Шырав: улăм

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ашăк

I.

1.
рогожа
циновка
мат

улăм ашăк — соломенный мат
алăка ашăк çап — обить двери рогожей
ашăк çых — вязать маты

валем

I.

1.
небольшая копна, куча (сена, соломы)
улăм валемĕсем — кучи соломы

ван

1.
ломаться, разламываться
— перевод зависит от свойств предмета:
разбиваться, крошиться, дробиться и т. д.
типĕ улăм час ванать — сухая солома легко ломается
кĕленче ванчĕ — стекло разбилось

варăн

1.
зарываться, закапываться
улăм ăшне варăн — зарыться в солому

волокуша

волокуша (улăм туртмалли хатĕр)
трактор волокуши — тракторная волокуша
волокушăпа улăм турттар — свозить солому волокушами

йăвалан

2.
валяться, кататься, кувыркаться
ачасем улăм çинче йăваланаççĕ — дети кувыркаются на соломе
ыратнипе йăваланса макăр — кататься в плаче от боли

кĕреплеле

сгребать граблями
улăм кĕреплеле — грести солому

киçмĕклен

1.
преть, гнить
киçмĕкленнĕ улăм — прелая солома
купăста киçмĕкленсе кайнă — капуста почернела

купа

2.
ворох, маленькая копна, стожок
улăм купи — ворох соломы
утта купана хыв — копнить сено
купари утă хĕрсе кайнă — сено горит в копнах

лăшт-лашт

подр. —
о небрежном шумном бросании, швырянии чего-л.

çуна çине лăшт-лашт улăм пăрахса яр — бросить в сани немного соломы

парт

I.
мгновенно, моментально
вмиг
разг.
улăм парт тивсе кайрĕ — солома вмиг загорелась
парт çаврăнса тăр — мгновенно повернуться

пăрăм

1.
жгут
улăм пăрăмĕ — соломенный жгут
пăрăм ту — свить жгут

пĕрчĕ

2.
отдельная частица чего-л.
— перевод зависит от принятых в русском языке для каждой вещи названий:

ахах пĕрчи — жемчужина, жемчужное зерно
улăм пĕрчи — соломинка
шăрçа пĕрчи — бусина
юр пĕрчисем — снежинки
спичка пĕрчи — спичка
çумăр пĕрчисем — капли дождя
çуç пĕрчи — волосок
Икĕ пĕрчĕ вирĕме пĕтĕм тĕнчене салатрăм. (Куç). — загадка Два просяных зернышка я рассеял по всему миру. (Глаза).

пресла

прессовать
хăмла пресла — прессовать хмель
пресланă улăм — прессованная солома
преслакан машина — прессовальная машина

пусăх

1.
слеживаться, уплотняться
оседать

йĕпе улăм пусăхнă — мокрая солома слежалась

пут

2.
тонуть
шыва пут — тонуть в воде
йывăç шывра путмасть — дерево в воде не тонет
путса ан — затонуть
путса вил — утонуть
ăна путакансене çăлнăшăн медаль панă — ему дали медаль за спасение утопающих
Шыва путакан улăм пĕрчинчен ярса тытать. — погов. Утопающий за соломинку хватается.

пытар

1.
прятать, укрывать
маскировать

дзота пытар — маскировать дзот
япала пытар — спрятать вещи
Çулăма улăм ăшĕнче пытарса усраймăн. — посл. Пламя в соломе не укроешь. (соотв. Сену с огнем не улежаться).

сар

I.

1.
стлать, стелить, постилать
накрывать, покрывать

вырăн сар  — стелить постель
сĕтел çине ейме сарнă — стол покрыт скатертью
выльăха улăм сарса пар — постелить скотине солому

сирĕл

2.
откидываться, отбрасываться, сбрасываться
шинель арки сирĕлсе кайнă — полы шинели распахнулись
кĕлет çинчи улăм çилпе сирĕлнĕ — соломенную крышу амбара разворотило ветром

суйланчăк

1.
остатки (после отбора)
последки, оборыш прост.
объедки
суйланчăк улăм — объедки соломы
çĕрулми суйланчăкĕ — картофель-оборыш (оставшийся после отбора лучших клубней)

тăккала

2.
рассыпать
улăм тăккаласа тух — рассыпать солому

тăккаланчăк

рассыпанный, просыпанный
осыпавшийся

тăккаланчăк тырă — просыпавшееся зерно
тăккаланчăк улăм — рассыпанная солома
тăккаланчăк пучахсене пух — собирать осыпавшиеся колосья
тăккаланчăкпа кĕреш — бороться с потерями урожая

тĕр

II.

1.
собирать, сгребать (в кучу)
улăм тĕр — сгребать солому

тĕрке

4. диал.
охапка
улăм тĕрки — охапка соломы

тĕркем

то же, что тĕрке I.
пĕр тĕркем хаçат — целая кипа газет
çип тĕркемĕ — моток ниток
улăм тĕркемĕ — охапка соломы

тĕтĕрлентер

разг.

1.
палить, жечь
улăм тĕтĕрлентер — палить солому

тислĕклен

2.
гнить, превращаться в навоз, в перегной
улăм тислĕкленсех кайнă — солома совсем сгнила

тура

IV. глаг.

1.
крошить, резать, нарезать на мелкие кусочки, ломтики
какай тура — нарезать мясо
купăста тура — шинковать капусту
сухан тура — мелко резать лук
улăм турамалли машина — соломорезка
вĕтĕ тура — крошить, резать мелко
тураса тултар — накрошить

туранчăк

крошеный, рубленый
аш туранчăкĕ — рубленое мясо
туранчăк улăм — соломенная сечка

турт

3.
грести, сгребать
выгребать

кăмакаран кăмрăк турт — выгребать угли из печки
кĕреплепе улăм турт — сгребать солбму граблями
Çын аллипе кăвар турт. — погов. Чужими руками жар загребать.

тустар

1.
разбрасывать, раскидывать, разметывать
улăм купине тустар — разбросать кучу соломы
япаласене тустарса пĕтер — разбросать вещи

улăм

солома

улăм

соломенный
çуртри улăмĕ — солома яровых хлебов
ыраш улăмĕ — ржаная солома
улăм лавĕ — воз с соломой
улăм çӳппи — соломенная труха
улăм пĕрчи — соломинка
улăм ури — омет, скирд
улăм шлепке — соломенная шляпа
сарайне улăмпа вит — крыть сарай соломой
улăм сиктер — встряхивать солому (во время молотьбы)

улăхтар

2.
поднимать
пура улăхтар — ставить сруб (поднимая звенья бревен)
улăм улăхтар — скирдовать солому

ура

III.
омет, скирд, скирда (продолговатой формы)
пĕр ура улăм — скирд соломы
утта урана хыв — заскирдовать сено

утă-улăм

собир.
грубые корма, сено и солома
рационта утă-улăм тӳпи чакса пырать — доля грубых кормов в рационе сокращается

хăвăл

дуплистый
çăка хăвăлĕ — дупло липы
хăвăл йывăç — дуплистое дерево
Сарă хырăн варри хăвăл. (Улăм). — загадка У ядреной сосны нутро дуплистое.(Солома).
Ватă хурама хăвăл пулать. — посл. Старый вяз бывает дуплистым.

хулхулан

3.
становиться рыхлым, неплотным
çĕр лайăх хулхуланнă — земля хорошо разрыхлилась
улăм хулхуланса тăрать — солома уложена неплотно

чăшăр-чашăр

то же, что чăштăр-чаштăр
улăм ăшĕнче темскер чăшăр-чашăр турĕ — в соломе что-то зашуршало

чăшкан

страд.
вытаптываться
подвергаться потраве

улăм чăшканса пĕтнĕ — солома вся истоптана

шлепке

шляпный, шляпочный
улăм шлепке — соломенная шляпа
фетр шлепке — фетровая шляпа
шлепке хĕрри — поля шляпы

шыв

водный
водяной

шыв кайăкĕ — водоплавающая дичь
шыв курăкĕсем — водоросли
шыв куçĕ — полынья, промоина (во льду)
шыв пичĕ — зеркало воды, поверхность водоема
шыв спорчĕ — водный спорт
шыв таппи — подпор воды (от плотины)
шыв тĕпĕнчи ĕçсем — подводные работы
шыв транспорчĕ — водный транспорт
шыв энергийĕ — энергия воды, гидравлическая энергия
шыв ейĕве кайрĕ — наступило половодье, вода разлилась
шыв илни — потоп, наводнение
шыв илекен улăхсем — поименные луга, заливные луга
шыв тулни — разлив, паводок
шыв çине лар — приводниться
тиев шывпа илсе кил — доставлять грузы водным путем
шыв шайĕ хăпарнă — уровень воды поднялся
Шыва путакан улăм пĕрчинчен ярса тытать.— погов. Утопающий хватается за соломинку.

ывăткăç

1.
приспособление для метания
чул ывăткăçĕ — камнеметатель
утă-улăм ывăткăçĕ — стогометатель

çĕклем

1.
охапка, вязанка
кипа

пĕр çĕклем вутă — вязанка дров
улăм çĕклемĕ — охапка соломы
кунта пĕр çĕклем кĕнеке — тут целая кипа книг

çĕрĕк

гнилой, прелый, тухлый
затхлый, гнилостный
разложившийся, испорченный

улăм çĕрĕкĕ — соломенная прель
çĕрĕк йывăç — гнилое дерево
çĕрĕк кăмпи — гнилостные грибки
çĕрĕк çулçă — прелые листья
çĕрĕк шăршă — гнилостный запах
кунта çĕрĕк анчах — здесь одна гниль
Пĕрре çĕлен сăхнă çын çĕрĕк пăявран та хăрать. — посл. Раз ужаленный змеей человек боится и гнилой веревки. (соотв. Пуганая ворона куста боится).

çĕршĕн

1.
гнить, подгнивать, загнивать, истлевать
пĕрене çĕршĕннĕ — бревно подгнило
çĕршĕннĕ улăм — подопревшая солома

çийĕнчĕк

объеденный
çийĕнчĕк улăм — объедки соломы

çыхă

1.
завязка
повязка
жгут

дежурнăй çыххи — повязка дежурного
келте çыххи — свисло
михĕ çыххи — завязка мешка
саппун çыххи — тесемки фартука
улăм çыхă — соломенный жгут

ĕшке

мять
улăм ĕшке — мять солому

тус

II. глаг.

1.
раскидываться, разметываться
рассыпаться

туснă кăткă йăви — разметанный муравейник
улăм куписем тусса выртаççĕ — в беспорядке лежат кучи соломы

вĕтет

1.
размельчать, делать мелким
— перевод зависит от свойств предмета:
резать, крошить, бить, толочь, нарезать и т. д.
улăм вĕтетмелли машина — соломорезка
пĕçернĕ çăмартана вĕтетсе тура — мелко нарезать вареное яйцо
чăмласа вĕтет — разжевать
вĕтетнĕ кĕленче — толченое стекло
вĕтетсе яр — сделать слишком мелким

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пĕрчĕ

зерно
пĕр пĕрчĕ тырăран çитмĕл пилĕк пĕрчĕ пултăр — из одного зерна хлеба пусть будет семьдесят пять зерен  
улăм пĕрчи — соломинка

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕв

(2) городить. См. (2). Кан. Никĕс юписем хушшине лайăх пĕренесемпе хввес вырăнне курпульсемпе анчах хӳсе хучĕç. || Наносить, замести (о снеге). ''N''. Чӳречен тултн ăрамин аялти куçĕсене айалтан юр хĕвсе кайнă. ''Баран''. Тундра тăрăх тем хулăнĕш юр хĕвсе каять, вара кунта пурнăç-терĕш пĕтет. Тундра в это время бывает покрыта толстым слоем снега, тогда здесь жизнь уже умирает. ''Шурăм-п''. № 28. Çул хĕрĕнче хăш-хăш тĕлте юр улăм ури пек хĕвсе кайнă. ''Ст. Чек.'' Юр хĕвнĕ, кĕрт хывса кайнă (снег образовал сугроб).

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

сикĕ

(-гэ̆), настил из жердей на невысоких столбах для соломы или сена. Кан. Шăшисем ан кăшлаччăр тесен, тырă капанĕсене, улăм куписене сикĕ çине туни пит аван. Сиккине акă çапла тăваççĕ: çĕре алтса тункатасем лартаççĕ, тункатисем çине кашта хураççĕ, каштисем çине шертесем сараççĕ.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сĕтĕрĕн

волочиться, ташиться, плестись. Буин. Хур ман кĕпене çыртнă та, çуначĕпе çапса, сĕтĕрĕнсе пырать. Юрк. Чăхă хӳринчен улăм пĕрчи сĕтĕрĕнсе çӳресен, çын вилет. N. Унăн хӳри сĕтĕрĕнсе çул тăвать. Юрк. Урапи тухса ӳксен, тĕнĕлĕ те çĕре ӳксе сĕтĕрĕне пуçлат. N. Вăл кĕç-кĕç сĕтĕрĕнсе пырать çулпа. N. Япалана ӳркенсе йăвăрланса сĕтĕрĕнсе ан тăвăр, а проворно, хавхаланса, спокойно тăвăр. N. Йытă вырăнĕнче сĕтрĕнсе çӳрет. || Шляться, бродяжничать. Кн. для чт. 19. Çӳрĕçĕ ял тăрăх сĕтĕрĕнсе, усал çынпа çыхланĕç. Ib. 14. Кунта сирĕн пеккисем нумай сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. N. Кайтăр, сĕтĕрнтĕр! См. _кăптăр-каптăр. КС. Сĕтĕрн! Проваливай. Ib. Тухса сĕтĕрнчĕ. Провалился, убрался. Истор. Вăл вăхăтра сĕтĕрĕнсе çӳрекен çынсем пит нумай пулнă.

спичăк

спичĕк, спички. N. Спичăк тупса, çитермери пек (как на ночном), вут хурас, теççĕ. ППТ. Вутă хума улăм, спичĕк çук пулсан... (Сĕрен). Янтик. Спичĕк патакки, отдельные спички. Иваново. Спичĕк тесе ухрĕ, тет те, пӳрт тăринчен курăс хупĕ татăксем хуçса илсе, спичĕке тивертсе вут хучĕ, тет, улма пĕçерес тесе.

