу.

ĕшен

(э̆жэн'), утомляться, намаяться. Сёт-к. Паян чилай ĕшентĕмĕр. Сегодня мы порядочно утомились. Изамб. Т. Лаша ĕшенчĕ. Лошадь устала (менее сильное выражение, чем ывăнчĕ). То же выраж. в Сред. Юм. Лашана хăвăртрах ȏттартăм та, паян — те ĕшенчĕ, тем — апат та çимес. Ст. Яха-к. Ахаль лайăх ярăннă ачасем те пĕтĕмпех ĕшенсе килеççĕ. Даже те ребята, которые катались хорошо, возвращаются совершенно утомленными. Шибач. Ĕшентĕм = унса кайрăм. Хорачка. Паян ĕшентĕм, йăлăнтăм. Н. Карм. Лаша пит ĕшенчĕ. СПВВ. ПВ. Пит трук чупсан, лаша ĕшенет. Если лошадь все время бежит рысью или вскачь, то она утомляется. || Тощать, плошать. Ст. Чек. Ĕшенет = начарланат (лаша). . Лаша извусра (извусра) ĕшенчĕ. Тимер. Вăл е çĕр ĕшеннĕрен, е вăхăтра çумăр пулманран, е урăх йĕркерен (причины) пулнă.

явала

(jавала), обвивать. Н. И. Полорус. Мĕшĕн аллăна (или: аллу тавра) кантăра яваларăн? Ходар. Пĕр хуллине (из упомянутых) алла илеççĕ, ыттине пилĕк тавра яваласа çыхаççĕ (обвивают вокруг поясницы). То же выраж. у КС. || Растирать. Собр. Ахаль, тăраччен кĕрĕк аркине явала (описка?), теççĕ. Чем стоять так, лучше растирай рукав шубы. См. йăвала.

ялтак

(jалдак), penis grandior (смешное выраж.).

яна тарай

неизв. выраж., встреч. в песне без смысла. Якейк. Куçма пыр («п» не озвонч.) пыл таккой («т» не озвонч.) яна тарай (тараj) ятнай пох, ни торокос снавай пох; охваттяр, опльосни(νиы) Унтри (Ундри) Петĕр ни нушни(-νиы) çекли(-л'и) петли(-л'и) криччи крич чĕрсалами (чэ̆рзалами) оххини(νиы). (Сăвă).

ян янăрт

оглашать. употр. в след. выраж. Сред. Юм. Ĕнер такам каççĕне тĕттĕм пȏлнăпа ȏрамра ян-янăртса йȏрласа çӳрет.

япăлтăк

(jабы̆лды̆к), вертушка. Золотн. СПВВ. Япăлтăк, йăпăл-япăл. || М. П. Петр. «Япăлтăк — выраж. мал. детей». || Япăлтак — маленькая ветряная мельница (детск. игрушка). Паас. 21.

япла-капла

как это так (шутливое выраж.). Юрк. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕççе ӳсĕр çӳретĕн?

Юмансар-касси

назв. деревни. || Это выраж., кажется, имеет то же значение, что и хурăнсур-кассисем. См. алпас. N. Юмансар-кассисем, хуçа ятлă курка туса ярас тет. Эти слова относятся и к мужчинам и к женщинам. (Из обряда «пичке пуçлани» в автобиогр. Д. Ф. Филимонова). См. калăм кунĕ.

юмăç-терĕç

йомзи вообще. М. Д. Лешĕ (говорит): юмăç-терĕç шырама, тет. (Это выраж. у него встречается дважды).

йомăш

(jомы̆ш), ошибаться, сходить с ума. См. йăнăш. Сред. Юм. Йомăшнă, 1) сошел с ума; 2) ошибся. || Неверно, ошибочно. Тюрл. Ман ана çинче йомăш вырса кайнă (кто-то сжал по ошибке хлеб). Сред. Юм. Эс сатачча йомăш тунă. Ты неверно решил задачу. IЬ. Эпир йȏмăш çȏлпа кайнă. Мы едем (поехали) не по той дороге, где надо. (Это выраж. есть и в др. гов.). || Ошибка. М. Васильев. № 3, 10. Çавăнпа эп çырнинче пĕр йомăш та çок, тесе, калама полтараймастăп. Поэтому я не могу сказать, чтобы в написанном мною не было (нет) никаких ошибок. СПВВ. БМ. Юмăш = йăнăш, ошибка.

