Шырав: кăрт-карт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

бубна

карт.
бубны

валет

карт.
валет
валетпа вит — крыть валетом

дама

карт.
дама
пика дама — пиковая дама
курак майра — дама пик

карт

I.

1.
зарубка, отметка, метка
карт кас — делать зарубку, отметку, метку

карт

4.
деление, отметка (на измерительной шкале)
термометр ртучĕ пĕр карт хăпарнă — ртуть в термометре поднялась на одно деление

карт

7. уст.
доля, единица (величина для соотносительного исчисления неоднородных предметов, разного скота и т. п.)
пĕр ĕне — пĕр карт, пĕр качака — çур карт, пĕр сурăх— чĕрĕк карт — одна корова — одна единица, одна коза — пол-единицы, одна овца — четверть единицы

карт

8. разг.
след, память
ху хыççăн карт хăвар — оставить о себе память

карт

10.
черед прост.
череда уст.
очередность
хурал тăма карт çитрĕ — подошел черед идти в дозор

карт

11. уст.
зарок, обет
клятва

карт ту — 1) делать зарубку, отметку, метку 2) давать зарок, зарекаться

карт

12. уст.
бирка (палочка с надрезами, отмечающими счет)
карт патакки — бирка, счетная палочка

карт

карточный, картежный
карт вăййи — карточная игра
карт пар — сдавать карты
карт валеç — сдавать карты
карт йăт — принять (в карточной игре)

карт

III. спорт.
карт (ăмăртса чупмалли пĕчĕкçĕ автомобиль)
картсемпе ăмăртни — гонки на картах, картинг

карт

IV. глаг.

1.
делать зарубку, отметку, метку, метить
карт карт —
1) делать зарубку, метку
2) перен. делать намек, намекать
Укçан хăлхине картман. — погов. У денег уши не мечены.

карт

2.
отмечать, записывать
регистрировать

тиенĕ лав шутне карт — записать количество погруженных возов
хăма çине кăмрăкпа карт — записать углем на доске

карт

3.
почитать, уважать
ваттисене карт — почитать стариков
вăл никама та картмасть — он никого не уважает

карт

4.
считать кем-чем-л., принимать за кого-что-л.
кил хуçи вырăнне карт — считать главой семьи
ăна лайăх çын вырăнне картаççĕ — его считают хорошим человеком

карт

7.
предопределять, предрешать
малтанах карт — предрешить заранее

карттар

понуд. от карт IV.

кăрт

III.

1. подр. —
о резком дерганье, толчке

тилхепене кăрт турт — резко дернуть вожжи

кăрт

2. подр. —
о вздрагивании

кăрт ту — вздрогнуть
кăрт сик — вздрогнуть
чĕре кăрт турĕ — сердце екнуло

кăрт-кăрт —
1) подр. — о многократном резком дерганье, толчках
2) подр. — об учащенном биении сердца

кăрт-кăрт

подр. —
о подергиваниях, толчках

лавçă тилхепине кăрт-кăрт турткалать — возница подергивает вожжи

кăртти-картти

то же, что кăрт-карт

кипĕтле

кипĕтле карт — рубить в лапу (сруб)

козырь

карт.
козырь
козырьпе çап — бить козырем
козырьпе кай — ходить с козыря

колода

карт.
колода
карт колоди — колода карт

король

2. карт.
король
хĕрес король — трефовый король

очко

2. карт.
очко
пĕр очко ытлашши ил — перебрать (одно) очко

пасьянс

пасьянс (карт вăййи)

преферанс

карт.
преферанс
преферанс вăййи — игра в преферанс

салтак

4. разг. карт.
валет

талкăштар

2.
подталкивать, толкать
грубо тащить

талкăштарса кăларса яр — грубо выпроводить, вытолкать
пӳлĕме талкăштарса карт — затащить, втолкнуть в комнату

хăлап

уст. карт.
валет

хĕрес

4. карт.
трефы
крести прост.

çĕкле

14.
принимать (в карточной игре)
вăл карт нумай çĕклерĕ — он принял много карт

треф

карт.
трефа и трефы
трефовый
треф валет — трефовый валет

туз

карт.
туз
пика туз — пиковый туз
тузпа çӳре — ходить тузом, с туза

янкăслан

4. карт.
ходить козырем

шукăлле


шукăлле карт — рубить в лапу (сруб)

червă

карт.
черви, червы

пăх


алла пăх — привыкать, приручаться (о животных)
ăçта пăхнă унта — куда ни посмотри, везде
пăхса та курăнмасть-ха — видом не видать; еще долго ждать
пĕр енчен пăхсан — с одной стороны (о точке зрения)
пĕрре пăхсах — с первого взгляда
пăхсах паллă — сразу видно
карт пăх — гадать на картах
юмăç пăх — ворожить
çын куçĕнчен пăх — быть зависимым от кого-л.
вăл ашшĕне пăхнă — он весь в отца, он вылитый отец
пăх та кур! — вот тебе раз!, вот это да!

сăмса


ама туна сăмсибот. рыльце пестика
сăмсана каçăрт — задирать нос, важничать
сăмса айĕнчех — под самым носом
Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать.
погов. Что под носом — не видно, а что за лесом — видно.
сăмсана чик — совать нос, соваться куда-л.
юраман çĕре сăмсуна ан чик! — не суй своего носа куда не следует!
сăмсана пăр — нос воротить
сăмсу çине карт — заруби себе на носу

тыт


алă тыт — подавать руку, здороваться за руку
асра тыт — помнить, держать в голове
ача тыт — принимать роды
карт тыт — принять карты
явап тыт — отвечать, держать ответ (за содеянное)
çул тыт — направиться куда-л.
тĕллев тыт — поставить целью
тутă тыт — быть питательным
тутă тытакан çимĕç — питательный продукт
шут тыт — решить, задумать что-л.
экзамен тыт — держать экзамен, экзаменоваться

очколла

очколла вылякарт. играть в очко

карт

V. подр. —
о резком движении

карт турт — резко дернуть
карт сик — вздрогнуть

карт-карт — подр. — о неоднократных резких движениях
чĕре карт-карт тăвать — сердце сильно бьется

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

карт

зарубать; зарубка, бирки, примета; карт патакки – бирка; карт ту – замечать; карт картнă – зарекся; картла – городить; картлашка – морщины на лбу.

85 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çӳл май

верхняя сторона (часть). Баран. 148. Карт (геогр. карта) çинче çӳл майĕ çурçĕр енне пĕлтерет, аял енĕ кăнтăрлана пĕлтерет.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

тем тесен те

что ни говори; без сомнения, несомненно. Ядр. † Çакă ялăн хĕрĕсем кăвак чаппан айĕнче, тем тесен те ăйхăра. Якейк. Тем тесен те, çав вĕтлĕхре токмак порнать. Кильд. † Çакăнпа туя кисессĕн, турта вĕçне карт картас, тем тесен те килес çук. N. Вĕсем сире çĕнĕ çулччен çĕр тем тесен те парĕç, тенĕ.