çак

(с'ак), вешать. Абаш. Çӳçĕнчен поталăхран çакнă. Повесили (его) за волосы к потолку. Ал. цв. З. Çав тимĕр алăк çăри уççисене патша хĕрĕ пиçиххийĕ çинче çакса çӳрет. Ишвк. Старикки пĕр юмантан токмак çакса ячĕ те, токмак çилпе силленсе йоман çомне çапăнать. N. Ялавне питĕ васкаса кăларса çакнă ку! Кто-то („этот“) что-то уж очень поторопился вывесить флаг. Ала 19° Виçĕ чĕлĕ ил те, юлашкине йывăç туратĕнчен çакса хăвар (сухари). Альш. † Ĕнтĕ ятăр кайнă, чапăр кайнă кĕмĕл çакнă хулана. (Вероятно, описка вм. çапнă, где чеканят серебро). N. Витре ăшне курка çакаççĕ. || Начать варить в котле. СТИК. Вут чĕртсе, хурана çакса ятăм. Затопил очаг и поставил похлебку или что-нибудь другое. (çакас имеет в этом случае смысл не повесить, а начать варить, напр.: яшка çакрăн-а-ха? (Начала варить?) Сиктер. Вут чĕртсе хурана çакса яраççĕ. || Носить. Чăв. й. пур. 24. Вăл вăхăтра унăн çине çакмалăх та тумтирĕ пулман. N. Ĕлĕк хĕрарăмсем кĕмĕл çакса çӳренĕ. || Водить. Рак. Лешне хупа пĕрле илсе тухмарăн-ам? — А мĕн çакса çӳрес ăна кунта илсе туха... || Посадить (на спину). Букв. 1908, 17. Катуç чăлхине хывнă та, Маруçа çурăм хыçне çакса шыв урлă каçара пуçланă. || Байгул. Чăхă улăм пĕрчи çаксан, çын вилет, теççĕ. (Примета).

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çырт

(с’ырт), кусать; перехватить, схватить зубами. О сохр. здор. Хăшне-хăшне йытă çыртса амантнă. Ib. Унăн сĕлеки çыртса шăтарнă çĕре юлса юнпа хутăшса каять, Толст. Ăна уринчен çыртрĕ-илчĕ. Орау. Лаши пĕр ывăç утă çыртса илнĕ те, ĕшеннĕскер, çимасăрах пырать. Янтик. Йыта ача пӳрнине çыртса илнĕ (откусила). N. Çыртса тат, перекусить. N. Çыртмасăр çырлахмарĕ. N. Кĕпинчен çыртса, çыран хĕррине ишсе тухнă (собака). ТХКА 104. Çăварне карса, шап-шура шăлĕсемпе пĕр çынна пилĕкрĕн çыртса йăтса силлесе пырать (тигр). ЧII. Çитĕннĕ хĕр, каяс вăхăт çитсессĕн, çанни вĕсне çыртса йĕрет-çке. Якейк. И, осалшăн чĕлхея çыртрăм-ăç. Я из-за тебя язык прикусил. К-Кушки. Эп ялан сахăра çыртса ĕçеп. Я всегда пью чай вприкуску. N. Улмуççи кутне тухса выртса, улăм çыртса выртрăмăр. Синьял. † Тантăш сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Кан. Ыратнипе шала çыртса, сăмсана тавăрса... || Закусить. Пшкрт. Пĕри калат: Иван, тет, тавай, тет, ларса çăккăр çыртăпăр, тет. Юрк. Арăмĕ çапла балык çук тенине илтсен, хăни те — кирлĕ мар, кунта мĕнпе çыртса çимелли пур халĕ, тет. N. Кăшт çăкăр çыртрăм, шыв ĕçрĕм те, ахаль çĕрех çыварма выртрăм.

çинчĕк

улăм, объедки соломы, остающиеся от скотины после еды в хлеве. В др. гов. çинĕ улăм. Утăм. Пӳрт тăрри — пĕлтĕрхи çинчĕк улăм, пахчине пусса илнĕ мăян. КС. Çинчĕк улăм тесе выльăхран юлнă улăма калаççĕ. Ib. Çинчĕк улăмпа лашана, ĕнене пăтратса параççĕ. Тим. † Çинчĕк улăм (çинĕ улăм) тиерĕм, сиксе улăхса таптарăм. Орау. Выльăха таптатман (çытарман) улăм кăмакара шатăртатса çунать, çинчĕк улăм апла мар.

çип

(с’ип), нитка. Шорк. Çип, нитка (род. п. çипĕн — с’ибэ̆н’, дат. — вин çипе — с’ибэ). Альш. Ăна (т. е. маратана) та йывăç хулăсенчен тăваççĕ, мунчаларан, çипрен мар. N. Пĕр ӳкемре тăватшар çипĕн икĕ вунна. Пĕтĕмпе пĕр ӳкемре сакăр вуннă (80 ниток). Сред. Юм. Çип, çиппĕн (çипĕн), çиппе (çипе). Ib. Эп паян ик йĕке çип арларăм; ко эрнере пôрĕ вонпилĕк йĕке арларăм. Ib. Çип кăçтан çинçе, çавăнтан таллат (= татăлать): мĕн порĕ те (всего на все) пĕр ача çиçчĕ, ô та пôлса вилсе выртрĕ (и тот помер). Ib. Çиппе (пряжу) кăмакана хăвсан, саралнă пулсан: пиçнĕ, теççĕ, саралман пулсан: пиçмен, теççĕ. ЧП. Шурă мамăк çиппи. Пус. Инки! инки! шур çип кĕпи тĕртсе пар. СТИК. Кăçал сӳс ăнмарĕ: пĕрте çипе пымаст (авăрланă чух кĕскен-кĕскен туртăнат). К.-Кушки. Çип туртса тухнă, сметано (сшито) на живую нитку (на живушку). Ib. Пиншака çип туртса тухни-ха эс? Сметал ли ты пиджак? N. Çип татма та вăй юлмас; До того обессилеешь, что не можешь перервать нитку. N. Урлă çип (при тканье — нить утока). Бгтр. Çип хывнă (сначало было написано „хунă“) чух сарă çын пырсан, çип лайăх пиçет, теççĕ; хура çын пырсассăн, лайăх пиçмеçт, теççĕ. Ягутли. Хĕрарăмсем кăнчала арлама пăрахса çип çума тытăнаççĕ. Якейк. Çип çăмхаласа пĕтертĕмĕр те-хе, комман-ха. Ib. Çип çăмхалама пуçларăмăр (кăшкар çине). Кăшкар çине çамхалаççĕ, комаççĕ, колчалаççĕ, кĕр виттĕр илеççĕ, хĕç виттĕр илеççĕ, куç хăваççĕ, тĕртеççĕ. Кищаки. Çип сарри кăларни. (Малтан çип çине вĕри шыв яраççĕ, унтан кайса кивеççĕ. Это же в Яншихове назыв. çип сурчăкĕ кăларни). Ib. Çип пĕçерни' или 'Çип хывни. Малтан кĕллĕ шывпа йĕпетеççĕ те унтан кăмакана улăм сарса, кăмакана пăрахаççĕ е чӳлмекпе лартаççĕ; сахал хутăр чухне хуранпа та пĕçереççĕ, пĕçернĕ çиппе кайран çăваççĕ. АПП. † Хамăра курайман тăшмансен, çип пек çинçе çĕртен татăлтăр. || Шнур. Альш. Çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ лартса кайнă вăл хурăнсене (березы посажены совершенно прямыми рядами). || Отвес. Мыслец. N. Çип — тӳрĕ йĕр ӳкерекен хатĕр.

çите

дееприч. слитное от çит. N. Кайма вăхăт çите пуçларĕ. Чаду-к. Лашана тупрăм та, утлантăм, каятăп, пĕр кĕпер патне çитех тăнă (вдруг подьехал). || В срав. степени, иногда с афф. твор. падежа. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 17. ТХКА 78. Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те, улăма спичкĕпе вут тивретнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан (когда приблизились), çул çине, мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. N. Пӳрт алăкĕ умне çитерехпе. Регули 299. Яла çитерехпе (когда я приблизился или мы приблизились) хĕвел ансах ларчĕ. Урмай. Старик качакасен пӳрчĕ патне пăрçа хăмăль тăрăх хăпарса çитерехпе тарт! пăсарса ячĕ, тет. Регули 1376. Яла çитерехпе (приблизившись к деревне) илтрĕм кăçкăрнă сас. || До (посделог). НАК. Эпĕ çав охоттăра ирхи апатран пуçласа хĕвел анас вăхăталла çитех çӳресе те пĕр кăвакал анчах тыттăрăм. ЧП. Сĕм вăрманти вăрăм чăрăш кутне çитех лăс турат. N. Ăна пĕтĕмпе салатса пăрахнă; аллисемпе урисем, пуçĕ таçта çите ывтăнса кайнă. || С усилит, частицей „ех“ указывает на действие, совершившееся вдруг, неожиданно, или быстро, или как раз в известный момент, или без долгого обдумывания. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 9. Чав. й. пур. 22. Хĕр килне çитех тарнă иккен. Ib. 20. Иванĕ çавна çĕклесе пынине илтсен, килне çитех тарнă вара (убежал домой). Истор. Лешсем ăна та пăхман, Воронцова Костромана çитех янă. Ib. Папа патне çитех тарнă. Ib. Мстислава пит аякри хулана, Тмутаракане çитех янă.

ытлин-çитлин

в изобилии, вполне достаточно. ТХКА 6. Çапла ĕнтĕ, çĕршыв сахал пулсан, тырпул ытлин-çитлин тума çук, ут-улăм та çителĕклĕ пулмасть, темелле.

çуллахи

(-hи), летний. В. С. Разум. КЧП. Çуллахи вăхăтра çӳренинчен ырри çук (или: ç. в. çӳренине çитес çук). Эпир çул çĕршыв 27. Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал пирĕн уесре пуçланаççĕ те, çуллахи хĕвел-тухăçĕ еннелле юхса каяççĕ. Кан. Çуллахи кунта мĕнле вара улăм хутса ларас тетĕн.

çун

çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.

çӳпĕ

(сӳбэ̆, Пшкрт: сӳрэ̆), сор, мусор. Синъял. † Улăм çӳппи, ут çӳппи, ут вăлашки айĕнче. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек. || В перен. смысле. N. Пире улпутсем нимĕн вырăнне те хисеплемеççĕ, çĕрти çӳпĕ вырăнне те хумаççĕ (не ставят ни в грош), ЧС. Çав çунса кайнă хуçисем (погорельцы) çӳпĕ те кăларайманччĕ (ни соринки не вынесли, т. е. у них все сгорело). Янтик. Ман çурт пĕтĕмпех (дотла) çунса пĕтрĕ, пĕр çӳпĕ те илсе тухаймарăм. Ашшĕ-амăшне. Пур япаламсене те сирĕн ята çыртартăм (перевел на вас), хама пĕр çӳпĕ те хăвармарăм. || Младенец (в наговорах). Т. VI, 65. Е пĕсмĕлле! çак çӳпĕрен тух куç...

çăка

(сы̆га, с’ŏга, Пшкрт: сы̆ҕа), липа. Кайсар. Çăка чечекне типĕтсе сăмсана шăршласан, юн кайни чарăнать. Тораево. † Уй варинче ват çăка, апи тесе карăм та: килех улăм (= ывăлăм), темерĕ. Качал. † Вăрман хĕрĕнчи çамăрăк çăка, акай тесе пытăм та: килех шăлăм, темерĕ. Кан. Çатрака çăкамçăм, эс тата мĕн курăн. ТХКА 72. Анне те чăтаймарĕ: çăка çулçи, йĕлме хупписем çиеттĕмĕрччĕ те, хуралса, начарланса карĕ, вилчĕ. N. Çул çинчи çăка пӳрте кĕрсе кай, теççĕ (= хăна тăвакан пĕлĕш е хурăнташ патне кĕрсе кай. Послов.). Собр. Çул-çи çăка пӳрт, теççĕ. (Послов.).

çăл

(сы̆л, с’ŏл), дергать, теребить. Альш. Улăм çăлнă чуне пĕчĕкĕ ача сасси илтнĕ, тет. N. Унтан вара пĕр урапа (телега) çиие курăк çăлса хучĕç те, çумккана йăтса вырттарчĕçĕ. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ пĕр кĕлте те пулсан çăлса тавăрăнат. Альш. Упи вăрман çăлат (дергает), тет, N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, кам пырĕ-ши ăна çăлмашкăн. Календ. 1904. Çăра шăтсан, шитрен пĕрре анчах хăварас пулать, ыттисене çăла-çăла пăрахмалла. ЧС. Мана атте çӳçрен çăлса илчĕ. || Щипать. НТЧ. Çапла, пурне те чипер силлентерсе пĕтерсессĕн, хурĕ-кăвакалĕ(сене) тĕкĕсене хĕрарăмĕсем çăлаççĕ. || Подоть. || Захватывать. Пазух. Кантăр çинчи пусана та пĕрчĕн-пĕрчĕн татрăмăр; çакă ялăн хĕрсене те çăла-çăла илтĕмĕр. Б. Олг. Сăкмана çăлса тӳмелесе çӳрет. КС. Çуçĕнчен çăлса тытрăм. || Бить, дуть. Нюш-к. Пĕрре çăлмалла-ха ăна.

çăрăн

меситься. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча çимĕç, пур пăх-шăк, вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Альш. Карташĕнче, кĕркунне-çуркунне питĕ çăрăнать.

çĕнет

обновлять, возобновлять. Сĕт-к. Лаша çĕнетмелле вăт ман. Ib. Пӳрт çĕнетмелле. N. Эпĕ лаша сутса çĕнетрĕм. || Менять. N. Тĕпне улăм çарнă, вăл улăма час-часах çĕнетсе тăраççĕ. К.-Кушки. Лаша çĕнетнĕ = лаша улăштарнă (сменял). || Добавлять (напр., воды в куб). СТИК. Сăрана çĕнетес-ха (подбавить). || Возобновлять (паспорт).

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

тыла-çăпата

то же, что тăла-çăпата. О сохр. здор. Тыла-çăпатисене, улăм тӳшексене, ытти çавăн пек япаласене те пĕтĕмпех çунтарса ярас пулать.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тивсе кай

загораться. ЧС. Чĕлĕм тивертсен кайран, шăрпăк кутне (остаток спички) улăм çине пăрахса хăварнă. Леш тивсе кайнă вара. Орау. Ламппи çакăнса тăнă çĕртрен ӳкрĕ те, çĕртре тăкăннă кăраççинĕ тивсе карĕ. (С потолка упала лампа и керосин вспыхнул). Ib. Малти ăрам çунчĕ те, унтан ухатер таврашсем тивсе карĕç. N. Çурта хăйне хăй тивсе кайнă (загорелась), тесе суйнă.

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

тивретсе яр

зажигать, поджигать. Ст. Чек. Тилли улăм урине тивертсе ярат.

тия

(т’иjа), то же, что тие. Орау. Çтан тиярăр уммана(картофель)? Пурачкавран (у др. Пăрачкавран) тиярăмăр. N. Шăматкун хунĕмпе ани килте пулсан та, вăл пĕтĕм япалине кăларнă та, ăна аслă кин улăм тиямалла леçсе хăварнă. Улăм Микка арăмĕ патне кӳртнĕ. Шибач. Ашшĕ каларĕ: ма, тет, вотă тиямарăр (не привезли)? тет. Сунар. Пĕре Семен вăрмана вутă тияма (= за дровами) каяс тесе шухăшланă. N. Лаша йăвăр тияса пăсăлчĕ. Лошадь надорвалась от тяжелой возки. Шел. 138. Пĕр пĕчĕк çын лашапа вут тиянă ăлавпа пĕр-пĕчченех улăхать. || Взвалить вину или содействовать полному обвинению. N. Ун çине лайăхрах тиясчĕ. Надо его как следует „всадить“ (на суде: сделать так, чтобы его обвинили). Ib. Якур çине лайăх тияса хăварчĕç. Абаш. Тияс (= тияса) кил (привести на возу: кĕлте, паранкă, утă). [В гов. с. Богатырева это сл., повидимому, произн. тэja, т. е. с совершенно твердым т и следующим э].

