Шырав: ытти-маса.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

гегемонизм

гегемонизм (ытти халăхсене пăхăнтарса пуçпулас политика)

дюралюмини

дюралюминий (алюмини, пăхăр тата ытти металсем шăратса тунă хутăш)

инкрустаци

инкрустация (япала çине шăмă, металл е ытти материал татăкĕсем çыпăçтарса тунă эреш)
йывăç инкрустаци — инкрустация деревом
инкрустаци ту — инкрустировать

мадемуазель

мадемуазель (Францире тата ытти хăшпĕр çĕршывсенче хĕрсене хисеплесе чĕнни)

растворитель

хим.
растворитель (ытти веществосене ирĕлтерекен шĕвек)
органикăллă растворитель — органический растворитель
сăрра растворительпе шĕвет — развести краску растворителем

резиденци

резиденция (правительство, патшалăх пуçлăхĕ е ытти аслă пуçлăхсем вырнаçакан çурт)
правительство пуçлăхĕн резиденцийĕ — резиденция главы правительства
çуллахи резиденци — летняя резиденция

субстантиваци

лингв.
субстантивация (ытти пуплев пайĕсем япала ятне куçни)

тĕл

I.

1.
место
эпир чарăннă тĕлте — там, где мы остановились
нихăш тĕлте те — нигде
нумай тĕлте — во многих местах
пĕр тĕлтен тепĕр тĕле — с места на место
хăш тĕлте? — где?, в каком месте?
хăшпĕр тĕлте — кое-где
ытти тĕлте — в других местах

ытти

остальной, другой, прочий
ыттисемпе танлаштарсан — по сравнению с другими
ытти çĕрте — в других местах
икĕ çын çук, ыттисем пурте вырăнта — два человека отсутствуют, остальные все на месте

ытти-маси

собир.
все прочее, все остальное
ытти-маси пире хăратмасть — все остальное нас не беспокоит

ытти-хатти

то же, что ытти-маси

маса


ытти-маси
— и все прочее

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

ямăт

/Йамăт/ (jамы̆т), готовый. См. янта. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çийелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.II. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. X. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). Ib. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çорчĕ-йĕрĕ, ытти япаласĕм те она йолсан: ямăт полнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерги, то это не будет «ямăт». Ib. Ямăта çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççĕ, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышанать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

сарана

назв. цветка, лилия, саранка, „царские кудри“. Я. Якушк., Ялюха М. Сарана, лилия (цветок). Ст. Чек. Сарана — раст. с желтыми корнями. Н. Седяк. Сарана тымарĕ чăмăр, ăна хăпăта-хăпăта çияççĕ (отламывается корень). Башк. Сарана, „царские кудри“, lilium martaqon. Сар илнĕрен суханне çиеççĕ. Зап. ВНО. Сарана, травянистое растение с съедобным корневищем. Рак., Кайсар. Сарана. Пысăк вăрманта ӳсет, тымарне сар ӳкнĕрен çиеççĕ. СПВВ. ИА. Çынна сар ӳксен, сарана çиес пулать. Тюрл. Сарана; тĕпĕнче çăмах пекки полать, çӳлчи çӳлĕ (как у картофеля или чеснока), нӳлекеллĕ. N. Сарана. (Говорят, что сарана дает краску). Нюш-к. Сарана пур çĕрте те ӳсмес, сайра тĕлте анчах ӳсет. Ытти курăксем пек çăра лармас, ӳссен, мăшăрăн ӳсет. Сарана тымарне çиеççĕ. Собр. Сар сарана, сарана, сарана тăрринче (вар. çинче) сар-кайăк; виççĕ тăрса кăшкăрсан, вилнĕ çынна чун кӳртет (Автан авăтни). См. хĕл-хĕлле. Н. Лебеж. Алтрăм-алтрăм — утмăл тупрăм, алтса çитсен, ылттăн тупрăм. (Сарана). Пазух. Сарă-сарă сарана, сарана нумай çин(ĕ) эпир, сарă-сарă ан тийĕр, çавăнпа сарă пулн(ă) эпир. Султангул. † Сарăлса-сарăлса ларакан сарана çулçи мар-ши вăл?

сахăрнăй улма

сорт яблок. Янтик. Сахăрнăй улма — шурă улма, ытти улмасенчен маларах пулать те, тата çемçерех.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сив-чир

куракĕ, назв. раст., achillta millefolium. Hюш-к. Сив-чир курĕк пирĕн Ел-кӳл хĕрĕнче ӳсет. Унăн туни ытти курăк туни пек мар, пысăк, çăвăлчи шăхран-пуç çăвăлчи пек. П. И. Орл., Д. C. Серг. Сив-чир курĕк; уна хуран çинче вĕретсе ĕçес пулать. (Сеntaurea Jacea). Ст. Чек. Сивĕ-чир курăкĕ. Аgrimonia Eupatoria. Сивĕ-чиртен вĕретсе ĕçеççĕ. Ăна тĕпĕпе татаççĕ. Сивĕ-чир курăкне пĕр тымарлине кăлараççĕ, виççĕлине кăлараççĕ, иккĕлине кăлармаççĕ.

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

Синкер

(сингэр), несчастье, неожиданность, беда. Ст. Чек. Синкер, несчастье, беда; человек, всюду приносящий зло, беду. Ib. Кай кунтан, синкер! (Говорят, напр., мальчику, который что-нибудь натворит, набелокурит). Ib. Синкере никам та кĕтсе тăмас. Никто не желает худого. Альш. Ну эпĕ пӳлмерен тухрăм та, пĕр катăк çу кĕсьене чикрĕм те, кĕлет алăкне туртатăп. Ак, синкер, кĕлет алăкĕ уçăлмас. СПВВ. Синкер: темĕнле синкер (несчастье, беда) çакланасси пур халь. Хорачка. Мана темĕскер синкер (несчастье) полчă. Бур. Çăхан ял урлă кăшкăрса иртсен, синкер пулат, теççĕ. N. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн. Пшкрт. Апла тусан йорамă, пĕр-пĕр синкер польă. Кратк. расск. 17. Çул çинче темĕн пулас, темĕн килес, темĕнле синкер çакланас пур, тесе, ытти ывăлĕсемпе яман ăна. Ib. 19. Сирĕнпе пĕрле кайнă чухне, çул çинче ăна пĕр-пĕр синкер мĕн ленксе, вăл вилес пулсассăн, эпĕ вара ватăлмалăх кунăмра йĕре-йĕрех вилĕп. Четыре пути. Пиллĕке çитсен, тем синкер лекетчĕ те, сасартăк вилетчĕç. М. Яльчики. Синкер кĕчĕ çурта (несчастье). Сиктер. Курас синкертен, пăрăнтан, выçлăхран сыхласа витсе тăр! (Моленье от града). Юрк. Хăш чухне тата туррăн синкерĕ („наказанье божье“) те пулат, пăр та çапат (градобитие), тет. Ib. Ку синкертен епле кăна хăтăлар-ши? N. Синкер айăпне каçарăр. См. Прокоп. „Прохожд. в землян. ворота“, || Заразная болезнь. СПВВ. ФИ. Синкер — пĕр çын çинчен тепĕр çын çине сикекен чир. || Страшняя вещь. Изамб. Т. Эпĕ синкер куртăм. Я видел страшную вещь. Тайба-Т. Çак пӳртре пĕр синкер. (Шăпăр). || Назв. божества. Хурамал. Альш. Турă синкерне путек. Рекеев. Синкер ернĕ. См. Магн. М. 63, 64, 69, 113. || Укрепление. Мункачи 40.

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăнлăх

образность. Сам. 5. Сăнлăх тăрăх сăвăсене вăйлă темелле. Кан. Юрăсенчи илемлĕх елеменчĕсем: сăнлăх, ритмă, шăрçаллăхĕ, тата ытти çинчен те каларĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çав май

в роде этого, подобно. Кан. Ытти хĕрлĕ таварсем те çав маях темелле.

çаклама

назв. женского украшения. Пшкрт. ЧС. Ăна икĕ шĕлкеме çакаççĕ, хушпу тăхăнтараççĕ, çаклама, чепешка, тата ытти япаласем те çакаççĕ. СПВВ. ТА. Çаклама; хĕрарăмсем сăран çине тенкĕсем çĕлесе çакса çӳреççĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çырăк

(с’иры̆к), ольха (дерево). N. Варта (в ложбине) ларан çырăк. БАБ. Тепĕр кун каçхине, хайхи мимĕре пĕçернĕ чух, хун çырăк вуттин кĕлне çурт тавра сапса çаврăнче: хăçан пиçнĕ çăмартана чăх пусма ларса чĕп кăларĕ, çавăн чухне çак кĕл карта урлă каçса çурта-йĕре пăсĕ, тьфу! тет. (Пăсташ тасатни). Ib. Çырăк, тĕнчере санран хăватлă йăвăç пулмĕ, шуйттан ытти йăвăçăн чĕлхине пĕлсен те, санăнне пĕлес çук, терĕ, тет. Çав халлап тăрах çĕнĕ пӳрт пураттарнă чухне алăк çине юри, пăсташ ан кĕтĕр тесе, пĕр пĕрене çырăк хурса хăвараççĕ. Тата ытти çĕрте те имлĕ теççĕ.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчех

(çинче+ех), тотчас. N. Халерă вăхăтĕнче кирек мĕнле ăш-чирне те, епле те пулсан, çинчех пĕтерме тăрăшас пулать. Янш.-Норв. Çинчех сисмесессĕн, кăсемпе те (и этими средствами), тата ытти япалапа та ниепле хăтарас пулмасть (от него), кайран-кайран ăна сыхласа тытас пулать (поймать).

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çу

(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).

çул

çол (с’ул, с’ол), косить. См. çăл. Трень-к. Атте утă çулса килсен! N. † Пăтăр-пăтăр путени, çолман утă йоратать. Ст. Чек. Вăрмана темĕскер çулса ӳкерчĕ, тийĕн: пĕр ларса тăракан йывăç çук. Баран. 47. Çулакансем те (и косцы) аякка çулса кайнăччĕ. Пахча çим. 13. Ăна утăллăх çулаççĕ. N. Хăяха кирек епле шыв-шур таврашĕнче те ытти курăкран малтан çулса тăкаççĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çул килĕшнĕ

случился подходящий год. Сред. Юм. Ытти тырă полман çол пĕр тĕрлĕ тыр полсан: тырра кăçал çол килĕшнĕ, теççĕ.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çунтар

(с’упдар), понуд. ф. от гл. çун, жечь, обжигать. N. Тата тепĕр чăваш икĕ куçсăр пулчĕ: куçне тупă пулькки, патне ӳксе, çурăлса кайса, çунтарса пăрахрĕ. Шурăм-п. Куç ыратсан, ăна çунтарнă эрех шывĕпе сĕрĕр (йĕпетĕр). Слакбаш. Исвис (исвĕс) çунтараççĕ. Жгут известь. || Жечь (о солнце). N. Питĕ шăрăх, çонтарсах ярать; кĕпе-тонтир çавăнпа питĕ пĕтет. || О повышенной температуре тела. Якейк. Мана çăрккаç çонтарса прахрĕ. В прошлую ночь у меня был жар. || О жаре в лице. Собр. Пит-çăмарти çунтарсан, çын калаçат, тет. || О действии некоторых жидкостей и др. веществ. Юрк. Ĕнер хыта ĕçнĕ çыннăн çăварне эрехĕ, хăватлăскер, вут пек çунтарса анса каят. Сĕнтерчĕ 34. Ай-яй! Пĕтертĕр! Çунтарать! ||О крапиве. Ой-к. † Сикрĕм-пăхрăм вĕтрене те, кут çунтарса янă мĕн. || Мучить жаждою. N. Тĕрмере усранă чухне ăна çиме памасăр выçăпа асаплантарнă, ĕçме памасăр ăшне çунтарнă. || Протопить (печь). Толст. Вут хутса çунтарсан, анне те тумланчĕ. Сунт. Манăн халь кăмака хутса çунтарас пулать. Баран. 139. Хĕвел ăшши çунтарсах илет: чулсем, хăйăрлă çĕрсем, тата ытти тĕрлĕ япала та хĕвел ăшшипе пĕçерекен пулать. || Ходить бойко и бодро. Янтик. Ачасем çунтарса çӳреççĕ урам тăрăх (шатаются бойко и бодро). Альш. Каят касак пек çунтарса. Ск. и пред. чув. 98. Шыракансем таврăнчĕç, лашисене çунтарса (замучив). || Делать энергнчно. Орау. Атя, çăпатана çунтарар (давай плести)! Ск. и пред. чув. 5. Чĕкеç кинĕ ахаль те ĕçне тăвать çунтарса, карчăк çапах Чĕкеçне вăрçать ĕçне туманшăн. Ib. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Бить (а особенно кнутом, прутом, когда удар производит как бы ощущение ожога). КС. Çунтар, бить (кого), напр., кнутом, прутом. Чирикеево. Çунтарса килем-ха эпĕ ăна! Вăл картла выляма вĕренесшĕн-им-ха! Сред. Юм. Çôнтартăм, сжег, прибил. N. Пушă илчĕ те: ак сана улма! ак сана улма! тесе, çунтара пуçларĕ. Сĕт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те çонтарать. Рак. Икĕ хĕрринчен çунтартăм, вăта çĕртен сыстартăм. (Çăнăх аллани). || Беспокоить, заставлять беспокоиться, огорчать. Ал. цв. 4. Шыракан япалине хăй пĕлмесен, ăна епле шыраса тупмалла, çавă мана пит çунтарать. Кив-Ял. † Савни урăхне кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. (Вăй юрри). N. Укçа çукки çунтарат. N. † И, çӳлĕ тусем, ай, пуçĕнче, лашасем вылятаççĕ тутарсем, пире çунтаракансем, ай, матурсем. N. Çыннăн ăшне çунтарассăм килмерĕ. Не захотелось огорчить людей (напр., страшными рассказами о войне). N. Авалхи тусçăм халте çӳрет, лăпланнă чĕрене çунтарса. || Сред. Юм. Çунтарать, 1) очень жарко, 2) очень хочется.

çона пăраçнăк

(п̚ы̆рас’ны̆к), çона праçник, çона праçинкĕ, назв. праздника, благовещение. Б. Олг. Çона праçнăк килет. Абаш. Çона праçник чох килтĕм. Орау. Çуна праçникĕ енелле тата ытти нумай кайăксем килеççĕ. Ib. Çуна праçник каç шăнтсан, вуникĕ каç шăнтать, тет. Якейк. Çона праçнăк; он чох çонасам праха пуçлаççĕ (перестают ездить на санях).

çурăк

разбитый, расколотый. N. Çурăк чан (куршак, чукун) чарлатать (издает особые, нечистые звуки). ГТТ. Çурăк чĕре, разбитое сердце? Сред. Юм. Çôрăк çатма тесе пит çôхăрса сăмахлакан çынна калаççĕ. СТИК. Çурăк чан (о человеке, говорящем тонким, раздирающим голосом. То же и в Сред. Юм). КС. Çурăк хăма, пĕр-пĕр япалапа перĕнсессĕн, çартлатать. || Трещина, щель. Юрк. Пĕрене е ытти япала çурăлсан, çурăк теççĕ. N. Çĕр çурăкĕ, трещина в земле. || В перен. см. Сред. Юм. Кôнта пит кирлĕ мара ан йăмахлăр, çорăксĕм пôр. Здесь о всякой всячине не говорите: чужие дети есть. Срв. аналог. русск. „здесь лишние бревна есть“.

çурт

, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.

çуттăн

светло, ярко. Шурăч-п. Çăлтăрсем çуттăн курăна пуçларĕç. N. Вăл çĕрсем пурте ытти çăлтăрсем пекех çуттăн курăнаççĕ.

çăмăлăн

çăмăллăн, легко. Альш. Çăмăлăн çĕклет: Поднимает легко. О земл. Çĕнĕрен сухаласа, йĕри-тавра чавса çавăрăннипе çĕр кăпăшланать, çавăнпа сывлăш та унта çăмăллăн кĕрет. N. Ытти çынсем пур те çăмăллăнах кĕре-кĕре кайрĕç, пĕр эпĕ анчах тула тăрса юлтăм. || Легкомысленно. Кан. Мешчанинăв тусăм, пултаратпăр вĕт! Ĕçме те, ĕçлеме те (?) пултаратпăр! — тесе çăмăллăн калаçать Гребеншчикăв. Орау. Çăв çăмăллăн калаçакан çынна тархас килет-çке ман! || Надобность, дело, negotium. Янтик. Мĕн çăмăла килтĕн-ха эсĕ? По какому делу ты пришел? Ib. Эпĕ сирĕн пата çăмăла килнĕччĕ те (просить денег или вещь). N. Мĕшĕн каяс çӳлĕ касса, мĕн çăмăлшăн? — Кĕмĕлшĕн. N. Ун патне çитсе, çăмăлпа пынине (по какому делу пришел) каласа кăтартнă. Нюш-к. Çăмăла килтĕм (пришел просить вещь). Юрк. Ку çăмăлăрпа эсир ман патма ыран килĕр. Унччен эпĕ унтан ыйтса пĕлем, кайран вара сире пурсăра та каласа парăп.

çăмхалла

назв. игры в мяч. Ачач 88. Ытти ачасем çăмхалла вылянă çĕре пырса тăрать.

çăнăх

(с’ŏмŏх, сы̆ны̆к), мука. Пир. Ял. Вĕсем ялсенче тырă илсе çăнăх тăваççĕ (мелют в муку). N. Çавăнтан вара пирĕн прихотри халăха вĕсем укçа парса, çăнăхсем (муки и пр.) парса пит нумай пулăшрĕç. Баран. 60. Ялсенчен выльăхсем хăваласа кайнă, çăнăхсем, ытти тĕрлĕ çимелли япаласем пухса çӳренĕ (они). Чт. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳренĕ чух чечекĕн çăнăхĕ пеккине хăй çăмĕ çумне çыпăçтарса пĕр чечек çинчен тепри çине илсе каять. Микушк. Арман авăртакан çурçĕр çитес чух армана çăнăх катма (молоть) кĕнĕ, тет. Кан. Клемесĕр тарасапа çăнăхсем турттарнăшăн, милиционер тарасине илсе кайнă. || Порошок. Календ. 1906. Ешĕл-сенкер çăнăхĕ.

çăпаталла

назв. игры. Юрк., Николаев. Орау. Çăпаталла. Ку вăя вылянă чухне чăркуççи çӳлĕш шалçа çапса лартаççĕ. Çав шалçа тăррине çăпата кантри çыхса хураççĕ. Унтан шалçи çумне çăпатасем пуçтарса килсе хураççĕ. Пĕр ачана, шăпа ярса, çăпатасене хураллама тăратаççĕ. Ытти ачисем çăпатисене вăрласшăн çӳреççĕ. Хураллакан ача пĕр аллипе çăпата кантрине тытса çӳрет, тепринпе, мел килсен, çăпата вăрлакансене тытать. Çăпата вăрлакана тытсан, тытаканни вара хуралçăран тухать, хураллама вăрланă чух кам лекĕннĕ, çав юлать. Унтан ку çын та çăпатисене хытă хураллама тытăнать, вăрлакансене пит тытасшăн тăрăшать. Анчах лешсем часах пырса лекĕнмеççĕ, çăпатисене ялан леш сисмен чух анчах вăрлаççĕ. Çăпатисене вăрласа пĕтерсенех хуралаканнине ачисем хăйсен аллинчи çăпатисемпе пеме тытăнаççĕ, хуралаканни шалçа патĕнчен пăрахах тарать. Çăпатисене персе пĕтерсен, леш ачи вара пурне пуçтарса пырать. Хураллама калех çав юлать (остается опять тот же).

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çĕнĕ

(с’э̆н’э̆), çĕн, новый. Юрк. Çынсем пек çĕнĕ пӳртре пурăнăпăр. Ачач 108. Çамрăк ача сасартăк темскере çĕнĕ япалана, кĕтме тытăннă. Мĕн пулать-ха вăл çĕнĕскер. Чăв.к. Эсĕ çĕнĕ кĕрĕк ан çĕлет, ăрам тăрăх утса ан çӳре. N. Ăшĕ-тулĕпех çĕнĕ. (У костюма) и верх и подкладка — новые. Кан. Сан çуртсем çунсан, укçа илетĕн, çĕнĕ тум-çурт çавăрăн. АПП. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече. N. Сăран атă çĕтĕлчĕ, çĕнĕ параççĕ пулмалла. Ст. Чек. Çĕнĕ хырăм, кив çăвар. (Говорит глава семьи, когда начинают есть новый хлеб). || Молодой. || Свежий. Шурăм-п. Уйран çĕнĕ те, тутлă çиес килет. Ib. Тырă выракансене валли така ĕнер акчах пусса, тет, аш (какан) çĕнĕ. Юрк. † Çĕнĕ çунă юрсем пит тарăн мар, чăн чăр-куççинчен кая мар. N. Çĕн улма çиме пуçларăр-и? || Вновь. Н. Карм. Унтан тата çĕнĕ чăвашла кĕнекесем те ярăсăрччĕ. N. Çĕнĕ вилекен çын, новопреставленный. N. Мункунта, çимĕкре, кĕрхи сăрара, ытти вилнĕ çынсене хывнă чухне, çĕнĕ виле çуртине ытти çуртасенчен ăрасна çутаççĕ. || Новый урожай, новый хлеб. N. Çĕнне çитсе ӳкрĕмĕр. Дожили до нового хлеба. || Новый рой. Разг. С. Мих. 23. Ку çура хуртсам çĕнĕ яркаласа-и сирĕн?

çĕрĕк çăпаталла

назв. игры. Н. Седяк. Çĕрĕк çăпаталла. Урамра выртакан çĕрĕк çăпатасене пухаççĕ пĕр çĕре. Çапаççĕ шалçа, шалçаран кантра çыхаççĕ пĕр-ик-виç аршăн тăршшĕ, çăпатасене шалçа патне купалаççĕ. Вăйă пуçланнă чух шăпа тытса çăпатасене хуралла хураççĕ. Ытти ачасем ун çăпатисене вăрлаççĕ. Вăрланă чух хуралçи тапса лектерсен, лекекенни хураллать. Пĕр çынна та лектереймесен, çăпатисене вăрласа пĕтерсен, хуралçине çăпатасемпе перкелеççĕ. Шалçа патĕнчен тарса, калле çаврăнса килет попой (побои) çие-çие. Унтан çăпатасене пухаççĕ. Татах хуралçи: калачи продаем! тесе, çаврăнса çӳрет çăпатисем тавра. Унччен те пулмасть, çăпатисене пĕр енчен тапа пуçлăççĕ. Вăрлакансене лектерсен — хăтăлать, лектереймесен, çавах хураллать.

çĕр ĕçĕ

земледелие. Чт. по пчел. № 17. Çĕр ĕçне ытти çынсем пек ĕçлеймесĕр.. (о калеке). N. Çĕр ĕçне турăмăр. Юрк. Çапла ĕнтĕ эпĕ хура çĕр ĕçне ĕçлесе пурăнтăм.

çĕткеле

учащ. ф. от гл. çĕт. Кан. Тевĕш тата ытти вак-тĕвек япаласем чылай çĕткеленĕ (пропало).

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

тайăлкала

учащ. ф. от гл. тайăл. Утăм. Унта (к бане) пынă çул çинче пуш арпалăх çатанĕсем тайăлкаласа лараççĕ. Истор. Ун тавра Шуйскийсем те, ытти улпутсем те тайăлкаласа анчах тăнă.

тав

(тав), благодарность. Юрк. N. Эп сывă-ха, тав тура. N. Тав ĕçкĕне-çикĕне: эпир ĕçни-çини вырăнне хăла (пыл) тулса юлтăр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, тав ĕçкĕре-çикĕре! N. Вара мăн-кĕрӳ калат: е саламалник, тав сире: Ĕçетре-çиетре, вылятра-кулатра, эсир пире кĕтетре? тет. Хирĕç тухаканĕ калат: пирĕн кĕтни çав, тет. Мăн-кĕрӳ калат: тав та пулин тавах, тата та пулин тавах, тет. N. Тав та пулин тавах, кушак кутне чавах! (Конец „такмак“; прибавлено из шалости?). См. Магн. М. 231, 234. Якейк. Апат çиса тăрансан, тырă-полă аван полсан, тата ытти япала та лайăх полсан: тав торра, теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçмешкĕн тесе чĕнсе çӳрекенсĕне хирĕç: тавах (первое „а“ произносится протяжно)! теççĕ кил хуçисĕм. Ib. Тавах та, тавссилĕх корайман-ха! (Хăнана пынă çын: тавсси-ха ĕçнисĕне, тесен, кил хуçи çапла калать). Ib. Тавах та лекнĕ полсан (хорошо если помогло угощение), лекейчĕ тем çав. (Тавсси тăвар-çăкăра, тесен, ôна хирĕç, хăнана чĕнекенни çапла калат). НЧТ. Вал кашни килле (в дом) кĕмессерен: эпир кĕçĕр сăра чуклес тетпĕр, сăра ĕçмешкĕн (пырăр), тет. Кӳрĕшĕсем: тавах, ачам, ырă сăмахна! теççĕ. Орау. Ку та ĕçкĕре: тав! тесе, хуçи пекех пĕтĕмпех ĕçсе ярса, черккине калле тыттарать. Ib. Вăл ĕçсен, кил хуçийĕ татах черккине çĕнĕрен тултарса каллех хăй кӳршине: тав сана! тесе, тепĕр хут хăй ĕçсе ярать. В. Тим. Пире лаша кăкарма памĕ-ши? тет пирĕн кĕрӳ. Пиртен тавах (надо: ирĕк?), тет хăти.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

такан

(таган), сабан для пилки дров. Яргуньк. || Козлы из четырех шестов, связанных верхушками. Чертаг. Такан — япала çакма, чос çорма, ă) на что ставят стог (подмостки). || Козлы для подвешивання зыбки. СТИК. Сăпка таканĕ. || Подмостки (под стог). Нюш-к. Такан — ут капанĕ тунă чух кашта çумне тăратакан икĕ юплĕ йăвăç (их три). Такансене ытти патаксем ӳкесрен тăратаççĕ. Чертаг. Варăшчие таптаратпăр (подпираем) таканпала (тăваттă, улттă, çиччĕ тăрататпăр); капан айне çапă (хворост) хураççĕ, капан çĕрсе кайнăран (чтобы не сгнил стог). || Виселица, рели. Бгтр. Сут тусассăн, ăна такан çине çактарчĕç, тет. Панклеи. Патша Йăвана çактарса вĕлерме такан тутарчĕ. Начерт. 163. Такан, подкова, рели. || Качели. Ст. Чек. СИВВ. ПВ. Такан = ярăнчăк, качели. N. Ăрам варине кашни касса такан чуч-чувĕ хураççĕ. Такан чуччу çинче кататься тăваççĕ, ярăнаççĕ. Трхбл. Икĕ такан айĕнче вăй выляççĕ ачисем. См. чуччу. || Стропилина. Питушк. Стропилины упираюся пятками в концы матиц — папка. || Прозвище мужч. Б. Олг. Такан Якку.

тан

(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.

тантăш

(танды̆ш), ровесник, сверстник (приблизительно одних лет). КС. См. танăш. Сред. Юм. Тантăш тесе хăйĕнчен пĕр-ик çол аслă, е кĕçĕн полсан, ей хăйпе пĕр çолта полсан калаççĕ. В. Олг. † Хĕрлĕ холă пак хĕр тантăш, хуа холли пек ул тантăш! Лепле орльсах каяс-ши? Су полăр та, пор полăр, тин те корăп, те кормăп! N. Çамрăк çынна курсан (невеста во время плача: эй тантăшăм, тăванăм (ятне калат), тет. Альш. † Ах, тантăшăм (çавă пур), çиччĕ асăна пĕлместĕп. (Хĕр йĕрри). Тайба-Т. † Тантăш тана килмесен, вăйă выляма кăмăлсăр. Пазух. Ытти тантăш пурте пур, хамăр савни кунта çук. || В знач. прилагательного. Чеб. Вăсен манпа тантăш хĕр пурччĕ. Юрк. † Манпа тантăш хĕрсем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. Манпа тантăш ачасем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. (Солд. п.). || Друг сердца. Чотай. † Тантăшпа тантăш чопнăшăн, тантăш маррисен мĕн ĕç-ши? Юрк. † Тантăш лаша кӳлет: аппа каят, тет пулĕ: манăн каясси асра та çук. Чăв.к. Каласан, кала, тантăш, сăмахна: кĕçĕр санăн çумна кам выртат? Пазух. Çӳл ту çине хăпариччен, юпах тьыха ут пулĕ: килес çулхи вăйăччен хамăр тантăш ют пулĕ. Ib. Тантăш лайăх пулмарĕ, тухассам та килмерĕ. N. Эй манăн юратакан тантăш! Бур. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм, эсĕ чӳрече çинче лараттăн; эсĕех те чĕнтĕн, эпĕ чĕнмерĕм, çиленсе мар, тантăшăм, вăтанса. Богдашк. † Выляясчĕ, куласчĕ, савнă тантăш кунта çук. Альш. † Куçăма ятăм ирĕке, лайăх тантăш суйлама. Ала 71. † Çĕре пусрăм — çĕр путрĕ, шыва пусрăм — шыв типрĕ. Ах тантăшăм, Кĕркури, манран пуçне хĕр пĕтр(ĕ)-им? N. † Турă кăна çырман тантăша илсеех те пулмарĕ мулпала.

çак тарана

(-на), до сих пор. Якейк. Çана ĕçсе ĕсĕрлсе, çак тарана çитрĕмĕр. N. Ытти ют патша халăхĕсем епле пурăнса çак тарана çитнине вĕрентеççĕ. Тим.-к. † Ах, йытă, Карила, çак таран килмесĕр сана вали хĕр пĕтри?

тарăн

(тары̆н), глубокий. N. Çакăнта (тут) шу тарăн-и? N. Кăть ишетпĕр (плывем) те, чарăнатпăр; тăрса пăхатпăр та: тăрмала мар — тарăн (встать на дно нельзя: глубоко). Ст. Шаймурз. Хура сăхман кăсйи тарăн мар; тарăн пулмасан та, мăйăр тĕшĕ (ядра орехов). Сред. Юм. Тарăнтан сохалать. Пашет глубоко. Собр. Çын умне тарăн ан алт, теççĕ. (Послов.). Вишн. 72. Тарăн алтсан, эпир шыв çулĕ патне çитетпĕр. Пазух. Çуртисемех çунать, тарăн юхать, хĕрлĕ тиллĕн куçне те курăнмасть. || В перен. см. N. Эй витĕр пăхса курăнми тарăн тĕп, савăн! || Глубина. Альш. Шăтăкĕ (нора) вĕсен (сăвăрсен) питĕ тарăна каят. Ib. Тарăна янă. Пустил глубоко. Виçĕ пус. 33. Вĕсем тымарĕсене çĕре тарăна ярса унтан ытти тырăсенчен ытларах çимĕç сăхаççĕ. || Высокий, густой (трава). С. Тим. † Тарăн курăк çинче (вар. айĕнче) çĕр-çырли, хăçан тухайĕ-ши çиеле? Микушк. † Путене кайăк-мăнтăр кайăк, тарăн курăк тĕпĕнче.

татăклă

(-лы̆), имеющий куски, части и т. п. Моштауши. Ял икĕ татăклă: пĕр татăкĕ çырмин сылтăм енче, тепĕр татăкĕ çырмин сулахай енче ларать. Шемшер. † Аннен кăмаки шор кăмака, татăклă çăкăр пĕçерет, ăна çимесĕр кассăм (= каяссăм) çок. || Определенный, точный. N. Анчах епле тусан хăйне аван пулнине вăл ытти çынсем мĕнле тăвассине пĕлсен анчах хăйĕн татăклă сăмахне калама пултарĕ. || Решительно, определенно. Кан. Тавăрăнма шутламанни çинчен татăклах каланă. N. Луччĕ татăклă çырса ярас пулать (решительно). КС. Ĕçе татăклă ту (решить или устроить покончить дело с ясностью и определенностью). N. Çак пысăк ĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, татăклă туса пама (для того чтобы окончательно решить) татах вăхăт кирлĕ пулнă. N. Татăклă пул, расчитаться.

таттарат

(таттарат), „тараторенье“. Сред. Юм. Хăй таттаратнех перет (все свое тростит), çын каланине итлемес те. Н. Седяк. Çын хăй сăмахĕсене темиçе хут каласан, ытти çын сăмахне итлемесен: ху таттаратна перен, теççĕ.

тахан

(таhан), подкова. См. такан. Цив. † Аслă çулăн варринче тимĕр тахан йăрри (= йĕрри) пур. Так и в Тюрл. Арзад. 1908, № 52. Ытти лашисен тахан (подковы) малти урисенчĕ çеç. || Качели. Бюрг. † Икĕ тахан айĕнче вăй выляççĕ ачисем. || Козлы. Аттик. Вĕсем Хурăн-варне (овраг) пырсассăн, тахан туса, хурансене виççĕшне те çеккĕлпе (на крюке) çакса яраççĕ. Ib. Çапла, пурне те хатĕрлесен, суйласа илнĕ çын çырмана пĕве хĕррине анать те, тахан туса, виçĕ хуран юнашар çакса, çăмăр учӳк валли пăтă пĕçерме пуçлать. || Колодка, подшиваемая под лапти (в мокредь). Чинер. (Чист.). || Н. Седяк. Тахан — капан варне тăратакан йăвăç, çак йăвăçсене утă çĕрмесрен тăратаççĕ. || Виселица. V.S.

тахçан

(тахс’ан), неизвестно когда, невесть (неведомо) когда. См. такçан. || С частицей „та“ в смысле — никогда. Ал. цв. 17. Хĕр вутлă сăмахсене вуласа тухсанах, вĕсем мрамăртан тунă çтана çинчен, унта тахçан та пулман пек, йăлтах çухалнă. ЧС. Эпĕ унтанпа ĕнтĕ сăпас çитмесĕр тахçан та йăвăç умми татмарăм. Ст. Яха-к. Пирĕн патăрта хăш чăвашсем пур, хăйсем ахаль чухне вырсарни кунсенче, е ытти аслă праçниксенче тахçан та чиркӳве каймаççĕ. N. Эп тахçан та ирпе тип ал-шăлипе пит шăлаймастăп. N. Вăрçă тахçан та чарăнас çук. N. Эпĕ хам тахçан та вăл енчи çынсене курса епле тумланса çӳреннине пĕлессĕм çукчĕ. || Очень давно, с давних пор; давнишний. Бугульм. † Нар пек хĕрлĕ чĕрем шуралнипе тахçан килекен тусçăм сивĕнчĕ.

