Шырав: куллен

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

дневник

1.
дневник (куллен çырса пыни)
ăмăрту дневникĕ — дневник соревнования
çутçанталăк дневникĕ — дневник природы
дневник çырса пыр — вести дневник

кахал

ленивый
с ленцой
разг.
кахалтан кахал — лодырь из лодырей
ял кахалĕ — бран. первый лодырь в деревне
Кахала куллен уяв. — посл. У лентяя что ни день, то праздник.
◊ кахал апачĕ — полдник

кирлĕ

нужно, необходимо, надо
куллен кирлĕ таварсем — товары повседневного спроса
кирлĕ вăхăтра — в нужное время, в надлежащий срок
кирлĕ хутсем — необходимые документы
кирлĕ кăтартусем — надлежащие указания
кирлĕ мар — 1) ненужный 2) не нужно, не надо
кирлĕ мар ун пек тума — не надо так делать
кирлĕ мара калаç — говорить глупости, нести ерунду
кирлĕ пек — надлежащим образом
кирлĕ пек усă кур — использовать по назначению
кирлĕ пулĕ — пригодится, понадобится
кирлĕ таран — сколько нужно, вволю
çумăр кирлĕччĕ! — дожди бы надо!
мĕн кирлĕ сана? — что тебе надо?
мĕн кирлине пĕтĕмпех илĕр — возьмите все необходимое
Хуçăлнă пуртă аври çичĕ çултан кирлĕ пулнă. — посл. В жизни и ломаное топорище пригодится.

куллен

ежедневно, каждый день, повседневно
с каждым днем
изо дня в день

куллен кирлĕ япаласем — предметы повседневного обихода
куллен тухса тăракан  хаçат — ежедневная газета
куллен ĕçе çӳре — ежедневно ходить на работу
хулара пурăнакансен йышĕ кулленех ӳссе пырать — число жителей города возрастает с каждым днем

куллен-кун

то же, что куллен

пăх

10.
смотреть, следить, наблюдать
кĕтӳ пăх — пасти стадо
пăхса тăр — 1) стоять и смотреть, наблюдать 2) присматривать (постоянно)
машинăсене куллен пăхса тăмалла — за машинами требуется повседневный уход

пул

2.
быть, являться
çарта вăл рота командирĕ пулнă — в армии он был командиром роты
колхоз председателĕ пулнă çын — бывший председатель колхоза
агроном пулнă май вăл куллен уй-хирте çӳрет — являясь агрономом, он ежедневно бывает на полях
Болгарие вăл делегаци руководителĕ пулса кайрĕ — он поехал в Болгарию в качестве руководителя делегации

тавар

товарный
апат-çимĕç таварĕсем — продовольственные товары
каякан тавар — товар повышенного спроса
куллен кирлĕ таварсем — товары повседневного спроса
промышленность таварĕсем — промышленные товары
хуçалăх таварĕсем — хозяйственные товары
чи кирлĕ таварсем — товары первой необходимости  
тавар ăслăлăхĕ — товароведение (тавар тĕсĕсемпе пахалăхĕсене тĕпчени)
тавар ăслăлăхĕ факультечĕ — товароведческий факультет
тавар пуйăсĕ — товарный поезд
тавар çаврăнăшĕ — товарооборот, товарное обращение
тавар ылмашăвĕ — товарообмен
тавар илекенсем — 1) покупатели 2) потребители
тавар кур — завезти товары
тавар парса тăр — поставлять товары
тавар тăратакан — поставщик
тавар сутăнмасăр выртни — затоваривание
тавар туса кăлар — производить товары

тăхăн

3.
носить, снашивать, изнашивать
тăхăнса çӳре — носить, ходить в чем-л.
тăхăнса çуремен — неношеный
тăхăнман — неношеный
тăхăнса çĕт — износить
тăхăнса пĕтер — износить
куллен тăхăнмалли тум — повседневная, будничная одежда
тăхăнса çӳренĕ — потертый, ношеный, бывший в употреблении
пушмака тăхăнса шалпарлат — разносить ботинки

ту

II. глаг.

1.
делать
мĕн тăватăн? — что ты делаешь?, чем ты занимаешься?
анализ ту —
1) делать анализы (в лаборатории)
2) анализировать (напр. статью)
йăнăш ту — делать ошибки, ошибаться
сăтăр ту — наносить вред, вредить
суд ту — вершить суд, судить
усал ту — делать, творить зло
ырă ту — делать, творить добро
тума шухăшла — намереваться делать что-л.

туса пĕтер —
1) завершить, кончить делать что-л.
уй-хир ĕçĕсене туса пĕтер — завершить полевые работы
2) понаделать, сделать много чего-л.
йăнăшсем туса пĕтер — понаделать ошибок

туса пыр —
1) прийти, сделав что-л. предварительно
шкула сапатсем туса пыр — явиться в школу, приготовив уроки
2) делать что-л. регулярно, систематически, постоянно
сăнавсене куллен туса пыр — регулярно вести наблюдения

туса çитер —
1) завершать, доделывать, доканчивать
2) успевать делать что-л.

туса тултар — понаделать, сделать много чего-л.
кукăль туса тултар — понапечь пирогов

Ут тăвать те вăкăр çиет. — посл. Конь производит, да бык изводит (о расходовании средств, добытых чужим трудом).

Вĕлле хурчĕ пĕччен нумаях пыл тăваймĕ.
посл. Одна пчела много меду не насобириет.

Ĕçне тумасăр ан мухтан — погов. Не сделав дела, не хвались. (соотв. Не говори гоп, пока не перепрыгнешь).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

куллен

син.: кулен
ежедневно
кулленхи — ежедневный

пурăн

жить, существовать, находиться
пурăнăç-парăнăç — жизнь
лайăх пурăнатăн-и? — как поживаешь?
старикĕн пурăнасси нумай йулмарĕ ĕнтĕ — старику осталось уже недолго жить
пурăнмалăх — достаточный на прожитие
пурăнмалăх çук — нечем жить
епир пурăнан пурăнăçăмăрта куллен мĕн тунине асăрхаса пырсан ак мĕне вĕренетпĕр — если мы в нашей жизни будем наблюдать за тем, что делается ежедневно, то мы научаемся следующему
кайран пурăна-киле... — потом, после некоторого времени...
пурăнăç пурăнасси çăмăл (ансат) мар — не легко жить на свете
мĕн çурхи вăхăта Хусанта ирттертĕм — всю весну я прожил в Казани
ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнас çине, кил, çыртарар шур хут çине... — иди: напишем на бумаге, что мы век будем жить вместе
ху пурăннă кун-çулта — в течении твоей жизни
пĕрле пурăннипе мĕн çитĕ? — а что может сравниться с дружной жизнью вместе?
пурăнăç ыйт — здороваться (”спрашивать о жизни”)
пурăнăç çулĕ — жизненный путь
пурăнса çит — дожить
çын пурăнăçне çыракан — биограф
ырă курса пурăнни — благосостояние

çухат

терять; сгубить; килĕнче Йаккăва çухатнă, ăна ашшĕсем куллен шыранă – дома хватились Иакова и родители ежедневно искали его; çухатни – потеря; айăпне çухат – загладить вину; укçуна ан çухат – не теряй денег; хĕре çухатрĕç – сгубили девушку.

201 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сенкер

(сэнг'эр), голубой (цвет). Моркар. Сенкер тĕслĕ кĕпе (тотăр), цвета медного купороса. Юкр. Сенкер, цвет купороса. N. Сенкер кĕпе, голубая рубаха. СПВВ. ЕХ. Сенкер — шупка кăвак. Баран. 85. Сенкер чечек. С. Алг. † Куç харшисем хура, куçсем сенкер, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Кильд. † Сенкер тутăр эп илтĕм, куллен-кунах эп çыхрăм. N. † Тиреесчĕ ал çыхи, сенкер тĕслĕ шăрçа çук. Кĕвĕсем. Пур пур шăрçи пур те пур, сенкер тĕсли пĕри çук. Ск. и пред. 8. Симĕс тукмак аллинче, сенкер сăнă хыçĕнче. || Назв. краски. Сред. Юм. Çипе сенкере чиктертĕм. (Пит кăвакартман кăвак çип).