тутар

(тудар), понуд. фор. от гл. ту. Тимяш. Хĕлле пулсан, аттене макра-макра юртан ту тутарса, çавăнтан ярăнаттăм. N. Ку ĕçе ĕçлеме причак (присяга) тутарса татаççĕ. Сред. Юм. Икĕ сорăх хире-хирĕç тăнă та, пуçĕсемпе тăн-тан! тутарса сĕкĕшеççĕ. Чураль-к. † Саккас тунă сран атти, тутариччен тутарас, тутарсассăн кирлĕ мар. N. Улăм тутаракан çук. Ст. Шаймурз. Пĕрчешет тутарас тесе. || Попросить испортить порчею. Альш. Александр çав пăсташа тутарнă, тет.

туй халахĕ

участники свадьбы. Янтик. † Туйăм, туйăм, туй çуни, киле пырсан, улăм çуни; туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан çын пекех.

турт

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

тӳшек

(тӳжэк), перина, тюфяк. Абыз. † Эпĕ йăтас тӳшекне ыр çын йăттăр — ыр куртăр, ыр куртăр та хĕн куртăр. (Солд. п.). Хора-к. Хĕрарăм тĕк тӳшекрен йĕп тӳшек шырать, тет. ЙФН. Мамăк тӳшек, улăм тӳшек. N. † Улма-чăпар тӳшек çинче хĕрпе каччă вылянат. Чураль-к. Пирĕн арăм çук, çук, çук, çук та пулсан вуниккĕ, вуник тӳшек сараççĕ, çирĕм тăват çытар хураççĕ. Нюш-к. Ик йӳплĕ тӳшек-иносказательное название штанов в одном рассказе.

тăрăнчăк

(ты̆ры̆нџ̌ы̆к), наклонный, отлогий. КС. Тăрăнчăк = усăк вĕçлĕ, напр., улăм ури. См. чикĕнчĕк.

тăрла

то же, что тăрăла. Изамб. Т. Улăм пĕтерехпе хушăка тăрлаççĕ. Сред. Юм. Капан тăрламалли сейник, длинные вилы, достающие до верха стога. Шибач. Пĕри капан çинче, тепĕри аялтан парать. Капан тăрлаççĕ. || Подсмеиваться, подшучивать, подтрунивать. Коракыш. † Ах пичи та, ах инке, мĕн тăрласа ларатăр, хусамăрăн пек туйăнмаçт-и-мĕн, хусамăрăнах пулатăп. || Колотить, бить. Цив. Орау. Ачана пуç тӳпинчен пĕр-иккĕ тăрларăм та, кайран куçа та курăнми пулчĕ. Ib. Эрех тупса памасан, пуç тăрринчен тăрлаççĕ (= хĕнеççĕ). Сред. Юм. Пирĕн Ивана паян йолташĕсем хытă тăрланă (прибили).

хыççăн

после. ГТТ. Ача хыççăн (после родов) час ураланчĕ, час сӳрерĕ. Ib. Ача хыççăн асапланать. Регули 1194. Вăл çомăр хыççăн кайрĕ. Ib. 1195. Апат çинă хыççăн кортăм. Ib. 1196. Вăл кайрĕ те ик кон хыççăн кайлах килчĕ. Капк. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тараççă. И. Тукт. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем… || За, вслед за. А.-п. й. 36. Трашка ачисем тăрнана пăрахаççĕ те, тилĕ хыççăн ярăнаççĕ. Ib. 45. Улăм ури ăшĕнчен çиçĕм пек сиксе тухать, мĕн пур вăйне пухса тилĕ хыççăн ыткăнать. Как молния выскочил он из соломы и помчался в погоню за лисой. Ib. 35. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç,— тет. N. Анчах пĕри ун хыççăн чупса кĕрсе, ăна персе суранлантарнă. А.-п. й. 31. Пĕррех сикрĕ качака таки çак йăвăç тăррине, ун хыççăн сурăх таки те ыткăнчĕ. || Следом, следом за. А.-п. й. 76. Ваçлей вутă çĕклесе кĕчĕ, ун хыççăн арăмĕ те кĕчĕ. Василий вошел с дровами в избу, следом вошла и жена. Ib. 76. Ваçлей хыççăнах арăмĕ тула вутă çĕклеме тухрĕ. Следом за Василием вышла и жена его. || Б. Олг. Хыççăн (каччи килне килекен хĕр ратнисене калаççĕ). Пшкрт. Хыççăн арăмсам (едущие за невестой) хĕр хыççăн каяччă (к жениху). Собр. Хĕр хыççăн юрри. Альш. Хĕр тухнă хыççăн пыракан пур.

хур йăви

хур йăвви, корзина, в которой таскают мякину и сажают гусынь на яйца. Изамб. Т. Альш. Хупран çип кăшкарĕ пек авса тăваççĕ те тĕпне мунчалапа урлă-карлă каркаласа ун çине улăм тултараççĕ, çавна хур йăви теççĕ. КС. Хур йăви = хур кунтăкĕ.

хут

топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.

хӳт

хӳтĕ, защита, прикрытие, А.-п. й. 61. Вăл йĕри-тавра пăхкаласа хӳтĕ вырăн шыранă. Изамб. Т. Çил хӳттинче арман авăрмасть. Ib. Эпир çил тивесрен хӳтĕ турăмăр. Образцы 43. † Кăвакал мамăк кӳл çинче, çил тухсан, хӳтте пухăнать. Кан. Пулăшкомăн тăлăх туратсене хăйĕн хуттине илмелле. Турх. Кайăк сасăран хăраса сиксе тăрса пăхкалать, ним те çукран çаврăнса каллех хӳтте вырнаçать. N. Сарай хӳттинче, улăм çинче. Календ. 1911. Вĕллесене пуçтарса хӳтĕ çĕре лартмалла. Сред. Юм. Çав çôрт пошартан йывăç хӳттипе çиç йолчĕ. N. Аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе. Нюш-к. У аллă çын аллипе = хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ. Апла калани — йăвăр ĕçе хăй тумасть, çын çине нумай шанать пулсан та аван пурăнать — тени пулать. Сред. Юм. Ман хӳтĕпе çиç çӳрет. Благодаря мне только ходит (как бы под тенью). N. Хăш чухне ачасем таçтан та пулин тухса тараççĕ, е спичăк тупса çитермери пек вут хурас тесе пĕр-пĕр çĕре сарайне, е хӳтĕрех, çын курман çĕре кайса вут хураççĕ. Хăр. Паль. 4. Кунта тултинчен хӳтĕрех пулнă. Ашшĕ-амăшне. Сăмюнĕ Кĕркурие хĕрхенсе: „Вăрман урлă кайма авантарах пулмĕ-и пире? — тесе ыйтнă,— унта хӳтĕрех“. В. Олг. Ача выртать хӳел питĕнче, хӳтĕ туас, ачая хӳел пĕçертет; мĕнпе те полин картласа хӳтĕ туат. Пшкрт. Çилтен хӳтĕ вырăна кĕрсе тартăм.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

курăк-улăм

растение (вообще)? О сохр. здор. Пур (всякая) ӳсекен курăк-улăм.

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

кушак

(кужак), кошак, кошка. Ст. Шаймурз. Пӳрт тăрринче кушак пуçлă тăмана сиене кăшкăрат, тет. Синьял. Пĕр кушак пуçтаракан çын (кошатник) пĕр яла кушаксем пуçтарма кайнă, тет. N. Кушака (кушакне) кунтан илĕр. Возьмите отсюда кошку (кошку-то). Н. Седяк. Кушак питне çусан, хăна килет, теççĕ. (Примета). Т. Григорьева. Кушака кулă, шăшие вилĕм, теççĕ. (Послов.). Ib. Умран кушак каçсан, çул ăнмас, теççĕ. СЧУШ. Кушак кăмакана кĕрсе выртсан, сивĕтет. N. Кунта çын кушак вилли вырăнче анчах. Здесь человеку та же цена, что дохлой кошке. Ib. Ĕçпе каякан çын çулĕ урлă кушак каçса кайсан, çав çынна телей пулмаст. Ib. Кушак пит çăват пулсан, çав кушак хуçи патне çын килет. Орау. Ашшĕ-амăш суккăр пултăр, ачи-пăчи нуммай пултăр! тесе калать, тет, кушак. (Пожелание кошки относительно хозяев и ребят: если мать не видит, то кошке легко вытащить еду из рук ребенка). Ib. Этем кушак сыснине курсан, лайăх мар, тит. Ib. Çул урлă кушак каçса кайсан, çав тĕлтен улăм пĕрчи илсе, улăм пĕрчине икĕ енне татса пăрахаççĕ. Апла тумасан, мĕн те пулин пулать, тиç. Сред. Юм. Кушака кулă та, кушак кайăкне куççӳлли. Кошке — игрушки, мышке — слёзки. Ib. Кошак питне çăвать (кошак, малти орине çулласа, питне шăлкаласан, калаççĕ). Ib. Кошак пик (говорят про несмелого человека). Ib. Çола кайнă чох çол орлă кошак каçсан, олăм çӳппи татса, ик еннелле пăрахса хăвараççĕ. Ib. Кошак çӳлте пĕр татăк какай çакăнса тăнине корнă, тет те, илес тесе кармашрĕ-кармашрĕ, тет, илеймерĕ, тет. Кайран кайса ларчĕ, тет те: шăршлă вит о, мĕн тăвас онпа! тесе каларĕ, тет. Ib. Сан кошак йăмаххилле полчĕ ко. («Говорят, если человек сначала очень желает, а потом не может получить того, чего он желает, и сам же начинает говорить, что это плохое»). Ib. Мĕн çохрать çавăнта? тесен: кошак пуçĕ хĕсĕннĕ (увязла) те, кошак çохрать, теççĕ. N. Пуянăн кушакĕ те кайăк тытать, тесе, пĕр пуйсан, çыннăн таçтан та укçа кĕрет, тесе калассине калаççĕ. Бгтр. Кошак пит çусан, çомăр полать; чăрнисемпе качăртаттарсан, çил-тăман полать. СТИК. Эсĕ кушак çине ларнă-и мĕн? (Говорят тому. кто pepederit). КС. Кушак курпунне кăларчĕ (или: пĕкĕрлчĕ). Кошка изогнула спину. Образцы. 110. Йыснаçăмах (çавă) пур, тутине кушак çуланă (т. е. он ротозей, растяпа, рохля). Альш. Кушак пилĕк çура (3 котят) çураласа пăрахнă... В. Олг. Эх, кошак порнăç! (о привольной жизни). Якейк. Ăрамра кошак та çок (т. е. никого нет). Б. Нигыши. † Тытăр-хупăр (его) витене, ыран ирччен ан ярăр; кушак кулли ан тăвăр, ташлатмасăр ан ярăр! Якейк. Ман онта никам кошак та çок (т. е. никого нет). || Прозвище мужчины. Сред. Юм. || Назв. селения. Панклеи.

коштăр

куштăр, подр. шороху. Шорк. Улăм ури тăрăнчен коштăр! (если длительнее, то коштăрр!?) шуса анчĕ. ЧП. Куштăр, куштăр куршанак куштан пулас сасă пур. || Подр. очерствению. Хорачка. Коштăр! типсе карĕ.

кӳрнек

(кӳрн'эк), пригожество, краса, вид. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек, улăм çӳппи вĕçсессĕн, шӳтте кайĕ çĕр кӳрнек. Ib. † Тилĕ çĕлĕк пуç кӳрнек; çак хĕр-сăри кил кӳрнек; çак хĕр-сăри кайсассăн, шӳтте кайĕ кил кӳрнек. Бел-Гора. † Çӳлĕ вăрманта хĕрлĕ тиллисем, хĕрлĕ тиллисем вăрманăн кӳрнекĕ.

кăчкă йăвăççи

то же, что кăчăкă йывăççи. Ердово. Малтан кăчкă йăвăççи кăчкă кăларать. Ib. Каласа çӳресен, хĕрарăмсем кăчкă йăвăç туратти, тата пĕр ывăç улăм илеççĕ те, выльăххисене çӳлен кĕтӳ пухăннă çĕре хăваласа каяççĕ.

кăштăрт-каштăрт

подр. неодинаковым оборванным звукам шороха. СТИК. Улăм ăшĕнче темĕскер кăштăрт-каштăрт! турĕ те, анчăк сикрĕ-тухрĕ. («При этом звуки раздельны, что показывает конечное т»). 93 çул. 18. Вăл кăштăрт-каштăрт тунисене пурне те итленĕ.

кăштра

(кŏштра, кы̆штра), неровный, мохнатый. Трущоба. Чертаг. Орау. Пир тĕртме пĕлмест мур ачи! Вунтăватта çитнĕ, пирре (так!) кăштра тăвать. Ир. Сывл. 26. Шап-шур, кăштра пĕлĕтсем таçта шăваççĕ еррипен. || Солома, хворост и т. п. хлам. N. Пӳртĕнче пит кăштра. Хурамал. Пӳрт айаккинче улăм, çапă нумай пулсан, калаççĕ: пӳрт таврашĕ пит кăштра, тасатас пулать, теççĕ. || Мякина. В. Олг.: коштра. Хорачка. Кăшăл сурсассăн, кăштра (кыштра) илеччĕ чĕпĕ-сене валлИ. Слеп. Кăштра (коштра, тырă сурсассăн полать). Сятра: кŏштра, мелкие частицы мякины, которые летят при веянии (когда «кăшăл сураччă»).

кĕрсе пĕтер

войти во все места. ЧС. Ялта пур киле кĕрсе пĕтерсен, улăм, вут илсе, уя кайса, вут хураççĕ. (Сĕрен).

кĕсле

(кэ̆сл'э), гусли. Чертаг. Кĕсле (чăрăшран: хĕлĕх, пăтасам). Янтик. Эп ăна (ему) кĕслепе тутар кĕвви (мотив) каласа кăтартрăм (сыграл на гуслях). Н. Ильм. Масар çине çитсен (вечером), пĕри кĕсле калать, ыттисем ташласа хываççĕ... Ирхине хапха умне (уже дома) килĕ лартаççĕ; çав килĕ çине пашалусем, ашсем хурса, пĕр паярка улăм чĕртсе яраççĕ. Кил хуçи вара вут çинче ташласа тăрать, ыттисем килĕ йăри-тавра кĕсле каласа, йĕрсе çавăрăнаççĕ. (В «пумелкке», через З недели после пасхи, вырăсерни каç). Регули 765. Вăл кĕсле каланă чох (каласан), итлеме (итлеме те) лайăх. N. Хăш-хăш çын кĕсллене пит лайăх калать. || Маленькие полати, приделываемые в углу; по форме походят на гусли. Сред. Юм. || Треугольный загон. Якейк. Паян кĕслея вырас поль (надо, поди, сжать), итла таптаçç уш (уж больно топчут). || Веревка на ногах овцы. Пшкрт.

