Шырав: сывă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вит

9.
одолевать, побеждать
сывă çынна чир витмест — закаленный человек болезни не поддается

ма

3.
разве, неужели
чипер çын ма апла хăтлантăр — разве порядочный человек так поступит
сывă ача ма ун пек макăртăр? — неужели здоровый ребенок будет так плакать?

психика

психический
сывă психика — здоровая психика
психика уйрăмлăхĕсем — психические особенности
психика чирĕсем — психические болезни

психопат

психопат (сывă мар психикăллă çын)
психопат хĕрарăм — психопатка

пуç

3.
человек, душа
чĕрĕ пуç — живой человек
сывă пуç — здоровый человек
Кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр. — посл. Чтобы платьице истлело, а человек остался (говорится, когда кому-либо дарят рубашку).

пыр

3. разг.
глотка, утроба, желудок
хăй пырĕшĕн анчах тăрăшать — он думает лишь о своем желудке
Аçу-аннӳ сывă чух пыр та тутă, çипуç та питĕ. — посл. Сыт и обут, когда родители живут.
Алă кукри пыр еннелле. — погов. Рука тянет (букв. сгибается) в сторону глотки.

сыв

см. сывă

сывă

(сыв)

сывă

1.
здоровый, не больной

сывă

здоровым, в здоровом состоянии
сывă çын — здоровый человек
сывă шăл — здоровый зуб
вăл сывă мар — он нездоров

сывă

2.
употр. в приветствиях и пожеланиях:
сывă-и? — здравствуйте! (букв. здоровы ли?)
сывă пулăр — до свидания, будьте здоровы
сывă пултăр халăхсен туслăхĕ! — да здравствует дружба народов!

сывă

3. диал.
здоровье

сып-сывă

здоровым
в полном здравии

эпĕ халь сып-сывă — я сейчас совершенно здоров
вăл сыватмăшран сып-сывах таврăнчĕ — он вернулся из больницы в полном здравии

туй

III. глаг.

1.
чувствовать, ощущать
хырăм выçнине туй — чувствовать, испытывать голод
мĕнле туятăр хăвăра? — как вы себя чувствуете?
вăл хăйне сывă мар туять — он чувствует себя плохо

халлĕн

послелог
в виде чего-л.
в каком-л. состоянии, положении
ахаль халлĕн — просто так
епле халлĕн? — в каком виде? в каком состоянии?
çав халлĕн — в таком виде, в таком состоянии
çĕнĕ халлĕн тăхăн — обновить, надеть что-л. новым
сывă халлĕн — в добром здравии
таса халлĕн — в чистом виде

хăй халлĕн —
1) сам по себе, только сам
аша хăй халлĕн пĕçер — отварить мясо отдельно
2) стихийно, само по себе
пушар вăрманта хăй халлĕн тухнă — пожар в лесу возник сам собой
3) самостоятельно, без посторонней помощи
ача шкула хăй халлĕн кайса çӳрет — ребенок ходит в школу самостоятельно
вăл ĕçе чирлĕ халлĕн килнĕ — он пришел на работу нездоровым
Ватă йывăç ларнă халлĕн хăрать. — посл. Старое дерево засыхает стоя.

чĕреллĕ

1.
с каким-л. сердцем
сывă чĕреллĕ çын — человек со здоровым сердцем

юл

1.
оставаться, быть, находиться где-л.
киле юл — оставаться дома
тĕпне юл — остаться (в доме) наследником
хĕл каçма яла юл — остаться на зиму в деревне
хыçа юл — остаться сзади
вăл иккĕмĕш çула юлнă — он остался на второй год (в том же классе)
эсир кайăр, эпĕ юлатăп — вы идите, а я останусь
сывă юлăр! — будьте здоровы! (говорится при прощании)

ӳпке

легочный
сывă ӳпке — здоровые легкие
ӳпке туберкулезе — туберкулез легких
ӳпке тымарĕсем — анат. бронхи
ӳпке шыçни — воспаление легких
унăн пĕр ӳпкине касса кăларнă — у него одно легкое удалено

ӳс

1.
расти, развиваться
ача сывă ӳсет — ребенок растет здоровым
вăл ялта çуралса уснĕ — он родился и вырос в деревне
ӳссе кай — разрастись
ӳссе çит — дорасти
усе киле — по мере роста
Туратсăр йывăç ӳсмест. — посл. Дерево не растет без ветвей. (соотв. Каждое дерево в сук растет).

ӳт-пуç

организм
сывă ӳт-пуç — здоровый организм

çитĕн

1.
расти, вырастать, произрастать
курăк лайăх çитĕнет — трава растет хорошо
ача сывă çитĕнет — ребенок растет зоровым
вăл хулара çитĕннĕ — он вырос в городе

пул


каяс пулать — нужно идти
чăтса пулмасть — невозможно терпеть
пыраймастăн пулать? — значит, не сможешь пойти?
пултăрах! — ну и пусть!, будь, что будет!
мĕн пулать те мĕн килет! — будь что будет!
мĕн пулсан пулать — что будет, то будет
мĕн пулсан та пулать — что будет, то будет
мĕнле пулсан та — во что бы то ни стало
кирек епле пулсан — та как бы то ни было
кирек мĕнле пулсан — та как бы то ни было
унччен те пулмарĕ — вдруг, внезапно
пулать-мĕнв роли усилит. частицы что за, ну и
пулать-мĕн этем! — что это за человек!
сывă пул! — будь здоров!, до свидания!
сывă пултăр! — да здравствует!
сывă пултăр халăхсен туслăхĕ! — да здравствует дружба народов!

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йатла

бранить
сывă пулăр, йатласа ан йулăр — будьте здоровы, простите ("не браните")

су

II. син.: сывă
здоровый
сумар [Ядр.], сывăмар — нездоровый

сы

син.: сывă
здоровый
сы пул – прощай, будь здоров
сы пул те — скажи: будь здоров

сывă

здоровый
сывă-и? – здоровы ли?
атте-анне сывă чухне — когда здоровы родители...
сывви-сывăмарри пурте вĕсем патне йулашки укçисене те тултаççĕ — и здоровые и больные, все тащат к ним свои последние гроши

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хăштик

подр. слабому, отрывистому дыханию. Шорк. Ача манăн сывă мар-ха, аран хăштик-хăштик сывлат. См. ''МКП'', 70.

сыв

(сыв), то же, что сывă, здоровый. Завражн. Якур сыв мар темеççи? — Сывах халĕ. N. † Сывах-и çӳреççи, тейиса, килсе корас терĕмĕр. N. Сыв-и? Здравствуй, здравствуйте. N. Сыв пул, будь здоров, прощай, досвиданья. N. Сыв пулăр, будьте здоровы, прощайте, досвиданья. N. Сыв пултăр! Да здравствует! Юрк. Тăвансем, иккĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăнчĕç, тет, калаçма.— Сыв-и, тăван? тесе ыйтат, тет пĕри. Ib. Сыв-и? — Сыв халĕ. Орау. Сыв пул, сыв пул тата... сыв пул тата (дескать досвиданья или до другого раза). Сред. Юм. Хуçи хăнисене: сыв пôл! тесе ĕçет те, онтан хăнине ĕçтерет. Ау 111. Тухса кайнă чухне калать: сыв пулса тăр-ха еппин, тет. Ой-к. Аки-сухи сыв пултăр! (Так говорили в царское время уходящие на заработки). N. Сывран сыв пул. (Из письма). N. Поç сыв чохне. || Здоровье. N. Сан сывуна пĕлесшĕн эпĕ.

сывуçу

сывă çу, сыв çу, топленое масло. В. Тим. Орау. Хора-к. Сыв çу чĕресси толĕнчен паллă. См. сив çу.

сывă

(сывы̆), здоровый. ТММ. Сывă пулăр! Прощайте, будьте здоровы! Сывă пулса тăрăр-ха! Досвиданья! Такмак. Эсĕр сывă тăратра? Чем люди живы. Сыв-и-ха? тет.— Сывă-ха, мĕн кирлĕ? теççĕ лешсем. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: инке, сывă çӳретни-ха? терĕм. Н. Карм. Сывă пурăнатăр-и эсир халĕ? Епле сирĕн пурăнăç. Çавна пĕлесчĕ пирĕн. Ib. Хăвăр сывă пурăнатăр-и? N. Киле сывă пырсан, калаçăпăр. Ала 87. Пурте сывă тухрĕç, тет. Изамб. Т. Сывă-и? Çӳретре-ха? — Çӳрекелетпĕр-ха. Хăр çӳретре? Ib. Епле сывă таврăнтăр-и? Н. Шинкусы. Ун чухне куккасен çемйисем, выльăх-чĕрĕлĕхĕсем сывах çӳреймен (не были здоровыми), курăнат. Регули 345. Эп корса она онта, вăл сывă. Ib. 129. Ĕçлеме сывă. ЧП. Ĕçме-çиме лайăх сывă чухне.

сывă-сторовă

здоровый. Пир. Ял. Константинопăльре пĕр Старо-Ака ятлă сывă-сторовă турккă çынни творнĕкре пурăнать. Вăл ĕнтĕ 147 çул тултарнă.

сывăх

(сывы̆х), выздороветь, поправиться. Тет. Ашшĕ-амăшне... Тата пăртак çывăрса тăрсан, хамах сывăхса ура çине тăрăп-ха. ППТ. Çапла сĕренте, çав сĕрен хуллисемпе çаптарсан, кирак епле çын та сывăхать, теççĕ, çавăнпа кирак кам пултăр, пурте хăйсемех çаптараççĕ. Сред. Юм. Çак чиртен сывăхсан, пырса кôрасчĕ сирн патра та, сывă-хайрап тем тульккĕ.