турта

, торта, (турда, торда), оглобли. N. Урапа турти ваннă та, турта илтĕм. К.-Кушки. Туртасене çуна çумĕнчен сӳтсе ил. Выверни оглобли из саней. Ib. Çунана турта пăр. Вверни оглоблю. Изамб. Т. Малти тĕнĕле икĕ турта тăхăнтараççĕ. Б. Нигыши. † Тимĕр çуна кăмăлне хура турта хутăмăр. ПВЧ 79. Хорнтан торта хорăттăм, хоппине те сӳмĕттĕм. N. Турта лартни. Шорк. Çона тортине аран пăрса лартрĕ. Ib. Çона тортине сивĕре, пĕр шăнса ларсан, сӳтсе кăлармалла та мар. Ib. Орапа торти шăтăкĕ пĕчĕккĕрех полнă та, аран кӳртсе лартрăм. Ib. Тенел çине смала толса ларнă та, тортине аран кăларса илтĕм. Урмаево. † Çакă туя килмессе турта вĕçне карт картнăч, ати татса пăрахнă, астумасăр килтĕмĕр. Янтик. † Турта тулли тур лаша, туртса кӳлтĕм туртана. Якейк. Торта толли кӳлсе савăнмалăх. Сĕт-к. Торта толли тор лаши, торта тăрăх мĕн пăхан? ĕлĕкхи тантăш çак тетни? Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. || В перен. см. Ст. Чек. Турти кĕске, тапат (гов. о вспыльчивом). Н. Седяк. Çирĕк турта вăл, кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). Сред. Юм. Час çиленекен çынна: торти кĕске, теççĕ. Ib. Тортаран тохать. Не может говорить на одну тему. П.-Пинерь. Хăш çыннăн турти кĕске. (Послов.). Собр. Айван çыннă(н) турти кĕске, теççĕ. СТИК. Час çиленекен çынна: туртисем кĕске, теççĕ.

харт

(харт), подр. хрюканью; подр. фырканью. Толст. Хир сысни харт! турĕ (фыркнула). Сред. Юм. Сысна ами çурине тытсан хартлатать, харт-харт тăват. Альш. Харт-харт-харт! Звук, издаваемый сурками, когда они завидят человека и убегают в норы. Собр. Хура тур лаша харт турĕ (песня). СТИК. Лаша харт тăват та, карт туртат (хăрасан).

хисеп

(х’изэп), счет, количество, число. Юрк. Çапла илсе кайнисенчен пăсăк çынсем нумай тухнă та, хисепе тулман. N. Алла шĕвĕн тухсан, пĕр патак татки илсе, ун çине шĕвĕн хисеп тăрăх карт туса, çын патне пăрахаççĕ, тет. N. Вĕсем çапах куланай ытлашши парса тăман, хăй çĕрĕ хисепĕн анчах тӳленĕ. Баран. 90. Тăвĕ çӳлех мар, тӳрех виçсе хисеп тусан, виç-тăват çухрăм анчах. N. Халăхран уйрăм хисепреччĕ. N. Алăсăр, урасăр-хисеп илет. (Пăтавкка). Н. Карм. Аслă çул хĕрри пушăтлăх, иртсе çӳрен пĕлĕ хисепне. Пазух. † Самар шывĕсенĕн хисепĕ çук. || То, что причитается. Баран. 83. Вăл (подросток) çитĕннĕ çынпа тан ĕçлесе пырайман, çавăнпа хăй хисепне пĕтĕм ушкăн валли апат хатĕрлесе тултарать. || Время. Ст. Чек. Хисеп килеймен-тĕр-ха. Видно, еще не настало время. || Честь, почет. Альш. Хуçа вара хĕрсене, çав хисепе тунăшăн, килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Мухтав та, хисеп те парса пилленĕ ăна. Турх. Вĕсем виççĕш пĕр пулса, ялан хисеп шыранă. || Почитание, благоговение. || Баран. 131. Тăм çĕрĕн çиелти сийĕнче пулать (встречается). Вăл минерал хисепĕнче çӳрет. || Мысль, ум. N. Ялан вăл пĕр ĕçĕшĕн тăрăшса ларать, мĕн тăвас ĕçĕ унăн хисеп çинче. Ст. Шаймурз. Калаçма хисеп кирлĕ, сӳс тӳме кисеп кирлĕ. (Послов.). || Участь. Баран. 186. Кайран-кайран вĕсене те лешсен хисепех çитнĕ. Регули 1295. Кăлăх хисепе ан попле ытлашши. Ib. 1282. Хисепе ма поплен? Ib. 1282. Пĕр хисепе ан кил.

кăрт

(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.

кăрт-карт

(кы̆рт-), подр. неодинаковым дерганьям. Шел. П. 19. Пусма таварĕсене кăрт-карт! туртса чĕреççĕ (раздирают). Зап. ВНО. Лаши те кăрт-карт! турткаласа анчах пырать. Ib. Кăрт-карт турткалать. Подёргивает. Шорк. Вĕрене (веревку) кăрт-карт! турткалать. Толст. III, 9. Вĕсем (лошади) сакăлтасене ана-ана кайса, сӳсмен хушшинче кăрт-карт! турткаланса пыраççĕ. Хурамал. Ман алăран кĕнекине кăрт-карт! турткаласа илчĕ. СТИК. Чăхăмçă (с норовом) лаша кăрт-карт! туртрĕ те, каллах чарăнчĕ («дернула два-три раза»). Календ. 1906. Вăхăтра пырсан, лăпкă пырсан, япаласене кăрт-карт тыткаламасан, çапкаланмасан, хурт (пчёлы) тивмест. || Немного. В. Олг. Пшкрт. Ай-ай, кăрт-карг шăна (мух) пор конта! || Редко. Б. Олг. Кăрт-карт (или: кăртă-картă) шăтса анчах тырă, тикĕс полман.

кăрт

(кы̆рт), то же, что карт; встр. в произв. кăртла.

кăртă-картă

(кы̆рды̆-к̚арды̆), то же, что кăрт-карт (немного). Б. Олг.

кăшт

(кы̃шт), подр. дерганью (у др. карт). Хорачка:. кы̃шт! тортры̆.

шӳретмĕш

слово неизв. знач. Собр. Кăрт туртмĕш — куклетмĕш, Ентри йытти — шӳретмĕш. (Тилкепе).

шăппăр

то же, что шăпăр, пузырь. Б. Олг. Шăппăр кĕпçи тăхлантан шăратса туаччă. Йӳçрен лотă туаччă, шăппăр лотты. Пилĕк карт картат, порняпа посмаллы. Каран пуçне каккăрне лартат, сасă тумалли (мырак, ĕне мыракки). Чĕлĕх туат хомăшран, виççĕ порня тăшшă. Çа вара калат чĕлĕхĕ. Онтан ĕне хăмпуйĕ. Ĕне хăмпуне лартат хор шăнни вĕрмешкĕн, шульăш кĕрмешкĕн. Хăмпу шне шăппăрне чиксе лартат, вара калат ло-ло-ло! ты-ло тĕкĕн-текĕн-тĕкĕн-ло, ло, ло. Орау. Кĕрӳ туйĕнче шăппăр калаканăн (шăппăрçăн) лашине тепри хăй лаши çумне тытса çавăтса пырать, ăна шăппăр çавăтакан тиççĕ, шăппăрçă лашине çавăтнăшăн ăна качча кайнă хĕр парне парать. Питушк. Шăппăр чĕлĕх (хăмăшран); вулли (тăхлантаи) каккăр (мăйракаран); хăмпă. Шибач. Шăппăр — хорăн хоппи каккăр (рог пузыря). Хурамал. Шĕппăр каккăри, ĕне мăйракинчен тунă япала. Чертаг. Шаппăр какри — (мăйракаран), шăппăр какри çине хорăн çĕленĕ. Торп-к. Шăппăр каккăр. Чертаг. Шăппăр волли (тăхлантан янă). Питушк. Серте шăппăри.

пăрçавалла

(-з'а-), назв. игры. Сред. Юм. Пăрçавалла выляс. Малтан пур картне те валеçсе пĕтереççĕ те, кайран пур те уçа-уçа пырса пĕр-пĕрин çине парса пĕтересшĕн тăрăшаççĕ. Камăн çĕнмелли пулса астумасăр юлать, ăна пăрçавал тесе, ун карчĕ çине пур вылякансĕм те пĕрер карт хураççĕ.

пăтьăр

(пы̆д'ы̆р), подр. звуку падающего мелкого помета. Курм. Пăтьăр-пăтьăр чăх сысать, карта тăрăх карт картать. Çавă мĕн? — Хăй çонать.