техĕмлĕ

вкусный. Орау. Техĕмлĕ (тутлă) пултăр тесе, тăвар пусаççĕ такан малти икĕ ури хушшине, кăкăрĕ çине (сделав надрез. Техĕмлĕ — тутлă пултăр тени). СТИК. Чĕрене пыракан çимĕçе мухтаса: техĕмлĕ, теççĕ. Ib. Шăрттан, чăкăт, тата ытти япала та техĕмлĕ. N. Çулă, техĕмлĕ парне. Питушк. Ай-ай, техĕмлĕ полнă! N. Така пуснă чухне калакан сăмахсем: така пĕре шыв сапсанах силлентĕр, ашĕ-пăшĕ пĕртен (с одной стороны) перекетлĕ те, пĕртен (с другой стороны) техĕмлĕ пултăр. Юрк. Ай-хай хуратул пăттине вĕсем техĕмлĕ тăваççĕ-çке, çисе те тăранма хал çук, темĕн тĕрлĕ тутлă пулат.

тыла-çăпата

то же, что тăла-çăпата. О сохр. здор. Тыла-çăпатисене, улăм тӳшексене, ытти çавăн пек япаласене те пĕтĕмпех çунтарса ярас пулать.

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тытха

(тытха), то же, что тытка, тыткă, скоба. N. Алăк тытхи. Изамб. Т. Алăк тытхи = алăк хăлăпĕ. || Перила. N. Ытти çынсем те тытха çинче тăрса аллисемпе сулласа... юлчĕç. N. † Ах, тантăшçĕм, тантăшçĕм, тытăна юлчĕ тытхана. (Хĕр йĕрри).

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тимĕрташ

металл. Толст. Унтан тата ытти тимĕрташсене те пăхăр çумне тиверте-тиверте пăхнă. Ib. Тимĕрташсем: ылттăн, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕркĕмĕл, тата та нумай.

Тимĕрçен

назв. селения в б. Верхне-Тимерсянской в., Симб. у. СТИК. Тимĕрçен, вырăсла — Тимерсяны (т. е. Средние-Тимерсяны). Тимĕрçен икĕ пая уйăрăлать: пĕр пайĕ Анатри Тимĕрçен, теççĕ, тепĕрне Кив-ял, теççĕ. Тимĕрçен Чĕмпĕртен аллă пилĕк çухрăмра. Юрк. Тимĕрçен чăвашĕсем мăкшăсенчен пулса кайнă чăвашсем, теççĕ. Çӳлти тимĕрçенсене ытти чăвашсем „Ирçелĕ“ теççĕ, мăкшăлă тенĕ сăмаха. Н. Тим. Пирĕн яла хамăр ялсем Тимĕрçен (Нижние Тимерсяны) теççĕ, таврари ялсем Анатри-ял теççĕ.

тирпеле

то же, что тирпейле. Учите детей. Пилĕк-улт çула çитсен, ачасем хăйсене хăйсем тирпелеччĕр: урисене хăйсем сырса, хăйсем салтчăр (пусть обуваются и разуваются сами). || Обряжать (покойника). ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, асаттене тупăк ăшне тирпелесе хучĕç. || Хоронить. ЧС. Асаттене тирпелесе (похоронив) килчĕç ĕнтĕ. || Свежевать. N. Ытти çынсем тьыхана, часрах тирпелесе, хурана ячĕç. || Убить, умертвить. Якейк. Эп паян пĕр чĕпĕ тирпелерĕм (= вĕлертĕм, нечаянно). М.-Етмен. Тирпеле, уничтожить, умертвить. Якейк. Етменти Йăвана пасар çырминче кĕçĕр тирпеленĕ (во время драки). Ib. Эп сана пуç-урупах тирпелĕп! Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 16. Аллине лекнĕ парнене (добычу) тирпеленĕ чух, малтан сăннипе сăхса суран тăвать, унтан суран çине пĕр тумлам эмел (так!) тумланать.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

тукала

учащ. ф. от ту. N. Мĕн ĕçсем тукалатăр? Что поделываете? Ир. Сывл. 22. Анчах хăш чух аташан, ытлашшипех тукалан. N. Килте тукаланă им-çам. N. Епле çурт тукалăн? Как выстроишь дом? Юрк. Ытти хуралтăсене те тукаларăр-тăр (т .е. устроили, выстроили)? — Тукаларăмăр та çав, тет.

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

туя

тоя (туjа, тоjа), палка, трость, клюка. Орл. II, 249. Кăмака айĕнче тимĕр туя выртĕ. (Ĕçлен). N. Ват çын туяпа çӳрет. Орау. Пирĕн атте туйине яланах тăрри вĕçĕнчен (пĕчĕк пуçĕнчен, çинче вĕçĕнчен) тытса çӳрет. Эпĕ ăна: мĕншĕн апла тытан, пысăк вĕçĕнчен тытмалла, терĕм те, вăл мана: апла туяласа çӳреме йăвăç кутăн ӳсет-им, терĕ. Кайран ытти стариксем епле туяласа çӳренине асăрхах çӳрерĕм те, чăнахах та, пĕр старик те туйине кутăн туяласа çӳремест. Мĕншĕн апла туяласа çӳретĕр, тесе ыйтсан: кутăн туяласа çӳресен пурăнăç кутăн каять, теме хăтланаççĕ. Альш. Туя хуçăличчен хĕненĕ. Бил, пока не сломается палка. || Переносно — сельский староста. Альш. Туя патне каяс-ха. Надо итти к старосте (потому что у него в руках постоянно палка).

шыв тупанĕ

устье реки, рукав? Юрк. Шыв тупанĕсенче, Атăла ытти шывсем пырса хутшăннă çĕрте.

тупă-етре

пушки и снаряды. Календ. 1906. Темĕн чухлĕ тупă-етре, ытти вăрçăра кирлĕ япаласем хатĕрлесе хунă.

Тур ачи

назв. божества, „божий сын“. Бугульм. † Чĕнтерлĕех кĕпер, юман кашта, йĕс таканлă утсем каçнă йĕрсем пур; йĕс таканлă утсен купарчи çинче турă ачи çырнă çыру пур; турă ачи çырнă çыру çинче пирĕн атте-анне ячĕ пур; пирĕн атте-анне чĕрки çинче мĕн кĕçĕнтен таптанă (пирĕн) йĕрсем пур. Шумш. Илья пралок ытти торăсампа сут тунине торă ачи итлесе тăнă, тит.

туртулă

(-дулы̆), туртуллă, родственный, близкий. N. Вĕсем мĕнле халăхпа туртуллă пулса пĕрле пурăннине, вĕсенĕн пурăнăçне, ăсталăхне, пурăнăç йĕркине, пурăнăç тытăмне, тĕнне-шухăшне — пурне те пĕлме пултаратпăр. N. Пирĕн ĕлĕкех вилнĕ аслаттемĕрсемпе тăванăмăрсене, пирĕн ытти туртулă хурăнташ-ăру çынсене.

турттар

понуд. ф. от гл. турт; возить. N. Турттар (не людей), но: кунĕпе вилнĕ (или: вилĕ) çын (или просто: виле) турттарап. Якейк. Паршăпа тырă торттараççĕ. На баржах возят хлеб. Ib. Проххотпа çын торттараççĕ. На пароходах возят народ. СПВВ. НН. Тăвар турттарма кайнă тени — вилнĕ, тенĕ сăмах. Вăл нумай пулат тăвар тиеме кайнă тени — вăл вилни нумай пулат, тенĕ сăмах. N. Йывăççисене каскаласа пурне те яла турттарнă. ЧС. Хăй ытла мăнтăрах та марччĕ те, çапах хăй туртас ăлава ытти лашасене турттармастьчĕ (лошадь). Регули 349. Вăлсам мана лашана торттарса килнĕ. N. Вăл тавар турттарса килчĕ. N. Кам сана кĕлтӳне турттарса пачĕ? Кам сана уттуна киле турттарса пачĕ? Пур йывăр япаласене кам çине хурса кӳрсе килтĕн? N. Тырă вырса пĕтерсен, тапратаççĕ вĕсем кĕлтесем турттарма. N. Вĕсем пек крапаллă коляскăна кулĕнеççĕ те, çынсене лартса турттарса çӳреççĕ. || Обтягивать, натягивать, шиновать (колеса). N. Урапана малтине шина турттарăр. Сред. Юм. Орапана торттарасчĕ. Кан. Куçĕсене тутăрпа урлă турттарса çыхса çуреççĕ. || Покрыть (шубу). N. Эпĕ кĕрĕке пуставпа тул турттартăм. || Взвешивать, вешать. Чув. Календ. Эпĕ кайран шăрчăкĕпеле кăткине турттарса пăхрăм та, шăрчăкĕ кăткинчен 60 хут йывăр пулчĕ. N. Турттарса кĕр. Орау. Эпĕ паян хама-хам турттарса пăхрăм та, тăватă пăт лапах туртрăм. N. Пассажра темскерле тараса çинче хама-хам турттарса пăхрăм та, пилĕк пăт туртрăм! Ах тамаша, эп хама ун чул туртимастăп пуль тесеччĕ. || Тянуть, заставить тянуть. Яргуньк. Улăх хăмли ума пак, ура хырăмĕнчен турттарать.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

туттăрла

, тоттăрла, назв. игры. Питушк. Çĕн-Кипек. Туттăрла вылянă чухне ачасем пурте алран ал тытса, карталанса тăраççĕ. Унтан çав картан пĕр пуçĕнчи пĕр ачи аллине е йăмра çулчи, е ытти йăвăçăн çулчисене тытса тăрать те: туттăр, туттăр! тесе кăçкăрма тапратать. Çав вăхăтра тепĕр пуçĕнчи икĕ ача, картнйĕн икĕ енĕпе çавăн патне чупса пыраççĕ. Хăш ачи малтан чупса çитсе çав çулчисене тытать, çав вара каяллах вĕсене хăй аллине исе кăçкăрма тапратать. Леш пуçĕнчен каяллах иккĕн чупса пыраççĕ. Çапла вара вăйине пăрахичченех выляççĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тӳлем

узел. Юрк. N. Хима çăлтăрин тĕввине çыхайăн-и эсĕ, Кесил çăлтăрин тӳлемне салтайăн-и? N. † Пурçăн тӳлемĕ тӳленсен, тӳленсен, ах турă валли тӳленсен те, тупăнать пирĕн турă çырни, ах турă валли тупăнать; пурçăн тӳлемĕ салансан, ах турă валли салансан, çухалать пирĕн турă çырни, ах турă валли çухалать. N. Тӳлем, узел в конце кнута. Сред. Юм. Чăпăркка вĕçĕ ан сӳтĕлтĕр тесе, тӳлесе яраççĕ, çавна тӳлем теççĕ. Ib. † Чĕн чăпăрккан виç тӳлем, кашни çапмассайраннах, пăчăр-пăчăр йон тохать. Янтик. Чăпăрккана, ан сӳтĕлтĕр тесе, вĕçнерехпе, хушшине пĕр-ик пӳрне сарлакĕш хăварса, ява-ява çыхаççĕ, çавна вара тӳлем теççĕ. Тӳлем тесе ăна анчах мар, ытти япалана та, çавăн пик çыхсан, тӳлем теççĕ.

тӳпе

доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

тӳрре кил

удаваться, приходиться, сходиться, случаться, соответствовать. Юрк. Хула ячĕсем пурте вĕсен сăмахĕсене тӳрре килет. Ib. Юмăçă тата ытти япаласем çинчен те каласа тĕлĕнтерчĕ; иртнисем пурте тӳрре килчĕç, çитессисем тата тӳрре килейĕç-и? Альш. Праçшк таврашĕ хисеплемес, тесе калама та тӳрре килмес ун çинчен.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

тăккалан

сыпаться, рассыпаться, высыпаться; расходоваться, производить расходы, тратиться, издерживать. КС. Çуна çинчен тăккаланса пырать. Ib. Тапака нуммай та туртса юлимарăм, тăккалансах пĕтĕрĕ. Сред. Юм. Она аллантарнă чохне пит нăмай тăккаланнă ĕпир. Чт. по пчел. № 17. Хурт усрама тытнас пулсан, ытти ĕçе тытăннă пек, малтан темĕн чухлĕ тăккаланса пĕтес çук. Чăвашсем 8. Çавăн пек япаласене (т. е. суеверные обряды) нумай тутарса тăккаланаççĕ. КС. Хăш чăваш юмăç таврашпе нуммай тăккаланса пĕтетчĕ. Изванк. Тăккаланса аккаланни вырăнлă пултăр. (Из моленья).

тăккалантар

понуд. ф. от тăккалан. N. Сирĕншĕн ĕçленĕ чух эпĕ ытти ушкăнсене тăккалантарса тăранса пурăнтăм.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăра-тăра

современем, погодя. N. Çапла хăшин тăра-тăра куланайĕ темĕн чухлĕ пуçтарăннă. Юрк. Тара-тăра ытти тĕлĕсене те çапла тĕрлĕ хуралтăсем-мĕнсем лартса тухĕçĕ. Толст. Тăра-тăра каç та пулса çитнĕ.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăратса лар

возвышаться. N. Башньăсем тăратса лараççĕ. Баран. 93. Аяккарах ытти тусен тăррисем тăратса лараççĕ.

тăрăххăн

вдоль. Альш. Унта, çав Вăтакассах каллех тăрăххăн, ку урамалла, Мухмăр Иван теççĕ, çавă пăхса ларат. || Сред. Юм. Хăй йосаввине хăй пăхса пырсан, тăрăххăн çиç пăхса пырать, теççĕ. СПВВ. Тăрăххăн пăхкаласа любуясь своими (нарядами). || Альш, Йытти пырат-сикет çакна тăрăххăн, леш ӳкет. Собака бросается на его плечи, а он падает. || Употребл. в качестве послелога. N. Вĕренмен тăрăххăн (из-за необразованности) пирĕн хура-халăх пур усал кирлĕ мар япаласене ĕненсе пурăннă. N. Каланă тăрăххăн (к слову), пирĕн тата çĕр ахалех ним усăсăр выртса нумай сая каять. N. Ĕçĕ малалла аван пырсан, çак хаçета вуланă тăрăххăн (судя по этой газете), пирĕн чăваш та пăртак ытти халăхсем пек пурăнакан пулĕччĕ, тенĕ.

тăрăш

длина. Собр. Тимĕрпе хăмсарсан, тимĕр пĕр чике тăрăш тăслат, теççĕ. С. Алг. † Çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ. N. Тырă тăрăшпех акнă, тет. N. Тăрăшĕпе выртса тухнă. || Окруженье, окрестность. N. Дон шывĕ тăрăшĕнче начар, ытти çĕрсенче вăтам пулмалла. Рак. † Шурă Атăлăн тăрăшĕнче ут çултăмăр çаранта. || В течение, в продолжение. N. Сывă пулсан, сире ĕмĕр тăрăшне те манас марччĕ. N. Çул тăрăшне сивĕ тытрĕ. Кан. Хĕл тăрăшĕнче улма çĕрме пуçланнине сиссенех, çĕрĕккисене суйласа илмелле. Тайба.-Т. † Эпирех те выляса кулнисене асăнăр та тантăшсем, ĕмĕрĕн тăрăшĕнче.

хавшат

понуд. ф. от гл. хавша. N. Ман чĕрене пысăк хуйхă хавшатрĕ. Зап. ВНО. Хавшатрĕ, ослабило силы (при болезни). Капк. Ытти шăлĕсене çапа-çапа хавшатнă, питне-куçне шыçăнтарса янă. N. Ака-туй ярас уммĕн лашана пăртак çӳретсе хавшатас пулат. || Испугать, испугаться. Н. Карм. Ăна çапла каласа хавшатар-ха (напугаем-ка). || Торопить. Байгул. Упăшкине хăй: Юнлă суратăп, чĕрлейместĕп, вилетĕп, больницана кай часрах,— тесе хавшатать. Толст. Жилин ăна пĕрмаях хистесе хавшатса пынă, хăй пĕр чарăнмасăр малалла утнă.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыпала

(хыбала), щупать (гладкое). Абаш. См. кукша. || Шарить. Юрк. Тумтиррийĕн пĕр кăсйине те аллине чиксе шыраса пăхать, тепĕр кăсйине те астăват; тата ытти тумтирĕн кăсйисене те аллине чиксе хыпаласа пăхать, укçа вăл-ку таврашĕ нимĕн те тупаймасть. Ib. Капла хăтланса пурăнакан çын укçаллă-тăр, тесе, ун патне çырмана анса, унăн кăсйисене хыпаласа пăхат. Ау 36°. Çутăласпа пырат та, пăтавккине аллипе хыпаласа çӳрет.|| Осязать. Пшкрт. N. Хыпаласа пĕлни, осязание.

хытта хăвар

оставить незасеянным (о загоне). О земл. Çуртыррисем хыççăн, е татах ытти тĕрлĕ çуртырри акас пулать, е курăк акса хăварас пулать, е хытта хăварас пулать.

хуйăр

хойăр, кора дерева, корье. Абыз. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) хойăрĕ. Тюрл. Хуйăр, толстая кора: юман хуйри, чăрăш хуйри, хыр хуйри. СПВВ. КЕ. Пысăк юман хуппине хуйăр теççĕ, тата ытти йывăçсенĕн хупписене те калаççĕ. КС. Хуйăр, верхняя часть коры старого дуба, старой липы, старой осины, березы, шишковатая, неровная, напр., юман хуппи — вся кора, а юман хуйри — верхний слой. Зап. ВНО. Хуйăр, кожура на дереве (пробковая часть на дубе, на сосне, на липе в нижней части). Юман хуйăрĕ, хыр хуйăрĕ. Яргуньк. Хуйăр, мох, покрывающий дерево. N. † Атьăр каяр вăрмана хураминчен хуйрине ӳкерме. Сред. Юм. Хуйăр тесе ватă йôман хоппине калаççĕ. N. Хуйăр = хупа. Бижб. † Ватă юман хуйрине пар лаша та туртас çук. Шел. 59. Кĕлтен-кĕлтен выртаççĕ çыххипеле хуйрисем. || Струп, струпья.

хупах

кабак. N. Эпир ун чухне хупахра лараттăмăр (держали кабак). Ст. Ганьк. Ялти ватăсем хупахра, çийĕнчи тумтирри саклатра. Ачач. 73. Ытти юлташĕсем хупахалла чĕнсен те, кусем вĕсенчен айăккалла пăрăннă. Бреняш. учит. Хупах ене çавăрăнсан, ким яракан хуçа та саланать. N. Çавăн чух вара вĕсем усал çулпа, хупах çулĕпе çӳреме тытăнчĕç, мĕн пур япалана унта йăтма вĕренчĕç. || Трактир. N. Чăн малтан вăл ăна хупахра ытти çынсемпе пĕрле ĕçсе-çисе ларнă чухне тĕл пулнă.

хура хурт

назв. червя. N. Вуникĕ пакус вĕçĕнче авкаланат выртат хура хурт. || Юрк. Хура ут çитерсе пулĕ-ши? Хура хуртсем хуса пулмĕ-ши? || Якейк. Хора хорт, пиявка. Ib. Хора хорт пĕвере, çырма шу шăнче (в ручье), лапра шăнче порăнать. Вăл шытпа шытланă пек отать, вăл вăта порня тăршĕ порă, анчах вăл вăрăмланма та кĕскелме те полтарать. Хырăм ай патнелле кĕт хĕрлĕрех, ытти çĕрти йăм-хора, вăл çын ӳтне кĕме полтарать, теççĕ. N. Чĕлхӳне хура хурт çиешшĕ.

хуран

хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.

хурт-хăмăр

насекомые. Баран. 86. Çеçен хир тулли хурт-хăмăр сĕрлени-шавлани хăлха айĕнчен каймасть. Ib. 115. Сайра хутран чĕкеç вĕлтлетсе иртет, вăрăн-тунана е, ытти хурт-хăмăра хыпса çăтать. || Пчела.

хутăштар

хотăштар, понуд. ф. от гл. хутăш, смешивать. Вишн. 64. 4–5 уйăхри ача пулсан, ăна шывпа сĕт пĕр пек илсе хутăштарса парас пулать. Юрк. Унччен ĕлĕк ялан çапла чăвашсене уйăраймасăр ытти çынсенĕн ячĕсемпе хутăштарса çӳретнĕ. N. Пĕр çĕре хутăштарма. || Присоединить. N. Хусан тутарĕсен патшалăхне вырăс патши Иван Грозный 1552-мĕш çулта çĕнтернĕ те, ăна вырăс патшалăхĕ çумне хутăштарнă. N. Çапла пумилкке туса вилнĕ çынна ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ. || Добавлять. Торх. Хутăштартăм = ĕнер начар хурта вăйлатрăм (добавил, подсиливал). Вишн. 68. Эпир тата çимелли япаласенчен купаста яшки, пăрçа яшки, салма, пăтă, тата ытти апат пĕçернĕ чухне те шыв нумай хутăштаратпăр. Скотолеч. 12. Тата сĕлĕ çине пĕр кашăк ĕнĕс вăрри тепĕр кашăк серный цвет хутăштарас пулать. || Путать. Шурăм-п. 22. Икĕ ăрасна сăмахсене пĕрле хутăштармăпăр. || Примешивать. || Взять в сотрудники, в сообщество. || Вывести. Шихаз. Çын çине хутăштар (ача-пăчасене), вывести в люди. || Тасовать (карты).

хушшинчен

временами, изредка. N. Елисар хушшинчен (временами) пăртак сыпкалама (выпивать) юратарах панă. N. Хушшинчен çăмăр та çăвать. || Виçĕ пус. 21. Люппин нумай усă панине курса, вăл ăна ытти тырăсем хушшинчен те акма тытăнать.

хушпу

хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!

хăвана

то же, что хăва. Ст. Чек. Хăванаран е ытти йывăçран мĕн те пулин авас пулсан...

хăна килĕ

постоялый двор, квартира, ночлежник. Начерт. 191. Хурамал. Тата хăна килшĕн пама укçа кирлĕ. Ib. Салтак пĕр çурта пырса кĕнĕ, вăл та хăна кил яман (не пустили ночевать). Сборн. по мед. Вăл-ку тасине, таса маррине хăна килĕсенче, хваттерсенче, çавăн пек пурте пĕр савăт-сапа тыткаламалла ытти çĕрсенче те пуринчен ытла астăварах парас пулать. ТХКА 61. Асаттепе иксĕмĕр Ахматулла ятлă тутар патне хăна киле кĕрсе выртнăччĕ эпир Хусанта. Разг. С. Мих. З. Хăна кил яратна эсĕ? Не пустишь ли (меня) на ночлег? N. Хăна килĕ пăлтăрĕнче выртса кансассăн, пӳрт умне апат тума тухнă та, сăмавар лартма хушнă.

хăнт

(хы̆нт, хŏнт), совсем, совершенно. Икково. Атя, атя терĕм, хăнт та сикмест. Завражн. Хăнт хытса кайнă. Совершенно окоченел (мертвец). Шорк. Пысăк каска кустарса пычĕç те ытти каскасем çумне хăнт çыпăçтарса лартрĕç.

хăта

(хы̆да, хŏда), сват. ГФФ. † Ан ан, кĕрӳ, ут çинчен, хăти хирĕç тохмасăр. Не слезай, жених, с коня, пока сват не выйдет встречать. Юрк. Хăта = каччă ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Ib. Хăта = хĕр ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. НАК. Хăта тесе ача ашшĕне те, хĕр ашшĕне те (отца жениха, также и отца невесты) калаççĕ. N. Хăтасене кайнă (вм. хăтасем патне кайнă). Б. Олг. Кĕçĕн кĕрӳ йорлат: сăпаççипă хăтине ырă сăра парнăшăн, сăпаççипă тăхлачине ырă апат-çимĕçшĕн. Ib. Мăн кĕрӳ арăм йорлат: сăпаççипă тăхлачине, сăпаççипă хăтине ырă хĕрне çитĕнтернĕшĕн. Ала 82°. Çитрĕ, тет, туй çĕмĕрлсе хăта килне. Хăта килĕнче туя пăхаççĕ, тет, тем пек, ĕçтереççĕ-çитереççĕ, тет. НАК. Çапла сăра ĕçкелесе ларнă чух икĕ хăта (хĕр ашшĕпе ача ашшĕ) калаçма тапратаççĕ хăйсен ĕçĕ çинчен. N. Ватă хăта. Изамб. Т. Çӳресе пĕтерсен, татах тĕп хăта патне килеççĕ. Ib. Хăтана салам кала. Байгул. † Хăта хĕрĕ сарă хĕр (невеста). N. Вара икĕ хăта пĕрле пасара тухаççĕ те, çураçнă укçасемпе парне илеççĕ. К.-Кушки. Вăтăр çулхи ывăлĕшĕн çуллен хăта яратчĕ. Ау 178. Аппаçăмах Пăраçа хур пулминччĕ хăтара. Синерь. Хай хăçăн çӳрекен старик хăтана ларса килчĕ, тет. Вомбу-к. Хăта тесе акайăн хунешшĕпе тăванĕсене калаççĕ. Изсшб. Т. Хăта, так называют с именем молодых, без имени — старых. Без имени называют лишь близких родных мужа или жены (только мужчин). || Друг, приятель. Т. VII. Эсĕ, хăта, ăçта каятăн капла? А.-п. й. 75. Атя, хăта, пĕрле кайăпăр. Пойдем, друг, вместе. || Адвокат. Начерт. 189. Хăта, сват; адвокат.

хăтăш

родители жениха (а также невесты). Ашшĕ-амăшĕ. Качча кайнă хĕрсем те, кĕрӳшĕсем те, хăтăшсем те, тата ытти хурăнташĕсем те, çывăхрисем те, аякрисем те, пурте Кĕркурие асăнса, унăн килне пуçтарăннă. Изамб. Т. Тĕп хăтăш (родители невесты) патĕнче кĕрӳ илсе килнĕ пыла ĕçеççĕ, çиеççĕ. Ib. Хĕр эреххи ĕçсен-ĕçсен, хăтăшсене (родню жениха) ялтан тухиччен юрласа ăсатаççĕ. Ib. Евчĕ патĕнчен тĕп хăтăш патне каяççĕ.

хăтăлкалан

избавляться. N. Вĕсем суя хутсем тутарса, тата ытти майпа сутран та хăтăлкаланă.

хăшă та полин

(хы̆жы̆ да болин), который. Пшкрт. Хăшĕ, который. А.-п. й. 84. Хăнисем хăшĕ чӳречерен, хăшĕ алăкран ĕппĕн-теппĕн туха-туха тараççĕ, тет. Регули 959. Хăшĕ тăвасшăн, хăшĕ тăвасшăн мар. Ib. 960. Хăшĕ килчĕ, хăшĕ килиман. Ib. 785. Хăшĕ хĕрĕнче ларать кимĕ, çав ман. Ib. 782. Хăшĕ çын ĕнер пире хирĕç полчĕ, çав çын хот исе килчĕ. Альш. Ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Который которому принадлежит, никак нельзя узнать. Хăшĕ-пĕри, иной, некоторый, какой-нибудь, кто либо. N. Хăшĕ-пĕрисем мĕн пурĕ пĕр-икĕ эрне тырă выраççĕ. Ашше-амăшĕ. Кума тĕрĕс те калат çав, тие пуçланă хăнисем хушшинчен хăшĕ-пĕри. Чт. по пчел. № 17. Хăшĕ-пĕри шурналсем кăлараççĕ. Мусир. Йĕри-тавра сар чечек, хăшне-пĕрне татам-ши? N. Çемйисем хăшин-пĕрин ытла та пысăк. Хашĕ-хăшĕ, некоторый, иной. Ск. и пред. чув. 41. Хăшĕ-хăшин укçа, вăрман илме мар, хĕлле çăнăх илме те çук. Регули 1000. Хăшĕ-хăшĕ килчĕç, хăшĕ-хăшĕ килмерĕç. Ib. 658. Çынсам хăшĕ-хăшĕ кайрĕç онта. Оп. ис. ч. II. Хăшĕ-хăшĕ чупсан-чупсан, лашисене ывăнтарса килне кĕрсе тăвараççĕ те, ытти ачасем катаччи чупнине курма урама тухса тăраççĕ. Некоторые из них покатаются, покатаются и потом, когда у них устанут дошади, приедут домой, распрягут их и пойдут (вышедши станут) на улицу посмотреть, как катаются прочие ребята. N. Вĕсенĕн хăшинĕн-хăшинĕн асаплантарса суранлантарнă суранĕсем те палăрсах тăнă.

хăшка

(хы̆шка), тереть, скоблить. N. Унăн мăйне тытса хăшка-ха! Натри-ка ему шею! N. Çавана хăшкаçпа хăшкаççĕ (подтачивают лопаткой). ЧС. Хĕракинче вут чĕртнĕ чух ытти çĕрте чĕртнĕ пек сĕпичкĕпе чĕртмеççĕ, икĕ юман йăвăçне хăшкаса вут кăлараççĕ те, çав вутпа пăтă пĕçереççĕ. Сред. Юм. Пĕр начар пăчкă илсе килнĕ те, йôмана хăшкарĕç, хăшкарĕç, такки татаймарĕç.

курçынкка

корçинккă (корз'иҥккы̆), корзина. Кан. Чăпта, курçынкка, тата ытти çакăн пек ремесла. Якейк. Корçинккă, корзина. Емельк. Курçинккă (-з'икккы̆).

кӳрнеклĕ

видный, пригожий, статный, осанистый. Стюх. Тюрл. Кӳрнеклĕ, видный (о человеке). Бугульм. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ, пире илме юрамасть. СПВВ. МА. Кӳрнеклĕ = платна. СПВВ. † Кӳршĕ хĕре кӳрнеклĕ, килĕнтеш тума юрамаст. СПВВ. ЕС. Кӳрнеклĕ — илемлĕ, килĕшӳлĕ шăмшаклă çын. Ст. Чек. Кӳрнеклĕ (çын, лаша, ытти выльăх) = илемлĕ ларса пĕтнĕ. || В см. наречия. Ст. Чек. Кӳрнеклĕ калаçат. Альш. Питĕ кӳрнеклĕ ташлаççĕ хăшĕ (иные женщины). N. Мĕн пур халĕнчен вăл ӳкерчĕкне тĕрĕс ӳкересшĕн тăрăшать, унăн шухăшĕ тума тытăннă ĕçне епле те пулин кӳрнеклĕ туса пĕтересси çинче.

кăвасак

(кы̆вазак), кисловатый (напр. о вкусе помидора). М. В.Шевле. Кăвасаккăн туйăнчĕ. Сред. Юм. Кăвасак олма. Ib. Ениç-ôлма кăвасак, мăк-çырли кăвасак. СПВВ. МА. Кăвасак улма пулат, тата ытти çимелли япаласем те пулаççĕ. См. вус шывĕ.

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кĕвĕç

(кэ̆вэ̆с'), завидовать, ревновать. Изамб. Т. Икĕ кин пулсан, пĕрне пăятамăш (свекровь) юратсан, тепĕрне юратмасан, юратман кинĕ кĕвĕçет (недовольна). N. Пуринчен ытла апла ĕçекен, кĕвĕçекен çынсем хăтланаççĕ. Мухаммед. Ытти арăмĕсем, кĕвĕçсе, пĕр канашлă пулнă. N. Çак кай-ранхи хăй кӳршинчен кĕвĕçе пуçланă. Турх. Мĕшĕн шухăшла пĕлмесĕр, тивĕçсĕре кĕвĕçетĕн? Ткрл. Матки опăшкинчен кĕвĕçет (ревнует). Сред. Юм. Эпир иккĕн тӳр (дружно) пôрăннинчен кĕвĕçет. Ib. Эпир иксĕмĕр тӳр пôрăннине кôраймасăр, кĕвĕçсе çӳрет вит ôлă. Микушк. † Ялта сарă ачана тус турăм, тăшмансем кĕвеçсе сивĕтрĕç (разлучили по зависти). Баран. Кĕвĕçмесĕр, ăмсанмасăр калаçса ирттереймен. N. Хăвăнтан кайран килнисене кĕвĕçмен (ты). N. Хăвна (с дат!) кĕвĕçекентен шухăшланă шухăшна пытарса тăр. М. Васильев № 3, 25. Кайран-кайран этемрен те пит шуйттан кĕвĕçнĕ. || Сердиться, быть недовольным, ругаться. Кан. Çывăрма канни çук!.. тесе кĕвĕçет. Ib. Пăх-ха... вăхăчĕпе сĕллине те, утине те, улăмне те, пăтратнине те çинех ĕнтĕ ку лаша... а мĕн усси? тесе, кӳршĕ те лашипе кĕвĕçсе çапăçса илчĕ. Ib. Кашни çынтан: килсе çӳренĕ тăкакшăн, тесе, икшер тенкĕ пухма тăрăшса кĕвĕçрĕ. Сам. 75. Ятлаçать хăй, тарăхса, ват лашине кĕвĕçет. Ст. Чек. Кунĕн-çĕрĕн кĕвĕçсе çӳрет (ходит, надувши губы); сăмах калама çук, вăрçма тытăнат. Ib. Кĕвĕçсĕ çӳрет. Ругается ни с того, ни с сего. Хурамал. Хăй ăшĕнче çиленсе, чĕнмесĕр çӳрекен çынна: хăйне хăй кĕвĕçсе çӳрет, теççĕ. Завражн. Окçа кĕвĕçсе çӳрет?

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕр

(к'ӧ̆р, кэ̆р), осень. Завражн. Кĕр мăнтăр. Осень богата. Çутт. 51. Хура кĕр (когда грязно, холодно, темно). Çанталăк сивĕтет. Кан. Çу иртсе, кĕр çитрĕ. П. Патт. 19. Кĕре астуса илнĕ — кĕрте шапа таврашĕ юрламасть. N. Кĕркунне кĕр пит сивĕ килнипе... N. Кĕре кĕретпĕр. Начинается осень. Чем люди живы. Çаккăн кĕре хирĕç (к осени) пăртак укçи пекки пухăнкаланă (накопилось малость деньжонок). Тет. Кăçал кĕр вăрăм пулат. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как хор кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. Кан. Çук, чăххисем кăçал та, ытти кĕрсенчи пекех, лайăх çăмарта туса параççĕ. Регули 1189. Кĕртенпе корман эп она. Я его не видал с осени. N. † Пиçен кутне пăр ларсан, кĕр пулнине пĕлтĕмĕр. Якейк. † Аçаллă-амаллă хор чĕппи кĕре çитет, тавар полать; эпĕр хамăр çанашкал. (Солд. п.). Орау. Кĕр киле пуçларĕ.