сывă-хăват

здоровье и сила. N. Унти уçă сывлаш лайăх сывă-хăват патăр сана. (Из письма).

сып

частица образования формы превосх. степени от сывă. N. Сып-сывă, совершенно здоровый.

су

здоровый. См. сыв, сывă. Икково. Вăл сăвах. Он здоров. Ib. Су пол. Прощай. В. Олг. Су полăр! — Чипер кай! || Здоровье. Шибач. Су анчах полтăр.

сăна

ы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.

Сĕве

(сэ̆вэ), назв. р. Свияга. Кĕвĕсем. Сĕве хĕрринчи пултăран татмасăрах ватăлнă. Ib. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх кимĕ-тĕр. Т. II. Загадки. Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве шывĕ тăрăлтăр. (Сывă çу). Çĕнтерчĕ 28. Шуррисем Сĕве улăхĕнчех, теççĕ. Альш. Сĕве çинчи ырсем шерпет сып юсман вар. Сĕве çинчи ырсем юсман шерпет. Искажение). Стюх. † Тапса ярăр Севенĕн пăрсене, туртса илĕр Атăлăн пăрсене. Альш. Атăлтан пăрăнсарах каять çавăрăнса ытла нумаях мар: „Сĕве кукăрĕ“ теççĕ ăна кунтисем. Ib. Сĕве таппи, разлив р. Свияги. || Название гор., Свияжск. Нюш-к. N. Сĕве çинчи ырăсем; Сĕвере выртакан ырă, назв. божества.

çавă

(с'авы̆), то же, что çав. Орау. N. Вара вуласа паракан: салам янă, сывă, кăшт укçа ыйтать, тет те, вара мĕн пурĕ çавă пулать (вот и всё). N. Çавă хăй вĕрентекен ачасене хытă вĕрентетчĕ, тет.

çан

тело, туловище. N. Унтан хăй çанĕ çине пăхнă та, унăн кăкăрĕсем (груди) ĕлĕкхи пекех сывă пулнă. СТИК. Çан кĕçтет. Чешется тело. Ст. Чек. Кăшкăрса тăр-ха кунта, çанă кĕçĕтет пулĕ-ха (у тебя, видно, тело чешется, т. е. видно тебе охота биту быть). ТММ. Патак хытă, çан çемçе. (Послов.). Микушк. Çан или çан-çурăм, средняя часть тела человека без конечностей. Ib. Çĕр çынтан çĕр сăмах, çанăм çурласса çитет-çке. Çутт. 82. Манăн çач çине темиçе пĕрчĕ ӳкрĕ. На меня упало несколько капель дождя. Пазух. Йĕс алăкран кĕнĕ чух, çара çанăм çӳçенчĕ, хĕрлĕ сăнăм шуралчĕ. N. Çарамас çанăвăн ирсĕрлĕх ан курăнтăр. Чтобы не видно быдо срамоты, наготы твоей.

çемье

(с'эм), семья, член семьи. Ёрдово. † Аттен çемйи (йышĕ) катăлчĕ, çич-йот çемйи хошăнчĕ. ЧП. Вилсессĕн, çемьесем: юмăç карчăк сăмахне итлесе, ачана чук тăва-тăвах вĕлерсе ятăмăр, тесе, ӳкĕнсе, йĕре пуçларĕç. Юрк. Карачăмĕ, хăваттир тупсан, калле Чĕмпĕре çемйисене илме каят. N. Куршĕ-аршă лайăххи килти çемьепе пĕрех, тет. (Послов.) Изамб. Т. Çемьесем пурте сывă-и? — Сывă-ха. Чуратч. Ц. Эпир çемьепе те çур пăлан (урожăй с одного планового места) çисе яраймастпăр. N. Сан çемйӳсем хупа пĕрле-и? Н. Карм. Çемьесем (семья) сирĕн пурте сывă-и? Календ. 1911. Нумайĕшĕ тăлăх юлнă: çемйи-çемйипе (целыми семьями) çăкăрсăр, çуртсăр ларнă.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çыру

(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.

çырса пар

написать. N. Ку кĕнекере, сывă пулас тесен, мĕн-мĕн тумаллине пурне те çырса панă.

çиллен

(с’ил’л’эн’), то же, что çилен, гневаться, сердиться. Хора-Сирма. Сывă пулăр, ан çилленĕр. (Конец письма). См. çилен.

çитер

понуд. ф. от гл. çит; доставить, довезти. Шурăм-п. Лаши аран утать, Ишеке ултă сехетрен тин çитерчĕ. Регули 81. Ман онта çитерес, онтан вăлсам исе каяççĕ. Б. Ятгильд. † Пичче мана усатса яр, уй-хапхи патне çитерсе яр. Юрк. Часах Карачăмне хыпар çитереççĕ. Кратк. расск. 20. Сывă халлĕн сан патна çитермесессĕн, санăн умăнта эпĕ ĕмĕрех айăплă пулăп, тенĕ. Пазух. Çичĕ тавлăк хушшинче çитмĕл киле çитерчĕ. Альш. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă каçарăр, çитес çĕре çитиччен çитерĕр. || Доносить. N. Ман сăмаха итлемесессĕн, сан çинчен уеса сăмах çитерĕп, тенĕ. || Доставлять. Тайба-Т. Кан. Хаçат-шурналсене вăхăтра çитерсе памасть (не доставляет). || Заставлять ходить, отсылать. N. Сĕтел кутĕнчен сĕтел кутне çитерет. Заставляет ходить от стола к столу (в канцелярии, не обьяснив толком, куда надо обратиться). || Удовлетворить. N. Вĕсен кăмăлне мĕнле çитерес-ши? || Сделать так, чтобы было достаточно. Юрк. Хуларан килнĕ тăванĕ укçапа таврăннă-тăр, тесе шухăшласа, хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ: куллен укçа кирлĕ, ниепле те укçа çитерсе пулмаст. Ирĕксĕр киле килтĕм. Кунта эсир ялта аван пурăнатăр пулĕ? тет. N. † Сиртен ытла савнă çыннăм çук, çитмен пулсан çитерĕр. Такмак. Çитмен пулсан çитерĕр, ытла пулсан ан айăплăр. || Ск. и пред. чув. З6. Çавăн пек хитре хĕре те тиркесессĕн, çын кулĕ. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет. || Истратить до копейки. Кан. Гата ӳсĕрличчен ĕçсе икшер лашапа урам тăрăх чупса çӳреççĕ. Çапла пĕтĕмпе 600 тенкĕ укçана çитереççĕ те, çĕрне кăлармасăрах, киле (домой) пăрахса тараççĕ. || Напастись. N. † Пирĕн аттен виç ывăл, ăстан калош çитерес (где напасешься на них калош!). || Исполнить. N. Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр. N. Халĕ ĕнтĕ вăл сирĕн пӳрнĕ ырăлăхне çитерсе пачĕ. N. Хăй çинчен каланине те туса çитернĕ (quaecumque de ipso praedicta errant implevit). || Доводить до... N. Хăйне хĕнесе суранлантарса пĕтернĕ те, вилес патне çитерсе пăрахса кайнă (избили чуть не до смерти, бросили и ушли). Орау. Ма апла нумайччен тытать-ши вăл? Çур-çĕре çитересех темеçт-и? Зачем он так тянет? Не хочет ли просидеть до двенадцати? N. Алла çамка çине, кăкăр çине, тата хул-пуççисем çине çитерменни аван мар. || Довести до конца (время). Яргуньк. Килте çав ача амăш макăрса çулталăк çитерчĕ (проплакала год), тет. Яжутк. Шăнкрин вара çулталăк çитерсе тухрĕ, тет. Толст. Пĕчĕкçĕскере, ниепле те урана çитерсе пусаймарăм. || Успевать. Изванк. Ĕлĕк пирĕн ялта кунран-кун выльăхсем нумайçем нумай вилсе пыраччĕç. Пытарса çитерме те çукчĕ (не успеваешь хоронить). || В качестве вспомог. гл. К.-Кушки. Епле эсĕ сехете ку кунччен упраса çитертĕн? Как ты сберег до сих пор часы? Кан. Халăх хушшинче ĕçлесси майланса пырать, çулталăк хушшинче таврари хресченсен выльăхне кăтартса çитернĕ. Изамб. Т. Эсĕ ку япалана киле çĕклесе çитереймĕн (не донесешь). ППТ. Шăтăкне çăварĕ патне чавса çитерсен (когда дорыли), тахçан та ан çухалтăр тесе, пĕр патак лартса хунă. Н. Карм. Кашкăр çиленсе çитнĕ те, калать: сана тавлашса çитереймĕн (с тобою не наспоришься). N. Пурне те тӳссе çитерекен (претерпевший) çăлăнĕ. N. Унăн пур йăнăшĕсене те кам пĕлсе çитерĕ. Тораево. Хăнисем тĕлĕннĕ: ку ухмах йăван ăштан тупса çитернĕ (откуда он все это достал). N. Вĕрентет пире вырăсла: пĕтĕмпех пĕлсе çитерейместпĕр (всего-то не познаем). Ала 98°. Кашнă çын килне кĕрсе çитеримастăн полсан (если не имеешь времени заходить в каждый дом), çынсен алăкĕсем патне анчах пырса чĕн.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çĕрме пуян

крепкий богач. Сред. Юм. Пĕррĕн-пĕррĕн пуçтарса, çĕрме пуян эсĕ пôл. (Гов. выходящие замуж, если им кто-нибудь даст денег). Байгул. Сывă пулăр та пур пулăр; эпир тепре киличчен, çĕрме пуян пулăр. N. Çĕрме пуянăн хĕрĕсене. КС. Вăл хĕр çĕрме пуяна качча карĕ (за очень богатого).