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лара-тăра

встр. в чувашизме. N. Лара-тăра пĕлмеç, — пĕлмес. Ему не сидится и не стоится (о чрезмерно подвижном человеке). То же выраж. у. СПВВ. Х. Кан. Теттертинк вăл, пирĕн нефтă промышлĕннăçĕ вайлăланнине кура, лара-тăра пĕлмест.

лĕчĕр-лечĕр

(лэ̆ζ’э̆рэζ’э̆р), подр., выраж. более тонкйй звук, чем „лăчăр-лачăр“. Якейк. Лĕчĕр-лечĕр — звук тоньше, чем лăчăр-лачăр. Ib. Орапа лĕчĕр-лечĕр тăвать. СТИК. Çук, вăл пултармалли çын мар, пит лĕчĕр-лечĕр (= тĕрексĕр; начар тунă тенкел пек). Ib. Ку стел пит лĕчĕр-лечĕр, час саланĕ. N. Лĕчĕр-лечĕр кун ури. У него слабые ноги. КС. Лĕчĕр-лечĕр (шăм-шак).

ма-ка-ка

(магага), подр. блеянию овды. Никит. Сурăхсем урамра: ма-ка-ка, мĕкĕке! тесе, макăрса çӳреççĕ. Шурăм-п. № 5. Путексем: ма-ка-ка! тесе, макăрса, хулхана çураççĕ („толще, чем мекекек“). То же выраж. в Якейк.

майра кĕвенти

обр. выраж. о походке. Макс. Чăв. к. I, 73. Майра к(ĕ)венти Альтюк пур; çичĕ юта кайсассăн, карчăк кĕвенти пулĕ-ха.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

мăсарлă

(лы̆), имеющий кладбище. || В чувашизмах выраж. неопределенность. КС. Çăмăрлă-масарлă çил килчĕ те, тырра йăлт çатралатса пĕтерчĕ. N. Масарлă-мĕнлĕ. Питушк. Пăрлă-масарлă (дождь с громом).

мелĕк

(мэлэ̆к), тень. Употр. только в выраж. след. типа: Юмансар. Юман мелĕк айĕнче ачасем вылаççĕ. В тени дуба играют дети. Ib. Вăл урапа мелĕк айĕнче выртрĕ (лежал в тени телеги). Однако, в том же гов. скажут: мĕлкĕ (мӧ̆лгӧ̆) кăнтăрлана çитрĕ, „тень дошла до полудня“ (т. е. наступил полдень); çын мĕлки, „тень человека, человеческая тень“.

йăвах

употр. в след. выраж. Ст. Чек. Йăвах ятăн! (говорят человеку, который отворил дверь так, что оттуда вдруг пахнуло холодом).

йăт чĕччи

употребл. в след. выраж. N. Çĕмĕрт йăт-чĕччи полса пĕтнĕ. Ягоды черемухи вытянулись от утренников в какие-то мешочки.

йăтă-пулли

головастик. См. йыт-пулли. М. П. Петр. Зап. ВНО. Йăтă-пуллинчен шапа пулнăскер! (Бранное выраж.).

вăштик

(-τиык), подр. промелькновению, пропаданию из глаз, более быстрому, чем то, которое выраж. подр. вăшт. || Подр. коротким дуновениям резвого ветерка. Якейк. Вăштик-вăштик çил вĕрет, çил-армань хуçи хĕпĕртет.

вĕр

, подр. движениям быстро разлетающихся или шумно кишащих насекомых. Орау. Пĕр карчăк туя йăтса тухрĕ те, чипер вылякан ачасем, шăнасем пек, вĕр-р-р сирĕлчĕç. Ч.С. Çырма хĕррине çитрĕмĕр те, çырмара çынсем темĕн чухлĕ, вĕлле хурчĕсем пек вĕр, вĕр, вĕр! вĕрĕлтетсе, шавласа тăраççĕ. Лебеж. Вĕр, вĕр вĕрене, вĕрене варри вĕр ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Вĕлле хурчĕ). Салагаево. Вĕр, вĕр ылттăн, вĕр ылттăн, çуппи-çаппи пин ылттăн. (Хурт уйăрни). || В перен. см. выраж. тоску. Ст. Чек. Майкка (Марья) асне килсессĕн, чунĕ вĕр-вĕр тăват-çке (тоскует).