кĕрекеç

стольник (почтенное лицо, потчующее гостей). Сред. Юм. Кĕрекеç тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умне пукан çине ларса хуплусĕм касса паракана калаççĕ. Янтик. Кĕреке тесе, ĕçкĕре-мĕнре сумлă (почётное) вырăна калаççĕ. Çав вырăна ватăраххине, сумлăрах çынна лартаççĕ, вара ăна кĕрекеç теççĕ. Ытти çынсем апатланнă чухне стел йĕри-тавра лараççĕ, кĕрекеç вĕсене хирĕç ларать; апат çинĕ чухне вара кĕрекеç хуçи вырăнне пулать (его обязанность — угощать, потчевать других). || Назв. части деревни в Нижних Тимерсянах, б. Симб. у. СТИК. || Назв. дер. Татарк. р. N. Кĕрекеç (к'ӧ̆рэг'эс').

кĕрӳ кĕни

обряд посещения молодыми дома родителей невесты. Пшкрт. ЧС. Пĕр çур çултан е çулталакран кĕрӳ кĕме килеççĕ. Вăсемпе пĕрле хуняшшĕпе хунямăшĕ, тата ытти хурăнташĕсем те килеççĕ. Хĕрпе каччи укçа памасăр тумтирĕсене хывмаççĕ. Хĕрĕ, кĕрӳ кĕме килеччен, нихçан та юрламас. Ун чухне вара ăна юрлаттараççĕ. Юрланăшăн ашшĕпе амăшĕ укçа параççĕ.

кĕскĕ

нагрудная вышивка на женской рубашке. По словам старых чуваш, рисунки узоров изображают солнце, как податели жизни. МПП. Нюш-к. Кĕскĕ = хĕрарăмсен кăкăр çинчи тĕрĕ. Ib. Пилĕк пӳрнеллĕ кĕске (похоже на пять пальцев, по четырем углам кĕскĕ как бы по пяти пальцев). Алдиар. Кĕскĕ — узор на обеих сторонах груди рубахи. Ib. Качча каякан хĕр упăшкин хурăнташне кĕскĕ, тата ытти пир-авăртан тунă парне панă. Янш.-Норв. Кĕскĕллĕ кĕпе (теперь не шьют). См. кĕрчĕлĕ, нирке.

тăхлач

тăхлачă, сваха, сватья. Якейк. Тăхлач называют: 1) замужних родственниц зятя или снохи, 2) замужних женщин из других деревень, которые по возрасту не старше говорящего. N. Тăхлачă, название, с которым обращается родня мужа и жены взаимно к женским членам родства; с этим же именеи обращаются к незнакомым женщинам старше себя, из вежливости. Шихаз. Тăхлач — обращение к женщиие равного возраста или немного старше. Изамб. Т. Тăхлачă — с именем — молодых, без имени — старых; замужних всех без имени, если только не привыкли называть с именем, если она вышла раньше замуж. Без имени называют лишь близких родственников мужа или жены. Сред. Юм. Тăхлачă называют всех женщин, замужних родственниц по женской линии. N. Тăхлачă — мать невесты (хĕр амăшĕ), если ее нет, то ытти пысăк тăвансем. N. Тăхлачă — каччă амăшĕ, если матери нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Вомбу-к. Тăхлач тесе акайăн хунемĕшне тăванĕсем калаççĕ. N. Çак хăтапа тăхлачăн çичĕ хĕл каçнă вăкăри пур, тет. Кĕвĕсем. Тăхлачăçăм Сухви пур, пĕр хĕрне те чараймас. ЧП. Тăхлачăçăм. N. Тахлачăшĕ.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлĕр

дремать. СПВВ. МС. Анчах тĕлĕрсе кайсаттăм, тăратрĕç те (о сладком полусне. Обозначает оттенок сладости. СТИК.) Йӳç. такăнт. 6. Чуп час!.. Тĕлĕрсе çӳреттĕр. N. Тĕлĕрсе карĕ, сидя задремал. Хурамал. Ларнă çĕртех тĕлĕрсе кайнă (çывăрса кайнă). Орау. Эп пăртак тĕлĕрсе илтĕм эсĕ киличчен. Слеп. Ах тĕлĕрсе кайрăм янчах, эс мана тăратрăн. N. Тепĕр кунне Аксенов хăй сакки çине выртнă та, анчах тĕлĕрсе кайнă. Дик. леб 38. Çапла вĕсем пĕтĕм вăрăм çĕре калаçса ирттернĕ, ире хирĕç анчах кăшт тĕлĕрнĕ пек пулса илнĕ. Так они проговорили всю ночь и задремали только перед самым рассветом. Шурăм-п. Ывăнсан ыйхă та килет, пурте çывăраççĕ: пĕр хуçа анчах тĕлĕрсе те каясшăн мар. Полтава 60. Уçă сывлăш тĕлĕрет, ыйха çĕнсе тăраймасть. СПВВ. ИА. Çыврас умĕн тĕлĕрсе выртатăн. Шорк. Тĕлĕрес, немного поспать, подремать. СПВВ. Тĕлĕрет çывăрнă-çывăрман çын. || Думать. Кан. Ун чух ытти ялсем ун çинчен тĕлĕрме те пуçламан. Сред. Юм. Тем шохăша кайнă ĕнтĕ, пит тĕлĕрсе ларать (погрузился в думу), эпир сăмахланине те илтмес. Турх. Пит-куçĕпе салхуланса чавса çинче тĕлĕретчĕ. Тюрл. Тĕлĕрсе тăрать, задумался. || Грезить. || Хмуриться. Юрк. || N. Хуйхăпа чунăм тĕлĕрсех кайрĕ. Турх. Йышĕ (их хозяин) пӳртре тĕлĕрсе: а-ах! тесе хуйхăрать. || Смотреть пристально. Ст. Чек. Тĕлĕрсе пăхать; тилмĕрсе пăхать. || Сред. Юм. Пĕрмай пĕр тĕле пăхса пĕтĕм куç тĕлĕрсе кайрĕ. || О сохр. здор. Вăл чир лашана е ĕнене ерсен, вĕсем салхуланаççĕ, тĕлĕрсе пуçне усса тăракан пулаççĕ. СЧУШ. Тепĕр кунне амăшĕ апат çисен, лахханти çăра шывне ĕнине пама тухнă, курать, ĕни çимине çимест, тĕлĕрсе тăрать.

тĕмлĕн

куститься. ХЛБ. Сĕлле ырашран икĕ хут ытла акас пулать, вăл ытти тырă пек тĕмлĕнсе каймасть.

тĕрр

подр. быстрому полету стаи птиц. Сред. Юм. Тĕрр вĕçсе карĕç (напр., воробьи улетели, если их много). || N. Сурăхсем тĕрр хуйханчĕç. || Сред. Юм. Кăмакана хотнă кĕлте йăслатса выртрĕ выртрĕ те, труках çыххи талса тĕрр кайрĕ. КС. Тĕрр тĕрлет. Улăм тĕрлешсе тивсе карĕ (без тивсе) =улăм тĕрлетсе карĕ = тĕрр тивсе карĕ. || Восклицание, которым загоняют в хлев овец. Шорк. Тĕрр! кĕр карта! Тря! иди в хлев! Тюрл. Тĕр карта, тĕрр! В. Олг. Тĕрр карта! загоняють скот. Сред. Юм. Сорăхсене картана хӳтерсе кӳртнĕ чохне, ытти çĕрте хӳтернĕ чохне те тĕрр! тесе хӳтереççĕ. Сĕт-к. Чапа тĕрр, чапа!.. сорăхсене хăвалаççĕ.

тĕсĕк

встр. в сдожении: татăк-тĕсĕк, всякие обрезки, кусочки, обрывки. Сборн. по мед. Ытти йӳн вак-тĕвексене, татăк-тĕсĕксене пурне те çунтарса ярас пулать.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чей-сахăр

чай и сахар (в собир. см.). Юрк. Çул çинче ĕçме чей-сахăр хунăччĕ, унтан тата ытти вак-тĕвек анчах-чĕ. Кĕвĕсем. † Атте кайрĕ упне чей-сахăрпа сут тума. || СТИК. Чей ĕçнĕ тĕле пулсан: чей-сахăр! тет. Лешсем: кил ĕçме, теççĕ.

чуман

чоман, ленивый (о лошади). Н. Карм. Чуман лаша. Б. Олг. Чоман ут, ай-ай пушă пит çĕклет, чоман. СПВВ. ТМ. Кӳлсен пыман лашана чуман лаша теççĕ. Якейк. Чуман лаша, ленивая лошадь, без кнута на такой лошади нельзя никуда выехать. Ск. и пред. чув. 112. Турткалаймасть, тухатмăш, чуман лаша пек чупать. || Мешкотный, вялый. Пшкрт., Тюрл. N. Чуман = мĕшĕлти. N. Чуман = лӳппер. || Нечто вроде салазок для возки мякины (арпа). Ст. Чек. СПВВ. Чуман – вроде салазок из лубков. Ib. Шăвăç чуманпа илсе кайăп (обнадеживают детей). Шел. 41. Чуман сĕтĕрнĕ пекех çын вилли сĕтĕреççĕ. К. Розанова. Чуман – род саней. Ст. Араслан. Атьăр пирĕнпе туя касси камантипе, ут утланан, сăмсапа сывлан, кутпа тĕртен, хырăмпа шăван. Вати-хĕти туяпа, куçĕ куран, хăлхи илтен уксах-чăлах чуманпа. Paas. 188. Чуман = чуман. || Короб. Ильк. N. Чуман, сплетенный из ивовых прутьев кузов небольших саней, употреблялся для возки навоза, доставки с гумна во двор мякины для скота и пр. (Повидимому, слово чуман восходит к форме чулман, чалман, что у скотоводческих турецких народов, напр. у карачайцев, туркмен, означает овец с молодыми ягнятами). Чеменево Б. Чуман, хăваран авса тунă çуна. Çав çунапа навус, арпа, тата ытти япала та турттараççĕ. Çак çатан вырăнне тата шăвăçран (из белой жести) çапса тăваççĕ. Унпа та çавăн пекех турттараççĕ. Ăна шăвăç чуман теççĕ. Вăл çуна пысăках мар. Унăн хыçĕ çуни пуçĕнчен çӳлĕрех. || СПВВ. ФН. Чуман çине лашасене пăтратсан сапса паракан çăнăха хураççĕ.

чун пăтти

у язычников чуваш назв. кушанья по душе вновь умершего. N. Чун пăттине ак епле пĕçеретчĕç: малтан чашкă çине шыв çине мĕн çăнăхĕ те пулсан ярса лăкатчĕç те, унтан çатма çине хурса вут çинче тытса вĕрететчĕç. Вара çав мимĕре чун пăттипе вилнĕ çынна чăн малтан хыватчĕç. Хывма чашкă çине хывмасчĕç. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕретчĕç те, çав турпас çине хыватчĕç те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахатчĕç. Мимĕрне тăварсăр, çусăр пĕçеретчĕç. Вилĕ йăли. Çуса пĕтерсен чун пăтти пĕçерме тытăнатчĕç арăмсем.

чухрах

посредственный, средний. Собр. Чухрах кинĕм Альтук пур, мĕн чул парне парĕ-ха. Альш. Халĕ хăмăш çук тĕл, варринче кăна чухрах кӳлĕ пек: ытти тĕлте пĕтемпе пуснă хăмăш. Собр. Йыснаçăм чухрах Ваççа пур, пысăк çĕлĕк айĕнчен чух курăнать. Бур. Пире çырнă ачи чухрах пулĕ пуласса. Сред. Юм. Чухрах порнать, живет в среднем. N. Чухрах, среднего роста (о человеке). || Бедновато, бедноватый. N. Чухрахран та чунăм хурланать. || Поменьше. КС. Чухрах пар. Дай поменьше.

чухă

чохă, умеренно, терпимо. Чемурши. Отнă çĕрте чохă. На ходу терпимо (про мороз). Çиç. çиçре кĕм. 65. Пурăн чухă, ыттисем пек. || Бедный, бедно. N. Лариван йышĕнче тĕрлĕрен çынах пур: ялта пупĕ те, тиечукĕ те, вăтамми те, чуххи те, карма çăварĕ те, тата ытти те.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕр-аки

назв. обряда. Юрк. Хĕр-аки; хĕрсем, халер ан пултăр тесе, ял тавра акаласа çаврăннă. Етрух. Ĕлĕкхи чăвашсем хĕр-аки туни. Ĕлĕк выльăх мурĕ те, çын мурĕ те час-часах пулнă, çав муртан хăтăлас тесе, чăвашсем час-часах ял тавра тимĕр карта çавăрас, тенĕ. Вăл тимĕр карта акă епле пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем е авланман ачасем пĕр çĕре пухăнса шут тăвнă, унта пĕр ватă çын пулнă; вăл ватă çын акă çакă сăмахсене каланă: „Ачасем, кӳршĕ яла выльăх мурĕ килнĕ, ĕнесем питĕ вилеççĕ пирĕн, хĕр-аки тăвас пулать“, тенĕ. Вара ачасен ушкăнĕнчен пĕр-иккĕн урпа çăнăхпе кĕрпе, çăв пуçтарма каяççĕ килĕрен. Каçчен пуçтарса хураççĕ, уна пĕр киле пашалу пĕçерме параççĕ. Ытти ушкăнĕсем ака пуç илсе пус тулне тухаççĕ, хĕрĕсем пурте йӳле-пилĕкĕн, хура-пуçăн (= çара-пуçăн), çивĕчĕсене сĕвĕтнĕ (= сӳтнĕ), вара пус тулĕпе ял вĕçĕнчен ака-пуçĕпе ана пуçлаççĕ: аки-пуçне вăтăрăн та пулĕ тытнă, пĕр хĕрĕ ака пуç тытмине тытать. Пуçласан кам тĕлне çитнĕ, çавăн патне кăшăлтатса кĕнĕ те, кил хуçисене саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă, е, ютă çын пулас пулсан, уна тепле анчах вĕлермен; унтан тухса каллех аки-пуçĕ патне пурте кайса, аки-пуçне тăратса тепĕр çын тĕлне çитсен, каллех çавăн пек уна кĕрсе шыраççĕ; тупсан, хĕртеççĕ, вучаххинче кăвар пулсан, шыв сапса çӳнтерсе хăвараççĕ; тупмасан, каллех аки-пуçи патне анма каяççĕ: çапла вара пус тулĕпе анса çавăрнаççĕ, пур киле те кĕре-кĕре хĕртеççĕ; унтан тара-тара нумайĕшĕ пытаннă; вара анса çитерсен, таса уя кайса вут хураççĕ, вутне спичкĕпе е кăвартан тивретмен, уна хăйăпа хăйă сĕрсе вут тивретнĕ те; унта пăттине пĕçереççĕ, пашалуне илсе пыраççĕ те пăттине çăв хурса çиеççĕ. Выльăх мурĕ пирĕн яла ан килсе кĕтĕр ĕнтĕ, ял тавра тимĕр карта çавăртăмăр ĕнтĕ, теççĕ. Вара вут хĕрĕнчен тул çутлаччен таврăнса, харпăр-хăй килне саланса пĕтеççĕ. Çапла чăвашсем ял тавра муртан хăраса тимĕр карта çавăрнă. Çакна тройски иртсен икĕ эрнерен е виçĕ эрнерен тунă. Сред. Юм. Кӳрĕш ялсенче çынсем, выльăхсем пит виле пуçласан, хĕрсем çара-пуçăн, йӳле-пилĕкĕн, алла пушă тытса, ял тавра ака пуçне хăйсем тôртса, хăйсем сôхаласа çавăрнаççĕ; сôхаланă çĕртен кама иртсе кайнине кôрнă, сôхалама пăрахсах хĕнеме каяççĕ, çапла тунине хĕр-аки теççĕ. См. Магн. М. 135.

хмалăх

то же, что хăналăх. ПТТ. Вăл çын мĕн ахăр-самана çитеччен тĕккеленсе пурнат, теççĕ, мĕншĕн тесен вăл çынна ытти вилĕсем: вăл каллах кунта та хналăхра пурăннă пек пурна пуçлĕ. Вара, турă ун пирки пурсăмра хĕстерсе хурĕ тесе, ирĕк ямаççĕ, тет. (Питĕркке шăтăкĕ).

шаймăк

ленивый. Нюш-к. Шаймĕк çын праçникре ĕçлеме пуçлать. (Послов.). Капк. 1929, № З. Вăхăт мар, кахал та... шаймăк. N. Шаймăк = юлхав. Орау. Шаймăк (о мальчике и взрослом). Ib. Шаймăк (так обзывали девочек?). Ib. Ашшĕ: çытарма аку кайтăр, тесен те, çапах, унта ытти ачасампа шаймăка вĕренесшĕн хăех каять. || Насмешник. Орау. Пулать те кам шаймăк ача, пĕр путлĕ сăмахĕ çук, сăмаха ялан лерелле ярса калаçать. Ib. Шаймăк ача тесе çынтан мăшкăласа кулакан, епле те пулсан çынна пĕчĕк сăтăр тăвакан, çынтан вылятса кулакан (любящего насмехаться, трунить, проезжаться) арçын ачана калаççĕ. КС. Шаймăк, шалун. Ib. Мăшкăласа çырать, шаймăк („шельмец“).

шанкăртаттар

понуд. ф. от шанкăртат. СТИК. Пĕрре çак çулпа пĕр улпут шанкăравпа шанкăртаттарса иртсе пырат, тет. НАК. Лешсем вара пӳртсем çуммипе: туя, туя, туя, тесе, шанкăрипеле шанкăртаттарса çӳреççĕ. Баран. 123. Клест тиекен кайăкĕ те, ытти тĕрлĕ кайăксем те харпăр хăй юррине шанкăртаттарса юрласа лараççĕ. || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шанкăртаттарсах уяртса кяйнă.

шерепе

кисть, кисточка (бумажная, шелковая) на поясах, платьях и пр. Зап. ВНО. Шерепе, кисточка из ремня, ниток, бисера и пр. Ib. Ярапа вĕçне тăвакан япалана шерепе теççĕ. Сар шерепи пулать. Хĕрсем çула тĕр пăвнă (тăвнă?) чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? тет. Тепри калать: халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен, тет. Якейк. Шерепе ахаль шăрçаран, ылтăм шăрçаран тăваççĕ. Шерепен пыçăххи çине çакаç те пилĕке çыхаççĕ. Ib. Шерепея хĕрсем пилĕке çыхаççĕ. Пшкрт. Пилĕкçи вĕçне шерепе ереччĕ (иначе: моркко). Зап. ВНО. Шерепе = мурка, мăрка. N. Шерепе бывает и без „шăрçа“. Якейк. Шерепейĕн вĕçĕ ачи ялавсем. Ib. Шерепе тăрри ман пĕтнĕ-ха, çĕнĕрен тумалла. Алик. Шăши тухрĕ, тит те: аки, аки, шерепине мана пар, ху тăра сакайне кĕрсе вырт, терĕ, тет. Шумш. Пирĕн котлăх — котлăх пак, ыр çын арăм шерепи пек. Ст. Чек. Шерепе, мăй çыххи. Чутеево. Шерепе — носят девушки, кисть из бус, прикрепляется к косе. Ильмово. Чупрăм — автăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. В. Тим. Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепе; пухрăм-пухрăм — пĕтмерĕ, çипе тиртĕм — çитмерĕ. N. Чопрăм-антăм çырмана, йохрĕ-тохрĕ шерепи, ытти шăрçи порте пор, ылтăн шăрçи анчах çок. (Хĕр йĕри). Синьял. Чупрăм-антăм çырмана, шерепе шăрçа юхса тухрĕ (бусы на „шерепе“). Алших. Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çич шерепем татăлчĕ. || Сред. Юм. Котлăх шерепи, кисти привешиваемые к шлее. Пазух. 47. Саккăрпала явнă, ай, чĕн кутлăх, унăн шереписем сар ука. Шурăм-п. Тата шаларах пӳлĕм алăкĕсем çине кăвакрах чаршавсем çакнă. Вăл чаршавсенчен кутлăх шерепи пек шерепесем çака-çака янă. || Кисточки у овса, стручок (гороха) и т. под. Собр. Сĕлĕ шерепи тухни. С. Дув. Сĕлĕ те пăри шерепи, тăкăнать-çке шерепи. ЧП. Сĕлĕпе пăри ярапи, тăкăнат-тăр шерепи. Шурăм-п. Шĕшкĕ шерепи вăрăм пулсан, сĕлĕ аван пулать. || УЯ. Тек тăкăнмĕ каç-ирĕн куççулĕн шерепи.

шыв чăххи

назв. птицы, кулик, черныш. Мыслец. Шыв чăххи (scr. чихи), кулик. Альш. Шыв чăххи, водяная курочка. Ib. Шыв чăххи — вăл тĕм-хура; сăмси те, урисем те, пĕтĕмпе хура. Анчах унăн чĕрнисем хушшинче кăвакалсеннĕ пекки карăнса тăраканни çук. Пур та, аранçĕ-кăна: пурнисем çумĕнче кăртлă-кăртлă усăнса тăрат. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес, вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. Вĕçсен те, час вĕçсе каяймас вăл: малтан шыв çумĕнчен темĕнччен лăппăл-лаппăл... Кайсар. Шыв чăххи ури сивĕ тытнине чарат. || Назв. насекомого (ходит быстро поверх воды, делает отрывистые скользящие движення, вроде жука, желтоват). Нюш-к.

шыв-шур

общее назв. воды. Атай, Ходар. Турх. Шăнтакан хĕлле иртрĕ-çке, ăшăпа шыв-шур чĕрĕлет. Баран. 116. Кăвакал та, шывра-шурта пурăнакан ытти кайăксем те çыншăн пит усăллă. || Вообще естественные Водовместилища. КС. N. Пурне те çаксене вăл пĕр çĕрĕпе, вăрманĕпе, шыв-шурĕпе ĕмĕрлĕхе панă. || Распутица, половодье. Изамб. Т. Мункун шыв-шурта килет (в распутицу). Нюш-к. Шыв-шур вăхăтĕнче çул çӳреме ан тух (в половодье). Сред. Юм. Çуркунне шыв-шорта ниçта та тохмастăн, лаша путса ларасран хăруш.

шурă

шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.

шор кон

белый день. Якейк. Эрне кона шор кон теççĕ. Эрнекун порте çӳç касаççĕ. Вăл кон кассан çӳç хоралмасть, теççĕ (не чернеют). Ытти консем касмаççĕ.

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

шăлтăр-шалтăр

подр. сильному, громкому стуку. Сред. Юм. Шăлтăр-шалтăр, стук от деревянных чашек, ложек и т. д. Шорк. Пĕр урапа йывăç чашкă шăлтăр-шалтăр тăкса ячĕ. Утăм. Шăлтăр-шалтăр! кĕмсĕр-кĕмсĕр! сĕтелли тӳнчĕ. || Ск. и. пред. чув. 71. Нарспи икĕ витрипе шăлтăр-шалтăр килет-çке. ГТТ. Шăлтăр-шалтăр (рубка леса). Толст. Çӳлте ман пуç тĕлĕнчех темĕскер шăлтăр-шалтăр-р-р!.. тутарса кайрĕ. Чем люди живы. Алăк хăлăпĕ шăлтăр-шалтăр тунă. || Подр. падению досок. КС. Пӳртӳм хăмисем шăлтăр-шалтăр туса ишĕрĕлсе анчĕçĕ. || Альш. Ытти пекех типшĕм те хыткан кăна питлĕ, çинçе шăлтăр-шалтăр шăм-шаклă çынсемех. Ib. Шăлтăр-шалтăрах калаçмас (не говорит необдумаино).

шăнче

то же, что ăшĕнче. Регули. 1012. Виç çона хыçĕнче (çона умĕнче) тăваттă шăнче выртать. Ib. 1013. Виç çонаран (çона) иртсен тăваттă шăнче (тепринче) выртать. Ib. 827. Пирĕн ялта часах топăн ытти ял шăнче топичен.

шăрçаллăх

бисерность. || Кан. Юрăсенчи илемлĕх элеменчĕсем: сăнлăх, ритмă, шăрçаллăхĕ, тата ытти çинчен те каларĕ.

шкул

школ, школа. ХС. Атти те, асатти те шкул алăкне уçса хупман – çапах пурăннă, вилмен. Кан. Ку шкул ытти шкулсенчен шутласан питĕ начар. Шурăм-п. № 11. Пысăк шкулта вĕренекен вырăссем. СЧЧ. Вăл вилнĕ вăхăтра эпĕ çак Чĕмпĕр школĕнче вĕренеттĕм.

нимĕç

(н'имэ̆с'), немец. Альш. Юрк. Вакун ăшĕнче ытти çын-семпе пĕрле икĕ нимĕç юнашар ларса, калаçса пыраççĕ. N. Во (он) нимĕçе иккĕ вĕлернĕ: пĕрне чиксе, пĕрне персе.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

нумайран

самое большее. Кан. Йăвăçĕпе ытти хатĕрсем (для устройства колодца) нумайран 50-55 тенкĕ тăмалла (должны бы стоить).

пайăр

собственный. Букв. 1904. Епле санăн? Аташмастăн-и вара эсĕ? Ку манăн пайăр хам лаша. КС. Пайăр хамăн, собственный. СПВВ. ПВ. Пайăр — собственность. Ib. Пайăр лашана тытса карĕç. Отняли собственную лошадь. || Действительно, доподлинно. КС. Япали пайăр хăйĕнех мар пулĕ çав: илсе кай эппин, тесех тĕмĕччĕ те. N. Вĕренмен, пĕлсе çитмен çынсем ăна, ытти çырусене те пăтратнă пек, пайăр хăйсем пĕтес çине пăтратаççĕ. N. Ку япала пайăр çавсенче. Коракыш. Катаран курăп — пайăр хура (отчет-ливая чернота), патĕнчен курăп — пĕр хура (другая чернота), хулă тесе, хуçимăп, курăк тесе, татимăп. (Тĕтĕре). Орау. Кам вăрланине эпĕ пайăрах (доподлинно) пĕлсе тăратăп. Чертаг. Пайăр пĕрччĕ. Именно было, действительно было. || Определенно. Орау. Вунвиççĕмĕшĕн ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Не называют определенно название 13-го месяца. Сам. 19. Йĕри-тавра пăхап та, ним те пайăр курăнмасть.

пакарта

(пагарда), то же, что пакарт. Изамб. Т. Ăш-чиккине пакарта теççĕ. Сред. Юм. Çерçи чĕппи ôра айне кĕнĕ те, пакарти тохса ӳкнĕ (выпали внутренности). Ib. Пакарти тохас пик тапаланать. Очень старается что-нибудь поднять («из кожи лезет»). Ib. Пакарти тôхас пик çôхрать (орет благим матом; ребенок лет до 4-х). Чертаг., Якейк. Пакарта чăхă ăшĕнче, особый орган, ясмăк пĕрчи майлă, варринче хăвăл. ЧС. Чӳклеме хурне ытти хурсем пек вакламаççĕ. Унăн пуç-урисене хăй çумнех яраççĕ; пырши-пакартине те хăй ăшнех хураççĕ. Хурамал. Хур пакарти кăвак пулать, сехет пек. Альш. Пĕр кушак кайăкăн икĕ пакарта. (Пăри). Собр. Пĕр шăшийĕн тăхăр пакарта. (Кăмакана çăкăр хывни). Шибач. Чăх пакарти (карман чассы пек). Орау. Чăх пакарти, хур пакарти; тата урăх кйлте пурăнакан вĕçен-кайăксен те пакарта пулать. Якейк. Ку чĕппĕн пакарти тохнă (ăшĕ тохнă). Ib. Сан паян пакарта хĕрнĕ, лайăх калаçан (выпил). Ib. Кон паян пакарти хĕрнĕ полмалла, пит аван калаçать (подвыпил). Ib. Сан пакарта хĕрнĕç, онпа итла лайăх калаçан || В перен. зн. — внутренность предмета, в частности мякоть на конце пальца. Орау. Алса пурнески пакарти (клинышек, напалка). Ib. Алсана пакарта ларттармалла (треугольный клинышек со стороны мякоти пальца).

палă

то же, что паллă, знак. N. Эсĕ ху ырă яту çине пăсăк палă хунă. Чхĕйп. Акă ĕнтĕ чăваш халăхĕ епле тĕттĕм пурăннине ним çине хурса танаштарса виçе пĕлме çук. Шухăшласан — шухăшласан, ак çакăнтан пĕлме пулат: шăтса тухакан вăрлăхран пали лайăх курнат, е тырăран шутласан е ытти тĕрлĕ курăк вăрлăхĕнчен палă пур, е тĕрлĕрен йăвăçран шутласан пĕлме пулат. || Никит. Шур йăтти вур тунă, хура йăттине пал килнĕ. || Знамение. Собр. Пĕлĕт çинче палă пулсан, вăрçă пулат, теççĕ. || Ясно, показательно. В. Олг. Первей пыхсанах палă (сразу видно).

пар хуранĕ

паровой котел. Кан. Пар хуранĕсене те, ытти машшинсене те вырнаçтарса лартса çитернĕ темелле.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

пиçĕ-хăва

назв. какого-то вида тальника. Ст. Чек. Хăваран е ытти йывăçран мĕн те пулин авас пусан, йывăçа кăмакара малтан пĕçереççĕ, кăмакана пăрахса, çунакан кăварсене кăларсан. Унтан вара аваççĕ тин. Çырма тăрăх пĕр йышши хăва пур! ăна кăмакара пĕçермесĕрех авма юрат; вăл хăва пирте шултăра мар, çӳлен каснăран пуль, хуппин тĕсĕ тымарĕ патнерех хĕрлĕрех, çӳлелле симĕс.

пукане

(пуган'э), кукла. Рак. Пĕр пуканен хĕрĕх калпак. (Купăста). N. Пĕчĕкçеççĕ пукане пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста пуçĕ). N. Пукане пек (= илĕмлĕ). СТИК. Пукане пек кăна ĕçке ачи! Крошечный ребенок. Альш. Чӳке туса пĕтерсен, юмăçĕ укçине пукане тутарса, пукани аркисене илемлĕ пусмасемпе тыттарса пĕтерттернĕ, икĕ тенкĕ укçа чĕркесе эмеллеттерсе пăрахтарнă. Çав пуканене пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ ача Егор Васильев тупнă Унпа пĕрле ытти çынсем те пулнă. Вăл пуканене илсе, шăлпа кышласа çуркаласа пĕтернĕ. Укçине Ванеш ятлă çын илнĕ. Çавăнтан кайран нумай та тăмарĕ — Егор чирлерĕ. Халăх хушшинче пурте: Егор чӳк пуканине çуркаланипе чирленĕ, ăна пукане çумĕнчи усалсем аптăратаççĕ, тесе кĕрлетчĕç. Альш. † Ах аттеçĕм-аннеçĕм, пукане пек ачăна укçа пирки çухатрăн. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Пӳрнене пукане турăм-ха. Я (обрезал) палец и обвязал его тряпкой. Торп-к. † И, вупкăн пукане, пуçсăр ача тунăшăн, пуçне çапса çурăтăмч. || Кокетка. СТИК. Пукане — чечен хĕр, каччăсене тиркекен пысăк кăмăллă хĕр (в сказке «Пукане»). || Прозвище мужч. СТИК. Пукане Якку. || Моток. N. Икĕ пукане çип илтĕм.

пулă

полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.

пурăнан пурнăç

жизнь, быт, житьё-бытьё. Баран. 89. Тӳрем çĕрпе çĕр çухрăм, икçĕр çухрăм каятăн — çапах уйрăмĕ çук: ӳсен-тăран йывăç-курăк та, пурăнан пурнăç та, пурте пĕр майлă. ТХКА 56. Пулать çав япала пурнан пурнăçра. N. Пурăнан пурнăçăмра пирĕн салтака парасси анчах мар, тата ытти йывăр ĕçсем те пулаççĕ.

пурте

, порте, (пурдэ, порд'э), все. Шурăм-п. Пурте ун пек шухăшла пуçласан, эпир нумаях малалла каяймăпăр. Ерепенех пăнчăхăпăр, хамăра хамăр пĕтерĕпĕр. N. Çав пĕве патне çитсен, пурте те кĕпесене хывнă-хывман шыва сике патăмăр. Регули 910. Ман ачасам порте конта (порте ман ачасам конта). Кан. Докуменчĕсем пурте пур. N. Унăн çемьинче вунă çын: пурте хĕрарăмсем, арçынни хăй анчах. Чăв. ист. 17. Анчах унăн кĕнекисем пуртепе пĕрех (почти все) çĕтсе пĕтнĕ. Эпир çур. çĕршыв 17. Улмаççи халĕ пирĕн ялта пуринĕн те пекех пур. Альш. Нихçан никамран усал сăмах илтмерĕм, хам никама усал тумарăм. Пуринпе те, шĕкĕр турра, аван тăратăп. Череп. Пурин те пурнисем хăй енелле кукăрăлаççĕ. Чăв. й. пур. 33. Ну ĕнтĕ пурте пулчĕ, атьăр ĕнтĕ киле каяр, тенĕ. N. Кунтан пирĕн каяс вăхăт çитссесĕн, пур тăвансем пурте пухăнĕç. Бес.чув. У... ятлă ялта ыран пасар. Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи — пурте: хăшĕ çăнăхпа, хăшĕ пĕренесемпе-хăмасемпе, хăшĕ тимĕрсемпе, хăшĕ тата ытти таварсемпе, пасара васкаса пыраççĕ. Орау. Манăн шăлсем пурте пур-халĕ. Елаш. Пирĕн ялти пӳртсем пурте пекех улăмпа витнĕ. Курм. Пурте пĕрех. Кĕнекийĕ хоть чăвашла, хоть вырăсла пултăр, вăл пурте пĕрех (одно и то же). Сред. Юм. Хăнасĕм пирн чĕннĕ пикки пôрте пикех килчĕç (почти все пришли).