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

çитер

понуд. ф. от гл. çит; доставить, довезти. Шурăм-п. Лаши аран утать, Ишеке ултă сехетрен тин çитерчĕ. Регули 81. Ман онта çитерес, онтан вăлсам исе каяççĕ. Б. Ятгильд. † Пичче мана усатса яр, уй-хапхи патне çитерсе яр. Юрк. Часах Карачăмне хыпар çитереççĕ. Кратк. расск. 20. Сывă халлĕн сан патна çитермесессĕн, санăн умăнта эпĕ ĕмĕрех айăплă пулăп, тенĕ. Пазух. Çичĕ тавлăк хушшинче çитмĕл киле çитерчĕ. Альш. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă каçарăр, çитес çĕре çитиччен çитерĕр. || Доносить. N. Ман сăмаха итлемесессĕн, сан çинчен уеса сăмах çитерĕп, тенĕ. || Доставлять. Тайба-Т. Кан. Хаçат-шурналсене вăхăтра çитерсе памасть (не доставляет). || Заставлять ходить, отсылать. N. Сĕтел кутĕнчен сĕтел кутне çитерет. Заставляет ходить от стола к столу (в канцелярии, не обьяснив толком, куда надо обратиться). || Удовлетворить. N. Вĕсен кăмăлне мĕнле çитерес-ши? || Сделать так, чтобы было достаточно. Юрк. Хуларан килнĕ тăванĕ укçапа таврăннă-тăр, тесе шухăшласа, хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ: куллен укçа кирлĕ, ниепле те укçа çитерсе пулмаст. Ирĕксĕр киле килтĕм. Кунта эсир ялта аван пурăнатăр пулĕ? тет. N. † Сиртен ытла савнă çыннăм çук, çитмен пулсан çитерĕр. Такмак. Çитмен пулсан çитерĕр, ытла пулсан ан айăплăр. || Ск. и пред. чув. З6. Çавăн пек хитре хĕре те тиркесессĕн, çын кулĕ. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет. || Истратить до копейки. Кан. Гата ӳсĕрличчен ĕçсе икшер лашапа урам тăрăх чупса çӳреççĕ. Çапла пĕтĕмпе 600 тенкĕ укçана çитереççĕ те, çĕрне кăлармасăрах, киле (домой) пăрахса тараççĕ. || Напастись. N. † Пирĕн аттен виç ывăл, ăстан калош çитерес (где напасешься на них калош!). || Исполнить. N. Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр. N. Халĕ ĕнтĕ вăл сирĕн пӳрнĕ ырăлăхне çитерсе пачĕ. N. Хăй çинчен каланине те туса çитернĕ (quaecumque de ipso praedicta errant implevit). || Доводить до... N. Хăйне хĕнесе суранлантарса пĕтернĕ те, вилес патне çитерсе пăрахса кайнă (избили чуть не до смерти, бросили и ушли). Орау. Ма апла нумайччен тытать-ши вăл? Çур-çĕре çитересех темеçт-и? Зачем он так тянет? Не хочет ли просидеть до двенадцати? N. Алла çамка çине, кăкăр çине, тата хул-пуççисем çине çитерменни аван мар. || Довести до конца (время). Яргуньк. Килте çав ача амăш макăрса çулталăк çитерчĕ (проплакала год), тет. Яжутк. Шăнкрин вара çулталăк çитерсе тухрĕ, тет. Толст. Пĕчĕкçĕскере, ниепле те урана çитерсе пусаймарăм. || Успевать. Изванк. Ĕлĕк пирĕн ялта кунран-кун выльăхсем нумайçем нумай вилсе пыраччĕç. Пытарса çитерме те çукчĕ (не успеваешь хоронить). || В качестве вспомог. гл. К.-Кушки. Епле эсĕ сехете ку кунччен упраса çитертĕн? Как ты сберег до сих пор часы? Кан. Халăх хушшинче ĕçлесси майланса пырать, çулталăк хушшинче таврари хресченсен выльăхне кăтартса çитернĕ. Изамб. Т. Эсĕ ку япалана киле çĕклесе çитереймĕн (не донесешь). ППТ. Шăтăкне çăварĕ патне чавса çитерсен (когда дорыли), тахçан та ан çухалтăр тесе, пĕр патак лартса хунă. Н. Карм. Кашкăр çиленсе çитнĕ те, калать: сана тавлашса çитереймĕн (с тобою не наспоришься). N. Пурне те тӳссе çитерекен (претерпевший) çăлăнĕ. N. Унăн пур йăнăшĕсене те кам пĕлсе çитерĕ. Тораево. Хăнисем тĕлĕннĕ: ку ухмах йăван ăштан тупса çитернĕ (откуда он все это достал). N. Вĕрентет пире вырăсла: пĕтĕмпех пĕлсе çитерейместпĕр (всего-то не познаем). Ала 98°. Кашнă çын килне кĕрсе çитеримастăн полсан (если не имеешь времени заходить в каждый дом), çынсен алăкĕсем патне анчах пырса чĕн.

çиччĕр

семьсот. Якейк. † Çиччĕр килĕ Яккошкăнь, кулян (= куллен) çич туй тăватпăр. У др. çичçĕр.

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

татти-сыпписĕр

без конца, без перерыва, безостановочно. Истор. Куллен татти-сыпписĕр сут тунă. N. Татти-сыпписĕр тупăпа персе тăраççĕ.

тенĕ пек

почти что. Юрк. Куллен тенĕ пек тата вăйлă çилсем пулчĕç. НТЧ. Елеккине вăрманта çапла илтĕннĕ пулин те, ĕненмесĕр, кашни кун тенĕ пек юмăçа кайма пуçларĕ, тет. ЧС. Сурăха пурте юратса хăйсен çăварĕнчине тенĕ пек çитеретчĕç. Янш.-Норв. Хама вăл кашни эрнере тен(ĕ) пекех пулăшать. О земл. Çавăнпа кĕнеке яланах тенĕ пек пĕр пекрех тăраканни çинчен калать. || Встр. в чувашизмах. N. Эсĕ чĕрĕ тенĕ пек ят йышăнса çӳретĕн, анчах эсĕ вилĕ.

Тулт

, толт, носить, таскать. Ала 55. Эпĕр вĕсене (вещи) лав çине тултăпăр (будем носить на телегу). Ау ЗЗ. Ылтăнпа кĕмĕл тултакансем. N. Навос лайăххи толтрăм (натаскал на гряды). Юрк. Çав çăл шывне куллен ĕçмешкĕн витресемпе тултнă. Ib. Хăй картишĕнче пус çук; шыв кирлĕ пулсан, куллен çын пуссинчен, кӳршĕрен, тултаççĕ. N. Вăл япала тултат (приносит), тет, укçа килчĕ укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. N. Аптекăран пульнитсăна эпĕ амаль нумай тултнă. СПВВ. Хура вăрманта хура тилĕ çăварĕпе йăва тултат-çке. Вăл укçăна памасан, шăши тулттăр укçăна. Н. Лебеж. Тумтир тулта-тулта тул çутăлчĕ.

турпатти кунĕ

будни; ежедневно. СПВВ. Турпатти кунĕ, турпатти çулĕ (= куллен, çуллен). Ib. Турпатти кун — ĕçлемелли кун.

тăтăш

(тŏдŏш), часто, постоянно, все время, нередко Сĕт-к. Пирн пата вăл тăтăш (тăтăшах) çӳрет. ЧП. Тăтăш килет (час-час). Сред. Юм. Тăтăш пĕр япала çинче çиç епле чакаланса ларас килет поль. Юрк. Пĕр тăтăш, всегда. Кан. Килтисене ан ман вара, ачам; тăтăшах çыркала. Артюшк. Вăл пирĕн пата тăтăшах килет. ПВЧ. 105. Ай-хай, пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм! тăтăш килет, тесе ан калăр. N. Этем мĕн курасси, мĕн пуласси çинчен тăтăшах шухăшласа тăрать. N. Ун чухне тăтăшах çынсем пуçтарăнаççĕ. N. Сана çыру яма май пулсан, тăтăшрах яр. N. Çавра-çил тăтăшах (яланах, час-часах) тухсан, çăмăр пулать. Истор. Чи аслă кĕлетки Перун ятлă пулнă, çав кĕлеткене вĕсем тăтăшах парне панă. Ib. Тата вăл енче тăтăшах ют халăхсем пыра-пыра аптăратнă. О земл. Кĕркунне çанталăк куллен сивĕрен сивве каять, тăтăшах çăмăр çăвать. N. Тăтăш-тăтăш юхаççĕ. Календ. Пĕр анана тăват-пилĕк çул тăтăшах пĕр тĕслĕ тырă акса тăрсан çĕр ывăнать. || Сплошь. Изамб. Т. Эпĕ ак кунта тăтăшах хӳмме тытас, тет. || Сплошной ряд. Альш. Чирку (не „ӳ“) кассипе пĕр тăтăш (под одно), тата çӳлелле Арманкасси теççĕ. || Длина, протяжение. Альш. Вăта кассăн тăтăшĕ, тата тепĕр яла тăрăх урам урлă каçсассăн, Чăнлă тывĕ хĕррине тухать. || Сплошной. НИП. Тăтăш эрне, сплошная неделя. || Обложной дождь. К.-Кушки. Çăмăр тăтăша кайрĕ (об обложном дожде).

харкаш

рычать друг на друга (о собаках). СПВВ. Ст. Чек. Н. Тим. Тĕкме виттĕр йăт харкашать. (Авăрлани). С. Тим. Хӳме витĕр йытă харкашат. (Сӳс авăрлани). Т. II. Загадки. Тĕкме виттĕр йытăсем харкашаççĕ. (Кĕнчеле авăрлани). Хорачка. Харкаш — икĕ йытă пĕр-пĕринпе толаччă. Б. Олг. Йытăсем толашаччĕ, харкашаччĕ (звук, когда грызутся). || Вздорить, ссориться, ругаться, спорить. Б. Олг. Мĕн харкашатăн (ссориться). СПВВ. ИФ. Харкашас — хирĕç пăхăнмасăр тавăрса калас. Юрк. Килте пурăннă чухне куллен хваттир майрипе йытă пек харкашатăп. Ст. Чек. Харкашас — вăрçас. Хорачка. Мĕн харкашас, харкашмалли çок (незачем спорить).