çвер-тискер

хищный зверь. ТХКА 65. Араслан, тикăр, çвер-тискер кайăксем, ирĕкре вăрманта пурăнаççĕ (дикие звери живут в лесах на свободе), тем-те-пĕр çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă; сывă пулсан, хаярланма та, куштанланма та пулать вара, тетчĕ пирĕн асатте.

тав

(тав), благодарность. Юрк. N. Эп сывă-ха, тав тура. N. Тав ĕçкĕне-çикĕне: эпир ĕçни-çини вырăнне хăла (пыл) тулса юлтăр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, тав ĕçкĕре-çикĕре! N. Вара мăн-кĕрӳ калат: е саламалник, тав сире: Ĕçетре-çиетре, вылятра-кулатра, эсир пире кĕтетре? тет. Хирĕç тухаканĕ калат: пирĕн кĕтни çав, тет. Мăн-кĕрӳ калат: тав та пулин тавах, тата та пулин тавах, тет. N. Тав та пулин тавах, кушак кутне чавах! (Конец „такмак“; прибавлено из шалости?). См. Магн. М. 231, 234. Якейк. Апат çиса тăрансан, тырă-полă аван полсан, тата ытти япала та лайăх полсан: тав торра, теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçмешкĕн тесе чĕнсе çӳрекенсĕне хирĕç: тавах (первое „а“ произносится протяжно)! теççĕ кил хуçисĕм. Ib. Тавах та, тавссилĕх корайман-ха! (Хăнана пынă çын: тавсси-ха ĕçнисĕне, тесен, кил хуçи çапла калать). Ib. Тавах та лекнĕ полсан (хорошо если помогло угощение), лекейчĕ тем çав. (Тавсси тăвар-çăкăра, тесен, ôна хирĕç, хăнана чĕнекенни çапла калат). НЧТ. Вал кашни килле (в дом) кĕмессерен: эпир кĕçĕр сăра чуклес тетпĕр, сăра ĕçмешкĕн (пырăр), тет. Кӳрĕшĕсем: тавах, ачам, ырă сăмахна! теççĕ. Орау. Ку та ĕçкĕре: тав! тесе, хуçи пекех пĕтĕмпех ĕçсе ярса, черккине калле тыттарать. Ib. Вăл ĕçсен, кил хуçийĕ татах черккине çĕнĕрен тултарса каллех хăй кӳршине: тав сана! тесе, тепĕр хут хăй ĕçсе ярать. В. Тим. Пире лаша кăкарма памĕ-ши? тет пирĕн кĕрӳ. Пиртен тавах (надо: ирĕк?), тет хăти.

ку тарана

до этого предела, до этих пор. N. Кунтан куна хăварса пырса ку тарана çитертĕм. ЧС. Выçăллă-тутăллă пек, йĕрсе-макăрса ӳссе, ку тарана çитсе, çӳçлĕ-сухаллă пултăм. N. Ку тарана пăхса ӳстертĕм, малашне ĕнтĕ хăй те пурăнкалĕ. Сунт. Ку тарана çитсе миçе хĕре улталарăн? Кан. Ку тарана çитсе (до сих пор) аласемпе чĕн илсе памарĕ. N. Ку тарана сывă (здорово) пурнатăп.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

тепре куриччен

тепре кураччен, до (следующего) свидания. N. Сыв полăр тепре кориччен, пĕр кĕрекере ĕçсе çийиччен. (Письмо). N. Сывă пулăр, тепре кураччен.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăркала

учащ. ф. от гл. тăр. N. Ăçта килчĕ унта çуннă юпасем тăркалаççĕ. N. Çапах ку Иван тăркаласа тухать, тет, кăмака çинчен. Альш. Хурăн-варĕн вĕçĕнче аранçĕ тăркалат шыв кӳленсе: кĕтӳсем шăваркаламалăх пулат унта шывĕ, йĕпе çулсенче. Бес. чув. б. Кăшт тăркаласан тасарах (чище) таварсем те сутакан пулнă. О сохр. здор. Сывă мар çын патĕнче тăркаларăм та, çавăнтан ерчĕ пулĕ. Баран. 116. Кăвакал пĕр май пуçне шыва чиксе, пуç-хĕрлĕ тăркаласа пырать. Ib. 19. Капла ĕçсĕр тăркаласа пире усă пулас çук. СТИК. Вăсем кăчуне начар тăркалаççĕ-няк. Они, кажется, живут в настоящий момент кое-как. Шурăм-п. Çапла шухăшласа кăшт тăркаласан, паçăрхи улпут кĕтесрен лашине юрттарса тухрĕ.

тăрăш

длина. Собр. Тимĕрпе хăмсарсан, тимĕр пĕр чике тăрăш тăслат, теççĕ. С. Алг. † Çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ. N. Тырă тăрăшпех акнă, тет. N. Тăрăшĕпе выртса тухнă. || Окруженье, окрестность. N. Дон шывĕ тăрăшĕнче начар, ытти çĕрсенче вăтам пулмалла. Рак. † Шурă Атăлăн тăрăшĕнче ут çултăмăр çаранта. || В течение, в продолжение. N. Сывă пулсан, сире ĕмĕр тăрăшне те манас марччĕ. N. Çул тăрăшне сивĕ тытрĕ. Кан. Хĕл тăрăшĕнче улма çĕрме пуçланнине сиссенех, çĕрĕккисене суйласа илмелле. Тайба.-Т. † Эпирех те выляса кулнисене асăнăр та тантăшсем, ĕмĕрĕн тăрăшĕнче.

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

халав

(халав), доброе пожелание, благословение. N. Пурне те ырă сывă пурăнма халав туса яратăп. Ст. Яха-к. Пехил халав тăвăр пире! (Обращение к умершим).

халĕ ĕнтĕ

теперь. N. Халĕ ĕнтĕ эрех ĕçмелли пĕр кун анчах юлчĕ, ырантан малашне никама та эреке ĕçме юрамасть, тенĕ. || Пока. А.-п. й. 99. Халĕ ĕнтĕ сывă пул!

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

халлĕхе

на настоящее время, пока. N. Кунта пурнăç халлĕхе пымалла-ха. N. Халлĕхе сывă тăрап-халĕ. Пока здоров.

хашка

дышать быстро, пыхтеть, тяжело дышать. Хастарлăх 29. Хашкать,— йăпат, лăплантар. СЧЧ. Кĕнĕ чуне (в избу) чупса килнĕ пек туса хашкаса кĕрĕпĕр, тесе калатпăр, тет (совещаемся, притворившись, что прибежали бегом и запыхались). Изамб. Т. Çын чупсан-чупсан чарăнсан, хашкама пуçлать. Ст. Чек. Хытă чупсан, чарăнсан хашкаççĕ (быстрое дыхание). ТХКА 86. Сурăхĕ вăл ăшăпа хашкаса, пăртак хăра-хăрах шыв ĕçет те, мăя тăсса выртать. Сред. Юм. Хăш çын пăртак чупсанах хашкакан полать (запыхается). N. Ачисем е хăйсем сывă мар пулсан, вĕсем, мĕншĕн кун пек пулчĕ-ши, тесе, хашкаса чупаççĕ. ЧС. Вилес патнех çитрĕ, аран хашкакан пулчĕ (чуть-чуть начал дышать). || Журчать, бурлить (о речке). Сред. Юм. Çырмари вăйлă шыв хашкаса йохать. || Торопиться, беспокоиться. N. Только час-часах хашкамаççĕ (не торопятся). || Дуть сильно, Сред. Юм. Çăмăр нӳрне пĕр-икĕ кôнтах çил хашкаса типĕтсе ячĕ. || Пыхтеть (о пароходе). ТХКА 11. Атăл. Прахут хашкаса тăвалла пырать.

хыпăн

(хыбы̆н), зажечься, разгореться. N. Çуллахи типĕ вăхăтра вут час хыпăнса каять. || Задыхаться, запыхаться. Альш. Хытă килнипе хыпăнтăм (сперло дыхание). Ib. Анне вилнĕ тенине илтсен, пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (не мог дышать). ГТТ. Тăвалла хытă утса улăхнипе хыпăнтăм (запыхался). Ib. Вут тухнинчен хăраса унталла-кунталла чупнипе хыпăнсах ӳкрĕм, нимĕн тăваймастăп. N. Ăна хăвала хăвала çĕр тенкĕлĕх лаши хыпăнса вилме пултарат, тет. N. Кашкăр хыпăннипе ӳкрĕ те вилчĕ. СТИК. Ăçта кайнă ку, чыст хыпăнса ӳкнĕ. Куда он ходил так, совсем запыхался. || Спешить озабоченно. N. Халăх утать хыпăнса. Народ спешит озабоченно. Срв. хыпалан. || Стараться. N. Унпала нумай калаçасшăн ан хыпăн. N. Вĕсем тем чухлĕ хыпăнса çуннă (старались). || Тосковать. Сет-к. Хыпăнать, тоскует. Тюрл. Хыпăнса çăтăнса карĕ (тужит, сердце горит). || Растеряться. Баран. 61. Пĕтĕмпех хыпăнса ӳкнĕ, сывлăшне çавăрса илеймест. Календ. I1911. Хăш чухне темĕн тĕрлĕ лайăх пăхса ӳстернĕ çĕртех выльăх чирлесен, нимĕн тума пĕлмесĕр хыпăнса укеççĕ. Сред. Юм. Хыпăна йолтăм. Говорят в том случае, если событие произошло неожиданно и посделетвия не хорошие. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: Инке, сывă çӳретни-ха, тесе чуп-турăм. Инке нимĕн те чĕнеймерĕ, хыпăна юлчĕ. Сноха моя не могла ничего промолвить, у нее перехватило дыхание (остолбенела). В. Олг. Хыпăнса каяс поли = хыпса каяс поли. ЧС. Унăн амăшĕ хăранипе хыпăннипе пĕтĕмпех халтан кайнă, калаçаймаст та. Хурамал. Çав сăмаха илтсессĕн пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (нимĕскер тума пĕлмерĕм, хăраса кайрăм). КС. Хыпăнса укрĕ, может значить: заторопился, перепугался, пришел в возбуждение от ничтожной причины. А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки.