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

аслăк хаччи

quaedam pars pistrini, какая-то часть мельницы. Ст. Чек. Аслăк хаччине икĕ йываçран тăваççĕ. Пĕрне пĕр пуçĕнчен иййипе катса кăлараççĕ, варринчен, икĕ енчен, икĕ мăйрака пек хăнараççĕ. Майракасем пеккин хушшине тепĕр йываç пуçне кӳртеççĕ. Çапла вара пĕр кĕтеслĕскер тăваççĕ. Хачă йывăçсен ытти юлнă вĕçĕсене вартаса пăриклат шăтăкне лартмалла тăваççĕ. Пăриклат çине лартсан, хачча пĕр хăмапа тӳнсе каясран çапса хураççĕ: хăман пĕр вĕçне хачă çумне, тепĕр вĕçне хӳме çумне çапаççĕ.

асран яр

(jар), oblivisci, забывать. Сред. Юм. Эс ытти ĕçе ĕçле те, тульккĕ (тул’к’к’э̆) хăвăнне те асран ярас пõлмас. Ты занимайся и прочими делами, но только не забывай и своего. Тăв. Ист. 16. Эпĕ хыçал енне таçта çитех шала кайрăм та, мал енне асран ятăм. Я углубился в запад настолько, что забыл о востоке.

аслинчен кĕçĕнни

(асλиын’ζ'эн’ к э̆з’э̆н’н’и), minor maiore; hoc nomine in sacrificiis ii deorum appellantur, quorum propria nomina ignota sunt, меньше старшего; так называют при жертвопринотениях тех из богов, имена которых неизвестны. И. Карм. Унтан юсмансене тытăнаççĕ. 10 юсман уйăрса илеççĕ те, вĕсене вара «турă тавраш» тесе, «аслинчен кĕçĕнни, аслинчен кĕçĕнни», тесе, пур юсман çине те йăва хурса, чӳклесе пĕтереççĕ. Унтан çĕр çине анаççĕ. Тата 10 юсман уйăрса илеççĕ, вĕсене вара «çуртри аслă киремет», тесе, 3 юсманĕ çине çухурса, «аслинчен кĕçĕнни», тесе, чӳклеççĕ. Ытти юсманĕсене те çапла: «аслинчен кĕçенни», тесе, чӳклеççĕ, вĕсенĕн ячĕсем çук... Вара малтан хăш-пĕр пашалăва хурса: «хаяр амăш», тесе, чӳклеççĕ. 22-мĕш юсманне, йăва хурса: «хаяр, çырлах!» тесе, чӳклеççĕ. Тата 4 юсманне: «хаяр таврашĕ, аслинчен кĕçĕнни», тесе, чӳклеççĕ.... Ку чӳксем ĕлĕк чăвашсем кивĕрен (кивэ̆раэн’) куçса килнĕренпех пур, çавăнпа: «çуртри аслă киремет», тесе, чӳклеççĕ. Юсманĕсене мĕне чӳклессин те ячĕсем пулнă та, анчах вĕçене никам та кунта пĕлекен çук, çавăнпа вĕсене «аслинчен кĕçĕнни» тесе чӳклеççĕ. Перевод этих отрывков следующий: «Потом принимаются за юсманы.. Отделяют десять юсманов и приносят их в жертву менее важным божествам, состоящим при главном боге (Мăн турă) и называемым «меньшими, чем главный», кладя на каждый юсман особые колобки (в Якейк. Йăва — колобки, преимущественно испеченные из ячменной муки и имеющие форму или лесного ореха, или крошечной чашечка, или шапочки с полями, или совочка и т. д. Тесто для них месится на скоромном масле или молоке. Едят в большие праздники, особенно на Рождестве). На этом оканчивается жертвоприношение небесным божествам. Потом переходят к земным. Отделяют еще десять юсманов, кладут на три из них масла и совершают жертвоприношение «главной киремети отчизны», а остальные юсманы приносят в жертву тем (киреметям), которые ниже ее по значению. Имен у них нет.... Потом кладут оставленную заранее кашу и оставшуюся лепешку, и совершают моление «Матери Зла». Двадцать второй юсман с колобками приносится (самому Злу), при чем говорят: «Зло, помилуй!» После этого совершается моление четырьмя юсманами младшим духам, состоящим при «Зле».... Эти жертвоприношения существуют изстари, с тех пор, как чуваши переселились сюда со своей родины (по преданию, из Казан. губ.), поэтому они и приносят жертвы «главной киремети отчизны (т. е. прежней родины). Были имена и у тех божеств, которым должно совершать жертвоприношения юсманами, но только (они забыты, и) их никто здесь не знает. По этой причине им и дают при молениях общее название «меньший главного». Из того же селения мне был доставлен список божеств, призываемых при совершении обряда «ĕретлĕ пăт-юсман», в числе которых упоминаются: тĕпри аслă кĕлĕ, çуртри аслинчен кĕçĕнни, икĕ аслинчен кĕçĕнни, виç аслинчен кĕçĕнни, тăватă аслинчен кĕçĕнни, пилĕк аслинчен кĕçĕнни, улт аслинчен кĕçĕнни, çичĕ аслинчен кĕçĕнни, т. е. коренная («тĕпри» я считаю равнозначущим «çуртри», т. е. находящаяся на первоначальной родине; см. выше), главная киреметь, следующая за нею постаршинстру (значению), третья по старшинству, четвертая по старшинству, шестая по старшинству, седьмая по старшинству, восьмая, по старшинству («та, которая меньше семи старших»).

ачамăр

puer noster, puella nostra, наше дитя. Кратк. расск. 12. Ытти тăванĕсем патне пынă та: ах турă! вара ăçта чикем-ши эпĕ пуçăма? Ачамăр çук вĕт, ачамăр çук! тесе, хуйхăрнă.

поç яр

сводить с ума; губить; присудить. N. Окçа поç ярать. N. Пысăк япаласенчен: çынна вĕлерни, ытти пуç ямалли ĕçсене аслă сутра татаççĕ. Ерк. 108. Урхашăн хатĕр хута кĕмĕ ăратти, тата ĕçкĕшĕн пуç яракан ял йытти.

пуçтах

(пус'тах), головорез, буян, озорник, шалун. Шарбаш. Çакă ĕне пит пуçтах, кăрик хăнча та ытти ĕнесенчен валта пурать. Илмен-к. Пуçтах, храбрый, головорез. Сред. Юм. Пуçтах тесе çын пахчине япала вăрлама кĕрекен ачана, ват çынсĕмпе вăрçса çӳрекен çитĕннĕ ачана калаççĕ. Актай. Ашшĕ тӳрĕ, амăшĕ кукăр, ачи-пăчи пуçтах. (Хăмла). Вотлан. Ашшĕ тăрăх, ачи-пăчи пуçтах, амăшĕ лаптак. (Сарăм, кĕлтесем, йĕтем). N. Эсĕ унăн пуçтаххи пирки пуçна çухатăн. N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать, чарусăр ывăл пуçтах пулать. || Отчаянный. Тюрл. СТИК. Ку сурăх (лаша, ĕне, анчăк) питĕ пуçтах, теприсен умĕнчен çимене туртса илет. СПВВ. ФИ. Пуçтах — çисе тăрана пĕлмен, антăхса çӳрекен çын. Пĕр çĕре пырать те — пĕр çăвар çыртать, тепĕр çĕре пырат — тепĕр çăвар çыртать.

путене

(пудэн'э), перепел, перепелка. Менча. Ч. Кĕтӳ хусассăн, кĕтӳре тĕрĕс-тĕкел çӳреме парăсăнччĕ; çăмарта пек чăмăр, путене пек мăнтăр çӳремелле тăвăсăнччĕ. Хурамал. Çуркунне путене малтан авăтнă чух çичче çитеччен авăтсан, тырă ăнат, тет. Чертаг. Путене алтать (о птице). Нюш-к. Путене — тыр çинче: пĕтпĕлтĕк! пĕтпĕлтĕк! тесе авăтать. Путене çăмарта нумай тăвать, пур çăмартинчен те чĕп кăлармасть. Йăвине тырлă ана çине лаша ури вырнăсене (= вырăнĕсене), тата ытти лупашкана тăвать. Путене пĕр тытăнмасра миçе авăтать, пĕр урапаран çавăн чул пăтакка тыр тухать, теççĕ. Эпĕ путене 8-9 ытла авăтнине илтмен. СТИК. Тырра вырса пĕтерсен, кайранхи ана çине пĕрре касса илмелĕх хăвараççĕ, çавна: путене валли, теççĕ. N. Утă çулнă чухне путене чĕпписем час-час çава айне лекеççĕ.

пушши

то же, что пысăкăшĕ. Якейк. Паломми çинă чох, е пĕчĕк коккăль çинă чох, тата ытти япаласене çинă чох, пĕр трук çăвара чиксен: пушшипех (= пусăкăшшипех, пысăкăшшипех) çăвара чикрĕ, теççĕ. Ой-к. Ялĕ çавнашкал пулĕ? — Ялĕ ялах та, виç кĕрпе пăрчăк пушши пур. || Биток (в игре в бабки).

пӳрт-çурт

общее назв. жилых строений. Альш. Икĕ юнашар киллĕн пӳрчĕ — çурчĕсем икĕ енче, хутлăхра ытти пĕчĕкçĕ хуралтăсем. Коракыш. Шалта тăваттă, тулта саккăр. (Пӳрт-çурт). Кан. Пӳрт-çурта таса тытасси хĕрарăмран килет.

пăр

подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Шел. П. 13. Çĕре пăр! салатса ярас пек кĕрĕслетсе тăчĕ туп сасси. Толст. Тимĕр шапи чул çине персе анчĕ, тет те, пăр! саланса кайрĕ, тет. N. Ӳт вĕшĕлтетекен хуртсемпе пулĕ, пăр саланса каякан тăпра пулĕ. || Подр. быстрому повороту и вращению. Бугульм. Пĕчикçĕ лаша, тур лаша, пăрах çавăрăнса тăринччĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик çйç ачана ик аллинчен тытрĕ те, пăр-пăр-пăр çаврать, тепле холли тăпăлса тохмас ачин. || Подр. порханью. См. вăр. Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк пăр-пăр, пăр-пăр вĕçсе иртсе карĕ. Календ. 1911. Вĕçнĕ чух вĕсем пит илемлĕ, пăр-пăр çавăрăнкаласа чуна савăнтарса, сывлăш çинче ишсе çӳренĕ пек çӳреççĕ. АПП. Кăвак кăвакарчăн пăр вĕçрĕ (быстро). || Также о насекомых. Сёт-к. Уяр, уяр! Çомăр полать, полсан пăррр! вĕçсе кай. (Говорят божьей коровке, взяв ее на палец). || Подр. дружному горению. || Подр. проборке, строгому выговору словами (когда выговаривающий слишком горячится). Альш. Лешĕ чăнах та тимес вара (не трогает): Элшелинне пичĕке ураписене те тĕртсе пăхмас; ытти ялсенче вара пăр тустарат (строго пробирает). Ст. Чек. Пăр тусса çӳрет. Он горячится.

пăрат

брат. Юрк. Хăне вăл ытти пăрачĕсем умĕнче ялан асла хума юратнă.

пăсăк

(пы̆зы̆к, пŏзŏк), испорченный, сломанный. А. Турх. Ск. и пред. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. . 19. Пырсан-пырсан макăраççĕ, пăсăк саспа кулянса. || Порча, недостаток, изъян. N. Хуçалăх пăсăкĕ. О сохр. здор. Çавăнпа та чăвашсен куç пăсăкĕ ытти халăхсеннинчен нумай. С. Айб. Çемьере пăсăксăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). Б. Олг. Ман ача пăсăка тохрĕ, йораллă полмарĕ (забраковали при наборе). || Лишний; лишне. N. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн тунă, вăл аван; мĕн калаçнă, вăл пăсăк мар (не лишне). Календ. 1903. Çĕр сахал çĕртен çĕнĕ çĕре кайни пăсăк ĕç мар. . 1906. Пит кирлĕ эмелсене ялпа пĕрлешсе илсен те пăсăк пулмĕччĕ. Чăв. й. пур. 31°. Хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. N. Эпĕ унта кайни пĕртте пăсăк пулмарĕ.

пăхнă çĕрте

в сравнении с... N. Ытти çынсене пăхнă çĕрте вĕрентекенсем шалу пит сахал илнĕ. || Если судить по... Юрк. Ашшĕ-амăшне пăхнă çĕрте вĕсенчен тăван ачи-пăчисем те çавах-тăр (вероятно, такие же).

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕлĕшӳ

(-ж-), знакомство. || Родственник. Альш. Ытти хурăнташ-ăру-пĕлĕшӳ патнелле каяççĕ эрттиллипе.

пĕрĕ

то же, что пĕри. Встреч. в соединении: хăшĕ-пĕрĕ и пр. Альш. Хăшĕ-пĕрĕ каçах килсе выртнă (с вечера приехали и переночевали). Юрк. Ытти хĕрачисем ӳснĕ-пĕрĕ чипер çынсене качча каяççĕ: пĕринчен пĕри аваннине, пĕринчен пĕри илемлине. (Сказка).

пĕр çĕре

в одно место. Б. Яуши. Пур хатĕр те çитсен, ача ытти вăррисене пĕр çĕре каласа ячĕ, тет, хăй пĕр вăррине илсе, ĕлĕк хăй пурăннă пуян хуçа патне илсе карĕ, тет. || Вместе. Ала 88°. Çакă мĕскĕнсен вара пĕр-çĕре тăватă ача пулнă. Изванк. Шăмăсене пĕр çĕре çыхса юман тăрне çакрĕç.

пĕр тăван

родной. N. Çакна илтсессĕн, ытти вĕренекенĕсем икĕ пĕр тăван çине çиленнĕ. Истор. Унăн ашшĕпе пĕр тăван пичĕшĕ (родной брат отца, т. е. дядя).

пĕр тĕрлĕреххи

посредственный, средний. N. Çĕр-улмине кăларса киле кӳртнĕ чух шултрине уйăрса çиме хăвараççĕ, мăйăр пек вĕттине сыснасене е ытти выльăх-чĕрлĕхе çитерме хăвараççĕ; пĕр тĕрлĕххисенчен (чăх çăмарти пеккисенчен) вăрлăха кирлĕ таран уйăрса расна хураççĕ.

акак

(агак), idem esse videtur, quod arab. [араб сăмахĕ] sarda. Повидимому, означает то же, что араб. ’аkik, сердолик (тат. ахаk ср. рус. агат). V. ахах__. Яргун. Атăл хĕрринче акак шăрçи ларĕ. (Палан). На берегу Волги сердоликовые бусы. (Загадка: калина). Вотлан. Атăл хĕрĕнче акак шăрçи ларать. (Палан). Алик. † Акак шăрçи акайччĕ; тытас-çыхас тенĕ чух юххăр-туххăр, мĕш тăвас? Была у меня старшая сестра — сердоликовые бусы; только что хотел я взять их и повязать, как они скатились с нитки и рассыпались. Что мне делать? (Из солдат. песни). Альш. † Ытти шăрçам пурте пур, акак тĕсле шăрçам çук. У меня есть все другие бусы, но нет бус цвета сердолика. КАХ. Çич тинĕс урлă, çичĕ тинĕс утти урлă шур сухаллă, акак пуçлă старик килнĕ, акак йĕппе çĕлет. тфу! Из-за семи морей, из-за семи морских островов пришел старик с белою бородою и сердоликовою головою; он зашивает (рану) сердоликовою иглою. Тьфу! (Из наговора „тимĕр чĕлхи“).

алапаш

(алабаш), fortasse e lingua tat. depromptum est. Neglegens, inscitus atque laevus. Non satis verecunda (de puellis dicitur). Может быть, от тат. „ала баш“. Небрежный, неловкий и не умеющий бережно и осторожно обращаться с вещами. Нескромный (в этом последнем смысле говорится о девушках). Употребл. как о женщинах, так и о мужчинах. Cf. тирпейсĕр. СПВВ. ФИ. Алапаш = шултăра çын: пĕр-пĕр япалана шыранă чухне ытти япаласене ытса ярса çĕмĕрекен çын, „Алапаш“ — человек, который, отыскивая какую-нибудь вещь, небрежно разбрасывает и разбивает (не намеренно) прочие вещи. Ст. Чек. Эх, алапаш! ку чей куркине те ĕнтĕ çĕмĕртĕн! Эх ты, уродина! и этот стакан разбил! Ст. Чек.? Ахтар! ку хĕр пит алапаш! Ах, какая бесстыдница эта девка! (т. е. с неприличными манерами).

алă

sive ал (алы̆, ал), 1) manus, 2) alter pedum priorum. 1) рука человена, 2) передняя лапа животного. N. „Алă çăвас пулĕ, тет.“. Он говорить: „Чай, надо руки вымыть“. N. Хускалтăм та, аллăм та урам та пулчĕ. Я сдвинулся с места, и опять стал владеть и руками и ногами. Тюрл. Алă шырăлса (i. q. шăйăрăлса) карĕ. (Я) натер себе руку. Альш. Аллисене каялла тытса пырать. Идет, держа руки назад. Сред. Юм. Алли токмак пик (i. q. пек). У него руки точно колотушки (большие). Артюш. 374. Икĕ аллине вишшер (i. q. виçшер) пĕрене хĕстерсе амăш; патне таврăнат. Он засунул себе подмышки по три бревна и возрашается к матери. Ст. Чек. Алли ĕçленине çийĕ çĕклĕ. Вăррăн алли илет те (вăрлат та), çийĕ çĕклет (ăна хĕнеççĕ); вăрă çинчен тата аллипе, вăйĕпе мĕн те пусан çĕмĕрнĕ çын çинчен çапла калаççĕ. За то, что сделаешь руками, придется расплатиться горбом. (Послов.). Вор ворует, и за это ему приходится расплачиваться (его бьют); эта пословица приводится тогда, когда говорят о воре или о человеке, который что-набудь разобьет. Заcтупл. 11. Вара икĕ ачине икĕ алла тытнă та çав утма-çулпа кайнă. Потом она взяла обоих детей в обе руки и пошла по тропинке. Хып., 07, 18. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Шaймурз. 391. Алă алла çăват, алă пите çăват. Рука руку моет, руки лицо моют. (Поcлов.). Сред. Юм. Кирак (к’ирак) кăçта пырсан та, (i. q. кирек ăçта пырсассăн та), ик алла пĕр ĕç. Куда ни придешь, везде для двух рук одно дело. (Послов.; т. е. без дела нигде не проживешь, везде надо работать). Собран. Алă тĕкĕнмесен алă çул выртать, теççĕ. Если не тронут руки, пятьдесят лет пролежят. (Послов.; т. е. если обходиться бережно, то вещи хватит надолго). Сунчел. † Аллăмри ал-çыххи аллă хут; „чĕн мерчен-и?“ тесе ыйтаççĕ. У меня на руках запястье в пятьдесят рядов. Меня спрашивают: „Это из настоящих кораллов?“ Собран. З55. † Икĕ алăра икĕ сулă, алă вĕçне шăнăçаймасть. На той и другой руке у меня два браслета, такой величины, что не умещаются на руках. Якей. Аллинче портă тытса тăрать. Держит в руке (в руках) топор. Шорк. Алă тăррĕн (алы̆ т̚ŏррӧн’) çӳрет. Ходит на руках. Сред. Юм. Хõласĕнче õлпõтсĕмпе (õлбõтсэ̆мбэ) майрасĕм алăрак тытăшса çӳреççĕ. В городах господа ходят с барынями под ручку. Б. Ара. Пур патне ал пырать. Если есть что-нибудь, то так и тянет (хочется) попользоваться им. (Послов. о сьестном, о деньгах и пр.). Собран. Ал тименни аллă çул выртнă, теççĕ. Если не трогать руками, то пятьдесят лет пролежит. (Послов.; см. выше). Якей. Ку ача алăран та кайма пĕлмеçт уш (или: ĕнт). Этот ребенок просто с рук не идет, т. е. все просится сидеть на руках. Ib. Ачая алла вĕрентнĕ. Ребенка навадили сидеть на руках. Ib. Вăл ман алла килешшĕн. Он (ребенок) просится ко мне на руки. Ib. Вăл он аллине пымаçть. Он (ребенок) не идет к нему на руки. Ib. Ачая алла ил. Возьми ребенка на руки. Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. Дай, да потом и ходи. (Послов. о неудобстве давать взаймы). Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет ку арăм патне. Вот идет к этой бабе с ревом медведь, поднявши передние лапы. Сред. Юм. Кăш (i. q. хăш) чõхне кõшак пĕчик пӳтексĕне малти õрипе питĕнчен çапать; çавна: „аллипе çõпать“, теççĕ. Иногда кошка бьет маленьких ягнят переднею лапою по мордочкам; тогда говорят, что кошка дает им лапкою пощечины (colaphizat, palma percutit). Якей. Йăтă алă парать. Собака подает лапку. То же и в Ст. Чек. Ст. Чек. Кушак аллипе питне çăват. Кошка умывается лапкой. || Тrans. В перен. см. Сред. Юм. Кин илсе те аллу кансах ан лартăр. Ман пõр õнта — каламасан, кõнĕпе те çыврĕ. Хоть и сноха будет в доме, а все не надейся, что совсем будешь свободна от работы. Вон у меня — если не скажешь, целый день проспит. Изамб. Т. 9. Ывăл ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăран суха-пуç карĕ ĕнтĕ. Сын вырос, теперь уж нет нужды пахать самому. Сред. Юм. Ним туни те çõк õн, пĕр-май ик аллине пĕр çĕре тытса ларать. Ничего не делает, сидит сложа руки (compressis, quod aiunt, manibus sedet). Якей. Она Йăван алли (аλλиы) турĕ. Это Иванова проделка (говоря о чем нибудь предосудительном). Ioannis consilio aut dolis factum est. Панклеи. Онтан ытти ват çынсам та Есрелĕ аллипе (Esreli opera) теминче çĕр çолхи асапран хăтăлчĕç. Потом и остальные старые люди избавились благодаря Эсрелю от вековых страданий. А. Прокоп. † Эпир илес хĕрсене каччă алли тиминччĕ. (i. q. тивминччĕ). О, если бы тех девушек, которых мы возьмем за себя (замуж), не коснулась рука юноши! (т. е. они были невинны; utinam illibata sit earum virginitas). Бугульм.? † Каччă алли тивсессĕн, пирĕн ача аллинче нухайкка. Если она окажется потерявшею девственность, то у нашего парня есть в руках нагайка. А. Сенчук. † Ял ялĕнчи хĕрĕсем каччă аллинче сарăхнă. Девушки других деревень пожелтели в руках юношей, т. е. утратили свою свежесть, расточая ласки юношам. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем каччă курсан ялтăрат, каччă аллине ӳксессĕн сивĕ тытнă пек халтăрат. Девушка из деревни Елховоозерной сияют от радости, когда увидят юношей; когда же оне попадут в руки жениха, то как в лихорадке, трепещут (боясь возмездия за свою потерянную невинность). Синер. Мĕн алла кĕнĕ (= çакланнă, quod fors obtulerat), çавăнпа вата пуçларĕç, тет. Принялись бить чем попало. Кильд. Ш. Алла мĕн кĕнĕ, çавăнпа илсе çапнă ăна; алă айĕнче нимĕн те пулмасассăн сиксе тăрса урипе те пулин тапнă ăна. Бил его чем попало; если ничего не было под руками, то вскакивал и пинал его ногами. Чхĕйп. Чăваш халăхĕ Хусана вырăс патша çĕнтерсе туртса илсе хăй аллине илеччен тутар патша аллинче пурăннă. До завоевания Казани русским царем чуваши находились в подчинении у татарскаго хана („царя-татарина“) (in dicione regis Tatarorum fuerunt). Полт. Малороссия пĕтĕмпех поляксен аллине кайнă. Вся Малороссия подпала под власть поляков (sub imperium dicionemque Polonorum cessit). Чăваш халăхĕ вырăс патши аллине кĕнĕ. Чуваши подчинились русскому царю. Альш. Пирĕн алă çиелте. Мы одолели (в игре в мяч). Vicimus (ab iis dicitur, qui pila ludendo vicerint). Собран. 167, Ст. Чек. Аллăна пĕçерĕ, теççĕ. Руки обожжешь. (Послов.; т. е. заманчиво, но опасно). Сред. Юм. Ал киленеччин (i. q. килениччен) хĕненĕ. Отлупили (избили) как им только хотелось. Череп., Б. Ара. Алли кукăр. Furax est. Занимается мелким воровством. Сред. Юм. Аллине çыпăçать. Fur est. furatur. У него к рукам пристает, т. е. он крадет. Урож. год. † Ал ĕç патне пымарĕ. Не было времени заниматься этим делом. Ст. Чек. Алă пымасан ĕç тăвăнмас вĕт. Если не работать, то ведь дело не сделается само собою. Череп. Алли ĕç патне пымарĕ. Провел всю жизнь праздно. Сред. Юм. Ал айнерех пăрахăр. Ст. Чек. Алă айнерех хур. Положи (-те) поближе, чтобы при надобности можно было скоро достать. Истор. Çавăнпа вĕсем мулĕсене те ала айĕнче тытман, нумайĕшĕ çĕр айне алтса пытарнă. Поэтому они не держали при себе денег, а большею частью зарывали их в землю. Ст. Чек. Алă айĕнчен ачу-пăчуна ан яр. Не оставляй детей без присмотра. Якей. Аллине хыçалалла тытса анчах çӳрет. Слоняется без всякого дела. А. Прокоп. † Эпĕр пиллĕкĕн пĕр тăван, патша алли тиврĕ — уйăрчĕ. Нас пятеро единокровных, но разделила нас царская рука. || Litteras formandi modus singulis hominibus proprius, scriptura. Также обозначает почерк. Ст. Чек. Урăх çын алли пек çырать. Пишет чужим почерком. || Praeterea rei cuiusvis commoditatem significandi causa usurpatur. Также выражает удобство пользования какою-либо вещью. Ст. Чек. Ку лаша мана алă, илес-ха ăна. Эта лошадь для меня подходяща, надо ее купить. || Eodem nom. molarum, quas aптиркка dicimus, pars quaedam appellatur. Также часть обдирки (крупорушки). V. аптиркка.

ама тенкĕ

(-т̚’эҥг’э̆, т̚эҥ’гэ̆), nummus quidam obsoletus, cuius aquilae imago latius expansis alis longe aiiter expressa est, atque in ceteris nummis. Сред. Юм. Ама тенкĕ. Авалхи тенке калаççĕ; õнăн ăмăрт-кайăкĕ ытти укçа çинчи майлă мар. Ама тенкĕ. Так называют старинную монету, на которой орел вычеканен не так, как на прочих монетах (а с широко раскинутыми крыльями). Ст. Чек. Ама тенке çакма çылăх: вăл тамăка кӳртет, тет. Вешать на себя ама тенкĕ грешно: говорят, что из-за нее попадешь в ад. || Nummus argenteus, qui rubellum valet aut partem eius dimidiam aut quartam, cuius aquilae effigies eodem modo, atque supra dixi, expressa est. Рубль, или полтинник, или четвертак, на которых орел вычеканен с широко распростертыми крыльями. Череп.

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

кайран

потом, после, впоследствии, наконец. Яргунк. Кайран Иван çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, лешне карĕ (тот выиграл), тет. Скотолеч. 35. Кайрантарах апат çиме пĕтĕмпех пăрахат. Истор. Литовцсем кайран-кайран (в конце концов) тарăхса çитнĕ те, вĕсене пăхăнми пулнă. Регули 358. Вăл он чох тытнăччĕ она, кайран ячĕ. Ib. 1241. Малтан хĕрĕ килчĕ, он хыççăн евĕчĕсем килчĕç; вăлсенчен кайран каччă килчĕ, каччă хыççăн хăнасам килчĕç. Байгул. Кайраи-кайран ытти чăвашла кĕнекесене те илсе паратчĕ. Н. Карм. Укçа ямалла пулсан, кайран та ярăтăмччĕ. Вишн. 74. Кайран çиелтен пĕр вершук хулăмăш вĕт кăрмăк хурас пулать. || Поздно. СТИК. Хăппăл-хаппăл тумланап та, чупса тухап: вăл ачана туласа та пăрахнă, кайран пулчĕ вара (было уже поздно). Ашшĕ-амăшне. Спанипе Алтати, пит намăсланса, ӳкĕне пуçланă, анчах кайран пулнă. Ал. цв. 11. Халь ĕнтĕ санăн мухтавлăху умĕнче хамăн айăпăмшăн ӳкĕнетĕп те, анчах кайран пулчĕ пуль çав. Б. Янгильд. Йĕрлесен йĕрлесен, эпир: шкула кайран çитĕпĕр тесе, пăрахрăмăр та, вар тăрăх утрăмăр. || Кубня. Кайран-кая юлса пырать. Отстает все больше и больше (спутник). || Буинск. Кайран (после родов) юн кайрĕ, вăйран ячĕ. IЬ. Кайран ытлашши пулмарĕ (кровь), вăйран ямарĕ.

кайăк чури

неясное выраж. N. Тата хура кураксем, тăррисем, ытти кайăк чурисем те çуркунне, хăйсен валли йăва туса, чĕпсем кăларса, ӳстерсе йышланма тăрăшаççĕ.

каласа кăтарт

сказывать, рассказывать. N. Вĕрентекен каласа кăтартнисене чӳрече умĕнче нумайччен итлесе тăтăм. Байг. Тата хĕлле пулсан, çăпата тунă чухне, е юмах, тата ытти япаласем çинчен тек кала-кала кăтартатьчĕ.

калаçса татăл

договориться. Кан. Çутпулăхпа Лакăр çак халăх вăрманне, ытти икĕ ялпа калаçса татăлмасăрах, касма пуçлать. Ib. Яçли уçасси çинчен калаçса татăлтăмăр.

кам

(кам), кто (изредка относится и к животным). N. Ку йывăçа кам кăшланă? Кто грыз это дерево? N. Ман улăма кам çисе янă? Мою солому кто сожрал? N. Вăл сирĕн (санăн) кам пулать? Кто он вам? Вăл унăн кам пулат? Кто он ему? Янтик. Кам илет ăна! Кто его возьмет! Ib. Кам калатăр ăна: халех килет, тесе? Кто может сказать, что он вскоре придет? Ib. Кам шухăшлатăр ăна халех вилет, тесе? Кто может подумать, что он скоро умрет? Капк. Кам-ши çĕр хута? тетĕп. Кто это (идет) ночью? говорю я. Орау. Çта каять-ши ку? — Кам мур (мур’) пĕлет ăна! Кам шуйтань пĕлет ăна! (чорт его знает). Ib. Камсамах хăтланнă-ши кăна капла?! Ай-яй-яй! Пулаççĕ-кам çынна курайман этемсем. Янтик. Кам мур кăшкăрать çанта? Кто это там орет? Регули 962. Кам пĕлекенне пар. Отдай знающему. N. Тинĕс хăйăрне кам суса кăларас, çумăр тумламне кам хисеплесе тухас? N. Пĕр-кун камччĕ вăл сирĕн патăрта? Кто это был у вас намедни? КС. Кама хывнă эсĕ? В кого ты уродился? Кан. Кама (надо: камăнне) шалу чакармалла, кама вăрман памалла, тата çавăн пек ытти ыйтусем те сӳтсе яваççĕ (обсуждают). Юрк. Кам усалĕ вĕсене кунта хирсе (уничтожая) пĕтерсе çӳренĕ-ши? N. Кам килет унта? Кто это идет? — Кам туртать кунта? Кто это тут (здесь) курит? Орау. Паян кама-кама куртăн? — Паян эп нумай çын курман. Кого и кого ты сегодня видел? — Я сегодня видел немногих («мало людей»). N. Кам арки çине вут ӳкет, çав çунат. (Послов.). Изамб. Т. Кама кам пулмасть (почему не помочь другому). Иваново. Кам у пирĕн чӳречене ватни? Кто это разбил наше окно? N. Миколайсам тырă вырма карĕç-и? — Кам пĕлет, те кайнă тем. Пошла ли Николаева семья жать? — Кто знает, может быть, и пошла. Тораево. Амăшĕ каланă (ему): сан ухмах ăсу тăрăх кам хăни пухăнать (какие еще там гости), тенĕ. Сред. Юм. Кам çăви (какой чорт) çохрать çавăнта? (Кам çохăрнине пĕлмесен калаççĕ) N. Эсĕ хисеплемесĕр, ăна кам хисеплемелле тата? КС. Кам чирĕ (кам мурĕ) кăшкăрать унта? Кто это там орет? Ib. Кам чирĕ пуçа кайса чикет унта? Кто (какой шут) туда пойдет? Ст. Шаймурз. † Халиччен шурă хурăн кам каснă? — ывăнтарать сылтăм хулсене; халиччен савнă туспа кам пурăннă? — çыхлантарать иккен чĕлхесене. Артюшк. Кам сирĕн ача тăвать, çавна качча илеп, тет. N. Кам таврашĕ вăл? Он из какой фамилии? Толст. Ку кĕреплене кунта кам ухмахĕ (какой дурак) пăрахнă! N. Эй, атте, кам çав (что ты за человек?), пĕр кĕреçине те пулин лайăхрах пехиллесе памарĕ-ĕçке! (не завещал хорошей лопаты): вăл та пулин хуçăлса кайрĕ. || Частица заключительного удивления или неожиданного заключения, или убеждения: «Оказывается», «ну, и»... (иногда передается и иначе). Орау. Пулать-кам çын та! Бывают же такие люди! Ib. Пирĕн тавар пĕртте каймарĕ-кам (не продался)! Ib. Ну, хытă та утать-кам! Ну, и шагает же! Ib. Çармăс еннех куçрĕ-кам! Ib. Кайрипченех (от киремети, что на задах) тертленеп-кам (мучаюсь). Ib. Каламасть-кам! Как это он не скажет?! (т. е. скажет; пустяки, что не скажет). Сред. Юм. Полат-кам он пик çын та! Ну, и бывают же люди! Орау. Ай-ай! Хырăма та кĕрет-кам: пĕр кӳренке кулача нумай хăвармасп (доедаю). К.-Кушки. † Пирĕн лаша та ухмах-кам: йĕрсĕр çĕре йĕр тăват! Альш. † Аслă çулта такăр-кям: урапа йĕрĕ палăрмаст. Елшел хĕрĕ те сатур-кам, сиксе утни палармаст. Тюрл. Эх, алтанĕ алтать те-кам! Ну и поет же петух-то! Хурамал. † Пĕр лап çырла тĕл пултăм, тĕл пултăм; татап-татап, пĕтмеç-кам, пĕтмеç-кам, киле таврăнас килет-кам, килет-кам! Ск. и пред. 63. Хĕр кăларма кайнă та, хай пуçне пĕтернĕ-ĕç-кам мăнтарăн ачи.