хăмшăл

сделаться дряблым, исхудать, изнуриться. N. Халĕ шыв тулса çитеймен те, çапах та пăр куллен кун хăмшăлса пырать, шывĕ нумай хăпарнă.

кĕлккĕ пул

замучиться, замаяться. Ст. Чек. Кĕлккĕ пулса пĕтрĕм. Я замаялся (на работе и пр.). Ib. Ăна çырăва вĕрентсе, кĕлккĕ пулаймăн! (= пулăн, т. е. лишишься в нем работника (будут недостатки в хозяйстве). Юрк. Куллен çавăн пек çырусем, хыпарсем илтсе, кĕлккĕ пултăм. Халапсем. Ута-ута, халĕ те чисти кĕлккĕ пултăм (измаялся).

кĕтсе тăр

ждать. Юрк. Сана, килессе, куллен куç пек (с нетерпением) кĕтсе тăратăп. Ib. Вĕсем, урăх нимĕн калама аптăраса, лешĕ мĕн каласса кĕтсе тăраççĕ.

тĕксĕмлен

темнеть; тускнеть. Чăв. Ялĕ. Кайран çăмарта тунă майĕпе тĕксĕмленсе пырать, типсе каять, хуçăлса пĕтет, нимрен ытла çурăмĕ çинчи тĕкĕ. Ск. и пред. чув. 31. Янтракăн çамки çав пĕлĕт пекех чуччу патĕнче тĕксĕмлене тăрать. Таутово. Пăрмай пӳртре ларнипе ачасен сăнĕ тĕксĕмленсе каять (теряется свежесть). N. Тĕксĕмленсе пăх, смотреть нахмурившись. Дик. леб 48. Патшан çамки çинчи тирĕ пĕркеленсе, куллен кун тĕксĕмленсе пынй. N. Вăл тĕксĕмленет, ашшĕпе тетĕшĕнчен пăрăнса çӳреме тытăнать.

хĕрхӳ

назв. хищной птицы. См. хĕрхи. К.-Кушки. Хĕрхӳ кăшкăрсан, çумăр пулат. Юрк. Пирĕн хире хĕрхӳ килнĕ, хиртен хĕрлĕ тулăсем вăрлама. А. Турх. Пĕр тĕлте тăпăр-тăпăр туса тăрать, çӳлте: ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕрĕх çулхи хĕрĕме парăп, теççĕ. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать. Кăвакарчăн пысăккăш. Хĕрлĕрех. С. Олг. Хĕрхӳ, птица. Ачасам калаччĕ: „Хĕрхӳ, ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕр парăп! “ теччĕ. N. Çула тăрăх анам пур, çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ ӳкетчĕ; хĕрхӳ тĕслĕ тăвансем пур, куйланса каймарĕ ăшăмра; тăвансем аса килсессĕн, каймарĕ ăшă ăйхăри тĕлĕкрен.

шаланкă

назв. птицы, сарыч, канюк. Мыслец. Пшкрт. Шаланкă — куак, вăл тытат çĕлен, шăши. Шибач. Шаланкă, пусăктарах та хăмăртарах тĕслĕ, шойăн-шойăн макăрать. Б. Олг. Шаланкă — пысăк, хулатă пак, хĕрлĕрех тĕклĕ, çомăр полассине сиссен, кик! кик! тесе çӳрет. Хорачка. Шаланкă, куак, куакарчă пак, шик! шик! йорлать, тастан пĕлет çомăр полассине. Хурамал. Шаланкă кăвакарчинрен пысăкрах, чăпаррах, вăрăм сăмсаллă, вĕрманта, шывлă çĕрте пурăнат. Ib. Шăвик те шăвик шаланкă, куллен те шывшăн макăрат. Янтик. Ц. Шаланкă, птица похожая на тетеревятника. Н. Седяк. Шаланкă — çăмăр шыв ĕçекен кайăк, çăмăр пулмасан макăрать. Ib. Шаланкă шыв кăларнă, ула курак ыр ятлă пулнă, тет. Ib. Çумăр умĕн шаланкă кăшкăрать, ула курак та кăшкăрать, тет. Шаланки турăран çумăр ыйтать, тет, ула куракĕ: ан пар! тесе кăшкăрать, тет. Ала 108°. Шаланкă авăтсан, уяра каять, теççĕ. Шел. 80. Шаланки хытă савăннипеле сывлăш çийĕнче ташласа тăрать. || Коршун. Чув. прим. о пог. 225. Шаланкă кăшкăрса ялан вĕçсе ярăнсан, çăмăр пулать (шаланкă çăмăр шывĕпе анчах пурăнать, теççĕ. Если коршун постоянно плавно летает (распустив крылья), будет дождь (он только дождевою водою живет). || Ядр. Шаланкă — тăмана (сова). || Зап. ВНО. Шаланкă, иволга. (Это неверно!). N. Шаланкă шыв кăларать, ула курак пырса ĕçлет. Иволга (i) добывает воду, а ворона прилетает и пьет. (Послов.)

шур

шор, бдеднеть. К.-Кушки. Шурса кайнă (на момент). Альш. Мĕншĕн эсĕ шурса кайнă? Юрк. Куллен кун хам хуйхăра-хуйхăра пĕтĕмпе типсе шурса кайрăм. Альш. Шап-шурă хут пек шурса кайнă хăй чирпелен. || Поблекнуть, завянуть. Сред. Юм. Сôхан çулçи кĕркĕннепе шорса каять, йăвăç çӳлçисем шораççĕ (исчезает зеленый цвет). СТИК. Шурнă купăста. (Так называют людей бледных). Сборн. мед. Таса мар, тăвăр пӳртре пурăнакан çынсем епле имшер, шурнă купăста пек кăн-кăвак пулаççĕ. Юрк. Ял ялĕнчи арăмсем шурнă купăста çулçи пек. || Побелеть. Емельк. Çичĕ ют сăмахпе шуриччен, курса юлăр, таванăмсем. || Рассветать. Ск. и пред. чув. 79. Çурăм пуçĕ шурсанах, туй халăхĕ пухăнать. || Кн. для чт. 144. Тăманан куç шăрçисем пит пысăк, çавăнпа унăн куçĕ кăнтăрла, хĕвел çутипе шурса каять.

шăнкăрчă

скворец. Баран. 104. Аçалă-амалă шăнкăрчă хăйсен чĕпписемпе пĕрле куллен темиçе çĕр хурт çиет. N. Шăнкăрчă йăви ларт, ставать скворечницы. Сред. Юм. Шăнкăрчă чĕппи пик шăллăмсĕм. (Качча каякан хĕр йĕрри). N. Шăнкăрчă хăвăлĕ, скворечница. || Переносно — недогадливый человек. N. Сисеймен çынна шăнкăрчă теççĕ. N. Шăнкăрчă эсĕ!

шĕлкеме

назв. женского украшения. См. шӳлкеме. Череп. Шĕлкеме – нагрудное украшение из разноцветных мелких бус у девушек, четырехугольной формы. Карамыш. Шĕлкеме – кăкăр умне çакаканни. СПВВ. ФН. Шĕлкемене хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. СПВВ. ЛП. Шĕлкемене укçаран çакса тăваççĕ, ăна арăмсем çакаçсĕ. Хорачка. Шĕлкеме — вон-воник тенкĕлĕх (наряд). Бюрг. Шăлтăр-шăлтăр шĕлкеме, куллен мерчен кĕтнĕ-мĕн. Ст. Чек., Имен. Шĕлкеме = сурпан çакки (кĕмĕл укçасенчен тунă).

шĕлтĕр

подр. звяканью монет. См. шăлтăр. КС. Укçана шĕлтĕрр кăларса тăккăрĕ (напр. массу серебряных монет). М. Тув. Ăвăс çулчи шĕлтĕрки, шĕлтĕр-шĕлтĕр çулчисем; пирĕн Тумкка хĕрĕсен шĕлтĕр-шĕлтĕр тенкисам, çавăнпа ялтан тухаймаç. Альш. Шĕлтĕр-шĕлтĕр шĕлкеме, куллен мерчен кĕтнĕ-мĕн. Тайба-Т. Шĕлтĕр-шĕлтĕр шĕлкеме, шĕлкемĕне ан çухат. С. Тим. Шĕлтĕр-шĕлтер шĕлкеме, шĕлкемене ан çухат. || ЧП. Шĕлтĕр-шĕлтĕр хĕрсем шыв кӳреççĕ. || Пазух. 21. Шĕлтĕр-шĕлтĕр урапа, ăçта каян, урапа? || N. Пулса çитнисем (овес) шĕлтĕр-шĕлтĕр туса лараççĕ. Кан. Шĕлтĕр-шĕлтĕр шукăль сĕл пусси, тимсĕр çук ун шукăль пуласси. || Кугеева. Хапха шĕлтĕр карĕ. Ворота рассохлись. || Сред. Юм. Ырнă çинчен виç-тăват кôрка сăра ĕçрĕм те, пĕтĕм шăмшак шĕлтĕрех карĕ.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

пиллĕхлĕ

благословенный. N. Уртмакçă кĕрӳпе юнашар ларать те, уртмакри пиллĕхлĕ кучченеçсене кăларса, вĕсен вырăнне хăта патĕнче урăх кучченеçсем хурать. N. Тӳрĕ çын куллен ырăлăх тăвать, кивçен те парать, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăрать N. Ывăл-хĕртен вĕсем пиллĕхлĕ пулнă.