вĕр улти

неизв. выраж. Собр. Вĕрене, вĕрене вĕр улти, çăпи-çапи çĕр улти. (Сăрка). Правопис. сомн. Срв. вĕр.

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

варахи кун

неизв. выраж. СПВВ. X. Калас варахи кун.

васпати

(васпад’и), бог. Сред. Юм. Васпати кайрăмăр. Мы пошли в церковь. (Детское выраж.).

вилĕ тĕвĕ

то же, что вилĕ çыххи. N. Тӳммисене çыхнă чух та, йĕм кантăрисене çыхнă чух та, урисене сырнă чух та вилĕ тĕвĕ тӳлесе çыхаççĕ. Якейк. Вил-тĕвĕ, особый узел, не столь крепкий, как чĕр-тĕвĕ. N. Вилĕ тĕвĕ, сулахай (кривой узел). Ч. С. Унтан аннен çăпата кантрине, кĕпе тӳммине йăлт вилĕ тĕвĕ çыхрĕç те, тупăка выртарчĕç. Тоже выраж. и в СТИК.

витри

встреч. в выраж.: кĕр витри илес «продеть сквозь ниченки»; хĕç витри илес «продеть сквозь бёдро». Шибач.

вăй-кил уйăрни

невыясненное выраж. Ала 62°. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ, ларакан халăх çинелле пăхса, калат: упăтĕк! тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрнн чуп-тума тытанаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ.

эккей

(эккэj, эк’к’эj), от русск. экий. Выраж. недовольство и неожиданность. Янтик. Кам-та-пуса ăçта-та-пулин япала-мĕн манса хварсан е çухатсан, çапла калать: эккей япала! (экий грех-то какой!). IЬ. Эккей, ара çапла тумалла-чи сан? Ачи ĕçе, епле кирлĕ, апла тумасассăн е япала-мĕн пăссассăн, ашшĕ калать: эккей, ара çапла тумалла-чи сан? IЬ. Эккей, çитмес-çке ку! Пĕр-пĕр япала треклемелле чухне треклемелли явăççи (подпорка) кăшт кĕскерех пулсан, çапла калать. Шорк. Эккей, масар! Экая досада! («кладбище»). Шевле. Эккей, Торă пиллесен, апат хăйех топнать-мĕн! || Так понукают плохо идущую лошадь. Шурут-Н.

Елмен кĕтни

Это выраж. есть в Нюш.-к. См. Магн., М. 65.

эрĕш-пирĕш

(эрэ̆ш-пирэ̆ш), необдуманно говорящий, что попало, без разбора; говорун. Это выраж. повид., родственно с «арăш-пирĕш» говорящий, что придет в голову (Шашкар); очень простой и разговорчивый (Моркар); срв. япаласам арăш-пирĕш выртаççĕ, вещи валяются в беспорядке (Шашкар). Эрĕш-пирĕш — сăмаха пит ваклакан çын. Вĕсем лăпкă (скромные) çынсем, эрĕш-нирĕш мар, теççĕ, пит сăмаха ваклакансем мар.

ерлĕхсĕр çын

выраж., значение которого не выясн. Альш.

эрне-кун турăшĕ

неизв. выраж. Яргуньк. Катăркас йăвăççи хунеçе, эрне-кун турăшĕ хунемем, епленч йăвăççи ывăл-пултăр, вăрманти куршанк хĕр-пултăр. (Из «ĕçкĕ юрри).

этем тора

неизв. выраж. (Милькович, 2О?). См. Атам.

ылттăн çулçи

(с'ул'си) куракĕ, назв. раст., прикладываемого при наружных болезнях (сурана çыпăçтараççĕ). Альш. † Çак тăвансене суйларăмăр ылттăн çулçи ӳснĕ пахчаран (м. б., здесь надо понимать это выраж. в букв. см.?).

имсĕр-сумсăр

(имзэ̆р-с̚ умзы̆р), бесчисленный. Юрк. Хăшийĕн аллинче имсĕр-сумсăр, хисепсĕр, пĕтес çуктăр, пире пур кирлĕ çĕре те пĕр сум тупма халь çук. Ст. Чек. Ун укçа (укс'а) имсĕр-сумсăр. У него денег без счета (куры не клюют). СТИК. Имсĕр-сумсăр — ытла нумай япалана, нумайинчен тĕлĕнсе: имсĕр-сумсăр, теççĕ. См. сумлă. Это выраж. есть и в Стюхине Бугур. У. || Беспорядочно, без соблюдения приличий. Кубня.