кам килчĕ-вăл

кто попало, кто ни попало. ЧС. Шыв куркине килти хĕрарăм тытса тăрат, ытти куркисене (из упомянутых) кам-килчĕ-вăл тытса тăрать. N. Салтаксем хĕçсемпе-сăнăсемпе халăха кам-килчĕ-ăна вĕлерме тытăннă (начали убивать кого попало).

кантар

понуд. ф. от гл. кан. Альш. Леш, икĕ аслă ачи, ашшĕне пĕрте кантармаççĕ (не дают покоя), аптратаççĕ. N. Çав утмăл ункăран пĕр ункине пире утсене кăкарса кантарма ирĕк памăр-ши? Пшкрт. Çĕре кантарсан, лайăк тырă полат. Ердово. Халь ĕнтĕ Макарпа Ваçили утсене, кантарма тесе, кӳлсе тухмаççĕ пулмалла. || Удовлетвориться; успокоить. БАБ. Манăн ытти тăвансем (братья и сестры) пек атте-анне чунне кантарса, чипер канăçлă ку таранччен ӳссе пурăнмалла пулмарĕ. N. Эсĕ ĕмĕрне те ниçта чунна кантарса пурăнайман... Альш. Выртса ĕçсен, шыв кантарат, тет ăша (утоляет жажду), алăпа ĕçсен, кантармас, тет. (Поверье). N. Ăна (кашу, кĕрпе пăттине) çисен, хырăм, чиперех сарăлса кайса, чĕрене кантарат. Букв. 1904. Кунта епле аван-çке, сулхăн, шывĕ те сивĕ, ăша кантарсах ярать. || Дать свежему мясу несколько отлежаться. Емельк.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

карăн

(кары̆н), вытягиваться, растягиваться; потягиваться. Зап. ВНО. Каран, потянуться. Пшкрт. Асту, эп сана пырса карăнсарак çапса ерĕп-тĕк, таста кайса ӳкĕн! N. † Карта тулли çӳрен ут, карăнса пăхса юлаççĕ. Образцы 84. Карташ чулли лашаçăм, карăна пăха юлать-çке. Альш. † Кашкăр килет карăнса, каç пулнине хĕрĕнсе. Юрк. Кăмака хыçĕсене те карăнса пăхат, çӳлелле те астăват, хыпаласа та пăхат, нимĕн тăва пĕлмес. N. Хыпаланса, унта-кунта тăрса, карăнса пăхкаласа илет те, ниçта курăнмасан: манăн та чăматанăм çук, кам илсе тухнине курмарăр-а? тесе ыйтат хăйпе пĕрле ларса пыракансенчен (других пассажиров). Батыр. † Кайăк хурсем килет карăнса, икĕ çунаттипе сарăлса. К.-Кушки. Темĕскер ман паян ялан карăнас килет. Меня нынче что-то потягота берет. О сохр. здор. Унăк ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать, пит карăнас килет (одолевает потягота). Собр. Çын çинелле йытă карăнсан, хăна килет, теççĕ. Капк. Темиçе хутчен кушакла тутлăн карăнса илсен... Ст. Чек. Çын карăнат, потягивается. Чув. пр. о пог. 178. Асамат (сĕвек) кĕперри çӳлелле карăнсан, уяр пулат. Если радуга протянулась высоко, будет ясно. Ала 108°. † Хорăн тăрăнчи хор хорчкки (так!) хорсăм çине ялт! Кар(ă)нать. || Делаться тугим. КС. Ача ĕмĕртекен арăмăн кăккăри карăнать, сăвакан ĕненĕн çилли карăнат (= тулать). Ст. Чек. Чĕччи карăнман тет-ха (= сĕт тулман). Ib. Кăккăр карăнат (чрезвычайное накопление в груди молока у женщины после родов, при, котором болит грудь). О сохр. здор. Эсир сехетсерен апат çинĕрен, вăл çинĕ апат хырăмра çĕрсе ĕлкĕреймест; çавăнпа хырăм карăнса каять те, вар ырата пуçлать; тата ытти чирсем те ереççĕ. || Околеть. Якейк. Карăнман пуçна! Карăнашшĕ! («сильная ругань»). Ib. Карăнса выртманскер! (ругань). Сред. Юм. Карăнса вилешшĕ! (пит çиленнĕ çынна: ăмма вилмес-ши тессине калаççĕ). Чтобы ему околеть!

Картлă ту

назв: горы. Микушк. Тата ялăн (д. Микушкел, б. Микушкинской вол. Бугурусл. у.) хĕвелтухăçпе çĕр енче Картлă ту пур. Ку ту тăрăнчен 12 ял курăнать. Чăвашсем çав ту çинче ĕлĕк Кĕçтин-Караçпа Емелкка-Пукач ытти çынсене пăхса пурăннă, тет. Ту çумĕнче картлашкасем пур («ступеньки, которые образовались от промывания дождем за несколько лет»). Çав картлашкасем Кĕçтин-Караçăн лашине çил (так!) ту çине сиктернĕрен çапла пулнă, тет. Унта ун укçи пулнă, тет, çав кашни çул çимĕк эрнин юн каç шур çулăмпа çунать, тет.

каçса кай

зайтись (от плача, от боли, от смеха). Хурамал. Ача сак çинчен çĕре ӳксен: ача каçса кайрĕ, теççĕ (хытă макăрнине калаççĕ). Шарбаш. Каçса кайса ĕсĕрет (заходится, при кашле). КС. Чавса пĕрене çумне перĕнчĕ те каçсах карăм. Юрк. Вăл çапла каланине ытти хăнисем илтсен, тусеймесĕр каçса кайса кула пуçлаççĕ. N. Ачасем пурте кулса каçса каяççĕ. N. Ача вĕсене каçса кайса итленĕ. СЧЧ. Мирон пичче: вăл (тот) чӳкленинчен ун хыçĕнче каçса кайса кулса тăратăп, тет.. || Кан. Ĕçкĕшĕн каçсах каять... Ĕçкĕшĕн (ради выпивки) пуçне пама хатĕр. N. Ытла каçса кайсах савăнни эпĕ? Çутт. 112. Авă пĕр чăххи çăмарта тунă та: кăт-кăт-кăтик! тесе, йăвинчен вĕçсе анать. Ун майĕпе, автанĕ те каçса кайсах (= во всю) кăтиклет. Ib. 144. Пыл тесен, эпĕ каçсах каятăп. N. Хăшĕ çын япалишĕн каçса каяççĕ, çын укçипе пуйма юратаççĕ. N. Халĕ тупăк ăшне кĕрсе выртас пулсан, вĕсем савăнса ӳкĕччĕç, хĕпĕртесе каçса кайĕччĕç.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

ку

ко (ку, ко), этот. Моркар. Ах, салтак тос, мĕн ко сан?! Чăв. й. пур, 21. Ытти арăмсене каланă: ку тырра (этот хлеб) кăсем епле выраççĕ-ши? Тогаево. Эй сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет. СТИК. Ку купăса эсĕ мĕшĕн хĕлĕх хуман? Почему ты не натянул струн на эту скрипку? Ib. Ку çын пуласла мар. Из него не выйдет порядочного человека. Альш. Ку икĕ сăмах пĕрех килеймеççĕ, сăмахпа сăмахăн уйрăмĕ пур. Ст. Чек. Ку сăмаха ниçта хума та çук. Нимĕне те килмес ку сăмах (не употребляется). Самар. Кам ку? тесе ыйтат. Регули 331. Вăл тарçă; ку арман; ку çăнăх; ку манăн. Ib. 78. Ку кĕпере тăвас. Орау. Ку мĕн (показывая кулак?) Ответ может быть: — «Чăмăр». Çак мĕн? (показывая кулак и спрашивая, что в нем зажато). Сред. Юм. Ко тавара эсĕ таçта çӳресен те контан йӳне (дешевле этого) илейместĕн. Эльбарус. Анчах ĕсенкĕсен ывăлĕ, охмах пиркипе, çта пынă онта, çынсене хăй антрипе тĕлĕнтерсе çӳренĕ. Изамб. Т. Ма вĕрет (лает) ку? тетпĕр. Бюрганский. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ: ку вилсессĕн, эпĕ хам упăшкамма (так!), Иакова (так!), курăп-ши? || В качестве указ. частицы. К.-Кушки. Ку кам килет? Кто это идет? Ib. Ку мĕн çунат? Чте это горит? Ib. Ку шывне, витрене (чӳлмеке) тултарса лартăр. Воду-то налейте в ведро (в горшок). Альш. Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ ку. Изамб. Т. Ах турă! ку çумăр пулманни! Пĕтĕм тырă типсе кайрĕ. Ib. Ку ăна çав арăмне хĕненишĕн турă тавăрчĕ. N. Чиперех урампа пыраттăмччĕ ку, кĕç таçта трупасампа кăçкăрта пуçларĕç. Иду я по улице, и слышу — трубят.

кулă

колă, кул, смех; насмешник; посмешище; добыча. N. Спектаккăль вăхăтĕнче пурте кулăпа антăхнă. N. Кулă мар, ачасем, чăннипех каласа парăр-ха. Я говорю это серьезно; пожалуйста, объясните мне, в чем дело. ТХКА 7. Кулă мар вĕт вăл, ачасене амантнă пулсан, тет анне. Ала 31. † Атти улĕ виççĕччĕ, виç ул кулли эп пултăм. (Солд. п.). Юрк. Чăваш ячĕ ытти çынсемшĕн кулă пула пуçланă. Ib. † Пилĕкри пиçиххи, кăвак пиçиххи, Чул-хулана çитсессĕн, сутăç кулли пулат пулĕ. Янорс. Кушака кул, шăшие йĕр, теççĕ ваттисем. N. Корак-чакак колли полчĕ. Çĕнтерчĕ 16 Ib. Санăн куллу тăвас çук! N. † Ай, хăтаçăм (ятне кала)! Ан мухтансам хĕрĕпе, каччă кулли пулайĕ. Б. Хирлепы. † Кашкăр кулли ан тăвăр (в добычу волку не отдавайте). АПП. † Кĕске сăхман тăхăнас мар, усламçăсем кулли пулса çӳрес мар. Орау. Атте-анне пур çинчен çын куллиех пулмăп-ха. N. Хурт-кăпшанкă кулли пулать. ЙФН. Хĕр кĕлетки пек кĕлеткемччĕ, салтак шенел кулли пулчĕ (досталась на посмеяние солдатской шинели). Собр. Кулă пите çыпăçать, теççĕ. (Послов.). Шибач. † Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, мыри (= мăйрĕ) полчĕ шоп-шорă, хĕрсем колли вăл полчĕ. НС. Эпĕ, алăк патне пĕре пăхсан, хăраса каятăп, тепре пăхатăп та, кулла та чармалла мар. Чураль-к. † Умлуççи лартрăм, сат турăм, умли пулчĕ шап-шурă, татимарăм — каç пулчĕ, ачасем кулли вăл пулчĕ. Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, татимарăм — каç пулчĕ, сар хĕрсем кулли вăл пулчĕ. N. Каçхи ĕç — ир кулли, теççĕ. (Послов.) Сиктер. Калмаксем, чăваш хĕрне вăрласа, Атăлпа пынă чух, шăп (как раз) Атăл варрине çитсен, хĕрĕ: калмăк кулли пуличчен, Атăл кулли пулаяс! тесе, йĕрсе пĕтерчĕ, тет те Атăла сике пачĕ, тет. Шел. З9. Ку тĕслĕ те пулĕ-мĕн тĕнче кулли пурăнăç! N. Ял-йыш кулли ан пул. || Трхбл. Кулă! Смешно!

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

курăн

(куры̆н), видеться, показываться, появляться; казаться. N. Инкек куçа курăнса килмес, тесе, ахаль каламан ваттисем. Чхейп. Хĕвел курăнмасăр тăнă вырăнта та вăрлăх ӳксен: е тырă, е урах ытти тĕрлĕ шăтакан япала (растение), çавах шăтса тухат. Орау. Унăн куçне курăнмасăр çуреттĕм. Я старался не показываться ему на глаза. N. Йытă курăнми анса каять (пошла на дно). Городище. Виççĕ мана пиллĕк пек (только так!) курăнчĕ (или: туйăнчĕ). Тройка (отметка) показалась мне пятеркой. Ск. и пред. 18. Тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. Ib. ЗЗ. Пырса курăнтăр анчах (пусть только покажется), пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха! Синерь. Вара пачăшкă курăнмичченех кайнă. Янорс. Атте мана каларĕ: çав тĕме çинчен Шупашкар курнать, терĕ. Ib. Вара эпир тĕме çине улăхса çитсен, Шупашкар курăнса карĕ. Ib. Унтан вара пĕр вăрман курнах карĕ. Юрк. Каччине хăне куçа-куçăн курăнса калама (невесте) мел килсен... Кумарка. Тата аслă шывсем пĕчĕк шывсем юхса кĕнипе тулса каяççĕ те, пĕр енчен пăхсан, тепĕр енчи те курăнайми пулаççĕ. Альш. Инçе çула хĕр кайсан, килни-кайни курăнмас (не видно чтобы она приезжала?). Дик. леб. 35. Тинĕс вĕçĕ-хĕрри курăнми сарăлса выртать. Истор. Çынсем, пĕренесем, чулсем, пăхса курăнми çӳле ыткăнса кайса, каялла пере-пере аннă (при взрыве). Альш. Курăнми-курăни кайсассăн, ик аллăна сĕлт те, савăнса юл [когда мы (я) почти исчезнем (-ну) из глаз]. Регули 1247. Инчерен шорăн (белым) корăнчĕ; утăн (лошадью) корнать; чĕреллĕ (заботливым) корнать. Ib. 331. Çав вырăнтан корнаканччĕ. Ib. З29. Хола пирĕн патран корнакан (т. е. его видно). Ib. ЗЗ2. Çав пӳрте çĕмĕрсен, корнакан полĕ. Орау. Асăрхаман та, пĕр чӳречерен çутă курнах карĕ (показался свет). Якейк. Эп чукун çолпа пынă чох йăвăç хошшисампа хăй çутисам корна-корна пычĕç. || Иметь вид. N. Уçăмсем кăçал мĕнле курăнаççĕ? || Чувствовать, замечать. N. Хĕр ăна каланă: эсĕ мана хăвăн кăмăлна килнĕ пек курăнатăн-и? тенĕ.

курмах

по примеру; глядя на... Юрк. Ытти çынсене курмах, хулисенче, ялĕсенче (в своих городах...) хĕлĕ-çăвĕ (и зиму и лете) пурăна пуçланă. Ib. Пĕр чăваш, ытти çынсене курмах, пахча çимĕçĕ ĕрчетнĕ. СПВВ. Вĕсене курмах хам йĕрсе ятăм.

ӳнер

(ӳн'эр), искусство: ремесло, промысел (перс.) И. С. Степ. Ӳнер. N. Ку пурнăçра лайăх усă кӳрекен тимĕр çула, парпа çӳрекен кимме... çын пурнăçне лайăхлантаракан ытти ӳнерсене те кĕсем кăларнă. Шел. II, 33. Тĕрлĕ-тĕрлĕ ӳнерсем часах хăват илĕçĕ, тĕрлĕ-мĕрлĕ майсемпе пурлăх тума пĕлĕçĕ.

ăмăрт

(ŏмŏрт, ы̆мы̆рт), опередить, перегнать, перещеголять Пшкрт. Ăмăрт (ы̆мы̆рт), опередить. Чув. календ. 1911. Аэропланçăсем, пĕр-пĕринчен ăмăртса, сĕрен чух ут кустарнă пек, вĕççе çӳресе пăхнă. Пилоты попробовали полетать, стараясь перегнать один другого, как на скачках в праздник «сĕрен». Шурăм-п. № 25. Ваçли Кĕркурийĕ ăмăртсах çирĕ, тет. Григорий Васильев, говорят, ел, стараясь перегнать других. Яргуньк. Пĕринчен-пĕри ăмăртса тапăртатса тăраççĕ. (Жеребцы) топочут один пуще другого, как бы стараясь перещеголять друг друга. Зап. ВНО. Ăмăртса тыр выраççĕ, чопаççĕ, ташлаççĕ, йорлаççĕ. Жнут (бегают, пляшут, поют) на перебой, стараясь превзойти один другого. СПВВ. ТМ. Ăмăртмалла — пĕр-пĕринчен иртермелле ĕçленине: ăмăртмалла ĕçлеççĕ, теççĕ. В. Олг. Ăмăртса (ŏмŏртса) çиет (с'иэт). Ест наперегонки. Хорачка. Иккĕн ― пĕри хытă чопат та, вала илет; тепĕри холлен каят та, кая йолат ― ăмăртимест (ŏмŏрδиымэст). Истор. Дмитрий Иванович та ытти княçсем те аслă княçа кĕресшĕн пурте, пĕр-пĕринчен ăмăртса, Ордана кайнă. И Дмитрий Иванович, и другие князья, чтобы получить титул великого князя наперерыв спешили в орду. Янтик. Çаранта икĕ çын ăмăртмалла ут çулаççĕ. На лугах два человека косят сено, стараясь опередить друг друга. Беседы на м. г. Ялсенче, хуласенче çăвăн пек иртсе пыракансене темиçе килтен тухса хăйсем патне ăмăртмалла чĕнеççĕ. В деревнях и в городах таких прохожих приглашают каждый к себе наперерыв, выходя из своих домов. Сир. Ăссăр мухтанчăк çын вăхăта ăмăртса калаçать. Н. Шинкус. Пурте лашисене кӳлеççĕ те, пĕр-пĕринчен ăмăртмалла кустарса таврăнаççĕ. Все запрягают лошадей и, стараясь опередить друг друга, возвращаются домой. Стар. Яха-к. Ывăтсанах (одежду), часрах харпăр хăй тумтиррисене, ăмăртмалла чупса кайса, илеççĕ те, тумтиррисене силлекелесе, тăхăнса, килĕсене каяççĕ. Как только кинут (одежду), все бегут к ней, стараясь опередить друг друга, стряхивают ее, надевают и идут домой. Юрк. Пĕринчен-пĕри, ăмăртмалла ĕçленĕ. Работали, стараясь опередить один другого. Альш. Ăмăртмах. || Шарбаш. Ăмăртать, занимает чужое место.

ăн ил

приобрести понимание. Юрк. Пĕр ăн илсен (= смекнув), аллисем хăнăхсан, ытти кĕввисене те çапма (на барабане) пултара пуçлат.

ăнлă-майлă

с толком, с пользою? Хыпар № 4, 1906. Çак вĕренес ĕçе малтан тĕплĕ тусан, ытти малалли хресчен ĕçĕсем ăнлă-майлă тухĕ-ччĕç.

ăнтар

наладить. КС. Ăнтар = ăнкарт. N. Пыл хурчĕсене усрассипе ăнтарасси çинчен. О том, как держать пчел и наладить (пчеловодное хозяйство). Ходите во свете. Ытти халăхсем çĕр ĕçне те тӳрлетсе ăнтарса пыраççĕ. У других народов хорошо идет и земледелие. Аттик. Выльăх-чĕрĕлĕхсене ăнтарса пыр. Умножай скот. (Из моленья). N. Ашшĕ пиллĕхĕ ачи-пăчи пурăнăçне ăнтарать. Благословение отца помогает жизни детей. Орау. Ăслă çын асĕнчен, майлă çын майĕнчен ― ăнтарса пар, çырлах турă! Помоги, боже, умом и сноровкой умного человека. Сир. 248. Унтан вара Товия çулне ăнтарнăшăн турра тав туса... килне кайма тухнă.

ăна кура

зато, поэтому; глядя на то. Юрк. Кунăн вырăнĕ (усадьба) аван пек, кĕтесре. Ăна кура улăштарнă пӳрчĕ ишĕлсе аннă, пурăнма хал çук. Усадьба этого, кажется, удобна, в углу, зато изба, которую он выменял, развалилась — невозможно жить. IЬ. Ĕне выльăх çимене юратат та, ăна кура хăй çинине ик-виç хут тавăрса пырат. Хотя корова любит корм, но зато съеденный корм она возвращает вдвойне и втройне (молоком). IЬ. (Он был ленив в работе), ăна кура вăл ытти тĕле: пасара кайма, сутта кайма е тата армана-мĕне тырăсем авăртма кайма хавастарах пулнă (но зато он охотно ездил куда-нибудь в другое место: на базар, продавать хлеб, или на мельницу, молоть). IЬ. Ăна кура (= зато) патши пахасăр пулнă. Зато их царь был жаден.

ăраç

(ы̆рас'), разве. Альш. Пăру ăраç çынна çиет? тесе калать, тет. || Разве только. БАБ. Эпĕ ун чухне хай çамрăк пулнă та, çав юмăçсем мана чĕртесшĕн мĕн-мĕн тунине астумастăп. Çырсан та, ăраç халĕ аннесем çав юмăçсем епле вĕрни çинчен калаçаççĕ, çавсем каланисенчен астукаласа çырсан анчах. В то время я был маленьким и поэтому не помню, какими способами хотели вылечить меня знахари (юмăçсем). И теперь родители говорят о наговорах (которыми пользовались знахари), ― разве написать по памяти с их слов? СТИК. Ăраç çавăнта кайнă пусанкăна; урăх çĕре ăçта кайтăр! Только туда мог он пойти, а в другое место ― не думаю. Сред. Юм. Пирĕн патра килмен ĕнтĕ ȏ, ăраç кӳрĕше-мĕне, ытти çĕре, кайнă поль [разве (может быть) ушел к соседям или в другое место].

ăшăхлан

мелеть. Беседа чув. 13. Атăл, тата ытти çырма шывĕсем те, ку çулсенче ăшăхлана пуçларĕç. Волга и другие речки начали на этих годах мелеть. Юрк. Тарăн çырма та ăшăхланчĕ. И глубокая речка обмелела.

ĕçĕм-çийĕм

кушанья и напитки (пища и питье). Жит. св. Апрель. Унăн ĕçĕм-çийĕмми çăкăрпа шыв анчах пулнă. Хыпар № 43, 1906. Ĕçĕм-çийĕм вĕсен хатĕр, вĕсем ытти чунсен вăйне, сывлăхне ĕçсе-çисе пурăнаççĕ.

ĕçкĕ

(-кэ̆, -к'э̆), выпивка; пир, пирушка; пьянство; напиток. Чăв. й. пур. 33°. Вăл хăй те Иванĕ пекех пит ĕçке юратнă, кулленех ӳсĕр пулнă. Çав Прухха вăсене хăйсем ĕçкипе хăйсене куллен ӳсĕр тунă. Он и сам, как и Иван, любил выпивку, и каждый день был пьян. Тот, Прохор, каждый день их спаивал на их же счет. N. Ĕçкĕ пуçтарчĕç, тет; ĕçкĕ пуçтарсассăн, каллех çав хĕр сăра ĕçме чĕнчĕ, тет. Юрк. Чăвашсенĕн ĕçкисем: сăра, кăвас (йӳçĕ), пыллă сăра, эрех. Вĕсене ытти çынсем пекех хатĕрлеççĕ. Font. 1. † Ах аттеçĕм, атте! ăшлă-туллă алсăна ĕçкӳ пиркӳ (= пирки) çухатрăн. Ч.С. Вĕсем хăшĕ-хăшĕ: ĕçкĕ вăл, маншăн тесен, вилнĕ атте-анне чĕрĕлсе тăнипе пурĕ-пĕр. Ĕçкĕре такçан курман хурăнташна куратăн, çу пек çемçе чĕлхӳпе, пыл пек тутлă сăмахна калаççа пĕтерейместĕн, теççĕ. Некоторые из них говорят: «Пирушка для меня так же дорога, как если бы у меня воскресли родители. На пирушке встречаешься с родственниками, которых давным-давно не видал, и не можешь с ними наговориться». . Ĕçкĕ хатрисене хатĕрлесе çитерсессĕн, пухура пурте пĕрле канаш тунă каç ĕçке лараççĕ. Ĕçкĕ бывает ятлă и бывает ятсăр, д. б. если ĕçкĕ назначена в известный праздник, то бывает ятлă. НТЧ. Пирĕн ялта чăвашсем хĕллехи ĕçке яланах çăварни эрнинче ĕçеççĕ. Малтанхи кун вĕсем хăна-вĕрлепе ĕçеççĕ, иккĕмĕш кунĕнче хăйсен ял-йышĕпе ĕçеççĕ. В нашей деревне зимнюю пирушку справляют на маслянице. В первый день пируют с гостями (приезжими), на второй день со своими однодеревенцами. Орау. Ĕçкĕ-ыйтаççĕ. Просят угостить водкой (о многих; напр., общество от кого-нибудь требует за что-нибудь). См. Магн. 231.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

яланхи

(jаланhи), постоянный, всегдашний. N. Малтан эрнекаç яланхи пек (как всегда) ытти вилнĕ çынсене хываççĕ — кĕрхи сăра умĕн. Сл. Кузьм. 79. Пирĕн патшалăхра яланхи çар тăрать.

ямăт

(jамы̆т), готовый. См. янтă. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çиелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.П. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. Х. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). IЬ. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çȏрчĕйĕрĕ, ытти япаласем те ȏна йȏлсан: ямăт йȏлнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерти, то это не будет «ямăт». IЬ. Ямăта-çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççе, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе-çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышăнать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

Яппар

(jаппар), личн. яз. имя мужч. Иревли. || N. Яппар — арăш-пирĕш çын, ни унталла, ни кунталла шухăшлат, калаçа-кула пĕлмест, çын ăçта, вăл та унта шухăшлат; каласан, çиленет; тĕллĕ-ĕретлĕ çиленме пĕлмест. Пирĕн авал çавăн пек арăш-пирĕш çын Яппар пулнă. Çавăн ячĕпе арăш-пирĕш çынсене пурне те калаççĕ. Эй, Яппар! теççĕ ăна. Яппарĕ вăл арăш-пирĕш пулнă; хĕрĕсене качча панă чухне хирсем парса пĕтернĕ. Хирĕ пит пысăк пулнă. Пирĕн яла çавăнпа хир пит сахал пулнă; ытти ялсене тивнĕ.

ярса ил

хватать, хвататься за..., захватывать, охватить, обхватить; ухватиться за что. К.-Кушки. Ирхине тăрат та, çăкăр ярса илет. Как встанет, так и за кусок. Юрк. Вучĕ кĕлет çинчен, улăмпа витнĕ хуралтăсем тăрăх, ытти хуралтăсене те яра-яра илет (захватывает одну за другой и прочие постройки). Чăв. й. пур. 33. Çавсем калаççа тăнă чух, пĕри штав эреххе ярса илнĕ те (схватил), тухса кайнă. Ау 8. Эсĕ вара ăна нăхтупа мăйĕнчен ярса ил те (захвати за шею), ан яр. Сир. Ярса ил (унтан). Б. Яныши. Çеркей çаваран ярса илчĕ те (схватился за косу), аллине касрĕ-пăрахрĕ. М. Шигаево. Кашкăр пытеке (= путеке) çиленнĕ те, пытеке ярса илнĕ те, вăрмана ятса кайнă. || Об огне. Ч.С. Вут чĕлхи (заклинание от пожара) пĕлекен çын виçĕ хут çаврăнсан (кругом пожара): тивнĕ килĕсенчен урăх килле ярса илмĕ, çак пилĕк килĕ анчах çунса пĕтĕ, терĕ. Истор. Çав вăхăтрах Успенский собора та вут ярса илнĕ. N. Ачан кĕпине çулăм ярса илнĕ. М. Ăнтавăш. Асту, кĕпӳне вут ан ярса илтĕр (как бы не загорелась). Ядр. Мана вут ярса илчĕ. N. Ăна йĕри-таврашĕпех вут ярса илтĕр. || Прохватить (о холоде). О сохр. здор. 96. Тула тумтир тăхăнмасăр тухсан, сивĕ ăна часах ярса илет. || «Продернуть» (мимоходом). Орау. Старик паян Хĕлипе те ярса илчĕ. Старик сегодня заговорил и о Филиппе, и пробрал его (заочно). || Захватывать (богатство). Орау. Таçтан та ярса илĕ-ччĕ; тĕнчипех çавăрса илсен те, тăранас çук (о жадном). Зацепить. Букв. 20, 1908. Кушак Хураçкана сăмсинчен ячĕ-илчĕ.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ерсе пĕт

пристать ко всем, ко многим. О сохр. здор. Унтан (от него) ытти çынсене те ерсе пĕтет (пристает ко всем, болезнь).

Еш-Тĕп

назв. местности в лесу. Альш. Сĕве хĕрринерех лап çĕр пур карташ вырăнĕ чухлĕ. Унта çĕмĕртсем, ытти çӳлĕ йывăçсем ӳсеççĕ пĕр çиччĕ-саккăр. «Еш-Тĕп» теççĕ вăл вырăна. Г. Т. Тимоф. Унтан Елшел çывăхĕнче вăрманта «Еш-Тĕп» тиекен вырăн пур.

йывăçăн

в виде дерева. Хыпар № 6, 1906. Ытти вуллисем те пĕр-пĕринпе яваланнă пирки пĕр йывăçăннах çыпсăнса ларнă.

йинке

то же, что инке. Альш. Йинке — тете арăмĕ, аттепе пĕр тăванăн арăмĕ, ытти пур хамăр ратнери манран аслисем; кукка арăмĕ. Аттепе пĕр тăванăн арăмне, асаттепе пĕр тăванăн арăмне, ассаннепе пĕр тăванăн арăмне, кукаçейпе е кукамайпа пĕр тăванăн арăмне те аслă йинке е пысăк йинке, теççĕ. IЬ. Йинке — пăяхам арăмĕ. Сред. Юм. Йинке — жена старшего брата мужа. Чăв. й. пур. 29. Çав Павăлăн хăнчен пĕр йинкĕш юлнă, вăл, тет, ăслă карчăк пулнă. К.-Кушки. Йинке тесе, упăшкинчен аслă, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ. (Жена брата мужа, который старше мужа). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн арăмне (куккăшин арăмне) калаççĕ, куккăш хăйĕнчен аслă пулсан. IЬ. Йинке тесе, кукашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по матери). IЬ. Йинке тесе, аслашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по отце). IЬ. Йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне, вăл (арăмĕ) хăйĕнчен кĕçĕн пулсан та, калаççĕ, анчах упăшки тăванĕ хăйĕнчен аслă пулмалла (жена брата мужа, если даже она и моложе говорящей, но если брат мужа старше мужа). Юрк. † Эпир туя каймасан, йинке илсе килмесен, курмассерен куçран сур, пĕр иккĕ-виççĕ кутран тап. К.-Кушки. Йинке тесе, хăйĕнчен аслă, хăйпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата, который старше говорящего). Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн арăмне калаççĕ (жена старшего брата отца). . Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан калаççĕ (жена двоюродного брата по матери, который старше говорящего). . Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан, калаççĕ (жена двоюродного брата по отце, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, кӳрши е хирĕççин арăмне калаççĕ, вăл хăйĕнчен аслăрах пулсан (жена соседа или живущего напротив по другому порядку той же улицы, если та старше говорящего) IЬ. Йинке тесе, ялти хĕр-арăма (кирек кама та) унпа калаçна чухне, ăна сума-суса калаççĕ (хĕр-арăмĕ аслăрах пулсан). Назв. всякой женщины в селе, из уважения, если она старше (обращающегося к ней). . Йинке, тесе кирек хăш хĕр-арăма та, кирек ăçта пулсан та, унтан мĕн-те-пулсан ытмалла пулсан, калаççĕ; вăл хĕр-арăм хăйĕнчен аслăрах пулсан (обращаются ко всякой женщине, где бы то ни было, если она кажется старше обращающегося). || Молодая женщина (как по-русски тетка, тетенька). Юрк. † Чипер йинкесем хыççăн çӳре-çӳре (ухаживая) пĕр кĕсье сарă ылттăна пĕтертĕм.

юпа уйăхĕ

назв. месяца, в новом понимании ― октябрь. Янгильд. Йопа уйăх ― октябрь. Ст. Чек. Юпа уйăхĕ, октябрь. N. «Поминки справляются главным образом в октябре, в полнолуние, но случается иногда на масляницу и на пасху». Макка 190°. Унтан вара, юпа уйăхĕ çитсессĕн, юпа тăваççĕ; юпана каçхине тăваççĕ. Кĕçĕр юпа, тесессĕн, ирхине юпа касма каяççĕ; юпа касма кайнă чухне, пĕр чăхă, çурă штух эрех исе каяççĕ; унта лашапа 3 каяççĕ; ăна вара исе килсен, пӳрте исе кĕреççе те, тӳшек çине выртараççĕ те, сăхман витеççĕ. Начерт. 93. Йопа-ойăх, ноябрь, месяц поминок. Шумерля. Юпа уйăх, ноябрь. N. Кĕр-кунне, юпа уйăхĕнче, вара çĕнĕ вилене, пумилкке туса, пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ, ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ; хăне ăрасна асăнмаççĕ вара урăх, ытти вилнĕ çынсемпе пĕрле асăнаççĕ. Юпа уйăхĕ — октябрь; ун хыççăн чӳк уйăх пулат.

лапсăркка

лохматый, мохнатый, косматый; с пушистой листьвой или хвоей. ЧП. Пирĕн йытсем лапсăркка. Сред. Юм. Пит лапсăркка çăмлă сôрăхăн çăмĕ нăмай тôхать. Ib. Пирĕн пĕр сôрăх пит лапсăркка (с длинной шерстью). Çĕнтерчĕ 11. Лапсăркка калпаклă пуçне кантăкран (в окно) чиксе пӳртелле (в избу) пăхать. Виçĕ пус. 25. Çак курăксем, хăйсен лапсăркка, вăрăм тымарĕсемпе пĕтĕм пусса хупласа илсе, ытти курăксене тăнчах (совсем) пĕтереççĕ. Изамб. Т. Çула лапсăркка пуçлă çăка пит илемлĕ. N. Вăл пысăк, лапсăркка пулнă. Юрк. Лапсăркка çилкелĕ, с косматой гривой. О сохр. здор. 116. Пирĕн унта ĕçченĕ чухне лапсăркка, вăрăм, сарлака аркăлă-çанăлă тумтир тăхăнма кирлĕ мар. Ал. цв. 9. Темиçе тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ: пĕринчен-пĕри илемлĕ, лапсăркка, тутлă шăршăллă. Ст. Чек. Лапсăркка – нумай çулçăлă йывăç. || Неряшливый, плохо одетый; растрёпа. Орау. Ку карчăк пĕр лапсăркка кинĕпе тек мухтанса çӳрет (хвалится своей неряшливой снохой). Ст. Чек. Лапсăркка çӳрет. Ходит растрёпанный. N. Вăл чирлĕ, лапсăрккаскер, çын тăрăх (по людям) сĕтĕрĕнсе çӳрет. Сред. Юм. Пĕр лапсăркка матка (баба) иртсе кайрĕ хăй пирн пӳрт пуçĕнчен (не праворная). || Поврежденный (напр. о дереве). Янза-к. (Цив. р.).