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пуçтарăн

собираться. Самар. Çумăр пуçтарăнат. Орау. Пуçтарнса каймалăх (на отъезд) памĕç-ши укçа? N. Унăн ывăлĕсем черет тăрăх куллен пĕр-пĕрин патне пуçтарăна — пуçтарăна ĕçкĕ-çикĕ тунă. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. || Свертываться. Тяптяево. Кĕперĕ çавă хĕрсем хыççăн пуçтарăнсах пырать (сам собою за ними мост свертывается). Тораево. Арăмĕ хунĕн (своя) пирне чăсса пăраххăрĕ, тет те, валти сӳтĕлсе пырать, тет, кайри пуçтарăнса пырать, тет. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Унăн (у «богомола») вĕтĕ шăллă урисем хуçмалла çĕçĕ пек: кирлĕ вăхăтра чăсăлаççĕ, кирлĕ мар пулсанах пуçтарăнаççĕ. || Притти в порядок. Собр. † Пирĕн атте çич шăллă; çич шăл виттĕр вĕрсессĕн, çӳçĕ-пуçĕ пуçтарнĕ (= пуçтарăнĕ).

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕрев

один, иной. N. Пĕрев (иной): пурне те çиме юрать, тесе шанать; тепĕрев пахча çимĕçи çиет. Ст. Чек. Ак пĕревĕн çын япали çине шухăш каят, вăл вăрлат вара. || Некто. Юрк. Пĕрев, ĕçкĕ çынни, куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕрлĕлсе çӳреме юратнă. || Имя женщ. Сёт-к.

плюска

с блеском, блестящий. Микушк. Икĕ пиччĕн сарă (назв. наряда) — плюска çӳçе, юрататăп — куллен çыхатăп.

катир

(кадир), восклицание (с араб.). Юрк. Катир, анкартĕнчи шăшисемпе чавкасене мăнтăртса пурăначчен, питĕрех те аван пулĕчĕ-çке килĕнчи çемйисемпе лашисене, ĕнисене мăнтăртса пурăнсан. Ib. Катир, пирĕн чăваш арăмĕ, мĕскĕн, куллен ĕçекен сăмаварне çулталăк хушшинче пĕр-икĕ тапхăр тасатма пушă вăхăт тупат иккен. Ib. Вĕсем те пулмасан, катир, эпĕ тен тĕнчере те пурăнас çукчи!.. N. Эй, катир, турри те парас теннипех ăна пурне те çынсенчен уйрăм ытлашшине илемлине панă.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килйиш

то же, что кил-йыш. Бур. † Ай-ай чунçăм, кил-йишĕм, куллен пире кĕтнĕ-мĕн!

куклат

(лат), куковать. Альш. † Куккуксем вĕçеççĕ куклатса. ЧП. Куккуксем килеççĕ куклатса. Турх. † Мĕшĕн куккук хăва тĕмĕнче куллен кунех куклатса ларатăн? АПП. † Куккукĕсем килеççĕ куклатса, вĕрене йăвĕçне хускатса. || Ворковать (о горлице). Н. Карм. Улаппа куклатать.

кулен

то же, что куллен. Изамб. Т. Выльăх килте чухне куленхи ĕç — выльăх пăхасси. Ib. Çăварнисем-мĕнсем иртсен, кулен-кун ăшăтнăçем ăшатат (всё становится теплее).

куллен

(кул’л’эн’), ежедневно, каждый день. N . Юр та куллекех (с каждым днем) чакса, пĕтсе пырать. Сред. Юм. Куллен, каждый день. Микушк. † Ай хай, тăванăмсем, милуйăмсем! юрататăп, куллен килетĕп. Кубня. † И, çуллен те çуллен çул килет, кăçалхин пек çулсем час килмест; и, куллен те куллен кун килет, паянхин пек кунсем час килмест. Куллен-кун, каждый день; изо дня в день, с каждым днем. N. Куллен-кун вăл, хула тулашне тухса, ачисем тавăрăнас çул çине кая-кая пăхнă. N. Хĕвел куллен-кун ăшăрах пăхать. Кан. 1927, № 214. Копператтив халăха хăй енелле куллен-кун çавăрса пырать. Букв. 1904. Куллен-кун начарланнăçем начарланчĕ. N. Куллен-кун начарланса килет. Изамб. Т. Çапла куллен-кун выляса савăнса мункуна ирттертĕмĕр. ЧП. Куллен куна кун килет паянхи пек кун килмест.

куллен

(кул’л’эн’), тихо. См. хуллен. КАЯ. Пӳртекӳне кĕрсен, эпĕ малтан, пӳрте кĕме хăраса, алăк патне куллен пытăн та, шăпăрт шарламасăр пӳрт алĕк (= алăкĕ) çурăкĕнчен пăхрăм. Ib. Эпĕр: атьăр! терĕммĕр (siс!) те, ыталанса, хамăр пĕлнĕ юрра юрласа, куллен харăсăн утса хăпарма тытăнтăмăр. Изамб. Т. Куллен ташла. Пляши тише.

куллян

(кул’л’ан), то же, что куллен. Якейк. † Ыр çын ăвăлне кайтăр-и, хунями хаяр полтăр-и, куллян котран таптăр-и. Ib. † Çиччĕр (= çич çĕр) килĕ Яккошкань, куллян çич туй тăватпăр.

кунтан

контан (-дан), отсюда. К.-Кушки. Час кунтан тухса каймалла пулат (придется выйти). Ib. Вăл Ял кунтан пилĕк çухрăм. N. Вĕсем мана кунтан пусмăрласа илмесессĕн, айăпланмăттăм. ||После сего, после этого происшествия. СТИК. Кунтан ак çулсем кĕскелсе килĕç, вăйран кайăп... Ун чухне мĕнле пурăнăр! Вот я состарюсь, сил не будет — тогда как будете жить! Ib. Кунтан эпĕ вилсен хытă хыпăр та-ха... унччен! «Когда я умру вот, то почувствуете, как хорошо жить, а то еще теперь плюете на меня»! Ib. Кунтан (повышение голоса на «кунтан») юлтăр çав куштанпа çыхланасси! Ну уж теперь больше не буду связываться с этим коштаном! (То же в Сред. Юм.). Орау. Кунтан малашне куллен-кун пите супăнпе çăвас мар, эрнере пĕрер (или: пĕре) çусан, çитĕ. N. Кунтан чĕрĕлсен те çынсене кураймасăр тăрĕ-ши? Чăв. й. пур. 13. Кунтан эпĕ вилсен, эсир вăл Алмаса ман çуртран нимĕскер те ан парăр, терĕ. Ib. 35. Кунтан арăмă чĕрĕлсен, ан ман, эп мĕн ыйтнине асту! Собр. † Кунтан тăван пăрахас пулсан, хур пулманнине мĕн пулĕ? Ст. Айб. † Тусăм, кунтан, ай, иккĕн уйăрлсан, хăçан пулăпар-ши пĕр çĕре?

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳсĕр

(ӳзэ̆р), пьяный, нетрезвый. См. ӳссĕр, ĕссĕр. Альш. Ӳсĕрпе пулнă япала! Зачатый в пьяном виде! (Ругань). N. Ӳсĕр выртакан патне ачасем илсе пырса шăртнă (науськал помочиться). N. Çав урампа тепле ӳсĕр килет. Сред. Юм. Пăх пик ӳсĕр. Пьяный как стелька. N. Вăл çапла куллен ӳсĕр çӳренине курсан. Юрк. Пĕре çапла кăна, ӳсĕрне пĕлмесĕр, çырма хушнă. Хăй çапла, уткаласа çӳренĕ чухне, тăват-пилĕк сăмах каласа парсан, тата мĕн çырмаллине шухăшласа çӳре пуçлат. К.-Кушки. Эсĕ ĕнер ӳсĕр пуçăпа темĕскер хăтланса çӳренĕ, паян пурте кулаççĕ. IЬ. Ӳсĕр пуçăмăрпа таçта пырса кĕнĕ (мы). || Опьянение. Буин. † Ĕнтĕ сăра ĕçрĕм, сăра ĕçрĕм, ку ӳсĕрĕме кăçта хурам-ши? (куда мне девать это мое опьянение? К.-Кушки. Эпĕ унпа урăлла калаçман, ӳсĕрпе калаçнă. IЬ. Эсĕ унта ӳсĕрпе (или: ӳсĕррӳпе) темĕн те хăтланăн. IЬ. Вăл унта пынă та, ӳсĕрпе чӳрече çĕмĕрнĕ. IЬ. Вăл унта пынă та, хăй ӳсĕррипе темĕн те хăтланса пĕтнĕ. Юрк. Ӳсĕрпе пĕлмесĕр, ăçта аяккинчен чĕпĕтсе тытат, ăçта тĕпĕнчен тытса çĕклеме хăтланат.