арăмĕш

(?) i. q. арăмĕ, eius uxor, его жена? Кăрт туртмĕш (scr. Турмĕш), куклетмĕш, Ентĕри арăмĕш (lege: apăмĕ) тухатмĕш. (Вăл та пулин енчĕк çăварĕ). Дернет и съёжит, у Андрея жена — колдунья. (Это загадка об отверстии кошелька).

калута

(калуда), колода карт. Кутема.

карт

(карт), рожок для кормления детей. Шибач. Картпа осра. Кормить рожком (ребенка). О сохр. здор. Çаплă ачанăн амăшĕ ачине картпа ĕмĕртет. А. Турх. Карт — рожок для кормления детей. Зверев. Карт тесе, чĕч-ачине ĕмĕртекен ĕмкĕçе калаççĕ. Вишн. 65. Ачасене çитермессеренех карта çуса тасатас пулсан, çуса та çитерес çук (не намоешьсь, не успеешь мыть). Ib. Пирĕн, пĕчĕкçĕ ачасене çитерме, мăйрака çумне ĕне чĕччи çыхса, карт тăваççĕ; вăл карт ăшне сĕт яраççĕ те, ĕне чĕччине ача çăварне хыптараççĕ; ача вара çав ĕне чĕччи витĕр сĕте ĕмет çавăн пек карт ĕмнипе пит нумай ача вилет. Ib. Ача карт ĕмсе тăрансан, амăшĕсем картсене ăçта килчĕ, унта хураççĕ, тата юлнă сĕтне те тăкмаççĕ. КС. Картпа (картран) ĕмтерес — кормить рожком (дитя).

карт

(карт), дыхательное горло. В. Олг. Карт = тип пыр; дыхательное горло.

карт

(карт), карта (игральная). Шибач. Вара она каларĕçĕ картла выллякан хоçисем (хозяева): яр (его), терĕç, вырттăр! Ярчĕçĕ. Хурамал. Шалт ывăнсан, иккĕшĕ, ларса, укçалла картпа выляма тытăннă. Тюрл. Карты: майра, салтак, король, тус; масти: кирпĕç (бубны), хĕрес (трефы), корак (пики), червă (черви). Альш. Чечек (дама), пуртă (валет), стриккох (король), тус. Ib. Хĕрес (трефы), хĕрлĕ курак (чирван), хура курак (пики), чирван чечек (дама червей) еtс. Манăн ятмалла. Мне принимать. Манăн çӳремелле. Мне ходить. Эп тытрăм. Я принял. Эп юлтăм. Я остался. Эп тухрăм. Я вышел. Чечеке стриккухпа витрĕм. Я покрыл даму королем. Ib. Карт пиччĕнĕш — лицевая сторона карты; карт тӳнтерĕш, крап. Ib. Картсене аташтар-ха (хутăштар-ха). Стасуй карты. Сред. Юм. Карт турака тохнă. (Картла выляса никăшне те лармасан калаççĕ.)

карт

(карт), географическая карта. Янтик. Карт çинче Мускава туп-ха!

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).

карт

(карт), сделать зарубку. Чертаг. Тӳрĕ картса пуранă; картса çавăрса пуранă; çавăрса картнă (разные способы срубания сруба). Ib. Çил арманĕ пек картса пуранă (особая манера срубать сруб). Янтик. Кĕтӳçсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме шутласа çӳреççĕ, вара ăсем камăн миçе чунне пĕр патак çине картса паллă тăваççĕ. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашĕн те çаплах. Сурăхсене — 4 сурăхшĕн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулат, çан чул талăк апат çитерес пулат. Сред. Юм. Картнă хĕрĕллĕ тенкĕ; кив кĕмĕл тенкĕн хĕрри картлă полсан, калаççĕ. || Уважать, почитать. Б. 13. Тăлăха картăр. Сĕт-к. Мана никам та картакан çок. Меня никто не уважает, не почитает. Торпк. Ама çури амăшĕ çак первайхи арăмăнчен юлнă ачана картмасть, тет. Актай. Тăххăрмĕш качакине никĕш те картмаççĕ: сан, усалăн тытас-и (где тебя поймать вора)! тесе калаççĕ, тет. || Орау. Хăйне хăй асла картать. Важничает.

карт

зарубка, метка; бирка. N. Тир карчĕ (метка у скорняков, для отличения хозяев шкур). Сред. Юм. Çип пĕветме панă чохне пĕвеçсĕм (siс!) пĕр патака çормаран çорса, çоррине хотăр пĕветме паракана параççĕ, çоррине пĕвекен хотăрсĕн çомне çыхса яраççĕ, çавна карт теççĕ. Б. Олг. Ну шошчăк калат, карт кăларса: сан мĕнче ят? тет. — Эп калатăп: туат ят. Туат ят картат пăрăс (пŏрŏс) çине. Эп паратăп сакăр тенкĕ окçа. Пĕре чалăш картат — пилĕк тенкĕ; виççĕ тӳр картат — сакăр тенкĕ полат. Н. Седяк. Карт, отметка на палках. А. Турх. Карт — череда; 4 овцы = 1 карт; 2 козы = 1 карт; сысна = 1 карт; корова = 1 карт; лошадь = 1 карт (ягнята, телята и жеребята в расчет не принимаются). Ib. Карт: 1) бирка, 2) письмена на бирке, З) череда. Сред. Юм. Карчĕ хоралнă. 1) Почернела палка, на которой отмечают исполненные мирские обязанности. 2) (Так говорят в том случае если) пьяница, раз отказавшись от вина, опять начал пьянствовать. Ib. Эрех ĕçме пăрахнă ĕнтĕ олă, чисти карт тусах. Он дал зарок не пить вина. || Кан. Мăйракасем çинче картсем пулаççĕ. Ib. Картпа карт хушши пысăк пулсан, вăл ĕне нумай вăхăт хĕсĕр çӳренине пĕлтерет.

карт карт

сделать зарубку. Дать зарок, зарекаться. Изамб. Т. Эрех ĕçмессе карт картса пăрахам (дам зарок). Курм. † Çакă яла килмессине торта пуçне карт картнăччĕ, Çимон шонса пăраххĕр.

картлĕ

то же, что картлă. См. карт. М. Сунч. Картлĕ-кĕртлĕ пашалу [В др. месте (ib.): картлă-кĕртлĕ]. См. шыв-шуйтанĕ. Описка?

кулата

(кулада), колода. МПП. || Колода (карт). Янтик. Пĕр кулата карт илсе килнĕ Микула. || Колодец. Чебокс. || Колодка, которая привешивается на шею скотине, чтобы она не убегала со стада; у свиней — намордники. СПВВ. НН. Кулата — кĕтӳрен киле тарса таврăнакан выльăха: ан тартăр, тесе, мăйĕнчен çакса яракан муклашка. || Рааs. 75. Кулата — вилообразная деревяшка на шее свиньи.

колот

(колот), колода (карт). Качал.

колоткă

(-ткы̆), колода (карт). Шибач.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

ӳтрен

отсюда: ӳтрен-йывăç, ӳтрен кăрт.

ӳтрен кăрт

(кы̆рт), непонятн. выраж. Нюш-к. Калмăксем, кушак вилсен: ӳтрен кăрт, тесе, çиеççĕ, тет.

макçи

мак (собств. „его мачок“). Акулево. † Сикрĕм те каçрăм карт орлă (= карта орлă): мăкçи чечек поль, тесе; макçи чечек полмарĕ, похра чечек полса тăчĕ. (Хĕр йĕрри).

Малăй-Карт

назв. леса. Альш. Сĕве еннелле кайсан, вăрман пур; „Малăй-Карт“ теççĕ ăна. Ib. Унтан та Мертлĕ еннерех, хутлăхсем инçех мар, тепĕр пĕчекçĕрех йăрман; ăна Малăй Карт теççĕ. Ib. Етремен леш енĕ Саккаспа Малăй-Карт хушши каллех пирĕн çаранлăх.