тĕрлеттер

понуд. ф. от гл. тĕрлет. ЧС. Хам ĕнтĕ юман патĕнчен тырă вырма мĕне иртсе кайнă чухне юри лаша çаптарса кăшкăрса тĕрлеттерсе иртсе каятăп. Çутт. 77. Вĕсенчен çилтăман тĕрлеттерсех вĕрет. || Пылить. Завражн. Çутт. 31. Урайне тип шăпăрпа тусан тĕрлеттерсе шăлать. КС. Тĕрлеттерсе иртсе карĕç (поднимая пыль, сотрясая воздух, промчались, в Сред. Юм. в экипаже). ТХКА 42. Вун-вуник лаша хыçалтан тĕрлеттерсе пыраççĕ. ЧС. Вут патне çитерехпе пĕр икĕ лаша кӳлнĕскер манран сиккипе тĕрлеттерсе иртсе кайрĕ, хăнкăрав çакнă. Т. VII. Хĕлле пĕр ямăшкă виç лашапа вăрман виттĕр тĕрлеттерсе пырат, тет. Кан. Хурамалти Петĕр кĕрӳпе Хусаналла тĕрлеттертĕмĕр. Сред. Юм. Тĕрлеттерсе çитрĕ, прикатил, приехал. || КС. Паян вĕсем кунĕпех улăм тĕрлеттерчĕç. || Шугать, напр., кур, гусей, свиней.

тĕрр

подр. быстрому полету стаи птиц. Сред. Юм. Тĕрр вĕçсе карĕç (напр., воробьи улетели, если их много). || N. Сурăхсем тĕрр хуйханчĕç. || Сред. Юм. Кăмакана хотнă кĕлте йăслатса выртрĕ выртрĕ те, труках çыххи талса тĕрр кайрĕ. КС. Тĕрр тĕрлет. Улăм тĕрлешсе тивсе карĕ (без тивсе) =улăм тĕрлетсе карĕ = тĕрр тивсе карĕ. || Восклицание, которым загоняют в хлев овец. Шорк. Тĕрр! кĕр карта! Тря! иди в хлев! Тюрл. Тĕр карта, тĕрр! В. Олг. Тĕрр карта! загоняють скот. Сред. Юм. Сорăхсене картана хӳтерсе кӳртнĕ чохне, ытти çĕрте хӳтернĕ чохне те тĕрр! тесе хӳтереççĕ. Сĕт-к. Чапа тĕрр, чапа!.. сорăхсене хăвалаççĕ.

чыш

тыкать, толкать. А. Турх. Вăл мана йĕппе чышрĕ (ткнул). Пшкрт. Çĕçĕпе чышас, ткнуть ножом. Изамб. Т. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр... ПТТ. Çапла (патакпа) чыша чыша антарса хĕрĕх витре шыв пĕр те сарăлса каймас, мĕн яни пур те тупăках анса каят. Альш. Карчăк чĕнет чĕнет те, йĕппе чышма хăрат, уласа йĕрет, тет. N. Пӳрт алăкĕнчен тухнă чух пӳрт алăкне виç хут тупăкпа чышаççĕ. Еково. Пуçне чышать. Тычется головой (лошадь). Шел. 76. Юпасене... шыв тĕпнелле чышаççĕ (втыкают). || Тыкать кулаком, ударять, бить кулаками. N. Чыша чыша яраççĕ. КС. Чыш чышкăпа, бить кулаком (çап не говорят). Ашшĕ-амăшне. Кĕркури каланă: çитĕ ĕнтĕ, хăна пултăм (погостил), ĕнсерен чышса хăваласа кăларса яни кăна çук ĕнтĕ, тенĕ. Изамб. Т. Аяк пĕрчинчен чышсан ыратат, Çĕнтерчĕ 21. Сĕтеле чышса ан калаç. ТХКА 16. Пирĕн ял претçетаттĕлĕ пĕркун пухура Çмирнов Михалине сĕтеле чыша чыша вăрçать. Бур. Лешĕ ăна илтнĕ те, пырса чышсах антарнă. || Набивать (мешок). N. Акă тухать чӳшекки, улăм чышса тунăскер. Тюрл. Чыш, набивать (мешок). ГТТ. Мăкăсене те чышман. Баня не пробита. Вĕлле хурчĕ З2. Вĕллесене икĕ стеналлă, хушшине япала чышмалла, е тачка хăмаран пĕр стеналлă тăваççĕ. || СПВВ. Чăпта чышас. ЧП. Чышса пăрахнă чăпта.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чикĕм

охват, то, что можно забрать вилами в один прием. Изамб. Т. Улăм чикĕмĕ = наçилкке (то, что раз принесут на носилках). Н. Седяк. Сенĕкпе чиксе çĕкленнине чикĕм тесе калаççĕ. Тюрл. Капан тăрне панă чохне хатĕрлесе хорать кĕске сенĕкпе чикĕм туса. СТИК. Пĕр чикĕм пар-ха тата. Дай еще раз (солому). Ib. Улăм ури купаланă чухне виçĕ юплĕ сенĕкпе парса купалаççĕ. Пĕрре чиксе панă улăма пĕр чикĕм теççĕ. || Стежок (при шитье), один стежок иглой. КС. В. Олг. Пĕр чикĕм сикнĕ (пропуск при узоре). Копăрлуа-Янасал. Çирĕм чикĕм масмакне тоттăр хутне кĕрет поль терĕм (думала, что заменить может). Собр. Тăватă чикĕм тĕррине тăватă киле çитнĕ вăл, пилĕк чикĕм тĕррине пилĕк киле çитнĕ вăл, ăна та хăй тĕрлемен, амăш тĕрленĕ; ултă чикĕм тĕррине ултă киле çитнĕ вăл, ăна та хăй тĕрлемен, аппăшĕ тĕрлесе панă. Толст. Чикĕмĕмсем хамăн пĕртте тикĕс тухмаççĕ. || N. Тĕренче тунă, чикĕм тунă, курăспа хылăх тунă.

чусталан

чосталан, вымазаться тестом. Кан. Кукăр-макăр йĕрсем хăварса алси алсипе чусталаннă хура тăпрана хăпăтса сĕтĕрнеççĕ йăвăр кăлтăрмисем. Кĕвĕсем. † Пĕлĕт кумккаланать-çке, улăм чусталанать-çке.

хĕв

городить. См. хӳ. Кан. Никĕс юписем хушшине лайăх пĕренесемпе хĕвес выранне курпульсемпе анчах хӳсе хучĕç. || Наносить, замести (о снеге). N. Чӳречен тулти ăрамин аялти куçĕсене аялтан юр хĕвсе кайнă. Баран. Тундра тăрăх тем хулăнĕш юр хĕвсе каять, вара кунта пурнăç-терĕш пĕтет. Тундра в это время бывает покрыта толстым слоем снега, тогда здесь жизнь уже умирает. Шурăм-п. № 28. Çул хĕрĕнче хăш-хăш тĕлте юр улăм ури пек хĕвсе кайнă. Ст. Чек. Юр хĕвнĕ, кĕрт хывса кайнă (снег образовал сугроб).

шакă

то же, что ашăк, таранная кость, употребляемая при игре в альчики (в кости). Шакă енĕсем: чĕк — шăтăклă енни; пĕк — курпун енни; елччĕ-кукăр-макăр пырать; туй — сторона против елччĕ. Н. Уз. Шел. 55. Ашăкĕсем, шаккисем, атмисемпе çатмисем. || Изамб. Т. Пӳрне пек çăка патаккине кĕске-кĕске татаççĕ. Ăна шакă теççĕ. Ib. Унччен ăсла такани (корыто) çине шакă (толстые лучины) сарса, улăм хурса хатĕрлеççĕ. || Турх.-к. Урапа шаккисем.

шатăртат

(-дат), трещать. N. Вутă шатăртатса çунать. Дрова в печке горят с треском. Орау. Кăмака шатăртатса çуннă майĕпе çывăрса карăм. Сл. Кузьм. 13З. Вут тухрĕ! тесе кăшкăраççĕ. Типсе тăнă улăм шатăртата пуçлать. Альш. Улăм ури шатăртатса çунать. А.-п. й. 45. Пĕтĕм улăм шатăртатса çунма тапратать. Ib. Улăм мĕн чухлĕ шатăртатнăçемĕн кашкăрĕ шаларах чыхăнса кĕрет. Чем больше солома трещит, тем глубже волк в солому лезет. N. Алли те çок, ори те çок, шатăртатса вотти çонать. Хăр. Палля 27. Аякра аслати сасси шатăртатни илтĕнет. N. Ероплан сасси шатăртатать. Хурамал. Çăра вăрмана выльăх кĕрсе кайсан, çапăпа шатăртатса çӳрет. КС. Йăвăç çилпе шатăртатса кайса ӳккĕр. Хора-к. Юман çурăлса шатăртатса карĕ. N. Нассус кĕпçинчен шыв шатăртатса сирпĕтет. N. Пăр шатăртатать. Лед трещит. Букв. 1904. Асту, нумайрах лар; шатăртата пуçласан, тата шаларах чик, унсăрăн пулă тытаймăн. КАХ. Хай сăхмана пуç çинчен сирсе яратăп та, хăлхана йĕке шатăртатнă сасă (звук при вертении веретена) кĕрех кайрĕ. N. Сунар. Çуртра тиркĕ-çăпала шатăртатмасăр пулмасть. КС. Вăл çыннăн шăн-шакки шатăртатать (трещит). Ib. Шывран час тухмасан, шăл шатăртатакан пулать. Чув. прим. о пог. 93. Тырă вырнă чух тырă пит шатăртатса типсе ĕнсе кайсассăн, çав каçах çăмăр пулать. Когда жнут хлеб, если жниво спалится и очень трещит, будет в этот же вечер дождь. Орау. Тырри ытла шатăртатса карĕ, тытма та çук (слишком высох. Говорят, когда жнут хлеб). Сред. Юм. Тыр пит шатăртатса кайнă та (типсе кайнă), тăкăнма хытланать. Ib. Ыраш шатăртата пуçланă (пит вĕрипе тăкăнма та пуçлать). || Хрустеть. Çутт. 17. Пăхать — ыраш пĕрчи хуралнă, çыртса пăхать — шатăртатать. Пухтел. Шатăртатать (хрустит, о подмерзнувшем снеге). Баран. 94. Ура айĕнче юр шатăртатса пырать. || Шуметь. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ.

шулап

застреха. N. Шулап, желоб, коим прикрывается крыша драниц. ЩС. Шулап, желоб на коньке крыши. СПВВ. ЕС. Шулап — çурт çумне улăм тăма тунă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Шулап — пӳрт тăрне шыв каймантан, хăвăл япалана чавса, хуплаштарса хураççĕ. Сред. Юм. Шôлап тесе чĕренче витнĕ хôралтăн чăн тĕрне хоракан такана пик чавса тунă пĕренене калаççĕ. Ст. Чек. Шулапа кĕрешрен варрине ырса кăларса тунă. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Б. Олг. Тӳпе шолап вырăнне хăма çапас. Тӳпе шолап çине хораччĕ сысна çил çĕмĕресрен, иккĕ ик енне хĕрри шолап хораччĕ (ку еккине пĕрре, леш еккине тепре). Образцы 81. Тĕренче витнĕ пӳрт çине шулап витсе кĕтĕмĕр. ЧП. Лапка-лапка юр çавать, шулап пуçне шуратать. Сала 182. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх чупкалать. Ядр. Кăлтăрик-кăлтăрик кăвакарçин, шулап тăрăх кускалать; шулап вĕçне çитсессĕн, ик çунатне шарт çапать. Такмак. Вăл (кăркка) виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатне çапса вĕçсе çӳренĕ. Тораево. Карчăк çывăрса карĕ, тет, пӳрт шулаппи хытă чĕтĕренет, тет (от храпа). || СПВВ. КМ. Шулап, тес. || С горбинкой? Альш. Сăмса чăвашăн лапка, сайра кăна пулат шулап сăмсаллă çын. || В переносном смысле. СТИК. Çăмăлкка çынна, ăс кĕрсе çитмен çынна: кун шулапĕ витĕнеймен иккен-ха, теççĕ. Е çав çын умĕнчех ăна каламан пек пулса: аслăксене хуратул улăмĕпе витнĕ, теççĕ. Ухмахрах çын ку сăмаха хăйне каланине сисеймест, тек илĕртнĕ хыççăн каят. || N. Шулап, затылок косы, в других говорах — тăрши, çава тăрши. Якейк. Шулап, обух косы.

шутте

шутя (легко). Шорк. Ку ĕçе шутте тăватăп. Альш. Улăм çӳппи çĕр кĕрнек, улăм çӳппи вĕçсессен шутте кайĕ çĕр кĕрнек. Ib. Шутте пасара кайрĕ-тĕр. Пожалуй, на базар пошел.

шӳтте

шутя, легко. Юрк. Карачăм пулăшнипе пурăнма шӳтте кăна... тет. || Возможно. Альш. Улăм çӳппи çĕр кӳрнек, улăм çӳппи вĕçсессĕн, шӳтте кайĕ çĕр кӳрнек.

шăрпăк

соринка, заноза. N. Шăрпăк ларт (кӳрт), занозить. Букв. 1900. Тыткала пĕлмен ал-уранăн чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. тет. Юрк. Вăл (она) пит вичĕкĕн япала (бойкая), чĕрне айне кĕнĕ шăрпăк пек. || Косточка (рыбы). Тюрл. Полă шăрпакĕ кĕрсе ларчĕ алла. || Щепка. Кратк. расск. 28. Этем вăл хăй чунне усрасшăн килне пĕр шăрпăк юлми таранччен (до последней щепки) салатĕ. Кожар. Чей ĕçме янă; вăсем чейне пĕрер шăрпăкăн хорса аран-аран вĕретнĕ. Янтик. Ку пушар ытла йĕртсе хăварат çынна, пĕр шăрпăк та хăвармас. || Деревянная вилка. КС. Çăмах шăрпăкĕ. Якейк. Çăмах çинă чох шăрпăкпа çияççĕ (лучинкой). || Колючка. Сред. Юм. Курăксĕм çумĕнче йĕп пик япалана шăрпăк теççĕ. Зап. ВНО. Шăрпăк тăрринче тӳрпи ларать. (Сылăм). Сред. Юм. Кирек мĕн пĕчик япалана шăрпăк пик теççĕ. || Спичка. А.-п. й. З0. Анчах шăрпăк çук хăйсен. Изамб. Т. Шăрпăк тимес (= тивмес, не зажигается). Ib. Шăрпăк тивертрĕм (çутрăм). Зажег спичку. Сред. Юм. Шăрпăк арчи, спичечная коробка. Ib. Виç арча шăрпăк илтĕм (три коробки). ЧС. Шăрпăк кучĕ, остаток спички. Ib. Шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. Шарбаш. Шарпăк пуçĕ. || Задира, придира. КС. Ах, вăл шăрпăк-çке! || N. Кун чул пурăнтăм, çирĕм виççĕ тултартăм (мне исполнилось 2З года), çын япалине шăрпăк та вăрламан.