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларса пыр

ехать. Кан. Пирĕнпе „çамрăк хуçа“ Ванюш ана кăтартма ларса пычĕ. Шурăм-п. Çĕрле пулсассăн, çӳлте ларса пыма сивĕрех пулчĕ. Юрк. Ларса пыма авантан, ирĕкрен харкам хăй вырăнĕнче ăйăхласа ларса пыраççĕ. Ib. Жандарма чĕнсе илсе, ытти вакунсене те пăхса тухаççĕ, чуматана вăрласа кайнă çын ытти вакунсенче ларса пымаст-ши, тесе. N. Атте, эпĕ те ларса пырап (поеду с тобою)! N. Атте хире каят, эпĕ те унпа пĕрле ларса каяс, тетĕп. || Кунта яланах тырă ларса пырат. Здесь всегда урожай.

лария

ларь. Якейк. Ларияя çăнăх, ыраш, хош чохне ытти япаласам та хораççĕ. Мочеи. Лария — ларь, куда сыплется мука (на мельнице). См. лар, ларя.

лепсĕр

подр. ослаблению. Вил-йăли. Вилсе çынна есрелĕ çавапа ĕнси шăммисене, ытти шăма сыпăкĕсене касать те, çын вара лепсĕрех кайса вилет.

лăп-лап

(лы̆п-лап), подр. неодинаковым и нечастым ударам (напр. цепами), небрежной походке и т. п. Е. Орлова. Лăп-лап, лăп-лап тутараççĕ, иккĕн-виççĕн анчах çапаççĕ полмалла. Собр. Лăп-лап хур ури, чăнкăр-чанкăр чăх ури. (Кĕсле калани). М. Яник. Лăп-лап уткаласа çӳрет. Ходит развалистой походкой. || Кое-где. Шорк. Олăмне паярки-паяркипе лăп-лап (кое-где) пăрахкаласа çӳренĕ. || Кое-как. Орау. Унăн пурнăçĕ лăп-лап çитсе анчах пырать (кое-как живет). Изамб. Т. Урине лăп-лап сырнă (неаккуратно). Ib. Урине лăп-лап пусса çӳрет. Чертаг. Лăп-лап хôрса тиянă (слабо наклал, неплотно). Якейк. Лăп(лы̆п)-лап çыхнă. Связано слабко, неплотно. || Назола. Айдар. (Марп. р.) Арăмĕ: тинех лăп-лап пĕтрĕ-ха, терĕ, тет. Его жена сказала: „Наконец-то мы избавились от назолы“. || Болезнь, сор. М. Яник. Лăп-лап, 1) сор, 2) всякая болезнь, 3) подражание. Сред. Юм. Лăп-лап, сор. || Назв. духов. Аттик. Пичче ĕçнĕ шыв юлашкине, таткаланă çăкăрсене, анне çул тăваткĕлне кайса тăкрĕ... Çул тăваткĕлне ăна лăп-лап вырăнĕ теççĕ. Çавăнпа лăп-лап пăрахнине çавăнта кайса тăкаççĕ. Ib. Лăп-лап (головная боль, приключилась от хождения по вилĕ турпассисем). Ib. Анне: апла пулсан, сана лăп-лап çапăнман-ши? Матюк апая пăрахтарса пăхас-и тен?.. Михаля! Матук аппуна кайса чĕнсе кил-ха, лăп-лап пăрахтарса пăхар, терĕ... Чĕнсе килсен, анне ăна: çак ачана, лаша хăвалама кайсан, тем лăп-лап çапăннă тем чир, пăрахса пăхан-ши? терĕ.. Матюк аппа лăп-лап пăрахнипе чĕрĕлмерĕ вара çав пичче. Шурăм-п. Санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет. Эсир нумай пулат пулĕ ăна паманни, вăл сире çиленнĕ, ку лаша хыççăн ытти выльăхсене те пăсать вăл, тет. Часрах парас пулать, вара каçарĕ (простит). N. Лăп-лап çапăннă. Поразила нечистая сила (души людей, умерших неестественной смертью). Сред. Юм. Çын чирлесен; арçӳри пикки çыпăçнă поль, тессине: лăп-лап çыпăçнă пôль, теççĕ.

лăштăр

(лы̆шты̆р), подр. отряхиванию. Нижир. † Килчĕ кĕчĕ сар лаша; лăштăр-лăштăр! силленчĕ, шапшар мулне тăкайчĕ. Ай тантăшсем, тăвансем! çав мула тухса пухăр та, çав мулпа ман пуçа çăлăр-юлăр! (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Лăштăр-лăштăр! силлерĕ (звук при стряхивании одеяла, полога). СКАЗЗ 50. Хайхи (он) çĕре (до подножия горы анса çитрĕ те, лăштăр-лăштăр силленч те, каллех çын пулч. || Подр. слабости. N. Çапла ĕнтĕ лăштăрах усăннă аллăрсене (опустившиеся руки), вăйсăрланнă чăркуççийĕрсене хытарăр. || Подр. прекращению боли. М. В. Васильев. Кăвакала пусса парсан, кон варĕ лăштăрах каять (боль прекращается). Сред. Юм. Шор маçпа çыхсан, çăпан ыратни лăштăрах пôлчĕ. N. Лăштăррр! кайрăм. Сразу ослабел. || Кан. Лăштăрах анса ларчĕ монах ытти çĕрпе тăп-танах.

лĕмсĕр

(лэ̆мзэ̆р) подр. сотрясению косматого предмета. Торай-к. Лĕмсĕр-лĕмсĕр упа ташлĕ. (Милкепе кăмака шăлни). Юрк. Такмак каланă вăхăтра ытти кĕрнӳкерĕсем пĕр вырăнта пĕр вĕçрен лĕмсĕр-лемсĕр ташласа тăраççĕ. || Косматый, лохматый, растрепанный. Чураль-к. Пĕр картана лĕмсĕр упа кĕрĕ те, пĕр карта сурăха хăваласа кăларĕ. (Мĕлке). См. МКП 123.

мамалле

то же, что мамале. Чуратч. Ц. Çав хăва кутне пĕчик кĕпе-йĕмсем туса пăрахаççĕ, тата укçа мамаллесем, ытти нумай япаласем те пăрахаççĕ.

машлат

(первое „а“ губв.), пыхтеть, сопеть. Орау. Чем люди живы. Çакскер (он) машлаткаласа кĕрĕкне хывнă та, сак çине ларнă. Никит. Ытти выльăхсемпе аран тусан çинче машлатса çӳреççĕ (в засуху). Шурăм-п. Ахаль те машлатса сывлани таçтанах илтĕнет.

мекĕлче

(мэгэ̆л’ζ’э), назв. растения, метлика. Байглыч. и др. Виçĕ пус. 25. Шурутпа армути хыçĕнчен, малтан мекĕлчепе ытти çинçе туналлă курăксем ӳсме пуçлаççĕ. См. мечĕлте, мачăлтă.

мешехе

(мэжэhэ), обрядность. Альш. Туйăн мешехи нумай. Ib. Чӳкĕн мешехине пĕлме кирлĕ. Ib. Кусенĕн туй мешехи çаплатăр! Ib. Вăл япала — „тутар мешехи“: кусем нихçан та, çул çинче тĕл пулсан-тусан, хирĕç пырана хăй лашине парса çул памаççĕ. Тайба. Т. Эпир туя кайман-и, туй мешехи курман-и? Ана. Навус хăвачĕ те, унăн ытти мешехисем те выльăх-чĕрлĕх айне саракан япаласенчен те нумай килет.

мыми

повидимому, пред. сл. с афф. З-го л. Янтик. Кантри вăррине типĕтсе тӳсен, ăна аласан, ала айне тухаканнине мыми теççĕ. Мыми тесе, ытти çимĕç таврашне те, аван, вĕтĕ, çемçе пулсан, калаççĕ. Çăнăх мыми теççĕ. Срв. лат. flos farinae.

Мунча

монча (мунζ’а, мон’џ̌а), баня. Альш. Мунча ăшши тутлă пултăр! (Приветствие моющемуся в бане). Ib. Пирĕн паян мунча пит тутлăччĕ (приятна), кĕме пит çăмăлччĕ. Трхбл. Мунча пулнă (баня истопилась); мунча кĕрес (мыться н бане). N. Йăмра мунчи пит тутлă, ăвăс мунчи пит тутлă, çăка мунчи тата авантарах та, пит сахал. Юман мунчи йӳçĕ пулат. Яргунък. Лутра вырăс мунча ăсти. (Арлан). Тайба-Т. † Мунча, мунча мул килет, урам тулли туй килет. Альш. Вăл чăвашсемпех ĕçетчĕ-çийетчĕ, мунчине кĕретчĕ. Чăвашсем 32. Мунча пулсан вара (когда истопится бани), пурте çав пумилккери çынсем мунча кайса кĕреççĕ. Ib. 29. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри каях юлат те: вилнĕ çынна мумча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине (по полку) çапат. N. Мунча кĕрсе килнĕ çĕре (к приходу из бани) сăмавар ларттарас. Ильмово. Унтан вара вăсем килĕсене таврăнаççĕ те, çутăличчен (до рассвета) мунча хутса яраççĕ (затопляют). БАБ. Мана мунча хутса парăр. Истопите для меня баню. Ib. Мунча кĕрсе тухсан (после бани). Ст. Ганьк. Чирлĕ çынна мунча çинчен (после бани) апат пăртак çитереççĕ. Сред. Юм. Мунчари чôл тутлă! („Гов. тому, кто говорит, что это не вкусно, нужно то-то“). Ib. Мунча питлĕх — шор мунчан чôлĕ çине хôплакан питлĕх. Тогаево. Пӳртне кĕтĕм те, порте мончаран тохнă та, чей ĕçсе лараççĕ. Никит. Урапа иртсе кайнă хыçĕнчен (за проехавшей телегой) мунчаран тухакан тĕтĕм пек тусан (пыль), юлат (в засуху). N. Мунча питĕ вĕри пулчĕ, ăшши нумай пулчĕ (очень жарко); ялĕпе кĕрсен те, çитмелле. Юрк. Атте, мĕшĕн пирĕн пӳрт пуринчен те начар, мунча пек анчах? КС. Мунча çунса тухрĕ (истопилась). Караполов. Про хороших музыкантов говорят, что они научились играть в бане. N. Эпĕ мунча вĕрине юрăтмастăп (я не люблю жаркой бани). || Ст. Чек. Ача тек акăшсем патне каясшăн йĕрет,— мунча кӳртсе илтĕм-ха (т. е. выпорола, „задала баню“) паян! Ib. Е (долгое э), мунча кӳртрĕмĕр-и! (Ачасем хĕнесе илнĕ ачана çапла виртлеççĕ). Бхтр. Упăшки çавна илтрĕ, тет те, арăмне лайăх мунча кӳртрĕ, тет (отлупцовал). || N. Çĕр-мунча, баня-землянка. См. мулча, молча.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

мăшкăлтăк шыв

мăшкăлтăк шывĕ, помои (напр., от мытья посуды). Орау. Чертаг. Мăшкăлтăк шыв, помои. М. В. Шевле. † Мăшкăлтăк шыв, тесе, посма айне ан тăкăр; хора патак, тесе, хоран айне ан хорăр. Йӳç. такăнт. 38. Курман эпĕ санăн мăшкăлтăк шыв сăруна. Орау. Сан мăшкăлтăк шывне çийиччен, выçă пурăнам лучч(ă), апат пулать-и вăл? О сохр. здор. Мăшкăлтăк шывĕсене, çӳп-çапсене тăкса хăвараççĕ. Ib. Тĕрлĕ тислĕк, мăшкăлтак шывĕ, пур ытти япаласем те кӳлле юхса анаççĕ. Сред. Юм. Мăшкăлтăк шывĕ (питсĕм, алсĕм çунă шыва калаççĕ). N. Мăшкăлтăк шу чресси. КС. Мăшкăлтăк шыв, помои. Шибач. Мăшкăлтăк шу. Кармалы. Мăшкăлтăк шывĕ. Пшкрт. Мăшкăлтăк шу. См. мăшкăлтăш.

мĕкĕр

(мэ̆гэ̆р, мӧ̆гӧ̆р), мычать, реветь, рычать. КС. Ĕне, вăкăр мĕкĕрет (ревет, а макăрать, мычит). Вомбу-к. Мăкăр мĕкĕрет; ĕне мĕкĕрет. Изамб. Т. Вăкăр мĕкĕрет. Букв. 1886. Ĕнесем мĕкĕретчĕç, çамрăк путексем макăратьчĕç. Изамб. Т. Кĕлечĕ те пĕчĕккĕ мар, икĕ кĕтессине арăслан кăкарсан, вĕсем мĕкĕрни илтĕнмест. N. Упа йĕртен тухман, вăл унта хăрушă сасăпа мĕкĕрсе çӳренĕ. Н. Лебеж. Упи мĕкĕрĕ, çăмĕ тăкăнĕ. (Çăнăх авăртни). Ст. Чек. Мĕкĕрсе йĕрет. Ib. Ан мĕкĕр, теççĕ сасăпа йĕрекен ачана. Шурăм-п. Ытти тăванĕсем эрех ĕçсе мĕкĕрсе çеç çӳреççĕ. Ст. Чек. Вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă. Баран. 87. Çил мĕкĕрсе улать, калăн: чунлă, тесе.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

юра

(jура), нравиться; угодить. Бур. † Ку юрăсене юрла пĕлмесен, ку тăвансене епле юрам-ши? Если я не сумею спеть этих песен, то как я угожу моим родным? Регули 702. Она йорамалла çын топас çок конта. Не найти здесь человека, который мог бы угодить ему. Ib. 514. Ним туса та йорамасть: мĕскер туса йораттарам-ши эп она? Сред. Юм. Упа кôтне çу çĕрсен те, йораман, тет. (Так говорят, если человеку ничем не угодишь). || Годиться, быть возможным, быть позволенным. Регули 863. Ку йорать, ытти йорамасть. Это годится, другие не годятся. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе. На один раз ладно. Перев. Апусемпеле пичӳсене те пĕлеттĕм, вĕсем те калама та юрамастчĕç (были безусловно хорошие). Юрк. Ку чашки (чашка) юрамалла пысăк пулнă, куран. N. † Тухтăр мĕшĕн ан илтĕр, виçене юрасассан? (Солд. п.) || Очень часто ставится безлично, в см. «можно, позволительно, ладно, хорошо» и т. п. Регули 551. Онăн онта полма йорамасть. Ему нельзя быть там. Ягудар. Маншăн посан, Çипире уччиттĕле кайма йорать. По моему мнению, поступить в Сибирь в учителя - стоит. Истор. Мĕн тусан, юрĕ-ши? Как было бы хорошо сделать? Орау. Çапла тусан, юри? (= юрĕ-и). Хорошо ли будет (ладно ли будет), если сделать так? N. Юрĕ. Я готов исполнить твое приказание, твое желание и т. п. Трхбл. Çавăнта пăтара çакăнса тăракан ал-шăллие илсе кил-ха! — Юрĕ. Принеси-ка полотенце, висящее там на гвозде! — Ладно (хорошо). N. Эсĕ мана пĕр пилĕк сум укçа кивçен парсан, юрать-чĕ.

юрăхлă

(jуры̆хлы̆), годный. Юрк. Ытти çынсенĕн ачисем ăна пăхнă çĕрте (в сравнении с ним) суха сухалама анчах юрăхлă пулнă (были годны). Ib. Хулара пилĕк-ултă çул вĕренткелесе, ăна, ачасене вĕрентме юрăхлă туса (сделав годным в учителя), яла вырăна яраççĕ. Ib. Ку тĕнчере турă пиртен, тутарсенчен, пуçне хăйне юрăхлă таса ырă çынсем тупман. || Порядочный, хороший. Чăв. й. пур. 30°. Нихăçан та çын пек юрăхлă апат çимен. || Зажиточно? Хыпар № 47, 1906. Вăл школасенче те юрăхлăрах пурăнакан хура халăх ачисем пит сайра хутра анчах вĕренкелеççĕ.

юшкăн

(jушкы̆н), тина, ил, нанос. Ст. Чек. Юшкăн, тина. ХЛБ. Шурлăх юшкăнĕ. N. Çырма тĕпĕнчи юшкăн. Тюрл. Йошкăн — тина. N. Пĕр çур-кунне-кăна (только весною) сарăлса кайса. Якур çаранĕ çине юшкăн ларткаласа хăварать те, вăл та ытлашши нумай мар. N. Ытти çынсенне те ку шыв (вода) çаранĕсене нумай пăснă. Хăшинне юшкăн лартса хупланă, хăшинне çыран ишĕлсе нумай пĕтернĕ. Орау. Пĕвене юшкăн тулнă. Ib. Кăçал çарансам çине юшкăн çунипе çавасам час мăкалаççĕ. Зап. ВНО. † Ылттăн улма - ыватрăм, юшкăн айне путартăм. Календ. 1904. Юшкăн-хăйăр лартса (вследствие наноса), темĕн чухлĕ çĕр сая каять. Сунчел. † Анатра пĕве пĕвеççĕ, пĕви çине юшкăн çăваççке (= çăватçке). Календ. 1903. Шывă кайсан, шывран кăларсанах, часрах çăварĕнчи, сăмса шăтăкĕнчи, хăлха шăтăкĕнчи юшкăна тасатса, ӳпне вырттарас пулать. Хурамал. Пĕве тĕпне юшкăн тулнă (тина). Ильм. † Çӳле ту çине хăпартăм, кĕленче çăмарта кустартăм; юшкăн айне пулмин-ччĕ; çичĕ ют килне кайсассăн, пуçăм шыва каймин-ччĕ. (Плач невесты). Сюндюк. Юшкăн çапса (сапса) кайнă. На лугах осталась тина. Тюрл. Пĕвене пĕтĕмпе юшкăн лартса кайнă (занесло наносом). Изамб. Т. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат; ул вара юшкăн айне кĕрçе юлат. N. † Çеçен хир варринче çавра кӳл, çаврăнать-çаврăнать те, юхаймасть; те тĕпне юшкăн çунăран, те ментен.

йăралан

копошиться, возиться; еле переваливаться (о походке). Сред. Юм. Тем йăраланать паян кунĕпе; кăлт ĕçе те ку таранччин пĕтермен. Ib. Ĕç тума тапăнсан, йăраланса аптрать вара («не скоро делает работу»). Толст. Вăл, йăраланса, ытти хуртсемпе пĕрле вĕллене кĕрсе кайрĕ (она). Упа 624°. Хайхи йăраланса чупса та каят. N. Çĕр çинче çĕрĕн-кусан йăраланса çӳре пуçланă. Тюрл. Йăраланса çӳрет («патрак, толстый, широкий низенький, ни малалла каймас; ноги коротки, вперед ходу нет»). Ib. Чох йăраланса çӳрет, питĕ самăр. Ст. Чек. Йăраланаймас = хăне хăй çĕклеймес. Еле-еле ходит (человек или животное, напр., от болезни либо от худобы). Орау. Кăпшанкă тавраш, вăл йăраланса çӳрекен-ччĕ, ку вĕлерес пек (чертовски быстро) чупать. Хыпар № 30, 1906. Чăркуççи çине ларса, полицейский кантурне çитичченех йăраланса пыма хушать. Ст. Чек. Начар лаша йăраланаймасăр çӳрет.

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

йăшши

то же, что йышши, йишши. Ч. С. Пĕр ййшши (одни) выльăх пусаççĕ, пĕр йăшши (другие) ашне пĕçереççĕ, тепĕр йăшши (третьи) ытти япаласем хатĕрлеççĕ.

йĕмпĕлтĕх

слизняк, моллюск. Этем йăхĕ еп. пуç, кай. 28. Çак первейхи орканисăмсем чи начаррисем: йĕмпĕлчĕксем, тутăхнă е кăмпаланнă майлисем, микропсем, пактерисем е тата ытти çавăн пеккисем пулнă пулмалла. Ib. 64. Унччен вĕсем ухутапа пураннă, пулăсем тытса, тинĕс хĕррине йĕмпĕлчĕксем (надо: йĕмпĕлчĕксене çисе пураннă).

йĕпе-курăк

назв. раст. Альш. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем (прочие).

валюк

вальок (вал’ук, вал’ок, вал’õк), валёк. Сред. Юм. Вальôк тесе, тарантасăн пар лаша кӳлме тунă патака калаççĕ. См. ăрман. М. Тупт. Вальок — поперечины крыла. || Часть плуга. Череп. Тăманаран пысăк валюка çаклатаççĕ, çав пысăк валюкран ытти валюксене çаклатаççĕ. || Вăрман-к. „Вальок (тăваттă на концах ручкă“).

ватрушка

(ватрушка), ватрушка. || Сunnus. Каша. † Ват майравăн ватрушки улпут ытти юлашки.

вырăс таврашĕ

вырăс тавраш, русские (вообще). Сл. Кузм. 72. Килтен тăхăнса кайнă питĕ сăхман вырăнне вырăс тавраш çĕтĕк тумтирне тăхăнса янă. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 27. Вĕсем чăваш ачисенчен ытти вырăс таврашĕ пек пĕртте йĕрĕнмен.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

виç

(вис’), весить, мерить, измерять, снимать мерку. Якейк. Ĕнер эп хама виççе (scr. вĕççе) пăхрăм та, 5 пăт тортрăм. Вчера я взвесился, и вытянул 5 пулов. Ир. Сывл. 31. Тĕнxе ыйхине вĕсем виçсе тăраççĕ (измеряют). Ала 86°. Чиккине виççе илчĕç (вымерили) те, тăратрĕç кусем ухсах карчăкпа ухсах чанана. Сюгал-Яуш. Пӳртре эпĕ мăн пуллине виçрĕм те (взвесил), сакăр кӳренке туртрĕ. Беседа чув. Хĕвел çавăрнăш, кĕленкĕрсем, тата ытти япаласем те виçе-виçе янă (отвешивали). Б. Яныши. Пирĕн шур урлă виççе каçмалла пулчĕ. Н. И. П. Мана виç. Сними с меня мерку. К.-Кушки. Паян мана çĕвĕçĕ тумтир çĕлеме (касма) виçрĕ. Сегодня портной снял с меня мерку. Б. Яуши. Çиччĕ виç те, пĕрре кас, теççĕ. Семь раз отмерь, один раз отрежь. (Послов.). СТИК. Виççе пырат. Широко шагает. || N. Таçтан виççе кăларнă ĕнтĕ ку еврей пупĕсем хăйсен туррин кăтрисемпе пӳрнисене, тесе, такам та шухăшламалла кунта.

виçĕ

три (употребляется только с определяемым именем). Щ. С. Виçĕ сум та аллă икĕ пус = 1 руб. (sic!). Ib. Виçĕ пус пĕр укçа (или просто: виçĕ пус) — 1 копейка. В. Олг. Виçĕ воннă, 9 копеек. Сĕт-к. Пирĕн ялăн ништа кайса та виçĕ пус окçа илмелли çок. Сред. Юм. Виçĕ çурпилĕк, земельная мера в 2160 кв. саж. N. Виçĕ черевелник, земельная мера в 1080 кв. саж. Истор. Иван княçа кĕричченех тутарсем виçĕ çĕрлĕ (натрое) уйăрăлса кайнă. Орау. Хĕлле сив чухне виçĕ хĕвел пулать. Пысăк хĕвелĕн икĕ енне юпа пек, юпа пек (заметь удвоение) тата икĕ хĕвел пулса тăраççĕ; çавна вара: паян виçĕ хĕвел, тиççĕ. Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. Ib. Виçĕ юплĕ йывăçа туратĕсемпе(= турачĕсемпе) урай çине тăратмалла тăваççĕ (о воробах). Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 30. Этеме те, выльăха та тăрантаракан япала парас тĕлĕшĕнчен пĕр пек вырăнтах вăл ытти тырăсенчен виçĕ хута яхăн ытларах парать. Ib. 31. Выльăха çитерес тĕлĕшĕнчен, çак пĕр теçеттинрен пуçтарнă тырăпа çĕр-улмине танлаштарса пăхсан, акă мĕн куратпăр: пĕр теçеттинрен пуçтарнă çĕр-улмипе виçĕ хут нумайтарах сысна усраса, виçĕ хут нумайтарах ашпа çу илме пулать.

вут-кăвар

огонь, пожар (вообще). ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, таврари ялсенче выльăх мурĕ пулсан, е çын мурĕ пулсан, е вут-кăвар тухсассăн, е тата ытти тĕрлĕ чир пулсан, хĕр-аки тăваççĕ. Чт. по пчел. № 17. Хурт усрани вут-кăвартан хăрушă, тесе... Якейк. Уяр çанталăкра вот-кăвар тĕлĕшĕнчен шанчăклă мар. Ч. С. Эпĕ пĕçĕккĕ чухне вут-кăвартан пит хăраттăм: пĕр-пĕр ял çуннине курсассăн, хăранипе чĕтресе, сиксе ӳкеттĕм. Пир. Ял. 1928, № 51. Саман кирпĕчĕ туса, вут-кăвара парăнман (огнеупорное) çурт-йĕр тăваççĕ. Срв. Михайл. † Вут кăварĕ пичи пурччĕ, пĕр пĕчĕк пӳме нумай пçерттĕр, пçерттĕр, пçерттĕр — çитеримар.

вот тытни

болезнь, причиняемая духом огня. Якейк. Вот тытсан, тотая, пите-куçа сар кĕсен тохать. Йосанма, мольтяя кайса, çăккăр сăмси тата ытти япаласам та прахаççĕ.

вотворла выляни

назв. игры. Ягудар. Ачасем алăран-алла тытăнаççĕ те, утаççĕ. Сулахай енчи ача хăй çумĕнчи ачасемпе сылтăм енчи ачапа ун çумĕнчи ачанăн алли айĕнчен умĕ енчен тухат. Сулахай енчи ача çумĕнчи алли айĕнчен тухмас, çапла вара вăл хăй хыçĕнче тăракан ачана хăй аллине сулахай хул айĕнчен кăкăр урлă парат. Ытти ачасем унпа унăн сулахай енчи ача алли айĕнчен тухаççĕ. Çапла пурте аллине хăй хыçĕнчи ачана хăйсен хул айĕнчен параççĕ. Сулахай енчисем икĕшĕ е пĕри ĕретрен тухаççĕ; малтан тăраканĕ умрисене: вот-вор, вот-вор, сы-во-твор, мĕн ворларăн (siс!), час кала, теççĕ. Леш мĕн-те-пулсан калат: пушмак вăрларăм, тет-и унта, е атă, çăмарта е урăх япала вăрларăм, тет. Ăна пĕрре çапса илеççĕ те, вăл чупса каят, е, çапасса кĕтмесĕрех: (мĕн) вăрларăм, тет те, чупса каят; ăна, ĕлкĕрейсен, çапса юлаççĕ. Çапла ыттисене те вăйăран кăлараççĕ. (Игра описана И. К. Токмаковым на низов. говоре; смысл не везде ясен).

вăл-ку

то и сё; и тому подобное; что-нибудь (дурное); всяческии. Юрк. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарашшăн-и, ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. Т. VI. 26. Ĕçлекенсене те вăл-ку усалтан сыхла, упра. Юрк. Аптăранă енне чăвашсенчен те ыйткаласа пăхаççĕ: епле сирĕн хушшăрта вăл-ку илтĕнмест-и? теççĕ. Ib. Хĕрт-сут пăттине ытти чӳксем пек тăву вăл-ку çук. К.-Кушки. Эрех вăл-ку ĕçмес, картла вылямас, чĕлĕм туртмас, пĕр пус укçине сая ямас. Якейк. Ăна ту, кăна ту, лешне ту. Ку килет, вăл килет, çав килет. Ăна итет, кăна итет. СТИК. Пасарта вăрăсене тытнă, темерĕç-и? эс куртăн-а? — Çук, эпĕ пасара кайма карăм та, вăл-ку-мĕн ним те илтмерĕм. Истор. Çыннăн вилесси часах, вăл-ку пулмалла пек çĕрте хĕçĕре-пăшалăра çумăртан ан пăрахар. Альш. Çапла вăл-ку çинчен калаçса килеççĕ (вдуг). Ib. Вершник вăл лаши çимине астăвать, тата тумланнă хĕрĕн мулне: вăл-ку ан пултăр, тесе, астăвать. Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Регули 26. Вăл-кона (= ăна-кăна) тумалла. Б. Олг. Волатпăр она-кона: эс лепле, лайăх порнатни? Вăл мантан итет (= ыйтать), эп онтан итетĕп. N. Она-кона хатĕрлетĕп. Приготовляю то и сё. Ала 81. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, темĕн чухлĕ карĕ ĕнтĕ ку; те пĕр кун, те икĕ кун — ăна кăна пĕлместĕп. Шурăм-п. № 26. Ун-кун (туда и сюда) пахкалап. Ст. Чек. Вăл-ку — кое-что (им. пад. ). Сир. 17. Урампа, пынă чух унăн-кунăн ан пăхкала. НТЧ. Ăна чӳклеме хăшĕ пĕр çулхи пăру, хăшĕ сурăх, пухăннисем хур илсе каяççĕ, ăна-кăна тиркемеççĕ (= без разбора). N. Ăнă-кăна пĕлмесĕр. С. Вăл-ку пор çĕрте (кроме всего прочего), пирĕн пăрçа та çавах нумай.

вăрман

(вы̆рман), лес. Макка 67. Вăл ялти вăрмансем: хурăнлăх вăрманĕ, хырлăх вăрманĕ. N. Вăрман касакан çĕрте торпас ӳкмесĕрех çок (напр., война не бывает без потерь. Послов.). Хурамол. Тĕлĕккре (так!) вăрман кассан, çын вилет, тет. Если во сне будешь рубить лес, то, говорят, это к покойнику. Альш. Вăрман — свежий, растущий лес; йывăç — сухой, рубленый лес. Юрк. Вăрман çийĕ кăвак пулсан, уяр пулат. Тоскаево. Вăрман хĕрринчи курăннă, сăмса айĕнчер курăнман, теççĕ. (Постов.). Юрк. † Пирĕн ял витĕр вăрман çулĕ. Через нашу деревню лежит дорога в лес. N. † Кайăк каçман çырмаран эпир каççа килтĕмĕр, упа тухман вăрмантан эпир тухса килтĕмĕр. Çав вăрманта хурăнлăх, вуникĕ хурăн пĕр тĕпрен: тăрринчен милкĕлĕх чĕреççĕ, тĕпĕнчен хăйăлăх çураççĕ. Çав хурăнлăхра шĕшкĕлĕх, вуникĕ шĕшкĕ пĕр тĕпрен: тăрринчен мăйăр татаççĕ, тĕпĕнчен çатан аваççĕ. Собр. Сĕм вăрмантан çеклĕлĕх тупăс çук. (Лаша хӳри). Ст. Чек. Вăрман калать тет: ман пек хăрччăр, тесе (лес проклинает того, кто его портит). Кильд. † Вăрман-вăрман (по лесам) витĕр çӳрерĕм, пĕр кашăклăх врене тупмарăм. Ау 21. Унтан каяççĕ, тет, вăрмана; вăрман тăррине улăхса лараççĕ, тет. Н. Ч. Çамрăк вăрманлă ту (гора). Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. || Деревья. Юрк. Вăрмансем çинче ӳсекен çимĕçсем. N. Шалт вăрмансем лартса пĕтернĕ (насадили деревьев. Ст. Чек. Хăй, вăрман (йывăç) айне выртса, лашине куçласа тăнă, тет. Альш Вăрман тĕпне чакалама тытăнат, тет (медведь). Зап. ВНО. Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул.). СТИК. Эпир пахчана вăрман лартрăмăр. Ib. Çак çул икĕ енпе каяк вырăнне вăрман лартса тухнă. Ib. Эпĕ вăрман тăррине хăпарса карăм. («Во всех трех случаях не означает леса, а означает деревья»). || Лес в качестве божества. Чхĕйп. Шывсене, çăлсене, кӳлĕсене, вăрмансене, хĕвеле, уйăха, турра, вут-кăвара, çил-тăвăла. Пихампара, тата ытти тĕрлĕ япалана та нумай асăнса кĕлĕ-тунă.

эмелле

(эмэл'л’э), устроить; найти способ; лечить. N. Епле май килнĕ пек эмеллесе... М. Сунчел. Çынсем тем тĕрлĕ эмеллеччĕç те çапах вилеччĕçĕ (во время эпидемии). IЬ. Ку эмелпе те çынсем вилесси чарăнмарĕ (после прохода через земляные ворота). Чăвашсем. 2. Ача кӳпчĕкне кайса хурсан, эпи-карчăк пӳртре ача çуралнă чĕлхе эмеллет (прозносит). Ст. Чек. Ăна эмеллерĕç-ха. Его лечили. Кореньков. Олт-çич куçлăх (очки) топать те, пăсăк куçне эмеллет. Трехбалт. Земствă апчекĕнче йĕркелĕ им çам та çук. Кăрчанкă маçĕ, ешĕл-сенкер, тата ытти чурт-чураман — юрать çав çуккăр-пуккăр воччаксене эмеллеме. Аттик. Мĕн панипе тепĕр çак вăхăтчен эмеллесе (обходитесь) пурăнăр. Пиртен урăх ан кĕтĕр. (Çураçма; обращение къ мертвецам). Альш. Темĕн тĕрлĕ эмеллесен те, чĕртеймĕн (лечить наговорами). Ст. Чек. Çак ĕçе мĕнле те пулин эмеллес пулать (устроить). Ст. Чек. Урапана эмеллерĕм-ха, чирлĕччĕ (т.-е. поправил; шутка).