маç-маçла

назв. игры. Сред. Юм. Маç-маçла выляс. Пилĕкшер карт валеçсе, кайран саккăрлăпа саккăрлă, çиччĕллĕпе çиччĕллĕ туса, маç яраççĕ. Колота айĕнче пĕр карт курăнса тăрать, ôн ертел карчĕ вара косыр пулать.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

мôскавскилле

род игры в карты („в московские дураки“). Сред. Юм. Пилĕк карт валеçсе, юлашкине еречĕпе уçса пыраççĕ; вара ахаль мôскавскилле выляни маçпа (маçла?) вылянă пикех выляççĕ, çав мôскавскилле выляни.

унтан-кунтан

откуда-либо. N. Унтан-кунтан çыру-мĕн килсен, эсир эпĕ таврăниччен сыхласа усрăр вара. Сред. Юм. Пăртак октан-контан окçа топмасан пôрнма пит канçăр. Орау. Унтан-кунтан вулап. Читаю не попорядку. || Время от времени. Толстой. Вăл эпĕ çитиччен вилнĕчĕ ĕнтĕ, унтан-кунтан анчах кăрт-карт турткаланса, чĕтренсе выртатьчĕ (он). || В том или ином отношении. Юрк. Вĕсенчен унтан-кунтан пĕрте хăрушă пулман.

урмăш

ормăш, измениться в дурную сторону; исказиться И. С. Степ. Урмăшас. IЬ. Õрмăшнă, взбесился. Сред. Юм. Ормăшнă çын, тесе, ĕлĕкхинчен ôлшăнса, осалланса, хĕнесе-çапса çӳрекен çынна калаççĕ. Чăв. й. пур. 11. Вăл кайсан (замуж) вара, тата ытларах урмăшрĕç (стали бесноваться, скандалить). Чертаг. Õрмăшша, ятлаççа çӳрет. Ругается со всяким. Пшкрт. Ормы̆шса, с'ынзан'а вы̆рс'са с'ŏрäт. Как бешеный, всех ругает. Хорачка. Ормы̆шша с'ŏрэт (ĕçсĕрскер) = охмахланса. N. Ормăшша выртать. Бредит. Хурамал. Кучунехи самана урмăшнă самана (= пăсăлнă). СТИК. Куçĕ урмăшса карĕ ĕнтĕ, каллах тытса пăрахать пуль. Глаза опять начинают искажаться (появляется бешеный огонек); наверно, опять будет припадок. || Измениться, пропасть (о голосе). В. Олг. Сасă çĕтсе (ормăшша). Пшкрт. Кы̆чкы̆рма п̚олмаст, ман сазы̆ ормы̆шса ларчы̆. С. Сас ормăшнă. Голос изменился, охрип. || Перемениться (о ветре). Шибач. Çил ормăшрĕ (= çавăрăнчĕ). У др. это выраж. значит: «ветер стал бушевать». || БешеныЙ; помешанный; не слушающий уговоров. Шибач. Ормăш çын (или: ормăшша кайнă). Сбился с пути, намăса пĕлмеçт, ташта та кĕрсе каять (бесстыжий, всюду лезет). || Молодец. КС. Ах, урмăш, карт’урлă пĕреççех сиксе каççа карĕ, (молодец). IЬ. Ах, урмăш, парăнмасть çав! (не поддается). || Так обзывают шалуна. Орау. Ӳксе вилен вăт, урмăш! (безумная башка). Çта хăпарса карăн? (гов. мальчугану). || Ругательство, проклятие (в роде русск, чорт возьми). Орау. Вăсампа çыхлансан, тем курăн, урмăш! Если с ними свяжешься, чорт возьми, беду наживешь!, || В значении наречия. С. Ормăш поплет. Говорит ненормально.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бубны

сущ.множ.
бубнă (карт вăййинче — хĕрлĕ тăваткаллă картсем); козыри — бубны козырьте бубнă

валет

сущ.муж.
валет (карт вăййинчи кĕçĕн кĕлетке); бубновый валет бубнă валет

вольера

сущ.жен., и вольер муж.
вольера, читлĕх (чер чунсене усрамалли сетка карт нулĕм); вольера для лис тилĕ читлĕхĕ

деление

сущ.сред.
1. (син. распределение) пайлав, валеçӳ, пайлану; пайлани, валеçни, пайланни; деление учащихся по классам вĕренекенсене классем тăрăх пайлани
2. (ант. умножение) пайлав; пайлани; знак деления пайлав палли; задача на деление пайлав задачи
3. карт, виçе; деления линейки линейка карчĕсем

десятка

сущ.жен.
1. вуннă («10» цифра тата хисеп)
2. вуннă (карт вăййинче); десятка бубен бубна вуннă

карта

сущ.жен., множ. карты
1. карттă; географическая карта географи картти
2. карт (вылямалли); козырные карты козырь картсем; играть в карты картла выля; сдавать карты карт валеç ♦ ему и карты в руки ку ĕç шăпах ăна валли

козырь

сущ.муж.
козырь (карт вăййинчи аслă тĕс); крести козыри хĕрес козырь; бить козырем козырьпе вит ♦ ходить козырем янкăслан, каçрашкалан

колода

2. сущ.жен.
карт пуххи

король

сущ.муж.
1. король (хăш-пĕр патшасен ячĕ); король Иордании Иордани королĕ
2. патша, король (карт вăййинчи кĕлетке)
3. король (шахматра — тĕп кĕлетке); шах королю короле тапăнни

крыть

глаг. несов.
1. вит, тăрла, тăрă ту; дом крыт шифером çурта шифер витнĕ
2. вит, çап (карт вăййинче); крыть десятку вальтом вунна валетпа вит ♦ ему нечем крыть вăл хирĕç ним те калаймасть

масть

сущ.жен., множ. масти
1. тĕс (лашан); лошадь гнедой масти çӳрен ут
2. масть (карт тĕсĕ); бубновая масть бубнă масть

морщина

сущ.жен.
пĕркеленчĕк, карт, хутланчăк; лицо всё в морщинах сăн-пит пĕркеленсе пĕтнĕ

пики

сущ.множ.
пики, курак (карт вăййинчи пĕр тĕс); десятка пик курак вуннă

трефы

сущ.множ.
треф, хĕрес (карт тĕсĕ); восьмёрка треф хĕрес саккăр

черви

сущ.множ.
червă (карт вăййинчи пĕр ӳкерчĕк тĕсĕ); десятка червей червă вуннă

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дама

дама (1. качча кайнӑ хӗрарӑм; 2. арҫынпа ташлакан хӗрарӑм; 3. майра сӑнлӑ карт).

дёргать

кого, что несов., дёрнуть сов. 1. сасартӑк турт, карт турт, турткала (тилхепене); 2. туртса кӑлар, кӑлар (пӑта), тӑпӑлтар, тӑпӑлтарса кӑлар, кӑша, тат (кантӑр), ҫӑл (курӑк); 3. аптӑрат (чир), ҫиллентер.

дрогнуть

2. пр. -нул сов. 1. чӗтренсе ил, чӗтренсе кай (сасӑ), чӗтрен, карт сик, тӑрлатса ил; 2. чакма тытӑн (тӑшман ҫарӗ).

зарубка

карт, картса тунӑ паллӑ.

карта

1. картта; географическая карта географи картти; 2. карт; игральные карты вылямалли карт.

король

м. 1. король (патша); 2. тузран кӗҫӗнрех карт (вылямалли); 3. шахматри тĕп фигура; 4. перен. пӗр-пӗр промышленноҫри е суту-илÿри капиталист, монополист; нефтяной король нефть королӗ.

масть

ж. 1. тӗс; лошадь вороной масти хура лаша; гнедой масти турӑ лаша; темносивой масти тимӗр-кӑвак лаша; саврасой масти хӑла лаша; буланой масти пӑвӑр лаша; 2. пӗр тӗслӗ вылямалли карт; трефовая масть хӗрес; пиковая масть курак.