шăтăр-шатăр

подр. разнобразному и довольно грубому треску. Тюрл. Шăтăр-шатăр туса çунать. СТИК. Кăмакана кĕлте чикрĕм те, шăтар-шатăр туса карĕ (вспыхивавие соломы). А.-п. й. 44. Вĕсем пырсанах, улăм çиме тапратĕç,— çавăнпа шăтăр-шатăр тунине илтсессĕн, эсĕ шаларах пытан. Трень-к. Пăхатпăр, ним те курăнмасть, тĕттĕм, ачасем улмана шăтăр-шатăр тутарса татни анчах илтĕнет. Сред. Юм. Пырса кĕтĕм пĕр çĕре, ниçтан тухма та çук; хăвăртрах пĕр чартакне шăтăр-шатăр хуçатăп та тôхса утăнатăп часрах. 93 çул, 57. Хупăрлакансем çапнăран арча шăтăр-шатăр! тутарнă. N. Шыв тулса улăха тухса каять. Шăтăр-шатăр тутарать те арман пĕвине илсе каять. N. Шăтăр-шатăр тутарать (арçури). КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит. Альш. Акă çул çинче пĕри пырать чуптарса, шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр тутарса. Вот один из них скачет по дороге, стучит и гремит. || В переносн. значении. N. Вăл пит шăтăр-шатăр. Сред. Юм. Кил тенинче пĕр те шăтăр-шатăрсăр иртмест ô. В доме без всяких неприятностей не бывает.

шăчлат

щелкнуть. КС. Хĕвел-çавăрнăç хуппи шăчлатса çурăлать. Ib. Сĕлĕ сыппинчен шăчлатса хуçăлать. Ib. Тип улăм пĕрчи шăчлатса хуçăлать. Ib. Часто „шăчлатать“ самостоятельно употребляется: улăм пĕрчи сыппинчен шăчлаттăрĕ (= шăчлатрĕ).

нăрăклат

хрюкать. КС. Сысна нăрăклатать (в спокойном состоянии). ТХКА 38. Каçхине эпĕр урайне улăм çине выртсан краççын сӳнтерсен, ула сыснапа икĕ чĕппи пирĕн тавра нăрăклатса, улăм чавса çӳретчĕç.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

пусмалли

(-λλиы), ступенька лестницы. Ачач 80. Пĕр тĕлте пусмалли татăкĕ хуçăлса кайнă кивĕ пусма тăрăх аслăк çинчи улăм ури çине вăш-ваш хăпарса карĕ.

пусса ларт

нахлобучить. Сунчел. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр, саккăр рет хушпуне пусса лартрăмăр. ЧП. Пуçăнти çĕлĕкне пусарах ларт (нахлобучить). Сунт. Улăм витнĕ пӳртсем шурă калпаккисене тата пусарах лартрĕç. Альш. Çĕлĕкне антарса ларт (нахлобучить). Çĕлĕкне пусса ларт (надвинуть на лоб). || Плотно усадить. Н. Лебеж. Тенкел çине пусса лартать (девицу). С. Айб. † Тенкел çине пусса лартрĕç (меня). N. Самсине пĕр енчен пурнепе пусса питĕрчĕ.

аслăк

(аслы̆к), tabulatum sub tccto aedificii, quod ампар айĕ appellatur, ex longuriis factum, ubi foenum stramentaque reponuntur. Tabulatum ex eadem materia sub divo factum atque quattuor columnis ligneis suffultum, ubi foenumet stramenta reponuntur. Aedificium ампар айĕ. Locus spatiosus, qui est sub tecto aedificii, quod ампар айĕ appellatur. Сенница, настилка из жердей под крышею сарая, на которую кладут сено и солому. Чертаг., Якейк. || Настилка из жердей, положенная на четырех столбах и ничем не прикрытая сверху; служит для складывания сена и соломы. КС., Альш. и Нюш-к. || Здание сарая. Ст. Чек. || Самое помещение под сараем. Альш. Хыçра, карташĕнче, сурăх картисем, ĕне картисем, ампар айĕсем (кунта сарай темеççĕ); ампар айĕсем çумĕнче, аслăк çийĕсем. Вăл аслăксем çине утă-улăм иле-иле хураççĕ: выльăхсене пама алă айĕнче пултăр, тесе. Сзади, во дворе, хлева для овец и для коров и помещения под сараями (слово «сарай» здесь не употребительно); а около сараев настилки на столбах, на которые кладут сено и солому, чтобы иметь под рукою корм для скота. Чув. прим. о пог. 318. Хĕлле аслăк айне пас тытсан, вăл çул пăрçа пит аван пулать. Если зимою иней ляжет на испод сеновала, то в этом году хорошо уродится горох. Ст. Чек. Урапасене, çунасене аслăк айне лартаççĕ. Телеги и сани ставят под сарай. Ала 290. † Аслăк ай тулли кăтра хĕр; шатах пире юраллă, пирĕн пиччене юрас çук. Под сараем полно кудрявых девушек; все они для нас подходящи, но нашему старшему братцу не подойдут. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăнимасăр тăрăççĕ. (Капан хумалли аслăк). Под одною шляпкою стоят четыре брата и не могут сойтись вместе. (Загадка: настилка на столбах, на которой ставится стог?) N. Аслăк çинче вĕт чулсем выртаççĕ. (Çăлтăрсем). Зап. ВПО. Аслăк — поветь, сушила, навес. Аслăк çинче çур çăкăр выртать. (Уйăх). Над поветью лежит полкоровая хлеба. (Месяц). Чертаг. Аслăк — сайхалăх, õлăмсам хопартмашкăн (ампарайне саратпăр).

аштар

(аштар), facere, ut per aquam, nivem aliave similia eat alqs, понуд. форма от гл. аш. КС. Паян лашана юр çинче аштартăм. Сегодня я ездил на лошади по глубокому снегу. Ib. Лаша юр çине кĕрсе ларчĕ те, аран аштарса кăлартăм. Лошадь попала в сугроб, я чуть выехал. Череп. Ыраш çинчен аштарса çӳрет. Ездит по ржи на лошади. || De tritura. Шишковать. СПВВ. КЕ. Итем илнĕ чухне, çур тыррине итем варрине сараççĕ те, çав сарнă улăм çинчен, лашасем кӳртсе тăратса, йĕри-тавра тырри тăкăначчен çавăраççĕ; çавна аштарни теççĕ. Шишкование заключается в том, что после сушки овина постилают на току снопы ярового хлеба и гоняют по ним, взад и вперед, лошадей, до тех пор пока не осыплюся зерна. Изамб. Т. Ака тыррине лашасемпе аштараççĕ. Яровое обминают лошадьми. СТИК. Ĕлĕк авăна лашапа аштарсах çапнă, тет. Говорят, что прежде молотили хлеб лошадьми. КС. Аштарса илтĕмĕр. Смолотили хлеб (в один прием, напр. — один овин, или сколько было на току). Çутталла 4З. Аштармалăх тырă пур чух, аштарар-ха ашăмне.

пусарăн

(-за-), сдавливаться, слеживаться. Шорк. Улăм капанра час пусарнать. || Быть подавленным. Кан. Çум айне пусарăнса каяççĕ (в огородах). См. пусăрăн.

пусаркăç

, посаркăç, (позаргы̆с'), тяжесть, груз. Янтик. Пусаркăç — лупас тăррисене улăм витсен пусаракан шалчасем. Сред. Юм. Вăйлă çил вĕçтерсе каякан япала (олăм) çине (йывăр япала) посаркăç хораççĕ.

пӳкени

(пӳгэн'и), кукла. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм патак таткине тутăр таткисĕмпе чӳркесе питне хĕреслĕ улăм çӳппи хураççĕ, çавна вара пӳкени теççĕ. Ib. Пӳкени пик тесе пĕчик илемлĕ хĕрарăмсĕне калаççĕ.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăртакшар

понемногу. Çутт. 59. Ун çумне вара пăртакшар утăпа улăм хушмалла.

пĕкече

(пэ̆гэζ), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече = сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрене

бревно. Сред. Юм. Каска — вăншар вершкаллă пысăк пĕрене. Бес. чув. 5. Унта халĕ Хайрулла вăрмантан пĕренесем кăларкаласа пасара леçет. ФТТ. Тĕлĕкре пĕрене курсан — çын пуять, тет. N. Ывăнсан, вăйран кайсан, улăм пĕрчи те пĕрене хулăнăш курăнат. Торп-к. Пĕр пӳрт пĕрени пек ăскер йăтса килчĕ (дерево принес). Пазух. Ĕнтĕ пӳрт хыçĕнчи, ай, пĕрене, хăçанах пулĕ-ши пĕрене. СТИК. Пĕрене пуç картас, зарубить конец бревна для сруба. Ст. Чек. Ана паллине пирĕн паллă теççĕ. Паллă вăрманта, вăрман уйăрсан, касас йăвăçсем çине тăваççĕ; пĕренесем, каштасем, путек хăлхисем çине тăваççĕ. Кожар. Пĕренен-пĕренен тултарнă. (Снега) нанесло волнами, рядами (похожими на ряды лежащих параллельно бревен). || Балка. Качал. Сăвай çинче пĕрене (на мельнице). || Стена. Шибач. Пухрĕçĕ = пăхрĕç, посмотрели): пĕрене çомăнче — çакăнса тăрать çип. О сохр. здор. Çавăн пек нӳрлĕ пӳртсенче пĕрене çăмăнче çыврас пулмасть. Бгтр. Сывмар (халсăр) çын пĕрене патнелле пăхса выртсан, вилет, теççĕ. (Поверье).

проçинка

поросенок. Ой-к. Сысна çур проçинки, улăм ăшăнче выртасран хамăр илсе карăмăр, арăм туса ятăмăр. (Свад. п.).

авăн

(авы̆н), locus apud rusticos, fornace subterranea instructus, in quo messis torrefacienda deponitur, antequam perticis flagelletur vel equorum gressibus exteratur. Овин. СПВВ. КМ. Авăн — тырă типĕтекенни. Овин — место для сушки хлеба. Якей. Кĕлтесем авăнпа типĕтнĕ пек типсе кайнă. Снопы высохли (на солнце) так, как будто они были в овине. || Различают чув., руе. и черем. ов.: чăвашла авăн, вырăсла авăн, çармăсла авăн (Ягудар). || Etiara ad ipsum frumentum, quod in eo loco depositum est, transfertur aut ad trituram. Так же называют и самый хлеб, находящийся в овине, а иногда — самую молотьбу. Алешк. Сенг. † Пĕр авăнăн туллине малтине-кайрине ан уйăрăр. Не отделяйте переднюю часть вороха пшеницы, обмолоченной за один раз, от его задней части. Якей. Ку авăн йăвăртарах полч (i. q. полчĕ). Этот насад тяжеловат. Ib. Ку авăн ытла ха çăмăл. Этот насад уж очень легок. Ib. Ку авăн кăвăрчпа перех типсе кайнă. Этот насад высох как нельзя лучше. Ib. Паян ик авăн çапрăмăр. Сегодня мы обмолотили два насада. Ib. Ку ана çинчи кĕлте пĕр авăна кĕрес çок. Хлеб с этого загона не пойдет в один насад. ЧС. Йĕтемсем тасатаççĕ те авăна тытăнаççĕ. Расчищают токи принимаются за молотьбу. || Est etiam fovea, feris capiendis accornmodata, quae superne stramentis obtegitur, ne a bestiis cernatur. Тем же словом обозначаются ямы, устраиваемые для звериной ловли. Н. Седяк. Юра чавса, тарăн шăтăк тăваççĕ, çине улăм сапалаççĕ; улăм çине пуссанах, кайăк çавăнта анса каять. Выроют глубокую яму в снегу и запорошат ее соломой; как только зверь ступит на солому, тут же и провалится. | Interdum etiam pro cavea accipitur, in quaaves includuntur. Иногда означает клетку для птиц. Сирах. ХI. 30. Читлĕхе (авăна) ленкне кайăк тухма май шыранă пек, усал çын сăтар тума май шыраса çӳрет. V. шăкăлькке.

кавсăл

(кавзы̆л), истощаться. С. м. касăл. Сам. 59. Пурте улăм, йăвăç хуйĕр, йĕкел çисе кавсăлать. N. Выçăпа кавсăлнă ашшĕ-амăшĕсем, епле те пулсан çăккăр тупса чĕрисене лăплантарасшăн, хăйсенĕн ачисенех сута-сута янă. N. Выçăпа кавсăлнăскерсем.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

караçăвар

сеновал над конюшней (вите тăрне утă-улăм хума тунă вырăн). Ванеркке. См. произв. от кар.

тул карта

помещение для скота на задворках. Альш. Карташ хыçне хыçала «тул карта» тăваççĕ Елшелсем, ыттй ялсем те çаплах, ку енчисем. Тул картанăн тăррине çуррине витмесĕр уçă хăвараççĕ, çуррине витеççĕ: е аслăк айĕ тăваççĕ те, çӳле улăм улăхтараççĕ, е ампар айĕ тăваççĕ. Хĕллесенче, выльăх-чĕрлĕх килте чухне, выльăхсене кăнтăрла çав тул картасене хупса, утă-улăм параççĕ; каçпа вара карташне кӳртсе, карташ варрине параççĕ ути-улăмне. Пĕр картине пуçтарнă-тирпейленĕ, чухне тепĕринче выльăхĕ тăрать.

каçарса ӳкер

провести, довести до конца. N. Улăм кĕр-кунне илмесĕр, епле каçарса ӳкерĕн выльăхсене пĕр утă вĕççĕн кăна (на одном сене)?

килшӳлĕ

то же, что килĕшӳлĕ. Сĕт-к. Ман чĕлхери сăмах сана килшӳлĕ полтăр. Эпир çур. çĕршыв 49. Пӳрчсем планпа ларса тухнă, хăма улăм çийĕсем, тимĕрпе витни те пур, килшӳллĕ кил-картисем.

кумккалан

(-лан), комиться. Бюрг. Кĕл кумккалансан, сивĕтет, тет. Кĕвĕсем. Пĕлĕт кумккаланат-çке, улăм чусталанать-çке.

конкăра

кумкăра, конкра, (куҥгы̆ра, коҥгра), колода (для лошадей). СПВВ. Кункăра, колода для лошадей. Ib. Кункăра = лашасем пăтратаканни. Ст. Чек. Кункăра — лаша кăкаракан кункăра (çиме параççĕ, на обдиоке). Шел. II. 53. Яла кĕнĕ çĕрте çӳлĕ ту айĕнчен çăл сиксе пусса, валак тăрăх юхса, пысăк юман кункăра çине тулса, çырманалла, кĕмĕл пек çутăлса, шавласа, йăлтăртатса, юхса анать К.-Кушки. † Улăм çӳппи вĕçтертĕм, кункăра çине ӳкертĕм. ЧС. Вара лашана каялла киле çавăтса таврăнса, лупас айĕнчи кункăра çине çиме патăм, тет. БАБ. Кункăран пĕр енне утă хуратпăр, тепĕр пӳлĕмне (конюшни) лашасем хупатпăр. || Корытце, лоток, которым берут муку; с концов не закрыт. К.-Кушки. Кучкăра — лоток для муки. Шибач. Конкăра — çăнăх исе кĕреççĕ пĕçерме. КС. Кункăра — в роде корытца с незакрытыми концами. N. Конкăра — жолоб, на котором чуваши просевают муку и катают тесто. Хорачка: «сŏнŏк коҥгри». Икково. Конкăра — ночевка, с закрытыми или незакрытыми концами. || Род жолоба, употребляемого при варке пива. СПВВ. ФН. Кункăра — сăра юхтараканни. Сред. Юм. Конкăра теçе, чӳлмек лартса ăсла юхтаракан вараклă хăмана калаççĕ. Тюрл. Салат конкри (валак пек, он çинче сăра йохтараççĕ). || Корыто для посадки пчел (пчелы с корыта идут в улей), когда отроится рой. Торх.