хуйхă ту

доставлять горе, заботу. N. Сывă марри мана хуйхă тăвать.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хушăн

прибывать, прибавляться. N. Çырмара шусам хушăнма пуçлаççĕ. N. Чон хошăнса пырать (прибывает). Кан. Атăл пăрĕ кайма пуçларĕ. Шыв хушăнсах пырать. В. С. Разум. КЧП. Малтан сахалăн ташларĕçĕ; кайран ташлакан хушăна пуçларĕ, ку вырăнта тăвăр пула пуçларĕ. N. Халĕ пирĕн йыш хошăнчĕ, Павăл ятлă турăмăр; порнать-ха, сывă.

хăвăрттăн

часто. N. Алă тымаррийĕ сывă чухнехи пек пĕрмай вăрахăн тапман, хăвăрттăн тапнă.

Курнавăш

(курнавы̆ш), назв. сел. Шимкусы. Изамб. Т. Сывă-и, хăта? Кунтан Курнавăша хăш тĕлтен (-какою дорогою) каймалла?

кăмăл тат

обидеть. Шишкин † Ăçта каян, тăван, çĕр хута, ман кăмăла татиса (= татайса)? Ск. и пред. 74. Пырăпăрах, пырăпăр, пымасăрах юлмăпăр! Турă пӳрсен, сывă пулсан, кăмăлăра татмăпăр. N. Хура юлнă çынна тилмĕрнĕ. Çĕртен кăмăлне ан тат. Халăх кăмăлне юрама тăрăш. N. Вара княç (кĕнеç): хăйĕн ывăлин кăмăлне татас мар, тесе, ăна патша хĕрне илме ирĕк панă. N. Вăл йывăр каласа хучĕ те пĕтĕм кăмăлăма татса пăрахрĕ.

кăшăл-чăшăл

(-ζ'ы̆жы̆л), подр. легкому, тихому шуму от колосьев. Турх. Пусри тырă тайăлса иртнĕ пĕлĕте ăсатать, кăшăл-чăшăл калаçса: сывă пул! тесе, ăсатать.

тăшман-курайман

враг-ненавистник. Аттик. Эй пӳлĕхçĕ. пӳлĕхçĕ! пирĕн выльăх-чĕрлĕхе сывă усра; мур инкеке, тăшман-кураймана пирĕн ялтан сирсе тăр, терĕ. (Хĕр сухи).

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чĕре

сердце. N. Чĕре сикет, сердце бьется. N. Чĕре тапать, сердце бьется. N. Чĕре тапни, сердцебиение. N. Чĕре хуçăлать, серде надрывается. N. Чĕре сиксе ӳкрĕ, екнуло сердце. N. Эпĕ сире курсан, ырă тусăмсем, манăн чĕре тулчĕ савăнăçпа. Когда я увидел вас, добрые друзья, то мое сердце наполнилось радостью. Калашн. 19. Хуçана малтан вăл çапса ячĕ пĕтĕм вăйĕпе чĕре тĕлĕнчен. Образцы 9. † Тантăш юта кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. N. Чĕрем хытă хуйхăрат кил-йышсенчен уйрăлсан. Ал. цв. 13. Мана эсĕ хăвăн чĕрӳнти хуйхăна каласа кăтарт. N. Сывă çынăн чĕри те, ӳпкисем те лаях ĕçлеççĕ. У здорового человека сердце и легкие работают хорошо. Ал. цв. 26. Анчах йăмăкин чĕри тӳсеймен. Дик. леб. 48. Хăранипе, пиччĕшĕсене хĕрхеннипе унăн чĕри çунать кăна! Сердце ее ныло от страха и от жалости к братьям. КВИ. Пĕр чунăн çеç хуйхăпа çав каç чĕри çурăлать. Ib. Савăннипе Сетнерин чĕри кăлт-кăлт сикет-çке. Ал. цв. 20. Чĕри хăйĕн хăранипе тытнă кайăк чĕри пек сикет. Ск. и пред. чув. 25. Ăна курсан чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. Ал. цв. 13. Юратнă кĕçĕн хĕрĕ анчах хĕрлĕ чечеке курсан, чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. Ск. и пред. чув. 16. Ырă юрри çăлтăрсен эпир пĕлмен вăйĕпе лăплантарчĕ хуйхинчен Уланкинĕн чĕрине. Ib. 21. Юманкканăн хăлхине çав сăмахсем кĕреççĕ, унăн вĕри чĕрине çите-çите тивеççĕ. Дик. леб. 46. Анчах патша ун сăмахĕсене чĕрине хуман. Но они (речи) не доходили до сердца короля. У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. Ск. и пред. чув. 16. Уланки тус çав юрра хăлхисемпе илтеймест, чĕрипеле кулянса лайăххăн вăл ăнланать.

хăштик

подр. слабому, отрывистому дыханию. Шорк. Ача манăн сывă мар-ха, аран хăштик-хăштик сывлат. См. МКП. 70.

шу

двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.

Шупашкар

Шопашкар, город Чебоксары. НР. Анатран хăпарать шорă пăрахот, Шупашкар тĕлне çитсессĕн... Снизу идет белый пароход, как дошел до Чебоксар... N. Сакăр лаша кӳлтĕм, путрет ятăм Шупашкар ятлă хулана. N. Килмен те курман Шупашкарне кăçал та килсе, ай, куртăмăр. N. Шупашкарта тăвар хаклă, тăвар хаклă мар, Тăван хаклă. Ир. сывл. 2З. Эх, Шупашкар! сывă пул!.. ЧП. Шупашкар кулачи.

шăлт

подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.

шăмат-кун

суббота. Ст. Чек. Шăмат-кун кăнтăрла иртсен ака кăларма тиркенĕ. N. Шăмат-кон — хорт çинĕ кон акас мар-ха, тăхтас, тенĕ. N. Шăмат-кун сывă мар çынна хура кĕпе тăхăнтарсан, çын вилет, теççĕ. N. Шăмат-кун сырнă çăпатапа выльăх картине кĕрсен, выльăх хунамасть, теççĕ. Трень-к. Чăкăртан киле тавăрăнма инче пирки эпĕ киле шăмат-кунсенче анчах тавăрăнаттăм.

шăпăртат

употреб. в описательной форме с глаголом юх в значенин — течь тихо, равномерно. Юрк. Витрери шывне сăмавара кăмрăк тултаракан çĕртен тултара пуçласан, хай шывĕ урайне шăпăртатса юхса туха пуçлат. Çутт. 154. Пирĕн çинчен тар шăпăртатсах юхать. Пазух. 29. Сывă пултăр тесе ал тытнă чух, шăпăртатса юхаççĕ куççулсем. N. Куçĕсенчен шăпăртатса куççул юхнă. N. Шăпăртатса куççулĕ юхнĕ.

ниччава

ничего (рус.). СПВВ. Ст. Айб. † Хĕрсем хыççĕн çӳресе аттăм кĕллине хăпартрăм; атă кĕлли ниччава, хĕрсен пуçĕ сывă пултăр. Орау. Пасарта паян лашасам ниччависем те пур, хакĕ те ниччава.

пак

то же, что пек, как, подобный. Сёт-к. Лотра, хаяр çын çинчен: арлан пак сикет, тиççĕ. Регули 1382. Эп апайран хăранă пак аттиран хăрамастăп. Эп аттиран ончол хăрамастăп, апайран хăратăп. Ib. 1252. Сумар (= сывă мар) çын пак ырханланнă. Ib. 824. Эп вăл каланă пак турăм. Ib. 290. Окçа çок пак ним те илмест. Б. Нигыши. Вĕçсе каяс пак çунам пурч (= пурччĕ), тытса чарăнми лашам пурч, тăрса юлчĕç — мĕн тăвас. Шибач. Коллен-кон пак килет. Почти каждый день бывает. Б. Олг. Кон пĕр ластăк çăнăх йолчĕ, пĕр пилĕк пăт пак. Ib. Кашкăрсам вон пилĕкĕн пертен солакай енче полĕ, пĕр çич-сакăр чалăш пак лараччĕ кашкăрсам. В. Олг. Çан патне (к нему) пĕре (один) пырчĕ осал, капан пакскер, коçĕ ĕçлĕк пек. N. Сан пакки эпĕ икке. Сёт-к. Пирн та учĕ — учĕ пек, эпĕр те хамăр ача пак, пирн та варли — варли (- λиы) пак.