ăна

дат.-вин. пад. от вăл. Юрк. Чейне ăна куллен ĕçетпĕр-çке, тет. Ведь мы каждый день пьем чай. Вишн. 73. Ăна тума кирек кам та пултарать. Ăна пĕр шетник (катка) илес пулать те, тĕпнерех айккине пĕр шăтăк шăтарас пулать; çав шăтăка питĕрме пĕр пăкă тăвас пулать. Устроить это может каждый. Для этого нужно взять кадку и ближе ко дну продырявить дыру; чтобы затыкать дыру, нужно сделать деревянную пробку. Ст. Ганьк. Ăна мунчаран тухсан, ирхипе-каçхипе пĕрер чĕркке ĕçтермелле. || Иногда не переводится. Альш. Ватă яланах вăл тери тумланса çӳремес ĕнтĕ ăна, çамрăк тумланать, тумлансан. Старый человек не особенно наряжается, вот молодежь так та наряжаетея. IЬ. Атăл херринереххисем-кăна сатлăрах ялсемтĕр ăна. Лишь (это) селения, расположенные ближе к берегам Волги, должны быть богаты садами. Хыпар № 7, 1906. Пирĕн ăна кашни çул хирĕн виççĕмĕш пайĕ ахалех выртать. (Это) у нас третья часть пахотной земли лежит каждый год напрасно (без пользы). К.-Кушки. Тĕпек. Ăна икĕ вăрман хушшинчи хире калаççĕ (так называют поле, находящееся между двумя лесами). Альш. Кукши тата: эпĕ мар-и ăна? тесе, ларать, тет. Плешивый сидит и говорит: «Не я-ли это (сделал)?» Йӳç. такăнт., 45. Хĕрарăм пуçĕ çавнашкал, ĕнтĕ, вăл: часах çурăлать. Эпĕ ăна нӳхрепре ӳкрĕм (я это в погребе упала).

ĕçкĕ

(-кэ̆, -к'э̆), выпивка; пир, пирушка; пьянство; напиток. Чăв. й. пур. 33°. Вăл хăй те Иванĕ пекех пит ĕçке юратнă, кулленех ӳсĕр пулнă. Çав Прухха вăсене хăйсем ĕçкипе хăйсене куллен ӳсĕр тунă. Он и сам, как и Иван, любил выпивку, и каждый день был пьян. Тот, Прохор, каждый день их спаивал на их же счет. N. Ĕçкĕ пуçтарчĕç, тет; ĕçкĕ пуçтарсассăн, каллех çав хĕр сăра ĕçме чĕнчĕ, тет. Юрк. Чăвашсенĕн ĕçкисем: сăра, кăвас (йӳçĕ), пыллă сăра, эрех. Вĕсене ытти çынсем пекех хатĕрлеççĕ. Font. 1. † Ах аттеçĕм, атте! ăшлă-туллă алсăна ĕçкӳ пиркӳ (= пирки) çухатрăн. Ч.С. Вĕсем хăшĕ-хăшĕ: ĕçкĕ вăл, маншăн тесен, вилнĕ атте-анне чĕрĕлсе тăнипе пурĕ-пĕр. Ĕçкĕре такçан курман хурăнташна куратăн, çу пек çемçе чĕлхӳпе, пыл пек тутлă сăмахна калаççа пĕтерейместĕн, теççĕ. Некоторые из них говорят: «Пирушка для меня так же дорога, как если бы у меня воскресли родители. На пирушке встречаешься с родственниками, которых давным-давно не видал, и не можешь с ними наговориться». . Ĕçкĕ хатрисене хатĕрлесе çитерсессĕн, пухура пурте пĕрле канаш тунă каç ĕçке лараççĕ. Ĕçкĕ бывает ятлă и бывает ятсăр, д. б. если ĕçкĕ назначена в известный праздник, то бывает ятлă. НТЧ. Пирĕн ялта чăвашсем хĕллехи ĕçке яланах çăварни эрнинче ĕçеççĕ. Малтанхи кун вĕсем хăна-вĕрлепе ĕçеççĕ, иккĕмĕш кунĕнче хăйсен ял-йышĕпе ĕçеççĕ. В нашей деревне зимнюю пирушку справляют на маслянице. В первый день пируют с гостями (приезжими), на второй день со своими однодеревенцами. Орау. Ĕçкĕ-ыйтаççĕ. Просят угостить водкой (о многих; напр., общество от кого-нибудь требует за что-нибудь). См. Магн. 231.

япăх

(jабы̆х), отощать. СПВВ. † Кунĕн те çĕрĕн çăмăр çăват, япăхмĕ-ши пăлан пăрушĕ? Дни и ночи дождь идет, не отощает ли олененок? Сунчел. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, япăхмас-ши пăланăн пăрушсем. Ст. Чек. Лаша ялан ĕçленипе япăхрĕ. От постоянной работы лошадь отощала. Ib. Япăхат = начарланат. || Становиться плохим: придти в упадок, в плохое состояние. В. Олг. Япăх — прийти в ветхость (напр. о крыше на строении). Питушк. Япăхнă, этем пăхмалли те çук (çурт etc.), пит япăх (adject.). Календ. 1906. Япăхнă, кивĕ йывăç пахчине епле çамрăклатасси çинчен. Орау. Япăхрĕ унăн килĕ, теççĕ, пĕр-пĕр çынăн килĕ-çурчĕ юхăнсан (пришел в упадок от непочинки и пр.). Ильк. Япăхать — становится плохим. || Стать плохим, непрочным; устать, исхвораться. А. Турх. Ăй, йăлтах япăхрĕ! (о больном). КС. Япăхса карĕ. «Из границ вышел». || Начать плохо одеваться. Шибач. Япăхса кайрĕ хăвана хăва (плохо одевается). || Быть покинутым, заброшенным. Духовн. паст. Мĕскĕнсене, урамра-япăхса выртакансене... Сред. Юм. Япăхса выртать, тесе, кирек мĕн япала нăмай полса, ахаль, вырткаласа çӳресен, калаççĕ. Ib. Õрамра тем чол вăт-шанкă япăхса выртать. || Скучать. Зап. ВНО. Япăхас — скучать. N. † Япăхсассăн, юрласа яр; юрласан; кăмăл уçăлат. Соскучишься — запой песню; споешь — станет легче на сердце. Ст. Чек. Ăрамалла кай япăхнăран (от скуки иди на улицу). Ст. Шаймурз. † Ан япăхсам, тусăм, салам яр. Не скучай, друг, присылай привет. Юрк. Ĕçсен-ĕçсен, нимĕн тума пĕлмесĕр, япăхса: атьăр тата, тепĕр хулана кайса, унта тата çапла пит хытă ĕçер! теççĕ. Кн. для. чт. 14. Хĕлип пӳртре пĕччен ларса япăхнă. Филипп, сидя дома один, соскучился. || Измучиться. Юрк. Санран куллен-кун çыру кĕтсе тăрса, пĕтĕмпе япăхса пĕтрĕм (в ожидании письма измучился). N. Ларса кайсан та, эсĕ унта япăхăн. Если и поедешь в экипаже, всĕ-равно измучишься. || Отстать (от работы). СТИК. Кăтруçăн вăл тем ĕçрен чис япăхрĕ, ĕç кутне пырса перĕнмес ĕнтĕ (отстал от работы). || Ст. Чек. Шыв хут çинче япăхат(?). || Голодать. СПВВ. ГЕ. Япăхас = выçăхас.

япла-капла

как это так (шутливое выраж.). Юрк. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕççе ӳсĕр çӳретĕн?