купа

копа (куба, коба, Пшкрт: коβа), куча; копна. Кан. Срук çине срук. Ун çине каллех срук. Каллех пĕр купа срук. Анчах укçи çук. N. Кайсан-кайсан, вĕсем чул купа айне кĕрсе каяççĕ. Коракыш. Çул хĕринче пĕр навус (пăх) купи пур, çав купа çинче пĕр купа курăк пур. СЧУШ. Уйра е кула, е çĕмел манса юлсан, вĕсенĕн хӳçин кил йышĕнче пĕри те пулин вилет. Салашево. Хĕрсем пурте улăм купинчен улăм çыртса илеççĕ. (Гаданье). Н. Седяк. Купа — пысăкрах купаланă утă. Сред. Юм. Копа торттарас, возить копны сена. Кĕвĕсем. Вуник купа капанĕн хушшинче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Мера лугов. Пшкрт: коβа (или: коβалы̆к) пэ̆рт с’э̆рэ̆; с’ор коβалы̆к (она вал’л’и с’ор коβалы̆к картса парза) = с’ор jэт с’э̆рэ̆. Ib. коβа = шиш либо тридада.

ăсла такани

корыто, которое употребляется при варке пива и служит для процеживания сусла. Изамб. С. Унччен ăсла такани (корыто) çине шакă (толстые лучины) сарса, улăм хурса хатĕрлеççĕ.

ял хапхи

полевые ворота. М. Сунчел. Ял хапхи умĕнче улăм çунтарса тăраччĕç; тата хапхи юписене сăмалапа варласа пĕтернĕ-ччĕ. Перед полевыми воротами жгли солому, а столбы ворот намазывали смолой.

ял

подр. свету от вспыхивания. К.-Кушки. Улăм ялл хыпса кайрĕ. Солома вспыхнула. Миж. Пăртак тăрсан, кăнтăрла енче ялл! (у др. ялт) пошар сиксе тохрĕ. Немного погодя на южной стороне появилось зарево пожара. Чăв. юм. 1924,57. Хурăн кутĕнче çутă курăнса карĕ. Каçхи тĕттĕмре ял-ял тăвать (пышет). СЧ. Вут чарăнарах панă та, вăрахăн ял, ял, ял туса çунса выртать. Пожар утих, и пламя колеблется медленными движениями.

Йишши

йишшĕ, то же, что йышши. См. выше. БАБ. Унтан вара, йĕтем çине кайса, шăлпала кив капанран кашни йишшĕ тырăран пĕрер пĕрчĕ улăм туртса кăлараççĕ. Изванк. Хуть хаклă йишшине тутарăр (велите сделать), хуть йӳнĕрех йишшине тутарăр (т. е. как вам угодно). N. Хăйне йишши çын. Своеобразный человек.

юман

йоман, (jуман, jоман), дуб (зимний). N. Юман считается красивым деревом. См. нĕр. М. Васильев № 3, 12. Вара ват çынсем йомантан пăчкă тăваç те, çав пăчкăпа каскана сăтăрса вăт кăлараç. IЬ. 9. Пирĕн ялта ĕнтĕ пĕр вăн-ик çол пор чӳк тума пăрахни; ĕлĕк чӳк тунă вырăна пирĕн халь те Чӳк çырми теç. Онта халь пĕр татăк тăрăллă ватă йоман ларать, ăна пĕр Кантрашка ятлă ват çын, лаша пуç шăмми çакса, ӳстернĕ. Он тăрри аçи çапнăран татăлнă. Курм. † Уй варринче ват йоман; ати, тесе, карăм та: килех, улăм! темерĕ. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын юман ӳстере пуçласан, унăн лартнă юманĕ мăйĕ хулăмĕш пулсан, хуçи вилет, теççĕ. Микушк. Юмми юман, тупи (чит. туппи?) селен. (Пĕрлĕхен). N. Юмантан çуртарса тунă хăмасем. N. Ачасем, юман кутĕнче мăнаçи (ас-атти, аслати) авăтнă чух тăма юрамасть, унта усал пурăнать; пилеш (рябина) кутĕнче тăма шанчăклă, унта турă пурăнать. N. Юман çӳлчи вакша хулхи пек пулсан, тырă акма юрать, теççĕ. Янш.-Норв. Çав каталăхра пĕр пысăк ватă юман ларать; вăл юман кутĕнче пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ, çавăнпа вăл юмана уй чӳк юманĕ, теççĕ... Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ: ăна иртсе каймассерен, пуринчен ытла ваттисем, çав юман çине пăхса, акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр, пире те çырлахсам, тесе. Тата вĕсенĕн ачи-пăчисем чирлесен, вĕсем часах ăвăсран çурта тăваççĕ те, çав юман кутне кайса, кĕл-тăваççĕ, тет. Кайсар. Юман мăкне типĕтсе ватмалла та, шыççа çыхмалла; вăл пит аван, шыççа туртать. N. Юман каснă пек хăтланса, яра-кун ирттертĕм. || Отправляясь «в поход», рекрут из чуваш обходил вокруг векового дуба, чтобы помнить родину и счастливо воротиться домой. См. Разг. С. Мих. 25. Ст. Чек. Терчĕмен юманĕ. Вириял юманĕ || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Пол. Байбахт., Т.-И.-Шем., А. Турх., Золотн. Ст. Чек. Юман: Степан, Иван, Константин. Альш. Юман Хветуç.

юпа туни

отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. . Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.

лап çĕре!

хлоп в землю! (магическое слово). ПТТ. Вара тепле пĕр пĕлекен çын: ачасем! тухат-ĕçке ере! часрах кашнайĕ: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи пăрахăр, тенĕ. Пурте хăпăл-хапăл: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи татса прахнă та, Питĕркке тухас çĕртен каялла анса кайнă.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ленкер

(лэҥгэр), ветреница. Карамыш. СПВВ. ЕА. † Утă капанĕ хывсассăн, ленкер яма ан манăр, эсир качча кайсассăн, пире те ан манăр. Ib. Ленкере капан тăррине çил илсе каясран яраççĕ. СПВВ. ПВ. Яркăч, ленкер, йывăрлăх — одно и то же. СПВВ. ФВ. Ленкер – йывăрлăх, улăм витнĕ хуралтсем çине улăма çил вĕçтерментен (у др. сказали бы: „вĕçтересрен“) йăвăç çакса янине ленкер теççĕ. СПВВ. ГЕ. Ленкер улăм витнĕ çурт çине урлă пушăтпа çыхса яраççĕ. СПВВ. МС. Ленкер — курăс хуп витнĕ пӳрт çине яраççĕ. КС. Ленкер — на строении, для удержания соломы. Тюрл. Ленкер = ортмах (на крыше). Зап. ВНО. „Пуçу çине ленкер çакмалла пулнă. Сан çине йăвăрлăх хумалла. (Последнее выражение применяется к непоседе)“. Ib. Ленкер = уртмах, притужины. Изамб. Т. Ленкер; хуралтă çине улăм витсен, ăна ленкерпе пусараççĕ (пригнетают). || Огниво на мельнице (на нем два „пăрăс“). Шундряши. || Переклад, связывающий вверху две сваи на плотине. Шундряши, Шумерля.

лупас çекли

крюк деревянный, на котором держится нижняя слега крыши. Янтик. Лупас çекли тесе, лупас çине витнĕ улăм е тĕренче; ан шуса антăр, тесе, хуракан çекĕле калаççĕ.

лăчăр

(лы̆џ̌ы̆р, лы̆ζ’ы̆р), подр. звуку обильно смазанной телеги. Б. Олг. Ыр çын орапи тикĕт сĕрсе (или: çу сĕрсе) лăчăр, лăчăр, лăчăр, лăчăр! тесе каят. || Подр. звуку расшатанной двери. Кн. для чт. 47. Алăкĕ начар пиркипе уçса хупкаланă чухне лăчар! тукаланă. || Подр! хлюпанью. Орау. Улăм айне шыв кĕнĕ, пĕртте çӳреме çук, ура айĕнче лăчăр-лăчăр! анчах тăвать. || Подр. выжиманию воды. Шорк. Кĕпине пăрнăçеммĕн лăчăр! шыв тохать. Ib. Питĕ вăйлă хăй; йĕпе кĕпене лăчăр-р! пăрать те, типĕтсех ярать. См. МКП 89. || Слово это употреб. в одной детск. игре (зн. неясно). Сред. Юм. Лăчăрр кошак-кайăк! [Шăрпăк чикмелле вылянă чохне пĕлекенни (который узнает, у кого палочка) камра шăрпăк пôррине пĕлмесен, çапла калаççĕ].

мекĕлчĕк

(мэгэ̆л’џ̌э̆к), кувырканье. Янтик. Айта, ача, мекĕлчĕк хуçмалла выляр! (т. е. пойдем кувыркаться). Ib. Çак улăм ури тăрĕнчен (с омёта соломы) мекĕлчĕк хуçса анам-и (скувыркнуться мне, что ли)?

меллĕ

имеющий сноровку, навык. Н. Карм. Меллĕ çын = пĕлсе ĕçлекен çын. Сред. Юм. Меллĕ çын сана мĕнле те пôлса çавăрса çапать (в борьбе). V. S. Меллĕ, „дока“. N. Меллĕ (вăйлă çын). || Удобный (-о); правильный (-о). Буин. Меллĕ килсен, ним йывăрсăр çуралать (ребенок). N. Анчах çак хăма улăм витни, тимĕр витни пекех меллĕ мар. Юрк. Меллĕрех пулĕччĕ (лучше, удобнее). || Ладно. N. Хресченсем, граф Уваров меллех калаçманнине малтанах сиснĕ.

мăйрака хуçмалла

назв. игры. Тюрл. Атьăр, картана (в хлев для овец) кайса, улăм çинче мăйрака хуçмалла выляр! (= чикеленмелле выляр, т. е. будем кувыркаться).

мăрье

(мы̆рjэ, мŏрjэ), труба (дымовая). КС. См. мĕрче, мăрья. СТИК. Мăрье, труба печки между потолком и нижней частью. Ау 30. Шан — кисай. (Вал та пулин мăрье). N. † Мăрьерен тухнă (вар. тухать) кăвак тĕтĕм. Вомбу-к. Пӳрт мăрйи (пӳртĕн пулать). Янтик. Мăрье начартан хĕлхем вĕçсе тухса улăм çине ӳкнĕ. Зап. ВНО. Мăрье, дупло, которое ставилось в курных избах, над печкой так, чтобы оно проходило потолок и крышу; оно открывалось во время топки; затыкалось снизу чем-нибудь.

йăва

(jы̆ва), гнездо. Якейк Ку йăваран ик çăмарта илтĕм. Из этого гнезда я взял два яйца. Б. Янгильд. Алăсăр, пуртăсăр пӳрт пурăп. (Кайăк йăва хуни). Без рук, без топорёнка построена избёнка. (Гнездо). Шор-к. Эпĕр те çав, чăх чĕпписем йăвана тохса ларнă пак, кĕр-конне полсан, школа пуçтарнтăмăр. Макка 38. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çумне йăва çаврам-и? Б. Яныши. Манăн кайăк чĕпписене йăваран питĕ илес килеччĕ. Мне очень хотелось взять птенцов из гнезда. М. Чолл. Эс унта кĕр те, кайăкне кăларса ил, йăвине ан ил. Ты войди туда, возьми птичку, а гнезда не трогай. N. Йăва çавăр. Свей гнездо Сред. Юм. Пĕр йăвари кайăк пик шакăлтатса пȏрнаççĕ. Живут так мирно, будто птенцы из одного гнезда. || Рассадник. Баран. 101. Малтан йăвана акса, кайран йăрана лартакан çимĕçсем те пур. || Гайно. Собр. Сысна хăй йăвине улăм йăтсассăн, сивĕтет, теççĕ. Если свинья будет таскать солому в свое гайно — к холоду. || Притон. Альш. Унтан салтаксемпе каяççĕ, тет те, пĕтĕмпе пĕтерсе килеççĕ, тет, кусен йăвине. Потом отправляются туда с солдатами и окончательно уничтожают их (разбойничий) притон.

йăвăрлăх

тяжесть, трудность, гнет. Рак. Çамрăкла йултăм йăвăрлăха. Я остался молодым на тяжелую долю (жизнь). || Притужина. См. йывăрлăх. Metaph. Зап. ВНО. «Сан çине йăвăрлăх хумалла. Последнее выражение применяется к непоседе». Ib. Йăвăрлăх = ленкер, притужины. СТИК. Йăвăрлăх — улăм витнĕ хуралтă çине, икĕ каштана пĕр çĕре вĕçĕсенчен кантăрапа çыхса, хуралтă тăррин икĕ енне яраççĕ. Н. Седяк. Иăвăрлăх = утă çине вĕçмесрен (= вĕçесрен) пусарнă çапă.

вĕл

подраж. нежному колебательному движению. Сред. Юм. Кайăк чӳречерен вĕл вĕçсе кĕчĕ. В. Буян. † Урамăртан иртсе пынă чух, вĕл-вĕл вĕççе юлчĕ (развевался) хура пӳс. Шемшер † Авăн çапнă окçине ятăм-хăвартăм кăсьяна. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл ярмăнккă омĕн ялавĕ. Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе арки вĕл-вĕл вĕçеçке (= вĕçет-çке). Тюрл. Вĕл-вĕл вĕçсе тăроть (развеваются). М. П. Петр. «Вĕл-вĕл ― легкий шелест развевающегося платка». СТИК. † Вĕл-вĕл тутăр, вĕл тутăр, шальçа тăрринче пĕр тутăр. Толст. Вăл (ветер) çул çинчи улăм çӳпписене вĕл-вĕл тутарна. Ердово. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çомĕнчи сар чечек; чечекки вĕçсе кайсассăн, вĕллен илем каятĕ. Шемшер. † Вĕл-вĕл чечек, сар чечек, вĕççе анассăн тойăнать; аннен хĕрĕ сар хĕрĕ тохса кассăн (= каяссăн) тойăнать. Т. П. Загадки. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек вĕлле çинче пĕр чечек. Г. Т. Тимоф. Пулă шывра (не на поверхности) вĕл-вĕл ишсе çӳрет. Пăрăннă вăхăтра вĕлт те тăвать («с обрывом»). Çутталла 17. Вĕл-вĕл вĕçсе çил килет, кайăк юрри илтĕнет. Турх. Вĕл-вĕл туса çил те вĕрет (весною). См. МКП. 58, 156.