надрезать

-ежу сов., надрезать и надрезывать несов. ҫиелтен кӑшт кас, карт.

насечь

-секу, -сечёшь что сов., насекать несов. сӑк, карт, картса хур, ҫиелтен кӑшт касса хур, япалана сӑкса, касса паллӑ ту; карт туса пыр.

отшатнуться

от кого, от чего сов. 1. карт туртӑнса аяккалла пӑрăн; 2. пис, сивӗн, пӑрӑн (камран та пулин).

рванёт

кого, что однокр. разг. 1. карт туртса ил; 2. сасартӑк тапранса кай.

рожок

-жка 1. пӗчӗк мӑйрака; 2. какӑр; тӳт; 3. рожок для кормления грудных детей карт; кормить из рожка картпа ҫитер, ĕмтер.

ставка

1. ставка, штаб; Ставка Верховного главнокомандующего Верховнӑй главнокомандующи ставки (штабĕ); 2. ставка (вылянӑ чухне карт ҫине мӗн чухлӗ укҫа хуни); 3. перен. усӑ курма шутлани, шанса тӑни; контрреволюция делала ставку на кулака контрреволюци кулак çине шанса тӑнӑ; 3. ставка (ĕç укҫи пысӑкӑшӗ); очная ставка куҫа-куҫӑн тӑратса ыйтни.

пика

курак (вылямалли карт).

поплавок

-вка хулкка, вӑлта хулкки, путӑш, вăлта хӑми (хӑййи), пушкӑрт (пушӑ карт) турткӑч, хумкка.

трепетать

-ещу несов. 1. чĕтре, чĕтренсе тăр, вĕлкĕшсе тăр (ялав), мĕлтлет, мĕлтлетсе çун; 2. перен. кăртлат, хумханса чĕтре, хăраса чĕтре; сердце трепещет чĕре кăртлатать, карт сикет.

тыкать

-чу чем во что несов. ткнуть сов. и однокр. тĕрт, тек, карт тĕк, тĕртсе ил, чик, тăрăнтар.

бирка

бирка (карт патакки, тааггак çине картса паллă туни).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

банк

м. 1. банк; государственный банк государство банкĕ; 2. карт. банк (картла вылянă чух тăратнă укçа).

бостон

м. бостон (1. паха йышши пусма товар; 2. ташă ячĕ; 3. карт ваййи).

бубновый

прил. карт, бубна...; бубновый валет бубна валет.

бубны

мн. карт, бубна.

валет

м. карт, валет.

взятка

ж. 1. взятка, серии; 2. карт. выляса илни; ◇ взятки гладки см. гладкий.

вырубка

ж. 1. по гл. вырубить; 2. прост. (зарубка) карт, картнă вырăн; 3. (вырубленное место) ĕшне, хăртнă, пылăх (вăрман каснă вырăн).

дама

ж. 1. хĕрарăм, дама; 2. (в танце) хĕр, хĕрарăм, мăшăр; 3. карт. майра, дама; пиковая дама курак пики) майра; ◇ дама сердца шутл. юратнă хĕрарăм, савни.

девятка

ж. 1. (цифра) тăххăр, тăхăр; 2. карт. девятка, тăххăр, тăхăр.

десятка

ж. 1. (цифра) вуннă; 2. разг. (десятирублёвка) вунă тенкĕ; вунă тенкĕлĕх укçа; 3. (шлюпка) вунă кĕсменлĕ кимĕ; 4. карт. десятка, вуннă; пиковая десятка курак десятка.

дрогнуть

сов. 1. (слегка дёрнуться, шевельнуться) карт сик, чĕтренсе ил; щека дрогнула питçăмарти чĕтренсе илчĕ; от взрыва дрогнула земля взрыв пулнипе çĕр чĕтренсе илчĕ; 2. (задрожать) чĕтренсе кай ил); голос у него дрогнул унăн сасси чĕтренсе кайрĕ; 3. (прийти в замешательство) пăтранса кай, арпашса кай, сехĕрленсе ӳк; толпа дрогнула халăх пăтранса кайрĕ; ◇ рука не дрогнет хĕрхенсе тăрас çук.

ёкать

несов. 1. кăртлат (лаша сули çинчен); 2. разг. (о сердце) карт сик (хăранипе).

жаловать

несов. 1. кого-что чем, кому-чему что, уст. парнеле, наградăла; 2. кого-что, разг. (любить) хакла, хисепле, карт; его все жаловали ăна пурте хисепленĕ; он меня не очень жалует вăл мана питех картмасть; 3. уст. (являться, посещать) кил; сюда жалует сам начальник пуçлăх хăй килет кунта.

зарубить

сов. 1. кого (убить) касса пăрах; 2. что (сделать зарубку) картла, карт, карт ту; ◇ зарубить себе на носу (или на лбу) сăмсу çине картса хур, лайăх астуса тăр.

зарубка

ж. по гл. зарубить 2; 2. (метка) карт, тăмха.

засечка

ж. 1. (зарубка) карт, тăмха; 2. (рана на ноге лошади) лаша ури çинчи суран (урисем пĕр-пĕринпе перĕнсе суранланни).

засечь

сов. 1. что (сделать зарубку) карт, картла, карт ту; 2. что (зафиксировать) палăрт, палăртса хур; паллă ту; ӳкерсе ил; засечь огневые точки врага тăшманăн огневой точкисене ӳкерсе ил (е паларт); 3. что (поранить ногу на ходу) шăйăр, шăйăрса пăрах, суранлат; лошадь засекла ногу лаша урине шăйăрса пăрахнă (хире-хирĕç çапăнтарса).

затёс

м. карт.

затесать

сов. что 1. варта, ил; шĕвĕрт; затесать кол шалча шĕвĕрт; 2. (сделать зарубку) карт, картла, карт ту.

карта

ж. 1. карттă; географическая карта географи картти; астрономическая карта астрономи картти; 2. (игральная) карт; игра в карты карт вăййи; 3. (бланк) карттă; санаторная карта санатори картти; технологическая карта технологи картти; ваша карта бита (или убита) сирĕн ĕç тухмарĕ; раскрыть (или открыть) свои карты шухăш-ĕмĕтӳсене уçса пар; карты в руки пĕлекен çынна ним те мар; смешать (или спутать) карты ĕмĕчĕсене путлантар, пăтăрмах ту; ставить на карту теветкеле.

картёжник

м. разг. картёжник, карт вăйăçĕ.

карточный

прил. 1. карт ⸗ĕ [⸗и]; карт вăййи ⸗ĕ [⸗и]; карточная игра карт вăййи; 2. карточка ⸗ĕ [⸗и]; карточный каталог карточка каталогĕ; карточная система карточка системи.

козел

м. 1. качака таки; 2. (горный) качака; сибирский козёл Çĕпĕр качаки; 3. карт. качака; играть в козла качакалла выля; 4. спорт. качака (сикмелли хатĕр); козел отпущения çын айăпĕшĕн хур куракан çын; как от козла молока качака такине сунă пек; драть козла, петь козлом качака пек çухăр (начар юрла); пустить козла в огород качакана купăста картине яр.

козырной

прил. козырь..; козырная карта козырь карт.

козырь

м. карт, козырь; бить козырем козырьпе çап; ходить с козыря козырьпе кай (е çӳре); ходить козырем каçăрăлса çӳре, мăнаçланса çӳре.

козырять

несов. разг. 1. карт, козырьпе çӳре; 2. чем, перен. (хвастаться) мухтан.

колода

ж: карт. колода (вылямалли картсен комплекчĕ).

король

м. король (1. феодаллă е бурждаллă çĕршывсенчи монарх титулĕ; 2. карт вăййинчи тузран кĕçĕнрех карт; 3. шахмат ваййинчи тĕп фигура; 4. перен. промышленноçăн пĕр-пĕр отраслĕнчи е суту-илӳри монополист).