епле

(пл'э), как, каков, какой. N. Этем епли ачи-пăчи çинче палăрать. На детях видно, каков человек (о человеке можно судить по его детям). Сл. Кузьм. 75. Ху кам иккенне пĕлтерес тесен, юлташусем камне кала, вара эпĕ эсĕ еплине пĕлеп (я узнаю, каков ты). Беседа чув. 4. Епле хĕнетпĕр-ха? — Ăçта? Вара пушăсăр çула тухас тетĕн-и-мĕн? Альш. Ĕç, ĕç! Епле вăл, ĕçмесен? Апла эсĕ пире хăнана чĕнместĕн. Пей, пей! Как это не пить? Этак ты нас и в гости не позовешь. Етрух. Вăл: акă епле тасататăп, тет, пур чир-чĕре кил-ăш-чиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен! Макка 139°. Юрăсене пусма пулнă-чĕ, вĕсене пусĕç-ши? епле пек? Песни обещали напечатать. Как тебе кажется, напечатают ли их? Орау. Çакăнтан ӳксен, вилмелле-и? (или: кунтан ӳксен, вилĕн-ши? — Епле ӳкен вĕт! А что, если прыгнешь отсюда, то умрешь? — А ведь это зависит от того, как упадешь. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Вы что за народ, что за племя? IЬ. Эсĕ епле кĕл-тунине эпĕ пĕртте курман, — епле кĕл-тăватăн? тесе ыйтат. IЬ. Санран ыйтатăп эпĕ: эсĕ хăна ху епле, айăплă тетне е çук-и? IЬ. Хăшĕ епле суеçтерме пĕлет, çав çапла суеçтере пуçлат. Никит. Ав, Петĕр киремете çырлахтарманшĕнех вилчĕ вĕт. Епле çырлахтармастăн ăна, епле çураçмастăн унпала? тенĕ. Ст. Чек. Епле илем (как мне купить) çакăн пек карттус? Ст. Шаймурз. Кӳлсе тухрăм çӳрен утăра, çул еплине пĕлмешкĕн. Хыпар № 27, 1906. Епле апла (как это так), мĕнле хаçетшăн (= хаçатшăн) тĕрмене хупаççĕ? тетĕп эпĕ. Юрк. Пире, чăвашă, юрат-çке, тетĕн, вăл епле апла юрат пулĕ? (как это допустимо?). Альш. Вĕсем кайиччен, ял еплерех (какова примерно) иккенне пĕлсе юласшăн эпĕ. || Какой бы ни...; как бы ни... О сохр. здор. Епле çыннăн тă (какому угодно человеку) хăйĕн тумтирне шаккама ĕçленĕ хушăрах кăшт та пулин вăхăт пулать. Альш. † Шурă Атăл хĕрри шурă хăйăр; еплеех те шурă пулсан та, юр пулмĕ. || В вопросах соотв. русск. а что, ну что. Юрк. Кăсен сăмаварĕ тахçантанпа тасатман: пăхма ирсĕр, тикĕт чӳлмекĕ пек хуп-хура. Хуп-хура пулнине курсан, хăни: эсир епле, куллен чей ĕçетре? тесе ыйтат. IЬ. Епле, И. И. сана киле ячĕ-и? IЬ. Пайтахчен уткаласа çӳресен тата: епле, аван-и? Вуласа пăххалĕ, итлем, тет.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

Мулей

фамильное прозвище. К.-Шемяк. Мулей Вачинĕ прикашчăка кĕнĕренпе куллен ӳсĕр çӳрет.

мухмăр

мохмăр (-мур), похмелье. Кĕвĕсем. Кăçалхи çул ĕçкĕ ĕçесси — ирхине мухмăр пуласран хăратăп. ЧП. Ирхи мухмăр. Изамб. Т. Ĕнерхи сăра мухмăрĕ халĕ те иртмес-ха. Ib. Мухмăр уçасчĕ! Опохмелиться бы! Ib. Манăн халĕ мухмăр, мухмăрпа аптрарăм. В. Олг. Мохмăр чĕртес, пить с похмелья. Ib. Мохмăрла ĕçетĕп (пью с похмелья), мохмăрла (или: мохмăрпа) выртат (лежит с похмелья); мохмăрлă çын. Чем люди живы. Мухмăр та уçăлса каят (проходит), хăй те шăна (мерзнуть) пуçлать. Альш. Ĕçеççĕ, çиеççĕ: мухмăр тӳрлетеççĕ (опохмеляются). Ib. Пичĕсене çăваççĕ сивĕ шывпа: мухмăр уçăлтăр, тет. Ib. Аранçĕ паян мухмăр пур. СПВВ. Мухмăр = мăхмăр. Йӳç. такăнш. 12. Мухмăр чĕртесси пулмасан, тапранас çук та ĕнтĕ килтен. Мишша. Сан кашни кунах мухмăр! Юрк. Тепĕр кунĕ ирхĕне мухмăрпа (с похмелья) пуçĕ çурăлас пек ыратат, нимĕн тăва пĕлмес (не знает, что делать). Ib. Куллен-кун ĕçесси мĕнĕ, эпĕ мухмăр анчах тӳрлететĕп-çке! тесе каларĕ, тет, хуйхăрса. К.-Кушки. † Ĕçрĕм кăна ĕçрĕм, ӳсĕр пултăм, ĕçменнипе пулинччĕ мухмăри. N. Хăй те çав мухмăртан хăтăлаймарĕ, тет. Хĕвел ансан, вилчĕ, вилсе карĕ, теççĕ (не мог отрезвиться). Ялюха М. Мухмăра ĕçес, опохмеляться. || Прозвище мужч. Альш. Мухмăр Иван.

мухмăр тӳрлет

опохмеляться. Альш. Паян ĕçсен, ыран мухмăр тӳрлетмелле. Беседа. Мĕн тăвас? Мухмăр тӳрлетес мар-ши? Юрк. Куллен мухмăр тӳрлетмелле ĕçсен, хăçан унăн вĕçĕ-хĕрри (конец) пулас?

Йăван

(jы̆ван), личн. хр. имя мужч., Иван. Собр. Йăвашран Йăван тухат, теççĕ. (Послов.: в тихом омуте черти водятся). Якейк. Йăван ĕмпӳ чохнехи порнăç çитрĕ (наступило хорошее житье). Ib. Йăван куллен макăрать. Вăл куллен полă тытма Кошлав(ă)шçине каять Орау. Йăван тăван (хозяин дома «брат Иван») çапла каласа пуççапать сана, турă. (Говорит читающий молитву).

вĕт

(вэ̆т, вэ̆т'), ведь. N. Тилĕ тус, эсĕ мана улталарăн вĕт, çиеп вĕт сана (съем ведь тебя)! Альш. Салтака çырăннă ачасем те çаплах такмака тутарла калаççĕ вĕт. Н. Сунар. Пире апат тупма пит хĕн вĕт. Юрк. Калап вĕт, куллен-кун çапла шухăшла-шухăшла хам та пĕтĕмпе типсе хăртам. N. Юрлать вĕт! Тоже, ведь, поет! (иронич.).

йĕксĕк

(jэ̆ксэ̆к), гад (брань). См. йĕк. N. Йĕксĕк — ничтожныЙ, плохой человек (презр. выражение); говарится о вещах. Когда человек привязывается к кому-нибудь, то ему говорят: „Ан çыхлан, йĕксĕк! (Это выр. не указывает на нравственную сторону человека). М. П. Петр. «Йĕксĕк (йĕк — гадина, сĕк — бодать, вонзить), жалящий гад». Хурамал. Йĕксĕк = йĕк кăтартакан, ĕçлеме паман çын. Ib. Кай кунтан, йĕксĕк! теççĕ, ĕçлеме памастăн. Чукалы. Йĕксĕк — ничего не стоящий человек. СПВВ. ЕС. Йĕксĕк — çынна çиленсе е мăшкăлласа, кулса калани. Ст. Шаймурз. Çав йĕксĕксем çынна хăратат. Янтик. Килтен-мĕнтен выльăх-чĕрлĕх тухса кайсан, ăна нумай хваласа çӳресен те кӳртеймесен, вара çиллипе: эй, йĕксĕк! теççĕ. (Особого значения не имеет). Орау. Йĕксĕк — гадость. Ib. Тьфу, йĕксĕк! аран иртсе карăм (сказал чел., увидев труп свиньи, разложившийся и воняющий). Ib. Çыхлан унпалан, йĕксĕкпелен! Ib. Иногда говорится jӧ̆к’сӧ̆к’. Ib. Йĕксĕк! Çима çăккăр çитмест! Дрянь этакая! У самого хлеба не хватает! (презрительная брань). Завражн. Эй, йĕксĕк! ларас тенĕ чухнех тапранса карĕ! (вагон). N. Йĕксĕке мĕн юсаттармалла ана? В. Олг. Кирек мĕн ӳксен алăран: йĕксĕк! тесе каларĕ. Ib. Ах йĕксĕк, итлемерĕ! Юрк. Мĕн кирлине çителĕклĕ калаçрăмăр, анчах йĕксĕкĕн усси сахал пулмалла. Тюрл. Эй, йĕксĕк! О çынпалан мĕн сăмахлас! КС. Эй, йĕксĕкӳне, пĕрле! Ах ты пакостник! (гов. мать ребенку, если он обмарается, или если кто что плохо сделает). Орау. Хĕрсем: кай, йĕксĕк (jӧ̆к’сӧ̆к’)! тесен: юрĕ, jĕk sĕkеm, тиççĕ яшшисем (т. е. sine me intruder mentlam). Янших. Йĕксĕке тухрăм (обеднел) = çука юлтăм. Кильд. † Ялти йĕксĕк сăмахне куллен кунах еп илтрĕм. Тайба. † Çăвар тути пит кайнă — епле йĕксĕк чуп тунă?