ерет

(эрэт, эрэт’), ряд. порядок. См. ĕрет. Алдиар. Акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет, ним еретне пĕлмесĕр. Ытти çынсенчен акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет. Ч. С. Хамăр хыçри ерет çунать-мĕн. Альш. Хăй еречĕпе иртĕ-ха хăех ерипе (о болезни). Аттик. Вĕсем, ялăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа, тепĕр вĕçне çитиччен, еретне пуçтарса çӳреççĕ. Альш. Эсĕ улăм айне кĕрсе вырт, шатăртаттарнăçемĕн шаларах кĕр; сурăхсем еречĕпе çисе пырĕç, тесе. калать, тет (лисица). || Оспа. Г. Т. Тимоф. Пĕрин куçне темĕскер тăрăннă е çапăннă, тепĕрин «хăй еретĕнчен пулса юлнă» (чечекрен), тата тепĕрин шывланса пиçсе тăрать. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ыйтти

прочий. НАК, И. П. Т. и др. См. ытти.

ытла

(ытла; в Якей. произносят итла), лишвий. С. Мокш. Çак пӳртре мĕн ытла? (Çӳпĕ ытла). Что в этой избе лишнее? — Сор. (Заг.). С. Тим. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! хĕр ĕмĕрне пурăнтăм, ытла сăмах пулчĕ пуль, — каçар ĕнтĕ çаккăнта! (Хĕр йĕрри). Якей. Мăкăнь чечек хĕрлĕ чечек, хăшĕ шопка вăл ытла (лишний), — эпĕр хамăр çанашкал. Ст. Чек. Çавра кӳл варринче тĕм тупăлха — хăшĕ-ех те шупкка, çав ытла; эпĕр виççĕн-тăваттăн пĕр тăван — хăшăмăр телейсĕр, çав ытла. Ч. Й. Аттеçĕм те аннеçĕм! Ху çуратнă чунă (ваше дитя) хăшĕ ытла? Хăшĕ телейсĕр çав ытла (лишнее). N. Ытла пулсан, ура айне тăвăр. Если лишнее, бросьте нод ноги (растопчите). Сред. Юм. Ытла сăмаха хамăртан, ачасĕнчен, атте-аннерен полсан та, Тôр каçартăр. (Произносят во время молитвы). Т. VI. 1. Ытла чĕлхерен.... сыхла. Спаси нас от излишних речей (т.-е. от нашей собственной болтливости. Моленье). Бижб. Эпир иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. Альш. Çеçен хиртен мĕн ытла? — Шур тăрăлă чечек ытла (лишний). Атте-аннерен мĕн ытла? — Пĕве çитнĕ хĕр ытла (дишнйя). (Хĕр йĕрри). † Çеçен хирте мĕн ытла? — шур тăрăлă чечек ытла, атте килĕнче мĕн ытла?, — пĕве çитĕннĕ хĕр ытла. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, — хăшĕ шупка вăл ытла; эпĕр иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. † Атте-аннерен мĕн ытла, ман çамрăк пуç — çав ытла. || Слишком. Особенно. Якей. Вăл ытла начарах та мар, теççĕ. Он не слишком беден. Рег. 1414. Ытла эсĕ мохтаватăн. Старак. Эс ытла та-çке! Ты уж слишком! (т.-е, допускаешь лишнее, хватаешь через край, вольничаешь). Собр. 327. Çынна ытла ан кала: Турă парсан, ар пулĕ. Не хай человека: он, бог даст, выростет мужем (т.-е. настоящим мужчиною, как надо быть). Собр. 315. Çынна ытла ан кала, хăна лекĕ. (Посл.). Орау. Ытла тем-те-пĕр хăтланать. Выдедывает весьма разные безобразн. вещи. Старак. Эс ытла та чĕре (ч’э̆рэ) кĕрсе каятăн-çке! Ты ищешь повода к ссоре. Старак. Ста каççа кас (каяс), ытла шыв, ора йĕпенет! Как тут перейти, уж очень много воды, промочишь ноги! Сборн. † Йывăçран тӳмме касса тума, эпир ытла платник мар (мы не настоящие мастера). IЬ. Ытла! Нет, брат, дудки! (больно ты хитёр, меня не заманишь!). † Хăр саврăр та, хăр кайрăр — ытла пулчим сарă ача? Объясняют так: «разве очень по вкусу пришелся (или: люб пришелся) русый парень?» N. Çульçă вăйлă çунатчĕ, эпир вара ытлах та (особенно) хĕпĕртетпĕр. || Излишествующий. Н. Леб. Йăнăш пултăм чĕлхерен, ытла пултăм куркаран. Я стал ошибаться в речах, я перехватил лишнего в ковшичках. II Больше. ДФФ. Пилĕк килтен ытла мар. Не более пяти домов. IЬ. Çур ял ытла. Больше половины деревни. IЬ. Ĕçкĕ тусан, пирĕн пата хĕрĕхшер мăшăр ытла хăна пыраччĕ. Рег. 1415. Вăл пире контан ытла (больше этого) ĕçлеме (тума) каламарĕ. Собр. 306°. Ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, сиртен ытла савнă çыннăм çук (нет человека, более любимого, чем вы). Изамб. Т. унăн куçĕ ĕне жуçĕнчен ытла мар (не больше). О сохр. зд. 54. Вир кĕрпи ытти кĕрпесенчен начартарах; çавăнпа ăна пăтăран ытла яшка çине яраççĕ (больше в похлебку, чем в кашу). Завражн. Воннă çиччĕрен виççĕ ытла. Десять больше семи на три. Юрк. Вăл вилсен, панккăра унăн çĕр пин ытла укçи юлнă (больше ста тысяч рублей). Орау. Çавăн чухнехинчен ытла. Больше, чем тогда. Ядр. Хунар ăшĕнче çуртаран та ытла çутатса тăрать, тет. Орау. Унта пĕр пилĕк çухрăм ытла пулĕ-ха. Наверное, туда больше пяти верст. Аттик. Учӳк чухне пĕр çур ял та ытла каять пулĕ, ӳчӳк çиме. Юрк. Вăйлă туйра вунăшар тăрантас та ытла пулать. N. Пирĕн ял пуçланни ĕнтĕ виçĕ çĕр çул та ытларах, теççĕ (побольше, чем триста лет). Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул ытларах, тесе калаççĕ ваттисем. Стеф. Пиртен пĕр пилĕк çĕр çул ытларах ĕлĕк. Хып. 06, № 28. Сăмахпа пурне те тăваççĕ, ĕç тăва пкçласан вĕсем ытларах хăйсем çинчен тăрăшĕç. || Лучше, дороже, труднее Ман кунтан ытла (лучше этого) сăмахăм çук; çитмен пулсан, çитерĕр (добавьте), ытла (лишнее) пулсан, каçарăр (простите). Тимĕрçен. Вуниккĕн те явнă чĕн пушă-аври патĕнчи чĕнĕ, çав(ă) ытла. Пирĕл атте-анненĕн мĕн ытла? Вунçиччĕри хĕрĕ, çав(ă) ытла (лучше, дороже всего). Д. Бюрганский. Пире вăл та темĕнтен ытла. Для нас и это весьма дорого (важно и пр.). Алешк. Сапл. Кĕске утăсене çуласси, çулассинчен ытла (труднее) пухасси; хамăр тăвансене курасси, курассинчен ытла (дороже) калаçасси. Альш. Атте-аннерен мĕн ытла (дороже)? Пĕве çитнĕ хĕр ытла. || Ытла! Не может быть! КС., Курм. и др. || Очень, весьма, совсем. Юрк. Эсĕ, чăнах, пĕр-ик хут вуласан, ытла аванах вулăн (будешь читать совсем хорошо). Ист. 153. Ытла аван пурăнананскер пĕр чирлемесĕр-тумасăр вилнĕ. || Иногда, повидимому, употребл. вместо «ыт», в смысле: если вдруг... Качал. Хĕре калать Йăван: пыйтă пăх-ха, тит; ытла çывăрса кайсан, сылтăм ураран атă хывса виççĕ чыш (тит).

ытти

(ыччиы), прочий, остальной. Рег. 917. Ку ут лайăх, ытти йорал мар. Рег. 891. При килчĕ, ытти (ыттисем) йолчĕç. N. Чопрăм-антăм çырмана, йохрĕ-тохрĕ шерепи. Ытти шăрçи порте пор, ылтăн шăрçи анчах çок. (Хĕр йĕрри). Орау. Кунта халăх çула нуммай пулать, ытти вăхăтра апла мар. || Сред. Юм. Ыттинчен çôк, пыйтинчен (или: патаккинчен, патаккипе, кĕнекинчен и пр.) савăнтарать пĕр. На прочее его нет (на путное его нет), а вшами (или палкой, книгами и пр.) он веселит, т.-е. на плохое он горазд. || Ытти марчĕ (мар-џ̌э̆), главное...; в особенности... Сред. Юм. Ытти марчĕ, Хôсана тавар, кайса, илесчĕ. Главное, надо бы было съездить в Казань за товаром (но не успел). Этот оборот может относиться только к тому, что не исполнилось в прошедшем.

ытти-маса

даже. СПВВ. «Иçмаса, ытти-маса = даже».

ытти-маси

повидимому, то же, что ытти-маса. Букв. 1886. Ĕмĕр тăрăшшинче хушпу саклата пăрахса та пулин пĕр ĕне илсе ячĕ те, унтан та ытти-маси пăртак уссине кураймарĕ.

ытти-хăтти

(х̚э̆тти), встречается в обороте: ытти-хĕтти хăй пьтрать, так-то ничего бы..., в остальном ничего бы.... Сред. Юм. Ытти-хĕтти хăй пырать, тулккĕ (тулккэ̆) пирн вăрмана кайса килес пôлать-ха. IЬ. Ытти-хĕтти хăй пырать, эс мана атă туса пар-ха! Все это пустяки, это мы оставим, — ты вот мне сделай-ка сапоги!

ыттăмарса

(ытты̆марза), хоть бы по крайней мере. СПВВ. Ыттă марса, ыттă маса, ыттă марлин.

им-юм

(имjум), жидкое лекарство. Альш. Им-юм илсе килтĕмĕр. IЬ. Им-юм ĕçет. || Лекарство. Н. Карамалы. Им-юм = эмел. СПВВ. ИА. Вырăсăн им-юм, чăвашăн вĕрӳçĕ чĕртет, теççĕ. У русских вылечивают лекарства, а у чуваш — знахари. Н. Изамб. Вăл имне-юмне çĕрĕк çăнатапа туртса килнĕ (Ашаматман-карчăк). Паас. Им-юм — заклинания, при помощи которых лечат болезни. || М. И. Петров. «Им-юм — тары-бары». || «Нечисть вообще» (т.-е. злые Духи). Кудемер. Им-юм — лăп(лôп)-лан. См. лăп-лап. Стеф. 18. Темĕн тĕрлĕ им-юм çулăхĕ. || Дрянь, т.-е. человек, не имеющий значения. Сред. Юм. Им-йôм = дрянь. IЬ. Çавăн йыш им-йôм та полса çынна канçĕрлесе çӳрет те, кули ытти канçĕрлемĕ. Если уж такая дрянь не дает (человеку) покоя, то что говорить о других! См. юм. || Порядок. Употребл.. в выражении: имĕ-йôмĕ те çôк, в беспорядке. Сред. Юм.

имлĕ

(имл’э̆), целебный. Б. Араб. Б. Тата ытти çĕрте те имлĕ теççĕ (çырăк, аlnuз, ольха).

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

Ирçел

(Ирз’эл'), назв. села Верхних Тимерсян, Ногаткинск. в. Симб. у. Название происх. от Ирçе ялĕ. Чĕмпĕртен 56 çухрăмра. Пирĕн яла хамăр ялсем те ытти ялсем те чăвашла Ирçел теççĕ. Пирĕн ялти касăсем: Малти, Анатри касă, Хыçалти касă, Çӳлти касă, Çапук-касси, Кĕпер-касси, Мăставуй-касси, Çаман-касси, Чиркӳ-касси, Прикас-касси, Хврти-касă. Пирĕн яла Ирçел тесе акă мĕншĕн каланă: ĕлĕк вăл ял вырăнĕнче ирçесем пурăннă, унта чăвашсем, пырса, ирçесене хăваласа янă та, хăйсем пурăна пуçланă, çавăнпа вăл яла Ирçел тенĕ. Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул пулĕ. Вăл ял вырăнĕнче ĕлĕк çырман пĕр енче ирçесем пурăннă, тепĕр енче лачака пулнă. Халĕ вăл çырманăн икĕ енĕнче те ял.

упат

производить жужжание. Сред. Юм. Чôла пит вирлĕ çĕре лектерсе утса ярсăн, ô уласа каять; ытти çын çôмĕнчен иртсе каять пôлсан, ô çын: чôл улатса иртсе кайрĕ, тет. Орау. Улатса кăшкăраççĕ, тени у-у-у! тесе, нумайччен кăшкăрса тăни пулать.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

уйрăмлăх

разница, различие. Çутт. I. 147. Хĕлĕн ытти вăхăчĕсенчен мĕлле уйрăмлăхсем пур?

урра йăт

поднимать на ура. Шарбаш. Кил-хушши варрине пухан çине çытар хурса, йăтса тухрĕç. Ун çинче вăхăтăн хĕр пĕлĕшĕсене, каччине, ытти çынсене те урра ятрĕç. (Свадьба).

уртмахçă

то же, что уртмакçă. Кĕвĕсем. Уртмахçă — каччă енчен. Альш. Хĕрĕ енчен каччисем шăрттан, чăкăт, хур ашĕ-мĕнĕ илсе кплеççĕ. Кунтан хĕрен тетĕш-инкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. — Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. N. Каччă енчен мăн-кĕрӳ, уртмахçă суйлаççĕ. Юрк. Уртмакçă теççĕ туйри халăхсенчен пĕр çынна. Вăл çурăмĕ çине сăран хутаç çакса çӳрет. Çав хутаç çине кашни килĕре, туй кĕнĕ çĕрте, «пӳлемĕк чӳклеме», тесе, çимĕçсем пуçтарать: хăпарту татăкĕсем, пӳремеçсем, кӳптермесем, икерчĕсем, шăртан татăкĕсам, типĕ ăш татăкĕсем, хур-кăвакал ашĕсем, чăкăтсем, çулă чăкăтсем, тата ытти япаласем.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

аквариум

сущ.муж.
аквариум (шыв тултарса пулă е ытти чĕр чун усрамалли савăт)

армянин

сущ.муж., армянка жен., множ. армяне (-ян)
эрмен; армянсем, эрменсем (Арменире тата ытти çĕршывсенче пурăнакан халăх)

далее

нареч. (ант. ближе)
инçе, инçерех, ытла, ытларах; малалла; до деревни не далее трёх километров яла çитме виçĕ километртан инçе мар; читать далее малалла вула ♦ и так далее (и т. д.) тата ытти те (т. ыт.те)

заимствовать

глаг. несов.
ил, йышăн; каждый язык заимствует слова из других языков кашни чĕлхе ытти чĕлхесенчен сăмахсем йышăнать

заочный

прил. (ант. очный), заочно нареч.
кĕрет мар (хушăран аслă шкула пырса, ытти вăхăтра килте вĕренсе пĕлӳ илмелли); учиться заочно кĕрет мар йĕркепе верен

зарубежье

сущ.сред.
ют çĕршывсем; ближнее зарубежье çывăхри ют çĕршывсем (ĕлĕк СССР тытăмне кĕнĕ республикăсем); дальнее зарубежье инçетри ют çĕршывсем (ытти патшалăхсем)

и

1. союз
тата; та (те); -па (-пе); комната большая и светлая пӳлĕм пысăк та çутă; отец и сын ашшĕ тата ывăлĕ, ашшĕпе ывăлĕ ♦ и так далее (и т.д.) тата ытти те, тата ыттисем те (т. ыт. те); и прочее (и пр.) тата урăххи те (т.ур.те); и тому подобное (и т.п.) тата çавнашкалли те (т.ç.те)

имидж

сущ.муж.
сăн-сăпат, сумлăх (этем ăсĕ-тăнĕ, кăмалĕ ытти çынсем умĕнче епле курăнни); имидж бизнесмена ĕçлĕ çын сăн-сăпачĕ

основа

сущ.жен.
1. (син. опора, фундамент) никĕс, тĕрек, тĕп; железобетонная основа сооружения хуралтăн тимĕр-бетон тĕрекĕ; основы знаний пĕлӳлĕх никĕсĕсем
2. (ант. уток) кумă, пир кумми, пир тăршши
3. (ант. окончание) тĕп (грамматикăра — сăмах тымарĕ тата сăмах тăвакан аффикссем, тĕсл. вырăсла: разведчику, кунта «у» сăмах вĕçĕ, ытти — сăмах тĕпĕ)

остальной

прил. (син. прочий)
ытти, юлашки; остальные деньги отдам потом ытти укçине кайран парăп

прочий

прил.
ытти; прочие люди ытти çынсем; между прочим сăмах май каласан

топоним

сущ.муж.
топоним (хула-ял, сăрт-ту, шыв-шур, çĕр çинчи ытти объект ячĕ)

фармакология

сущ.жен.
фармакологи (эмелсем, ытти им-çам çынна витĕм кӳнине тĕпчекен ăслăлăх)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гонорар

гонорар (кӗнеке ҫырнӑшӑн, хаҫат-журналти статьясемшӗн тата ытти паллӑрах ӗҫ тунӑшӑн паракан укҫа).

далее

малалла, маларах, мала, леререх, аяккарах; и так далее (и т. д.) тата ытти те (т. ыт. те).

департамент

департамент (1. патша Российинчи тата ытти хӑшпӗр ҫĕршывсенчи министерствӑн, аслӑ учрежденин пайӗ; Государственный департамент Государство департаменчӗ (СШАри ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви); 2. Францири администрациллӗ территори округӗ).

доллар

доллар (Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти хӑшпӗр ҫӗршывсенчи укҫа единици).

живица

лӑсӑллӑ йывӑҫсен сухӑрӗ (хырпа» чӑрӑшран, яхтӑран хуппине тата кӑштах йывӑҫ Сиене савапа хырса юхтарса илекен сухӑр. Унтан скипидар, канифоль тата ытти япаласем те тӑваҫҫĕ. Вӑл хут, супӑнь, эмел тунӑ ҫӗре те каять). Он занят в лесу на подсечке живицы вӑл вăрманта сухӑр юхтарса пурӑнать.

житница

1. устар. тырӑ кӗлечӗ; 2. тулӑх тырӑ-пулӑллӑ, ытти вырӑнсене те тырӑ тӑратакан ҫӗршыв.

заповедник

заповедник, усравлӑх (кайăк-кĕшĕке е ытти чӗрчуна е ÿсентӑрана сыхласа усрамалли вырӑн).

козырь

м. козырь (1. картла вылянӑ чухне пӗр-пӗр тӗслӗ карта асла хуни, вăл ытти тĕслисене пурне те витме пултарни); (2. перен. тавлашура, кӗрешÿре пулӑшма пултаракан, анчах та вӑхӑтлӑха запасра тытса усракан меслет).

конгресс

конгресс (1. тĕрлӗ патшалӑхсен суйланӑ ҫыннисем (представителӗсем) политака тĕлĕшпе тӗрлӗ ыйтусене сÿтсе явма пухӑннӑ съезд; 2. тӗрлӗ ҫӗршывсенчи учёнӑйсен съезчӗ; 3. Америкăри Пӗрлешÿллӗ Штатсен тата ытти хӑшпӗр ҫӗршывсен парламенчӗ).

конструкция

конструкци (машинӑн, пысӑк пӑрахутӑн, фабрикӑ тата ытти япаласен структури, планĕ).

лепить

-пли), лепишь кого, что несов. 1. ҫыпӑҫтар; 2. тӑмран, авӑсран тата ытти япаларан кӗлеткесем ту.

мадам

мадам (Францире тата ытти хӑшпӗр ҫĕршывсенче качча кайнӑ хӗрарӑма чысласа чӗнекен ят).

миссионер

миссионер (пӗр-пӗр тӗне ытти халӑхсем хушшинче сарасшӑн тӑрӑшакан ҫын).

остальной

юлашки; ытти; где остальные? ыттисем ӑҫта?

репродукция

репродукци (ӳкерчӗксене фотографипе, клишепе, ытти майпа та ҫӗнӗрен ӳкерсе йышлӑлатни).

самоцель

хӑй тӗллев (ытти тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшман тӗллев).

самурай

истор. самурайсем (Япони империалисчĕсем, ытти государствӑсен ҫӗршывне тытса илессишӗн ҫунакан ҫар ҫыннисем).

суверенный

суверенное государство ытти государствӑсене пӑхӑнса тӑман государство.

шовинизм

шовинизм (тӑван халӑх ытти халӑхсенчен пур енчен те маларах тӑрать тесе вӗрентекен буржуалла национализм).

приклад

, 1. тумтир ҫӗленӗ чухне ҫийӗнчен пуҫне ытти кирлĕ япаласем аҫлӑк, тӳмисем т. ыт.; 2. приклад ружья пӑшал приклачӗ, пӑшал кӳпчекӗ.

приятный

кӑмӑллӑ (çын), савăнтаракан (хыпар); приятный на вкус маса, лайӑх тутӑллӑ.

проба

1. сӑнаса пӑхни, тĕрĕслесе пăхни (сасса); проба пищи апата тутанса пăхни; возьму на пробу юрӑхлӑхне сӑнаса пӑхма илетӗп; 2. проба; серебро 84-ой пробы 84 пробӑллӑ кӗмӗл (96 пайран 84 пайĕ таса кĕмĕл, 12 пайĕ ытти металсем).

промывать

что несов., промыть, -мою сов. 1. лайӑх ҫуса тасат (сурана); 2. ҫӗре ватса кай (ҫурхи шыв); 3. чӳхесе уйӑр (ылтӑна ытти япаласенчен).

прочий

ытти; прочие люди ытти ҫынсем; и прочее тата ытти те (т. ыт. те).

чересполосица

мн. нет сапаланчăк уйсем, уйрăм хресчен анисем ытти хресчен анисем урлă темиçе вырăнта сапаланса выртни.

темперамент

темперамент (1. çыннăн хăйне хăй тыткаланинче, ытти çынсемпе çыхăнса ĕçленинче т. ыт. чухне те палăракан психикăлла свойствисем, уйрăмлăхĕсем; 2. çын хавхаланма, хĕрӳленме, унăн кăмăлĕ çĕкленме пултарни); певица пела без темперамента, вяло юрлаканĕ хавхаланмасăр, сӳрĕк юрланă.

цветной

тĕслĕ; цветной металл тĕслĕ металл (тимĕртен пуçне ытти металсем); цветная капуста чечеклĕ купăста.

холка

, урçа, ӳрче, хурçа (лашан, ытти выльăхăн хулпуççи çийĕ (тăрри).

угнетать

кого, что несов., угнести, -ту сов. 1. пусмăрла, хĕстер, пăркăчла, хĕс, хĕсĕрле, тертлентер; не может быть свободен народ, угнетающий другие народы (Маркс) ытти халăхсене пусмăрлакан халах ирĕклĕ пулма пултараймасть; 2. асаплантар; меня угнетает одиночество мана пĕчченлĕх асаплантарать.

борщ

хĕрлĕ кăшманпа (чĕкĕнтĕрпе) ытти пахча-çимĕçсенчен пĕçернĕ яшка, пултран яшки.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

атмосфера

1. атмосфера (Çĕре тата ытти хăшпĕр планетăсене хупăрласа тăракан газсем); 2. разг. (воздух) сывлăш; душная комнатная атмосфера пӳлĕмри пăчă сывлăш; 3; перен. тавралăх, таврари лару-тăру; туйăм; товарищеская атмосфера юлташла туйăм; 4. физ., тех. атмосфера (газ е сывлăш пусăмĕ виçмелли единица).

вал

м. тех. вал, йĕке (пĕр-пĕр механизмăн çаврăнакан тата унпа çыхăннă ытти пайсене çавăрса таракан деталĕ); мельничный вал арман йĕки; коленчатый вал сыпăллă вал.

галлон

м. галлон (СШАра, Англире тата ытти хăшпĕр дершывсенче шĕвекпе юхакан япаласене виçмелли виçе).

далее

нареч. 1. (затем) малалла, унтан; далее мы приступим к изучению вопроса малалла эпир ыйтăва пăхса тухма тытăнăпăр; 2. (дальше) инçе, ытла, мала; до деревни не далее километра яла çитесси пĕр километртан инçе мар; ◇ и так далее (сокращённо: и т. д.) тата ытти те (кĕскен т. ыт. те).

департамент

м. департамент (1. патша Российинчи министерствăн е ытти аслă учрежденисен уйрăмĕ; 2. Францири административлă округ; 3. СШАри тата Швейцарири министерство).

дослать

сов. что 1. (послать дополнительно) ярса çитер, ярса пĕтер; остальные деньги я дошлю после ытти укçине кайран ярса парăп; 2. воен. кĕртсе çитер, вырнаçтарса пĕтер; дослать патрон в патронник патрона патроннике кĕртсе çитер.

другой

прил. 1. тепĕр, урăх; в другой раз тепĕр чух; 2. (второй, следующий) иккĕмĕш, тепĕр, урăх; на другой день тепĕр кунне, иккĕмĕш кунĕнче; 3. в знач. сущ. другое с. урăххи, ытти, тепри; ему говоришь одно, а он делает другое ăна апла калатăн, вăл урăхла тăвать; другими словами урăхла каласан; другое дело см. дело.

и

союз 1. соед. тата, та [те], ⸗па [⸗пе], ⸗са [⸗се]; наука и практика наукăпа практика; подумать и согласиться шухăшла та килĕш; догнать и перегнать çитсе иртсе кай; 2. перечисл. и... и... ..та [те] ...та [те]; и тот и другой вăл та ку та, лешĕ те тепри те; 3. присоед. (действательно) та [те]; он собирался уехать и уехал вăл кайма хатĕрленнĕччĕ (те), кайнă та; 4. (именно) та [те] ĕнтĕ; о вас и говорят сирĕн пирки калаççĕ те ĕнтĕ; этого я и ждал эпĕ çакна кĕтнĕ те ĕнтĕ; 5. уступ. (хотя) та [те],... (анчах); и пошёл бы, да некогда кайăттăм та, вăхăт çук; 6. уступ. (тем не менее) çапах, çапах та, пулин те; мужчина и плачет! хăй арçын, çапах (та) йĕрет!; ◇ и так далее (и т. д.) тата ытти те (т. ыт. те); и прочее пр.) урăххи те; и тому подобное т. п.) тата çавнашкалли те.

индивидуализировать

сов. и несов. кого-что индивидуализациле (мĕне те пулин, вăл хăйне евĕр пулнине шута илсе, ытти япаласенчен е явленисенчен уйăр).

индоевропейский

прил.: индоевропейские языки лингв. инди-европа чĕлхисем (инди, грек, славян, роман, иран чĕлхисем тата ытти чĕлхесем).

и.

т. д. (и так далее) т. ыт. те (тата ытти те).

и

т. п. (и тому подобное) т. ыт. те (тата ытти те).

каста

ж. каста (1. Индире тата Хĕвелтухăçĕнчи ытти хăшпĕр çĕршывсенче хăйсен йăхне, профессииĕ тата привилегисене кура ыттисенчен уйрăм тăракан общество ушкăнĕ; 2. перен. ытти çынсене хăйсемпе хутшăнтарман ушкăн).

кварцит

м. мин. кварцит (кварцпа ытти минералсен хутăшĕ).

квинта

ж. муз. квинта (1. диатон гамминчи пиллĕкмĕш сыпăк; 2. пĕрремĕшпе пиллĕкмĕш сыпăк хушшинчи интервал; 3. сĕрме купăсăн е ытти музыка инструменчĕсен чи çинçе сасăллă хĕлĕхĕ); ◇ повесить нос на квинту сăмсана ус, пуçа ус.

код

м. код (йышăнса кĕскетнĕ сăмахсем е ытти вăрттăн паллăсем).

кюре

м. нескл. кюре (Францири тата ытти хăшпĕр çĕршывсенчи католиксен пупĕ).

литер

м. разг. литер (чугун çулпа е ытти, транспортпа укçасăр е льготăпа çӳремелли документ).

майолика

ж. майолика (илемлĕ сăрланă там савăт-сапа е ытти япаласем).

монолог

м. театр. монолог (пьесăри герой хăйне хай е ытти геройсене калакан вăрăм сăмах).

национализм

м. национализм (харпăр хай нацине асла хуракан, ытти нацисене курайми тăвакан буржуалла идеологи).

нумератор

м. 1. тех. нумератор (1. квитанцисене е ытти хутсене номерлемелли аппарат; 2. миçе звонок памаллине кăтартакан хатĕр).

обыкновенно

нареч. яланхи пек, ытти чухнехи пек; обыкновенно по утрам я делаю зарядку ирсерен эпĕ ялан тенĕ пек зарядка тăватăп.

остальный

прил. 1. юлашки, ытти, мĕн юлни; 2. в знач. сущ. остальные мн. ыттисем, юлашкисем; нужно спросить у остальных ыттисенчен ыйтас пулать; 3. в знач, сущ. остальные с. ытти, юлашки, мĕн юлни.

подобный

прил. 1. ⸗лла [⸗лле], ла [⸗ле], евĕр(лĕ), йышши, майлă, манерлĕ; если что-либо подобное случится... апла-капла пулсан...; подобный тебе сан евĕрлĕ, санашкал; подобный нам пирешкел; подобный этому çакнашкал; подобные случаи çавнашкал тĕслĕхсем; 2. мат. пĕр евĕрлĕ; подобные прямоугольники пĕр евĕрлĕ тӳркĕтеслĕхсем; ◇ ничего подобного пĕртте апла мар; и тому подобное т. п.) тата ытти те (çавнашкалли) (т. ыт. те).

приложиться

сов. 1. (приблизиться вплотную) çумне тыт (е пыр), илсе пыр; 2. (почтительно поцеловать) чупту; приложиться к знамени ялава чупту; 3. (нацеливаясь) тытса тĕлле (пăшала); ◇ остальное приложится ытти хăех пулĕ.

прочий

прил. 1. ытти; и все прочее ытти-качки; 2. в знач. сущ. прочие мн. Ыттисем; ◇ между прочим сăмах май каласан; помимо всего прочего кунсăр пуçне тата.

стойка

ж. 1. воен., спорт. стойка (ура кĕллисене пĕрлештерсе, алăсене пĕçĕ çумне тытса тӳрĕ тăни); 2. спорт. пуçхĕрлĕ тăни; 3. охот. тинкерсе тăни (сунар ытти кайăк пуррине сиссен).

тред-юнион

м. тред-юнион (Англири тата ытти хăшпĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ).

холка

ж. ӳрче, хурçа (лашан е ытти кӳлекен выльăхăн); лошадь натёрла холку ут хурçи шăйрăлнă.

целлюлоза

ж. целлюлоза (йывăçран тата ытти ӳсентăранран хими меслечĕпе тăвакан вещество).

цент

м. цент (СШАри тата ытти хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа единицин çĕрмĕш пайĕпе танлашакан вак укçа).

шовинизм

м. шовинизм (харпăр хăй нацине çӳле хурса ытти нацисене картмании).

эпидермис

м. эпидермис (1. биол. çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен ӳчĕн çиелти сийĕ; 2. бот. ӳсентăрансен çулçине, тунине, тымарне тата хăшпĕр ытти органĕсене ватса тăракан си).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

автаркия

автарки (пĕр-пĕр çĕршыв хăйĕн экономика ыйтăвĕсене ытти çĕршывсемпе çыхăнмасăр тивĕçтерни)

блокада

блокада, хуплав (пĕр-пĕр çĕршыва хĕç-пăшаллă вăйпа, экономика е политика енĕпе ытти çĕршывсенчен уйăрни); взять в блокаду хупăрласа ил

дайджест

дайджест (ытти кăларăмсен материалĕсене кĕскетсе пичетлекен журнал е кĕнеке)

девальвация

девальваци, укçа йӳнелни (ытти çĕршыв валютисем тĕлĕшпе)

депозит

усрав, депозит (банка хывнă укçа е ытти хаклăх)

деэтнизация

деэтнизаци (халăх хăйĕн чĕлхипе культурине тата нацин ытти паллисене çухатни)

зарубежье

ют çĕршывсем; ближнее зарубежье çывăхри ют çĕршывсем (ĕлĕк СССР тытăмне кĕнĕ республикăсем); дальнее зарубежье инçетри ют çĕршывсем (ытти патшалăхсем)

изоляционизм

изоляционизм, уйрăм тăру; уйрăм тăни (ытти çĕр-шывсемпе хутшăнмасăр); политика изоляционизма изоляционизм политики

империализм

империализм (капитализмлă çĕршывсен ытти çĕршывсене пăхăнтарас политики)

испанцы

(самоназвание — эспа-ньолес) испансем, испанецсем (Испанин тĕп халăхĕ; йышĕ Испанире— 38,4 миллион çын, çĕршер пин испанец ытти çĕршывсенне пурăнать)

йеменцы

йеменсем, йеменецсем (Йеменăн тĕп халахĕ; йышĕ Йеменра — 13,7 миллион çын, Сауд Аравийĕнче— 1,4 миллион çын, ытти çĕр-шывсенче те чылай йеменец пурăнать)

каста

каста (ытти çынсенчен ютшăнакан обществалла ушкăн); религиозные касты тĕн кастисем

киргизы

(самоназвание — кыргыз) кăркăссем, киргизеем (Киргизин тĕп халăхĕ; йышĕ Киргизире — 2,23 миллион çын, ытти çĕршывсенче — 425 пин çын)

колониализм

колониализм, колонилĕх (вăйлă патшалăхсем — метрополисем — ытти çĕршывсене ярса илсе пусмăрлас политика)

котировка

хак (биржăра палăраканни); котировка валюти валюта хакĕ (ытти валютăсемпе танлаштарсан)

кризис

1. кризис (тавар ытлăхне е экономикăри ытти сăлтавсене пула пăтăрмах тухни); экономический кризис экономика кризисĕ; кризис перепроизводства ытлă производство кризисĕ 2. кризис (политика пурнăçĕнчи йывăрлăх); правительственный кризис правительство кризисĕ (вăл хăйен ĕçне тăвайми пулни); политический кризис политика кризисĕ

курс

1. çул, çул-йĕр; тĕллев; политический курс политика çул-йĕрĕ; наметить курс тĕллев палăртса хур (малашне ĕçлеме) 2. хак; валютный курс валюта хакĕ (ытти çĕршывсен валютисемпе танлаштарсан); падение курса акций акцисен хакĕ ӳкни 3. курс (вĕренӳ çулĕ); учиться на втором курсе иккĕмĕш курсра вĕрен 4. курс, вĕренӳ, ярăм (пĕлӳсен паллă пуххи); вузовский курс истории аслă шкулти истори курсĕ

миссионер

миссионер (чиркӳ хушнипе харпăр тĕнне ытти халăхсем хушшинче саракан)

панамериканизм

панамериканизм (США тата Америка континенчĕ çинчи ытти çĕршывсем истори, культурăпа экономика тĕлĕшĕнчен пĕрлĕхлĕ тесе ĕнентерекен теори)

ризница

ризница (чиркӳри пӳлĕм, унта тумтир, савăт-сапа, ытти хатĕрсем уçраççĕ)

рынок

1. рынок (тавар, укçа-тенкĕ, ытти хаклăхсем çаврăнакан хутлăх); мировой рынок тĕнчери рынок; рынок недвижимости куçман пурлăх рынокĕ; рынок труда ĕçлев рынокĕ 2. пасар; центральный рынок города хулан тĕп пасарĕ; вещевой рынок япала пасарĕ

фульбе

фульбе, фульбесем (Нигерире, Гвинейăра, Сенегалта, Камерунра тата Африкăри ытти çĕршывсенче пурăнакан халăх; йышĕ пурĕ — 22,7 миллион çын)

тред-юнионы

тред-юнионсем (Англири тата ытти хăш-пĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ)

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

andere

tepĕr (tĕpri), ytti
тепĕр (тепри), ытти

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пуса

«посконь», «мужская особь конопли»; тат. баса, башк. баçа, тюм. маса, узб. буз «посконь», чув. пуса чечек «пустоцвет»; пуса каччисем «дружки жениха» (каччă «жених»).