панккă

ваза, банка (напр. для цветов). К.-Кушки. || Банка (в медиц.). Сборн. по мед. Эмелçĕ карчăксем тата хăш чухне вăл чире çынна панккă лартнă чух, малтан усал чирлĕ çынна, унтан панккисене çумасăрах сывă çынна лартса ертеççĕ.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

пичке

(пич'кэ), бочка. Изванк. Кайин-кайин кайике, улах сăри ĕçтермерĕ, ĕçтересси ĕçтерч те, пичке тĕпне ĕçтерчĕ. Якейк. Пичке пек йăванса çурет (çапла мăнтăр, сарлака çынна калаççĕ). Собр. † Ĕçрĕмĕр те çирăммăр, хуçи пуçĕ сывă пултăр, пичке пуçне пыл патăр. Пазух. Ати калать: ай, кайăр, тет, пички калать: ан кайăр, тет, сире валли, ай, пур-ха, тет. Чертаг. Пичке йăвантаратпăр (игра на уллах'ах?). Орл. II, 238° . Шур пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта). Ерк. 76. Хушрĕ Урха арăмне ятлă пичке пуçлама. N. Пичке пуçланă чухнехи кĕлĕ. Чăвашсем малтан ак çапла калаççĕ: «Ака тума ултă лаша пар, сӳре сӳреме виç лаша пар, тата виçĕ тиха хыçалтан выляса пыччăр. Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар. Тата тырра шăтса тухсан, калчи (шултăра) пултăр. Унтан тырри ӳссе çитсен, хăмăлĕ хăмăш пек пултăр, пуçĕ пăрçа пек пултăр. Хаяр çилтен, пăртан, турă, хăтар, тырра тăкса ярасран, тиççĕ. Унтан тата ĕçе тухсан, çавапа, çурлапа тухăпăр. Çава çурла сарăмсăр ачасене касасран турă сыхла, тиççĕ. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар; кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар; тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар; çĕмел тăвăпăр, çĕмел перекетне пар. Тата урапа çине тиясан, урапа перекетне пар; капан тăвăпăр, капан перекетне пар. Унтан типĕтме авăна хурăпăр, авăн перекетне пар; типĕтнĕ чух вут чĕртĕпĕр, вара вут хĕмĕ сиксе ӳкесрен, тур, сыхла, тиççĕ.

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пăлатна

сильный, здоровый (русск. плотный). СПВВ. ВА. Çула тухнă чухне ху юлташу хăвăнтан пăлатнарах пултăр, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Пĕри тăлă пек пăлатна кантăра туртса кăларчĕ те, вылляма та пуçларĕç. СПВВ. ФВ. Пăлатна çын — пысăк, ĕçлĕхлĕ, сывă, матур çын: юлташу хăвăнтан пăлатна пултăр, теççĕ.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

алă тыт

(т̚ыт), prehendere alicuius dexiram, здороваться (или прощатьея) за руку, брать за руку. Ст. Чек. Алă тытса тухрăм. Я поздоровался со всеми за руку. БАБ. Пурте çĕлĕк илсе алă тытса тухрĕçĕ, тет. Все они сняли шапки и поздоровались с ним, один за другим, за руку. Альш. Юлташсемпе-пĕлĕшсемпе алă тытса уйăрăлтăмăр. Мы попрощались с товарищами и знакомыми за руку. Сбор. мед. Вăл çын пĕр пĕр сывă çынпа алă тытсассăн, унăн чирĕ сывă çыннăн алли çумне те çыпçăнса юлать. Если он поздороваетея за руку с здоровым человеком, то его болезнь пристанет и к руке последнего. Альш. Çĕнĕ çын „шыв пуçласа“ килсен çав ăсса килнĕ шывĕпе яшка çакса яшка пĕçерсе парать. Яшка пиçсен, антарсан аратнисемпе пуринпе те виçшер кашăк шӳрпе сыпать; „алă тытса пыр çиес“ теççĕ çавна. Когда молодая придет с речки, куда она пошла впервые за водой, она варит на этой воде похлебку. Когда похлебка поспеет и ее разольют, она выхлебывает с каждым из своих родственников по три ложки похлебки; это называется „поесть, подав друг другу руку“. (В другом месте рукописи о том же обряде сказано: „Çакна: алă тытса пыр çинĕ, теççĕ“.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

килтисем

домашние. N. Килтисем сув-и (= сывă-и)? Здоровы ли у тебя домашние? N. Мана эсĕ чĕнсе илтĕн, ĕнтĕ манăн килтисене лăплантаракан пулсам. N. Мана килтисем вĕренме ярасшăн мар.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

ӳсĕнтер

множить, прибавить, умножать, делать успешным. КАХ. Ĕçленĕ ĕçе ӳсĕнтерсе пыр. (Моленье киремети Пит-Тури во время тайăн сăра). Сборн. мол. Вĕсен кун-çулĕсене вăрăм туса, яланах сывă усра, пур ырă ĕçĕсене те вĕсенне ӳсĕнтерсе пыр. СТИК. Паян ĕçе пĕр те ӳсĕнтерсе ĕçлеймерĕм. Сегодня у меня работа не клеилась (не спорилась).

ӳтлĕ

corpulentus, здоровый, полный. О сохр. здор. Чей ĕçекен çынна апат та сахалтарах кирлĕ пулать, вăл çын сахалтарах çиет пулсан та, сывă та, ӳтлĕ те пулать. Тому, кто пьет чай, и пищи меньше надо. Несмотря на то, что он мало ест, бывает здоров и в теле. || Имеющий (какое-либо) тело. Хыпар № 47, 1906. Епле пысăк ӳтлĕ ĕнерен пысăк пăру пулать, çапла шултăра пĕрчĕрен шултăра пĕрчех пулать. От крупной коровы родится крупный теленок, также от крупного зерна родится крупное зерно. || Хура ӳтлĕ çын, негр. V. S.

ăш-чик тулни

тошнота. Чума. Вăл чирпе чирленĕ чух пирвай ăш-чик тулса çитет те, чĕре пит хытă тапакан пулать. Когда хвораешь этой болезнью, сначала появляется тошнота, потом начинает сильно биться сердце. || Злоба, ненависть. Беседы на м. г. Çавăн пек ĕлĕк Каин ăшĕ-чикки тулса çитнипе шăллĕне вĕлерсен, турă ăна канлĕ вырăн паман. Когда Каин убил брата из-за злобы к нему, бог не дал ему покою на земле. Изамб. Т. Ачана ĕрлеме калап-калап та, итлемест; ăш-чик тулса çитрĕ те, хĕнесе пăрахăрăм. Велел я мальчику, а он не слушается: я рассердился и побил. N. Пĕтĕм ăшĕ-чикки тулса çитнĕ унăн (от гнева). [Тюрл. Ăшна-чиккĕне мĕн толтарса çӳретĕн? Что ты злишься?] || Нервное расстройство, волнение. Конст. чăв. Эпĕ ăш-чик тулса çитнипеле нимĕн те калаймарăм; инке, сывă пул, тесе, чуп турăм та, куккапа пĕрле малалла утрăм. От волнения я ничего не мог сказать кроме: «Прощай, тетя!» — поцеловал ее и вместе с дядей двинулся вперед. Упа 742. Çав тĕрлĕ Аксеновăн ăшĕ-чикки тулса çитнĕ, хуть те халех хăна ху вĕлер. Аксенов так расстроился, что был готов убить себя.

ĕмĕтлен

надеяться, рассчитывать; намереваться. Юрк. Çын туннине анчах ĕмĕтленсе çӳретĕн, ху тума тăрăш. Ты рассчитываешь только на чужой труд, старайся сам работать. Ала 56°. Çапла вара эпĕ, ĕмĕтленсе тухнă çĕре çитсе, ĕçе туса, киле таврăнтăм. Таким образом я добрался туда, куда намеревался, и, сделав дело, возвратился домой. IЬ. 2. Сирĕншĕн турăран сывлăх ĕмĕтленетĕп. Сывă пулăр. Надеюсь, что вы будете живы и здоровы. Прощайте! Хурамал. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп (я с нетерпением жду этих книг...). Юрк. Унтан кайран тутарсем пурте вилме ĕмĕтленсе çӳре пуçлаççĕ. После этого татары все начинают готовиться, надеясь на скорую смерть.

яштак

(jаштак), прямой, стройный. СПВВ. ФИ. Пит тӳрĕ ӳснĕ йывăçа, е çынна та, сывă пысăк пулсан: яштак, теççĕ. Полтава 6. Киев хули патĕнче яштак çӳлĕ тирĕксем (= тирексем, тополи) илемленсе ӳсеççĕ. Чертаг. Яштак çитĕнет, растет стройно. Шемшер. † Мăн-çол хĕрĕнчи яштак хорĕн (= хурăнĕ), çил-тăман килсе хоççа карĕ. Пазух. Сарă яштак хĕрсене хамăр çумма лартрăмăр. . Хитре яштак хĕрсене те çамрăкранах куç курать. . Яштак юман кашталăх, яштак ача салтаклăх. Синерь. † Яштак юман турталăх, яштак яшă салтаклăх. Бгтр. † Яштак юман тĕнĕллĕх, яштак ача салтаклăх. Синьял. † Яштак пĕвĕм(е) ӳстертĕм чухăн çынăн ывăлĕшĕн. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Юрк. (Ядр). Яштак хĕр. || Вдруг. Пшкрт. Jаштак вады̆лза-ђар'ы̆м. Я вдруг, сразу состарился.