вĕлтĕртет

гл., подражающий быстрым и частым колебательным движениям или мельканию. Шел. II. 23. Тем чул тимĕр машшинă, çĕрĕн-кунĕн пер-маях вĕлтĕртетсе çаврăнать. СТИК. Таçта çавăнта пĕр тутăр вĕлтĕртетсе тăнă пек курăнчĕ; çавсем мар-и? Ib. Çиллĕ кун хĕрсен тутăри вĕçĕсем вĕлтĕртетеççĕ. Орау. Çерçие (игрушка, см. çерçи) çӳлелле ярсан, вĕлтĕртетсе каять. Ч.П. Вĕлтĕртетекен укçа пур (о блеске металл. денег или о их колебаниях, если они бумажные). Сред. Юм. Чӳрече умĕнченех пĕр пĕчик ача вĕлтĕртетсе чупса иртçе кайрĕ. N. Темĕскер куç умĕнче вĕлтĕртетет (мельтешит). Н. Якушк. † Пăхăр-ха чĕкеç вĕçнине, ылттăн хайчă унки пек вĕлтĕртетет. Макка 18°. † Сывă пул, тăван, каятăп, тенĕ чух, вĕлтĕртетсе тухрĕ (покатились) куç-çӳлли. Хурамал. Çил çине пĕр çăмăл япала çакса хурсан: вĕлтĕртетсе вĕççе тăрать, теççĕ. Толст. Кушак çури çав вĕлтĕртетсе сиккелекен (от ветра) улăм çӳпписемпе выля пуçланă. Якейк. Праçник кон ялав (флажок) çаксан, ялав вĕлтĕртетсе тăрать. М. П. Петр. Вĕлтĕртет ― рябить, переливаться струями (вода, воздух). Утăм 22. Вĕлтĕртетет шур кăлкан. Çутталла 81. Юрăн хитре пĕрчисем шăна вĕçнĕ пек вĕлтĕртетеççĕ. N. Çулçăсем вĕлтертетеççĕ. Листья двигаются мелко и часто. || О тощих злаках. Артюшк. Тырăсем кăçал хирте пит выçă: çил вĕрнипе вĕлтĕртетсе-кăна лараççĕ.

йăтăнса кил

надвигаться массой. КС. Прухут йăтăнса килет (громадных размеров). Ib. Çумăр йăтăнса кулчĕ (сильный и обильный). Изамб. Т. Улăм иăтăнса килчĕ (высунулась и висит, вываливается).

йĕр

(jэ̆р), плакать. Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Трхбл. Йĕре-кула пĕр укçа, йĕм тĕпĕнче çĕр укçа. N. Йĕре-йĕре ĕçлекен, кула-кула сиет, тет. (Послов.). Ч. С. Çынсем кăшкăрса йĕни илтĕнет. Слышно громкое рыдание людей. N. Тин çуратнă ача йĕрсен, йĕпе пулат теççĕ. Если только что родившийся ребенок заплачет, то это, говорят, к ненастью. Толст. Ăна йĕрес пек йăлăна пуçларăм. Я начал умолять его почти со слезами. Чăвашсем 10. Леш вара йĕрес пек йăлăнат. СТИК. Унăн йĕресси пур-ха, ăна тивертмен! (говорят мальчику или девочке, если они шалят, бьют больных). П. Пинер. † Пирĕн пек çамăрăк (sic!) аxасем йĕре-йĕре мул шырать. Собр. Хапха умĕнче те курăнмасан, çĕре выртса йĕрейĕр (плачь). || О плаче невесты. Альш. Йĕрсе кăтартма (поучить плачу) пĕр пĕр арăм илсе пыраççĕ. Унтан купăс хыççăн çав арăм пĕр-пĕр сăвă йĕрсе парать ăна. N. Качча каякан хĕре йĕме лартнă каç. Ильм. Хĕрĕ пӳркенчĕк пӳркенсе чăланта йĕрет, арçынни сĕтел хушшинче ватă çынсемпе ларат. Хĕрне йĕме лартнă чух ак çапла лартаççĕ: хĕр çумне пĕр арăм ларат та, пӳркенчĕкне пуç çине илсе хурат. Хĕрĕ çав пӳркенчĕке виçĕ хуччен сирсе ярат, тăваттăмĕш хутĕнче йĕме тытăнат. Изамб. Т. Йĕрекен хĕре, пĕр килтен тепĕр киле кайнă чухне, пӳртрен çĕклесе тухаççĕ те, урапа çине лартаççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Вут йĕрсе çунат. Огонь готов потухнуть; горение еле-еле поддерживается. СТИК. Чĕрĕ улăм е чĕрĕ вутă питĕ начар, йĕрсе çунат.

ванчăк

осколок, обломок, черепок. М. П. Петр. Янтик. Кĕнекене (книгу) шкултан исе тавăрăнсаннах ватса пĕтерчĕ; халь сĕтел çинче кĕнекин ванчăкĕ (отрепья) анчах выртат ĕнтĕ. || Мелкий, раскрошенный. N. Ванчăк улăм, мелкая солома; ванчăк утă. N. Тиясассăн, ӳлăма турттарнă чухне тĕпне ванчăк улам юлать.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

витер

(видэр, вид’эр), понуд. ф. от вит. Толст. Ниепле те çыртса витереймерĕ (не могла прокусить). Сир. 142. Вĕсемшĕн этем касса витерейми чула касать, темĕн чухлĕ сăртсене, тусене тĕпĕ-тымаррипех йăвантарса ярать Кан. 1927, № 27. Унăн çулчи хытса çитет, хурт шăл витереймест. || В перен. см. К. С. Сăмахпа витер (прошибать словами). Чăв. й. пур. 15. Вăл пурне те вара витернĕ вет? Ведь он всем насолил. Мусир. † Çакă çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Хорачка. Витерсе соялат. «Говорит понятно». Шурăм-п. № 21. Ку çынсене никам сăмаххи те витерес çук (ничем не проймешь). Сказки и пред. чув. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăват, сарă кин чунне витерет. N. Пирĕн кӳршĕсене хăна хурланăшăн çичĕ хут ытла хурлăх кăтартса ăшĕсене витер (пройми). N. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăват, чĕренче (= тĕренче) виттĕр витерчĕ: çичĕ ютăн сăмахĕсем чĕре витĕр витерчĕç. Лапка-лапка юр çăват, улăм витĕр витермерĕ: тăвансенĕн сăмахĕсем чĕре витĕр витермерĕç. (Хĕр йĕрри). Ап. 28. Вĕрентсе витернĕ. Сказки и пред. чув. 23. Вăл витерсе калаçать, темĕскер тума вĕрентет. || О воде. Цив. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тренче витĕр витерет: çичĕ ютăн сăмахĕ чĕре варне витерет. Чув. календ. 1911. Çурла уйăхин 27-мĕш кунĕнче пулнă çăмăр çĕре пĕр вершук витерчĕ. Сл. Кузьм. 21. Ун çинчи суха кассисене нӳр витер, унти çимĕçе ăнтар. Череп. Витерсе пĕр çумăр та çуман. Сред. Юм. Шывва(= шыва) витеререх сап. Лей воду так, чтобы земля пропиталась ею. Орау. Хăнкăла çăмартине тем сĕрсен те витерме çук, тет; ăна вĕри шыв та витмеçт. тет. Пшкрт. С’омы̆р вєтрӓк видӓрчэ̆. Дождь промочил насквозь. || Сбывать (о товаре). Хурамал. Сутас суттăма витерсе сутма пар, турă; илессине юнеçтерсе илме пулин пар, турă. (Моленье). Т. VII. Ĕлĕк, çĕн çул иртсен, кив эрек сутма юраман, тет; çавăнпа çĕн çул кунĕ: эрек витерех патăр, тесе, йӳне панă, тет. Хыпар № 4, 1906. Суту-илӳ тăвакан (усламçă) юрăхсăр таварне витересшĕн çынсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа суеçтерсе, ĕнентерсе улталать. КС. Тавар витер. || Продевать. См. витĕр. Изамб. Т. Тĕнĕлтен витерекеннине (сверху написано: тăхăнтартаканнине) кĕпчек теççĕ. Ib. Йĕп çăртинчен çип витерсе пар-ха! Продень-ка нитку. Ib. Пăркăç енчи вĕçне пăтаран витереççĕ. Ib. Тăпаç вăллинчен (см. вăлă) чĕн витерсе çыхаççĕ. К.-Кушки. Вĕрене ункăран витернĕ. Веревка продета в кольцо. Ib. Йĕм çăрхине йĕм кантăри витернĕ. Ib. Хăлхана хăлхалки (серьги) витернĕ. || О побоях. Пшкрт. видӓрзӓк с’апры̆м! Я здорово ударил!

ерет

(эрэт, эрэт’), ряд. порядок. См. ĕрет. Алдиар. Акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет, ним еретне пĕлмесĕр. Ытти çынсенчен акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет. Ч. С. Хамăр хыçри ерет çунать-мĕн. Альш. Хăй еречĕпе иртĕ-ха хăех ерипе (о болезни). Аттик. Вĕсем, ялăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа, тепĕр вĕçне çитиччен, еретне пуçтарса çӳреççĕ. Альш. Эсĕ улăм айне кĕрсе вырт, шатăртаттарнăçемĕн шаларах кĕр; сурăхсем еречĕпе çисе пырĕç, тесе. калать, тет (лисица). || Оспа. Г. Т. Тимоф. Пĕрин куçне темĕскер тăрăннă е çапăннă, тепĕрин «хăй еретĕнчен пулса юлнă» (чечекрен), тата тепĕрин шывланса пиçсе тăрать. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

уйăха вăпăр çини

затмение луны. Городище Б. Уйăха вăпăр çине. (Произошло) лунное затмение. Хурамал. Уйăх тĕттĕмленнĕ чух, уйăха вăпăр çиять, теççĕ. Ăна курсассăнах, пилеш сенĕк юппине чĕрсе (= уйăрса) пăрахаççĕ, унтан, уйăх енелле тухса, уйăха хирĕç вутлă кĕл сапаççĕ; çапла тусан, вăпăр çиме чарăнать, теççĕ. Богат. Пĕр вăпăр карчăк пулнă, тет, унăн кĕрӳшĕпе хĕрĕ пулнă, тет. Уйăх тулса çитсессĕн, çав карчăк кĕрӳшпе хĕрне чĕнчĕ, тет те, пăртак калаçса ларчĕç, тет. Карчăкки кĕрӳшне калать, тет: эсĕ уйăха юçланă чух турра ан асăн, тесе каларĕ, тет. Вара кăмака çамки çине вир акрĕç тет, те, виçĕш виç пучушши çине утланса, уйăх патне хăпарса карĕç, тет. Карчаккипе хĕрĕ икĕшĕ те турра асăнмасăрах уйăха пуçласа çирĕç, тет. Кĕрӳшĕ: турă çырлах, турă пулăш! тесе, çиме пуçларĕ, тет. Хунямăшĕ кĕрӳшне: апла ан кала, турă илтет! тесе каларĕ, тет. Турă илтсе пычĕ, тет те, карчăккипе хĕрне шалча çине, кĕрӳшне улăм ури çине лартрĕ, тет.

улăм

(улы̆м) мой сын. Якейк. Виççĕ пĕрле улăмсенчен епле уйăрăлса каям-ши? Регули 1325. Ку ман улăмăн. Сорм.-Вар. Ухмах улăм Микишка кашкăр çинă юлашки.

улăм

(улы̆м), олăм (олы̆м), солома. Хып., № 33, 1906. Улпутсен çурт-йĕрĕсем, улăмсем, утăсем çунаççĕ. Хурамал. Автанĕ каланă: эпĕ улăм ури çинче те хĕл каçăп, тенĕ. Орау. Улăм чăмланă пек, ним усси те çук пулĕ. Наверное, от этого, как от желания соломы, нет никакого толку.

улăм ури

олăм ори, омёт соломы. Зап. ВНО. Улăм ури, омет. . Улăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр укçа. Орау. Улăм ури пек, улăм ури пек юр купи выртать, ăрам тăрăх иртсе çӳреме те çук. Хорачка. Ан çапсассăн, олăм ори туаччă (= тăваççĕ). Якейк. Ыраш çапсан, ыраш олăмне пĕр копая копалаççĕ, çана вара олăм ори теççĕ. N. Улăм ури ултă пус, ултă пĕре пĕр укçа. (Такмак). Сред. Юм. Авăн çапсан, олăма пĕр çĕре пуçтарса хорсан, çав ôлăм кôпине ôлăм ôри теççĕ. IЬ. Олôм ôрине ôра çине тунă. (кĕр-кôнне ôлăма юпа пуç тăрне, сайхалăх пăрахнă çĕре тусан калаççĕ).

улăм сеникĕ

то же, что улăм сенĕк. Изамб. Т. 47°. Улăм сеникĕ ике юплă пулать.

улăм сенĕкĕ

улăм сенĕк, вилы для соломы.

улăм çӳппи

соломенная труха. Юрк. † Улăм çӳппи — çул çутти, уйăх çутти — çул илемĕ. N. † Олăм çӳппи, утă çӳппи, ут вăлашкн айĕнче, пире çекен (çиекен) çыннисем пирĕн ура айĕнче.

улăм чечек

непонятное выражение. Ст. Чек. Улăм чечек пуçа çавăрса пĕтерчĕ.

улăм хăпартни

складывание соломы в ометы или стога. N. Иккĕм, чиккĕм, уль-уль-ух! (Улăм хăпартни).

улăм хушăк

омет? Изамб. Т. 42. Пĕри кĕреплене улăм хушăк тăрринче тăрать.

улăхтар

понуд. ф. от улăх. N. Сухăна урапа çине улăхтарса ларт. Изамб. Т. Унтан вара пурине улăхтараççĕ (ставят сруб). Собр. Пӳрт улăхтарни (ставка на мох). Изамб. Т. 42. Ушкăн (артель, грунпа) йышлă пулсан, сăвăрнă чухне хăшĕ-пĕри улăм улăхтарать.

ултути

неизв. слово. Собр. Ултути, ултути, улăм нĕрчп çеçкипе, таливан (вероятно — Таливан), Таливанăн, Таливанăн чун чипер. Эс чипер, эп чипер. Сан тутара сухăр çук, ман тутара вĕтрен çук — яш, тух, юратни.

улттă

олттă, шесть. N. Улттăсем пур-ши? (о часах). А что, часов 6 уже есть? Пазух. Улăм ури улттă чух пирĕн улăм тин сутас. Илебар. Вĕр вĕрене вĕр улттă çӳппи-çаппи çĕр улттă (Хăмăт).

ура

омет. Н. Седяк. Улăм, утă купине, капан пек пулмасан, чăмăр пулмасан, ура теççĕ. М. П. Петров. Ура — длинная копна соломы. Зап. ВНО. Çапă ури (в Якейк. çапă копи), улăм ури. Альш. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура. N. Улăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр окçа. N. Йĕс туя пек пĕвĕне улăм ури турăмăр.