техĕм

«вкус (пищи)»; техĕмлĕ, темлĕ «вкусный», «приятный на вкус»; уйг. тәм, узб., ойр. там «вкус»; азерб. там, тәм «вкус, «привкус»; тамлы «вкусный», «имеющий привкус»; тат., башк. тәм «вкус»; тәмле «вкусный»; туркм. тагамтагамлы, алт. В таамтаамду, кирг. даамдамду, ног. даьм даьмли, к. калп. дамьдамли, казах. дэм дэмди «вкус — вкусный». Из араб. «вкус»; «вкусный»; см. маса, __тутă__.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вут хыптар

Вут хыптар 1. зажигать / зажечь что; 2. заставить зажечься (каким-либо сильным чувством, страстью).
1. Пилеш ытти йывăçсене, хуллен-хуллен çил вĕрсенех, Пултарĕ час вут хыптарма. Г. Ефимов. — Вут хыптаракан бомбăсем ан пăрахчăр шуйттансем, — терĕ Ванюшка, пĕр самолечĕ вăрман тĕлне çитсе каялла çаврăннине кура. Л. Агаков. 2. Пăчăртанса тухсан куççулĕ Наталие вут хыптарать. П. Хусанкай.

Йĕркене кĕрт

Йĕркене кĕрт 1. приводить / привести в порядок кого-что, в какой, наводить / навести порядок в чем; 2. образумить кого-что.
1. Фермăри витесемпе ытти çурт-йĕре хĕлле валли юсаса йĕркене кĕртме колхозри ăста платнике, Варвари ашшĕне, Ярмуш Петĕрне хушрĕç. С. Аслан. 2. — Анне ăна йĕркене кĕртме пăхрĕ. Вăл пур пире иксĕмĕре те вутсыппипе хĕнесе хăваласа ячĕ, — ĕсĕклесе каларĕ Лена. М. Кипек.

Наказ пар

Наказ (наказсем) пар давать / дать наказ (наказы) кому.
Партипе государство контролĕн комитечĕсене пулăшакан группăпа пост членĕсене пухура пулнисем ытти наказсем те нумай пачĕç. Коммунизм ялавĕ. Хресченсем, вулăсĕ-вулăсĕпе пухăнса, депутатсене наказсем парса янă. И. Кузнецов.

Сăмах çукран сăмах ту

Сăмах çукран сăмах ту переливать из пустого в порожнее; син.: пуш параппан çаптар.
Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ.

Тĕслĕх кăтарт

Тĕслĕх [пример] кăтарт показывать / показать пример чего, кому, в чем, какой, задавать / задать [дать] тон в чем.
Ăмăртура нумай бригадăсемпе цехсем, коммунизмла ĕç ударникĕсем паха тĕслĕх кăтартаççĕ. Коммунизм ялавĕ. Сăпайлă, вашават, хисеплĕ çынсем ытти çынсене те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, çамрăк ăрăва чăн-чăн коммунизмла воспитани параççĕ. Э. Волошина. Татăклă кĕрешĕве учительсем пуçараççĕ, хăйсем пур çĕрте те пример кăтартаççĕ Ф. Андреев.

Хытта хăвар

Хытта хăвар оставлять / оставить (незасеянным (о загоне).
Çуртыррисем хыççăн е татах ытти тĕрлĕ çуртырри акас пулать, е курăк акса хăварас пулать, е хытта хăварас пулать.

Шут тыт

Шут тыт [ту] решить что делать, задумать что, что делать.
Матви хăй те, кил-çурт çавăрса, ытти «ырă çынсем» пекех йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма шут тытрĕ. Л. Артемьев. Темшăн-çке каччă тата çине тăрсах акăлчан чĕлхине вĕренме шут тытрĕ. А. Ĕçхĕл. Çтаппан аслашшĕ ылтăнне вăрласа тарма шут туса хунăччĕ. Л. Емельянов.

Шута хур

Шута хур 1. считать кого-что, кем-чем, за кого-что; 2. считаться / посчитаться с кем-чем, принимать / принять в расчёт [во внимание] кого-что.
1. Тухтăра Михаил Аверьянович тӳрĕ, ырă чĕреллĕ çын шутне хунă. А. Чехов. 2. Анчах Савалей ун сăмахне шута та хуман. Юхма М. Техникăна шута хуманни ытти çĕрте те сисĕнет. Коммунизм ялавĕ.

Юрăхсăра тух

Юрăхсăра тух приходить / прийти в негодность.
Вăл Микитапа тата ытти темиçе çамрăкпа пĕрле хăямат кĕперĕн юрăхсăра тухнă юписем вырăнне çĕнĕ сăвайсем çапрĕ. Л. Агаков. Çырма-çатра таврашĕнчи çĕрсем эрозие пула çулран-çул вуншар гектар юрăхсăра тухаççĕ. А. Ĕçхĕл.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

аграрник

ç.с. 1. Ял хуçалăхĕнче е ял хуçалăх ыйтăвĕ-семпе ĕçлекен çын. Ун шухăшĕпе чылайăшĕ килĕшет, аграрниксем те, хуларисем те. Х-р, 20.01.1994, 1 с. Уя тухса курман аграрник-теоретиксем халăхăн çĕр йĕркелӳ традицине тĕпрен шута илес çук. Х-р, 11.09.1996, 3 с. А.П.Айдак тата аграрниксен юхăмĕн ытти ертӳçисем... Хресченсен союзне туса хурас енĕпе ĕçленĕ. А-д, 17.12.1999, 2 с. Ăна [хресчене] ... Шупашкарти тата Мускаври аграрник чиновниксем пулăшма шутламаççĕ. Х-р, 17.10.2000, 1 с. — журналист-аграрник (Х-р, 7.05. 1998, 1 с.). 2. Аграри партийĕн членĕ; аграри (2). Ирех, сесси пуçланиччен, аграрник-депутатсем канашланă. Х-р, 30.07.1992, 1 с. Коммунистсемпе аграрниксем ... фракци ертӳçисем хушнă пек сасăлаççĕ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.

аптраманлăх

, п.с. Пурнăç херĕпне çĕнме пултарни, чун хавалĕ; пиçĕлĕх, парăнманлăх (туп.), тӳсĕмлĕх. Поэт [Хусанкай] халăхăн «аптраманлăхне» — ĕçри хастарлăхне, çапăçури харсăрлăхне, кăмăллăх пиçĕлĕхне — пуринчен ытла Аптрамансен йышĕнчи çынсен сăнарĕсемпе кăтартса парать. М.Сироткин //П.Хусанкай, 1968, 47 с. Автор [Ип.Иванов; 1972] шухăшĕпе, чăвашсем ытти нацисенчен аптраманлăхпа, чăтăмлăхпа, сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Ю.Артемьев, 1980, 16 с. Чăваш çыннин чăтăмлăхне, аптраманлăхне, çутă ĕмĕтне мухтать «Арçури» поэма. ЧС, 1994, 8 кл., 72 с. Аптраманлăхне, харсăрлăхне, ăсталăхне тата тепĕр хут çирĕплетрĕ [халăх театрĕ]. Х-р, 27.05.1997, 6 с. — аптраманлăх пилле (В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); — ĕмĕрхи аптраманлăх (А.Мефодьев //XШ, 1999, 4—5 /, 116 с).

асаттелĕх

ç.с. Хĕсметре (туп.) çулталăк ытла пулнисем çамрăк салтаксенчен мăшкăллани; çар уставне сĕмсĕррĕн пăсакан хутшăнусем. Çарти «асаттелĕх» текен йăла-йĕркерен хăратăп, кĕркунне манăн та салтак тумтирне тăхăнма тивет. Ç-т, 1995, 4—5 /, 37 с. Çарти «асаттелĕх» тата ... ытти хăрушă чирсем çамрăк çынсене пурнăçран уйăраççĕ е амантса-сусăрлатса хăвараççĕ. Х-р, 2.10.1998, 1 с. Америка çарĕнче Раççейри пек «асаттелĕх» çук. Х-р, 14.03.2003, 3 с.

астармăш

п.п. Чĕрчунсене илĕртсе тытмалли апат. Пулла кайнă чухне çĕр ăманĕсĕр пуçне ытти тĕрлĕ илĕртмĕшсене те илмелле. О.Печниковпа М.Печникова, 2000, 201 с. Шур çунатлă лĕпĕшсем те çавăн пек астармăшсене лекме пултараççĕ. Ар, 2002, 19 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 589 с.

биоэнерготерапевт

ç.с. Биоэнергетика (туп., 2) мелĕпе сиплекен врач. Чирлĕ çынна сывату курсĕ вăхăтĕнче темиçе тĕрлĕ специалист сиплет, ...Н.Михайлов хирург-травматолог тата биоэнерготерапевт, В.Антонова биоэнерго-корректор. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Тĕнче класлă З.Хардова био-энерготерапевт хăй сеансĕсене пырса куç ӳкнинчен, пăсса панинчен, ытти чир-чĕртен сипленме чĕнет. Х-р, 23.02.1994, 4 с. Хăйне вăл «чун сиплевçи» тет. Био[энерго]терапевт теме пулать. Х-р, 3.09.1996, 4 с.

вăйăç(ă)

ç.п. Спорт вăййине вылякан, командăсен ăмăртăвне хутшăнакан çын. Тĕп стадионта пуриншĕн те (кам футболист, волейболист е ытти вăйăç пулнине пăхмасăр) пĕрешкел хăйне евĕр экзамен ирттерчĕç. Х-р, 15.05.1997, 4 с. «Ювентус» клубăн вăйăçи З.Зидан, «Спартак» вăйăçи Е.Титов. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с. «Волжанка» ун чухне кайрисен ретĕнче марччĕ, ... çавăнпах унăн вăйăçисене ытти хуласенчи клубсене илĕртсе пĕтерчĕç. ÇХ, 1999, 42 /, 11 с.

видео

ç.с. 1. Электричество сигналĕсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел. Хăвăрах шутлăр-ха, нивушлĕ видео юхăмне чарса çитереттĕмĕр. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Пысăк тавракурăмлă вăл [хальхи ача]. Тĕрлĕ видео тата ытти техникăна пула хăвăрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с. Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витĕм кӳреççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. 2. Видеокамера (туп.). Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнĕ те, пăхасшăн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с. 3. Видеопленка (туп.). И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 29.05.1998, 2 с. Эпĕ ку юрра ... видео çине пĕрремĕш хут 1993 çулхине çыртарнă. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Хĕрарăмсем çак фильма видео çине çыртараççĕ те ... темиçе хут çавăрттараççĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с. 4. Видеофильм (туп.). Пушă вăхăтра видео курассине [йĕрке-леме] ... кирлĕ хатĕрсене штаб парса ячĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Юлташĕ видео курма пырса ларать. ÇХ, 10.04.1998, 5 с. Халь кашни килте видео пăхаççĕ. Х-р, 6.07.1999, 1 с. Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ÇХ, 2000, 11 /, 12 с.

видеоаппаратура

ç.с. Видеофильмсем ӳкермелли тата курмалли техника (видеокамера, видеомагнитофон, видеоплейер т.ыт.те); видеотехника. Милиционерсем вĕсем [вă-рăсем] патĕнче мĕн кăна тупман, компьютерсем, видеоаппаратура, ытти техника. Х-р, 14.03.2000, 4 с. Видеоаппаратурăшăнах касса, пăвса вĕлернĕ тенине тăтăшах илтетпĕр вĕт. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Хĕрсене [каччăпа паллашма] аудио-, видеоаппаратура сутакан лавккана кайма сĕнетĕп. ÇХ, 2001, 49 /, 11 с.

видеокамера

ç.с. Пурнăç саманчĕсене сасси-мĕнĕ ӳкерме, видеофильм (туп.) тума май паракан хатĕр. 20-мĕш çулсенче чăваш хăйĕн илемлĕ фильмĕсемпе мухтанма пултарнă. Халĕ, видеокамера çине видеокамера тата ытти чаплă аппаратура пур вăхăтра, нимĕн те тумастпăр. Х-р, 19.02.1994, 1 с. Видеокамерăна ăçта вырнаçтарнине тупса пиншакпа хупламалла. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Эпĕ вара çакна пĕтĕмпех видеокамерăпа сăнаса пурăнтăм. ÇХ, 1999, 41 /, 5 с. — видеокамерăпа ӳкерсе ил (Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.; М-лла, 2000, 6 /, 2 с.; Ар, 2001, 11 /, 1 с.).

видеокĕпер

ç.с. Видеотелефон (туп.) мелĕпе йĕркеленĕ çыхăну. Эсир ... видеокĕперсен мехелĕпе ытти регион-семпе çыхăнма пултаратăр. Х-р, 25.04.2002, 1 с. — танл., телекĕпер.

генсек

ç.с. Совет Союзĕнчи Коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕн ертӳçи; тĕп секретарь. Горбачева вĕлерес хăрушлăх пулнă, мĕншĕн тесен генсек тăшманĕсем ... ăна ытти меслетсемпе чарма пултарайманнине ăнланма пуçланă. Х-р, 22.09.1992, 3 с. Хăй вăхăтĕнче И.Сталин сăнӳкерчĕкĕпе ретушер питĕ нумай ĕçленĕ, мĕншĕн тесен генсек пичĕ шатраллă пулнă. Х-р, 15.03.1994, 4 с. Пленум ларăвĕ умĕн обком кулуарĕсене пухăннисем генсек пӳтсĕрлĕхне еплерех сӳтсе явнине лайăх астăватăп. Ч-х, 1999, 28 /, 6 с. — генсек пуканĕ (Я-в, 1992, 9 /, 10 с.); генсек портречĕ (Х-р, 11.08.2000, 3 с.); — пулас генсек (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); экс-генсек (Х-р, 3.04.2001, 3 с.).

илĕртмĕш

п.п. Чĕрчунсене илĕртсе тытмалли апат. Пулла кайнă чухне çĕр ăманĕсĕр пуçне ытти тĕрлĕ илĕртмĕшсене те илмелле. О.Печниковпа М.Печникова, 2000, 201 с. Шур çунатлă лĕпĕшсем те çавăн пек астармăшсене лекме пултараççĕ. Ар, 2002, 19 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 589 с.

инноваци

ç.с. Çĕнĕ техникăпа технологие тата ӳсĕмлĕ ăслайсене ĕçе кĕртесшĕн тимлени; çĕнетӳ. Аталану бюджетне инвестиципе инноваци ĕçĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ тата производствăна пысăклатассипе çыхăннă ытти тăкаксем кĕреççĕ. Х-р, 17.03.1992, 4 с. Инноваци юхăмĕ республикăра анлă сарăлнăранпа 6 çул çитрĕ. Х-р, 10.09.1996, 2 с. Ялти 2500 ача инноваци шкулĕсенче вĕренеççĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — инноваци центрĕ (Х-р, 29.05.2001, 2 с.).

интим

ç.с., калаç. Арлăх хутшăнăвĕ; савăшу (туп.). Кайран, ытти пĕлтерӳсенчи пекех, çапла кукăртса хутăм, «Интим сĕнме кирлĕ мар». ÇХ, 1997, 46 /, 5 с. Халиччен чăваш эстрадинче кунашкалли пулманччĕ! Лотерея вылявĕ, стриптиз, интим «сценисем»... ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Интимра çĕнĕлĕхсене яхăнне те яман арçынсем. ÇХ, 2000, 38 /, 8 с. — интим ыйтăвĕсем (С-х, 2001, 32 /, 4 с.).

кикбоксинг

ç.с. Бокс ăслайĕсене хĕвелтухăç кĕрешĕвĕн мелĕсемпе (тĕсл., пилĕкрен çӳлерех тапма ирĕк панипе) çыхăнтаракан спорт тĕсĕ. Кунта [ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче] спортăн йăлана кĕрсех çитеймен тĕсĕсем, ушу, кикбоксинг т.ыт. театаланĕç. Х-р, 20.05.1994, 1 с. Каччă-семпе хĕрсем ... хальхинче кикбоксингпа — Европăра бокспа каратэрен çуралнăскер, контактлă каратэпе интересленме пуçларĕç. Х-р, 20.06.1997, 4 с. Пĕрисем кикбоксинг çине тĕрев тăваççĕ, теприсем самбăна е ытти кĕрешĕве тĕпе хураççĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 11 с. Артур шăллĕ паллă спортсмен, кикбоксинг енĕпе Раççей тата Европа чемпионĕ. Х-р, 26.07.2001, 3 с. — ЧР Кикбоксинг федерацийĕ (ÇХ, 1998, 50 /, 12 с.).

манкуртлăх

ç.с. Иртнĕ ĕмĕрсемпе çыхăну çухатни, халăхăн ăс-хакăл эткерĕнчен писни. Халăх астăвăмĕ мăкални нимрен те хăрушă, ку вăлманкуртлăх. Ю.Артемьев, 1991, 48 с. Манкуртлăха пĕтермесĕр преступлени те чакмĕ, экономикăпа культурăра, наукăра тата ытти çĕрте ӳсĕм пулмĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Наци нигилизмĕ, ... пуласлăха ĕненменни, манкуртлăх т.ыт. те пăшăрхантарма тивĕç пире. Х-р, 15.09.2001, 2 с.

пăртас

п.с. Мăкшăсемпе хурăнташлă пулнă, Атăлçи пăлхарсемпе тата ытти халăхсемпе хутăшса пĕтнĕ авалхи йăх çынни. Атăл тăрăхĕнчи авалхи йăхсем хушшинче араб авторĕсем пăртассене те асăнаççĕ... Чăваш этногенезне пăртассем сахаллăн хутшăннă. В.Каховский, 1984, 40—41 с. Пăртас сали вырăнĕнче пăртас халăхĕ пурăннă пулас. А.Т.-Ыхра, 2000, 21 с. Пăрттассем XI ĕмĕрсенче хăйсен ятне çухатнă. Вĕсен культури мишерсемпе мордва йăхĕсен культурине сĕм парса хăварнă. Х-р, 26.06.2003, 4 с.

пăрттас

п.с. Мăкшăсемпе хурăнташлă пулнă, Атăлçи пăлхарсемпе тата ытти халăхсемпе хутăшса пĕтнĕ авалхи йăх çынни. Атăл тăрăхĕнчи авалхи йăхсем хушшинче араб авторĕсем пăртассене те асăнаççĕ... Чăваш этногенезне пăртассем сахаллăн хутшăннă. В.Каховский, 1984, 40—41 с. Пăртас сали вырăнĕнче пăртас халăхĕ пурăннă пулас. А.Т.-Ыхра, 2000, 21 с. Пăрттассем XI ĕмĕрсенче хăйсен ятне çухатнă. Вĕсен культури мишерсемпе мордва йăхĕсен культурине сĕм парса хăварнă. Х-р, 26.06.2003, 4 с.

поп-çăлтăр

ç.с. Яш-кĕрĕм кăмăллакан эстрада юрăçи. Ĕç-пуç ... поп-çăлтăрсен аялти кĕпе-йĕмĕ патнех çитмен-ха. ÇХ, 1999, 12 /, 8 с. Поп-çăлтăр [Мадонна] хăй автобиографи çырма, ытти авторсен çăварне хуплама шут тытнă. ÇХ, 2001, 49 /, 8 с. Поп-çăлтăрсем кашни кун супер-шоусем кăтартĕç. Ар, 2002, 36 /, 2 с.

публицистикăлăх

ç.с. Общество пурнăçĕн çивĕч ыйтăвĕсене сăнлани. Тарăн лирикăлăхпа çивĕч публицистикăлăх яланах юнашар тăнă авторăн [А.Дмитриевăн] пултарулăхĕнче. М.Ставский //КЯ, 16.01.1990, 4 с. Публицистикăлăх, гражданин позицине туйса çырни ытти ярăмсенче те куçкĕрет. Ю.Айдаш //Я-в, 1991, 7 /, 27 с. Поэзи гражданлăхпа публицистикăлăх еннелле сулăннă. Д.Гордеев //Х-р, 15.03.1994, 2 с.

ăраскаллан

ç.с. Чăвашрадиори «Ăраскал» кăларăм (туп.) палли пулса тăр. Ытти кăларăмсене мана хутшăнтар-маççĕ, мĕншĕн тесен манăн сас «ăраскалланса» ларнă [17 çула яхăн «Ăраскала» ертсе пынă С.Савельева артистка каланинчен]. ÇХ, 1999, 2 /, 12 с.

ĕçтеш

ç.с. 1. Ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнçр. Çак ыйтусене митинг хыççăн хама та, ĕçтешсене те, йăхташсене те паратăп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорĕ Е.Салмин хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Çапла пурăнатчĕ, ĕçлетчĕ журналистикăри ĕçтешĕмĕр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элĕк район судйи Г.Скворцов вара ку енĕпе ытти ĕçтешĕсенчен уйрăларах тăрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с. 2. Сотрудник, работник, ĕçчен. Пирĕншĕн, кафедра ĕçтешĕсемшĕн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ĕçтешĕсем таçти пĕлĕтри шухăшсене путнă пулас. ÇХ, 17.04.1998, 4с. —ăслăлăх ĕçтешĕ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

библиотека

кĕнекесем хуракан вырăн; кĕнеке пуххи. Унта лайăх кĕнекесем нумай (библиотека) пулнă [Святой 1896:5]; Школасем, библиотекасем (кĕнекесем хуракан вырăн, кĕнекесем пухувĕ), читальнясем (хаçетсем, кĕнекесем вулакан вырăн) хаçетсем кăларас тесен ялан канчĕрлесе тăраççĕ [Хыпар 1906, № 34:533]; Чăвашсем çĕнĕ Раççĕйра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:39].

благочинный

чиркӳсене, монастырьсене пăхса тăракан. Монастырсене пăхса тăракан (благочинный) архимандрит Аркадий, чăваш монастырин пуçлăхĕ игумен Антоний, çав таврари чиркӳсене пăхса тăракан пуп (благочинный) А. Добросмыслов тата çывăхри ытти саласенчи пупсем те, чиркӳ тумĕ (риза) тăхăнса архиерее хирĕç хĕреспе, турăшсемпе тухнă [Освящение 1904:7].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

иеромонах

монах священник. Серафиме ытти ачасемпе пĕрле монах священник (иеромонах) Иосиф пăхса тăнă [Житие 1904:6].

инкек

хĕн. «Дом трудолюбия» туса çитереспе пит йăвăр инкек (хĕн) пулнă. Сĕм тĕттĕм çĕр варринче çумри çуртра вут тухнă та сасартăках темиçе çурта хыпса илнĕ. Çук çынсем валли лартнă çурт ытти çуртсемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса пĕтнĕ. Çак йăвăр инкек (хăш-хăш çĕрте вут тухнине шар теççĕ) çӳлтен сăнмалăх пулчĕ пулĕ тесе Иоанн атте никама та хуйхăрма хушман [Отец 1904:25].

консул

Римри чи çӳллĕ вырăн; ют патшалăхран Россияна ытти патшалăхсене ĕç мĕнле тунине пăхса тăма янă çынсем. Пит хĕн вăрçăри пек, çав армиясене пăхса тăма икĕ консула (Римри чи çӳлĕ вырăн) янă [Боголюбов 2001:54]; Персияран Россияра пурăнакан консулсем1 патне çапла телеграмма янă <…> 1Консул тесе ют патшалăхран Россияна ытти патшалăхсене ĕç мĕнле тунине пăхса тăма янă çынсене калаççĕ. Вăл çынсем вăрттăн пăхса çӳрекен çынсем мар. Паллă çынсем [Хыпар 1906, № 34:536].

корь

хĕрлĕхен. Çапла ĕнтĕ халер вăл шатра, тар чирĕ, хĕрлĕхен (корь) тата ытти сикекен чирсем пекех сикекен чир [Халер 1908:1].

культиватор

тырра аксассăн ăна çĕр айне тумалли япала. Тырра аксассăн ăна çĕр айне тăвас ĕçе тата ытти япаласемпе те тăваççĕ (культиваторсемпе, дисковый сӳресемпе), анчах вĕсем пит хаклă тăраççĕ, хресчен çынни илес япаласем мар [Способы 1911:4].

математика

хисеплеме-шутлама вĕрентекен наука. Университетсемсĕр, ытти пысăк школасемсĕр пуçне вĕсен ялсенче те аслă школасем пур; вăл школасенче вулама-çырма анчах мар, хисеплеме-шутлама (математика тиекен наука) <…> вĕрентеççĕ [Хыпар 1906, № 10:151].

музей

асăнмалли япаласен пуххи. Чăвашсем çĕнĕ Раççейра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:38–39].

навус

тислĕк. Çĕре навус (тислĕк) кăна мар, ытти япаласем те тăкас пулать [Çулталăк 1906:41].

океан

аслă тинĕс. Япония çĕрĕ шыв варринче: унăн пĕр енче Тихий океан (аслă тинĕс), ытти енĕсенчен Охотское, Японское, Восточно-Китайское тиекен тинĕссем [Абрамов 1988:174].

Перун

славянсен аслати турри. Славянсем чăн Турра пĕлмен, вĕсем суя тĕнпе пурăннă: вăрманта вăрман турри, шывра шыв турри, çуртра хĕртсурт пулнă; чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ [Рассказы 1888:6]; <…> хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене ытти япаласене те нумайĕшне турă тесе хисепленĕ; чăн вăйлă турă Перун тесе шухăшланă, ăна аслатипе çиçĕм турри тенĕ [В память 1888:3].

посол

ют патшалăхра тăракан улпут; янă çын. Пилĕк миллион посолсем (ют патшалăхсенчен тăракан улпутсем) илеççĕ [Игнатьев 1906:14]; Михаил Федоровича патшана суйласан Авраамий ытти янă çынсемпе (посолсемпе) пĕрле Кострома хулине ăна патшана чĕнме кайнă [Покровский 1913:11–12]; Унтан Михаил Федоровичпа унăн амăшĕ монахиня Мария патне суйласа çынсем (посолсем) янă [Çулталăк 1913:2].

потир

чиркӳре кĕл тунă чухне кирлĕ аялтан тыткăллă тунă чашăк. Чиркӳре кĕл тунă чухне тыткалакан савăтсемпе ытти кирлĕ япаласем çаксем: аялтан тыткăлă тунă чашăк (потир, урăхла чаша) <…> [Наставление 1896:164].

риза

чиркӳ тумĕ. <…> ытти саласенчи пупсем те чиркӳ тумĕ (риза) тăхăнса архиерее хирĕç хĕреспе, турăшсемпе тухнă [Освящение 1904:7].

сословие

(хальхилле сослови) ăрасна законпа пурăнакан халăх ушкăнĕ. Пирĕн шухăшпа, халăха çĕр парса ытти сословисемпе* танлаштармасан, ыйтакан ирĕксене пурне те памасан, часрах пур ĕçе те хăй ирĕкĕпе тумалла çĕнĕ Дума пухмасан пирĕн нихăçан та халăх лăпланса йĕркене кĕрес çук. *Пирĕн пурĕ тăватă сослови: хресчен сословийĕ, мещан сословийĕ, пупсен сословийĕ, улпутсен сословийĕ. Сослови тесе ăрасна законпа пурăнакан халăх ушкăнне калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509].

сотник

çĕр çын пуçлăхĕ. Хĕрес патĕнче тăракан çĕр çын пуçлăхĕ (сотник), ытти салтаксем те çав хăватсене курсан каланă: ку чăнах та тӳрĕ çын пулнă мĕн, Турă Ывăлĕ иккен! тенĕ [Наставление 1896:115–116].

тимĕр-таш

ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл т. ыт. <…> тимĕр, шăвăç, пăхăр тата ытти тимĕр-ташсем* хĕвел çинче йывăçран, хутран часрах ăшăнаççĕ, сивĕнме те час сивĕнеççĕ. * Тимĕр-ташсем: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, тăхлан, чĕр кĕмĕл тата та нумай [Первая 1909:78].

требник

турăшсене епле каласа святить тунине пĕлтерекен кĕнеке. Ытти турăшсене епле каласа çвятит тунине пĕлес килет пулсан требник ятлă кĕнеке çине пăхас пулать [Беседы 1898б:31].

шар

вут тухни. Сĕм тĕттĕм çĕр варринче çумри çуртра вут тухнă та сасартăках темиçе çурта хыпса илнĕ. Çук çынсем валли лартнă çурт ытти çуртсемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса пĕтнĕ. Çак йăвăр инкек (хăш-хăш çĕрте вут тухнине шар теççĕ) çӳлтен сăнмалăх пулчĕ пулĕ тесе Иоанн атте никама та хуйхăрма хушман [Отец 1904:25].

шăрпăк

спичка. Вăрттăн куланая пурлăхпа тухăçран мар, çынна кашни кун тенĕ пек тыткалама кирлĕ япаласенчен илеççĕ: эрехрен, сахăртан, чейрен, табакран, шăрпăкран (спичкăран) тата ытти çавăн пек япаласенчен пухаççĕ [Хыпар 1907, № 12:87].

шăрăшлă

(хальхилле шăршлă) япăхнă. Шăрăшлă (япăхнă) пĕвесене тасатасси çинчен. Кивĕ пĕвесем сӳс, курăс хутнăран, ытти кирек мĕн япаласем çĕрнĕрен япăхланса, шăрăшланса каяççĕ, вăл пĕвесенче вара ниепле пулă та пурăнмасть, вĕсем хăйсем те вилсе пĕтсе пĕвине тата ытларах шăрăшлантараççĕ [Çулталăк 1910:13].

шуйтан

(хальхилле шуйттан) усал сывлăш, Турă тăшманĕ. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3]; Çапла усала тухнă ангелсене шуйтансем, усал сывлăшсем теççĕ. Чи аслă шуйтана вырăсла сатана тата дьявол теççĕ, вăл чăвашла элеклекен, астаракан, улталакан тени пулать [О святых 1892:19]; Шуйтан вăл усал сывлăш. Турă вăл сывлăша ырăлăхлă, çутă пултарнă, анчах вăл кайран мăн кăмăлланса ытти хăйне пăхăнса тăракан сывлăшсемпе Турра хирĕç тăнă; çавăншăн ăна вара Турă ытти пăтраннă ангелсемпе пĕрле пĕлĕт çинчен хăваласа антарнă, çавăнтан вара вĕсем тĕттĕмленсе усал сывлăш пулнă, Турă тăшманĕсем пулнă [Объяснительные 1903:13–14].

шурă тăхран пуç

чавка пуçĕ, клевер. Хуртсем акă мĕнрен-мĕнрен пыл пуçтараççĕ: улма йывăççи е ытти пахча çимçи чечеккисенчен, анчах вăл вăхăтра хăйсене йышланма пыл нумай кирлĕ, ытлашши, вĕллерен илмелли пит сайра пулать, хăмла çырли чечеккинчен; улăхри тĕрлĕ чечексенчен, пуринчен ытла шурă тăхран пуç (чавка пуçĕ, клевер) пыл парать, çăка чечекĕнчен, хура тул чечекĕнчен [Сергеев 1907:33].

шывăш

водород. Çавăн пекех шывăш (водород) тиекен газ е вĕри сывлăш тултарнă хăмпă та çӳлелле вĕçсе каять, мĕншĕн тесен вĕри сывлăш сиввинчен çăмăлтарах, шывăш ытти пур газсенчен те çăмăл [Третья 1911:109].

эллин

грек. Чăн малтан Христос вĕрентнине Израиль халăхĕ хушшинчи суйланисем ĕненнĕ, вĕсем хыçĕнчен Христос Хăй çӳренĕ çĕр çывăхĕнчи халăхсем ĕненсе тата ытти халăхсене те вĕрентсе ĕнентернĕ. Çавăн пек халăхсенчен пĕр чаплă халăх авалхи эллинсем (грексем) пулнă [В память 1888:1]; Святой Прокопий çапла Христос çинчен эллинсен (грексен) кĕнеки çинче çырнă сăмахсемпех каласа кăтартнă <…> [Жизнь 1903:21].

çиккер

ӳсĕртекен япала. … вăл Турă умĕнче аслă пулĕ, эрех те, çиккер (ытти ӳсĕртекен япала) та ĕçмĕ … [Лука 1:15].

Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗ

Попой вăрманĕ

Хурăнлăхран (Шупашкар районĕ) анăçалла вырнаçнă вăрман (ытти ялсем панă ят).

Çавăн пекех пăхăр:

ытлашши ытлашшилĕх ытлашшипех ытлин-çитлин « ытти-маса. » ытти-маси ытти-хатти ых ыхăла ыхлаç

ытти-маса.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150