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

Малакай

имя человека. N. Сывă-и, малакай? тесе калат, тет, шуйтан.

масар

(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?

мăш-маш

подр. порывистому дыханию. Ау 14. Ак пĕр ула пычĕ, тет те, мăш-маш туса сывлакаласа тăрат, тет. || Сред. Юм. Ах тор, ăсĕн килинче пôрнасси: пĕр-пĕринпе мăш-маш! çиç тăваççĕ (живут не в ладу). || N. Пит сывă юлатăп, мăш-маш пулман-ха, пушкарап-ха.

йăлăхтар

понуд. ф. от гл. йăлăх, надоедать, приедаться, пресытить. Ст. Чек. Çутталла 156. Сывви сывă та-халĕ, пĕччен çӳреме йăлăхтара пуçларĕ (стало надоедать шататься одному). Орау. Пĕр ĕç йăлăхтарать, мĕн-те-пулсан урăх ĕç тытас (надо немножко развлечься другим делом). N. Кулаç йăлăхтарчĕ. Изамб. Т. Тата çитменнине ĕрешмен (= эрешмен) картипе çынсене йăлăхтарат. Выçăхакансем 27. Ку сăмахсем ытла та йăлăхтармалла пулчĕçĕ (надоели).

йăмăх

(jы̆мы̆х), ослепляться; болеть (о ломоте). Тюрл. Йăмăхать куç, хĕвел çине пăхтармас (болит). КС. Хĕвел çине пăхсан ― куç йăмăхать. Ib. Пĕр-май хĕрлĕ çине пăхсан, куç йăмăхса каять. См. шар. Ст. Чек. Куçа хупман чухне япала тивсессĕн, куç йăмăхат. Календ. 1904. Куçĕсене иккĕшне те лайăх пăхас пулать: йăмăхмаççĕ-и? А. Турх. Йăмăхас («глаза от света или ветра»). Чув. календ. 1911. Хăш чухне тусанпа е шăрăхпа куç пăсăлать, куçĕ, хĕрелсе кайса, тем тĕрлĕ йăмăхса сурать. Сред. Юм. Паçăр ыраш пĕрчи куçа сирпĕнсе кĕчĕ те, куç хал те йăмăхса тăрать. Давеча в глаз попало ржаное зернышко, и глаз до сих пор болит. Сборн. по мед. Ун пек çĕрте сывă куç та йăмăхать, хĕрелсе каять.

вĕлтĕртет

гл., подражающий быстрым и частым колебательным движениям или мельканию. Шел. II. 23. Тем чул тимĕр машшинă, çĕрĕн-кунĕн пер-маях вĕлтĕртетсе çаврăнать. СТИК. Таçта çавăнта пĕр тутăр вĕлтĕртетсе тăнă пек курăнчĕ; çавсем мар-и? Ib. Çиллĕ кун хĕрсен тутăри вĕçĕсем вĕлтĕртетеççĕ. Орау. Çерçие (игрушка, см. çерçи) çӳлелле ярсан, вĕлтĕртетсе каять. Ч.П. Вĕлтĕртетекен укçа пур (о блеске металл. денег или о их колебаниях, если они бумажные). Сред. Юм. Чӳрече умĕнченех пĕр пĕчик ача вĕлтĕртетсе чупса иртçе кайрĕ. N. Темĕскер куç умĕнче вĕлтĕртетет (мельтешит). Н. Якушк. † Пăхăр-ха чĕкеç вĕçнине, ылттăн хайчă унки пек вĕлтĕртетет. Макка 18°. † Сывă пул, тăван, каятăп, тенĕ чух, вĕлтĕртетсе тухрĕ (покатились) куç-çӳлли. Хурамал. Çил çине пĕр çăмăл япала çакса хурсан: вĕлтĕртетсе вĕççе тăрать, теççĕ. Толст. Кушак çури çав вĕлтĕртетсе сиккелекен (от ветра) улăм çӳпписемпе выля пуçланă. Якейк. Праçник кон ялав (флажок) çаксан, ялав вĕлтĕртетсе тăрать. М. П. Петр. Вĕлтĕртет ― рябить, переливаться струями (вода, воздух). Утăм 22. Вĕлтĕртетет шур кăлкан. Çутталла 81. Юрăн хитре пĕрчисем шăна вĕçнĕ пек вĕлтĕртетеççĕ. N. Çулçăсем вĕлтертетеççĕ. Листья двигаются мелко и часто. || О тощих злаках. Артюшк. Тырăсем кăçал хирте пит выçă: çил вĕрнипе вĕлтĕртетсе-кăна лараççĕ.

йĕл

(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

ут-тум

лошади (вообще). Хурамал. Ут-тум сывă пулсан, çитес çĕре çитме пулĕ. Шел. II. 59. Вĕсем ларса çӳрекен ут-тумĕсем те çыннăн. Сунт. 1928, № 8,14. Ана çине çитсе, утне-тумне кӳлсен, шăрт касса, тĕрен хăпартма пулин те парăсăнччĕ. (Моленье). | Сбруя. Шел, 52. Çуртне-йĕрне ут тумне юсамалли, тумалли.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

больной

1. прил.множ. больны
сусăр, чирлĕ, сывă мар; чирлекен; больной старик сусăр ватă; больное сердце сывă мар чĕре; ребёнок болен ача чирлĕ

бывать

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. случаться, происходить) пул, пулса ирт; в жизни всякое бывает пурнăçра тем те пулать; Не бывать этому! Кун пек пулмĕ!
2. пул, пулкала; пырса çӳре, çитсе кур; я часто бываю у них эпĕ вĕсем патĕнче час-часах пулатăп ♦ как ни в чём не бывало хăнк та мар; Бывайте здоровы! Сывă пулăр! (уйрăлнă чухне ырă сунни)

бык

сущ.муж.
вăкăр; племенной бык ăратлă вăкăр; дикие быки кайăк вăкăрсем ♦ здоров как бык сып-сывă

весь

местоим. определит.
1. (син. полный, целиком) пĕтĕм, пур, мĕн пур, йăлт; изо всех сил пĕтĕм вăйран; со всех сторон пур енчен те; я всё понял эпĕ йăлтах ăнлантăм
2. в знач.сущ. всё (всего) сред. пурте, йăлт, пур пекки; это лучше всего ку вăл пуринчен те лайахрах; он остался без всего вăл нимсĕрех тăрса юлчĕ
3. все (всех) пурте; мы все эпир пурте, пурсăмăр та; вы все эсир пурте, пурсăр та; бежать быстрее всех пуринчен те хăвăртрах чуп
4. в знач. сказ. (син. кончено, нет) пĕтнĕ, çук; у меня деньги всё манăн укçа пĕтнĕ ♦ всё равно пур пĕрех; весь в отца каснă лартнă ашшĕ; Всего хорошего! Сывă пулăр!

да

1. частица
1. утвердительная çапла, ийя, ара; Ты его знаешь? — Да Эсĕ ăна пĕлетĕн-и? — Ийя
2. вопросительная чăнах-и, апла-и, мĕн; Он приехал. — Да? Вăл килнĕ. — Чăнах-и?
3. в знач. «пусть» пултăр; Да здравствует дружба народов! Халăхсен туслăхĕ сывă пултăр!

здоровый

прил.
1. (ант. больной) сывă, сывлăхлă; здоровый ребёнок сывă ача
2. (син. полезный) сиплĕ, усăллă, сывлăхшăн лайăх; здоровый лесной воздух вăрманти сиплĕ сывлăш
3. (син. сильный, крепкий) тĕреклĕ, патвар ♦ Будьте здоровы! Сывă пулăр! (уйрăлнă чухне сывлăх сунни)

невредимый

прил.
тĕрĕс-тĕкел, аманман, сывă пуçпа; выйти из боя невредимым çапăçуран сывă пуçпа тух

пока

1. нареч. хальлĕхе, вăхăтлăха; пока я буду здесь хальлĕхе эпĕ кунта пулатăп-ха
2. союз -чен; Надо подождать, пока пройдёт дождь Çумăр иртсе кайиччен кĕтес пулать
3. (син. до свидания) Сывă пулăр!, Тепре куриччен! (сывпуллашса калани)

сердце

сущ.сред.; множ. сердца
1. чĕре; здоровое сердце сывă чĕре; сердце бьётся чĕре тапать
2. чĕре, чун, чун-чĕре, кăмăл; человек с добрым сердцем ырă кăмăлла çын ♦ от всего сердца пĕтăм чун-чĕререн; сердце не лежит к кому-чему чун выртмасть; по сердцу кăмăла каять, чун выртать; отлегло от сердца чĕре лăштах пулчĕ

хворать

глаг. несов. (син. болеть)
чирле, чирлĕ пул, сыв мар пул; ребёнок хворает ача сывă мар

цвести

глаг., 1 и 2 л. не употр.
çурăл, чечеклен, чечеке лар, çеçкене лар; черёмуха цветёт çĕмĕрт çеçки çурăлнă, çĕмĕрт çеçкене ларнă ♦ он цветёт здоровьем вăл сып-сывă; вода в пруду цветёт пĕвери шыв симĕсленет (вĕтĕ ӳсен-тăран ĕрченипе)

цветущий

прил.
1. чечеклĕ, чечек кăларан; цветущие растения чечеклĕ ӳсен-тăран
2. сывă, вăйлă, çирĕп, чечекленекен; цветущее здоровье çирĕп сывлăх; цветущая республика чечекленекен республика

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

не

1. при именных частях речи и наречиях мар; он не секретарь вӑл секретарь мар; я не здоров эпӗ сывă мар; не вчера ӗнер мар; не надо кирлӗ мар; 2. при повелительной форме глагола: ан; не пиши ан ҫыр; пусть он не пишет ан ҫыртӑр.