ут кункăри

корыто для лошадн. Альш. † Улăм çӳппи, ут çӳнни ут кункăри айĕнче.

утă-улăм

сено и солома. К-.Кушки. Утă-улăм кăçал пирĕн сахал, çиме çитес çук (корма не хватит).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вермишель

сущ.жен.
вермишель (чустаран улăм пĕрчи пек типĕтсе тунă çимĕç); отварить вермишель вермишель пĕçер

грубый

прил., грубо нареч.
1. ( син. неделикатный, нечуткий; ант. вежливый) тӳрккес, кăнттам, сăпайсăр; грубая выходка тӳрккес хăтланăш; грубо ответить сăпайсăр хуравла
2. (ант. тонкий, мягкий) хытă, катрашка; шултра; грубая ткань шултра пир; шалатка пир; грубая шерсть яшăркка çăм
3. (ант. нежный) урмăш, кăмăлсар; грубый голос урмăш сасă
4. (син. приблизительный) чухлавлă, малтанлăх; грубый подсчёт малтанлăха шутлани ♦ грубая работа начар ĕç; грубые корма утă-улăм (выльăх апачĕ); грубо говоря пĕтĕмĕшле каласан; грубая ошибка пысăк йăнăш

компост

сущ.муж.
компост (торф, тислĕк, улăм, им-çам хутăштарса хатĕрлекен удобрени)

корм

сущ.муж., множ. корма
апат, выльăх апачĕ; грубые корма утă-улăм; сочные корма сĕтеклĕ апатсем; задать скотине корму выльăхсене апат пар

омёт

сущ.муж.
капан, ура; омёт соломы улăм ури

скирд

сущ.муж.; множ. скирды и скирда жен.
капан, ура, ĕçкĕрт; скирд соломы улăм ури

солома

сущ.жен.
улăм; гороховая солома пăрçа улăмĕ; стог соломы улăм ури

соломенный

прил.
улăм...; улăм -ĕ; соломенная шляпка улăм шлепке

хата

сущ.жен., множ. хаты
пӳрт (Украинăра, Белоруссире, Кăнтăр Раççейре); хата, крытая соломой улăм витнĕ пӳрт ♦ моя хата с краю погов. маншăн пурĕ пĕр, кунта ман ĕç çук

шляпа

сущ.жен.
шлепке; соломенная шляпа улăм шлепке ♦ дело в шляпе ĕç тухрĕ, ĕç ăнчĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

солома

улӑм; ржаная (яровая) солома ыраш (ҫуртри) улӑмӗ; омёт соломы улмури; мятая солома ҫинчӗк улăм; встряхивать солому (при молотьбе) улӑм сиктер.

прокладывать

что несов., проложить, -жу сов. 1. хыв, ту, хывса тух (чугун ҫул), сарса тух (урайне— палас); 2. (япаласем хушшине урӑх япала) хурса тух (кĕленче тавар хушшине — улăм); проложить след йĕр хыв.

таксация

мн. нет таксаци (1. хак хуни, хак хурса тухни, такса туни; 2 вăрманти йывăçсене шута илни; 3. тырпул, утă-улăм тухăçне шутласа палăртни).

тюфяк

улăм, утă е сава турпасĕ (саваланчăк) тултарнă тӳшек.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ворох

м. 1. купа; ворох соломы улăм купи; 2. с.-х. тыр кăшăлĕ (сăвăрманни).

вспыхнуть

сов. 1. (воспламениться) хыпса ил, сиксе тух; солома вспыхнула улăм хыпса илчĕ; ночью вспыхнул пожар çĕрле пушар сиксе тухрĕ; 2. (ярко засветиться) çутăл, çуталса кай, ялкăш; в окнах вспыхнули огни чӳречесенче çутăсем ялкăша пуçларĕç; на дороге вспыхнули автомобильные фары çул çинче автомобиль фарисем çуталса кайрĕç; 3. перен. (быстро и сильно покраснеть) хĕрелсе кай, çунса (е пĕçерсе) тух; лицо её вспыхнуло румянцем унăн пичĕ хĕрелсе тухрĕ; 4. перен. (внезапно возникнуть) сиксе тух, пуçланса (е тухса) кай; вспыхнула война варçă сиксе тухрĕ; 5. перен. (прийти в возбуждение) хĕрсе кай.

грубый

прил. 1. (плохо отделанный) илемсĕр, кăнттам; грубый стол илемсĕр сĕтел; 2. (сделанный в общих чертах) çиелтен, кăшт-кашт, тĕп-тĕрĕсех мар; грубый подсчёт çывхартса шутлани; 3. (недостаточно искусный) чăрсăр, чăртмах, кăнттам; грубая работа кăнттам ĕç; грубый обман чăрсăр ултав; 4. (жёсткий на ощупь) хытă, катрашка, шултра; грубая шерсть шултра çăм; грубая ткань шултра пир; грубая кожа хытă сăран; 5. (неприятный на слух) хытă, урмăш, тӳрмен; грубый голос урмăш сасă; 6. (неучтивый; малокультурный) чăртмах, кăнттам, сăпайсăр; грубый человек чăртмах çын; грубая речь кăнттам калаçу; 7. (непозволительный, недопустимый) пысăк, йĕркесĕр, килĕшӳсĕр; грубая ошибка пысăк йăнăш; грубое нарушение дисциплины дисциплинăна сĕмсĕррĕн пăсни; ◇ грубые корма утă-улăм; грубая пища йывăр апат.

закопаться

сов. чаваланса кĕрсе лар, кĕрсе вырт, пытан; закопаться в солому улăм ăшне кĕрсе вырт.

замочить

сов. что 1. (промочить) йĕпет (сăм. урана); 2. (подвергнуть мочению) йĕпет (сăм. улăм); ислет (сăм. сăран); шӳтер (сăм. çимĕç варри); шăршăнтар (сăм. катка-пичке); хут (сăм. кантар); замочить бельё кĕпе-йĕм ислетсе ларт.

ломаться

несов. 1. ван, çĕмĕрел, катăл, хуçăл; сухая солома легко ломается типĕ улăм час ванать; 2. (портиться) çĕмĕрĕл, пăсăл; телега ломается урапа çĕмĕрĕлет; 3. перен. (разрушаться, уничтожаться) аркан, ишĕл, пĕтсе пыр; старые обычаи ломаются кивĕ йĕркесем пĕтсе пыраççĕ; 4. перен. (изменяться — о мужском голосе) улшăн; 5. (кривляться, жеманничать) курнăçлан, пăркалан, хуçкалан; что ты ломаешься? мĕн хуçкаланатăн?

настлать

сов. что, чего сар, сарса тух; хыв; настлать ковров кавирсем сарса тух; настлать пол урай сар; настлать соломы улăм сар.

омёт

м. улăм ури.

палить

несов. 1. кого-что ĕнт, вĕт, çунтар, вĕтеле; палить поросёнка сысна çури вĕт; 2. кого-что и без доп. хĕрт, çунтар, пĕçер(т); солнце сильно палит хĕвел хĕртсе пăхать; 3. что, разг. (сжигать) çунтар, хыптар, тĕрĕлтеттер; палить солому улăм тĕрĕлтеттер; 4. что, разг. ĕнтсе яр, çунтарса яр; палить бельё утюгом кĕпе-йĕме утюгпа ĕнтсе яр; 5. кого-что, перен. (терзатьо чувствах) çунтар (чĕрене).

панама

ж. панама, шлепке; соломенная панама улăм панама.

постилочный

прил. сармалли, витмелли; постилочная солома ай сармалли улăм, айсарăм.

проложить

сов. что 1. (протянуть, провести) хыв, ту, хур, хурса (е сарса, хывса) тух; проложить водопровод шыв пăрăхĕ хурса тух; проложить дорогу çул хыв; 2. (нанести на карту) йĕр ту (е хыв, çыр) (картта çине), паларт, паллă ту; 3. (переложить) хушшине хур, хурса тух; проложить яблоки соломой панулмисем хушшине улăм хур; ◇ проложить себе дорогу хăвна валли çул уç; проложить путь (или дорогу) чему, к чему çул уç.

пук

м. сĕвĕм, ывăç, пайăрка, çыхă, тăлăм; пук мочалы курăс сĕвĕмĕ; пук соломы пĕр ывăç улăм; пук волос пĕр тăлăм çӳç.

раструсить

сов. что, разг. 1. (растерять, просыпав) тăкса пĕтер; раструсить зерно тырă тăкса пĕтер; 2. (раскидать) ывăтса пĕтер, тăккаласа пĕтер; раструсить солому улăм тăкса пĕтер.

резка

ж. по гл. резать; резка соломы улăм турани.

сечка

ж. 1. (орудие для рубки) тяпка; 2. (дроблёная крупа) вĕтĕ (е вĕтетнĕ) кĕрпе; 3. (нарубленный корм) туранчăк, вакланчăк; соломенная сечка улăм туранчăкĕ.

скирд

м. скирда ж. капан, ура; скирд соломы улăм ури.

скирдование

с. по гл. скирдовать; скирдование соломы улăм уралани, улăма урана хывни.

солома

ж. улăм.

соломенный

прил. 1. улăм..; соломенная крыша улăм тăрă, улăм çи (çуртăн); соломенная шляпа улăм шлепке; соломенная сечка туранă улăм, улăм туранчăкĕ; 2. (о цвете) улăм тĕслĕ, шупка сарă.

соломина

ж. 1. улăм пĕрчи, хăмăл; 2. бот. хăмăл.

соломинка

ж. уменьш. см. соломина; ◇ утопающий за соломинку хватается посл. путăкан çын улăм пĕрчинчен тытса çăлăнаçшăн, тет.

соломорезка

ж. улăм турамалли машина, соломорезка.

тюфяк

м. 1. (матрац) тӳшек; соломенный тюфяк улăм тӳшек; 2. перен. разг. (о безвольном человеке) йăваш çын, çемçешке, мемме.

утопающий

м. скл. как прил. шыва путакан; утопающий хватается за соломинку погов. шыва путакан улăм пĕрчинчен ярса тытать.

фибролит

м. тех. фибролит (цементпа хутăштарса хытарнă çункав, улăм т. ыт. те).

шляпа

ж. 1. шлепке; соломенная шляпа улăм шлепке; 2. разг. (о человеке) сӳрĕк çын, мăран çын; ◇ дело в шляпе см. дело.

щит

м. 1. ист. щит (вăрçă хатĕрĕ); 2. (устройство для предохранения от чего-л.) щит, хӳтлĕх; орудийный щит тупă щичĕ; 3. (для построек, настила и т. п.) щит; соломенный щит улăм щит; 4. зоол. (у животных) хупă, витĕм; 5. (доска, стенд) щит; сигнальный щит сигнал щичĕ; ◇ поднять на щит кого-что-л. мухтаса пĕтер (е тăк), ытлашши мухта; на щите вернуться парăн (тăшмана); со щитом вернуться çĕнтер (тăшмана).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

улăм

салам

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

пĕрре

[per/re]
unu, unufoje; neniom, tute
пĕр сехет — unu horo
пĕр тенкĕ — unu rublo
пĕр хут — unu fojon
тепĕр — alia, ankoraŭ unu
çитнĕпе пĕрех — preskaŭ venis
пĕртен пĕр — unusola, unika
пĕр çын — certa persono, unu persono, iu homo
пĕр енчен... — de unu flanko
тем те пĕр — plej diversaj aĵoj, kio ajn
пĕр вăхăтрах — samtempe
пĕр кун — unu tagon
пĕр-пĕччен — tute sola
пĕрер — po unu, laŭvice
пĕрле — kune
пĕрлехи — kuna, komuna, kolektiva
пĕрлеш — unuiĝi, kuniĝi
пĕрлештер — unuigi, aligi, kunigi
пĕрлешӳ — unio, unuiĝo, unueco
ligo, komunumo
пĕрлĕх — unueco, ligo
пĕрмай — ĉiam
пĕр-пĕрне — unu la alian
пĕрре çитет — baldaŭ estas la unua horo
пĕррере тĕл пулатпăр — ni renkontuĝu je la unua horo
вăл пĕрре те ватăлман — li (ŝi) neniom maljuniĝis
пĕрре вуннăмĕш — unu dekono
çулталăкра пĕрре — unufoje en la jaro
пĕррехинче — unufoje, unu tagon
пĕрре çурă — unu kaj duono
пĕрремĕш — unua
пĕрремĕшĕнчен — unue
пĕртăван — frato aŭ fratino, parenco
пĕрче — ero (de io)
вăлча пĕрчи — kaviarero
мамăк пĕрчи — lanugero
ахах пĕрчи — perlo
улăм пĕрчи — pajlero
шăрçа пĕрчи — bido
юр пĕрчисем — neĝeroj

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Stroh

ulăm
улăм

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ашăк

1. «рогожа», «циновка»; улăм ашăк «соломенный мат»; 2. «попона»; МК эшӳк, АФТ ашук «покрывало»; МК ашук «шлем»; АФТ ишук «ширма», «занавес», «вуаль»; к. калп. ӓшӳк «грубая ткань для покрывала»; казах. И эсик «кошма, закрывающая дверь кибитки».

пĕрчĕ

, диал. пĕрчĕк «отдельная частица чего-л»., «отдельная единица чего-л»., «отдельное зёнышко»; тулă пĕрчи «зернышко пшеницы»; çӳç пĕрчи «волосок»; улăм пĕрчи «соломинка»; аяк пĕрчи «отдельное ребро»; тат. бөртек, кирг. бӳртук, ног. буьртик, кумык, бюртюк, караим, бартик «зерно», «зёрнышко»; «крупинка», «крупица». Из пĕр «один» —аффикс уменьшительности.

улăм

«солома»; тат., казах., ног. салам, башк. hалам «солома»; башк., тат. ӳлән «трава»; алт. В ӧлӧң «трава», «сено»; ср. монг. (письм.) ӧлӳнг «мягкая трава». Чув. улăм могло произойти или от монг. ӧлӳнг (путём замены палатальных гласных велярными, и нг звуком м), или же от русск. солома (путем отпадения начального с и редукции о в ă).

ур

, ура «ров»; улăм ури «омёт соломы»; уйг. Син. ора «ров», «яма»; «яма для хранения зерна»; к. калп. ураур «яма для хранения чего-л»., башк. ур «ров»; крепость уры «крепостной ров»; алт. В ора, оро казах., кирг. ор «ров»; «яма»; туркм. уры «яма для хранения зерна».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Чун çӳçенет

Чун [чĕре] çӳçенет ужас [страх] берёт [охватывает] кого.
Халь ак пăхсан чун çӳçенет. Ял пĕтнĕ. Ял вырăнĕнче çăва. К. Турхан. Таçта улăм чашкăрать, Шăхăрать мăрье... Пӳртри хӳтĕ ăшăрах çӳçенет чĕре. П. Хусанкай.

Çавăн пекех пăхăр:

укус укусить укутывать укутываться « улăм » улăм-пĕрчи çĕрĕ улăмла улăмлан улăп улăпла

улăм
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150