эрне

(эрн’э), первоначально — пятница, теперь — неделя. Изамб. Т. Мункун пĕрех эрне юлчĕ. До пасхи только неделя. Букв. Эпир тыр вырнă вăхăтра эрни-эрнипе хирте пурăнатпăр. Юрк. Эрнесерен пĕрер тапхăр (еженедельно) тухакан каçит (= хаçат). БАБ. Çĕнĕ çул миçе эрне-ши? мĕн кун пулать-ши? теççĕ. Юрк. Пĕр эрне те çук пулĕ, Магницкийрен çыру илтĕм. О сохр. здор. Çав çын вара виçĕ эрнепе ултă эрне хушшинче урать (делается бешеным). Рег. 1218. Ку эрнене кĕрсессĕн, çанталăк пит осалччĕ. Рег. 1204. Ик эрне иртне çĕрте туса çитерĕ вăл. Рег. 1185. Эрнерен сувалĕ. Виç контан тăвĕ. Ик контан кайĕ. Рег. 751. Ончол ĕçе эрнере те пĕтерймăн. Рег. 842. Ман номай ĕçĕ, эрнере пĕтерме полмĕ. Рег. 843. Ончол номай ĕçе (столь много дела) илнĕ, эрнере пĕтеримĕ. Панклеи. Каясси эрне тенĕ чох (за неделю до ухода). Курм. Эрне пуçне икĕ-виçĕ хут киремете кĕл-тăватьчĕç. Орау. Пĕр эрне пулĕ ĕнтĕ, пĕр сурăх Кăшкăрта çĕтсе çӳрет. Якей. Çăварни килет çич конлăх, ма çич эрне килмен-ши? Янтик. Эп, пичче патне кайса, пĕр-икĕ эрне пурăнас тетĕп (пурăнса килес тетĕп). Пичче патне пĕр-икĕ эрнеллĕхе каясшĕн. Орау. Пĕр эрнене яхăн вăрманта пурăнтăмăр. Юрк. Куллен эпир капла виле пуçласан, эрне хушшинче пурсăмăр та вилсе пĕтĕпĕр. Якей. Ик эрнери чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлимаçть. Якей. Вăл таста кайса, эрнешер çохалса порăнать (но неделе). Сред. Юм. Кăш чôхне эрни-эрнипе ӳсĕр çӳрет ô (но целым неделям). IЬ. Сôт-тунă чôхне те аваннн эрни-эрнипе килет ô: кăш чôхне парăш пит йôлать, кăш чôхне йолмас та. К. С. Чей те эрнере, уйăхра анчах ĕçнĕ (т.-е. только в некоторые недели или месяцы), аш та хĕлĕпе пĕр пăт çимен. Сред. Юм. Эп шалу кирлĕ таран эрнерен эрнене илсе пырап (каждую неделю). Скотолеч. 20. Çапла пĕр эрне хушши (с неделю) кунсерен пĕрре çуса тасатса, çу сĕрес пулать. N. Эсĕ кунта миçе эрнене килтĕн? Ты сюда на сколько недель приехал? Альш. Эрнипе ĕçеççĕ (целую неделю). Эрненĕн кунĕсем, дни недели. Альш. Эрнен хушши ултă кун, эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. В. Олг. Считают дни от Пасхи до Ильина по неделям, обратно: напр.. паян çичче кĕрсе — сегодня осталось семь недель до Ильина. Так же и от Ильина дня до Покрова. Çиччĕре, саккăрта — на седьмой etc. неделе.

ыр

(ыр), уставать. Тюрл. Сред. Юм., А. Турх. и др. СПВВ. Ыртăм е ывăнтăм. Ст. Шайм. Ырă ут кӳлекен ырман, тет. Хып. №. 43. Вара ĕлĕк хăй ĕçленĕ млатукпах ĕлĕкхи пек нумай ĕçлейми пулать, часах ырать. О сохр. зд. 112. Унăн алли-урисем ыванаççĕ ыраççĕ те, вара çын малтанхи пек хытă ĕçлеймест. Шурăм, № 26. Ку килсе ырнă пулĕ. Сказки и пред. 9. Ырса çитсен, тăтăмăр. IЬ. 25. Юманккапа юлташсем кунĕн-çĕрĕн утаççĕ, çапах алли-урисем пирĕнни пек ырмаççĕ. N. Хай Ной, куллен кая-кая, ырми-канми (без устали) ĕçле пуçларĕ, тет. Жит. св., янв. Ырми-канми Турра кĕл-тунă, типпе те пит хытă тытнă. Хăй. 07, № 15. Унта-кунта кайсанах, час ыраççĕ.

иксĕл

(иксэ̆л’) убывать, уменшаться. Альш. † Пире курайман хĕр-çынсем куллен пĕри иксĕлччĕр. Баран 200. Кутузов тепĕр кун та вăрçасшăн пулнă, анчах çартан салтак нумай иксĕлнипе чакса кайнă. Чисосл. Таса тура амăшĕ пире иксĕлми ырăлăхне парат. Смол. Çăмăр çăвассине сиссен çырмари шыв иксĕлет. Чăвйп. Унтан вара, ĕçе-ĕçе, анкартинчи капанĕсем те иксĕле пуçланă. Сред. Юм. Иксĕлет — уменьшается количеством. Шурăм-п. Юр хĕвел ăшшине каймасть, çилпе иксĕлет. Пур çилпех пĕлĕт çине кайса иксĕлет. Дух. паст. Санăн аçу тăн-пуçран икеĕлсессĕн те, ан тиркештер ăна. Т. Исаев. Выльăхма-чĕрлĕхме турă сывлăхне, иксĕлмес тивлет парăсăнччĕ. Л. Кошки. Перекет! (божество) перекетне пар, иксĕлми тивлетне яр.

иксĕт

(иксэ̆т), убавлять. N. Панă çĕре ан палăрт, илнĕ çĕре ан иксĕт. Т. VI. 15. Панă çĕрне ан палăрт, илнĕ çĕрне ан иксĕт. (чӳклеме). Ч. С. Çынсем, ватăлса çитсен, хăйсен çулĕсене ӳстерсе (хушса) калаççĕ; çамраккпесм хăйсен çул шутне иксĕтсе калаççĕ. Хурамал. Панă çĕртен ан палăрт, илнĕ çĕртен ан иксĕт. (Моленье). Чăвйп. Пурнăçне (достатки) куллен-кун иксĕтнĕ (о расточителе). Сирах, IХ. Турă ырăлăхĕ-сиплĕхне никам та иксĕтес çук.

унччен

унччин, до тех пор; раньше того времени, заранее. Альш. Çак аслă урам варринче, эпир каятпăр çулпалан. Те каятпăр, те каймастпăр, унччен куллен çунатпăр. Изамб. Т. Унтан вара хăех шырама кайрĕ. Унччен мана хĕнерĕ. N. Пĕр çĕмĕрсен, пушали хĕрт ачăна, ăна унччен пăхаççĕ, — астутараççĕ. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Шорк. Пасарне кайсан та, нимех те илес çукта, онччен кайса çӳрени... На базаре тоже хотя ничего особенного не купить, но все-таки прокатимся. IЬ. Ку вĕренме çӳресен те, нимех те вĕренес çок та, онччен кон ирттерсе çӳрени. IЬ. Ку кошак çуринчен кошак поласси çок та ĕнтĕ, онччен осрани. Хотя из этого котенка едва-ли выйдет порядочная кошка, но держим, пусть живет.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

газета

сущ.жен.
хаçат; редакция газеты хаçат редакцийĕ; ежедневная газета куллен тухакан хаçат; выписывать газету хаçат çырăнса ил напечатать статью в газете хаçатра статья пичетле

день

сущ.муж., множ. дни
1. кун; солнечный день хĕвеллĕ кун; рабочий день ĕç кунĕ; через несколько дней темиçе кунтан; отметить день рождения çуралнă куна паллă ту
2. множ. дни (син. время, период) кунсем, вăхăт, тапхăр; в дни войны вăрçă вăхăтĕнче; вспоминать дни детства ачалăх кунĕсене аса ил ♦ День Победы Çĕнтерӳ кунĕ (Тăван çĕршыв вăрçинчи çĕнтерӳ ячĕпе çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттерекен уяв); на днях çак кунсенче, çывăх вăхăтра; день ото дня кунран-кун; изо дня в день куллен-кун; со дня на день паян мар ыран, кĕç-вĕç; третьего дня виçĕм кун; ребёнок растёт не по дням, а по часам ача самантсерен ӳссе пырать

дефицит

сущ.муж.
1. (син. убыток; ант. профицит) дефицит, тăкаклăх (тăкак тупăшран пысăкрах пулни); дефицит платёжного баланса тӳлев балансĕн тăкаклăхĕ; бюджет с дефицитом дефицитлă бюджет
2. (син. недостаток, нехватка) çитменлĕх, çуклăх, иксĕклĕх; çитменни, çукки; иксĕкки; дефицит товаров повседневного спроса куллен кирлĕ таварсем çитменни