бодрый

чĕрĕ, сывă, тăн-тăн, вăйпитти (çын), хавхаланнă (кăмăл).

больной

чирлĕ, сывă мар, сывлăхсăр, халсăр, начар çын.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

весь

1. мест, определит. пĕтĕм, пĕтĕмпех, пур, мĕнпур; во всём мире пĕтĕм тĕнчипех; всё лето çăвĕпех; молчать всю дорогу çул тăршшипех ан чĕн; со всех сторон пур енчен те; изо всех сил мĕнпур вăйран; 2. в знач. сказ. пĕтрĕ; бумага вся хут пĕтрĕ; 3. в знач. сущ. всё с. пурте, йăлт(ах); всё его радовало ăна пурте савăнтарнă; все до одного пĕри юлмиччен, пурте; всё одно (или едино, равно) пурпĕрех; вот и всё пĕтрĕ; не все дома тăрри шăтăкрах; всего хорошего сывă пулăр, чипер юлăр (е кайăр).

гомеопатия

ж. гомеопати (нумаййăн парсан, сывă çыннах чирлеттерме пултаракан эмелсене пĕчĕккĕн парса чирлĕ çынна сыватмалли мелсем).

да

частица 1. утв. ара, çапла, ийя; все пришли? Да пурте килчĕç-и? — Ийя; 2. вопр. чăнах-и, чăнах-и вара, апла-ши, мĕн?; он приехал. Да? вăл килчĕ. — Чăнах-и?; Иванов! Да? Иванов! — Мĕн?; 3. (так, действительно) ийя, çапла, çапла çав, çапла ĕнтĕ, тĕрĕс, чăн; да, хорошие теперь времена самани халĕ аван ĕнтĕ; 4. в сочет. с гл. 3 л. наст. и буд. вр. (пусть) ⸗тăр [⸗тĕр]; да здравствует мир! сывă пултăр мир!; 5. усил. ⸗ах [⸗ех], ⸗сам [⸗сем], тата; да не может быть! çук, пулма пултараймастех!; да помогите же ему пулăшсамăр ĕнтĕ ăна.

диететика

ж. диететика (сывă этемĕн апат-çимĕç режимĕ çинчен вĕрентекен наука).

добрый

прил. в разн. знач. ырă, ырлăхлă, лайăх, аван, килĕшӳллĕ; доброе слово ырă сăмах; доброе имя ырă ят; добрые известия лайăх хыпарсем; ◇ люди доброй воли ырă чунлă çынсем, тӳрĕ кăмăллă çынсем; будьте добры ырă (чунлă) пулсамăр; добрый день! ырă кун пултăр!; по доброй воле хам ирĕкпе, ху ирĕкӳпе, хăй ирĕкĕпе; всего доброго сывă пул (-ăр); чего доброго в знач. вводн. сл. тем пуласси пур.

дух

м. 1. ăстăн; в здоровом теле здоровый дух сывă ӳт-пӳре сывă ăстăн; 2. (моральное состояние) кăмăл-туйăм; не падать духом хăраса ан ӳк; 3. (содержание, отличительная особенность) астан; уйрăмлăх; в духе времени самана вăхăт) майлă; дух народа халах ăстăнĕ; 4. разг. (дыхание) сывлăш, сывлани; перевести дух сывлăш çавăрса ил яр); у меня дух захватывает манăн сывлăш питĕрĕнсе ларчĕ; 5. миф., рел. чун, сывлăш; 6. уст. (воздух) сывлăш; 7. прост. (запах) шăршă; винный дух эрех шăрши; 8. в знач. нареч. духом прост. 1) (очень быстро) питĕ хăвăрт; 2) (без остановки) чарăнмасăр, тăхтамасăр; ◇ в этом духе çавăн пек; не в духе кăмăлсăр; одним духом хăвăрт, сывламасăр; испустить дух см. испустить; во весь дух сиккипе; ни слуху ни духу сас-хура çук; хватит духу хăват çитет-ха; чтобы духу не было хăвăрт тасал, шăрши ан пултăр.

здоровый

прил. 1. (обладающий здоровьем) сывлăхлă (çын), сывă, çирĕп; здоровый организм сывă организм; здоровое сердце çирĕп чĕре; здоровый вид сывă сăнпуç; 2. (полезный для здоровья) усăллă, лайăх, таса; здоровая пища сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç; здоровый воздух таса сывлăш; 3. перен. (правильный) тĕрĕс, сывă (критика); 4. прост. (могучий) маттур, сатур, вăйпитти, çирĕп; здоровый мужчина вăйпитти арçын; ◇ будь(те) здоров(ы)! 1) (при расставании) сыв пул(ăр)!; сыв пулса юл(ăр)!; 2) (пожелание здоровья тому, за кого поднимает гость тост) тавсье!; тав сана (е сире)!; 3) (при чоканье, а также при чиханье) сывлăха пултăр!

здравствовать

несов. 1. (быть здоровым) сывă пурăн, сывлăхлă пул; 2. (приветствие): здравствуй(те) сывă-и?; ◇ да здравствовует..! сывă пултăр..!

здравый

прил. (разумный) тĕрĕс; сывă; йĕркеллĕ, чипер; в здравом уме чипер ăс-тăнлă; здравое суждение тĕрĕс шухăш.

кланяться

несов. 1. кому-чему (делать поклон) пуç тай; 2. кому (словесно или письменно) салам кала, салам яр; 3. кому, перед кем (просить о чём-л.) йăлăн, пуççап; юрама тăрăш; 4. кому-чему, уст. (задабривать, поднося подарок; располагать к себе) парне парса çавăр; ◇ честь имею кланяться уст. сывă пулăр; перестать кланяться хутшăнма пăрах, сивĕн.

нездоровый

прил. 1. (болезненный) сывă мар, чирлĕ; 2. (вредный для здоровья) (сывлăхшăн) сиенлĕ; 3. перен. (ненормальный) сиенлĕ, тĕрес-тĕкел мар, лайăх мар; нездоровая обстановка лайăх мар лару-тăру.

пока

1. нареч. халлĕхе, вăхăтлăха, халь пока я занят халлĕхе эпĕ ерçместĕп-ха; 2. союз (в то время как) чух(не), вăхăтра, хушă(ра); пока он учится, надо ему помочь вĕреннĕ чухне пулăшмалла-ха ăна; куй железо, пока горячо посл. тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ; 3. союз (до того времени, как) ⸗ччен, чух, ⸗па [⸗пе], таран; бери пока есть пур чух ил; покая не стемнело тĕттĕмлениччен; ◇ ну, пока, сывă пул, тепре курнăçиччен.

простить

сов. кого-что, кому-чему каçар; ему простили долг унăн парăмĕ каçрĕ; ты меня прости эсĕ мана каçарсам; простите за беспокойство чăрмантарнăшăн каçарăр; ◇ сказать последнее прости ĕмĕрлĕхех сывпуллаш; прости-прощай сывă пул.

прощать

несов. см. простить; прощай(те)! сывă пул (ăр) !

свежееть

ж. 1. çĕнĕлĕх, чĕрĕлĕх, уççи, чĕрри, çĕнни; свежееть цветов чечек чĕрĕлĕхĕ; 2. (прохлада) уçă (е таса) сывлăш; 3. (здоровый вид) сывă (е таса) курăнни; не первой свежеети 1) чĕрĕ мар, çĕнĕ мар; 2) перен. шутл. çамрăках мар.

свежий

прил. 1. (о продуктах) çĕнĕ; пăсăлман, лайăх; свежее яйцо çĕнĕ çăмарта; свежее молоко тин сунă сĕт; 2. (не подвергшийся обработке) чĕрĕ; симĕс; тутлă; свежая капуста тутлă купăста; свежие огурцы чĕрĕ хăяр; 3. (не использованный) çĕнĕ; свежий чай çĕнĕ чей; 4. (чистый, не загрязнённый) таса; свежее бельё таса кĕпе-йĕм; 5. перен. (восстановленный отдыхом, сном) çĕнĕ, каннă; 6. (прохладный) сивĕ, уçă (сывлăш); 7. мор. (сильныйо ветре, волне) вăйлă; 8. (хорошо сохранившийся) сывă, таса, илемлĕ; çамрăк; свежее лицо сывă сăн-пит; 9. (новый) çĕнĕ; свежая газета çĕнĕ хаçат; на свежую память манăçа тухиччен, асратытнă чух.

свидание

с. 1. (встреча) курнăçу, тĕлпулу; деловое свидание ĕçлĕ курнăçу; 2. (посещение) кайса (е кĕрсе) курни; день свидания с больными чирлĕ çынсем патне кĕмелли кун; до свидания тепре куриччен, сывă пул (ăр).