лад

м. 1. разг. (согласие) йĕрке, килĕшӳ, лат; жить в ладу килĕшӳллĕ пурăн; идти на лад лата лар; 2. (способ, образ) май, манер, лат, евĕр; на свой лад хăйне май, хăйне евĕр; одеваться на русский лад вырăсла тумлан; на новый лад çĕнĕлле, çĕнĕлле майпа; 3. муз. (тональность) кĕвĕ, çеме, йĕрке; попасть в лад кĕвве кĕр; 4. обычно мн. лады (на грифе гитары, балалайки) пускăч, карт (гитара, тăмра çинчи); перебирать лады пускăчсене тĕрĕслесе тух; 5. обычно мн. лады (клавиши гармоники, баяна) пускач (хуткупасан, баянăн); ◇ дело идёт на лад ĕç ăнса пырать; ни складу ни ладу килĕшӳсĕр, тăрлавсăр; в ладу туслă, килĕшӳллĕ.

масть

ж. 1. тĕс (лашан); лошадь гнедой масти тур лаша; 2. карт. масть, карт тĕсĕ; ◇ одной масти, под одну масть пĕр евĕр, пĕрешкел; всех мастей пур тĕрлĕ; в масть, под масть майлă, юрăхлă; не в масть, не под масть мая килмест, юрăхсăр.

мера

ж. 1. виçе; мера длины вăрăмăш виçи; 2. (предел) виçе, чикĕ, карт; знать меру виçине пĕл; 3. хисеп, виçе; мера вины мĕн тери айăплă пулни; 4. (мероприятие) мера; принять меры мера йышăн; 5. уст. пăтавкка; мера овса пĕр пăтавкка сĕлĕ; ◇ без меры виçесĕр, шутсăр; в меру виçеллĕ, шăпах, чух кăна; не в меру, сверх меры, через меру ытлашши; ни в коей мере кăшт та; по крайней мере см. крайний; по меньшей мере см. меньший; по мере сил см. сила.

метать

несов. 1. что (кидать) ывăт; метать камень чул ывăт; 2. что (раскидывать) сапала, тăк; 3. кого-что сап (вăлча), çурат; рыба мечет икру пулă вăлча сапать; свинья мечет до 15 поросят сысна 15 çăвăр таран тăвать; 4. что и без доп., карт. карт салат; 5. что, с.. хыв, купала; метать стог капан хыв; ◇ рвать и метать см. рвать; метать жребий шăпа яр; метать громы и молнии аçа-çиçĕм кăлар (хытă ятлаç).

морщина

ж. пĕркеленчĕк, карт, хутлам (пит-куç çинчи).

надрез

м. 1. по гл. надрезать; 2. (надрезанное место) карт, каснă вырăн.

надрезать

сов. что кăшт кас (е тат), карт.

надсечка

ж. 1. по гл. надсечь; 2. (зарубка) пĕчĕк карт, картнă вырăн.

надсечь

сов. что карт, картса ил.

нарез

м. карт; винтовой нарез винт карчĕ.

нарезать

сов. 1. что, чего кас, тура, вакла; нарезать хлеба çăкăр кас; 2. что (сделать нарезы, резьбу) кас, карт; нарезать винт винт кас; 3. что, чего (отвести участок земли) касса пар; валеçсе (е пайласа) тух; 4. что, чего татса (е касса) ту; нарезать букет цветов чечек çыххи ту.

начертить

сов. что, чего ӳкерсе ту (е тултар); начертить много карт карттăсем нумай ӳкерсе тултар.

очко

с. 1. (значок) очко (вылямалли карт е шăмă çинчи паллă); 2. (в играх, спорте) очко (хисеп единици); 3. прост. (карточная игра) очко, картла вăйă; 4. с.-х. (у растения) папак; 5. спец. (отверстие) куç, шăтăк; 6. полигр. очко (пĕр-пĕр ӳкерчĕклĕ типографи литерĕ).

пас

м. в знач. сказ. 1. пас!, вылямастăп! (карт вăййинче); 2. перен. разг. ĕç тума пултарайманни, килĕшменни; я пас манран пулмасть.

пасовать

несов. 1. карт. пас те, вылямасăр ирттерсе яр; 2. перед кем-чем и без доп., перен. хăра, парăн, чак; пасовать перед трудностями йывăрлăхсенчен хăра.

пасьянс

м. карт. пасьянс (картсене паллă йĕркепе хурса тухмалли вăйă).

передёрнуть

сов. 1. что туртса ил (е куçар, яр, хуп); передёрнуть затвор винтовки винтовка затворне туртса хуп; передёрнуть вожжи тилхепене туртса ил; 2. чем хускатса ил (е яр); лошадь передёрнула ушами лаша хăлхисене хускатса илчĕ; 3. кого-что, безл. çӳçентерсе ил (е яр); меня передёрнуло от отвращения йĕрĕннипе çӳçенсе илтĕм; 4. что и без доп., карт. разг. ултала, вăрттăн улăштар (карт); 5. что (подменить) пăсса кăтарт (фактсене).

перекрыть

сов. что 1. (заново, ещё раз) çĕнĕрен вит, пăсса вит; 2. (сделать перекрытие) виттине (е тăррине) ту, вит, тăрла; 3. карт, вит; перекрыть валета тузом валета тузпа вит; 4. перен. разг. (превзойти) ирт, ирттер, мала тух; перекрыть старые нормы кивĕ нормăсенчен ирттер; 5. (сделать преграду) пул, картла, пĕвеле; перекрыть Волгу Атăла пĕвелесе ларт.

пересдать

сов. что 1. (сдать внаём ещё раз или кому-л. другому) тепĕр хут (е çĕнĕрен, урăххине) пар (е яр); пересдать квартиру хваттере урăххисене яр (пурăнма); 2. карт. (сдать заново) çĕнĕрен (е тепĕр хут) валеç; 3. разг. (экзамен, зачёт) çĕнĕрен (е тепĕр хут) пар (е тыт).

перетасовать

сов. что, карт, пăтрат, хутăштар.

пики

мн. (ед. пика ж.) карт. курак, пика.

пиковый

прил. карт, курак..; пиковая дама курак майра; ◇ остаться при пиковом интересе нимсĕр тăрса юл.

подсечка

ж. карт туртни (вăлтапа пулă кăларнă чух); сделать подсечку карт турт.

пометить

сов. что паллă ту, çыр, карт.

помыкать

несов. кем хăвала, ирĕксĕрле, ан карт.

порядок

м. 1. йĕрке, йĕркелĕх, тирпей, ĕрет, тăрлав; следить за порядком йĕркелĕхе асăрха; приводить книги в порядок кĕнекесене майла; наводить порядок во дворе картишне тирпейле; нарушать порядок йĕркене пăс; навести порядок тирпей кӳр; 2. чего (общественное устройство, строй, обычай) йĕрке, йăла; порядок жизни пурнăç йĕрки; крепостные порядки крепостла йĕрке; 3. (последовательность чего-л.) йĕрке, ĕрет, черет; алфавитный порядок алфавит йĕрки; сосчитать по порядку ĕретрен шутласа тух; рассказывать по порядку йĕркипе каласа пар; в порядке очереди черетпе; 4. (способ, метод, правила) йĕрке; порядок голосования сасăламалли йĕрке; обрядовый порядок вере; брать в принудительном порядке вăйпа ил; 5. обычно в род. п. с определением карт, шай, мĕнлелĕх; явления одного порядка пĕр картри япаласем; 6. (военное построение) йĕрке; строевой порядок строй йĕрки; 7. обл. (одна сторона улицы) йĕрке, рет, ен; улица в два порядка икĕ ретлĕ урам; ◇ в административном порядке администраци йĕркипе; призвать к порядку йĕркене кĕрт; в порядке йĕркеллĕ, йĕркеллех; в порядке вещей çапла пулмалла та; для порядка 1) (для его поддержания) йĕрке тытма, йĕркешĕн; 2) (для соблюдения правил) йăлишĕн, йĕркишĕн, ячĕшĕн; своим порядком хăй майĕпе (е йĕркипе).