ойăх каçăхни

ущерб луны. Тюрл. Уйăх тавăрнсассан, каçхать (= каçăхать, т. е. убывает). Н. И. Полоруссов переводит выраж. уйăх каçăхрĕ: «месяц запоздал восходом». . Уйăх каçахнă (восходит очень поздно). . Уйăх каçăха пуçларĕ (начал восходить поздно). Беляево (Кан. р.). Уйăх каçăхнă, тесе, уйăх тулса, каялла кайна чухне калаççĕ. Алдирово. Уйăх каçăхнă — катăлса, каçа юлса тухнине калаççĕ (на ущербе и восходит поздно) К.-Кушки. Уйăх каçăхни тесе, уйăх хĕвел ансан тухнине калаççĕ. Уйăх каçăхни называют время, когда луна восходит после захода солнца. Пишушк. Уйăх (тĕкелнĕ) каçăхнă («стерлись концы»).

орли-тĕрли

неизв. выраж. Сред. Юм. Тем ôрли-тĕрли пôлтăр ôн. «Нет разбору в том, которое нужно сдедать сначала, а другое после». Изамб. Т. Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Турăран ырлăх, этемĕрен сияплĕх. Чӳкки-кĕлли çырлахтăр, вилли-чĕрри пиллетĕр, урлă-тĕрли (siс!) ан пултăр, имĕ-юмĕ çак пултăр. (Начало «вĕрни»).

урмăш

ормăш, измениться в дурную сторону; исказиться И. С. Степ. Урмăшас. IЬ. Õрмăшнă, взбесился. Сред. Юм. Ормăшнă çын, тесе, ĕлĕкхинчен ôлшăнса, осалланса, хĕнесе-çапса çӳрекен çынна калаççĕ. Чăв. й. пур. 11. Вăл кайсан (замуж) вара, тата ытларах урмăшрĕç (стали бесноваться, скандалить). Чертаг. Õрмăшша, ятлаççа çӳрет. Ругается со всяким. Пшкрт. Ормы̆шса, с'ынзан'а вы̆рс'са с'ŏрäт. Как бешеный, всех ругает. Хорачка. Ормы̆шша с'ŏрэт (ĕçсĕрскер) = охмахланса. N. Ормăшша выртать. Бредит. Хурамал. Кучунехи самана урмăшнă самана (= пăсăлнă). СТИК. Куçĕ урмăшса карĕ ĕнтĕ, каллах тытса пăрахать пуль. Глаза опять начинают искажаться (появляется бешеный огонек); наверно, опять будет припадок. || Измениться, пропасть (о голосе). В. Олг. Сасă çĕтсе (ормăшша). Пшкрт. Кы̆чкы̆рма п̚олмаст, ман сазы̆ ормы̆шса ларчы̆. С. Сас ормăшнă. Голос изменился, охрип. || Перемениться (о ветре). Шибач. Çил ормăшрĕ (= çавăрăнчĕ). У др. это выраж. значит: «ветер стал бушевать». || БешеныЙ; помешанный; не слушающий уговоров. Шибач. Ормăш çын (или: ормăшша кайнă). Сбился с пути, намăса пĕлмеçт, ташта та кĕрсе каять (бесстыжий, всюду лезет). || Молодец. КС. Ах, урмăш, карт’урлă пĕреççех сиксе каççа карĕ, (молодец). IЬ. Ах, урмăш, парăнмасть çав! (не поддается). || Так обзывают шалуна. Орау. Ӳксе вилен вăт, урмăш! (безумная башка). Çта хăпарса карăн? (гов. мальчугану). || Ругательство, проклятие (в роде русск, чорт возьми). Орау. Вăсампа çыхлансан, тем курăн, урмăш! Если с ними свяжешься, чорт возьми, беду наживешь!, || В значении наречия. С. Ормăш поплет. Говорит ненормально.

Çавăн пекех пăхăр:

Вырăспа Вырăстай Вырăстел Вырăстук « выраж. » выражать выражение выразить выразиться выран

выраж.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150