сила

ж. 1. (физическая энергия) вăй, вăй-хал, тăтăрха; лишиться сил халтан кай; набраться сил вăй ил; 2. физ. тех. вăй; центробежная сила аяккалла туртакан вăй; 3. (правомочность) вай; сила закона закон вайĕ; потерять силу вăйне çухат; войти в силу вăя кĕр; 4. (власть, авторитет) вăй, хăват; сила коллектива коллектив вăйĕ; 5. (интенсивность, напряжённость) вăй, хăват; сила звука сасă вăйĕ; сила гнева çилĕ хăвачĕ; 6. (источник деятельности) вай; сверхъестественная сила асамлă вăй; силы природы çутçанталăк вăйĕсем; 7. чаще мн. силы (общественная группа) вăй, вăйсем; революционные силы революци вăйĕсем; 8. мн. силы (войска) вăйсем; вооружённые силы хĕçпăшаллă вăйсем; ◇ под силу шăл çемми, ал майĕ; в силу чего-л. пирки; от силы нумай пулсан, нумайран та; по мере сил вай (е май) пур таран; через силу ытлашши, вăйран ытла; с силой пĕтĕм вăйран; пробовать силы в чём-л. тытăнса пăх, вăя виçсе пăх; что есть силы мĕнпур вăйран; быть в силе; 1) тĕрĕс-тĕкел (е ырă-сывă) пул; 2) (иметь власть, влияние), пуç пулса тăр, пуçлăхра лар; силою в (или до) ⸗лă [⸗лĕ]; отряд силою в сто человек çĕр çынлă отряд.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

здравица

мухтав сăмахĕ, сунăм сăмахĕ («Сывă пултăр...!» тени); здравица в честь дружбы народов халăхсен туслăхне чысласа калани

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

сывă

сау, исән

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

сывă

[сывъ]
sana
сывал — resaniĝi
сывă çын — sana homo
сывă шăл — sana dento
сывă-и? — saluton! (laŭvorte. ĉu vi estas sana?)
сывă пул — gix revido (laŭvorte: estu sana)
сыватмăш — hospitalo, malsanulejo
сыввăн — bonferte, sane
сывла — spiri
сывлав — spirado
сывлам — enspiro
сывлăх — sano
сывлăх сун — bondeziri sanon
сывлăха (пултăр)! — je via sano
sanon (kiam homo ternas)! сывлăхлан — resaniĝi
сывлăхлаш — saluti, ĝisrevidi
сывлăхсăрлан — (ek)malsani
сывлăш — aero
уçă сывлăш — freŝa aero
таса сывлăш — sankta spirito
усал сывлăш — malica spirito
сывмарлан — malsaniĝi

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

gesund

syvă
сывă

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

сусăр

1. «нездоровый», «больной»; 2. «рана», «ушиб», «увечье»; «раненый», «увечный»; сусăр < сывăсăр «нездоровый» (сывă «здоровый», -căp — отрицание «не»); чередование ывă || уу встречается довольно часто, ср. ывăл || улывăт || утывтă утаывăç || уçсӧсыр «калека», «увечный» Wichmаnn усматривает чув. сусăр (TLP 93).

сывал

«выздоравливать», «поправляться», «излечиваться», «вылечиваться»; АФТ, азерб., туркм. сағал, казах. сауал «выздоравливать». От сывă «здоровый»; в ~ г

сывă

«здоровый»; сывлăх «здоровье»; сыв пул! «будь здоров!» «прощай» «до свидания!»; МК, уйг., азерб., туркм., тур. caғ, узб. соғ, казах., к. калп., тат. сау, ног., кумык, сав, кирг. coo, алт. В су, башк. hау «здоровый»; уйг. сағлик, узб. соглик, азерб., туркм., тур. саглык, ног. савлык, кумык, савлук, казах., к. калп., тат. саулык, башк. hаулык, алт. В суузак «здоровье»; тат. сау бул! казах. сау бол! кирг. coo бул! «будь здоров!» ср. кит. су «живой», «бойкий», «весёлый»; «здоровый», «крепкий» (Gabain); монг. сайн «здоровый», «хороший», «добрый».

сывсăр

, сымар «нездоровый», «больной». Из сывă (см.) + -сăр — афф. отрицания; сывă (см.) + мар — частица отрицания (см.).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Кун кур

Кун кур жить.
Çеçке çинче Кăварланнă юн, Чаплă кун курма ӳснĕ çĕн ăру. И. Тукташ. Сывă пултăр Совет влаçĕ! Кун курманни ыр куртăр. Ленин халăх чĕринче.

Ним тĕшне ан тăр

Ним тĕшне ан тăр ничего не стоить.
Парнемĕр ним тĕшне тăмасть пулсан та, кăмăл тăвăрсам, йышăнсамăр. В. Алакĕр. Чим, тăхта. Туятăп. Саншăн ман сăмахăмсем ним тĕшне те тăмаççĕ. В. Алакĕр. Пуринчен ытла халĕ, чĕрĕ те сывă, сисĕмлĕ пулмалла чухне, ун пек сунарçă ним тĕшне те тăмасть. В. Долгов.

Чапа кăлар

Чапа кăлар прославлять / прославить кого-что.
Ӳркевлĕх ӳкерет, пите пĕçертет; хастарлăх хăтарать, чапа кăларать. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕç вăл сывă алла канăç кӳрет, ăслă çынна чапа кăларать. Н. Илпек. Çĕнĕ тĕнче культурин çутинче тата пуянланса, илемленсе Чăваш чĕлхи хăйне чапа кăларĕ. Уйăп М.

Ят пар

Ят пар 1. давать / дать имя кому-чему, называть / назвать кого-что; 2. присваивать / присвоить звание кому, за что, какое.
1. Ахаль мар чăваш ят панă Хăй сăмахĕпе ăна [Атăла]. П. Хусанкай. Пирĕн яла та, Çиреклĕ тесе, пĕчĕк юханшыв ятнех панă. В. Паймен. Пĕр хресченĕн пулнă ывăл, Ӳссе çитĕннĕ вăл сывă, Ашшĕ-амăш кăмăлланă, Алтиер тесе ят панă. Г. Ефимов. 2. Чăваш АССР правительетаи Хусанкая т.ивĕçлитгех яалăх поэчĕ ятне панă. М. Сироткин. Колхоз хуçалăхĕнче тунă çитĕнӳсемшĕн В. В. Зайцева Совет правительстви 1948 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă. Чăваш календарĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

биосфера

п.с. Чĕрĕ çутçанталăка юрăхлă талккăш, çĕр сийĕ, шыв-шур, сывлăш; пурнăç хутлăхĕ. Наукăпа техника революцийĕ ... кĕтмен хăрушлăхсем те илсе килчĕ — сăмахран, çутçанталăкпа биосферăна сиен кӳме пикенчĕ. Ю.Артемьев, 1980, 88 с. Пултăрччĕ таса та сывă биосфера яланах. М.Сениэль, 1990, 61 с. Этем кӳлепине биосфера [кирлĕ, биоуй] хупăрласа тăрать. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Çавăн пекех çыншăн, биосферăшăн аван зонăсем те пур, вĕсене биокомфорт зони теççĕ. Я-в, 1995, 9 /, 104 с. — ВЧС, 1971, 52 с.

имлĕх

п.с. Сывлăхшăн усăллă витĕм; сиплĕх. Каç выртсан та канлĕх çук, ир выртсан та имлĕх çук. А.Артемьев, 1963, 196 с. Сывă ӳсрĕм эп сан [çуралнă ялăн] имлĕхӳпе. Г.Юмарт //Я-в, 1995, 10 /, 116 с. Чăваш кĕвви ... ĕрчевлĕ сертепе пултра-нăн ирех килен имлĕхĕнче. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 18 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кáсса

укçа пухăнса выртакан вырăн. Ĕçлекен сывă çын мĕн пирки те пулин ĕçлейми пулсан, вара çав укçа пухăнса выртакан вырăнтан (кассăран) хăйне мĕн чухлĕ хака хунă, çав укçана пурне те хăйне пурăнма илме пултарать [Сборник 1903:71]; Укçана çав укçа усрамалли касса тиекен çĕре хурсан çыннăн укçи çухаласран хăрасси çук [Государственная 1913:1].

самăр

мăнтăр. «А-ху! апла пулсассăн сывă пулах, йытă тус; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем!» тесе каларĕ тет те шурĕ тет кашкăр вăрманалла [Первая 1912:12].

сифилис

усал чир. <…> хăшĕ тата пĕтĕм ĕмĕрӳ тăршшĕпе асаплантарать. Çитменнине тата санран вăл урăх çынна та ерет. Çавăн пек чирсенчен пĕрне сифилис теççĕ, вырăссем ăна дурная болезнь теççĕ. Чăвашла – усал чир теççĕ [Членов 1904:1]; Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: усал чир вăл – ерекен чир, вăл пĕр çынтан тепĕр çынна сикет, вăл чирĕн ерекен япали чирлĕ çыннăн шатри çинчен, кĕсенĕ çинчен е унăн таврашĕнчи япалисем çинчен, е унăн юнех сывă çынна ленксен анчах ăна чир ерме пултарать, сывă çыннăн çав чире ертекен япала ленкнĕ тĕлте ӳт çурăлни, перĕнтерсе ыраттарни е ахаль суран-мĕн пулсан вара усал чирĕ ерекен япали çав тĕлтен унăн ӳчĕ ăшне кĕрсе каять [Членов 1904:7]; Усал чир (сифилис) ан сарăлтăр тесе салтаксене киле ярас чухне командирсем кам çав чирпе чирленине полкри докторсене каламалла тунă <…> [Хыпар 1906, № 17:265].

Çавăн пекех пăхăр:

съестное съехать сы сыв « сывă » сывă-сторовă сывă-хăват сывăл сывăлăх сывăмар

сывă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150