почитать

несов. кого-что (чтить) хисепле, сума су, уя, хисепе (е чыса) хур, чысла, карт; его никто не почитает ăна никам та картакан çук; почитать старших аслисене хисепле; быть почитаемым сумлă пул; почитать за человека çын вырăнне хур.

предел

м. 1. (рубеж) чикĕ, лапкăш, хушă, çĕр, çĕршыв; имеющий предел вĕçĕмлĕ; нет предела вĕçĕ-хĕрри çук; за пределами города хула тулашĕнче; покинуть пределы страны çĕршывран тухса кай; в пределах пяти лет пилĕк çул хушшинче; 2. (границы чего-л.) карт, чикĕ, виçĕ; выйти из пределов чикĕрен (е виçерен) тух; 3. (крайняя степень) чикĕ, ⸗са [⸗се] çитни, вĕçĕ; предел мечтаний чи пысăк ĕмĕт; стать тонким до предела çӳхелсе çит; наполнить что-л. до предела тулли тултар.

пренебречь

сов. 1. кем-чем (проявить презрительное отношение) шута (е хисепе, çын вырăнне) ан хур, ан карт; 2. чем (оставить без внимания) шута (е хисепе) ан ил, ан карт, ан хакла; пренебречь советом канша шута ан ил.

преферанс

м. карт. преферанс.

прикупить

сов. кого-что, чего татах ил, кăшт туян; тепĕртак ил (карт вăййинче).

разметить

сов. что паллă ту, паллă туса тух, карт, картса тух, сăхă ту.

разметка

ж. 1. по гл. разметить; 2. (метка, знак) сăхă, карт, паллă.

рамка

ж. 1. рамка, пĕчĕк рама; фотография в рамке рамкăри сăнӳкерчĕк; 2. мн. рамки перен. (пределы, границы) чикĕ, йĕрке, карт; держать себя в рамках хăвна йĕркеллĕ тыт, йĕркерен ан тух.

рвануть

сов. 1. кого-что и без доп. (сильно дёрнуть) карт турт, хытă турт; 2. разг. (резко тронуться с места) сасартăк тапранса кай, карт хускалса кай, ыткăн.

рвануться

сов. и однокр. разг. ыткăн, карт туртăн; лошади рванулись вперёд лашасем малалла ыткăнчĕç.

рожок

м. 1. (мн. рожки) уменьш. см. href='/s/рог'>рог; 2. (мн. рожки) муз. какăр, тӳт, шăхличĕ; 3. (мн. рожки) (для кормления) карт, ĕмкĕч; 4. (мн. рожки) (для надевания обуви) калак; 5. (мн. рожки) (макаронные изделия) рожки; ◇ остались рожки да ножки юлманпа пĕрех.

рывок

м. карт туртни, карт туртăнни; рывок вперёд малалла карт туртăнни.

складка

ж. 1. пĕрме, пĕрмече; юбка в складку пĕрмечеллĕ юбка; 2. (прямолинейный сгиб) йĕр, хуçланчăк, хутлам; складки на брюках шăлавар хутламĕ; 3. (волнистый изгиб) хутланчăк, хутлам; 4. (на коже, теле) хутлам, карт, пĕркеленчĕк; 5. геол. хутлам.

снять

сов. 1. что (взять сверху) ил; снять с полки книгу çӳлĕк çинчен кĕнеке ил; 2. что (при раздевании) хыв, салт, хывса ил; снять пальто пальто хыв; снять обувь ура салт; 3. что (отменить) пăрахăçла; сирсе пăрах, ил; снять блокаду блокадăна сирсе пăрах; снять карантин карантина пăрахăçла; 4. что (удалить) сӳ, уйăр, хăпăт, сӳсе (е уйăрса, хăпăтса, касса, шăлса, сăтăрса) ил; снять шкуру тирне сӳсе ил; снять волосы çӳç кас; снять грим гримне шăлса ил; 5. что (убрать, собрать) ил, пуçтарса ил; снять урожай тырпул пуçтарса ил; 6. кого-что, воен. (отозвать, удалить) (чĕнсе) ил, илсе кай; вĕлер, (вĕлерсе) пĕтер; снять часовых противника тăшман часовойĕсене вĕлерсе пĕтер; 7. кого-что (с парохода, поезда и т. п.) антар, антарса хăвар, кăлар; снять безбилетного пассажира билетсăр пассажира антарса хăвар; 8. кого (отстранить, освободить) хăтар, кăлар; снять с работы ĕçрен хăтар; 9. что (отменить) кăлар, ил, хăтар, хурат; снять вопрос с повестки дня ыйтăва кун йĕркинчен кăлар; снять с учёта учётран хурат; 10. что (точно воспроизвести) ил, туса (е çырса, ӳкерсе, виçсе) ил; снять копию с документа документ копине туса ил; снять мерку виçсе ил; 11. кого-что (запечатлеть, воспроизвести) ӳкер, ӳкерсе ил; снять кинокартину кинокартина ӳкер; 12. что (взять внаём, нанять) тара ил; снять комнату пӳлĕм тара ил; 13. что и без доп., карт. тĕк, илсе хур (карт валеçнĕ чух); снять голову с кого-л. пуç кас (хытă айăпла); как рукой сняло çийĕнчех иртсе кайрĕ.

содрогаться

несов. 1. (дрожать) чĕтре; 2. (сильно вздрагивать) чĕтренсе ил, карт (е шарт) сик; 3. перен. (от ужаса, отвращения) çӳçенсе ил, чĕтренсе ил.

сорваться

сов. 1. (о чём-л. прикреплённом или висящем) татăлса кай (е ан, ӳк), йăтăнса ан, ӳк, уйрăлса кай (е ӳк), вĕçерĕнсе кай (е ӳк), тухса кай (е ӳк); картина сорвалась со стены картина стена çинчен татăлса аннă; 2. перен. разг. (внезапно потерять самообладание) тулхăрса (е кăтăрса) кай; 3. (быстро покинуть своё место) тапса сик, ыткăн, вирхĕн; 4. (внезапно раздаться, прозвучать) илтĕнсе кай, персе яр, тухса кай (сăмах); 5. (испортиться, повредиться) татăлса кай; резьба сорвалась карт татăлса кайрĕ (винтăн) 6. перен. разг. (не удаться, не состояться) мая ан кил, ăнăçсăр пул, ан тух, ан пул; дело сорвалось ĕç тухмарĕ; 7. перен. разг. (потерпеть неудачу) такăн, ан ту; он сорвался на экзамене вăл экзамен тытайман; ◇ голос сорвался 1) (прервался от напряжения) сасă татăлчĕ; 2) (перешёл из одного тона в другой) сасă улшăнчĕ; как с цепи сорвался сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытă пек, урнă пек.

судорожный

прил. шăнăр туртнă, карт сиксе (е туртăнса) илекен; судорожное вздрагивание карт-карт туртăнса илни.

тасовать

несов. что пăтрат, хутăштар; тасовать карты карт хутăштар.

трепетать

несов. 1. чĕтре, вĕлкĕш, варкăш; флаги трепещут ялавсем вĕлкĕшеççĕ; 2. за кого-что и без доп., перен. (тревожиться) пăшăрхан, шиклен; 3. перен. (испытывать волнение) хумхан, хумханса чĕтре, кăртлат, карт сик; сердце трепещет чĕре кăртлатать; 4. перед кем-чем, перен. (испытывать страх) чĕтре, хăра, хăраса тăр; все перед ним трепещут пурте ун умĕнче хăраса чĕтреççĕ.