дневник

сущ.муж.
1. кун кĕнеки (куллен пулса иртнине çырса пыни); дневник наблюдений над погодой çанталăка куллен çырса пыни
2. дневник (вĕренекен тумалли ĕçсене тата вĕренӳри çитĕнӳсене çырмалли тетрадь); поставить отметку в дневнике дневникра паллă ларт

ежедневный

прил., ежедневно нареч.
кулленхи, куллен, кунсерен, кашни кунхи; ежедневная газета куллен тухакан хаçат; ежедневно делать физзарядку кашни кун физзарядка ту

химия

сущ.жен.
1. хими (тĕрлĕ япаласен тытăмĕпе пахалăхĕсене тĕпчекен ăслăлăх); органическая химия органика химийĕ; неорганическая химия органика мар хими
2. (син. химикаты) хими, им-çам; бытовая химия йăла химийĕ (кил-çуртра куллен усă куракан хими им-çамĕ)

экстерн

сущ.муж.
экстерн (занятисене куллен çӳремесĕр, килте вĕренсе экзамен паракан); он окончил второй курс экстерном вăл иккĕмĕш курса экстерн йĕркипе пĕтернĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ассимиляция

ассимиляци, пĕрпеклетни, пĕрпекленни (йĕр халăх тепĕр халах чĕлхине, йăлисене, культурне йышăнса унпа пĕрпекленсе кайни); ассимиляция звуков сасăсем пĕрпекленни: куллен — кунлен вырăнне.

ежедневно

куллен, кашни кун, кунсерен.

обиход

кулленхи пурнӑҫ; предметы домашнего обихода кил-ҫуртра куллен тыткалакан япаласем.

ширпотреб

мн. нет (товары широкого потребления) ширпотреб (куллен кирлӗ таварсем, пурне те кирлӗ таварсем).

постепенно

вӑраххӑн, ерипен, майӗпе, куллен, майӑн.

потребление

усӑ курни; предметы широкого потребления халӑха куллен кирлӗ таварсем.

каякан

тавар, витĕмлĕ тавар; неходкий товар кайми (витмен) тавар; товары широкого потребления куллен усă куракан таварсем.

каякан

тавар, витĕмлĕ тавар; неходкий товар кайми (витмен) тавар; товары широкого потребления куллен усă куракан таварсем.

хроника

хроника (1. историре пулнă ĕçсене çултан çула çырса пыни; 2. куллен пулса пыракан ĕçсем çинчен пĕлтерекен хаçат-журналăн пайĕ).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ассимиляция

ж. ассимиляци (1. биол. чĕрĕ организм апата, сывлăша çăтса ӳте илни; 2. пĕр халăх тепĕр халăхăн чĕлхине, йăлисене йышăнса унпа пĕрпекленее кайни; 3. лингв. сасăсен пĕрпекленевĕ, сăм. кунлен — куллен).

изо

предлог см. из; изо всей силы мĕнпур вăйпа (е вăйран); изо дня в день кунран-кун, куллен-кун.

настольный

прил. 1. сĕтел ⸗ĕ [⸗и]; сĕтел çинчи; настольная лампа сĕтел лампи; 2. перен. куллен кирлĕ (е тыткалакан); настольная книга куллен тыткалакан кĕнеке.

обиход

м. 1. (привычный образ жизни) кулленхи пурнăç, хăнăхнă йĕрке; повседневный обиход кулленхи пурнăç; 2. (употребление в быту) куллен тыткалани, кирлĕ-кĕрлĕ; предметы домашнего обихода кил те куллен кирлĕ яйаласем; войти в обиход пурнаçа кĕрсе пыр.

обиходный

прил. кулленхи, куллен кирлĕ, куллен тыткалакан; обиходный язык кулленхи чĕлхе.

обыденный

прил. кулленхи, куллен-кунхи, яланхи.

обыдёнщина

ж. разг. куллен-кун пулаканни.

повседневный

прил. куллен-кунхи, кулленхи, яланхи; повседневная одежда кулленхи тумтир.

потребление

с. по гл. потреблять; личное потребление харпăр хăй усă курни; товары широкого потребления куллен кирлĕ таварсем; фонд потребления эк. потреблени фончĕ.

товар

м. тавар; товары широкого потребления куллен кирлĕ таварсем.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

акциз

акциз (тӳрĕ мар налог — куллен кирлĕ таварсене, пулăшу ĕçĕсене хаклатни); акциз на водку шурă эрех акцизĕ

газета

хаçат; ежедневная газета куллен тухакан хаçат; редакция газеты хаçат редакцийĕ

дневник

1. кун кĕнеки (куллен пулса иртнине çырса пыни); дневник военных действий çар ĕçĕсене куллен çырса пыни; дневник наблюдений за погодой çанталăка сăнанин дневникĕ 2. дневник (вĕренекен ĕçне çырса пымалли); школьный дневник шкул дневникĕ

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

куллен

«ежедневно», «каждый день» < кун + лен (н ассимилировался звуку л).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Пилĕк ав

Пилĕк (пилĕке) ав гнуть [ломать] спину [горб, хребет].
Тăрăшать, ĕçлет хресчен, Пилĕкне авать куллен. Г. Ефимов. Хăвна сана пилĕк авма пĕр-пĕр стройкăна кайса ярасчĕ. X. Акивер. Мĕнле пурнăç патне çитсе перĕнтĕмĕр: нимĕçсемшĕн пилĕк авмалла. В. Бубеннов.

Чуна çунтар

Чуна [чĕрене] çунтар [ыраттар] терзать душу [сердце] кого, чью, заставить болеть душой кого, бередить душу кого, чью.
Путсĕр кĕвĕçӳ мĕн чухлĕ çынна тарăхтарать, чунне çунтарать. В. Алентей. Анук аппа та, уншăн кулянса, пайтах чĕрине çунтарчĕ. А. Ĕçхĕл. Йывăр асаилӳсемпе чуна ыраттар. Радио та, хаçатсем те куллен-кунах чĕрене ыраттаракан хыпарсем кӳрсе тăраççĕ. В. Сатай. Кинĕ те ытла хуйха ӳкни Çтаппан чĕрине ыраттарчĕ. Н. Мранькка.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

евăсем

ç.я. Хĕр-упраç; хĕрарăмсем. Сăпайлăх тени çеç куллен çухалать. Çамрăк евăсем те ытлашши сĕмсĕрленсе кайрĕç. ÇХ, 1998, 37 /, 12 с. Тепĕр чух хаш-хаш сывлаççĕ ватă адамсем... Пурпĕрех пĕччен çӳреççĕ çамрăк евăсем. Н.Теветкел //Ар, 2001, 19 /, 3 с.

кĕнеке

кун кĕнеки, ç.я. Пулни-иртнине тата шухăш-кăмăла куллен-кун палăртмалли тетрадь; дневник. Çырнисене пĕтĕмпех ... пичетлесе кăларать (кун кĕнекисем, ... çырăвĕсем таранах). ТА, 1988, 10 /, 29 с. Кун кĕнекинче те çак фактсене кăшт-кашт палăртнă. КЯ, 7.10.1989, 3 с. Поэт кун кĕнеки çырса пынă. Х-р, 4.02.1997, 3 с. Çыравçă ... кун кĕнекисенче, аса илӳсенче Тайăра асăнмасăр иртмен. Т-ш, 1999, 5 /, 5 с.

кĕретĕн

ç.п. Занятисене куллен çӳресе вĕренмелли йĕрке; куçăн (туп.). Кĕретĕн тата кĕретсĕр вĕренӳ. Х-р, 20.05.1994, 4 с. Çулталăк çурă хушшинче тăватă курсшăн мĕн пур экзаменсене тытса пĕтернĕ те пиллĕкмĕш курсра кĕретĕн вĕреннĕ. ХК, 1999, 1 /, 3 с.

куçăмлă

ç.п. е КУÇĂН, п.п. Куллен вĕренме çӳремелли; кĕретĕн (туп.). Вĕренӳ куçăн тата куçăн мар майпа пулĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 8 с. Аспирантурăра куçăмлă та куçăмсăр та вĕренме май пур. Ч-х, 1999, 27 /, 8 с. Ăна куçăмлă майпа вĕренме кĕртес тĕллевпе ректор патне кайрăм. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 476 с.

настоятель

ч.с. 1. Мăнастир пуçлăхĕ. Ĕпхӳри Чăваш халăх шкулĕнче арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ Серафим атте пулса курчĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 7 с. Савватий атте, арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ, куллен ОМОНа шăнкăравласа тăнă, йĕркеллех-и. ÇХ, 1999, 42 /, 3 с. 2. Чиркĕвĕн аслă священникĕ. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн на-стоятелĕ Николай протоиерей кĕлĕ ирттерет. ПП, 2000, 4 /, 4 с. [Ăна] хирĕç чиркӳри аслă пуп (настоятель) килет. ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.

Çавăн пекех пăхăр:

кулич кулкала кулкка кулккалăх « куллен » куллен-кун кулленхи куллян куллянхи Кулмакса

куллен
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150