трефовый

прил. карт. треф, хĕрес; трефовый король хĕрес король.

трефы

мн. (ед. трефа ж.) карт. треф, хĕрес (карт ячĕ).

тройка

ж. 1. разг. (цифра) виççĕ, «3» цифра; 2. (отметка) виçсе, «виççĕ» паллă; 3. карт. виççĕллĕ карт, виççĕ; 4. разг. (костюм) тройка (пиншак, шăлавар, жилет); 5. (лошадей) тройка, виç лаша; 6. (комиссия) тройка (виçĕ çынлă комисси).

ход

м. 1. (движение) çӳрени, утни, чупни, пыни, кусни; идти, разговаривая на ходу калаçса ут; поезд замедлил ход поезд хулленрех кайма тытăнчĕ; работа идёт полным ходом ĕç вĕресе кăна тăрать; 2. перен. (развитие, течение чего-л.) вăхăт, тапхăр; ход событий ĕçсен аталанăвĕ; в ходе сражения çапăçу вăхăтĕнче; 3. (в игре) çӳрени, кайни; ход тузом карт. тузпа çӳрени; ход белых шахм. шуррисен çӳремелле; 4. (вход, переход) алăк, кĕмелли-тухмалли (е çӳремелли) вырăн, çул; парадный ход пысăк алăк; чёрный ход хыçалти алăк; потайной ход вăрттăн алăк; подземный ход çĕр айĕнчет çул; ◇ на ходу хăвăрт, ал-хапăл; полный ход! хăвăрт!, кайнă таран!; пешим ходом çуран; своим ходом идти (или следовать) хăй майĕпе пыр (ĕç); ходу дать тар, тара пар; дать ход (чему-л.) 1) ĕçе пуçла; 2) ярса пар, çитер (кирлĕ çĕре); не дать ходу кому-л. çул ан пар, чармантарса тар; пойти в ход ĕçе кай; пустить в ход ĕçе яр; дело пошло ход ĕç кайрĕ; знать все ходы и выходы тĕплĕн пĕл, лайăх пĕл.

чёрви

мн. карт. червă (карт ячĕ); ходить с чёрвей червăпа тух.

червонный

прил. карт, червă..; червонный валет червă валет.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

ватă

карт

старик

карт, бабай

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

патак

[padak]
bastono
вăрăм патак — longa bastono
патак çине таян — apogi sin je bastono
патак çи — esti batita (de iu), побоям
патак çитер — bati (iun)
карт патакки — etikedo, linga bastoneto
ялав патакки — flagstango

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

асатте

«мой дедушка со стороны отца». Образовалось из словосочетания аслă атте букв. «старший отец»; ср. казах. улы ата, к. калп. улкен ата, башк. олатай (оло «старший»), кирг. чон ата «дедушка» (букв. «старший, большой отец»); ног. карт атай (карт «старый», «старик») «дедушка».

карчăк

«старуха»; тат. карчык, башк. карсык «старуха»; башк., тат., кирг., казах., карач. карт «старик»; Замахш. кары «старик»; уйг. кера, узб. кари «старый»; «старик»; «стареть»; др. тюрк. кары «старый»; «стареть»; АФТ кары «стареть»; кирг. кары, к. калп. карры «старый»; картай «стареть»; тур, кары «жена»; «женщина». В чув. карчăк стоит одиноко, по-видимому, заимствовано от татар.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Пуç каçăрт

Пуç каçăрт задирать / задрать голову (гордиться, важничать); син.: пуçа ух, пуçна асла хыв, кăкăра каçăрт, хăвна ху çӳле тыт, хăвна ху асла [пысăка] хур, хăвна асла карт.
Каçăртать пуль-ха пуçне, Ан шарла. П. Хусанкай. Эсĕ ху пуç каçăртса çӳретĕн, Элеке ĕненетĕн, иçмасса. Вĕçев. Пуçлăх каллех парада тухнă салтак пек пуçне каçăртнине курсан, Мышкин хĕпĕртесе ӳкрĕ. М. Кипек.

Пуçа асла хур

Пуçа асла [мăнна] хур [хыв] ставить себя высоко, быть высокого мнения о себе; син.: хăвна ху çӳле тыт, хăвна ху асла карт, хăвна ху асла [пысăка] хур.
Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. Пуçа мăнна хурса, Пит чаплă выставка курса, Мăнттайпала Шалттай çӳреççĕ. А. Кăлкан. Пуçне асла хывакан Çăлтăр-çăлтăр генерал, Тăппи-таппи утакан Икĕ ярăм полковник Кашта çинчи чăхсем пек Ларнă сĕтел хушшине. М. Тăхти.

Хăйне хăй асла карт

Хăйне хăй асла карт важничать, мнить о себе, напускать на себя важность; син.: пуçа каçăрт, пуçа çӳле хур, хăйне хăй асла [мăнна, пысăка] хур.

Чĕре кăрт турĕ

Чĕре кăрт (карт) турĕ сердце дрогнуло у кого. Чĕрем кăрт! турĕ, йĕр çине ӳке пуçларăм. С. Шавли.
Ивановăн чĕри карт! турĕ. Л. Артемьев.

Ят тухать

Ят тухать (тухрĕ) 1. призывается на военную службу кто. 2. распространяется дурная (худая) слава о ком-чем; распространяется слух, молва о ком-чем; 3. зовут кого.
1. Кĕркунне пирĕн те ят тухрĕ. А. Артемьев. Татăлса йĕрсе юрлатчĕ Ят тухсан çын ун чухне. П. Хусанкай. 2. Манăн юлташ çинчен ялта ят тухать. Вăл ĕçлет пĕр виç çул Комсомол ячейкинче, Тухнă «Павăл — камсамул» Тенĕ ят ял хушшине. Я. Ухсай. 3. Хăравçă этем ячĕ тухсанах Сикет кăрт! пырать сĕтел патнелле. С. Элкер. Акă тинех Мишшан та ячĕ тухрĕ. Ю. Званацкий.

Этимологи словарĕ (1996)

паттăр

храбрый, смелый; здоровый, сильный; богатырь, храбрец, силач.

Производные формы: паттăрла- бодрить, подбодрять; паттăрлан- стать сильным, стать храбрым; паттăрлăх храбрость (Ашм. Сл. IX, 137-138).
Тюркские соответствия: тел. паттыр герой, победитель; каз., кирг., туркм., хив., крым. батыр храбрый; геройский; герой; сильный (каз.); др.-тюрк. батур герой, храбрый; карТ., ком. бађатыр герой; смелый; карТ. бађатырлых (бађатыр + -лык) сила, могущество (Радл. Сл. IV, 1180, 1449, 1511); як. баатыр храбрый, богатырь.
Монгольские соответствия: п.-монг. baγаtur, монг. баатар, бур. баатар богатырь; герой.
Тунгусо-маньчжурские формы: эвенк. багади, сол. баатар, эвен. баγатир, ороч. баату, батури, нан. баатор, маньчж. батору ~ батуру богатырь; герой; храбрый (ТМС I, 61—62); калм. баатр (баатър) богатырь; герой; п.-монг. baγаtur > > перс, рус; > тюрк. batur, енис.- ост. baha герой (Ramstedt КWb, 38).
Мар. патыр богатырь, силач / удм. батыр тж. / венг. bator смелый (< тюр.) (Федотов ЧМЯВ, 207); мар. паттырлык смелость, храбрость, отвага (< чув.). Рус богатырь < др.-тюрк. *baγаtur (откуда и венг. bator смелый) (Фасмер ЭСРЯ I, 183).
См. Егоров ЭСЧЯ, 144.

Çавăн пекех пăхăр:

кăрслаттар кăрст кăрт кăрт-кăрт « кăрт-карт » кăртă-картă кăртăнкă Кăртăр кăртăш кăртăш пулă

кăрт-карт
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150